Аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕренекен ывăлĕ сасартăк каçсерен ĕçлеме юлма пуçласан малтанласа савăнчĕ хĕрарăм. Анчах та амăш чĕри çак хыпара темшĕн лăпкăн йышăнас темерĕ. Мăшăрĕ ĕçлесе илекен укçа килти тăкаксене саплаштарма та, виççĕмĕш курсра вĕренекен ывăлне паркалама та çитсе пырать. Хăй те, Рената Васильевна, нумаях пулмасть çеç ĕçе çӳреме пăрахрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл. Хисеплĕ тухтăра пултарулăхне курах тытса тăчĕç халиччен. Хĕрарăм канма вăхăт, çамрăксене çул памалла текелесе заявлени çырма васкарĕ. Упăшки те унăн, Алексей Леонтьевич, тухтăр. Хулари паллă ревматолог. Вĕсен юратăвĕн историйĕ вара хăйне уйрăм калаçу.
Хĕрарăм валли килте куллен ĕç пур. Каçхи ĕçсене пĕтерсен Рената кĕнекесем хушшинче тирпейлĕн упранакан пĕчĕк арча патне кармашрĕ — паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе хваттерĕшĕн тӳлеме укçа илесшĕнччĕ вăл. Уçрĕ те — тĕлĕнсех кайрĕ: арча пушă! Тамаша, упăшкипе иккĕшĕ темиçе çул хушши майĕпен пухса пыракан укçа ăçта кайнине ниепле те ăнланаймарĕ вăл. Тăрук пăлханнипе ури вăйĕ кайнине туйса илчĕ. Пукан çине вăхăтра ларса ĕлкĕреймен пулсан тем курнă пулĕччĕ-и, тен. Шухăша путса тайăнчĕ хăтаруçă пукан çумне.
— Пĕрре те лăпкă пурăнма çук юлашки вăхăтра, пăлханмалли-кулянмалли тупăнсах пырать кил-çуртра, — ал тутрипе куçне шăлчĕ хĕрарăм. Çав самантра тата тăван хĕрĕпĕ икĕ çул калаçманни асне килчĕ.
Ашшĕ-амăшĕн сăмахне итлемесĕр университетне пăрахсах авланнă арçын хыççăн урăх хулана куçса кайрĕ Галина. Чунĕ тарăхнипе çиллине шăнăçтараймарĕ Рената ун чух, халĕ те каçараймасть хĕрне. Мăшăрĕпе иккĕш ăс парса çитереймерĕç ахăр вĕсем ăна. Пĕчĕк мăнукне те курман халиччен. Хĕрĕпе пач интересленмен тесен те юрать. Çакă пысăк çылăх, паллах, анчах чунĕ кӳтсе çитнĕччĕ ун. Халĕ те çак ырату чĕринче сăнă пек тăрăнса тăрать. Паян пĕртен-пĕр шанăçĕ-тĕрекĕ — ывăлĕ, студент. Вăл та, янтă, ытлă-çитлĕ пурнăçа хăнăхса ӳснĕскер, тӳрĕ çулран пăрăнасран шикленет амăшĕ.
Шăплăха сасартăк упăшки ĕнĕрленĕ юрă сирчĕ. Килте яланах хаваслă вăл, уçă. Унпа калаçакан çыннăн хăйĕн те кăмăлĕ çĕкленет, юрласси килсе каять.
— Ăçта манăн пăрчăканăм? Мĕншĕн кĕтсе илмест вăл мана? — Алексей Леонтьевич мăшăрне курма васкарĕ. Савнă мăшăрĕпе вăл яланах кулкаласа, шăппăн калаçать. Миçе çул пĕрле пурăнса та юрату хĕрӳлĕхĕ сӳнмен вĕсен хушшинче. Хăйсен юратăвĕн чуна пырса тивекен историне кĕнекен кăларма ĕмĕтленет арçын.
— Эсĕ çитрĕн-им-ха, Алеша? Шăпах сана чăтăмсăррăн кĕтеттĕм эп, — лăпкăн кĕтсе илчĕ вăл упăшкине.
— Çав териех тунсăхларăн-и мансăр? Ку савăнтарать паллах. Анчах мĕншĕн ун пирки шăппăн калатăн? Хăв юратни, кĕтни пирки кăшкăрса каласан та çылăх мар, — шӳтлеме пăхрĕ арçын.
— Сансăр чăнах та кичем-çке. Анчах та куннехинче ман сан патна пĕр ыйту пур: пирĕн пĕчĕк арчари укçана кам тата мĕн тĕллевпе илнине пĕлместĕн-и эс? Мана пĕри те, ним те каламаннипе чунра хыпса çунать. Темĕскер сиксе тухман-ши тесе кулянатăп. Эсех илнĕ-ши тетĕп е ывăл-ши? Кай, апла шутлас та килмест, — терĕ хĕрарăм кулянăвне пытармасăр.
