Сар хĕвел вут сапан урхамах утланать,
Çӳл тӳпе анипе ташласа çаврăнать,
Ăшшине шухă çил катаччи чуптарать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере - çуркунне.
Кайăк хур сас парсан «вунтăваттă çапать»,
Юханшыв — чăх чĕппи — пăр хуппа шăтарать,
Хĕвеле тав туса çунатне яр! сарать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.
Яш тирек карăнса шăм-шакне вылятать,
Хурама каçăрлать, курпунне пытарать —
Сĕм вăрман вăранса ыйхине хăвалать.
Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.