Пĕр пӳрт хăна вĕрлет. Кил хуçи хĕрарăмĕн паян çуралнă кун. Савнă тăванне, юлташне, кинне саламлама чылайăн пухăннă. Люда та паян нихçанхинчен чипер те илĕртӳллĕ. Тахçанах кун пек савăнман кил хуçи арăмĕ. Йăлтăр-ялтăр кĕпе тăхăннă пĕчĕк пӳллĕ хĕрарăм кашни хăна патне çитет, ĕçтерет, апат-çимĕçпе сăйлама та ĕлкĕрет. Пӳлĕмре илемлĕ кĕвĕ-çемĕ янраса кайсан урай варрине чи малтан чупса тухса ташша тытăнать, ик аллине ик енне сарса, пуçне мачча енне пăрса хăй тавра çаврăнать. Унччен хăй телейĕшĕн вăтанакан Люда паян пĕтĕм хăнана кун пирки пĕлтересшĕн пек хăтланать. Мăшăрне те хăйпе ташлама сĕтĕрет. Анчах Мишша ташша юратмасть. Ĕçкĕ-çикĕре вăл ытларах аяккарах ларса ытти арçынсемпе картла выляса, пĕчĕккĕн эрех сыпса калаçса ларма кăмăллать. Килĕнче те чĕмсĕртерех вăл. Нумай çын хушшинче ăна кичем. Паян тата кăштах эрех сыпма та юрамасть, çуралнă кун хыççăн тăванĕсене ăсатса ямалла. Çавăнпа Мишша аванах сыпнă арăмĕнчен вĕçерĕнсе ытти арçынсем хушшинелле тарать. Чăннипех илĕртӳллĕ унăн мăшăрĕ! Паян кăна мар. Мĕн пĕрлешнĕренпех вăл Люда çине юратса кăна пăхать. Арăмĕн темле хăтланăвĕ те килĕшет ăна. Вăрçăшнă чухне те çилленмест. Хăй нумай калаçма юратманнипе арăмĕ чĕввĕн тăрса ун умĕнче сике-сике кăшкăрашсан та пăрăнса утать. Юратать вăл арăмне. Çирĕм çул пĕрле пурăнсан та туйăмĕсем ĕнер тĕл пулса юратса пăрахнă пек арçыннăн.
Кĕреке сакки сарлака теççĕ. Мишшапа Людăн хăнисем те паян киле васкамарĕç. Вăхăта юриех тăснă пек кĕрекере савăнчĕç. Çĕр кун енне сулăнма пуçласан кăна пĕрин пуçне ăслă шухăш кĕчĕ — киле каймалла. Ку шухăша параканни те Мишшан картла выляса ывăннă хыççăн пĕр вăхăт çывăрса илнĕ тетĕшĕ пулчĕ.
— Çитет! Киле каймалла! Хĕрарăмсем, çитет айкашса, по домам! Тумланăр! — команда пачĕ вăл.
Мишша та çак сăмаха кăна кĕтнĕ тейĕн, савăнсах кайрĕ. Тахçанах çывăрас килет унăн. Ташласа савăнакан тăванĕсемпе юлташĕсем çине пăхса ларса миçе хутчен анасламан-ши вăл кĕçĕр? Тĕрĕссипе, тăванĕсене ăсатса та çӳрес килмест. Хамăр патрах выртса кайăр тенипе нимпе те килĕшмерĕç вĕт. Тетĕшĕ сăмахĕ хыççăн Мишша картишне тухса машинине гаражĕнчен кăларчĕ. Ăшăнтăр-ха тесе моторне чĕртрĕ. Тăванĕсем нумай кĕттермерĕç. Часах шавлă ушкăн унăн машини патне çитрĕ, вĕсемпе пĕрле Люда та. Аллинче пĕр кĕленче çутă эрех, çыртмалли.
— Никама та çул куркисĕр ямастăп, — кăшкăрать вăл ирхи шăплăха пăсса.
Вун-вунпилĕк минутран тин машина хускалса кайма пултарчĕ.