— Ав мĕн пирки кулянатăн иккен, — хăйне нимĕн те пулман пек тыткаларĕ Алексей Леонтьевич. — Ирпе эсĕ пит лăпкă çывăраттăн та — сана вăратса чăрмантарас темерĕм. Эпĕ ăна операцишĕн тӳлемешкĕн илтĕм.
— Алеша, эсĕ апла чăннипе те операци тутарма килĕшрĕн-и? — пырса упăшкине ыталарĕ арăмĕ. — Эсĕ тĕрĕс тунă. Веçех аван, йĕркеллĕ пуласси пирки пĕртте иккĕленместĕп.
— Пысăк укçа тӳлеме тиврĕ те ĕнтĕ, килĕшмех шутларăм. Сывлăхĕ пулсан укçи пулĕ-ха вăл. Эп унта яланлăхах кайсан сана пĕччен ытла та йывăр килĕ терĕм.
— Алексей Леонтьевич, Алеша, чунăм, апла ан кала-ха, эс вилесси пирки сăмах хушмастăн-и тем? Ун пек каласа чĕрене ан ыраттар. Тархасшăн. Эпир санпа ватăлса çитсен иксĕмĕр пĕр кун вилме калаçса татăлманччĕ-и-ха? — сăмахĕсем йăлăннă евĕр тухрĕç хĕрарăмăн. Куççульне аллипе шăлчĕ вăл. Йăвашшăн мăшăрĕн аллинчен пырса тытрĕ.
— Лăплан, сар хĕвелĕм, çапла, эпир санпа пĕрле çĕр çул пурăнма тупа тунăччĕ. Юратăвăм манăн, ăçта-ха унта вилме, туса пĕтермен ĕçсем мĕн чухлĕ, мăй таранах, — пĕр аллипе вăл та арăмне çупăрларĕ. — Ак ывăл та пирĕн пысăкланчĕ. Вĕренет çеç мар, ĕçлет те вăл халь. Ăна авлантарма шухăш пур ман. Мăнуксене утьăкка сиктерсе курасчĕ.
— Чăнах, вăл ĕçлеме вырнаçни манра та мăнаçлăх çуратрĕ, — килĕшрĕ Рена мăшăрĕпе. Ытараймасăр çепĕççĕн пăхрĕ юратнă мăшăрĕн çуталса çепĕçлĕх парнелекен куçĕнчен. Хĕрарăма тата мĕн кирлĕ? Ăшă сăмах, ырă кулă, хавхалантарма пĕлни, чĕререн ăнланса вăл каланисене ăса хывни, савăнăçра та хуйхăра та юнашар пулни. Çак ырлăх веçех пур ун.
Каçхи ĕçсене пĕтерсен тахçанччен урамра уçăлса çӳрерĕ илемлĕ мăшăр: тăнлавĕ çийĕн кĕмĕл пĕрчĕсем курăнма пуçланă хӳхĕм пӳ-силлĕ хĕрарăмпа шап-шурă пуçлă, пурнăç çулĕ тăрăх шанăçлăн, кĕрнеклĕн утакан çирĕп кăмăллă арçын. Тахçанччен шăплăхпа, каçхи хула çутипе киленсе пычĕç. Çăлтăр çунă каç иккĕшне те асаилӳ авăрне чăмтарчĕ.
Çанталăкне ытармалла мар. Тӳлек те лăпкă. Лĕм çил те çук. Атăлтан уçă сывлăш хумĕ килсе каçхи сулхăншăн тĕмсĕлнĕ чунсене кантарать. Тӳпере çăлтăрсем вăй выляççĕ.
Ирхине пурте ĕçе кайса пĕтсен Рената Васильевна урама тухрĕ, хăнăхнă йăлапа лавкканалла утрĕ. Çула май упăшки патне кĕрсе тухма шутларĕ. Çĕр çул пулман юратнă çынни ертсе пыракан харпăр травматологи клиникинче.
Анчах та пĕлнĕ тухтăрсемпе курнăçса калаçни киленĕç кӳмерĕ хĕрарăма. Алексей Леонтьевич икĕ уйăх каяллах заявлени çырса ĕçрен кайнине пĕлни те, лава туртма тепĕр çынна шанни те савăнтармарĕ ăна. Ĕçтешĕсем епле калаçтарсан та пултаруллă тухтăр операци тутарма килĕшменни çиеле тухрĕ. Мăшăрĕн тусне, паллă травматолога Юрий Семенова, паянхи кунччен те çак ыйту канăçсăрлантарать иккен. «Чирĕ хăрушă унăн, сывлăхĕшĕн çав тери сиенлĕ. Операцисĕрех хăтăлма май килĕ-ши?»-терĕ. Сăмахĕсем шăппăн тухрĕç. «Тумалли ĕçсем нумай, клиникăран кайма шутларăм. Тилхепене шанчăклă алла паратăп», — тенĕ пулать юлташĕ сывпуллашса. Ывăлĕ медицина институтĕнчен вĕренсе тухасса кĕтмен вăл. Темшĕн васканă.
