Ăраскала укçалла илме çук.
Халăх каларăшĕ.
— Алăри телей кайăкне вĕçертрĕм тенĕччĕ, анчах та аллăра пурнăç тытăнать кăна иккен, — тутлăн карăнчĕ Марина утиял айĕнчен тухма васкамасăр. Пĕртте тăрас килмерĕ ун ăшă вырăнĕ çинчен. Вăтăр çул хушшинче пĕрремĕш хут ĕçне каяс килмерĕ. Чирлĕ çыннисем кĕтĕç-ха ăна. Юратнă тухтăрĕсĕр пĕр кун та пулин пурăнма пултараççех вĕсем. Вăл выртĕччĕ çапла йăваланса, пылаккăн анасласа, ачашланса. Хирĕç стена çинче чӳречерен сăрхăнса кĕрекен хĕвел ачисем — шевлесем — вылянине хаваспах пăхса выртĕччĕ, çĕнĕрен те çĕнĕрен ĕнер каç ун ăраскалне тĕпрен улăштарнă евĕклĕ самантсене пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа аса илĕччĕ. Анчах та кану кунне ăна никам та паман. Тăрса тумланасах пулать.
— Эх, пурăнатпăр-ха апла, — йăпăртлăха ваннăй пӳлĕмне вирхĕнчĕ вăл. Куç хӳрипе тĕкĕр çине пăхса илчĕ. Мĕнех калăн: ăна хирĕç илĕртӳллĕ пирĕшти тăрать — ытарма çук хӳхĕм хĕрарăм. Тути кăшт куларах пăхать. Куçĕ йăлтăрать хăйĕн, телейпе çиçсе, çуталса тăрать.
— Пĕччен пурнăç йăлăхтарчĕ мана! Пĕчченлĕх, кай, çухал куçран ! — терĕ Марина куçкĕски енне çаврăнса. Хирĕç пăхакана аллипе ăшшăн саламларĕ. Хăйне ачапчалла тытас, ĕçне чи илемлĕ кĕпине тăхăнас килчĕ унăн. Ан тив, курччăр, ăмсанччăр ĕçтешĕсем илĕртӳллĕ чăваш хĕрарăмĕ çине пăхса. Качча та каяйман, кама вăл кирлĕ тесе те ан суйланччăр.
— Шурă халат айне хуть те мĕн тăхăнсан та çавах мар-и? Эх, эс те çав, вĕçкĕн, — тĕкĕрти хайĕн сăнĕпе малалла калаçрĕ вăл. — Çук, паян чи килĕшӳллине тăхăнам. Мишша каçхине килсен ман хӳхĕм ӳт-пĕве çат тытса тăракан кĕпе витĕр çĕмĕрт куçĕпе çупăрласа килентĕр. Вăл мана каçкӳлĕм ĕçрен кĕтсе илетĕп терĕ. Эппин килетех.
Шура чĕри сар çу пекех ирĕлет. Юратнă арçыннин кашни хусканăвне, сăмахне, юптарăвне аса илме тăрăшрĕ вăл.
—Пирĕн, чăвашсен, пит аван каларăш пур. «Ир тăракан чăхă тутă пулать», — тетчĕ кукамай. Çапла пек астăватăп. Йăхташ та ăна ĕçре час-часах аса илме юратать. Ирпелен, — терĕ Мишша кăвак çутăлла ĕçе тухса кайнă чух хĕрарăм ăна тата пăртак та пулин юлма тилмĕрсен.
— Вăт Потапыч тăк Потапыч, чăн-чăн упа Утаман. Чăн-чăн аптраман таврашĕнчен тухнă ӳркенмен чăваш эсĕ, хамăр пекех ĕçлеме юрататăн. Тăрăшуллисем вара мана килĕшеççĕ.
— Эсĕ те мана, сар хĕвел, килĕшетĕн, — кĕрнеклĕ арçын ачаш та çепĕç юратăвĕ çине тепĕр хутчен ытараймасăр пăхса илчĕ.
Маринăн сенкер куçĕ пĕр самантлăха салхуланчĕ. Ăçтан туйнă-ха вăл çирĕм пилĕк çул каялла — малтан Чĕмпĕрти медицина училищине, кайран сиплев ĕçĕпех Сарă ту институтне пĕтернĕ пике, дипломлă çамрăк специалист — тетĕшĕн туйне килсен хăй миçере качча каяссине. Тепĕр тесен ун чĕлхинчен кам туртнă ун чух? Ним шутламан çĕртен хăй ăраскалне хăй чĕлхипе картса хунă.
— Марине, эсĕ уçланкăри чи хитре чечек пек хӳхĕмленсе кайнă, хăçан сан туйна тăвăпăр? — ыйтнăччĕ унран аслă тетĕшĕ — Павăл.
— Аллă çул тултармасăр та качча каймастăп-ха эпĕ, — тем хушăра вирхĕнсе тухрĕç çак сăмахсем вăтаннипе палан пек хĕп-хĕрлĕ пулнă хĕр çăварĕнчен.
—Ай-уй, аллă çулччен мĕн тăвас тетĕн, чиперук? Ватта юласран хăрамастăн-и? — кăсăкланма пăрахмарĕ пĕртăванĕ.
— Пӳрни хапха умнех килет тенĕччĕ юратнă Нятюк мăнакка. Манпа варлă пулас текен çуралман та-ха, — хуравларĕ пике...
— Шăпаран иртме çук. Турă çапла çырнă пулсан мĕн тăвăн? — Марина куçĕнче йăлтăртатнă куççульне аллипе шăлчĕ. Паянччен тетĕшĕпе шăллĕн тата аккăшĕсемпе йăмăкĕсен ачисемпе савăнса пурăнатчĕ вăл. Лешсем те юратаççĕ Маринăна. Ачасемпе ачапчалла калаçма, спортпа аппаланма, вĕсене культура çурчĕсене концерт-спектакль кăтартма илсе кайма кăмăллать вăл. Хăшĕншĕн мăн аккăшĕ, хăшĕншĕн аппăшĕ, хăшĕншĕ тусĕ евĕр шутланать. Пурте пĕрешкел юратаççĕ ăна. Чун ыратăвне те пытараймасть ватă хĕр. Тăванĕсен шăпăрланĕсене ытараймасан та хăйĕн ача çуккишĕн мĕн чухлĕ кулянман пуль. Ĕçленĕ, шаннă, пурнăç çулĕнче яланах хăйĕн пĕртен-пĕр шанчăкне, тĕрекне, Улăпне шыранă. «Ак вăранатăп та шăп паян савнине тĕл пулатăп», — текен вăрттăн шухăш та пĕрре мар пуçне пырса тархтарнă. Вăхăт вара тăхтамасть, пĕр шелсĕр иртет те иртет, васкать те васкать. Ĕмĕр те иккĕ килмест — çын ватăлать… Тин çеç вăл пурнăç çине вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпе пек янкăр кăвак куçĕпе ăнтăлса пăхакан çам-çамрăк, çип-çинçе пилĕклĕ, ним çинчен хуйхăрман тӳрĕ кăмăллă çепĕç пикеччĕ...
Ульяновскри медицина училищинчен фельдшера вĕренсе тухакансемпе сывпуллашнă каç хыççăн икĕ эрне хушши ашшĕпе амăшĕ патĕнче хăналанакан сарпике Инза районĕнчи Çĕмĕртлĕ ялне ĕçлеме кайма хатĕрленчĕ. Хуларан таçта аякра, тĕттĕм вăрман хушшинче вырнаçнă ялта халиччен пĕр тухтăр та тытăнса тăрайман иккен. Çамрăккисем кичем тесе тарнă, аслăрах çул-ӳсĕмрисене хуларан, аталану шайĕнчен аякра пурăнни килĕшмен. Тухтăрсăр пурăнса йăлăхнă тӳресен чан çапма тытăнма тивнĕ. Чăрсăр, вĕри çынсем пурăнакан вырăс ялĕнче куллен мĕн те пулин сиксе тухнăран чирлисем те тупăнсах тăраççĕ.Ялта чăтăмсăррăн фельдшер-акушер кĕтеççĕ. Кинемисемпе мучисем пульницана уçман-и тесе кашни кунах ФАП тĕлне пырса пăхаççĕ, эмелсĕр, тухтăрсăр халсăрланса çитнисем çилленсе пуплешеççĕ, тĕлĕнтермĕше кĕтсе алăкран туртаççĕ.
Тăван ялĕнчен саккăрмĕш класс хыççăн тухса кайнă, ĕнер диплом илнĕ çамрăк специалиста Марина Колесникована Инза хулине ярасси паллă. Районти тĕп пульницара кĕтеççĕ ăна. Пике çеç умĕнче чăн-чăн тĕрĕслев кĕтнине пĕлмест хальлĕхе. Телейлĕ, çилçунатлă çамрăклăх! Начарри çинчен шутлама та пĕлмест. Унăн вĕçсĕр-хĕрсĕр пурăнас, вĕçес, юрлас килет. Тепĕр тесен медицина училищинче ăс пухакан çамрăксене пĕтерсен виçĕ çуллăх практика иртме яла яраççĕ тесе вĕренме кĕрсенех хăратса хунă. Çилçунатлă çамрăксем тĕнче хĕрне кайма та хатĕр.
