Кипке шăрши
Сунмасть пурне те сывлăх,
Сăпка çакса курмарĕ-çке мачча...
Пире кирлехчĕ, тусăм,
Хĕр е ывăл —
Кирек кам пултăр, пурпĕрех —
Ача.
Ăна кĕтсе миçе хут вырăн сарнă?
Ăна миçе хут курнă тĕлĕкре?
Юратнă арăм,
Сан пекех вăл сарă
Е йăм-хура, анчах манран хитре.
Çук, курăнмасть пăхсан та ватлăх каçĕ.
Çапах çӳçсем куллен шуралнăран
Чĕремĕрсем пĕр шăппăн йăпанаççĕ:
«Параймĕ çимĕç тăм ӳксен йăран».
Чĕр ĕмĕте кам хурлăхран кăкарĕ?
Ватăлмасла, савни, кил çывăха:
Пускил ачи, пĕр пĕчĕкçĕ Гагарин,
Пире лартса вĕçтерĕ уçлăха.