— Тата... мĕнле ĕçсем пирки асăннă-ши упăшка? Тĕлĕнмелле, анчах хăй ĕçлеме пăрахни пирки пĕр сăмах та çăварне уçса каламарĕ вăл, — çул тăрăх пăшăрханса, тăвăлса пычĕ Рената. Куляннипе юнашар çынсене те асăрхайми пулчĕ. — Мĕншĕн суять? Чим, вара ирсерен ăçта çӳрет вăл? Каçа хирĕç киле ĕçрен килтĕм тесе пырса кĕрет. Нивушлĕ...
— Салам, Рена, халсем мĕнле? Тем мана курмасăрах иртсе каятăн эс. Мĕн пулчĕ? Сăну шурсах кайнă, — кĕтмен çĕртен тантăшĕ тĕлне пырса тухрĕ вăл, çине-çине çĕр ыйту пачĕ. Хăй таçта васкать пулин те тĕнчене манса утакан хĕрарăм çумне çыпçăнчĕ, сывлăх çеç сунса иртсе каяс темерĕ. — Чим-ха, чим, чирлемерĕн-и? Ирпе Алексей Леонтьевич мана асăрхамасăрах васкаса иртсе кайрĕ. Халь — эс. Ав çав паркра тахçанччен пĕр пикепе калаçса тăчĕ вăл. Лешĕ, çамрăкскер, илĕртӳллĕскер. Тем аванах-и сирĕн хутшăнусем, тантăшăм? Хура кушак каçса кайман-и иксĕрĕн хушшăртан?
-Мĕншĕн ун пек шутлатăн, Валя? — тĕлĕннĕ пек турĕ Рена. Паян мĕн пулса иртнине нимĕн те ăнланаймарĕ-ха вăл. Пуçĕнче тем ихĕрет, авăрать пулин те начарри пирки шутлас темерĕ.
— Алексей Леонтьевичăн сансăр пуçне никам та тупăнман-и унта? Вĕсем вĕт çак çулсенче тӳрĕ çултан пăрăнса пĕр-пĕр вăрăм ураллă, çинçе пилĕклĕ хӳхĕм пикесен куçĕнчен пăхма пуçлаççĕ. Пĕри кăчăк туртсанах шанчăклă Хураçка пек хыçалтан каяççĕ.
— Тем ан сӳпĕлтет-ха эс. Ку сăмах-юмах пач ман упăшка çинчен мар. Эс мĕн Алешăна пĕлместĕн-и? Мансăр пуçне никам та кирлĕ мар ăна. Илтетĕн-и, никам та, — хĕрӳленсе пычĕ Рена.
— Каларăн та — ман Алеша! Çӳçĕ шуралма пуçласан пурте пĕр тан вĕсем — пуçĕсене çухатсах туйăм-çуйăм авăрне чăмаççĕ. Шуйттанĕсем çыпăçаççĕ ахăр. Çамрăк та хӳхĕмскерсемпе йăпанса юласшăн. Хăйсене вăйлă, кирлĕ туйма пуçлаççĕ. Чун-чĕрисене çуркунне «вырнаçать». Илтетĕн-и, тантăшăм? Пурте пĕр тан вĕсем. Эсĕ мĕн санăн апла мар тетĕн-и? Санăнне мĕн урăх чустаран унанă-и?
— Кай, Валя, чĕлхӳ сан чăнах та шăмăсăр. Алексей,тен, çав хӳхĕм пикепе пĕр-пĕр ĕç пирки калаçса тăнă? Тӳрех пĕтĕмлетӳсем тума ан васка-ха эс, — парăнмарĕ хĕрарăм. — Ман вăл пач урăх çын. Юратать мана. Эп те уншăн пурнăçа пама хатĕр.
— Ĕç, мĕнле ĕç пултăр çӳçĕ шуралма ĕлкĕрнĕ арçынпа ашшĕ-амăшĕн çунатти айĕнчен тин тухнă чăх чĕппин? Пĕлетĕп ĕнтĕ иккĕшне мĕнлерех «ĕç» çыхнине — аскăнлăх, харпăр хăйне тытма пĕлменлĕх.
— Каçар, Валя, сан упăшку чăнах та пӳтсĕр çын пулчĕ. Ун сутăнчăклăхне эсĕ те, ачусем те нихăçан та каçараймĕç-и, тен. Анчах манăнни пирки пĕтĕмлетӳсем тума нимĕнле ирĕк те çук сан. Пĕрре пырса лар, чей ĕçĕпĕр. Халь эп килелле вĕçтерем.
Рена пуçĕнче веçех çил-тăвăл евĕр пăтрашăнать. Тантăшĕн упăшки çамрăкки патне кайнине ун чух та, халĕ те ун чĕри йышăнаймасть паллах. Анчах хĕрарăм çилли çак хушăра еплерех капланса кайнине халиччен асăрхаманччĕ пулас вăл. Мĕнлерех сиксе ӳкрĕ ун çине! Чутах «таптаса» каятчĕ. Санăн та çапла пултăр тенĕнех туйăнчĕ ăна. Ахаль те ывăннăскере ним мар çапса хуçатчĕ.
