Юля аппама
Ачалăх иртрĕ пулнăн паçăр,
Эпир, тен, харсăр пулнăран.
Эс иртрĕн аллăран, аппаçăм,
Эп хам та иртрĕм аллăран.
Шух вăхăт: "Кĕт, ан кай-ха", — темĕ,
Хăй евĕр-çке кун-çул-кĕтрет.
Сана кĕтет Мамай тӳпемĕ,
Мана Чӳквар çырми кĕтет.
Мана кĕтет Туçи, Атнакĕр,
Шăнчас çăл куçĕ те кĕтет.
"Эс хамăр ен çынни, тăна кĕр, —
Кашни, — часрах килсем эс", — тет.
Тымарсене аплах касар-и,
Ан хăртăрах йăхри тымар.
Кĕтсен те тăван ял масарĕ,
Унта кайса выртма тăхтар.
Кун-çул хăй евĕр-çке, çапла çав,
Çавах вăй пур-ха ал-уран.
Эс иртрĕн аллăран, аппаçăм,
Эп хам та иртрĕм аллăран.