Пилешкасси ялĕнче çĕнĕ шкул пулать тесен пурте чунтанах савăнчĕç. Ачасем пуринчен те ытларах хĕпĕртерĕç: йĕпе-сапа вăхăтĕнче физкультура урокĕ спортзалта иртĕ-çке. Халиччен пур уява та пĕр-пĕр класра е коридорта ирттернĕ пулсан малашне вĕсем те акт залĕнче пулĕç вĕт! Чуна тыткăнлакан савăк туйăм нумай кĕттермерĕ, чăнах та тепĕр вĕренӳ çулĕ тĕлне таçтанах курăнса ларакан илемлĕ шкул хăпарса та ларчĕ. Ашшĕ- амăшĕсем хăйсен ачисене çавăтса юмахри кермен пек çĕре çул тытрĕç, кашниех хăйĕн ачине çак шкулта вĕрентме ĕмĕтленчĕ. Ара камăн хăтлă, çутă, ăшă шкулта вĕренес килмĕ? Тата шкулта пур предметпа вĕрентекенĕсем те вырăнта, ачасен пуласлăхĕшĕн нимĕн кулянмалли те çук.
Часах авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕ çитрĕ. Çак кун Николай Григорьевич Яковлев вĕрентекен те ирех вăранчĕ, чӳрече каррине кăшт уçса шкул еннелле шухăшлăн тинкерчĕ. Акă вăл икĕ хутлă çĕнĕ шкул. Сусăрскер, кашни кун пĕр хутран тепĕр хута вăхăтра улăхса анайрĕ-ши, урока вăхăтра ĕлкĕрĕ-ши, ачасем вăл класа çитиччен шавласа каймĕç-ши? Анчах вĕрентекен часах çак шухăша пуçран кăларса пăрахрĕ те хăй юратнă ĕçне кайма пуçтарăнчĕ.
Николай Григорьевич çамрăкранах уксахласа утать, çавăнпа та яланах ал туйипе çӳрет. Коридорта шак-шак шаклаттарни илтĕнсенех вĕренекенсем «Никич çитрĕ» теççĕ (тăрăхласа мар паллах, ятне кĕскетсе çеç). Вăл истори учителĕ тата 8-мĕш класс ертӳçи. Вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш кунĕнчех линейка хыççăн Николай Григорьевич тăххăрмĕшсене хут листи валеçсе пачĕ.
— Ачасем, сирĕн кам 8-мĕш класс хыççăн ăçта каяссине çырса памалла. Хăвăр шухăша ним пытармасăр çырăр, мĕншĕн тесен 9-мĕш класа килес текенсен тата тăрăшарах вĕренмелле, — терĕ.
Ачасем çырма тытăниччен пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, класра икĕ юлташ пăшăлтатни илтĕнсе кайрĕ:
— Вадим, эсĕ шкула 9-мĕшне килетĕн е 8-мĕш класс хыççăн ăçта та пулин вĕренме çул тытатăн?
— Эпĕ 9-мĕшне килесшĕн мар, газоэлектосварщика вĕренме каятăп, — пĕлтерчĕ Вадим.
— Эпĕ иженер-механик пуласшăн та шкултах вăтам пĕлӳ илмелле пуль, — терĕ Коля.
Ыттисем те пĕр-пĕрин çине ыйтуллăн пăхкаларĕç, анчах урăх сасă илтĕнмерĕ, пурте тăрăшсах анкета çырчĕç. Кăшт вăхăт иртсен Николай Григорьевич анкетăсене пуçтарчĕ, çиелтен пăхса тухрĕ, унтан сăмахне пуçларĕ:
— Ачасем, сиртен чылайăшĕ хăй малалла ăçта каяссине пĕлни мана савăнтарать. Чăнах та, хальхи тапхăрта тем тĕрлĕ специальноç та пур, хăшĕн патне кăмăл туртать, çав профессие алла илме пулать. Анчах та кирек мĕнле специальноçа та алла илес тесен шкулта тăрăшса вĕренмелле, экзаменсене ăнăçлă тытса пуласлăх çулне суйламалла. Çавах сирĕн хушăра вĕрентекен пулас текеннисем çукки мана шухăша ячĕ. Эпир ураран ӳкиччен шкулта ĕçлес çук, пирĕн вырăна кам килĕ? Мĕншĕн вĕрентекен пуласшăн мар-ха эсир?
Вĕрентекенĕн юлашки сăмахне илтсен Люда хăюсăррăн ыйтрĕ (мĕншĕн тесен унăн та шкулта ачасемпе ĕçлес килет, анчах анкетăра вăл хăйĕн шухăшне пĕлтерме васкамарĕ).
— Николай Григорьевич, эсир учитель пулас шухăша хăçан шутланă? Хăвăр шкулта мĕнле вĕреннĕ?
Николай Григорьевич ачасем çинĕ кăмăллăн пăхса илчĕ, сăнĕ унтан унăн темшĕн тĕксĕмленчĕ.
