Кĕрхи тискер сивĕ çил тĕнчене туллать. Вăхăтăн-вăхăтăн вĕтĕ çумăр çăвать. Тĕнче илемне тискер сăн парать.
— Ух, сивĕ!
— Тискер.
— Салху.
— Çантăлăкĕнчен ытла самани тискер, — тесе пуплеççĕ шыв хĕррине пынă хĕрарăмсем, Колчак Хусана илни çинчен сӳтсе явса, хăйсен старикĕсене салтака илесрен шикленеççĕ вĕсем.
— Ваçик салтака кайсан, вилес пулать вара ман, — тесе хучĕ Верук та хуйхăрса.
Тискер кĕрпе тискер самана çинчен чылай пуплесе тăчĕç арăмсем. Пĕр-пĕринпе пуплесе ăшчиккисем кӳтнипе хуйхăллăн утрĕç ерипен килелле.
Сивĕ.
Тискер.
* * *
Çумăр чĕресрен ярать. Сивĕ çил çĕçĕпех касать. Ниçта пусма çук пылчăк. Тарласа пăсланнă лашасем ерипен пыраççĕ. Пĕкĕ çинчи шăнкăравсем хуллен янăраççĕ. Çамрăксем юрă тăсаççĕ. Вĕсен паян Хĕрлĕ Çара тухса каймалла.
Акă ял хапхи патне халăх пухăнчĕ. Верук та хăйĕн юратнă упăшкине Ваçике юлашки хут чуптăвать.
— Ваçик, тен, урăх кураймăпăр та. Пĕри вилсен, тепри асăнмалла пултăр. Ан ман, Ваçик!..
— Верук маншăн ан хăра. Эсĕ ху сывлăхна чипертерех упра. Ан ман. Сывă пул...
Çумăр çунăçемĕн çăвать. Çилĕ те çаплах касать. Ваçике ăсатма пынă лашасем уй енче, çивĕ çумăрта шăннипе, тапăртатса çеç тăраççĕ. Аичах Ваçик хăйĕн юратнă çамрăк арăмĕпе ниепле те пуплесе пĕтереймест.
— Халăх, сывă пулăр. Мана усал ан асăнăр. Эпĕ...
Ваçик халăха сăмах каласа хăварасшăнччĕ. Анчах Верук вăйĕ пĕтнипе сулăнса тăнине курчĕ те, сасартăк чарăнса, ăна ыталаса илчĕ. Верук, вилнĕ çын пек, Ваçике хирĕç нимĕн те калаймарĕ. Çавăнтах çĕре татăлса анчĕ.
Ваçик пĕр самантрах курăнми пулса çухалчĕ.
Верука хурăнташĕсем, çĕклесе кайнă пек, çавăтса кайрĕç.
— Нумаях та пурăнаймарĕç шереметсем, — тесе хĕрхенчĕç хăшĕ-пĕрисем.
* * *
Тискер кĕр кĕрлесе иртрĕ. Сивĕ хĕл те çавнашкалах шурĕ. Çуркунне те çитрĕ вĕçтерсе. Йăлтăркка хĕвел сивĕ шурă юра вăтантарчĕ, тип çырмасене çурхи шывпа тултарчĕ.
Анчах пирĕн Верук çавах халсăр. Çавах та тухса çӳреймест. Çынсем пир-авăр та тĕртеççĕ. Вăл ăна та тĕртеймест. Темĕн пулчĕ, пĕтĕмпех вилĕ сăнĕ çапрĕ. Ӳт-кĕлетки унăн пĕтĕмпех чакрĕ.
Вăраххăнах çуркунне иртрĕ. Çитрĕç çимĕк кунĕсем. Анкартисенче, пахчасенче тапранчĕç тĕрлĕрен ĕçсем. Верук çавах та ĕçе ереймест. Амăшĕ ăна пăртак çилленме те шутлать, Анчах, çав вăхăтрах хĕрхенсе, шеллесе те илет. Пур кинĕнчен те вăл Ваçик арăмне, çак Верука çеç юратать. Çавăнпа та вăл ăна сыватасшăн тĕрлĕрен юмăçсем патне çиткелет. Вăрнар мăнастырне те илсе çӳрет. Акă, нумаях та пулмасть таврари паллă юмăç — Çĕрпелти Пашалу Çтаппанĕ килсе пĕр эрне пурăнса кайрĕ. Кинне сыватасах тесе, ватă карчăк вĕсене мунча та хутса пачĕ.