— Килне çитме виççĕр-тăватçĕр метр юлсан ывăлĕн савнийĕпе чутах пырса çапăнмастчĕ вăл — лешĕ питĕ васкать таçта. Çӳллĕ кĕлеллĕ туфли тăхăннăскер сулăнсах кайрĕ пек туйăнчĕ аслине. Салху, шуранка хăй. Куçĕ тăртаннă.
-Юля, эсĕ мĕн палламарăн-и мана? Тем пирĕн пата килми пултăн. Веçех аван пуль?
— Эсир, Рената Васильевна, кун пирки хăвăр ывăлăртан ыйтса пĕлĕр. Ман сире каламалли нимĕн те çук.
— Мĕнле апла? Епле илемлĕ мăшăр тесе пăхаттăмăр ашшĕпе иксĕмĕр сирĕн çине. Вăрçăнасси пулать вăл çамрăксен. Кĕçех çĕнĕрен пĕр чĕлхе тупăр-ха ак. Андрей вăл — вĕри йĕкĕт. Анчах çилленсе çӳресси нумая пымасть унра. Веçех йĕркеллĕ пулĕ.
— Çук, каçарăр, ман васкамалла,-хĕр-пике мĕнле ăнсăртран сиксе тухрĕ, çавăн пекех хăвăрт куçран çухалчĕ.
Ун çине пăхса юлнă аслă çулхи хĕрарăмăн чĕринче çеç тем ырă мара систерчĕ. Ним ăнланмасăрах вăл хăй çулĕпе утрĕ. Ахальтен каламастчĕ иккен ун амăшĕ инкек — тикенек пек, пĕр çыпăçма пуçласан çыпăçать те çыпçать тесе.
Çапла шутлакаласа пынă хушăра килне епле çитсе кĕнине те астумарĕ Рената. Халь пĕртен-пĕр тĕллевĕ — упăшкине кӳрентермесĕр, тарăхтармасăр пĕтĕмпех тĕрĕсне ыйтса пĕлесси.
— Эс, Алеша, ĕçлеме пăрахнине мана мĕншĕн каламарăн? — алăкран кĕнĕ-кĕмен куçĕпе пăраларĕ хĕрарăм упăшкине. Кунĕ çăмăл мар пулин те хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ вăл. — Ăнланмăп терĕн-и? Халиччен ăнланаканччĕ-çке, хавхалантараканччĕ. Ман кăмăл кăра çилĕллĕ маррине ху та пĕлетĕн.
— Реночка, пĕлетĕн-и, ман чăнах та сана каламалли пĕр вăрттăнлăх пур. Эп ку парнене кăшт каярах пĕлтересшĕнччĕ те... Мĕнех ху «айăплă», — хăйне тивĕçлĕ тытрĕ арçын. Питĕнче вăрттăн кулă палăрчĕ.
Хĕрарăмăн вара чĕри тапма пăрахрĕ тейĕн. Вăл йăванса каяс мар тесе çемçе диван кĕтесне тĕршĕнчĕ. Ак тинех çитрĕ çав самант: «Каятăп санран, каçар»,-теессе кĕтме пуçларĕ вăл. Куçĕ шывланчĕ.
— Рена, хайхи укçапа эпĕ иксĕмĕр тахçантанпах ĕмĕтленнĕ дача туянтăм. Илтетĕн-и, чунăм, сан валли. Халь унта тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ.Вĕçĕ те курăнать ĕнтĕ. Сана çак илеме веçех хатĕр пулсан çеç кайса кăтартасшăнччĕ. Халь ĕнтĕ каламасăр та пултараймастăп. Ытла та ӳкĕтлетĕн те.
— Алеша, тавах сана. (Мăшăрне ачашшăн çупăрларĕ вăл). Халь вара эпир унта çемьепе канма пултарăпăр-и?
-Çапла, çапла. Пурăнма та. Çурчĕ пысăк, хăтлă, ăшă, икĕ хутлă. Çут çанталăк газĕпе хутăнать. Пахчи пысăк. Веçех эс ĕмĕтӳнте ӳкерсе кăтартнă пек. Эп унти пӳлĕмсене хăтлăх кӳме çĕнĕ сĕтел-пукан та туянма ĕлкĕртĕм.
-Ирпелен апла эс… хмм… никам патне те мар, унта, хамăр çурта васканă...
-Çапла, çапла. Эп юсав ĕçĕсем епле пынипе кăсăкланса, пĕтĕмпех йĕркелесе тăтăм. Электричка ир каять. Каçапала каялла таврăнаттăм. Тем нимĕн те ăнланаймарăм-ха эп — мĕнле «никам патне те мар»? Мĕн пирки сăмах вакланине тавçăраймарăм.
