Мухтав хĕлхемĕ тĕлĕкре
Хĕртмен-ши кам чунне?
Эп çуннă чапшăн ĕлĕкрех,
Хам çамрăкрах чухне.
Хĕре курсан иленмĕн-и?
Паян та вăл асра.
Куçа шартан илемĕпе
Çӳретчĕ ту касра.
Çӳретчĕ... Тупăп-ши меслет?
Тухасчĕ ман чапа.
Ăна саваттăм вилесле,
Савмарĕ хăй пачах.
Анчах, тӳссе çав асапа,
Пĕлмен эп, айванскер —
Чăн юрату пăхмасть чапа,
Вăл унсăрах чипер.
...Хуйха ирттерĕп кампала?
Асрах эс калани:
«Сана эп шутсăр кăмăллап.
Анчах ман пур... савни».
Чăваш хĕрне мухтав та чап!
Вăл халĕ мĕскĕн мар.
Савсассăн çеç тухать качча,
Савмасть пулсан —
Уттар.