Маринăна тăлăххăн пурăнакан Клавдия Васильевна патне вырнаçтарчĕç. Урисем ыратнипе аптăракан хĕрарăм пикене курсан пит тĕлĕнчĕ:
— Шкул та пĕтермен пуль вăл, ытла та çамрăк, — пĕлтерчĕ куç хӳрипе те пулин тахçантанпах кĕтекен тухтăр çине пăхма йăпăртлăха каçнă кӳршине. — Пĕрре пăхма хăй пит илемлĕ, тирпейлĕ, çепĕç чĕлхеллĕ. Эпĕ нумай пурăннă çак çĕр çинче — аван тухтăр пулма тивĕçлĕ: ватăсемпе çепĕç калаçать, илтмĕше пемест, уçă, тарават. Ялта пурăнакансенчен çурри ытла туяллă. Эмел те мар, ытларах чухне япшар чĕлхеллĕ сиплевçĕ кирлĕ пире.
— Чăнах та çапла, чăнах та. Пăх-ха, пĕвĕпе ача-ачах, кай, пирĕн ял хĕрĕсем хамăр пек çӳллĕ те патвар çав. Ку, пĕчĕкскер те типшĕмскер, хăçан хвершăлсем хатĕрлекен шкулне пĕтерсе ĕлкĕрнĕ-ши ара? Тепĕр тесен ĕнтĕ — дипломсăррине çичĕ юта яман, пульница та шанса паман пулĕччĕç. Вăхăт кăтартĕ, курăнмалли курăнĕ унта.
Шалти пӳлĕмре япалисене тирпейлесе çакма пуçăннă Марине кӳршĕсен калаçăвне илтсе кулсах ячĕ.
— Курăр-ха: çитнĕ çитменех шăмми-шаккине еплерех шĕкĕлчеççĕ унăнне, ыран мĕн пулĕ-ши? — кинемисен ыр сăмахĕн витĕмĕпе самаях хавхаланчĕ вăл. — Чипер теççĕ тата калаçма юратакан кӳршĕсем. Хăйсем те аптрамаççĕ, усаллăхĕ пĕртте çук пек туйăнать вĕсенче.
Кун хыççăн кун, каç хыççăн каç иртрĕ. Пурнăçне илем кӳрекен, вĕлкĕш çил вĕрсе кĕртекен пĕртен пĕр кун та пикешĕн кĕçнерникун пулса тăчĕ. Кĕçнерникунсерен вăл район центрне — Инзăна — тĕп район пульницине канашлăва çӳрет. Ĕçсем пĕтнĕ хыççăн Инза юхан шывĕ хĕрринче никĕсленнĕ пысăках мар тăпăлкка хулан илемĕпе киленет. Театр-музейсемсĕр, кĕнеке лавккисемсĕр тунсăхласа çитнĕскер чунĕ каниччен паллашса чи юлашки рейспа ялне таврăнать вăл. Çула май аптекăна кĕрсе ял-йыш валли им-çам туянса килет. Кунти карчăк-кĕрчĕк Маринăна сар хĕвеле кĕтнĕ пек кĕтсе тăрать .
— Тухтăр канашлура-ха, наччас килĕ, эмел илсе килме шантарчĕ, — тетчĕç пĕр-пĕрне сывлăх сунса. — Мариночка ман пата кашни кунах укола çӳрет. Паян та кĕтетĕп ăна. Ав çырла татса хутăм...Тин юхтарнă пылпа чей ĕçтересшĕн...Çурăма сипленĕшĕн тав тума кăвакал яшки пĕçересшĕн...Ырă кăмăлĕпе сиплерĕ мана, тавах Турра, килте халь пĕччен пурăннă пек те мар — инсульт хыççăн куллен килсе хал пĕлсе каять. Ывăл вахтăран таврăнсанах унпа паллаштарасшăн-ха ăна. Епле те пулин Çĕмĕртлĕрех хăварасчĕ пирĕштие.
— Салам, тусăм, саншăн пит тунсăхласа çитрĕм, ну мĕн кăсăклантараканни пур унта центрта? — ыткăнчĕ хвершăла хирĕç пысăк Улька. Пысăк тесе ăна çӳллĕ те мăнтăркка пулнипе калаççĕ. Хĕр ялти вулавăшра ĕçлет. Ялта урăх çамрăксем çук тесен те юрать. Улька мĕншĕн кунта юлнине никам та ăнлантараймасть. Тантăшĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Çывăхарах пурăнакансем те Чĕмпĕрте е Инзăра ĕçлесе кун кунлаççĕ. Çĕмĕртле хăнана килме те ӳркенеççĕ вĕсем.
Каçсерен иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçаççĕ вара — Маринăпа Улька. Çĕмĕртлĕ пики ялпа шкул пурнăçĕ, пĕр класс ачисем çинчен каласа парать. Чăваш пики медучилищĕре вĕреннĕ савăнăçлă кунсене аса илет. Шăматкунсенче иккĕшĕ çĕрлечченех пăшăлтатса лараççĕ.
—Каллех пăшăл пăтти пĕçеретĕр-и, хĕрачасем?-тет вара Клавдия Васильевна кăмăллăн кулса. — Мĕн пирки пуплешетĕр-ха, чиперуксем?
Ватă çыннăн та пикесемпе калаçсан кăмăлĕ уçăлать. Вăл та тепĕр чух хăй çинчен каласа пама пуçлать. Çамрăклăхне аса илет. Лешсем ăна пӳлмесĕр итлеççĕ, хăйсеннипе танлаштараççĕ.
Тусне ăсатам тесе Марина тутăрне пĕркенсе урама тухрĕ. Каçĕ тӳлек те ăшă. Тӳпере çăлтăрсем вăй выляççĕ. Кайăксем юрату юррине шăрантараççĕ. Кӳлĕри шапасене те кичем мар пек туйăнать — симфонийĕ еплерех янравлă вĕсен! Аçисем çапла майпа амисене илĕртеççĕ имĕш.
— Чăнне кала-ха, Оля,сана кичем мар-и ялта? — хăйĕнчен самай аслăрах тусĕнчен уççи-хуппине тĕпчесе пĕлесшĕн пулчĕ çамрăк тухтăр. Халĕ те хăйĕн телейне тĕл пулайман тантăшне телей сунать вăл.
— Кĕтекенсем телейлĕ теççĕ. Илтнĕ-и çавна? Эпĕ вара хамăн юратăва кĕтсе илетĕпех, — Оля вăрахчен тĕттĕмелле тинкерсе тăчĕ. — Вăл вара таврăнатех. Шанатăп, пĕлетĕп.
— Кам эппин çав вăрттăн çын? Тен, вăл авланма та ĕлкĕрнĕ? — юлташне кӳрентересрен хăраса лăпкăн ыйтма тăрăшрĕ Марина.
— Вăл хамăр ялсемех. Витя ятлă. Çĕпĕре Сургута тухса кайнăранпа пайтах пулать. Икĕ çул та иртрĕ пуль. Амăшĕ патне çыру çырать вăл — çемьеленмен-ха тет. Анчах та эп ун хура куçне, çирĕп аллине манаймастăп. Пĕрре мана ăсатма пынăччĕ вăл. Шухăскер, чăрсăрскер, пӳтсĕрскер. Ялти хĕрсем унран хăраса тăратчĕç. Анчах та чĕрене хушма çук. Ăна пулах ялтан каймарăм. Вăл килсе кайнине пĕлеймесĕрех юлăп тесе хăрарăм.
— Кĕтекенсем телейлĕ теççĕ, — ыталарĕ Ольăна çамрăкскер.
Пуху хыççăн паян ялта концерт пулать. Кун пирки Маринăна кам кăна каламарĕ-ши кун каçа. Каям эппин тесе урама тухрĕ вăл. Кӳршĕре пурăнакан шкул ачисемпе калаçкаласа çитрĕ Культура çуртне. Оля Чĕмпĕре курав хăтлавне кайнă. Хвершăл лăпкăн çеç кĕрсе концерт курма хатĕрленсе ларчĕ. Халăх савăнăçлă. Сăлтавĕ те курăмлă — çăвăн (майăн) 1-мĕшĕ —ĕççыннисен çуркуннехи пысăк уявĕ. Халиччен курман, палламан çынсем йышлă.
Нумайранпа кун пек кулманни, юрă-ташă илемĕпе киленменни пулать текелесе хĕр урама тухрĕ. Вĕрентӳçĕсемпе, клуб ĕçченĕсемпе сывпуллашса хваттернелле илсе каякан çул енне пăрăнчĕ вăл. Сасартăк хыçалтан такам чупни илтĕнчĕ.
— Пикеçĕм, ăçта çакăн пекех васкатăн? — çулне палламан арçын пӳлчĕ. — Санпа паллашма кăмăл пур-çке. Эс вара ирĕклĕхе юратакан ту качаки пек тапса сикрĕн. Эпĕ — Витя. Анне йăлăннипе яла вĕçтерсе çитрĕм те ăнсăртран сана курнипе канăçа çухатрăм.
— Аннӳшĕн тунсăхламан-и вара Эсир? Пулăшма килме те шухăшламан-и? — умĕнче мĕнле Витя тăнине самантрах тавçăрчĕ Марина — ялти икĕ чун чăтăмсăррăн кĕтекен каччă. Каларĕ те часах хăй пач палламан çынпа хăюланса калаçнăшăн намăсланчĕ.
— Çапла, пĕччен вăл. Мана тахçантанпах чĕнет, яла таврăнма ыйтать. Халь ак сана курнăранпа пурнăçăма пĕтĕмпех улăштарма хатĕр эп, пĕтĕмпех пуçăма çухатрăм — качча пырăн-и мана?
— ?!
— Эс ан хăра. Пĕрре курсах çуралнă хĕрӳ туйăмшăн ан ӳпкеле. Хампа нимĕн те тăваймастăп. Сан ятна та пĕлетĕп, ăçта ĕçленине те.
