Ĕнтĕ курăк йĕп-йĕпе.
Шуралать çу каçĕ.
Иккĕн хур сукмакĕпе
Калаçса утаççĕ.
— Шухăшла эс пуç тавра, —
Хĕр хуллен ятларĕ, —
Качча ил, ун чух вара
Чуптума кам чарĕ?
Каччă-тус пăхать ун-кун:
Миçе каç ан çывăр?
Миçе кун вутри пек çун?
Кĕтесси-çке йывăр...
Хĕр тахçан та вăл — хĕрех.
Хăй йĕркишĕн калĕ.
Ятласан та, пурпĕрех
Юратса ыталĕ.
Халь кăна йăваш сăнран,
Алла илĕ ирĕк, —
Вăл сана çулталăкран
Пăркăç парĕ çирĕп.
Пĕр тĕллев те, пĕр кавар
Сирĕн пулĕ вĕçĕм.
Пӳрнепе тĕкĕнме мар,
Çĕклĕн алă вĕççĕн...
Хускалмасть Çавал ирччен.
Ĕшенмен ан тейĕр,
Çывăрать вăл, туй иртсен
Евчĕ каннă евĕр.
Ĕнтĕ курăк йĕп-йĕпе.
Шуралать çу каçĕ.
Иккĕн хур сукмакĕпе
Чуптуса утаççĕ.