Ачасем, пирĕн заставăна пĕр пограничник пĕччен мар, хăй вĕрентнĕ ăслă йытăпа пычĕ. Эп сире çав пограничник çинчен кĕскен те пулин каласа парасшăн. Пĕррехинче унăн акă мĕнле ĕç пулнă.
... Аслати пуç тăрринчех кĕмсĕртетнĕ те таçта инçетелле, ют çĕршыв еннелле, хăлтăртатса кайнă. Çумăр чалăшшăн çапса, шавласа çума тытăннă. Смирнов пограничник плащ-палаткине пĕркеннĕ те хыр çумĕнче выртнă. Ун çумĕнче пирĕн хайхи Кашкăр ларнă.
Çумăр вăйланнăçем вăйланнă. Таврана сăнама та хĕн пулнă: лайăх курăнман. Çапах та Смирнов хăйне сăнама хушнă вырăна тимлĕн тинкернĕ. Кашкăр хăлхисене чăнк тăратнă та пит вичкĕн итленĕ.
Çумăр Смирновăн тумтирне нӳрлентернĕ, пограничник шăннипе чĕтреме пуçланă, ăшăнас тесе, йытти çумнерех тĕршĕннĕ.
Каç пулас умĕн çумăр лăпланнă. Çил çаплах хытă вĕрнĕ-ха. Çак самантра Смирнов çумĕнче ларакан йытă хăлхисене вăшт хускатса илнĕ. Кашкăр халь-халь малалла сиксе ӳкес пек чĕтреннĕ. Смирнов йытта аллипе тĕксе лăплантарнă та чикĕ урлă каçакан çынсене курнă. Вĕсем çывăхрах, Смирнов еннеллех килеççĕ. Пограничник хăйĕн юлташĕсене сигнал панă: ракета янă.
Тăшмансем хăвăртрах тарса пытанас тесе вăрмана кĕрсе кайнă. Смирнов вĕсен çулне пӳлнĕ. Чикĕ пăсакансем ăна пеме тытăннă. Смирнов хăй те пенĕ: автоматран пĕр черет кăларса ярсан, икĕ тăшман çĕре ӳкнĕ. Анчах ытти тăшмансем малаллах шунă.
Смирнов çул хĕрринчи тĕмеске çине хăпарнă. Унта пĕр тӳннĕ хыр выртнă. Хыра аслати çапнă, тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа ывăтнă иккен. Смирнов йывăç пулнă вырăнти лакăма сикет те тăшмансем çине вут-хĕм сирпĕтме пуçлать.
Акă, тăшмансем ăна çавăрса илме хатĕрленеççĕ, виçĕ енчен те атакăлаççĕ. Пĕр сĕмсĕр пуля Смирнов аллине пырса тивнĕ. Пограничникĕн куç хуралса килнĕ.
«Неушлĕ чикĕ урлă каçса кайма пултарĕç ирсĕрсем?! Мĕн калĕç вара мана юлташсем, мĕн калĕç шăллăмсем, пиччесем, мĕн калĕ атте-анне, Тăван çĕршыв...» — шухăшланă Смирнов хăйăрлă çĕр çине выртса.
Çывăхрах темскер çăтăр-çатăр тунă. Смирнов куçне уçнă та хăй патнелле шуса пыракан тăшмансене курнă, вара шăлне çыртса, граната илнĕ, ăна вирлĕн вăркăнтарнă. Çулăм йăлтăртатнă, хăрушшăн шартлатни илтĕннĕ.
Çав вăхăтра Смирнов, тепĕр гранатине илес тесе, каялла çаврăннă. Хыçалта, инçех те мар, çын мĕкĕлтетнĕ. Ку мĕн тата?! Пограничник хăй йыттине вĕçертсе янă. Йытă çав тăшман çине сиксе укнĕ, ăна çĕр çине тăсса ӳкернĕ.
Смирнов патне сылтăм енчен, хыр, чăрăш йывăççисен хыçне хӳтĕленсе, татах тăшмансем пынă. Пограничник юлашки гранатине ывăтма хатĕрленнĕ. Анчах ăна пĕренепе çапнă пекех, темскер пырса лекнĕ.
Смирнов тăнсăр пулса ӳкнĕ, ăна иккĕмĕш пуля пырса тивнĕ.
Тăшмансем çак самантпа усă курса, ун патнех çывхарма шутланă. Вĕсем çирĕм-вăтăр утăмра кăна. Мĕн тумалла ĕнтĕ…
Пограничник патне кĕçех йытă чупса пынă, вăл йынăшнă, Смирнова сăмсипе тĕрткеленĕ. Çакна пула каллех Смирнов тăна кĕнĕ. Пĕтĕм вăйне пухса, юлашки гранатине ывăтнă:
— Тăван çĕршыв сывă пултăр! — тенĕ вăл.
Вара каллех сулăнса кайса, хыр çине кукленнĕ.
Смирнов çакăн пек кăшкăрнине юлташĕсем те илтнĕ.Вĕсем вăрмантан сиксе тухнă та тăшмансене хупăрласа илнĕ. Смирнов пограничнике, тăнсăр пулнăскере, часах санчаçа леçнĕ. Вăл тепĕр кунтан тин тăна кĕнĕ. Тăна кĕрсенех:
— Ну, мĕнле, тăшмансене веçех пĕтернĕ-и? — тесе ыйтнă.
— Пĕтернĕ, — тенĕ ăна юлташĕсем.
— Юрĕ эппин, — тенĕ те Смирнов йăл кулса илнĕ, вара çывăрса кайнă.