— Чăнах та чăрсăр эс, — терĕ те хĕр килĕ еннелле утрĕ, шухăшне ыран ир тăмаллипе сăлтавларĕ. Мĕнле вăл юнашар ларса ик сăмах тĕвĕлесе çыхмасăрах качча илесшĕн. Эп кун пирки мĕн шутлани те кăсăклантармасть-ши Çĕпĕртен курма килнĕ хăнана? Ырă каç пултăр текелесе Марина калинкке алăкне уçма васкарĕ. Витя ним калаймасăрах тăрса юлчĕ. Пуçне усрĕ.
—Вăрласа каятăп эп сана... — илтĕнсе юлчĕ хыçалтан.
Ыйхи килмест те килмест. Тем пăтратать шалта. Чунĕ тăвăлсах çитрĕ. Тахçанччен çывăрса каяймасăр выртрĕ пике, енчен енне çаврăнкаларĕ. Мĕн кĕтет ăна малашне? Мĕн курса тăрасси пулĕ?
Кунĕсем яланхиллех ерипен иртрĕç. Шикли шикленет, кĕрĕк пĕркенет теççĕ. Шăматкун каçхине те клуба тухмарĕ пике. Сасартăк çурт чӳречинчен пырса шаккарĕç. Аякри урамра пурăнакан Ваçлей иккен.
— Татьяна мăнаккан юн пусăмĕ ӳссе кайнă. Чĕри тухса тарасла тапать, пуçĕ çаврăнать тет. Хăсать чирлĕскер. Шел ăна. Ачисем таврăниччен вилсе ан кайтăр сапăр кӳршĕ. Кайса килеймĕн-и?
— Тăхта, пĕрле кайăпăр.
— Çук-ха, манăн ĕçпе каймалли пур. Эсĕ васкамасăртарах ут. Часах хăваласа çитĕп сана.
Хуравĕ кăмăлне каймарĕ Маринăна. Мĕнле çăмăлттай!? Çак тĕттĕмре епле пĕччен кайса килĕ инçет урамри çурта? Канăçсăр хвершăл пуçтарăнма пуçларĕ. Урамра асар-писер çиллĕ çумăр алхасать. Пӳрт тăрринче антенна улать. Ку çанталăкра ырă хуçи йыттине те витерен кăлармасть. Ял тухтăрĕ вăл йытă мар çав, ĕçĕ кăна унăн йытă ĕçĕ. Кăвак çутăлла тăк кăвак çутăлла, çурçĕрте тĕк çурçĕрте...илсе тухса каяççĕ. Тертленмелли тупăнсах тăрать. Тăтăш чирлекенсем пайтах ялта. Ни ыйхи, ни чăпти.
— Мĕншĕн Татьяна Павловна пульницана кăнтăрла пыман-ха? Кунĕпех ĕçре пултăм-çке,-çĕр тĕрлĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ çамрăк тухтăра.
Шăппăн урама тухрĕ. Алăка хупса юлма çĕкленнĕ Клавди аппа икĕ пĕççине шарт çапа-çапа кулянсах юлчĕ. Никам та хвершăла хирĕç килменнине йышăнасшăн пулмарĕ хĕрарăмăн ăслă-тăнлă пуçĕ.
Ахальтен каламаççĕ хĕрсен куçĕ кушакăнни пек çивĕч тесе — васкаса таплаттарса пыраканскер кӳршĕ Кăйкăрсен айккинче тăкăрлăкра çăмăл машина тăнине курах кайрĕ. Юнашар арçынсем калаçаççĕ пек тата. Хытах мар та — сăмахĕсене уйăрма, тăнлама пулать. Тупата Турăшăн та, ăна кĕтеççĕ вĕсем. Чун-чĕринче тем кунĕпех лăпкă мар — акă мĕне систерсе кăлтăртатнă иккен кăвапа çийĕ. Марина тухтăрăн самаях йывăр сумкине çурт умĕнчи вутă шаршанки çине ывăтрĕ те мĕнпур вăйне пухса килнелле тара пачĕ.
— Тытăр ăна, тытăр! Ав ун мĕлки пулас? Пăхăр-ха кутăн чакмасть-и çак? Тарса ӳкет вĕт! — янрашать Ваçлей. — Каларăм хапхи умнех пырса тăмалла тесе. Итлемерĕр мана. Чавсăра çыртăр халь!
— Ничаво! Пурпĕр пирĕн ял кинĕ пулать — шыв айĕпе ишекен карап çинчен ăçта тарать вăл! — тискеррĕн кулать тепри — палланă-палламан сасли.
Чĕтреме ернĕ Маринăна хваттер хуçи, Клавдия Васильевна, аран-аран лăплантарма хал çитерчĕ. Йĕме ниепле чарăнайманнине кура тĕпсакайĕнчен хăйĕн фирменнăй чаплă шĕвекне — улма-çырлапа тата сиплĕ курăксемпе пыллантарнă эрехне туртса кăларчĕ. Çур черкке те ĕçеймерĕ пике — пуçне кайрĕ, лăпланса çывăрса кайрĕ.
— Ав еплерех иккен — Улька юратăвĕ. Çав çынна кĕтсе пурăннă-ши ман тантăш? Лешĕ вара? — çапла шутласа пуçтарчĕ çамрăк тухтăр пур-çук туприне. Ирпелен япалисене чăматана пуçтарчĕ вăл. Клавдия Васильевнăна ыталаса чуптуса ырă кăмăлĕшĕн тав турĕ те Инзăна пуçтарăнчĕ. Канлĕ ĕçлесе пурăнасси пĕтрĕ уншăн ку ялта. Район пульницин тĕп тухтăрĕ патĕнче Марина Колесникова ыйтса çырнă хут тахçантапах выртать. Тен, халь мĕн те пулин улшăнĕ. Шаннă йăвара кайăк пурах! Çынсене шанма пăрахсан пурнăç тĕксĕмленсе каясси паллă.
Николай Зиновьевич ĕçчене хапăл пулчĕ. Яланхилле хĕвел пек çуталса кĕтсе илчĕ вăл Çĕмĕртлĕ фельдшерне.
— Ырă кун пултăр сире те, Марина Григорьевна. Мĕнле халсемпе килсе çитрĕр? Уйăх пĕтмĕшĕнчи тата тепĕр кĕçнерникун çитрĕ-им ĕнтĕ пирĕн? Да, да...Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа иртет, да, пире ватăлтарать, — пикене хирĕç утрĕ тарават тĕп тухтăр.
— Çук-ха, Николай Зиновьевич, çук, — кĕç-вĕç йĕрсе ярасла хуравларĕ Марина. Ватăлма иртерех-ха тесшĕнччĕ вăл.
— Чим-ха, чим, эс йĕместĕн пуль. Кам кӳрентерчĕ сана, чиперука? Кам хăйнă пирĕн хĕвеле хура пĕлĕтпе хуплама? Ак час çумăр лӳшкеме пуçлать. Тăхта-ха, тăхта. Веçех йĕркипе каласа пар, — çав хушăра алăкне уçса пулăшаканне хăйне чăрмантармалла маррине систерчĕ.
Николай Атряскин ку ĕçре нумай вăхăт хушши вăй хурать. Ырă чунлисемпе тӳрĕ кăмăллисене чапрас та чурăссисенчен уйăрма тахçанах вĕренсе çитнĕ. Медицина училищи хыççăн пĕчĕк яла ĕçлеме кайма хăраман Колесникова патне тĕп тухтăрăн пĕр ӳпкев те çук. Халиччен пур енĕпе те пултаракан хĕре мухтаса пĕтерейместчĕ-ха вăл. Мĕн пулнă-ши куннехинче? Кам кӳрентернĕ-ши ăна?
— Лар-ха, лар, тĕпĕ-йĕрипе каласа пар — мĕн хистерĕ сана инçетри вăрман хушшинче никĕсленнĕ ялтан çапла васкаварлă ман пата килсе çитме? — хул пуççийĕнчен тăванла лăпкарĕ ашшĕ çулĕнчи пуçлăх. — Мĕн пулса тухнă сан участокунта? Аслă çул çине каллех çуран тухрăн пуль-ха?
— Тавах Турра, веçех йĕркеллĕ, чирлисем хуллен сывалаççĕ. Çуратмаллисем йĕркеллех çӳреççĕ. Эп, эп... — ниçтан тĕппине калаймарĕ пике. — Николай Зиновьевич, илĕр мана район пульницине ĕçлеме. Хуть те мĕнле уйрăмра та тăрăшма хатĕр. Мана шанăр çеç.
— Мĕн пулнă чиперккене? Кам кӳрентерме хăйнă хĕвел пикине? — тăван ачине хӳтĕлесшĕн пулнă пек хулĕнчен лăпкарĕ тĕп тухтăр районти чи çамрăк фельдшера.
— Николай Зиновьевич, училище хыççăн яла кайма направлени парсан пĕр турткаланса тăмасăрах килĕшрĕм, вырăна çитсенех тӳрĕ кăмăлтан хамăн тивĕçе пурнăçлама пуçларăм. Анчах та яла пуçĕпех пурăнма юлатăп тесе нихăçан та шутламан эп. Ĕненĕр мана, Çĕмĕртлĕ ялĕ ман ĕмĕтри ял мар вăл.
— Вара сана никам та унта вăйпах хăварасшăн мар-çке, чипер сăн-пуçна мĕншĕн ку ыйтăпа ыраттаратăн. Хальлĕхе ĕçле-ха, кайран куç курĕ унта, — ниепле те ăнланаймарĕ Марина шухăшне шурă çӳçлĕ пуçлăх.
