Ку пĕве çитсе те хĕршĕн
Эп урам тăршши виçмен.
Куртăм та сана эп темшĕн
Çунтăм. Сисрĕн-и?
— Сисмен...
Ир-ирех, килет çеç шуçăм,
Эп тухаттăм акана.
Сан çинчен каймарĕ куçăм.
Сисрĕн пулĕ?
— Кăшт кăна...
Халăхпа эп утă çултăм,
Ман паккусăм тикĕсчĕ.
Сан çине пăхса йăл култăм.
Сисрĕн пулĕ?
— Сиснĕччĕ..
Тулă хӳхĕм ӳсрĕ, выртăм.
Халь кĕретĕп авăна.
Юратса сана эп ыртăм.
Сисрĕн пулĕ?
— Аванах...
Пичкене сăра та тулĕ
Туй тумашкăн кĕр çитсен.
Юратни сан урăх пулĕ?
Каласамччĕ?
— Çук, сисмен...