Сирĕн кил тавра йăмралăх.
Ман умра та пур йăмра.
Çавăнпа та пуль янравлă
Çуркунне ман туйăмра.
Эп сăнатăп куç илмесĕр:
Çил çӳрет касран касса.
Йывăçсем çунаççĕ хĕмсĕр,
Ешĕл çулăм хумхатса.
Асăрхатăп каçăн-ирĕн:
Хатĕрленнĕн уява
Шав кĕрлет йăмралăх сирĕн,
Кайăк çавăрнă йăва.
Кураксен çунатлă туйĕ
Каклатса вĕçсессĕн майсăр,
Кĕвĕçет пăлханнă туйăм:
Мĕншĕн ман йăмра йăвасăр?
Пусаратăп тунсăха,
Кăлăхах чĕре çунни.
Ман ăшра яланлăха
Çавăртăн йăва, савни.