Мускав. Курск вокзалĕ. Аслă вокзал. Унăн аслă залĕнче тĕрлĕрен халăх хĕвĕшет. Пуринчен ытла Кавказ еннелле, Крыма Хура тинĕс хĕрринелле каякансем.
Кавказ еннелле билет сутакан икĕ касса юнашарах. Иккĕшĕн умĕнче те питĕ те вăрăм черет. Тăрас-ши черетре, е юлас-ши тепĕр поезда? Иккĕлентерет шухăш черет хӳрине пырса тăнă май.
— Сочие мар-тăр черет? — васкамасăр пырса тăчĕ ман çума пĕр шукăль тумланнă вăтам çулсенчи самăр çын.
— Çавăнта... Сирĕн ăçта каймалла? Çавăнта-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Çавăнта та-ха...
— Апла-тăк тăрăр черете васкарах...
— Кунта тăрсан, ку кунсенчех лекме пулĕ-ши касса çывăхне?
— Çынсем тăраççĕ...
— Тăма пултараççĕ. Черетре тăма никама та чармаççĕ. Ăçтан пултăр эсĕр? Ăçта ĕçлетĕр? Ăçти санаторие каятăр? — ыйту çине ыйту сапрĕ хайхи çын ман еннелле. Хуравласа ĕлкĕр кăна. Çавăнтах тахçантанпа паллакан юлташ хушаматне маннă пек пулса, кăмăллăн ыйтрĕ:
— Сирĕн хушамат мĕнлеччĕ-ха?
Эпĕ пĕлтертĕм.
— Ăхă... Тольмасов... Акă мĕн, геноссе Тольмасов. Манăн япаласене сыхлăр-ха вăхăтлăха. Хăвăр ниçта та ан кайăр. Парăр мана хăвăрăн курорта каймалли хутсене. Эпĕ черетсĕр кĕме пултаратăп... Ак çаксене те тытса тăрăр-ха, — мана бумажникпа блокнот тыттарса хăварчĕ хайхи, васкаварлăн касса еннелле утса.
"Мĕнле çын пулчĕ вара ку? Чăматанне те мана шанса хăварчĕ. Çитменни çине бумажникне те мана пачĕ. Вырăс мар, нимĕç пулас. А... тен, жулик? Чăматанĕ йывăр-ши? Пушă чăматанпа çĕтĕк-çатăк хут татăклĕ бумажник тыттарса хăвармарĕ-ши? Манăн курсовкăпа Сочие çитме билет илмелли укçа ахалех вĕçсе каймарĕç-ши алăран?» — тем тĕрлĕ авăртса тăратăп шухăша. Çĕклесе пăхатăп чăматанне —
çăп-çăмăл. Пĕр икĕ килоран ытла мар. Алăсем чĕтреме пуçларĕç. Уçса пăхатăп чăматанне. Кунта мĕн хăямачĕ-ши? Тĕрлĕрен хуралса çĕтĕлкеленĕ хутсем. Темиçе хут укçа. Хутсене пăхма тытăнатăп. Вулама пикенетĕп. Саспалисем пирĕн мар. Чĕлхи те. Нимĕçĕ — нимĕç. Анчах мĕнле этем-ши? Пăхатăп касса еннеле, унталла-кунталла пăхатăп. Пăхатăп-пăхатăп. Пачах çĕтрĕ ман этем. «Кирек те кам пултăр — пурпĕр йăрă çын. Жулик пулсан, питĕ те маттур, культурлă жулик. Ман документсемпе укçана тата Сочие каймалли билета вăрласа мар, хампала килĕшсе, калаçса татăлса, илсе кайрĕ. Хам парса ятăм... Тен, çынни билета компостировать тăвасшăн çунса çӳрет пуль? Эпĕ ун çинчен темтепĕр шухăшласа тăратăп. Вăт пиçмен купăста...» — хама хам вăрçса илтĕм çавăнтах. Бумажника çавăркаласа ларатăп. Вăл уçăлса кайрĕ. Сăнӳкерчĕк тухса ӳкрĕ. Тулли сăнсăпатлă илемлĕ этем. Бумажник хуçиех. «Мĕн те пулин çырман-ши тепĕр енне?» — тесе çавăрса пăхатăп ӳкерчĕкĕн тӳнтер енне.