Люда машина хыçĕнче алă сулса юлчĕ. Кăшт тăрсан пӳрте кĕчĕ, килĕсене кайма хатĕрленсе тăнă ытти хăнисене те ăсатрĕ.
— Часах Мишша çитмелле ĕнтĕ. Унччен сăтел çинчен савăт-сапана пуçтарса çăвам, — хăйпе хăй калаçса ĕçлерĕ вăл.
Анчах савăтне те пуçтарчĕ, сĕтел çиттисене те тирпейлерĕ — Мишша çук та çук. Сехет йĕпписем çине пăхсан тĕлĕнсех кайрĕ — упăшки кайни виçĕ сехет çитрĕ ĕнтĕ. Хальччен Пăвана кайса килме пулать, хулан тепĕр вĕçне кăна мар! «Ăçта çӳрет-ши? Хальччен йĕркеллĕ çын килте пулмалла», — тарăхрĕ Люда. Вырăн çине çапла кăмăлсăр кайса выртрĕ. Ывăнни, эрех сыпкалани ăна çывăрмах туртрĕ. Хытă ĕшеннĕ хĕрарăм кăнтăр енне тин вăранчĕ. Упăшкин килне таврăннă йĕрĕ пулманнипе тĕлĕнчĕ. Картишне тухса пăхрĕ — машини чăнах та çук. Пăлхану туйăмĕ хупласа илчĕ ăна:
— Ăçта-ши? Хальччен кун пекки пĕрре те пулман-çке.
Люда пӳрте каялла кĕрсе телефон кĕпçине тытрĕ, ĕнер леçме кайнă тăванĕсене шăнкăравларĕ.
— Пĕлместпĕр. Вăл пире леçсе хăварчĕ те киле каятăп тесе çаврăнса кайрĕ, — пулчĕ хурав.
Кун хыççăн юлташĕсене шăнкăравласа пăхрĕ — пĕри те нимĕн те пĕлмест.
Чей лартса ярам-ха тесе апат пӳлĕмне кăна çитнĕччĕ Люда — телефон шăнкăравĕ илтĕнсе кайрĕ.
«Тинех тупăнчĕ. Хăй шăнкăравлать ав. Лекет-ха ăна таçта çӳренĕшĕн», — мĕлтлетсе илчĕ шухăш кĕпçене тытиччен.
— Ивановсем-и? Çĕрле те, ирпе те миçе хутчен шăнкăравларăмăр, мĕншĕн телефона тытмастăр, — вăрçнă пек хытă сасă илтĕнсе кайрĕ кĕпçерен.
— Эп... эп... çывăрнă, — кун пек хытă калаçнине хăнăхманнипе çухалса кайрĕ Люда. — Мĕн кирлĕ сире? Мĕншĕн вăрçатăр?
— Эп вăрçмастăп. Ман сасă çапла. Иванов Михаил сирĕншĕн кам пулать?
— Упăшка пулать. Эсир пульницăран-и? Мĕн пулнă ăна? — хыпăнса ӳкрĕ хĕрарăм.
— Халех Карл Маркс урамĕнчи çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцине килĕр. Унта веçех пĕлтерĕç.
Ку çын урăх калаçмарĕ, телефон кĕпçине хучĕ.
Çĕр шухăш явăнчĕ Люда пуçĕнче. Алли-ури чĕтренипе васкасан та, вăрах тумланчĕ вăл. Чей пирки аса та илмерĕ. Автобус чарăнăвне утнă чухне урисене туймарĕ. «ГИБДД» тесе çырнă çурт умне çитсен урисем чустаран тунă пек çемçелсе кайрĕç, ниепле те картлашкаран хăпараймасть. Хăть упален. Çапла тертленсе тăнă хыççăн Люда хăйне алла илчех.
— Мĕн ухмахланатăп эп? Пурте аван пулмалла, — тесе хăйне лăплантарчĕ.
Полици формине тăхăннă çынна мĕнле ыйтупа килнине пĕлтерсен Людăна пĕр пӳлĕм еннелле тĕллесе ячĕç.
