Мерчен, тейĕн, йăлтăртатать
Ирхи сывлăм, ай, хитре!
Эрешĕпе куçа шартать –
Тăван енĕм чечекре.
Хĕвел ури ачашласа
Шăрçасене çупкăмлать,
Вĕсемпе пĕрле ташласа
Тавралăха тыткăнлать.
Илем типсе çухаличчен
Çара уран чупатăп,
Çветтуй шыва тăраниччен
Тумлам-тумлам çăтатăп.