— Мана... Мана ĕнер чутах качча вăрласа каятчĕç! — сасси чĕтрерĕ айванскерĕн. — Тимлĕхе çухатнă пулсан халь эп сирĕн умăрта ларас çукчĕ.
— Ав епле? Каччи сана тивĕçлĕскер-и хуть? Кам? Ăçтан? Кӳрентермерĕ-и? Чăнах-и? — çине-çине ыйту пачĕ тĕп тухтăр. Калаçнăçемĕн питне шуранка тĕс çапрĕ хăйĕнне. Халь вăл, шухăша путнăскер, çывăхскер, Шурăна тăван ашшĕне аса илтерчĕ. Вăл та çаплах тĕпченĕ пулĕччĕ, кулянса, пăлханса ӳкĕччĕ.
— Çук-çук, хальлĕхе веçех аван, тархаслатăп сире, Николай Зиновьевич, куçарăр мана район центрне. Юратман çынна качча каяс килмест ман. Йăлăнатăп сире! — медицина ĕçченĕн куçĕнчен шултра куççуль тумламĕсем кусса анчĕç. Пике вĕсене типĕтпе васкамарĕ. Тутрине аллипе йăваларĕ. Хурав кĕтсе шутсăр пăлханнипе ним тума пĕлмерĕ вăл.
— Юрĕ, ырантан эппин эс районти тĕп пульница ĕçченĕ, япалусене илсе килме машина паратăп ак. Кам пĕлсе çитереет сире унта çамрăксене? Тен, «юратăву» ял вĕçĕнчех кĕтсе тăрать? Капла янтă машинапа сиссе те ĕлкĕреймĕ? Эс чăнах та юратмастăн-и çав харсăрскере? Сивлесе йăнăш туса хумăн-и? Юратупа курайманлăх хушши пĕр шит çеç теççĕ. Эх, пĕр енчен питĕ шел паллах — Çĕмĕртлĕ каллех фельдшерсăр тăрса юлать. Мĕн те пулин шутласа тупăпăр, выпускниксене явăçтарма тиветех кăçал та — ялсенчи ФАПсем кĕтеççĕ вĕсене. Кун пирки шухăшламалла пулать.
Марина Григорьева патне ирех тĕп тухтăр Николай Орлов шăнкăравларĕ. Пикене Çĕмĕртлĕре çураки вĕçлениччен тытăнса тăма, каçсерен чирлисем патне чĕнтерсен асăрхануллăрах пулма ыйтрĕ. Тав туса телефон кĕпçине хучĕ.
Сăмахне тытрĕ Николай Зиновьевич. Шăп уйăхран хĕре илме хăйĕн машинине ячĕ. Пĕр çулталăк районти тĕп пульницари хирурги уйрăмĕн медицина сестринче вăй хурĕ пике. Кунта та унпа юнашар питĕ аван, ырă кăмăллă тухтăрсем ĕçлеççĕ. Малтанлăха каçсерен Çĕмĕртлĕ çыннисемшĕн тунсăхлакаларĕ-ха вăл, хăйне ватăсем умĕнче айăплă пек туйрĕ, пульницана лекекенсенчен унти ĕç-пуç пирки ыйткаласа пĕлчĕ — кайран хăнăхрĕ. Çурçĕрте ĕçлекен чăрсăр каччă черетлĕ вахтăран таврăнсан «савнийĕ» пăрахса кайнипе килĕшесшĕн пулман текен хыпар та çакланчĕ пике хăлхине. Анчах та чĕрене хушма çук. Кӳренĕç те, пăрахĕç те терĕ. Юлташ хĕрĕ умĕнче ун чунĕ таса. Тен, чăнахах та Улькапа Витьăн мĕн те пулин пиçсе тухма пултарĕ унта?
Общежитири пӳлĕмре аван хĕрсемпе çуммăн лекрĕ Марина. Зухра ятлă медицина сестрипе туслашса кайрĕç. Каçсерен вăрăм ĕç кунĕ хыççăн Инза урамĕсен илемне ытараймасăр уçăлса çӳрерĕç, вулавăша çырăнчĕç тантăшсем, Культура çуртĕнче иртекен ташă каçĕсене те кайкаласа килчĕç.
Çуллахи ăшă каçсенчен пĕринче пыраççĕ çапла пикесем Культура çуртĕнчен килĕ еннелле. Каçĕ тӳлек те ăшĕ, шăпчăксем юрату юррине шăрантараççĕ, шăрчăксем сĕрме купăсне калаççĕ. Тăрĕччĕç те тăрĕччĕç ытарайми çăвăн çĕрлехи симфонине итлесе.
— Эх, тунсăх пусрĕ мана. Мĕн тăвас? Общежитие пĕртте кĕрес килмест, юлташăм, ыран мĕншĕн шăматкун е вырсарникун мар-ши? Турăçăм, мĕншĕн каллех кичĕмлĕ авăрне путарасшăн эс пире? — ассăн сывларĕ Зухра ĕçтешне, кăвак куçлă чăваш пикине, тата кăштах та пулин уçăлса çӳреме чĕнсе.
Унччен те пулмарĕ каç сĕмлĕхĕнче икĕ мĕлке курăнса кайрĕ — клуб енчен икĕ йĕкĕт чупса килни палăрчĕ — тепĕр çеккунтранах хăваласа çитрĕç пикесене. Çар тумĕпе хăйсем. Илемлĕ, яштака, куçĕсенче хĕлхем вылять.
— Эсир кайнине сисмен те,-тӳрре тухнăн сăмах пуçарчĕ пĕвĕпе çӳллĕреххи. — Сире ташша чĕнесшĕнччĕ. Пăхатпăр та — эсир утса кайнă йĕрсем те типнĕ. Аран хăваласа çитрĕмĕр. Юрать сирĕн çутă сăнăрсене хыçран уйăх çутатса пырать. Унсăрăн усăсăрах каялла таплаттармалла пулатчĕ.
Шӳтлеме ăста хăйсем. Сăмаха çавăрса калама пĕлекен йĕкĕтсем. Сăн-пичĕсенчен йăл-кулă каймасть. Яшсем Ульяновскри çыхăну аслă çар училищин курсанчĕсем иккен. Пĕри — Инза йĕкĕчĕ, кукамăшĕ патĕнче ӳснĕскер, тепри — ун юлташĕ. Иккĕш пĕрле кĕске отпуска курма килнĕ. Слава иртнинче пĕрре курсах Маринăна юратса пăрахнă иккен. Кун пирки чунне хĕре кайран çеç уçĕ вăл.
Çапла майĕпен çилçунатлă çамрăксем хушшинче çирĕп çыхăну тĕвĕленчĕ. Хăй сисмесĕрех пĕрремĕш юрату вут-хĕмĕ хыпса илчĕ сарпикене. Темрен те хăватлă, темрен те çепĕç туйăм. Ун пылакне Славăсăр тунсăхлама, ăна курас килнипе асапланма пуçласан çеç ăнланса илчĕ пике. Çырăвĕсене сар хĕвеле кĕтнĕ пек чăтăмсăррăн кĕтет. Пĕрле ĕмĕтленнĕ, юнашар утнă чух калаçнă кашни сăмахне, кашни хусканăвне аса илет. Çулталăкран вĕренсе тухса Маринăна ĕçлемме палăртнă çар чаçне пĕрле илсе кайма шантарни те хăлхинчех янăраса тăрать ун.
— Эпир санпа чи телейлĕ мăшăр пулатпăр, ман чиперккеçĕм, ман чĕкеçĕм,-терĕ ăна Слава пĕррехинче кукамăшĕпе паллашма чĕнсе. — Ăна эсĕ питĕ килĕшессе халех пĕлетĕп. Вăл ятарласа паллашмасăрах сана юратса пăрахнă. Пĕр кинемей, кукам юлташĕ, нумаях пулмасть пульницара хирурги уйрăмĕнче выртнă имĕш, питĕ çемçен укол тунă тет эс ăна. Пĕртте ыраттарман. Аллу та санăн ачашшăн сĕртĕнет. Калаçма та сăпай, çепĕç калаçатăн эсĕ, манăн кăвакарчăнăм, сарпикеçĕм.
— Эс мана ан иментер-ха, — куçне тартать Марина, юратăвне куçăхтарасран шикленет. Халиччен никама та капла юратса курманнипе хăй телейне хăй ĕненмест вăл.
— Иментересси пуçра та çук, юрататăп сана, юрататăп, сансăр сывлаймастăп, кулаймастăп, çывăраймастăп,çиейместĕп. Куратăн-и епле начарланса кайрăм? Эп çур çултан вĕренсе тухатăп, санăн практика вĕçленет. Вара сана çар офицерĕн мăшăрĕ пулма, пире пĕрлешме, манпа пĕрле Санкт-Петербурга çĕнĕ ĕç вырăнне кайма нимĕн те кансĕрлеймĕ. Манпа килĕшетĕн пулĕ тетĕп? — аллине илсе çавăрчĕ чун савнине, пылак тутинчен чуп турĕ.
— Эсĕ те маншăн ют мар, Раççей çарĕн хăюллă çынни. Санпа çĕр процент таранах килĕшетĕп. Качча илсен пыратăп, — Марина йĕкĕт аллинчен вĕçерĕнсе сукмакпа малалла утрĕ. Слава хăвăрт хăваласа çитрĕ ăна.