«Рабочий сборочного цеха Горьковского автозавода имени Молотова — Адольф Блюмсон» — питĕ те тирпейлĕ çырулăхпа çырнă илемлĕ сăмахсем.
«Акă мĕн иккен! Мĕн шухăшларăм-ха эпĕ ун çинчен? Мĕнле каçарттарас хамăн усал шухăшсене ку мухтавлă юлташ умĕнче?» — хуйха кайнă майлă шухăшласа, куçсене пĕр сиктермесĕр пăхатăп илемлĕ сăнӳкерчĕке.
— Лайăх ӳкерчĕк вĕт? — эпĕ асăрхаман вăхăтра пырса тăнă ман çума Блюмсон юлташ.
— Эсĕр çӳренĕ хушăра пăхса илес терĕм.
— Пăхман пулсан, эсĕр айван юлташ пулаттăрччĕ. Юрĕ. Мейĕр документăрсене. 21-мĕш поезд. 7-мĕш вагон. 26 — 28-мĕш вырăнсем. Юлашкисем терĕç. Çӳле хăпарса анмалла пулать. Физкультура вырăнне пырать вăл пире.
— Тавтапуç! — терĕм эпĕ.
— Юлашки билетсем. Урăх çук. Тепĕр сехетрен каятпăр, ман умра айăпа кĕнĕ пек каларĕ Блюмсон.
«Мускав — Сочи поезд çур сехетрен каять. Лартма пуçлатпăр. Состав виççĕмĕш çул çинче тăрать. Курортниксем малтан кĕреççĕ. Ударниксене выртса тăмалли минтер-утиял параççĕ», — пĕлтерчĕç часах вокзалти радиопа.
— Эсĕр ударник-и? Кĕнекине илнĕ-и? — юлташла сасăпа ыйтрĕ Блюмсон.
— Чикмен пулас...
Ударник билечĕ вăрăм шухăша ячĕ мана «Виçĕ çул ударниксен ретĕнче тăратăп. Унпа усă курма пĕлместĕп.» — ятласа илтĕм хама хам.
Акă, Блюмсон юлташ ударник. Ударник кĕнекине чиксех çӳрет. Унпа усă курса, чугун çул билечĕсене те хăвăрт йĕркелерĕ. Эпĕ ун пеккине пĕлместĕп, хам ударник пулсан та.
— Геноссе Тольмасов, çынсем лараççĕ. Атьăр тухатпăр, — чĕнчĕ мана нимĕç.
Тем чухлĕ çывăрнă эпĕ, сасартăк вăранса кайрăм. 28-мĕшĕнче мар, 27-мĕш вырăнта шур çиттиллĕ çемçе утиял айĕнче выртатăп иккен.
— Гутен морген, геноссе Тольмасов! — ăшă куçĕпе калаçса илчĕ ман çумра ларакан кăмăллă нимĕç.
— Зер гут! — хуравларăм эпĕ те ун чĕлхипех.
— Çывăрăр тепĕртак. Канăр лайăхрах. Эпĕ çул çинче пит çывăрма юратмастăп. Çутçанталăк илемне курса киленес килет, — ăнлантарчĕ малалла ман юлташ.
Мускавран тухса Сочи хулине çитиччен икĕ талăк пытамăр ун-кун çинчен калаçса, вагон кантăкĕнчен кашласа ларакан вăрмансене, сарăлса выртакан уй-хирсене, тăрписемпе пĕлĕтелле кармашакан фабрикă-заводсене сăнаса.
Ун-кун çинчен юмахласа пыни пирĕн çула кĕскетрĕ, курăнать. Сасартăк паровоз, вăрăмăн кăшкăртса, Сочи станцине ерипен пырса чарăнчĕ.
— Çитрĕмĕр. Аван килтĕмĕр. Сан адрес паллă-и? ыйтрĕ Блюмсон.