— Нимĕн пирки те мар. Эп каланине ман эс, — пуçне пăрчĕ арăмĕ. Хăй сăлтавсăрах кĕвĕçнĕшĕн хăйне тарăхрĕ. Инкек телей хыççăн, кĕвĕçӳ юрату хыççăн çӳрет теççĕ. Вĕсен хушши пĕр шит те çук ахăр. Хăй вара çине тăмах шутларĕ. — Тепĕр ыйту парсан çилленмĕн-и? Паян ирпе калаçса тăнă чиперкке вара кам? — çакна пĕлесшĕн ăшталанчĕ хĕрарăм. Ыран кăна ыйтăп тенĕччĕ чунĕнче. Çук, кăвапаран икĕ пӳрне çӳллĕшĕнче темĕскер кăлтăртатма пăрахаймарĕ. Васкатрĕ. Киревсĕр туйăм — кĕвĕçӳ тени — тăрмаларĕ çамрăк мар çынна.
— А-а, Юлечка пирки-и эс? Чим, ăçтан пĕлетĕн эпир ирпе курнăçса калаçнине? — ăнланмарĕ Алексей Леонтьевич. — Санран ним пытарма та çук. Чăн-чăн вичкĕн куçлă шыравçă эс.
— Кам вара çав пике? — тĕпчеме пăрахмарĕ Рената.
— Пирĕн ывăлăн Андрейăн хĕрĕ-çке вăл.
— Тем ăнланмарăм эп...
Шăп çав вăхăтра упăшкин кĕсье телефонĕ шăнкăртатса кайрĕ те арçын калаçма тесе хăй пӳлĕмне кĕрсе çухалчĕ.
— Рена, тархасшăн, ан пăшăрхан, ан çиллен, ман халь каймалла. Васкамалла, илтетĕн-и? Килсен пĕтĕмпех каласа паратăп. Веçех йĕркеллĕ. Ним пирки те ан кулян. Ман тăхтама юрамасть, халех çула тухмалла... — пиншакне утнă çĕрте уртса ячĕ вăл.
— Ыткăнчĕ. Куçран çухалчĕ. Хĕрӳленсе питĕ хăвăрт тухса кайрĕ вăл килтен. Çиçĕмле хăвăртлăхпа телефонпа шăнкăравланă çын патне талпăнчĕ, — Рена хăйĕнпе хăй калаçса залта унталла-кунталла утрĕ. Кухньăна кĕрсе апат пĕçереси пирки те шутларĕ. Çук, алли çĕкленмерĕ.
— Ăнлантăм, веçех ăнлантăм. Ав мĕншĕн Юля паян вĕсен кăткăс хутшăнăвĕсем çинчен веçех ывăлунтан ыйтса пĕл терĕ — ман Алешăпа çыхланса кайнă пике. Андрей вара вĕсене каçарайман уншăн. Мана нимĕн те каламасть мăнтарăнскер. Чăтать апла.
Рената упăшки пӳлĕмне кĕчĕ. Паçăр çывăх çынни хут татки çине тем çырнă пек туйăнчĕ ăна алăк хушăкĕнчен. Чăнах та сĕтелĕ çинче урлă-пирлĕ чĕрсе пĕтернĕ тасах мар хут татки выртать. Алли айне мĕн лекнĕ çавăнта çырнă ĕнтĕ. «Солнечная урамĕ, 1-мĕш çурт» — аран-аран вуласа тухайрĕ вăл.
— Ку адреспа хĕрарăмсен консультацийĕ вырнаçнă-çке! — пуçĕнче мĕлтлетрĕ унăн. — Эппин йăнăшман. Юля ман упăшкаран ача кĕтет!? Тен, çуртне те ун валлиех туяннă. Мана йăпатас тесе çеç каларĕ. Халĕ те сывлăш çавăрса илмесĕр ун патне васкарĕ. Ахальтен мар, Юлечка ман çине хăраса, шанмасăртарах пăхрĕ. Çын çемйине тустарнăшăн именет апла. Çамрăксем усалланчĕç. Çын аллинчи çăкăр татăкĕ вĕсемшĕн тутлăрах курăнать. Сисместĕн те — çыртса та илеççĕ.
Рена кĕсье телефонне тупса такси чĕнтерчĕ. Çакна пĕтĕмпех хăй куçĕпе курса ĕненме шутларĕ вăл. «Пĕр ăна çеç пурте суяççĕ, пĕр ăна çеç сутаççĕ», — текелесе пӳрчĕ умне килсе чарăннă машинăна ларчĕ.
Каяс çĕре хĕрарăм васкаса çитрĕ. Пăхать — клиника умĕнчи ватă çăкасем айĕнче иккĕн тăраççĕ: Алексей Леонтьевич майĕпен, асăрханса çап-çамрăк хĕре ыталанă. Пуçне ухса тем пăшăлтатать. Ăшĕнчи кăмăл-туйăмне пит-куç вылянăвĕ уççăнах палăртать унăнне. Мăшăрĕ пăлханчăк сасăпа калаçнăн туйăнать.
— Салам, салам! Еплерех ăнсăрт тĕлпулу! Шутламанччĕ те сире иксĕре хĕрарăмсен консультацийĕ умĕнче тĕл пулма.
— Рената, итле-ха эс мана!
— Мĕн каласшăн эсир мана — иксĕр юратуллă, халĕ ак ача кĕтетпĕр тесе-и?