Анчах нимĕн усси те пулмарĕ. Верук, пăртак çӳреме пуçланăскер, тепĕр хут вырăн çине ӳкрĕ. Темшĕн амăшне Пашалу Çтаппанне илсе килнĕшĕн тӳрĕ-тӳрĕ сăмахсем те кала-кала хучĕ. Амăшĕ çавах нимĕн те сисмерĕ.
Ваçук пĕрмаях çыру çырса тăрать. Вăл хăй пурнăçĕшĕн пĕрре те хуйхăрмасть. Халь вăл хĕрлĕ командира тухнă. Килте уншăн хуйхăрнине астуса, арăмĕ те уншăн хуйхăрсах сывмарланнине аса илсе, вĕсене çăмăллатасшăн темĕн тĕрлĕ йăпатса çырать. Арăмĕн чирĕ вăрăма кайнине манмасăр, кашни хучĕ çинчех больницăна кайма тархаслать. Кашни хучĕ çинех «нумай тăмастăп, киле пыратăп, çавăнпа та халь нумаях çырмастăп. Анне, Верук, сире иксĕре те юратса, ыталаса чуптуса илетĕп» тесе пĕтерет.
Ваçук хутне вуласан, Верук та çăмăллансах каять. Анчах çав вăхăтрах сасартăк хĕрелсе, хуралса кайни палăрать. Кăнтăрла, каç та час-часах Верук Ваçик ятне асăнать. Унпала хире-хирĕç тăрса калаçнă пек темĕн аташать. Куна амăшĕ те час-часах асăрхать.
Ваçик çырăвĕ тăрăх Верук больницăна кайма та хатĕрленет. Анчах кӳршĕ арăмĕсем пырса: «Сана, Верук, вĕреçĕлен ернĕ, больницăна кайсан та çавах вĕлерет вăл», — тесе хăвараççĕ. Вĕсен сăмахне итлесе, Верук больницăран та шикленсе тăрать. Унта вилесрен хăраса, больница тесенех, амăшĕн чĕри те çурăлсах тухать.
Ялта пурте: «Верука вĕреçĕлен ернĕ» тесе шутлать. Мĕншĕн тесен Ваçике вăл пĕрмаях курать. Вĕреçĕлен Ваçик пулса пырать тесе шутлать.
— Анне, манран ырă çын пулас çук çавах. Айта больницăна кайса пăхар, — терĕ пĕрре Верук амăшне.
Çак сăмахсем амăшĕн чĕрине те çемçетсех ячĕç. Темле вара çав вăхăтрах тухса та шутарчĕç больницăна хыçсăр урапаллă çӳрен кĕсрипе.
* * *
Больницăна каярах çитнипе кусем пынă вăхăта халсăр çынсем те пĕтнĕ. Пĕр каçăр сăмсаллă арăм çеç кĕçĕллĕ ачине йăтса кусене хирĕç тухса кайрĕ. Çавăнпа та çитнĕ-çитменех шала та кĕмелле пулчĕ.
— Хăвăртрах кĕр, инке! — тесе ăшшăн чĕнсе илчĕ Верука чĕлĕм чĕркекен хвершăл, иртенпех чирлисене пăхса ывăннăскер.
— Кĕреп те-ха, — терĕ хуллен Верук.
— Ай-ай, ытла та сăну пĕтнĕ-çке! Мĕн чирĕ ара сан, инке?
Хвершăл питĕ те ăшшăн пупленипе Верукăн чунĕ уçăлсах кайрĕ. Çавăнпа та вăл хăй чирĕ çинчен юлташне каланă пекех тапратрĕ.
— Ман... чирĕ те чирех мар, калама та кичем ĕнтĕ.
— Мĕн кичемĕ пултăр ара? — тесе татах йăвашлатрĕ сассине хвершăл.