...Пике автобусран аннă чух çумăр лӳшкесе çăватчĕ. Кĕпи-тумĕнче пĕр типĕ вырăн юлман унăн. Туфлипе утма кансĕррине пăхмасăр васкаса хваттерĕ еннелле вĕçтерчĕ. Отпускра ашшĕ килĕнче икĕ уйăх таранах пурăнма лекрĕ ăна. Амăшĕ вăйлă чирленĕрен урăхла кану пирки ĕмĕтленме те пултараймарĕ Марина. Юлашки кунсенче вуçех те тунсăх пусса çитерчĕ. Ватăсене питĕ ăнланать вăл — вĕсене куллен пулăшу кирлĕ. Чĕре чирĕ пушшех те яваплăха туйтарать. Юлашки вăхăтра амăшĕ тăтăшах сывмарланни кулянтарчĕ ăна. Анчах отпуск та вĕçсĕр мар. Чунĕпе вăл ахаль те тахçанах инçетре — кунтан виççĕр ытла çухрăмра вырнаçнă Инза хулинче. Савнийĕ те кĕтет ăна. Çыру çӳретеççĕ çамрăксем. «Тунсăхлатăп, юрататăп» сăмахсемпе вĕçленеççĕ кĕске хыпарĕсем.
Йĕп-йĕпе чупса çитрĕ вăл килне. Зухра ăна чи малтан тумне ылмаштарма пулăшрĕ, васкаса чей вĕретме лартрĕ. Вара тин кăмăл-туйăмне йӳле ярса хĕрӳллĕн ыталаса илчĕ.
— Аранах çак куна кĕтсе илтĕм, тантăшăм, — терĕ. — Славик та сана кĕтсе хăшкăлнă пулмалла. Асту урăх ун пекех вăрах вăхăта пăрахса ан кай пире — атту сан йĕкĕтӳ тавра пĕр кĕтӳ хĕр явăнать унта, пĕри, Чĕмпĕртен канма килсе çитнĕскер, утăм тума памасть. Педагогика университетĕнче вĕренет пулас хăй. Тем ашшĕ килне хăнана ытла тăтăш çӳрет вăл. Çулла çитичченех сăнанăччĕ. Студентăн вĕренмелле пуль унăн? Чим-ха каникул пуль çав халь.
— Ытла хытă ан вăрç-ха айванскере, килĕнчисене курас килет пуль çав çамрăкăн. Эс мĕн ху тунсăхламастăн-и тăван ялушăн, чуншăн çывăх ытарайми тăванусемшĕн, — Марина сăмахĕсенче хуçин кăмăлĕ пăсăлни сисĕнмерĕ. — Славăпа çыру çӳретрĕмĕр. Вăл сутăнчăк маррине пĕлетĕп-çке.
— Мĕн тесе çыратчĕ хуть?
— Ай,ай, веçех пĕлесшĕн эс, тусăм, чее мар-и, — шӳтлешрĕ чей ĕçсе ăшăнса çитнĕ Марина. Ĕшентĕм пулас эп, тем çывăрас килет текелсе пуçне минтер çине хума васкарĕ.
Тепĕр каçхине клуба тухсан Марина Славăна курмарĕ. Ташланă çĕрте те çукчĕ каччă, урамра тăракансем хушшинче те, картлашка çинче те. Çамрăксемпе пăртак калаçкаланă хыççăн пике килне кайма пуçтарăннăччĕ — сасартăк умне Славикăн çарти тантăшĕ пырса тăчĕ.
— Салам, салам, шур халатлă пирĕштиçĕм, курманни чылай пулать. Иртнинче ятарласа сан çине куç хӳрипе те пулин пăхса илес кăмăлпа Инзăна килнĕччĕ — эс яла кайнă терĕç, — пикен мăшăр кăвак куçĕнчен вăтанарах тинкерчĕ вăл.
— Салам, Виктор, эпĕ те сана курма хавас. Тем санпа юнашар уйрăлми çӳрекен юлташна курмастăп. Эсир Чĕмпĕртен, ахăртнех, пĕрле килнĕ? — калаçăва тӳрех Слава çине куçарнипе аванмарланчĕ Марина. Тĕпчеме чарăнса васкаса урăх темăпа пуплешрĕ. — Ĕçӳсем мĕнерех? Сана çыхăну çар училищи хыççăн ăçта ярасси паллă-и-ха? Аçу-аннӳ мĕнлерех пурăнать?
—Чиперех-çке, веçех йĕркеллĕ, пурте аван. Ялунта пурнăç тăнăç тăрать-и? Аннӳ сывалчĕ-и, чиперех-и?
— Тавах, чиперех, веçех аван, — хĕр Виктор ун амăшĕн сывлăхĕпе кăсăкланнине пысăк хак пачĕ пулин те куçне клуб алăкĕ çинчен илмерĕ. Вара савнине кĕтсе илейменнипе килне кайма вăхăт çитнине систерсе тĕттĕмелле тинкерчĕ.
— Марина, атя иксĕмĕр пăртак уçăлса çӳрер. Тен, çак пуçару вырăнлах та мар пек туйăнĕ саншăн, анчах та ман... — чи кирлине ниепле те калаймарĕ яштака çар çынни. Именчĕ пулин те сăмахĕ çинех тăмах шутларĕ. — Слава хĕрĕ патне кайрĕ. Атя...
— Мĕнле хĕрĕ патне? — ăнланаймарĕ Марина. Кĕтмен хыпар уншăн яра кун аслати кĕрслеттернĕ евĕр туйăнчĕ. — Ăçталларах пурăнать вăл?
— Каçар мана, ку сăмаха ман каламалла марччĕ паллах. Анчах та эс яла кайсан ку вĕлтĕр-вĕлтĕр студенткăпа явăçнăранпа Слава улшăнчĕ. Хăйне хăй илтми, ăнланми пулчĕ.
Маринаа малалла итлесе тăмасăрах савнийĕ çак самантра пулма пултаракан çурт еннелле утрĕ. Пĕр хăрамасăр алăкран пырса шанклаттарчĕ. Шашулкка чĕриклетсе уçăлни илтĕнчĕ.
— Слава, салам, мана ăсатса ямăн-ши? Сан манпа калаçмалли, ăнлантармалли пурах пуль тетĕп. Эп çын каланă тăрăх çеç темĕскер вĕçне-хĕрне çитичченех ăнлансах пĕтереймерĕм, — хĕр хăйне лăпкăн тытма тăрăшрĕ пулин те сасси чĕтревлĕ илтĕнчĕ.
Вĕсем Марина пурăнакан çурт еннелле утрĕç. Пĕр хушă лăпкăн, сăмах чĕнмесĕр пычĕç. Иккĕшĕ те самаях пăшăрханни вĕсен кашни хусканăвĕнче палăрчĕ. Слава пĕр хушă калаçăва нимĕнпе çыхаймасăр пычĕ, унтан пике аллинчен ярса тытрĕ.
— Каçарайсан каçар мана, савниçĕм. Веçех пăтрашăнса кайрăм, тикĕс çултан пăрăнтăм пулмалла. Эпĕ сана çеç юрататăп. Анчах тем тĕрĕс мар хăтлантăм. Лера манран ача кĕтетĕп тет. Эпĕ вара вăл каç ӳсĕр пулнă, хам мĕн хăтланнине нимĕн те астумастăп.
— Тем эс эрех-сăрана юратнине халиччен илтменччĕ,-терĕ хĕр сăмахне татсарах. Çиллессĕн, сиввĕн илтĕнчĕç вĕсем, каçхи шăплăха çурчĕç. — Эсĕ капла Совет çарĕн офицерĕн ятне ямăн-и? Ӳсĕрсене юратман эп халиччен те, халĕ те юратмастăп.
— Ăнлан-ха, çапла пулса тухнăшăн пĕр эпĕ çеç айăплă. Çапла пулса тухнăшăн аçа çаптăр мана, Турă айăплатăр. Кукамая шел. Унăн мансăр пуçне урăх никам та çук.
— Кăшт маларах эпĕ те сан ĕмĕтӳсенче пурччĕ. Маннă эсĕ, пĕтĕмпех маннă. Манăн халь мĕн тăвас? Чĕрене сана юратма епле чарас, мĕнле хушас ман ăна? Мана тетте вырăнне хурса вылярăн та пăрахрăн эппин эс, лейтенант юлташ. Эпĕ сан вали чĕрере, чунра вырăн тупса патăм. Эсĕ те çаплах юратупа хуравлатăн пуль терĕм.
— Пăрахман, ĕнен, пăрахман. Атя паян иксĕмĕр таратпăр тĕнче хĕрне — Сахалина, Норильск хулине, Камчаткăна... Антарктида пăрĕсем çине, — Слава куçĕнче тарăху, йăлăну палăрчĕ.
— Хăвăн совеçӳнтен тарса пытанăйăн-и вара, ачу ӳссен мĕн калĕ? Эп халь ăнлантăм сан пăшăрханăвна — сан çĕнĕ «юратăвун» — Лерăн — амăшĕ Инза районĕн прокурорĕ. Сана тăлăха вĕçертмеççех вĕсем.
— Кукамай та хăвăн хыççăн чупакана качча ил, вăл эс ăна юратмасан та сана Турă вырăнне хурса пурăнĕ, ниçта та кайса кĕреймĕ терĕ, — йĕкĕт сасартăк куççуль витĕр ахăрса кулма пуçларĕ. — Ан пăх, тĕллесе ан пăх ман çине, Марина, эпĕ ăçтиçук, пӳтсĕр, айван, хăравçă. Хам юратăва хам таптарăм. Лера вара — «маттур»! Пултарчĕ вăл, мана вăйсăрскере пĕтерчĕ, çутă ăраскала тĕп турĕ.
— Çитет ĕнтĕ, Слава! Эсĕ ăна хăв пăхăнман, итлемен пулсан веçех ĕлĕкхилле пулатчĕ. Ӳсĕрле-и, урăлла-и чеескертен пăрăнма хал çитереймен эс.
