Ик шофер тавлашрĕç. Ан та чар.
Уйăраймăн.
Ах, ытла вĕри те!
Парăнасшăн мар тавра пĕри те,
калăн, пуç касуçă янычар.
Çакăн хыççăн ман автобуса
чылаччен чăмларĕ ийĕ мурĕ:
турткалашрĕ, тапрĕ, кăрт-карт турĕ.
ăшăмра тем килчĕ капланса.
Османсен империне асилтĕм,
Дунайçи пăлхарĕн пурнăçне…
Хăр тавраш ан сулăр çын çине,
пĕр-пĕрне хаяр нихçан ан тивтĕр.
14.09.2007. Анкара. Кăнтăрла.