— Манăн паллă мар. Хăвăнне кала мана. Пирĕн курнăçасчĕ, — терĕм эпĕ. Çĕнĕ пĕлĕш ман блокнот çине хăйĕн адресне вăраххăн йĕрлерĕ.
* * *
Малтанхи кунсем ерĕçмен вăхăтсемпе иртрĕç. Чылай кунпа çĕр иртрĕ — эпĕ Блюмсон патне лекеймерĕм. Вырнаçасси, процедурăсене, курортри кун йĕркине хăнăхасси самаях чăрмав кӳчĕç. Акă, пĕринче Кивĕ Мацестăра шыраса тупрăм Блюмсон вырнаçнă çурта.
— Блюмсон юлташа курма пулать-и? — ыйтрăм йăвашшăн шур халатлă хĕрарăмран.
— Апат хыççăнхи канура.
— Вăратма юрамасть-ши?
— Юрамасть. Тепĕр çур сехетрен хăйсемех тăрса тухма пултараççĕ. Пирĕн йĕрки çавăн пек. Кану çурчĕ вĕт.
— Ним тума та çук. Кун йĕркине пăхăнасах пулать ĕнтĕ, — терĕм эпĕ.
— Ăçтан вара эсĕр? Хăш вырăнтан? — çине тăрса, кăмăллăн калаçма тытăнчĕ манпала сестра, ман çине тата та тинкеререх пăхса.
— Атăл çинчен, — пĕлтертĕм эпĕ, сестра çине хам та çивĕчреххĕн пăхса.
— Ишме лайăх пĕлетĕр пулас?
— Аптăрамастăп.
— Сахалах ишмен-тĕр хăвăр пурнăçăрта?
— Калаçмалăх пур.
— Эпĕ те сахалах ишмен, — хуравланă пек пулса, çемçен тухакан сассине татах та çемçетрĕ сестра. Вăл ман çине хăюсăррăн тата тепĕр хут пăхса илни сисĕнчĕ.
— Тепĕр çур сехетрен кĕрĕп. Блюмсон юлташа калăр: Толмасов юлташ сирĕн пата часах кĕрет, тейĕр. Халь эсĕ...
— Юрать. Толмасов, Спиридон Павлович килчĕ сирĕн пата тейĕп.
— Сестра, ăçтисем вара эсĕр? Мĕнле пĕлетĕр ман ята? Эпĕ те курнă пек сире таçта, тахăш вăхăтра...
— Курнă пек эппин? — кăмăлсăр, хăяккăн çавăрăнса тăчĕ хайхи шурă халат. Сарă кĕленчеллĕ куçлăхĕ витĕр ун куççулĕсем курăнчĕç ман куçа. Хăвăрттăн тапма тытăнчĕ ман чĕре. «Кам ку? Ытла çывăх çын пекех сĕртĕнет-çке ку мана!» — шухăша кайрăм тăнă вырăнтах.
— Тĕлĕнтĕр пулас эпĕ сире ытла та сасартăк палласа илнинчен. Сирĕн пекех хуçкаланарах тăмаллаччĕ. Чăтаймарăм сирĕн пек тумашкăн, Спиридон Павлович, — сасăпа йĕрсе ячĕ сестра. Çавăнтах çывăхри алăкпа шалалла кĕрсе кайрĕ. Çӳллĕрех кĕлĕллĕ пушмак çеç илемлĕ сасă кăларса хăварчĕ. Анчах кашни пусни ман чĕре çине пуснăн туйăнчĕ ăшăмра. Таса шупăр, вăтамрах самăр кĕлетке, илемлĕ утăм — тата хытăрах хускатрĕç манăн ахаль те хăвăрттăн тапакан чĕрене.
«Мĕн пулчĕ вара мана? Вилнĕ çынпа аташма тытăнтăм-и? Е чĕррĕнех куратăп ăна? Сăнĕ-пуçĕ те, кĕлетки те, утти-тĕрри те — пурте çавăннах. Анчах вунсакăр çул вĕт-ха вăл вилни. Ах, хăш вырăнта выртаççĕ-ши унăн шăммисем? Хăш вырăнти çĕр айĕнче çĕрчĕ-ши мăнтарăн кĕлетки?» Алтымарне тытса пăхатăп — 120. Хам ларакан тенкел нăтăртатнăн туйăнать чĕрем сиккипе.