— Мĕн... — тесе пуçларĕ Верук. Ку чирпе эпĕ çулталăк хурлăх куратăп. Ĕçмен имçам, чӳклемен сурăм, пуççапман чиркӳ, çитмен юмăç хăвармарăм ĕнтĕ таврара. Мĕн чухлĕ çӳрерĕм, çавăн чухлĕ хавшаклансах пытăм. Вăрнар мăнастырне кайсан, те чан сасси килĕшмерĕ, пушшех пултăм. Вара Вăрнартан таврăнсассăнах, Çĕрпелти Пашалу Çтаппанĕ патне кĕтĕм. Вăл сывататăпах тесе хамăрпах ларса пычĕ. Пĕр эрне пурăнса кайрĕ.
— Мĕнле хвершăл вара вăл Пашалу Çтаппанĕ?
— Çук, хвершăл мар вăл, таврари паллă юмăç.
Уçă чӳречерен ăшă çил вĕрсе Верукăн халат аркине хускатрĕ. Верук та юмахне каллех тапратрĕ.
— Çапла вара нумай çӳрерĕм, юлашкичен сирĕн пата килсе пăхас терĕм.
— Тахçанах килмеллеччĕ, тахçанах, — терĕ хвершăл сассине татах та çемçетсе. — Лар.
— Ларăп та-ха. Мĕн, килмеллеччĕ те çав, ман чирĕ усал чир те ĕнтĕ.
— Чир вăл пурте усал пуль. Лайăх пулсан, чир те пулмасть вара вăл.
— Ах, ман ахаль чир мар çав. Мана вĕреçĕлен ернĕ теççĕ. Çĕлен тесен, хвершăл сасартăк хăраса ӳкрĕ.
— Ма паçăрах каламастăн. Хури-и, ай хурăн пуçли? Ăçтан сăхрĕ?
— Çук, вĕреçĕлĕн тетĕп.
— Ăхă, кил-ха кунтарах, лайăхрах пăхам, — тесе ячĕ хвершăл. — Мăнастырсене, юмăçсене çӲриччен тахçанах хамăр пата больницăна килмеллеччĕ тетĕп. Сана нимĕнле вĕреçĕлен те ермен. Эсĕ вăрăм чире кайнипе, санăн юн сахалланнă, малокрови пулнă.
Хвершăл сăмахне малалла тăсрĕ.
— Халь эсĕ кунта сывалма юлатăн. Сана эпир вăй кĕртекен апатсем çитеретпĕр, эмелсем ĕçтеретпĕр. Пĕр уйăхра эсĕ сывă çынах пулса тухăн.
Çак сăмахсене илтсен, Верук савăнсах кайрĕ. Паянах юлма та шут тытрĕ.
Амăшĕ те кинĕ сываласса шанса лĕпсĕртеттерчĕ килелле çӳрен кĕсрипе.
Тепĕр уйăхран Верук чăнахах та сывалса çите пуçларĕ.
Ултă эрнерен Верук пĕтĕмпех сывалса тухрĕ. Хăйĕн вунтăхăр çулхи сăнне нимĕн те улăштарман. Иртнĕ хĕллехинчен ăна татах та тӳрлетнĕ. Чăн-чăнах та Верук чип-чипер çынах, пуриншĕн те вăл илемлĕ, кĕрнеклĕ.
* * *
Анкартисенчи капансем вырăнне улăм куписем пуçĕсене каçăртса пĕлĕтелле пăхаççĕ. Вăраххăн вăркăш çил килсен, тураман çӳçĕсене вĕлкĕштерсе илеççĕ.
Пахчасенчи, шапа пăттиллĕ пĕвесем пек курăнса выртакан, улма вырăнĕсем те хуралнă, пĕртте чуна туртмаççĕ.
Пурлăхне йăтайми чӳхенсе ларакан йывăçсем те çимĕçĕсенчен тасалнă. Темĕнле йывăр хуйха кĕтсе, хăйсен саралнă тумĕсене çĕрелле сапаççĕ. Çаралса юлнă турачĕсем кĕрхи çанталăкпа килĕшсе пĕр тĕс пулаççĕ.
