Пĕр станцире пирĕн вакуна шукăль тумланнă çамрăк пырса кĕчĕ те, кĕнĕ-кĕменех, проводница çумне çыпçăнчĕ.
— Вакунта çын мĕншĕн нумай? Ăçта лармалла кунта? Вырăн çук çĕре билет ма сутаççĕ?
— Вырăн пур. Ак кунта, хамăр çума килĕр, — тесе, эпир ăна вырăн тупса патăмăр.
Хăй ĕçĕпе унта-кунта çӳренĕ хыççăн, проводница пирĕн пата пычĕ. Шукăль каччă каллех ун çумне çыпçăнчĕ:
— Вакунта мĕншĕн пăчă? Кантăксене уçмастăр, пассажирсемшĕн тăрăшмастăр! — тет.
— Халĕ каçа хирĕç аптăрамалла мар, кăлăхах тиркешетĕр, — терĕмĕр эпир.
Шукăль пассажир пирĕн еннелле кăн-н пăхрĕ те: «Мĕнле кăлăхах? Мĕнле апла? Вăкунта çакăн пек пулмалла-и? Мĕншĕн вĕсен хутне кĕретĕр?» — теме тытăнчĕ.
Каярахпа вăл шыв ĕçме кайрĕ. Вăл чĕрре кĕрсе тавлашни аякранах илтĕне пуçларĕ:
— Шыв мĕншĕн сивĕ? Мĕншĕн вĕретместĕр? Çынна мĕншĕн хисеплеместĕр?
— Вĕретнĕ, ара, сивĕнчĕ пуль, — терĕ проводница.
Разъезда çитрĕмĕр. Вунă минут тăмалла. Шукăль пассажир унăн-кунăн уткалама тапратрĕ:
— Мĕншĕн капла нумай тăратăр? Мĕнле йĕрке ку? Çитес çĕре хăçан çитмелле?
— Эсир ытла канăçсăр-çке. Ара, поезд шăп та лăп расписанипе çӳрет, — ăнлантарчĕç ăна пассажнрсем.
Шукăль пассажир, ним тăвайман енне, пирус кăларса тивертрĕ.
— Юлташ, ан çӳплĕр кунта, — асăрхаттарчĕ ăна проводннца. — Çӳплеме юрамасть.
— Вăл санăн ĕç. Ăна санăн пуçтармалла. Сана çавăншăн укçа тӳлеççĕ, —хаярлансах кăшкăрчĕ пассажир.
Вакунри çынсем тӳсеймерĕç, пурте ăна хирĕç калама тытăнчĕç:
— Шăрпăк эсĕ! Пур çĕрте те чĕрре кĕретĕн, хăвăн ним йĕрки çук, — терĕç.
Чăтаймарĕ курăнать шукăль пассажир. Аллине лашт сулчĕ те урăх вакуна куçма шутларĕ. Васканипе пĕр хĕрарăма тĕксе ӳкерчĕ, ача ури çине таптарĕ, хăй каялла çаврăнçа пăхмарĕ.