Пырать хĕрарăм, ватă-ватă.
Хыçра ун пысăк кутамкка.
Урисенче — резина атă.
Ăçтан килет? Ăçта танккать?
Унччен çемйийĕ пӳрт тулличчĕ,
Пулман хĕрарăм пĕр-пĕччен,
Ачи-пăчийĕ йышлă — çиччĕ,
Хурлаймăн: ăнăçлă, ĕçчен.
Мĕн кирлĕ — эртелпе пикеннĕ,
Çĕкленнĕ харăссăн, хастар.
Çан-çурăм ывăнса йĕпеннĕ —
Ĕç ырлăхне чӳхенĕ тар.
Асаилни кăна çав халĕ:
Кил-йыш саланнă — пулăшмасть.
Чакать пулсассăн та вăй-халĕ
Хĕрарăм канлĕх тупаймасть.
Ай, тумалли нумай-çке питĕ
Куллен-кун дача-пахчара.
Ӳркевленсен çум курăк витĕ,
Кураймăн кишĕр-хăяра.
Килте пурнать-ха ывăл-тĕпкĕч,
Çемйи пур унăн, ачисем.
Анчах ĕçрен вăл писнĕ — ĕçкĕç,
Чăлах пек — ылтăн аллисем.
Мăнуксенче те шанăç пĕчĕк,
Авмашкăн пилĕк хăнăхман.
Калатăн та — шăртланчăк, вĕчĕ:
Вĕсемшĕн дача — чĕр тăшман.
Килте хăйсем тӳрех ыйтаççĕ:
"Паян тутли мĕн пур çиме?"
Çырла таврашĕ юратаççĕ:
Хурлăхана та иçĕме...
...Каллех çула тухать хĕрарăм,
Ăна каллех пахча кĕтет.
Çапах калас килмест: "Мăнтарăн..."
Ĕçре ун пурнăçĕ иртет...