Сăртлă-туллă та çырмаллă
Вырăн пур Виръял енче.
Паттăр чăваш: Пăрттас ятлă
Пурăннă-мĕн ку енче.
Пулнă вăл патвар та вăйлă,
Пулăшнă хăй халăхне.
Вырăспа та туслă пулнă,
Хӳтĕленĕ хăй йăхне.
Хусана парăнтарсассăн
Вырăс килнĕ пир(ĕ)н енне.
Шупашкарта хуçаланнă,
Килĕшмен ку чăвашне.
Тарăхнă чăваш, туллашнă,
Вырăссене парăнман.
Пухăннă та тухса кайнă
Чăвашсем Шупашкартан.
Утсан-утсан пырса тухнă
Вăрттăн тарăн çырмана.
Шупашкаркасси ят панă
Хăйсем çитнĕ вырăна.
Çак ялта-мĕн Пăрттас паттăр
Пĕр виç ĕмĕр каялла
Пурăннă, çĕре сыхланă.
Пулнă вăл чăваш Турхан.
Вырăссемпеле туслашнă,
Туслаштарнă хăй йăхне.
Çар пуçтарнă та хăтарнă
Мускава тăшмансенчен.
Варçă хирĕнче вăл пулнă
Чăн-чăн паттăр утаман.
Ахаль мар ăна ят панă
Чăвашсем Пăрттас-Турхан.
Пирĕн çĕршĕн йывăр пулнă
Ун чухнехи самана.
Пăрттас тăнăçлăхшăн тăнă
Ирĕк паман тăшмана.
Мининпа Пожарский пулнă
Унăн çывăх тусĕсем.
Пăрттаспала туслă пулнă
Вырăс çĕрĕн патшисем.
Нимĕнрен те шикленмен вăл,
Никамран та хăраман.
Пĕтĕм чунĕ-чĕрипе вăл
Пулнă чăн-чăн утаман.
Сăртлă-туллă та çырмаллă
Вырăн пур Виръял енче.
Паттăр чăваш: Пăрттас ятлă
Пурăннă-мĕн ку енче.
Пулнă вăл патвар та вăйлă,
Пулăшнă хăй халăхне.
Вырăспа та туслă пулнă,
Хӳтĕленĕ хăй йăхне.
Тарнă унран Тутар ханĕ:
Парăнман-мĕн тутара
Чăн чăваш патвар Турханĕ.
Ячĕ пулĕ халăхра.
Паттăра вилсен пытарнă
Çӳллĕ-çӳллĕ сăрт тăрне.
Халăх асĕнче хăварнă
Пăрттас паттăрăн ятне.