Шур юланут çинче ман Çамрăклăх,
Анман, вĕçет Çĕр çийĕпе.
Чун ватăлмасть. Вĕçет ман Çамрăклăх
Иртет кун-çулăм йĕрĕпе.
Çара уран чупать ман Çамрăклăх
Чĕр сывлăмлă çерем çинче.
Çерем кăмпи пухать ман Çамрăклăх,
Вăлах — пĕр пайĕ çут тĕнчен.
Шур çӳçĕмре вылять ман Çамрăклăх,
Хĕвел çинче, ăшша туйса.
Çак сăввăмра янрать ман Çамрăклăх
Сăмах çумне сăмах хушса.