Атăл тăрăх анатран
Хăпарать буксир.
Шупашкар енчи сăртран
Саламлать ăна çут ир,
Мухтаса калать: маттур,
Ыр сунатăп ĕçчене;
Йывăр пулĕ пĕччене,
Турт, вăю туртмалăх пур.
Эс ан парăн тăвăла,
Хум çине хум сир...
Атăл тăрăх тăвалла
Ак иртет буксир.
Пурнăçра, шутлатăп эп,
Йывăр пултăр лав.
Кам туртать — çавна хисеп,
Чыс ăна, мухтав.