— Эх, эсĕ те çав... Мĕншĕн нумайлăха пăрахса кайрăн мана? — Слава хĕре хĕрӳллĕн ыталаса илчĕ те юлашки хут тенĕ пек ăнтăхса кайса чуптума пуçларĕ. Иккĕшĕн те куçĕсенчен вĕри куççуль тумламĕсем юхса анчĕç. Марина та каччă ытамĕнчен тухма васкмарĕ. Савнине хирĕçлеймерĕ вăл. Сĕм тĕттĕмре каччăран уйрăлсанах ыранах докуменчĕсене илсе Инзăран таçта аякка пăрахса тарма шухăшларĕ. Ирхине куçне хупса Раççей картти çине кăранташ лартрĕ те — мĕнле хула лекнĕ çавăнта çул тытрĕ...
Сарă ту хулинче тухтăр специальноçĕпе ĕçе вырнаçма йывăр пулмарĕ Маринăна. Васкавлă медицина пулăшăвне паракан пульницара хапăл пулчĕç хĕре. Медицина сестрисем хĕвел пек кирлĕ кунта. Пĕрремĕш кунранах Софья ятлă пикепе туслашса кайрĕ. Лешĕ вăр-вар та пултаруллăскер, Маринăна чи малтанах çĕнĕ ĕç вырăнĕпе — тем пысăкăш пульницапа — паллаштарчĕ, ĕç вăртăнлăхĕсене уçса пачĕ.
Хирурги уйрăмĕ ют пулмарĕ чăваш пикишĕн. Малтанлăха Инза час-часах асне килчĕ унăнне. Чĕре суранне пусарас тесе кунĕн-çĕрĕн ĕçлерĕ вăл. Каçхи сменăсене тăтăш юлчĕ, май тупса ĕçтешĕсене ылмаштарчĕ. Типсе-хăрса кайрĕ. Шăммипе тирĕ тата мăшăр кăвак куçĕ çеç палăрчĕ.
Ĕç укçи нумай мар медицина сестрин. Тумланас та, хӳхĕм курăнас та килет. Уйăхне пĕрре те пулин театра та каяс килет. Укçине пăртак килтен ярса пама — ăçта унта? Калхусра ĕçлекен ашшĕ-амăшĕн иккĕмĕш хĕрĕсĕр пуçне тата ултă ача. Кашнинех пулăшас пулать.
Çĕнĕ çул каçхине те, Раштавра та, Крещенккере те пульницара дежурнăйра тăчĕ Марина. Ăçта, кам патне васкас унăн? Кичемлĕх пусса çитерчĕ чунне те, чĕрине те. Каçхи дежурствăра коридорпа пынă хушăрах тăнне çухатнине тĕлĕк пек çеç астăвать шурă халатлă пике. Ун патне васкаса терапи уйрăмĕнчен тухтăр чĕнтерчĕç. Сывлăхне тĕсесе тĕпчеме тӳр килнĕ çамрăк тухтăр ĕçтешĕн халĕ патне питĕ тимлĕ пулчĕ.
— Чиперкке ĕçтешĕм, эсĕ хăвна мĕншĕн çав териех пусмăрласа çитернĕ? Куллен ĕçре пулать терĕç сан пирки, канма та пĕлмест, хăйне хăй шеллемест терĕç. Мĕншĕн апла хăтланатăн-ха? Диетăна пăхăнмастăн пуль те? Сан чуну мĕн çинче тытăнса тăрать-ши тӳлĕк? Мĕн те пулин çиетĕн-и эсĕ, яту сан мĕнле? — тĕпчерĕ вăл.
Марина вăрахчен хăйĕнпе мĕн пулса иртнине ăнланса илеймесĕр нушаланчĕ. Каласан вăтанса, хĕрелсе кайрĕ. Ĕçре çапла хăтланнăшăн аванмарланчĕ вăл. Тепĕр тесен ӳкессе ăçтан пĕлнĕ-ха мăнтарăнскер? Пуçĕ çĕркаç та çаврăннине туйнăччĕ апăрша . Ĕшеннипе пуль çеç тенĕччĕ.
— Юрать, хисеплĕ çыннăмăр, малашне веçех эсир каланă пек тăватăп, — тухтăр куçĕнче пăхма хăяймасăр куланçи пулчĕ пике.
— Калăр-ха сирĕн апат рационĕнче аш-пăш, çу, çăкăр пур-и? — тĕпчеме чарăнмарĕ арçын тухтăр.
Сергей Петрович, БСМПра интернатура иртет. Сарă ту институчĕ хыççăн килчĕ вăл кунта. Терапи уйрăмне ун ашшĕ, хулари паллă тухтăр, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, ертсе пырать.
Тĕлĕнмелле вăл ăраскал тени. Маринăна васкавлă пулăшу пама тивнĕ хыççăн Сергей хирурги уйрăмне кашнинчех мĕнле те пулин сăлтав тупса кĕркелеме пуçларĕ. Каярах пушшех те тăтăш çӳреме пуçларĕ. Ĕçтешĕсем тĕп сăлтавĕ камра пулнине самаях чухларĕç-ха. Пĕррехинче дежурствăран пĕр вăхăталла тухнă çамрăксем алăк патĕнче ăнсăртран тĕл пулчĕç. Пăлханнипе пикен чĕри кăкăрĕнчен тухса каясла тăрăлтатса тапма пуçларĕ.
— Марина, эсир киле питех васкатăр-и? Паянхи куна мĕнлерех плансем сирĕн? Атьăр, кинона каятпăр, пĕрремĕш сеанса тытатпăр та вĕçтеретпĕр санпа, — куç хĕсрĕ Сергей пикепе çĕр çул варлă çӳренĕ евĕр. Каçса кайса куçĕпе ытамларĕ.
— Пĕрремĕш сеанс миçере вара? Ĕлкĕрĕпĕр-и? — йăл кулчĕ хĕр.
— Халех ыткăнсан — ĕлкĕретпĕр.
Кино курни курманнипе пĕрех пулчĕ. Залта вĕсем пек тата тепĕр çамрăк мăшăр пурччĕ. Вĕсем пĕр вĕçĕнче чарăнми пакăлтатрĕç, тухтăрсем — тепĕр енче. Тем çинчен те калаçса ĕлкĕрчĕç вĕсем: шкул пурнăçĕ, альма —матер, ĕмĕт-тĕллевсем, шанчăклă тантăшсем. Часах пĕр чĕлхе тупрĕç пулин те калаçу шăнăрĕ вара çав-çавах медицина пулчĕ. Пĕри — тин çеç медицина институтне пĕтернĕ, малалла ăсне туптать, тепри — аслă шкула кĕме ĕмĕтленет, палатăсенчи чирлисене хăй тем пек кирлине туять. Иккĕшĕ те сывлăх сыхлав тытăмне ахальтен пырса кĕменнине çирĕп пĕлеççĕ. Вĕсене кунти сăмсана кăтăклакан хăйнеевĕр шăршă та килĕшет, питĕ çирĕп йĕрке те. Куллен сипленекен, нăйăлтатма юратакан йăваш кăмăл-туйăмлă чирлĕ çынсем те тарăхтарса çитереймеççĕ иккен вĕсене. Хăйсене ним юлмиччен медицинăна, тухтăр ĕçне халаллама хатĕр. Шăп çакă пĕр тĕвве çыхнине ăнланчĕç çамрăксем. Малашне пĕр-пĕрне пулăшма пулчĕç.
Марина чăнласах малалла вĕренмеллине ăнланать. Кĕнеке таврашне вăл ĕçне те хăйпе пĕрле итлет. Сергей вăхăт тупăнсанах ун патне кĕркелесе тухать, пĕрле кăнтăр апатне, каçпала театра, кинона, парка çӳреççĕ.
— Марина, эпир иксĕмĕр те сиплевçĕсем. Пĕр çуртрах тăрăшса вăй хуратпăр, чирлисене ура çине тăратас тесе ырми-канми ĕçлетпĕр. Мельлĕ самант тупăнсанах пĕр-пĕрин патне васкатпăр, кашнинчех калаçса сăмах пĕтменнине туятпăр. Уйрăлсанах — тунсăхлама пуçлатпăр. Тата каçпала мĕншĕн расна çулсемпе утатпăр эпир ĕçрен? —терĕ сасартăк Сергей савнине килне çитернĕ май. Хăрах аллипе пикене хулĕнчен çавăтнă вăл. Чĕре таппи çӳхе пальтовĕ витĕр илтĕнет.
Сасси ун ытти чухнехинчен çепĕçрех тухнине асăрхарĕ Марина. Апла пулин те ним хуравлама пĕлмерĕ.
— Итле-ха, ыран пирĕн пата хăнана пырăн-и? — яш пике аллинчен ярса тытрĕ. Вара хуравласса кĕтмесĕрех. — Аттепе анне сана хапăл пуласса шансах тăратăп. Пулас арăмпа пĕрре паллаштармаллах-çке ман вĕсене.
— Эпĕ... Эсĕ...
— Нимĕн те ан кала, — Сергей кӳршĕллĕ çурт умĕнче ӳсекен лапсăркка йывăçран пĕр туратне хуçса илчĕ те çĕрĕ пеккине ăсталаса Марина пӳрнине «тăхăнтартрĕ». — Шурă пирĕштийĕм, ман мăшăр пулма килĕшсемĕр. Эпĕ сана вĕçĕмсĕр алă çинче йăтса çӳрĕп.
