Тӳпери сар хĕвел йăпанса,
Çĕр çине ăш куçпа пăхнă чух,
Ниепле пӳлĕмре хупăнса
Сăввăма вĕçлеме вăйăм çук.
Пӱлĕмрен сулхăна, уç çĕре
Ват йăмра таврашне тухса лар.
Ун чухне тепĕр хут эс Кĕрле,
Хĕмленен сăввуна çулăм пар.
Сан çумран, йăпанса сарă хĕр
Уттарайĕ колхоз уй-хирне.
Ун чухне эсĕ те сиксе тăр,
Çĕнĕ пурнăç юрри хатĕрле.
Ват йăмра айĕнчен тăрса ут
Хумханан сарă тырă хирне,
Сар хĕрсем хушшинче вырăн туп,
Кĕлтине çыхса пар пĕр хĕрне.
Сан çумрах чун савни Кĕтерни
Шăрантарĕ илемлĕ юрра.
Колхоз йышĕ ĕçре ĕлкĕрни
Паллă пулĕ пире вăл ыран.
Тӳперен сар хĕвел йăпанса,
Çĕр çине ăш куçпа пăхнă чух,
Ниепле пӳлĕмре хупăнса
Сăввăма вĕçлеме вăйăм çук.