— Тĕрĕссипе каласан, пурнăçра чылай ырă çын тĕлне пулман пулсан вĕрентекен мар, вăтам шкул та пĕтереймен пулăттăм. Эпĕ вăрçă çулĕнче çуралнă, пурнăçĕ çăмăл пулмасан та вăтам шкулта вĕренес терĕм. Хамăр ялтан темиçе çухрăмра вырнаçнă шкула вĕренме кайрăм, унта эпир чылаййăн çӳреттĕмĕр. Кашни кунах ирхи пуйăс çине тухаттăмăр, вăл станцире нумай тăмастчĕ. Пĕррехинче, пуйăс чарăничченех, хыçалтан такам тĕртнипе пуйăс кустăрми айне лекрĕм, икĕ ура та юнпа пĕвеннине асăрхарăм, урăх нимĕн те астумастăп. Инкек курнă хыççăн больницăран атте киле илсе килчĕ, малалла вĕренесси çинчен шутламалли те çукчĕ. Çулталăк мĕнле иртсе кайнине те сисмерĕм. Тепĕр çулне пирĕн пата шкул директорĕ Иван Кириллович Кириллов килчĕ, эпĕ лайăх вĕреннине кура вăтам шкулта вĕренме сĕнчĕ. Вăтам шкул пĕтерсен аслă пĕлӳ илĕ, çын пулĕ, ĕмĕр тăршшĕпе хăйне хăй тăрантарĕ тесе атте — аннене ӳкĕте кĕртрĕ. Иван Кириллович тухса кайсанах эпĕ аттепе аннен шухăшĕсене пĕлес терĕм, вĕсем директор тĕрĕсех калать пулĕ терĕç. Часах атте мана шкула кайса леçрĕ. Иван Кириллович мана ятарлă парнепе кĕтсе илчĕ, вăл ларса çӳремелли кустăрмаллă пукан пулчĕ. Пурнăçĕ çăмăлах пулмарĕ, килтисем те аран пулăшкаласа пычĕç. Çак йывăр лару-тăруран каллех шкул директорĕ хăтарчĕ, пуйăс çине лартса Мускава ăсатрĕ. Мускавра чи малтан Кремеле çитсе курма шутларăм, мана, кустăрмаллăскере, икĕ çын çĕклесех Кремеле илсе кĕрсе кăтартрĕç. Ырă çынсемех хама кирлĕ çурт тĕлнех илсе çитерчĕç. Собесра та аван кĕтсе илчĕç, столовăйне кайса апат çитерчĕç, ман ыйтăва çийĕнчех татса пачĕç. Пуйăс çине те автомобильпех ăсатрĕç…
Николай Григорьевичăн çак сăмахсем хыççăн сасартăк куçĕсем шывланчĕç, вăл чӳрече еннелле çаврăнчĕ, кĕсйинчен таса тутăр кăларса питне шăлчĕ. Вĕрентекен кăштахран лăпланчĕ, ачасем çине пăхса сăмахне малалла каларĕ:
— Вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Хусан хулине учительсем хатĕрлекен института çул тытрăм (унта пуйăспа çӳреме çăмăлтарахчĕ), кая юлнă тесе илмерĕç. Пуçа усмарăм, Шупашкар хулине çитсе килес терĕм. Шупашкар хули те мана ытамне уçса кĕтсе илмерĕ, кунта та кая юлнă иккен. Юлашкинчен нимĕç чĕлхине пĕлетĕн-и тесе темиçе ыйту пачĕç, пур ыйтăвне те тĕрĕс хуравланăран нимĕç чĕлхи вĕрентекен пулма сĕнчĕç. Эпĕ истори предметне пит кăмăллаттăм, çавăнпа та истори вĕрентекенĕ пуласшăн терĕм. Алăк патне çитнĕччĕ кăна, мана юлса пăх-ха, тен, кам та пулин пăрахса кайĕ тесе хăврчĕç. Чăнах та, вĕренме кĕнисенчен пĕри докуменчĕсене каялла илсе кайрĕ. Эпĕ студент пулса тăтăм, кӳршĕ районти ачапа пĕр пӳлĕмре пурăнма пуçларăмăр, вăл мана пулăшса тăратчĕ. Пĕррехинче хамăрăн куратор чарса тăратрĕ те «Николай, паян яла ан кай-ха, санпа ура туянма каятпăр» тесе пĕлтерчĕ. Çав кунах икĕ ури валли те протез хатĕрлесе пачĕç, савăннипе, ыратнине пăхмасăрах, калла-малла темиçе утăм ярса пусрăм. Иван Кириллович каланă пекех пулчĕ. Çыннăн телейĕ хăй çумĕнчех çӳрет тенĕ пек, вăтам шкулпа институт та пĕтертĕм, вĕрентекен пулса тăтăм.
— Апла сирĕн чи малтан Иван Кирилловича тав тумалла?
— Çапла, Краснов, чи малтанах Иван Кирилловича тав сăмахĕ каламалла манăн. Тен, çамрăк чухне эпĕ ăна епле тав тумаллине те пĕлеймерĕм пулĕ. Хăш-пĕр чухне хамăр мĕн шутлани те манăçа тухать. Атте-аннепе вĕрентекене ырă сăмах темиçе те каланă пулин те чунра çапах тав туман пек туйăнать.
Николай Григорьевич сăмахне каласа пĕтерчĕ те асăнмалăх пĕрле тăрса шкул пахчинче сăн ӳкерттерме сĕнчĕ. Пирĕн хушăра, варринче — Николай Григорьевич. Эпир, сăн ӳкерчĕкре, яланах 8-мĕшсем пулăпăр. Кайран çунат сарса тĕрлĕ çĕрелле вĕçсе кайăпăр. Тен, пуласлăхра, пиртен хăшĕ те пулин Николай Григорьевич пекех вĕрентекен пулса ачасемпе пĕрле сăн ӳкерттерĕ.