Хĕл енне çывхарнă пулин те, кĕркунне таса, уяр тăрать. Çумăр та, нимĕн те çумасть. Çилĕ те сассине памасть. Кĕрхи хĕвел хĕртнĕçемĕн хĕртет. Хресчене ĕç-тума илĕртет.
Верукпа амăшĕ кĕрхи хĕвел ăшшинче сӳс тылласа кĕчĕç. Вучаха çакса хăварнă хуранне антарса кăнтăр апатне тимлеççĕ. Ĕç хырăмне вĕри улмапа, кăвак уйранпа чӳклеççĕ.
— Хуçи пур-и? — терĕ урамран ял канашĕн председателĕ, пĕр палламан çамрăкрах арçынпа килнĕскер.
— Пур, пур, — терĕ Верук хирĕç, хăй çавăнтах темле пулса кайрĕ: тен, ку салтак, тен, Ваçик патĕнчен? Тен?..
— Турă усала сирех. Эпĕ тĕлĕк путлех курманччĕ. Мĕнле çын пулчĕ ара ку, кин? — терĕ Верук амăшĕ уйранне сыпма тăхтаса.
— Пĕлместĕп, — терĕ Верук та чарăнса.
— Пирĕн килес, апат тутлă пултăр, — терĕç килнĕ çынсем.
— Килĕрех, — терĕ Верук вĕсем çине пăхмасăрах.
— Верук, тунтикун сан çитĕннисен шкулне вĕренме каймалла та, кĕрсе калас терĕмĕр. Ак ку — сире вĕрентекен учитель, терĕ председатель ликвидатор çине кăтартса.
— Пирĕн йышĕ те çук та, эпĕ унта çӳреме пултараяс çук, — тесе тавăрчĕ Верук.
— Халь ĕç вăхăчех мар, кайкаласа çӳрекелĕн, Верук. Каймалла тунăскерне, каясах пулать ĕнтĕ. Ну, сывă пулăр-ха.
— И-и тăну-пуçу, сире çыру пурччĕ тата, ун çинчен мансах кайнă, — терĕ тухса кайма алăк хăлăпне тытнă председатель.
— Хăвах вуласа пар эппин, Йăван пичче, — терĕ Верук.
«Çырмаллисем тата та нумай, Верук. Акчах ху хутла пĕлменнипе çынна чăрмантарасран нумай çырмастăп» тесе пĕтернĕ çырăвне Ваçик.
— Верук, ав Ваçик мĕн çырать? Тата эсĕ шкула каясшăн мар. Çырма, вулама вĕренсен хăвăрах усă вăл, — тесе хăварчĕ сăмаха вăхăтра тытма пĕлекен председатель.
— Анне, каяс пуль-и вара ку шкула? — тесе хучĕ йăвашшăн амăшне Верук.
— Ара, каятăн пулсан, кай. Ват çын мар халь эсĕр. Санран аслисем те вĕренекенсем пур та ĕнтĕ ку хушăра. Лисук вĕренме Шупашкара упăшки вилсен кайрĕ. Вĕренет çаплах. Ку — Шупашкар мар-ха, килте. Вĕренкелĕн. Ху кăмăлу — хăвăнта пултăр та, — терĕ амăшĕ сĕтел шăлнă май.
Кашни çырăва çырассине, вулаттарассине çын куçĕнчен пăхса йăлăхнă Верук шкула каймах шут тытрĕ.
— Ара, вĕренни хамăршăн ĕнтĕ вăл, — терĕ амăшĕ те.
* * *
Ликпунктра Верук пек лайăх вĕренекен урăх çынĕ те çук. Икĕ уйăхран Верук пĕр такăнмасăр вулакан пулчĕ. Çырăвĕ те унăн ыттисенчен йĕркеллĕрех те илемлĕрех пулать. Вăл çын çырнине те вуласа кăларма пултарать. Çавăнпа та кашни кунах Ваçикрен çыру кĕтет. Анчах, юри тунă пекех, ку хушăра упăшки пĕр çыру та çырмасть. Ним тума пĕлмесĕр, Верук Ваçикăн ĕлĕкрех килнĕ кивĕ çырăвĕсене тыта-тыта вулать. Çырусем, кивĕ пулин те, амăшĕ те кĕнчеле авăрлама пăрахсах итлет. Верук вуланине кура, амăшĕн хăйĕн те вулас килсе ларать.