Алăка шаккаса пӳлĕме кĕрсен сĕтел хушшинче ларакан патвар арçын ури çине тăрса хăй ун патне пычĕ. Хулĕнчен тытса тенкел çине ларма пулăшрĕ, пĕр сăмах чĕнмесĕр сĕтел çине сăн ӳкерчĕксем кăларса хучĕ. Унта темле пысăк авари. «КАМАЗ» çине пырса тăрăннă машинине сăнасан Люда вăл хăйсен пулнине палласа илчĕ. Тепĕр сăн ӳкерчĕкре вăл Мишшана курчĕ. Машина ăшĕнче пуçĕ руль çине усăнса аннă, юн юхнă паллăсем курăнаççĕ.
— Ах, ах! — тесе Люда аллипе чĕре тĕлĕнчен тытрĕ. — Мĕн пулнă ман упăшкана? Ăçта вăл?
Милиционер пуçне усрĕ.
— Сирĕн морга кайма тивет. Мăшăрăр-и вăл е пачах урăх çын-и — пĕлместпĕр-ха. Кайрăмăр, — тесе тенкел çинчен тăчĕ.
Полици машининче ларса пынă май Люда вĕçĕмсĕр Турра кĕлтурĕ. Водительпе унпа пĕрле тухнă полици ĕçченĕ тем çинчен калаçса кулса пыни унăн хăлхине кĕмерĕ.
— Турăçăм, тархасласа ыйтатăп, ман упăшка вилнисен шутĕнче кăна ан пултăрччĕ. Пульницăра вырттăр, инвалид пултăр, анчах та чĕрĕ! Илтсем ман сăмахăма, тархасшăн! Каçар мана, каçар мана — ухмаха. Çылăхлă эпĕ! Анчах Мишша çылăхĕ мар вăл, ман çылăх! — пăшăлтатрĕ вĕçĕмсĕр.
Моргри тĕттĕм те сивĕ коридорпа пынă чухне пуçĕнче нимĕнле шухăш та пулмарĕ. Малалла мĕн пулнине вăл лайăх астумасть: сĕтел çинче выртакан вилнĕ çын çинчен шурă çиттине сирчĕç. Мишшана палласа илсен Люда урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
Упăшкине пытарни те, асăннисем те веçех тĕлĕкри пек иртсе кайрĕç. Юрать, тăванĕсем ун патĕнчен пĕрре те пăрăнмарĕç, хуйхăпа çыхăннă ĕçсене те веçех хăйсем çине илчĕç.
Людăн çылăхĕ вара çумрах çӳрерĕ.
* * *
Мишша каччă чухнех питĕ лăпкăччĕ. Хăйсен ялĕнче çак хура çӳçлĕ, çӳллĕ каччă пĕрреччĕ. Вăл Людăпа пырса калаçма та вăтанатчĕ, мĕншĕн тесен хĕре каччăсем саватчĕç. Час-часах улăштаратчĕ Люда йĕкĕтсене.
Пĕр каçхине Мишша Людăна ăсатма пычĕ. Хĕре тахçанах юратни пирки каларĕ. Люда каччăн сăмахне чăна хумарĕ. Тем те калĕç вĕсем!
Виçĕ çул хулара пурăнчĕ Люда. Телейлĕ юрату та пулчĕ çав вăхăтра, телейсĕрри те... Анчах пĕррехинче «Рассвет» кинотеатра юлташ хĕрĕсемпе кайсан Люда ăнсăртран Мишшана тĕл пулчĕ. Вăл та тусĕсемпеччĕ. Çапла вĕсен туслăхĕ-юратăвĕ çĕнĕрен вăй илчĕ. Çулталăкран пĕрлешрĕç. Людăна ăмсанакансем те сахал мар пулчĕç.
Çемье пурнăçĕпе савăнса киленчĕ Люда. Çулталăкран ывăл çуралчĕ. Мишша савăнăçне пытараймарĕ, хĕвел пек çиçрĕ. Вăхăтне те ытларах ывăлне уйăрчĕ. Арăмне ниçта та кайма чармарĕ. Кĕçех çĕршывра услам юхăмĕ тапранчĕ. Люда юлташĕсене курса пасарта суту-илӳ вырăнĕ уçрĕ. Япала туянма тесе час-часах Мускава çӳрерĕ.