— Ах, зулик! Çапла улталаççĕ-и юлташа? Тепĕр куннех пыратăп, терĕн. Кĕтсе ывăнтăм сана. Ну, сывă-и? Мĕнле вырнаçрăн? Ĕçсем епле? — хыпаланса пычĕ ман ума Блюмсон сестра кĕнĕ алăкран тухса.
Питĕ калаçма юратать иккен иимĕç. Хăй епле çитсе вырнаçни, ăна епле лайăх пăхни, вырăн килĕшни, ваннăна çӳрени çинчен татти-сыпписĕр каласа парать хавасскер.
Кăмăллăн калаçатпăр. Эпĕ те хам пирки калакалатăп.
— Лайăх канăç пултăр! — хайхи сестра васкаса, ăшшăн кулса иртсе кайрĕ пирĕн умран. Сăн-пуçĕ, кĕлетки, утти — çурчĕç чĕрене.
— Ларса канăр, сестра! — чăтаймарăм чĕнмесĕр. «Чăн та чăн çавăн пек» шухăшларăм ăшăмра çавăнтах.
— Рехмет ырă сăмаха, фельдшер! — куçлăх айĕпе ман енне чеен пăхса илчĕ те, тата хытăрах сасăпа кулса, çамрăк хĕр пек питĕ те çăмăллăн, вĕтĕ утăмсемпе пусма картлашкисем тăрăх хăвăрттăн анса кайрĕ аялалла.
— Питĕ те лайăх тухтăр, — ун енне пăхмасăр каласа пама пуçларĕ Блюмсон.
— Тухтăр-и вара вăл? Сестра мар-и?
— Вăрçă вăхăтĕнче сестра пулнă тет пулас. Халĕ доктор-ординатор.
— Вăрçă вăхăтĕнче сестра?
— Ма тĕлĕнетĕн? Пулма пултарать. Çивĕч хĕрарăм... — Блюмсон чылай калаçрĕ. Эпĕ шухăша путса лартăм.
— Итлеместĕн-и мĕн вара эсĕ мана, Тольмасов? — сасартăк çаврăнчĕ ман енне юлташ.
— Итлетĕп, итлетĕп, — анчах ыйхăран вăраннă çын пек ăнсăртран каласа хутăм эпĕ.
Иртнĕ вăрçă вăхăтне аса илтĕмĕр. Блюмсон та пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă иккен. Раççее тыткăна лекнĕ. Кайран тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, кунтах юлнă. Чулхулари автозавода тунă çĕре пынă. Унта хастарлă ĕçлесе ударника тухнă.
— Эсĕр чылай пулнă-и вăрçă вутĕнче? — сассине çӳлерех хăпартса ыйтрĕ манран Блюмсон.
— Самаях пулнă. Çав кунсем аса килеççĕ мана, сан сăмахусемпе пĕрлех. Манăн арăм та фронтра вилнĕ. Сестраччĕ. Пĕр çапăçу уйрăмах хĕрӳллĕ пулчĕ. «Пуля кăкăрĕ витĕр тухнипе вилнĕ», терĕç. Хамăрăн чакмалла пулнă пирки ун ӳтне шырама май килмерĕ. Çак сирĕн сестрана курсанах çав аса килчĕ. Чăн та чăн çак сестра пекехчĕ.
— Сестра мар, тухтăр, — ăшă кăмăлпа тӳрлетрĕ Блюмсон.
— Ну, тухтăр. Вăл ман ята пĕлет. Ман арăмăн йăмăкĕ мар-ши тетĕп. Вăл çамрăкчĕ ун чухне. Хитреччĕ... Ах, манăн ваннăна кайма вăхăт çитнĕ. Сывă пул. Килĕп-ха каллех. Ну... — алă парса уйрăлтăм Блюмсонран.
