Вăхăт каçалана сулăнсан, вутă пуленкки пек пуклак шăм-шаклă Каптăркка Кавĕрли хăнасем чĕнме тухса кайрĕ. Чи малтан тӳрĕ урамра пурăнакан пуçани патне кĕчĕ.
— Çапла, пуçана! Кĕçĕр сирĕн пирĕн пата хăнана пымалла, — алă парса хыпарларĕ вăл.
— Мĕн тивлетпе? — юри пĕлмĕше печĕ мăк сухаллă пуçанăшĕ.
— Карчăкпа мăшăрланнăранпа вăтăр çул çитнине палăртас терĕмĕр. Как-никак та, хамăр та аллă урлă каçрăмăр.
— Аплаччĕ-çке. Илтнĕ-ха ку хыпара. Ман карчăк та кăштах хатĕрленкелерĕ пулмалла. Мĕн-и, ăшăтса парам мар-и пĕр курка?
— Халех... мĕн-ха... кирлĕ мар пуль, — пĕр вырăнта пускаласа тăчĕ Кавĕрле.
— Пĕр курка çеç, пуçана. Тутине астивмелĕх.
— Эппин, апла, пĕрер курка парса- пăхатăн-и...
Кăрчамине ăшăтсан, пуçанасем ăна пĕрер мар, икшер курка шаклаттарчĕç.
— Хă, каптăркка, аван та пулчĕ пулас ку, — тути-çăварне шăлкаларĕ Кавĕрле. — Ну, пырăр вара, пуçана! Тепре чĕнмелле ан тăвăр. Икĕ эрне ытла хатĕрлентĕмĕр те...
— Çитетпĕр, çитетпĕр.
Пуçани патĕнчен тухсан, кукăр касри вăртахĕ патне çитрĕ Кавĕрле. Лешсем вăл пырсан савăнса ӳкрĕç.
— Аван, аван. Ăна палăртасах пулать. Парнесем те туянса хунăччĕ-ха, — куçран чеен тĕллесе пăхрĕ вăртахĕ. — Ятарласа лавккара эрех илтĕм. Пĕр черкке сыпса пăхмăн-и? Чĕнсе çӳреме хаваслăрах пулĕ.
— Пĕр черкке-и? Сыпса пăхас-ши вара?
— Уй, çав нумай-им вăл? Кил, лар.
Каллех пĕр черкке мар, иккĕ-виççĕ лекрĕ.
— Хă, каптăркка, капла эпĕ хам хăна пулса çӳретĕп-çке, — тесе, Кавĕрле вăртахĕ патĕнчен çăмăллăн тухса утрĕ. Кайри урамри кумĕ патне çул тытрĕ.
— Эсир пирĕн пĕртен пĕр кумсем, Тарье хĕрĕмĕрĕн хреснашшĕпе хреснамăшĕ. Пымаллах! Эсир те пымасан, эй, вара, каптăркка, пирĕн хатĕрленни кăлăхах пулать.
— Пыратпăр, ара, пыратпăр. Ятарласа сăра турăмăр пулать те. Пыл ярса йӳçĕтрĕмĕр. Парса пăхам-и?
— Ахтур, пыл ярсах чăрмантăр-и?
— Чим-ха, чим, ура уттилĕх ĕçсе пăх. Киле çитнĕ çĕре шăпах çăмăлланăн...
Ялти вунă киле кĕрсе кашнинчех çакăн пек, тутине астивмелĕх те ура уттилĕх е çӳреме хаваслăрах пулĕ тесе, хăналанса тӳхрĕ Кавĕрле.
Ĕнтĕ вăл, акă, киле таврăнать.
— Э-э, Каптăркка Кавĕрли. Таçта тупнă ĕнтĕ, — йăл-л кулса иртеççĕ тĕл пулакансем.
Акă вăл, енчен енне сулкаланса, армак-чармаккăн танкăшкаласа пычĕ те хăяккăн шаплатса ӳкрĕ. Аран-аран йăраланса тăрса, сăмса айĕн мăкăртатрĕ:
— Хă, каптăркка! Ĕçрĕн пулсан, чăт. Ӳкнĕ çĕрте ан вырт.
Çакăн пек темиçе хут ӳке-ӳке тăрса, тепĕр çĕрте упалене-уналене, каç пулас умĕн хăй килĕ умне çитрĕ. Кăшкăрса ячĕ:
— Тарье пур-и, Марье пур-и?!
Нумайччен урлă-пирлĕ хыпашласа тăрса калинкке уçрĕ, килкартишне кĕрсе тăчĕ.
— Тарье пур-и Марье пур-и?! — кăшкăрчĕ татах.
Ăна кĕтсе илекен, алăк уçса кĕртекен никам та пулмарĕ. Пӳртре арăмĕ ларать.
— Ах, Кавĕрле, мĕн турăн? Мĕн турăн? — яштах сиксе тăчĕ вăл. — Ăçта капла кӳпсе килтĕн? Чипер чĕнсе çӳре тесе ятăм вĕт сана!
Кавĕрле ун патне тайкаланса пычĕ.
— Ан янра! Ăçта сăра? Тавай, сăра пар?
— Сăра тата сана. Салатне хам турăм. Хам авăртрăм. Сăрине хам вĕретрĕм, çирĕм витреллĕ пичкене тултартăм. Эсĕ таçта шабашникре сĕтĕрĕнсе çӳрерĕн.
— Пар, тетĕп сана!
— Памастăп. Хăнусене мĕнпе пăхса ярас тетĕн? Вĕсене чĕнме пĕлтĕн-и хуть? Хам ухмах çав, хамăн каймаллаччĕ.
— Эй, çав нĕрккерен ыйтса тăрап-и çак? — Кавĕрле сиксе тăчĕ. — Ĕçе-еп! Пĕрех ĕçеп!
Шыв курки ярса илчĕ, сакай алăкне уçрĕ, сăра ăсма анса кайрĕ.
— Мĕн тăван? Пичке пуçлас тетĕн-и? Кам хушнă? Тулли пичкене хăнасемпе пĕрле пуçлаççĕ ăна. Эп сана, чим-ха...
Кавĕрле хыççăн арăмĕ те сакайне сикрĕ. Тытăçса ӳкрĕç. Тĕрмешнĕ хушăра пичке пăккине хуçса нăрахрĕç, ăна хăйсем сисмерĕç.
Пичкери сăра сакай тĕпне кӳлленсен тин иккĕшĕ те тăна кĕчĕç.
— Мĕн турăмăр? Мĕн турăмăр? — тĕттĕм çĕрте кăлин-калин пăхкаларĕç пĕр-пĕрне.