Пасар ĕçĕ çынна самай улăштарать. Кĕсье тулли укçа чухне тĕнчере мĕнпурне укçалла туянма пулать пек. Укçасăр çын хисепрен тухать, çав шутра мăшăрĕ те. Людăн та çаплах пулса тухрĕ. Мускав та пасар, пасар та Мускав... Пушă вăхăтра юлташĕсемпе кафе-ресторана çӳрерĕ. Килте пулма вăхăчĕ те юлмарĕ.
Ресторансенчен пĕринчех чаплă арçынпа паллашрĕ. Ку арçын унăн мăшăрĕнчен пач уйрăлса тăрать: сап-сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă, ӳт-пĕвĕ йăрăс та яштака. Ача чухне телевизорпа курнă вырăс юмахĕсенчи чăн-чăн Иван тейĕн. Ресторанта юлташĕсемпе пулин те кичем ларакан арçын ун чухне Людăна ташша чĕнчĕ.
— Мĕн тăвать кунта çакăн пек илемлĕ пике? Арçыннăрсем те çумра çук, — интересленчĕ арçын.
— Канатпăр эпир, çамрăк çыннăм, ĕçлесе ывăннă хыççăн канатпăр, — куçран уççăнах тинкерчĕ Люда.
— Мана Слава теççĕ. Ятăр сирĕн хăвăр пекех илемлĕ пулĕ. Юлташусем Люда тенине илтрĕм. Эппин, Люда, Людмила, Мила... Ман мăшăрăма та Мила тесе чĕнеççĕ. Илемлĕ ят...
— Эсир вара пит чее. Малтан ята пĕлетĕр, кайран ташша чĕнетĕр. Мăшăрăра вара пит юрататăр пулмалла. Ют хĕрарăмпа ташланă чухне те ун пирки калаçатăр.
— Чее мар эпĕ, тимлĕ. Çитменнине, илемлĕхе сăнама юрататăп. Вăт пĕрне уйрăмах палăртрăм. Мăшăрăм пирки калас пулсан вара — ăна питĕ хисеплетĕп.
Ташă çемми вĕçленсен Слава Людăна вырăна пырса лартрĕ, ун умĕнче пуçне тайса юлташĕсем патне кайрĕ.
Çав каç Людăна килне Слава ăсатса ячĕ.
— Мила, манăн сирĕнпе малашне те тĕл пулас килет. Ыран вăхăт пулать-и манпа каçхи апат тума? Эп сире каçпа çичĕ сехете «Венец» ресторана чĕнетĕп, — терĕ уйрăлнă май.
Люда хирĕçлемерĕ. Пĕрре курсах килĕшрĕ ăна Слава.
Çак каç хыççăн тĕлпулусем йăлана кĕчĕç арçынпа хĕрарăмăн. Паркра, урамра уçăлса çӳреме çынсенчен шикленчĕç, çавăнпа ытларах халăх сахал вырăнсенче тĕл пулчĕç.
Люда Славăна юратса пăрахрĕ. Мишшапа юратнă ывăлĕ ĕнерхи куна тăрса юлчĕç. Вăл килĕнче малтанхи пекех пурăнчĕ, ĕçрен васкаса килсе упăшки пĕçернĕ апата çирĕ, ывăлĕн ĕçĕ пирки ыйтса пĕлсе илемлĕ тумланса услам енĕпе ыйтусене татса памалла текелесе килĕнчен тарма тăрăшрĕ. Кашнинчех çапла пулнипе Мишша ырăмара сисрĕ пулин те арăмне чармарĕ. Каçпа вырăна ăшăтакан та пулмарĕ юнашар. Куляннине ывăлĕ ан систĕр тесе арçын пĕрле бассейна, кинона çӳрерĕ. «Лăпланĕ-ха», — тесе çунакан чунне пусарчĕ.
