Çĕн шупăр тăхăннă лавккаçă
Сутать-им çăнăх мĕн иртен? —
Юр пĕрчисем çĕре лăпкаççĕ,
Çитти çĕлеççĕ шур пиртен.
Тӳремлĕх пичĕ пĕркеленнĕ, —
Шăнса пăрланнă, тен, ăрша?
Юр якатать ăна йĕркеллĕ,
Чипер инке пек тăрăшать.
Малтанхи юр...
Хĕлле ан тейĕр.
Кăштах айванлăх пур-ха ун,
Тăрса тарас мулкачă евĕр
Çырма еннех пăхать ун-кун.
Камит кăна ун шур сухалĕ.
Юр тарăн-ха, тесе ан шан.
Вăл ирĕлсе куçран çухалĕ,
Хĕвел пĕрре кулса пăхсан...
Каллех сăну сан аса килчĕ.
Чĕлхе çинче — пĕр сан яту.
Малтанхи юр шăпи пулминччĕ,
Савниçĕм, пирĕн юрату.