— Тем ан калаç. Юля чăнах та йывăрлă. Ун ачин ашшĕ — пирĕн ывăл Андрей. Эп ун пирки паян ирпе çеç пĕлтĕм. Андрей мĕншĕн ĕçе вырнаçнине тăнлаймарăпăр малтан санпа. Хуравĕ ытла та хăрушла — вăл Юля пĕр-пĕр клиникăра хăйĕн тăван ачине пăрахайтăр тесе операци валли укçа тунă иккен. Эпир çуратнă, ачашлăхпа çепĕçлĕх парнелесе ӳстернĕ ача çапла çиллес те чурăс чун-чĕреллĕ пулма пултарассине тĕлĕкре те тĕлленмен эп. Çур сехет каялла Юльăн юлташ хĕрĕ мана тантăшĕ ачинчен хăтăлма пульницана кайнине пĕлтерсенех эп кунта килтĕм.
— Ну, пăрахма кала ĕлкĕреймен те, кала, — сасси чĕтревлĕ тухрĕ хĕрарăмăн.
— Пирĕн пулас мăнук сывă та йĕркеллĕ, Юля операци пӳлĕмне кĕрсе ĕлкĕрейменччĕ, — хаш сывларĕ Алексей Леонтьевич.
— Итле-ха, Юлечка, ан йĕр, сана пăлханма юрамасть. Андрейпа эпир пит çивĕч калаçăпăр. Халь эс пирĕн патра пурăн. Пепкӳ валли витаминсем кирлĕ. Санăн та пăшăрханма юрамасть.
— Вăл мана, Рената Васильевна, ачаран хăтăлма хушрĕ, çак хăрушла операци валли пухнă укçана та хăй аллипе хăй тыттарчĕ, — куççулĕ пĕр вĕçĕмсĕр юхрĕ черченкĕскерĕн.
— Андрей кăмăлĕ çаврăнасси пирки пĕртте иккĕленместĕп эп, — ашшĕн сăмахĕ çирĕп тухрĕ. — Хальлĕхе выляса-кулса ĕлкĕреймен пек туйăнать уншăн, анчах та тăван ывăлне курсан хăех пурнăçне улăштарас тейĕ вăл. Пăртак чăт çеç. Чăтăмлисемпе кĕтме пĕлекенсем телейлĕ. Илтнĕ-и кун пирки?
— Ăхă, — терĕ те Юля, кĕсйинчен кăларнă ал тутрийĕпе сăмсине шăлса илчĕ.
— Хăй те чăн-чăн ачах-ха, студент çулне çитнĕ пулин те пĕвĕпе ытла та çамрăк курăнать вăл,-шутларĕ Рената...
Каçпала килне кая юлса таврăннă ывăлĕпе арçынла çирĕп калаçни нимĕнле уçăмлăх та кӳмерĕ вĕсен хутшăнăвне. Андрей хăй сăмахĕ çинчех тăчĕ.
— Эп ăна юратмастăп, хăй айăплă — вырăн çинче асăрханмалла пулнă,-терĕ. — Хĕр пуçĕпе тимлĕхне çухатакансене, хыççăн чупакансене ăнланма та, чăтма та пултараймастăп.
— Сан шутупа, Юльăн сан çăмăлттайлăхна пула хĕрарăм телейĕнчен пăрăнмалла-и, çут çанталăк парнеленĕ амăшлăх туйăмне тухтăр çĕççипе касса аркатмалла-и? — умĕнче аслă курса вĕренекен студент ывăлĕ мар, пач ют çын тăнăн туйăнчĕ ашшĕне. — Эп килĕшместĕп сан сăмахусемпе. Юрату вăййине выляма икĕ çын кирлĕ. Куннехинче те унсăр май килмен. Киленĕве эсир иксĕр хутшăннă, симпылне те иксĕрех тутаннă, иксĕрĕнех явап тытма тӳр килĕ. Çуралман ача умĕнче ашшĕ те, амăшĕ те те пĕр тан айăплă. Ан тун. Çапла, Юля та, эсĕ те. Халь кай та каçару ыйт савнă тусунтан. Эпир аннӳпе сирĕн юратăвăра пехиллĕпĕр.
Çав каç Андрей килĕнче çывăрмарĕ. Çĕр каçма тусĕ патне каятăп тесе кутăнлашса тухса кайрĕ. Амăшĕ тилмĕрсе ыйтни те кăмăлне çавăрмарĕ çамрăк арçыннăнне.
— Ан чар, çӳретĕр, ури çине ĕне пуссан ăс кĕрĕ-ха,-терĕ Алексей Леонтьевич. — Пулас хирург хăй. Çапла çăмăлттай пулма юрать-и çирĕм иккĕри каччăн?! Ку калаçу пирки хальлĕхе Юльăна калама тăхтăпăр. Веçех тĕвĕленсе майлашăнса каймалла пек туйăнать-ха малашне.
— Турă пулăштăр! — мăшăрне ыр сăмахпа та пулин хавхалантарма шутларĕ Рената. — Ку истори веçех эс каланă пек йĕркеллĕ вĕçленсен тем пекехчĕ те çав.