Çапла икĕ çул иртрĕ. Ку тапхăрта юрату хĕлхемĕ ялкăшсах çунчĕ. Хутшăнусем те çывăхланчĕç. Пĕррехинче Люда кăмăлĕ пăтраннине сисрĕ.
— Мĕн пĕçернĕ эсĕ, сывлама çук шăршă кĕрет, — вăрçса пăрахрĕ вăл Мишшана пасартан килсен. — Паян ахаль те хама кунĕпех начар туятăп. Кăмăл пăтранать, туянакансем те тарăхтарса пĕтерчĕç. Çитменнине тата эсĕ пăслантаран.
— Яланхи пекех пĕçернĕ, ху кутăнланан, — терĕ те упăшки хăйĕн пӳлĕмне кайса выртрĕ. — Пĕçернĕ-ха, тата çитмест ăна. Теприсем ывăнса килсен те хăйсем плита умне тăраççĕ.
Яшка çиес килмерĕ Людăн, ăшĕ маринадланă хĕрлĕ помидор ыйтрĕ. Вăл сентре çинчен ӳркенмесĕр пĕр банкине илсе уçрĕ. Тӳрех помидора çиме пуçларĕ. Нихçан курман пек пĕрин хыççăн теприне хыпса çăтрĕ. «Тутлă-çке. Унччен мĕншĕн юратман-ха эп çак çимĕçе?» — шухăшларĕ хăй. Ăшĕ кансан диван çине кайса выртса телевизорне ячĕ. Пĕр çур сехет пек выртсан кăмăлĕ хытах пăтраннипе сиксе тăчĕ. Аран туалета чупса çитрĕ.
«Мĕн амакĕ вара манпа? Темле чир ермерĕ пуль те ĕçре? Кун пекки пулманччĕ-çке? Пĕтĕм ӳт-пĕве кансĕр, апат хуранне те тем кирлĕ пек, мĕнне пĕлместĕп. Ыранах тухтăр патне каятăп», — шухăшларĕ вăл тути-çăварне шăлса тасатнă май.
Тепĕр кун тухтăр патне пуçтарăнчĕ. Палланă терапевта чирĕн паллисене каласа парсан лешĕ кулса ячĕ.
— Люда, сан чи малтан ман пата мар, хĕрарăм тухтăрĕ патне каймалла пулнă. Атя, направлени парам, упăшкуна та саламлама ан ман. Сирĕн миçе ача-ха?
— Пĕрре кăна, — хуравларĕ Люда тĕлĕкри пек. Малаллахи салам сăмахĕсене итлемерĕ те, тепĕр пӳлĕме кайрĕ.
— Эсир йывăр çын, тăватă эрнере ĕнтĕ. Учета тăратăр-и? — ыйтрĕ тухтăр.
— Çук, çук... Мана ача кирлĕ мар. Пăрахатăп эп ăна, — терĕ вăл хытах, темшĕн тухтăра çилленсе.
— Тарăхма кирлĕ мар. Ку сирĕн кĕтмен ача пуль-ха. Çавăн чухне хĕрарăмсем тарăхаççĕ. Çуратмастăр пулсан ача пăрахма анализсене парăр, — терĕ тухтăр та сиввĕн.
Люда кирлĕ хутсене илчĕ те урăх сăмах чĕнмесĕр пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Урама тухсан сывлăш нихçанхинчен уçă туйăнчĕ. Вăл пылак сывлăша кăкăр тулли çăтрĕ. Çăтрĕ, çăтрĕ — тăранаймарĕ. Унтан Славăна шăнкăравларĕ:
— Тĕл пулса калаçмалли пур. Эп яланхи çĕрте, хамăр кăмăллакан паркра пулатăп, — терĕ кĕскен.
Кайран çак утăмшăн хăйне ятларĕ:
— Мĕн-ма шăнкăравларăм-ха? Унран мĕн усси? Вĕсен хăйсен арăмĕпе ача çук. Эп ăна кунта хам ачапа тарăхтаратăп. Каятăп та пăрахатăп никам сисиччен.