— Сирĕн пропуск? — чарчĕç мана хапха умĕнче.
— Çук.
— Мейĕр, хам парам. Кирек те хăçан та кĕрсе тухма пултаратăр, — пĕр пĕчĕк шурă хут татăкĕ тыттарчĕ сылтăм аллăма хапхара тăракан кăтра çӳçлĕ кăвак куçлă хĕр.
— Рехмет! — пуç тайрăм савăнса.
«Чăнах та паллаймарăн-им вара эсĕ мана, Спирăчкă? Çав териех маннă-и эсĕ ман çинчен?
Санăн Н.»
Çак сăмахсене вуласа илтĕм «пропускра».
— Тавтапуç! — вăраххăн çавăрăнтăм хĕр енне. Анчах хĕр тăнă вырăнта сар пуçлă чечекрен пуçне урăх ним те курăнмарĕ ман куçа.
Вăрăм шухăша путса, васкарăм ванна еннелле.
III
Каçхине чылайччен шухăшласа лартăм. Шухăшăн вĕçне шыраса тупаймарăм. Çурçĕр иртни сисĕнмерĕ. Ыйхăн мана пусмăрлас шухăш çук пулас.
Вăрçă кунĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умĕнпе вĕлтлетсе иртеççĕ. 1916-мĕш çул. Хĕллехи шартлама сивĕ. Империализмла тĕнче вăрçи хирет ĕçхалăхĕн вăйпитти пайне. Акă, хамăр ялтанах мĕн чухлĕ пĕтрĕç вăрçă пуçланнăранпа. Патша вăрçине хампа пĕрле кайнă юлташсем: Караçăм Мĕтри, Кăрташу Илли, Арлан Санькки — пачах çухалнă. Никам та пĕлмест. Курман вĕсене, илтмен ним те. Сахал пĕтнĕ-им вара пирĕн юлташсем, паян кун та пурăнас туссем? Аманнă салтаксене чун парса чĕртсе хăварни пулман-и тата? Вĕсемшĕн тухтăр-сестрасем хăйсене те хĕрхенмен. Ман арăм та çаплах пулнă. Анчах...
Акă халь вăл доктор-ординатор. Ун чухне сестраччĕ... Госпиталь... Вилĕм ыталаса илнĕ хăйĕн тискер аллисемпе мана. Унăн ытамĕнче туртăшкаласа выртатăп мĕскĕнĕн. Вилĕм мана пăчăртать, хĕстерет. Акă чуптăвать вăл манăн çемçе, хулăн тутасене хăйĕн сивĕ, тискер тутипе. Хура шăлĕсене кăтартса ихĕрет ман умра. Якăр чĕрнеллĕ аллисемпе вĕçĕмсĕр кăтăклать аякран. Çав вăхăтра мар-и-ха паянхи тухтăр ман койка патĕнчен каймасăр ларатчĕ кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек? Çав сестра вĕт ман пата пынă, вилĕме хирĕç кĕрешнĕ. Вилĕм парăнчĕ. Эпĕ чĕрĕ. Эпĕ вилмен. Эпĕ каллех ĕçе тытăнтăм. Лекпом. Сестра. Çемьеллĕ пурнăç. Госпиталь. Фронт. Юратнă çыннăн вилĕмĕ. Ăна чĕртме çук... Вунсакăр çул... Вунсакăр çул иртнĕ унтанпа. Акă, паян каллех... вăл ман умра. Паян вăл юхтарчĕ куççульне ман çине пăхса. Палларĕ. Алă тытрĕ, чăмăртарĕ. Эпĕ вара? Кам-ши эпĕ? Çав териех манма пулать-и вунсакăр çул хушшинче? Маннă. Чăнахах та маннă. Вилнĕ çын çинчен кам шухăшласа çӳретĕр ĕнтĕ çав вăхăтран ку таранччен? Çук, вăл мар пуль? Вилнĕ çын мĕнле чĕрĕлтĕр тепĕр хут? Йăмăкĕ пулĕ? Анчах мĕншĕн «пропуск» тени çине «санăн Н.» тесе çырнă? Нумайччен çывăраймасăр асаплантăм вырăн çинче каçхине. Тĕрлĕ шухăш çавраçилĕн çаврăнчĕ ман пуçра. Вăраххăн ир енне кăна ыйха путнă.
