Анлă коридорсем, шавлă класс, çывăх юлташсем, хаклă учительсем…
Çулсем иртĕç, эпир çитĕнĕпĕр, тĕнче улшăнĕ, анчах та шкул яланлăхах пирĕн асра юлĕ.
Çĕр çинче шкул пурнăçĕ çинчен начарпа аса илекен çук та пулĕ. Кашни çын шкул витĕр тухнă. Вĕсене пурне те вĕрентекен пурнăç çулĕ çине тăратнă: вулама, çырма, шутлама тирпейлĕ те сăпайлă пулма. Унсăр чаплă профессорсем те, ăста тухтăрсем те, паллă сăвăçсемпе артистсем те, космонавтсемпе Президентсем те ӳсеймен пулĕччĕç.
Вĕрентекен тесенех аслă тĕнчен пур илемне-сăнлăхне пĕрлештерекен хĕвел евĕр çутă та илемлĕ сăнар куç умне ăшшăн тухса тăрать. Унра йăлт пур тĕлĕнмелле çепĕçлĕхпе ăшă сапса тăракан савăклăх та, ырă кăмăллă тараватлăх та, юратнă вĕренекенсем кунсерен ăса çирĕп те тарăн пĕлӳ хывччăр тесе çунса тăни, таса çăл куç евĕр тапса тăракан пултарулăх та, ачаш та çепĕç тĕссен асамлă ялтăравĕ те…
Эпĕ Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта вĕренетĕп. Çак шкулти пур вĕрентекен те мана килĕшеççĕ. Шкул та вĕсене пула районта пысăк шайра тăрать. Çавăнпа та шухăш тĕввине тав сăмахĕсемпе пуçлас килет.Тав тăвас çынсем вĕсем — мана ăспа пĕлӳ паракансем: пĕрремĕш учитель, класс ертӳçи, аслă класра тĕрлĕ предметсене вĕрентекенсем тата çав учитель, камран эпĕ пурнăçра тĕслĕх илетĕп.
Пĕрремĕш учитель! Ǎна ĕмĕрне те манас çук. Акă вăл сана анне пекех çепĕççĕн алăран çавăтса класа илсе кĕрет, парта хушшине лартать, пĕчĕк пӳрнесене пĕрле çирĕп тытса сас паллисене тĕрĕс те илемлĕ çырма хăнăхтарать. Ку вăл яланах хаваслă сăн-питлĕ Галина Валентиновна.
Шкулти иккĕмĕш çын вăл, хăшĕн умĕнче эпĕ яланах парăмра, класс етӳçи — Григорьева Н.В.. Унăн сăн-сăпачĕ яланах куç умĕнче, вăл яланах çумра. Тепĕр чух çывăх çынсем парса çитереймен чун ăшшине те парать вăл. Атте-анне вырăнне те çирĕппĕн асăрхаттарма пĕлет: ыррине çеç сунакан, ăс-тăн парса пурăнма вĕрентекен, тăван çĕре юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтаракан. Ырă вăрлăх акакан çеç мар, ăна ӳсме çĕрне хатĕрлекен те вăлах. Ача мăнле пуласси класс ертӳçи мĕнле пулнинчен те нумай килет тенипе кам килĕшмĕ.
Çĕнĕ шкул мар, лайăх вĕрентекен шырамалла тенине те илтме пулать хăш-пĕр чух. Ку сăмахсем пачах пирĕн шкулти ĕçченсем çинчен, мана 5-мĕш класран пуçласа вăрентекенсем пирки калаçу пырать.Тав тăвас çынсене хăçан та пулсан çакăнти учитель çинчен çырнă сăмахсене калайăп-и, çук-и, апла пулин те, нумай шкул ачисем манпа пĕр кăмăллă пулнине шанса тăратăп. Ачасене интереслентерсе, кашнин чунĕ патне çул тупма пултарас ăсталăх пысăк вĕсен. Кунсерен хама кирлине, усăллине, кăсăклине тем чухлех тупатăп. Кашнин сăмахĕсене тимлĕн итлеме тăрăшатăп.