Слава вăрах кĕттермерĕ. Вăл килнине аякранах сăнаса тăчĕ Люда. Çӳллĕ, илемлĕ, тӳмисене салтса янă хура пальтовĕн аркисем утнă май вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçеççĕ, пуçне тӳрĕ тытать, савнă çыннине курсан аллипе сулчĕ, уттине хăвăртлатрĕ. Люда патне çитсен ыталаса чуптуса илчĕ.
— Эс çавăн пекех хăвăрт тунсăхларăн-и, чунăм? Хам та тунсăхларăм. Анчах мĕншĕн кичем эсĕ, яланхи пек мар паян?
— Сăлтавĕ пур, пысăк сăлтав. Мĕнле каламаллине те пĕлместĕп. Халь шутлатăп та, каламалла мар пуль тетĕп.
— Чим-ха, мĕнле каламалла мар? Манпа çыхăннă-и вăл? Упăшку пĕлчĕ-им?
— Çук, ман упăшка пĕлсен те нимĕн каламĕ. Тепĕр енчен, ухмах тесе шутлатăн-им эс ăна? Паллах вăл тахçанах сиснĕ ман еркĕн пуррине. Вырăн çине икĕ çул ĕнтĕ юнашар выртмастпăр. Малтанах куншăн тĕлĕнетчĕ. Санпа киленнĕ хыççăн вăл кирлĕ марччĕ. Пĕр-икĕ хутчен хăваласа ярсан урăх çулăхмарĕ.
— Ăнланмалла. Санăнни пек арçынсем урăх тĕнчере çук пулĕ. Ун вырăнĕнче эп чăтас çук.
— Ун вырăнĕнче сан арăму ĕнтĕ.
— Калаçар мар-ха кирлĕ мара. Урăххине каласшăнччĕ вĕт эсĕ.
— Малалла тăссан та юрать. Упăшка пирки калаçсан, эп ăна нихăçан та пăрахмастăп, ун пек лайăх арçын урăх тупаймастăп.
— Вара? Манпа мĕншĕн тĕл пулатăн?
— Санпа-и? Юратушăн. Ман укçа пур, приключени çитмест. Ан кӳрен. Халь вара вăл лăк тулли, приключени текенни. Слава, каламах ĕнтĕ, ман çие юлнă, пысăк хырăмлă эпĕ.
— Мĕ-ĕ-ĕн? Çие?! Упăшкупа икĕ çул çывăрман пулсан... эппин, ача манран-и?
— Камран пулма пултартăр вăл тата? Санран ĕнтĕ? Сансăр пуçне урăх арçын пулман та ман.
Люда калаçу хăш енне çаврăнасса пĕлчĕ. Слава унăн ачи пулнине ĕненмест. Анчах сасартăк арçын Люда умне чĕркуçленсе ларчĕ, аллисемпе ыталаса илсе пуçне унăн варĕ çине хучĕ, хăлхипе темĕн итлерĕ. Унтан хĕрарăма чуптума пуçларĕ — антăхса кайса, урисенчен тытăнса çӳлерех хăпарса пычĕ. Ăсне çухатнă пек чуптурĕ те чуптурĕ, инçех мар уçăлса çӳрекенсене асăрхамарĕ.
— Люда, Мила, Милушка! Тавтапуç сана, тавтапуç... — пăшăлтатрĕ вăл вĕçĕмсĕр.
Людăн чĕри кăрт! туртса илчĕ. Слава савăннине тин ăнланчĕ вăл. Мĕншĕн?