— Пар-ха, кин, хам вуласа пăхам.
— Ме, анне, ме, — тет Верук кулса.
— Ман куç курмасть çав хут çине пăхма, — тет амашĕ, тăлăха юлнă шăл тунине кăтартса.
— Анне, тавай пĕрре Ваçик патне çырар.
— Пултараймастăн пуль çав, ачам!..
Хăйсем мĕн çырас килнине пĕтĕмпех çырчĕç. Шурă ĕне ула пăру пăруланине те хăвармарĕç. Ватă хура чăххи сивĕпе кашта çинчен Ӳксе вилнине çырмасăр манса хăварнă пулнă. Ăна та кайран кăвак конвертăн тепĕр енне çырса хучĕ Верук. Ара, çырмасăр. Ваçикпе кăçалхипе виçĕ çул курнăçман вĕт! Çыру çыртарассине те çын куçĕнчен пăхнипе, виçĕ çул мĕн çырас тенисене çырмасăр пурăннă. Ваçикрен ача пек юлнă вунсакăр çулхи Верук та, çирĕм çула пусса, çын пĕвне çитнĕ.
Верук, шкул ĕçне туса пынă вăхăтрах, килти ĕçсене те манмасть. Вăл шкулта та, килте те ĕлкĕрсе пырать. Юратнă çӳрен кĕсри унăн нихăçан та выçă тăмасть. Шурă ĕни те апатсăр макăрмасть. Çилтăман та нихăçан та хапха умне кĕрт хываймасть. Верук нимĕнле ĕçе те парăнмасть. Арçын ĕçĕ те, хĕрарăмăнни те Верукшăн пĕрех.
— Кин, Йăван çак хута илсе килсе пачĕ те: «Ку повестка»,— тесе хăварчĕ, — терĕ амăшĕ Верук шкултан таврăнсан.
— Пĕркунне Мĕкĕте пиччепе Якуркка çапăçнине курнăччĕ. Çавсен сучĕ пуль, — тесе тытрĕ Верук хут таткине.
Анчах ку хут суда каймалли мар, почтăна каймалли пулчĕ. Верук вăраххăн йăлтах вуласа кăларчĕ. Почтăра мĕн выртнине те пĕлет. Анчах мĕн пур ăшĕнче, мĕскер? Пĕлме хĕн. Ваçикпе мĕн те пулин пулман-ши? Ку вара Ваçикĕн япалисем мар-ши? Çавăнпа та халиччен çырмасăр пурăнчĕ пуль, тесе авăртать шухăшсене Верук хăй пуçĕнче. Çĕр каçипех Верук куç хупаймарĕ. Ваçик çинчен темĕн те шутлать. Ара, салтак вĕт! Салтакпа темĕн те пулма пултарать.
Çил ачи шăл витĕр шилесе сивĕ сывлăш сарать. Кутсăр та пуçсăр çанталăк кĕрлет. Мăръе те тискеррĕн мĕкĕрсе улать. Тухма та хăрушă. Чĕре сикет, хăрать.
Ирхине ирех Верук хыçсăр çунана çӳрек кĕсрине кӳлчĕ те юрттарчĕ сакăр çухрăмри почтăна. Каçхи çил-тăман çул çине ларман. Çавах кĕсрине юртма йывăр. Çуна кăчăртатса макăрать.
Уяр.
Сивĕ.
Çил.
Посылка. Анчах Верук уçса пăхаймасть. Киревсĕр шухăш унран тасалмасть. Тен, Ваçик вилнĕ? Тен, ку унăн япалисем?