Шкулти тепĕр вĕрентекен вара вăл маншăн тĕслĕх, хăшĕнчен эпĕ хама кирлине илсе пурнăçа çав çулпах утса тухма тăрăшатăп. Сăмах кунта нумай çул хушши директор çумĕнче вĕрентӳпе методика енчен пулăшакан пулса ĕçленĕ Журавлева Антонина Николаевна çинчен пырать. Вăлах манăн инке пулать. Тен, çавăнпа эпĕ ăна çывăха хуратăп.
Вĕрентекенĕн профессийĕ анлăшĕпе, тĕрлĕ енлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вăл аслă пĕлӳ, диплом илнĕ çын тенине кăна пĕлтермест. Учитель профессине кирек кам та алла илме пултарсан та унран мĕнле специалист пуласси пĕлӳрен çеç мар, çынран хăйĕнчен килет. Мĕн хаклатăп-ха эпĕ Антонина Николаевнара, мĕне кура манăн ун евĕр пулас килет? Тупсăмĕ вара çакăнта — вăл ачасене сасă кăлармасăр, ятламасăр итлеттерме , вĕсен кăмăлне уçма, пĕтĕмпех хăйне кирлĕ пек çавăрттарса яма пĕлнинче.
Вăл хăйне евĕр педагог, унран вĕренмелли те нумай. Антонина Николаевна ачасемпе ĕçлеме Алешкин-Саплăкри вăтам шкулта тытăннă. Теччĕри педагогика училищинче вĕреннĕ хыççăн çак шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентнĕ, каярах вара, Шупашкарта аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн, пултарулăхне кура директор çумĕнче вĕрентӳпе методика енчен пулăшакан ĕç вырăнне шанса параççĕ. Шкул коллективĕнче те ырă ятлă вăл. Пуринпе те лăпкăн калаçать. Çав вăхăтрах сăмахĕсем унăн витĕмлĕ, тарăн шухăшлă. Тен, çавăнпа-и, уçă кăмăллă та пур çĕре те çитме ĕлкĕрекенскере, пурте ырăпа çеç асăнаççĕ, ун сăмахĕсенчен иртмеççĕ. Хăйĕн ĕçне Антонина Николаевна чунĕпе парăнни тӳрех курăнать. Кашни вĕренекенпе кăмăллă калаçать вăл, юратса ăс парать. Çав таранччен пухнă ăс-хакăла, ăсталăхне пĕр шелсĕр валеçет, сапалать, ачасен чунне ыррине кăна хывма тăрăшать. Килне те каç кӳлĕм çеç таврăнать, пушă вăхăчĕ пачах çук темелле. Апла пулин те, тутлă ыйхине татса çак тĕлĕнмелле кăткăс ĕçе пуçăнса чунне парса ĕçлет вăл.
Шкул пурнăçне çĕнĕрен çĕнĕ технологисем кĕрсе пыраççĕ. Антонина Николаевна ĕçтенĕшсем валли те тăтăшах семинарсем, уçă уроксем, çавра сĕтелсем ирттерет, пултаруллă педагог, республикăри пултарулăх конкурсĕсене, олимпиадăсене йĕркелес ĕçе те хутшăнать. Çакăн пек пултăклă вĕрентекенсем пур Саплăк шкулĕнче.
Учитель! Кашнине юратса ăс-тăн паратăн, ырри енне туртăнма, Тăван çĕр-шыва юратма, темĕн тепĕр ăсталама, юрлама, ташлама, пурăнма — вĕрентсе çул пиллетĕн. Ырă çимĕçе çĕр ĕçченĕ пек темиçе уйăхранах пуçтарса илейместĕн пулин те ăс-хакăл, ăсталăх çӳпçинчи пуянлăха ачасене пĕр шеллемесĕр валеçетĕн. Мĕншĕн тесен çĕр çине пуласлăхшăн ĕçлеме килнине пĕлетĕн. Йывăр та пархатарлă, сăваплă ĕçӳпе этемлĕхе, пурнăçа аталантаратăн.
Паянхи шкул Санран тата çирĕпрех ыйтать, ĕçĕ те кăткăсланса яваплăху ӳссех пырать. Анчах эсĕ малаллах талпăнатăн, ыттисем валли çул уçса хăв хыççăн çамрăк ăрăва ертсе пыратăн. Шанать сана тĕнче, санран çитĕнӳсем кĕтет.
Тавах сана Вĕрентекен, пуриншĕн те тав!