Вĕсем ирпеле иккĕшĕ çĕнĕ çурта курма кайма ĕмĕтленсе çывăрма выртрĕç. Анчах та теме пула Алексей Леонтьевич хăйĕн шухăшĕнчен пăрăнчĕ, пĕчченех çула тухрĕ.
— Ĕçсем нумай, чунăм. Ман вĕсене йĕркелесе вĕçне-хĕрне çитермелле. Каçар та эсĕ хальлĕхе ывăнма пултарасран шикленетĕп, — терĕ тухтăрсем хăйĕн сывлăхĕ çинчен мĕн каланине пĕлесшĕн тилмĕрекен арăмне. — Ан çиллен, сана юрататăп эп.Тĕрĕс ăнлансам.
— Хăв тахçанах пирĕн илемлĕ юрату историйĕ çинчен роман çырма шантарнăччĕ, хăçан вулама пулать-ши çак ĕçе? — вăлтса калаçрĕ арăмĕ.
— Куран-ха, куран, ан васка. Васкакан вакка чăмнă тет, — йăл кулса Алексей мăшăрне чуптурĕ те ĕçĕпе васкаса тухса кайрĕ.
Ун йыхравĕпе дачăна паян хĕрĕпе мăнукĕ пымалла. Унпа пит çирĕп калаçмалла аслин. Çитет ĕнтĕ хирĕçсе пурăнса. Амăшĕн те пăртак лăпланас пулать. Каçармалла пĕр-пĕрне. Каçармалла. Пурнăç ытла та кĕске. Унăн чирĕ хăвăрт амаланса пырать — усал шыçăпа кĕрешме вăй — халĕ те чакнăçемĕн чакать. Юратнă мăшăрне каламарĕ вăл кун пирки — сывалас енне кайнă тесе суйрĕ. Хатĕр кĕнеки — типографире. Кĕç-вĕç пичетленсе тухмалла. Савнă Ренăпа иккĕшĕн тĕлĕнмелле хитре юрату историйĕ сăнарланнă унта, илемлĕ, ăслă, юратакан чунсен çемье историйĕ. Ывăлне ăс кĕретех. Пулас кинĕпе те кăмăллă вăл. Шел, мăнукне утьăкка сиктерсе ĕлкĕреймĕ. Уçă сывлăшпа киленмешкĕн — çурт янтă. Халĕ вăрçакан хĕрĕпе амăшне çеç çураçтармалла. Вара «кайма» та юрать...
Электричкăран тухсанах пĕчĕк тăкăрлăкри йывăç çурт еннелле ыткăнчĕ Алексей Леонтьевич. Унта ăна хĕрĕпе мăнукĕ кĕтеççĕ. Амăшĕпе калаçмасăр пурăнакан Галя тахçанах хăй канăçне çухатнă. Çемйипе епле те пулин каялла туслăх кĕперне хывасшăн. Анчах тăванĕ çирĕп кăмăллăхпа уйрăлса тăрать. Мĕнпур çăлăнăçĕ те — ашшĕ çеç. Унпа пĕр хутчен çеç калаçса йăпанăç илмен вăл халиччен. Амăшĕн кăкăрĕ çине пуçне хурса е чĕркуççи çине кукленсе йăваланса каçару ыйтĕччĕ. Лешĕ хĕрне курасшăн та мар.
Алексей Леонтьеич килне хăçан пымаллине ăнлантарчĕ, мăнукне кучченеç пачĕ.
Рената Васильевна упăшкине шăнкăравласа халтан кайрĕ çав кун. Пахчине хĕрĕпе калаçма тухсан арçын карас телефонне верандăра манса хăварнине пĕлеймерĕ вăл. Леш çурăлса каясла «юрланине» кура строительсенчен асли симĕс кнопка çине пусрĕ-пусрех.
— Алло, кам-ха ку? Эпĕ Алексей арăмĕ, ман упăшка ăçта-ши, сывă-йĕркеллех-ши? — ыйтрĕ Рена.
— Алексей Лонтьевич пахчара пĕр çамрăк хĕрарăмпа калаçать-ха. Мĕн каламалла хуçана? Урăх ан тарăхтарăр-ха, телефонне вăл çуртра манса хăварнă, — хуравларĕ палламан çын.
— Киле хăçан пырассине ыйтса пĕлесшĕнччĕ. Юрĕ, темех мар. Арăмĕ килте кĕтет тейĕр ăна.
Рена вырăн тупаймасăр унталла-кунталла утрĕ. Кĕвĕçӳ туйăмĕ шалтан кăшларĕ, çирĕ ăна.
— Кам-ши çав хĕрарăм? Кам-ши вăл? Юратнă çынниех пулас. Мана çавăнпах илмерĕ хăйĕнпе пĕрле, — пӳртрен пахчана, пахчаран пӳрте сăлтавсăрах утрĕ вăл. Упăшки киле пырса кĕрсенех ыйту çине ыйту пама пуçларĕ. Ниепле те лăпланаймарĕ.