Киле çитиччен пусмăрласа пычĕç Верука çакă шухăшсем. Чылайччен пăхса тăчĕ Верук сĕтел çине хунă посылкăна. Хăйĕн çӳхе, пĕчĕк тути хĕррине çавăрса çыртрĕ те, сӳтрĕ вăраххăн. Ваçик алли çырнă çырăва курах кайрĕ. «Эсĕ çырăва вĕреннĕшĕн хĕпĕртесе яратăп сана çак япаласене. Шутсăр хĕпĕртерĕм. Сăмахсене ытла çавăрса çырнă-çке! Хире-хирĕç тăрса калаçнă пекех, киле пырса курнă евĕрех туйăнчĕ. Анне вăрçмасть-и эсĕ шкула çӳренĕшĕн, Верук?» — тенĕ çырăвăн пĕр вырăнĕнче.
Верук ача пек хĕпĕртерĕ. Хĕпĕртемесĕр! Йӳнĕ посылка мар: пушмак, хулăн тутăр. Юратнипе çеç те мар, çырăва вĕреннĕшĕн хĕпĕртесе янă япаласем!
— Чипер ачам, — терĕ амăшĕ хăй çине хулăн тутăра пырса хурсан, ялкăшса пăхуçăн.
— Ку сана пултăр, пушмакĕ мана... — терĕ Верук амăшне кăмăллăн куçсемпе пăхса.
Сисмесĕрех Верук ликпунктран вĕренсе тухрĕ. Тĕрĕслӳре вăл пурне те тĕлĕнтерчĕ. Хăйне панă ыйтусене тавăрмасăр пĕрне те хăвармарĕ Верук.
* * *
Çанталăк ăшă. Тапхăр-тапхăр çеç ăшă çил вĕрсе пите ачашлать. Ыраш пуссине пуçран шăлса çĕр çумнелле таять. Çитĕннĕ ыраш ачашшăн кулса унпа йăпанать. Вăхăтра ларнă шăркине çĕр çине сапать.
Лăпсăркка хурăн çӳçĕсене усса янă, хăшпĕр пайăркасене кăтралатнă. Вĕсене хурăн çăмăллăн силлесе илет. Ун айĕнче пĕр ушкăн хĕр. Ушкăнра арăм та — пурĕ пĕр. Верук та кунтах кĕпе умĕ тĕрлет. Ваçике кĕтсе кĕпе хатĕрлет.
Юрă.
Кулă.
— Ваçик каллех çыру çырми пулчĕ-ха. Ыран кантура кайса пăхас пулĕ пĕрре, — терĕ Верук тĕррине куçарса.
— Айта пĕрле каятпăр, инке, — терĕ сарă çӳçне кăтăр каснă комсомолка Урине.
Çавăнтан вара Верук кантура çӳреме тытăнчĕ. Сарă çӳçе кăтăр каснă Урине ăна комсомол ретне тăратрĕ.
* * *
Унтанпа ĕнтĕ темиçе çул иртрĕ. Верукăн Ваçикĕ те тахçанах таврăннă. Халĕ вĕсен икĕ ача. Кăтра, сарă çӳçлĕ ачисем савăнтараççĕ вĕсене. Анчах нихăçан та чăрмантармаççĕ, чармаççĕ ĕçлеме. Верук — хĕрарăм-делегатка. Верук — ял канашĕн председателĕ. Ваçик — кооператив пуçлăхĕ.
Веруксен ялĕ йăлтах улшăннă. Ĕлĕк лапчăнса ларнă халăх пӲрчĕ вырăнне - çĕнĕ вулав çурчĕ. Хăрах турталлă, тевĕшсĕр выртакан пушар ураписем патĕнче, суккăр старик туя çине таянса ларнă пулсан, халĕ — çутă çĕнĕ сарай, çĕнĕ хатĕр, яланах лаша.
Хĕрлĕ сухаллă Якку лапки тахçанах пĕтнĕ. Яккăвĕ хăй те тăвар илме кооператива çӳрет.
Авалтан япăхса выртнă кивĕ пĕве те Атăл таппи пек çуталса ялкăшса выртать.
Веруксен ялĕ кăна мар, вĕсемпе юнашар ялсем те, Веруксен ялĕ ултă пусăллă уя куçнине кура, тырпула вĕсем пекех нумай пусăллă йĕркепе акса тума пуçларĕç. Верук ĕçлет. Культурăллă пурнăç сарăлса пырать.