— Аллу ывăнмĕ-и, эп капла пăхма анчах çăмăл пек. Шăмăсем йывăр ман, — шӳтленçи пулчĕ пике. Вара темшĕн куçĕ умне Инзăри Витя сăнарне кăларса тăратрĕ. «Яланах пĕрле пулăпăр, сана алă çинче йăтса çӳрĕп»,-тенĕччĕ вăл та. Вăхăт çитмесĕрех çапла шантарса сĕмсĕррĕн суйнăччĕ. Анчах та Марина та телейлĕ пулма тивĕçлĕ-çке. Вăл нимĕнпе те çынран катăк мар. Вара. — Сергей, эп килĕшетĕп, — терĕ.
— Эппин ыранччен, — каччăн пичĕ çуталнине ахăртнех хирĕç пулнисем те курчĕç. Вăл савнине çырла тутинчен чăпăрт тутарчĕ те ырă хыпара пĕлтерме килне вĕçтерчĕ.
Марина хăнана кайма пуçтарăнать. Ĕç хыççăн чи хитре кĕпине тăхăнчĕ вăл. Ăна иртнĕ отпускра Азербайджана çар çыннине качча кайнă аккăшне курма кайсан тăванĕ туянса панăччĕ. Пĕрре курсах килĕштернĕччĕ вăл çак илеме. Тахçанччен хăйне ытараймасăр пăхса тăчĕ вăл куçкĕскинчен. Хăлхинче — вăрăм кăвак алка. Çырла тутине, кăвак куçне, пĕчĕк сăмсине пĕр кашăк шывпа çăтса ярăн. Чипер тесе чипер вăл. Хăйне хăй ырă кăмăл сунса урама тухрĕ.
Тĕл пулу начар мар иртрĕ. Профессор хваттерĕнче хапăл пулчĕç ăна. Хăнасене йышăнакан пӳлĕме пысăк сĕтел хатĕрленĕ. Мĕн кăна çук кунта, ĕçмелли те, çимелли те тинĕс леш енчен кӳнисем ахăр! Пысăк черккесене хĕрлĕ иçĕм çырли эрехне тултарнă. Вĕри апата умлăн хыçлăн тĕпелте ĕçлекен вăтам çулхи хĕрарăм илсе килсе лартать. Марина çине те ăшшăн пăхкалать вăл. Çак тинкерӳпе кин кĕртсен мана та çăмăл пулать тенĕн туйăнать. Сергей ашшĕ, куçлăх тăхăннă профессор, медицина ăслăлăхĕсен докторĕ, пит йĕркеллĕ йăваш арçын пек туйĕнчĕ хĕре. Амăшĕ, вăл врач — куç тухтăрĕ, çивĕч те усал хĕрарăм пулнине пĕрре курсах ăнланчĕ чăваш пики. Кашни сăмахне сăрхăнтарса кăларчĕ вăл çăварĕнчен. Тĕпчерĕ, сăнарĕ тата çĕр тĕрлĕ ыйту пачĕ.
— Ăçта çуралнă тетĕн-ха? Аçу-аннӳ кам пулса ĕçлет сан, Марина? Йăмăкусемпе шăллусем миçен? — йĕкĕлтесе ыйтнăнах туйăнчĕ хĕре.
— Инçетри пысăках мар йăмраллă чăваш ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çут тĕнчене килнĕ эп. Анне çичĕ ача çуратнă. Яланах килте те, калхусра та çĕлеме ĕлкĕретчĕ. Халĕ те çаплах вăр-вар вăл. Тĕлĕнмелле алă ăсти тата: тĕрлет те, çыхать те, çĕлет те.
— Тĕпренчĕкĕсене те пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ апла, — сăмах хушрĕ Петр Васильевич. Ывăлĕ арăм пулма суйласа илнĕ пикепе çав тери кăмăллă пулнине пытармасăр вашават тытрĕ вăл хăйне, çемçен калаçма тăрăшрĕ. — Эсĕ медицинăна мĕнле майпа пырса кĕнĕ? Тухтăрсем пур-и сирĕн ратнере?
— Ачаран ĕмĕтленнĕ — çавă çеç. Аслă тете Хусанти авиаци институтĕнчен питĕ ăнăçлă вĕренсе тухса паян Ульяновскри самолетсем кăларакан «Авиастар» заводра чи пултаруллă инженерсенчен пĕри шутланать. Пĕр йăмăк ресторанта апат пĕçерет, шăллăм пуйăссем çӳретет. Акка фармацевт, тепĕр йăмăк Чĕмпĕрти медицина училищине кĕме хатĕрленет. Пирĕншĕн ют мар медицина профессийĕ те. Атте пире темшĕн биологи-химие ыттисенчен те анлăрах вĕренмелле тесе явăçтаратчĕ. — Марина ыйтусене лăпкăн хуравлама тăрăшрĕ. Сассине хăпартас йăла халиччен те пулман унра.
— Эсир, каччăсем, балкон çине уçăлма тухасшăн мар пуль те, эпир кунта, хĕрсем, вăрттăн калаçса илер, — текелесе Светлана Ивановна икĕ шанчăклă арçыннине тепĕр пӳлĕме ăсатрĕ.
— Мариночка... — тарăннăн сывларĕ хĕрарăм. — Эсĕ мана питĕ килĕшрĕн: хитре, ăслă, чее, пĕр сăмахпа, пур енĕпе те пултаруллă. Анчах...
— Мĕншĕн ун пек каланине ăнланаймарăм эп...
— Санăн тарăннăн шухăшлама кирлех те мар — эс чи тĕппине çеç тăнла, — сăмаха тăсрĕ амăшĕ. — Эсĕ ăнлантăн ĕнтĕ — Сергей питĕ чаплă медицина династийĕнчен тухнă пултаруллă ача, ашшĕпе амăшĕн, аслашшĕн, мăн аслашшĕн сăваплă ĕçне тăсма тĕв тунă пулас медицина çăлтăрĕ. Эсĕ вара — ятарлă вăтам пĕлӳллĕ медицина сестри, ялтан тухнă сăрă шăши.
— ?!
— Ан кӳрен. Эпĕ — хам мĕн шухăшланине тӳррĕн калама хăнăхнă çын. Ман сăмахăм та, паллах, пурне те килĕшме пултараймасть. Ăнăçлă парти суйласа илнĕ эс хăвна валли. Маттур! Анчах эсĕ,ĕнен мана, ун романĕн геройĕ мар. Çапла, çапла. Ăна çутă пуласлăх кĕтет. Санăн вара ăна хавхалантарма сăнупа шĕвĕр сăмсусăр пуçне нимĕн те çук урăх. Ман ывăла вара хăйĕн пек пуян та аслă пĕлӳллĕ тухтăр кирлĕ.
— Светлана Ивановна, эсир ку çын малалла вĕренеймĕ тесе кăлăхах кулянатăр. Эпĕ те сирĕн пекех хисеплĕ тухтăр пулăп. Тата...тата çын пуянлăхне нихăçан та хапсăнман эп, ман хамăн та укçа ĕçлесе илме кирлĕ таран ăс-пуç, алă пур.
— Ан култар-ха, мĕнпе вĕренетĕн эс? Пирĕн укçапа-и? Çыпçăнма шутларăн апла. Пĕлетĕп эп медицина сестри миçе тенкĕ ĕçлесе илнине, — аслин пит-куçĕ улшăнма пуçларĕ, пĕр кăвакарса, пĕр шурса кайрĕ.
— Мĕншĕн вара? Манра çирĕпленнĕ вăй-халпа ăнтăлăва асăрхаймарăр пулас Эсир? Япăх шухăшласа питĕ йăнăшатăр. Хевтесĕр çын çумне çыпçăнма куршанак мар эпĕ, — Марина кайма тесе сумкине илчĕ.
— Лар, лар тетĕп сана. Итле, сарпике, ан çиллен, тен, кирлинчен ытларах вĕрилентĕм. Анчах ман ывăла чăнахах та телейлĕ тăвас тесен пăрăн эс ун пурнăç çулĕ çинчен. Пĕлетĕп ăна — йăнăшасси камăн та пулать-çке. Вăл вăхăтлăха çеç илемлĕ пикере йăпанчăк тупнине тавçăратăп-ха. Илĕртмелĕх сăну-пуçу, ураран ӳкерме пуççавăрттармăш кăвак куçу, киленсе ыталамашкăн çинçе пилĕкӳ пур. Арçынсем вĕсем чиперрисемпе якăлтатма тесен пурте ăста. Сирĕн вырăн çинче ун-кун пекки нимĕн те пулман пуль? Ман ача хитре хĕрсене юратсан та пуçне çухатсах кăмăл-туйăмне ирĕке яракан марччĕ-ха.
— Эсир ытлашшине калаçатăр. Ман кунта пĕр çеккунт та тăрас килмест урăх. Виçесĕр тиркешсе пĕр сăлтавсăрах тапăннине те итлес килмест, — Марина кайма тесе ури çине тăчĕ.
— Мариночка, ăнлан. Сан валли те малашне хăвна юрăхлă çынах тупăнĕ-ха, ăрăмунтан хăтар ман ывăла — куç урăх пульницана. Уйăхрах манĕ вăл сана та, иксĕр хушшăрта тĕвĕленнĕ туйăма та. Тархаслатăп! Унсăрăн... Унсăрăн! Манран пехил пулмасть сире!
— Эсир мĕншĕн ывăлунтан хăйĕнчен ыйтмастăр пирĕн пирки? Сергей амăшĕн кĕпинчен тытăнса тăракан ача пек туйăнмастчĕ мана. Халиччен эп ăна — ирĕклĕ, мăнаçлă çын тенĕччĕ. Сывă юлăр,-терĕ те Марина юхса аннă куççульне шăлмасăрах хваттертен чупса тухса кайрĕ. Тăварлă куççулĕ вара юхрĕ те юхрĕ...