— Пĕлетĕн-и, Милушка. Çичĕ çул пĕрле пурăнса ача пулманнипе тĕрĕслеттерсен тухтăрсем мана сан хăвăн ача пулмасть тенĕччĕ. Арăмăн веçех йĕркеллĕ-мĕн. Вăл мана пăрахмарĕ. Тĕрĕссипе, эп ăна урăх арçынпа пурнăçне çыхса ача çуратма сĕннĕччĕ. «Çук, е санран çуратап, е никамран та» тесе ĕмĕрне манпа ĕмĕрлет. Пирĕн нимĕнле шанăç та çук. Хăнăхнипе тенĕ пек кун кунлатпăр çапла. Пысăк çулăмлă юрату пулман та пирĕн унпа. Килĕштернĕ — пĕрлешнĕ. Эсĕ? Эсĕ вара мана çĕнĕрен чĕртрĕн. Юратăвăн чăн-чăн хăватне санпа туйрăм. Унăн хăвачĕ чăннипех вăйлă. Пур ĕçе те юратса ĕçлемелле теççĕ вĕт. Пирĕн те çапла пулчĕ, чунăмçăм. Епле телейлĕ эп паян! Ман пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрас килет! И-итлĕ-ĕ-ĕр! Эп атте пула-а-атăп! Эп сире иксĕре те алă çинче йăтса çӳрĕп, ылтăн кермен лартса парăп, укçапа такăнса ӳкмелле пуличчен пуян пурнăçпа усрăп. Текех пасарта шăнса тăмăн. Ыранах ĕçне ан кай. Пирĕн ача сывă пулмалла! Мила мана каçарать. Каçарать вăл мана, — пăлханнипе калаçса пĕтереймерĕ арçын.
— Эп хамăн çемьене салатмастăп, мăшăра пăрахмастăп терĕм-иç сана! — хыттăн хуравларĕ Люда.
Слава çак сăмахсене илтсен кăна тăна кĕчĕ. Ури çине тăрса Людăна куçĕнчен тинкерчĕ.
— Хамăр ачана эс пĕрле ӳстересшĕн мар апла?
— Маншăн çемье хаклăрах, ача та пур пирĕн. Ашшĕне вăл хытă юратать. Унăн психикине пăсмастăп. Пуррине хакламалла, — терĕ Люда çирĕппĕн.
— Хакламалла, паллах хакламалла... Эсĕ эп ача мĕнле кĕтнине, ача пулманнипе мĕнле асапланнине пĕлетĕн вĕт. Ача çавăтса пыракан ашшĕсене курсан ман чĕре кашнинчех çурăлса каясла хĕссе килет. Çак телее туяс килет, атте тенине илтес килет. Ман ача вĕт вăл, ма-а-а-а-анăн! Упăшкунтан уйрăлмасан вара мĕн тăвасшăн эсĕ? Шухăшна веçех ăнланса çитеймерĕм.
— Итле-ха, Слава, тăна кĕр. Эп ку ачана çуратмастăп. Каçар, тепре калатăп — çу-рат-мас-тăп!
— Чарăн! Ан кала ку сăмаха! Ман ачана, пĕртен пĕр тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкĕме пĕтересшĕн-и? Çын вĕлерекен пуласшăн-и? Ан хăтлан кун пек! Ан хăтлан! Чĕркуçленсе ыйтатăп, ан вĕлер ачана. Эп арăмпа калаçса пăхатăп, ку ачана хамăра илетпĕр. Эс çуратса кăна пар, эппин. Тархасшăн, çуратса пар. Эпир сана укçа та тӳлĕпĕр. Мĕн чухлĕ кирлĕ, кала!
Слава хĕрарăм умне тепĕр хут чĕркуçленсе ларчĕ, Турăран ыйтнă пек аллине çӳлелле тытса калаçрĕ. Люда унăн сăмахĕсене хăлхине чикмерĕ, хăйĕннех печĕ:
— Эс ухмах-и, каçар та ун пек каланăшăн. Çие юлнине упăшкана Турă амăшĕнни пек «таса сывлăшран» тесе ăнлантармалла-и? Ун куçĕнчен епле пăхас?
— Ăнланатăп. Веçех ăнланатăп. Çавăнпа пĕрле пурăнма ыйтатăп. Паянах, халех, пĕр шухăшласа тăмасăр. Хваттере кайса кĕретпĕр. Тархасшăн, ан вĕлер ачана!