Алăка тул енчен майĕпен шакканипе вăрантăм ирхине.
— Кам унта?
Нимĕн сасă памасăр тахăшĕ каллех шакăртаттарать.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — терĕм.
— Эсĕ халь те тăман-и вырăн çинчен?
— Тăраймарăм-ха.
— Эпĕ паян 5 сехетрех вăранса, ниçта кайма аптранипе, чугун çул станцине тухрăм. Кунталла каякан поезд тăра парать. «Ну, давай, Адольф, тетĕп, билет ил те юлташу патне шакăртаттар. Ак эпĕ сан патăнта. Тăр ĕнтĕ! — ман çири утияла туртса сирчĕ Блюмсон.
— Лайăхах çывăраймарăм пулас, — ирĕксĕрех тăмалла пулчĕ манăн.
— Санăн тапак пур-и? — ыйтрăм Блюмсонран, чĕлĕм туртма шутласа.
— Нимĕç тапаксăр çӳремест, — малтан хăй чĕлĕмне тултарса, унтан мана тыттарчĕ тапак хутаççине курортри юлташ.
Кăшт калаçкаласа ларсан, хайхи ман сылтăм алла ярса тытрĕ те юн тымарне хыпашлама пуçларĕ:
— Чирлемерĕн пулĕ-çке эс кĕçĕр? — тесе хыпкаланса ӳкрĕ.
— Çук... Каккуй чирлеме... Вăхăт çук вĕт халь чирлеме те.
— Чирлемесен, аван. 1919-мĕш çултанпа эп хам та чирлемен-ха.
— Сывлăхлă пулнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ, — эпĕ хама паттăртарах тытма тăрăшрăм.
— Мĕн пӳлемре ларатпăр-ха? Атя тулалла, — чĕнчĕ мана Блюмсон.
— Тухăпăр. Ирхи апатчен вăхăт чылай-ха, — килĕшрĕм эпĕ.
— Эх, ман ирхи апатчен тухтăр патĕнче пулмалла вĕт-ха, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ нимĕç.
— Ĕлкĕретĕн, — лăплантаратăп ăна эпĕ.
— Сывă пул! Васкас пулать.
Блюмсон сасартăк калама çук хаклă япалана шыранă пек аллине кĕсйине чиксе ячĕ. Унтан конверт туртса кăларчĕ.
— Мансах кайнă. Сана çыру. Тухтăртан. Эпĕ сан патна килессине пĕлсен, ятарласа çырса пачĕ. Ĕнер панăччĕ. Хăй шефла ĕçпе яла кайрĕ. Эсĕр паллтăр пулас пĕр-пĕрне? — ыйтуллăн пăхса илчĕ мана автозавод ударникĕ, çырăва тыттарса.
— Тавтапуç!
— Сывă пул! — васкаса алă пачĕ Блюмсон. — Пырса çӳреме ан ман.
«Ыран килсен, мана курмасăр ан кай. Паян яла каятăп. Н.» Çак хут таткине вуласа юлтăм нимĕç юлташран. Ун хыççăнах васкаса урама тухрăм. Çав минутрах çитессĕм килчĕ манăн Кивĕ Мацестăна. Çунат хушса вĕçсе каяссăм килчĕ унталла. Утрăм çав еннелле. Анчах вăл вăхăтра эпĕ курма ĕмĕтленнĕ çын ялтан таврăнайманнине аса илтĕм те, кăмăл хуçăлчĕ. Ирĕксĕрех каялла таврăнтăм. Вăхăт час иртменни тарăхтарчĕ мана. Ирхи, кăнтăрлахи, каçхи апатсем туса, процедурăсене çӳресе аран-аран ирттерсе ятăм куна. Аран кĕтсе илтĕм каçалахи саманта. Хĕпĕртесех тухрăм çула.