Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ!
Ĕшентĕм эп ăна çĕкле-çĕкле.
Пайтах мана, савниçĕм, кĕтрĕн эсĕ.
Килмест тесе ан йĕр, ан ĕсĕкле.
Çул тертлĕ пулчĕ.
Пурпĕрех эп чăтрăм.
Сана савса çĕнелчĕ ман чĕре.
Вăй çитĕшне — хама кура мар — йăтрăм.
Пĕр тумламне тăкмарăм эп çĕре.
Халь çитрĕм эп.
Хапха уçса кĕрес-и?
Мĕн чул сăмах сана каламалли!
Ытам тулли телейĕм пăт чĕресĕ.
Йăлтах, савниçĕм, вăл сана валли.