— Шухăшласа пăхăп, — унран уйрăлса каяс тесе юриех шантарчĕ Славăна Люда. — Эрнерен курнăçăпăр. Çак кунсенче тĕл пулу ан шыра, вăхăт пулмĕ.
Иккĕш ик енне уйрăлса кайрĕç. Иккĕн икĕ шухăшпа, икĕ ĕмĕтпе.
Люда чунне хытарса пурĕпĕр ачана пăрахма шутларĕ. Ыранах анализсене парса тепĕр кун ĕçе вĕçлемелле терĕ. Слава вара хăйне ача ашшĕ вырăнĕнче курчĕ. Пепкене пĕрремĕш хут еплерех алла тытасси пирки ĕмĕтленчĕ. Арăмне, Милăна ача пирки каласа парас тесе килне васкарĕ. Пĕлет вăл, Мила ун ачине хаваспах йышăнать.
Людăн сăмахне илтмен пек Слава тепĕр кунах шăнкăравларĕ. Сасси савăнăçлă. Люда пульницара анализсем кĕтсе ларатчĕ.
— Мĕнле туятăн хăвна, чунăмçăм? Мĕн çиес килет?
— Аванах. Йĕркеллех, нимĕн те çиес килмест, — терĕ Люда сӳрĕккĕн.
Тепĕр кун вăл ачана кайса пăрахрĕ, пĕр иккĕленмесĕр.
Кĕтнĕ тĕлпулу каллех малтанхи вырăнта пулчĕ. Слава вĕçсе çитрĕ. Людăна вĕрсе хăпартнă çӳхе кĕленче чăрăш тетти пек тирпейлĕн ыталаса илчĕ, тутинчен хĕрӳллĕн чуптурĕ.
— Мĕн шухăшларăн? Мĕнле хурав паратăн мана? Эп арăмпа калаçрăм. Вăл хирĕç мар. Тем пулсан та... Манăн вара санпах пурăнас килет, ĕмĕр юратса, пĕр-пĕрне савса.
— Слава, ăнлан мана, Слава. Пĕрре ача пулнă пулсан сан татах пулма пултарать. Эпĕ пăрахрăм...
— Мĕн пăрахрăн? Пăрахрă-ăн?
— Çапла, пăрахрăм ачана. Урăх ан ĕмĕтлен, ан та шухăшла.
Слава аллинчи шлепкине мĕнпур вăйран пăчăртарĕ, пичĕ тăрăх итлемесĕр чупакан куççульне шĕлепкипе хупларĕ, анчах шалтан тухакан хуйхине чараймарĕ.
— А-а-а-а-а! — кăшкăрса ячĕ вăл вăрманти тискер чĕрчун пек. Люда хăраса кайрĕ. Яланах лăпкă та илемлĕ Славăн пит-куçĕ те улшăнса хăрушланчĕ. «Вĕлерме те пултарать», — вĕлтлетрĕ пуçĕнче.
— Эп сана тархасласа, чĕркуçленсе ыйтрăм. Мĕншĕн, мĕншĕн çапла хăтлантăн? — кăшкăрчĕ вăл пĕтĕм вăйран. — Мĕн, эп телейлĕ пуласран хăрарăн-им? Эп ачапа савăннине сăнаса кĕвĕçĕсрен шиклентĕн-им? Пĕрех хутчен, мĕншĕн Турă тĕл пултарчĕ-ши пире? Ӳкĕнетĕп сана курнишĕн, шанăç патăн та хăвăн пирки кăна шутласа ăна пĕр шелсĕр каялла туртса илтĕн. Ачана вĕлертĕн, пĕр шухăшламасăр, Гитлер пек ирсĕррĕн, хурах пек вăрттăн. Кураймастăп сана, ылханатăп сана!
Слава куççульне шăла-шăла машини еннелле утрĕ. Çаврăнса та пăхмарĕ. Ылхану сăмахĕсем хыççăн Людăн кĕлетки чĕтренсе илчĕ, ӳчĕ тăрăх сивĕ хăпарчĕ. «Иртĕ-ха», — лăплантарчĕ хăйне. Анчах кун пирки манаймарĕ.