— Анне, Марина, сирĕн калуçу тем вăраха кайрĕ... Ним те ăнланмастăп, чиперех калаçса юлтăр-çке. Ăçта ман савни? — хваттер тăрăх ăнăçсăрах чупса çаврăннă Сергей кăмăлĕ пăсăлчĕ. Маринăна амăшĕпе хăварнăшăн тарăхрĕ вăл. Ăшă тумне илмесĕрех урамалла чупса тухса кайрĕ.
...Марина Колесникова Сарă ту медицина институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Интернатура та çак илемлĕ хуларах пĕтерчĕ вăл. Аслă шкулта пĕлӳ илнĕ хушăра ултă çул хушши каçсерен васкавлă медицина пулăшăвне паракан станцире ĕçлерĕ, чирлисем патне машинăпа васкаварлăн тухса çӳрекен тухтăрта вăй хучĕ. Сергее манайманнипе малтанлăха никампа та пурнăçне тĕвĕлесшĕн пулмарĕ пике. Савнийĕ те ăна вăрах хушă манаймарĕ. Каçсерен чунĕ пăрланса çитсе вĕри куççульпе йĕрсен те Марина кăмăлĕ çаврăнмарĕ, амăшĕ çине тарăхнине ирттерсе яраймарĕ вăл. Малтанласа çамрăк тухтăр хĕр пурăнакан общежитири пӳлĕм алăкне куллен киле-киле шаккатчĕ. Анчах та каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн. Мĕнле пурнăç вăл тата амăшĕн пехилĕсĕр? Каярах ашшĕ-амăшĕ хистенипе хăйĕнпе варлă пулнă çын çемье тусĕсен хĕрне качча илнĕ, амăшне тавăрас тесе пуçĕпех медицинăран кайнă тенине илтнĕччĕ Марина. Усламçă пулса тăрсан та чăваш пикине манайман арçын. Шел, çамрăклах сарăмсăр машинипе аварие лексе вилнĕ...
— Хĕрĕхре тăвансен çывăхнерех пулас тесе Чĕмпĕре куçса килтĕм. Ытахальтен çав хушăра нимĕн те, никам та тытса тăракан пулман мана унта. Юлташ хĕрĕн Ксюшăн хăйĕн çемйиччĕ, вĕсем çеç хурланса юлчĕç эп кайсан. Пĕрле вĕреннĕскер Сарă ту медицина центрĕнче чĕре тухтăрĕнче вăй хурать. Эпĕ паян пульницара терапевт пулса тăрмашатăп. Хăшĕсем каялла çаврăнса пăхмасăр тараççĕ медицинăран, эпĕ вара хам ĕçе вилесле юрататăп. Пуçĕпех парăннă тесен те йăнăшмастăп. Сиплев çурчĕ маншăн пурнăç та, çăлăнăç та, йăпанăç та пулса тăчĕ. Чирлисем те мана хаклаççĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр тимлĕхе ăшă туйăмпах тавăраççĕ. Халĕ шăпах Ксения патĕнчен кĕске командировкăран таврăнатăп. Пĕлĕве ӳстерме хам вĕреннĕ института каймалла пулчĕ. Юрĕ ĕнтĕ — чыса та пĕлмелле. Хам çинчен кала-кала сире йăлăхтарсах çитертĕм пулас эп, — Марина пуйăсра паллашнă хĕрарăм çулташĕ çине хăюсăр пăхрĕ.
— Шел, ман кĕçех тухмалла. Сирĕнпе калаçса епле çитнине те сисмен. Сирĕн пуплевĕр чуна та, чĕрене сиплет пулас, — терĕ вăл. Сăмахĕсем тунсăхлăн илтĕнчĕç. — Марина Григорьевна, нивушлĕ Сарă ту хулинче сирĕн кăмăлăра каякан пĕр йĕркеллĕ каччă та пулман? Сирĕн Турă панă сăнăр илемĕпе, ман шутпа, такама та çавăрма пулнă пек туйăнать. Е пурин çине те тиркевлĕ куçпа пăхнă-и Эсир? Каçарăр та, тиркекене тирĕк тĕпĕ лекет тет. Тен, Сергее манайман?
— Каччăсем пулнă паллах, мĕншĕн пулман? Çамрăклăх вăл хăй — илемлĕ. Сарă ту хулинче аслă шкулсем нумайччĕ. Вĕсенчен пĕринче çар факультетĕнче вĕренекен яшсем пит илĕртӳллĕ те чăрсăрччĕ. Пире, медицина институтĕнче вĕренекен пикесене пĕрре мар вĕсем ташă каçĕнчен ăсатса янă. Вĕсен хушшинче Атăл тăрăхĕнчи нимĕç йĕкĕчĕ те, ман çинчен куçне илме пĕлменскер, пурччĕ. Пĕррехинче Çĕнĕ çул балĕнче мана вăтанчăк та йăрăс пӳллĕ, сăнĕпе чипер еврей каччи куç хывнăччĕ. Вăл Сарă тури юридици институтĕнче вĕренетчĕ. Тĕлĕнмелле, анчах та шăп та шай вăл ман çывăх юлташа килĕшсе кайнине пĕлтĕм. Софья каçсерен йĕретчĕ. Унăн та телейлĕ пулас килетчĕ паллах. Туслăх ячĕпе ыйтатăп, паянах хăвала Роберта хăв çумăнтан тесе чĕркуçленсе йăлăнчĕ. «Тархасшăн, Турăшăн! Ун чĕрине парăнтарма пултарайсан — вăл санăн!»-терĕм. Халь кулас та килет. Вĕсем чăнах та пĕрлешрĕç. Анчах та телейĕ вăраха пыман пулмалла. Вăйпа никама та юраттараймăн. Чĕрене хушма та çук.
— Турă çырни пĕрре çеç пулать вăл.
— Çапла çав. Анчах та ман яланах хамран ытла юлташ хĕрĕсене телейлĕ тăвас килетчĕ. Эп хăвăрт килĕшсе парăнаттăм. Хам вара ялан ĕçпе йăпаннă. Пурнăçа тытса тăмалла-çке-ха мĕнпе те пулин. Юратнă çемьене, киле васкамалла мар пулсан çав юратăва тухтăр ĕçне пама тăрăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче çыхнă, тĕрленĕ.
— Хăвăр вара? Нивушлĕ юратусăр пурнăçа хăнăхма пулать ăна? Каçхи юратуллă каçсене эпĕ хам, сăмахран, нимĕнле йăпатмăш ĕçпе те улăштарман пулăттăм. Упăшкан вăйлă алли, хĕрӳ тутти, вĕри сăмахĕсем...
— Мехел çитсен эпĕ те хамăн юратăва тĕл пулăп-ха. Шанăçа çухатма кирлех-ши? Çулталăкран аллă çеç тултаратăп-ха.
— Каçар та мана, çулташăм. Анчах та ăçта-ха вĕсем шур лаша утланса çӳрекен Улăпсемпе принцсем? Эпир санпа çаранта ӳсекен чечексем те, тин пиçнĕ çырласем те мар текех. Пуç çинче ав шурă çӳçсем те курăнкалаççĕ. Ан çиллен. Пирĕн çул-ӳсĕмрисем — аваннисем пурте авланнă, мăшăрлă; çамрăкла хĕрсене тиркенĕ ват хусахсем халь хăйсем кама кирлĕ? Çӳреççĕ ял-хула урамĕсемпе сулланса, йытă хăваласа. Черкке тĕпне пăхкалама та вăтанмаççĕ.
— Ан кулян. Сывлăх пуринчен хаклă. Сывлăх пулсан пурте пулать тетчĕ анне.
— Ну чипер, тантăшăм. Пур кăмăлтан, чун-чĕререн телей сунатăп сана...
— Салам, сирĕн купене мана проводница ячĕ, эп халиччен ларса пыраканнинче çемье вырнаçнă. Ачи вĕçĕмсĕр макăрать вĕсен. Ман вара ыран Мелекесе çитсенех пушар хуралне ĕçе тухас пулать. Эпĕ ĕçлĕ командировкăран таврăнатăп. Мишша, Михаил ятлă, — аллине Марина еннелле тăсрĕ хăйĕнпе пĕр çулалли арçын.
— Тархасшăн, эсир мана пĕртте кансĕрлеместĕр. Эпĕ сире чăрмантармăп, тата эп сиртен маларах та тухатăп, Чĕмпĕре çити каятăп, — терĕ тухтăр алă парса...
— Чипер çитĕр, çулташăм. Ăнăçусем Сире! — Марина тухма хатĕрленсе чăматанне йăтасшăн пулчĕ.
— Хамах, хамах, тăхтăр-ха,сире ăсатма тухасшăн эп, — Мишша ручкăпа хут кăларса хăйĕн телефонне çырчĕ, чĕркеме туххăмрах Чĕмпĕрте пурăнакан кăвак куçлă чăваш пикине тыттарчĕ. — Вăхăт тупсан шăнкăравлаймăр-ши ман пата? Каçсерен кичемлĕх, тунсăх пусса çитерет... Сирĕнпе чăвашла калаçса хама йăпатăттăм.
— Шăнкăравлăп эппин, — Марина чун-чĕринче пуçласа чăн юрату йăшăлтатнине, хăйĕн умĕнче çирĕм пилĕк çул ытла кĕтнĕ пулас мăшăрĕ тăнине ăнланчĕ...