— Рена, мĕн пулнă сана? Веçех йĕркеллĕччĕ-çке пирĕн хушăра, мĕншĕн кĕвĕçсе тарăхтаратăн. Мана та, хăвна та...
Алексей сăмахне каласа пĕтереймерĕ тайăнса кайрĕ.
— Чунăмçăм, Рена, сансăр пуçне никам та çук ман, паян тĕл пулнă çынсем хĕрпе мăнукчĕ, вĕсемпе сан ырă çыхăнусем йĕркелемеллех. Чим халь ним те ан кала, вăхăт сахал ман, çапла кирлĕ. Куратăп иксĕр те асапланатăр, мăн кăмăллăхăр çеç пĕр-пĕрне каçарма чăрмантарать. Гальăн телефон номерĕ ман карас телефонĕ çинче пур... — юлашки вăй-халне пухса калаçрĕ вăл. — Унтах тата типографи тени пур. Пирĕн юрату историйĕ çинчен çырнă кĕнеке типографире, хамăр хуларах. Эпĕ ăна нумаях пулмасть çеç вĕçлерĕм...Эпĕ...
— Леша, эпĕ васкавлă пулăшу чĕнтĕм. Чăт пăртак. Ак часах çитĕç тухтăрсем, ан калаç, сан вăй пухмалла.
— Ман кайма вăхăт çитрĕ пулас, каяс килмест сиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса. Çапла пулса тухрĕ пулсан мĕн тăвăн? Усал шыçă уйăрать пире. Сана эп лере, çӳлте те юратса пурăнăп. Эсĕ çăтмаха ан васка, ачасен, мăнуксен телейĕшĕн пурăн. Амăшĕ вĕсене кирлĕ, пит кирлĕ... Чăтăмлă пулăр.
— Алексей, эсĕ те, ашшĕ те вĕсене кирлĕ. Мĕнле ухмах-çке эп, каçар мана. Сан чирне тĕпрен пĕлме васкаманшăн, пулăшу парайманшăн, кĕвĕçсе тарăхтарнăшăн - — каçар. Сан пек тӳрĕ кăмăллă, çутă, ырă çынсем урăх çук та пуль çĕр çинче, Леша, юратăвăм, чунăм, — Рена татăлса йĕнĕ чухне упăшки тăнне çухатнăччĕ ĕнтĕ.
Васкавлă пулăшу машини иккĕшне те пульницана илсе кайрĕ. Анчах та Алексей Леонтьевич пурнăçне çăлаймарĕç тухтăрсем. Юлашки пусăмри рак пĕр шелсĕрех икĕ юратуллă чĕрене уйăрчĕ.
Урамра татăлса йĕрекен хĕрарăм пульницаран тухсан малтанласа ăçта каймаллине те, мĕн тумаллине те, мĕншĕн пурăннине те пĕлмерĕ. Мăшăрĕпе пĕрле хăй те вилнĕ пекех туйăнчĕ уншăн. Упăшкисĕр пурнăç та пурнăç мар, хĕвел те ăшă мар, уйăх та çутă мар. Мĕн тума кирлĕ ăна вĕсем? Килне те каясси килмест ун, никама та курас та килмест...Сасартăк телефон шăнкăртатни таçтан тĕпсĕрлĕхрен тавăрнăнах туйăнчĕ хĕрарăма. Малтанласа мĕнле сасă иккенне нимĕн те ăнланаймарĕ-ха вăл, лăштăрах кайнă алли-ури те итлемерĕ хуçине. Сасă çывăхрах та çывăхрах пулнипе Рена телефон кнопкине пӳрнипе пусрĕ.
— Итлетĕп сире.
— Анне, анне, мĕншĕн атте трубкине тытмасть? Вăл манпа ирхине калаçнă хыççăн эпĕ веçех ăнлантăм. Эп чăнах та халиччен ухмахла, айванла тытнă иккен хама. Эпĕ Юлечка патĕнче халь. Пĕлетĕр-и вăл мана каçарчĕ. Ывăла эпир унпа, сирĕнпе, юратнă аттепе анне, пĕрле ӳстерĕпĕр. Атте, атте ăçта? Ман ăна тав тăвас килет. Эсир ман — ылтăн çынсем-çке. Сире юрататăп эп, ытараймастăп. Паян тата Галя аппа ман пата шăнкăравларĕ. Ыран е виçмине ачипе килме шантараççĕ вĕсем киле. Илтетĕн-и, анне,-сăмах хушма памасăр калаçрĕ ывăлĕ. Туйăмсен капланăвне йӳле ячĕ вăл.
— Аçу çук ĕнтĕ урăх, сирĕн юратнă аçăр çук, — йĕчĕ амăшĕ. — Вăл та сире юрататчĕ...Вилес умĕн пире пурне те пĕр чăмăра пухрĕ. Пирĕн çине çилленмест Алексей, каçарать. Унăн ырă кăмăлĕ пурне те телейлĕ тума çитетчĕ. Чунĕ манпа юнашарах ак. Эп ăна туятăп..Чун-чĕремпе туятăп. Пĕр ăна çеç юрататăп...