Телей чечек мар, çаран çинче ӳсмест.
Халăх каларăшĕ.
Хальхи пек астăватăп çак куна. Урамра лапка-лапка шур юр çăвать. Ытарма çук хитре кун. Эпĕ урамра çунашкапа ярăнакан тантăшсем çине чӳречерен ăмсанса пăхса ларатăп. Шухăш-ĕмĕтĕмпе хам та вĕсемпе пĕрлех. Тухăттăм, ыйтсан анне те кăларатех ĕнтĕ, анчах кăçатă йĕпе. Ниçта типĕтме те çук ăна. Ĕнер каç тимĕр кăмака çумне тăратса хунăскер çĕр-каçа та типеймен вăл. Ăшăрах хутма май çук — анне вуттине перекетлесе тыткалать. Епле те пулин хĕл каçма çитермелле-çке вут-шанка.
Анне кунĕпех тĕпелте. Вăл Çĕнĕ çул сĕтелĕ хатĕрлет. Каскалать, плита çинче тем пĕçерет. Эп пĕлетĕп-ха, çепĕç çыннăм, пур-çукран та тутлине ăсталама пĕлет. Аттепе иксĕмĕре юрас тесе иртенпех ăшталанать. Нӳхрепри шетникрен тăварланă хăярпа купăста, чие варенийĕ илсе тухнă. Акă лутра маччаллă пысăках мар пӳлĕме шаркку шăрши сарăлчĕ. Сăмсана тӳсме çук кăтăклать вăл. Суханпа какай шăршипе киленетĕп. Ирхине çĕр улмипе, уйранпа чĕре сури тунăскерĕн ун техĕмне чăтма пит йывăр. Çав тери çиес килет. Хырăмра тем каса-каса каять.
Юлашки вăхăтра анне кулма та пăрахрĕ. Ялан кичем те салху вăл. Эпĕ ăна, пĕчĕккĕ те чĕрĕ хĕрача, кашнинчех култарма хăтланатăп. Пуçĕ ан ыраттăр тетĕп. Анчах та кашнинчех хуйхине мантарма манăн та, «сарă хĕвĕлĕн», май килмест çав. Каçсерен йĕрет вăл. Манран çавна пытарас тесе саппунĕпе питне хупласа макăрсан та сисетĕп. Вĕри куççульпе çăвăннине те куратăп. Атте каçпа киле таврăнмасан кашнинчех малтан мана, пысăк куçлă вăр-вар хĕрачине ыталаса йĕрет, эп тĕлĕрсе кайсан — минтере тытса ĕсĕклет.
Хальхинче те ак аннене хам çине пăхтарма хăтланатăп. Чӳрече янаххи çинех хăпарса ташлатăп.
— Тутлă шарккăвне пăртак та пулин тутанса курасчĕ, — тетĕп. — Çур кашăк çеç турилкке çине хурса парсамччĕ, — йăлăнанçи пулатăп. Çинех тăратăп. Анчах та анне хăнк та тумасть.
— Тăхта, сарпикеçĕм. Чăт пăртак, — ирĕксĕррĕн йăл кулать вăл. — Ман веçех хатĕр. Кĕçех ларатпăр.
Мĕн сăлтавпа татах та тăхтамаллине ăнланатăп-ха эпĕ. Вăл чунĕнчен, чĕринчен атте ĕçрен килессе кĕтет. Эпĕ те, аннен кăçукĕ, хырăм хыр тăрне кармашсан та чăтатăпах. Çепĕç алăллă, сенкер куçлă тăванăмăн кăмăл-туйăмĕ çеç ан кичемлентĕр.
Куна каç сĕмĕ çапма пуçласан анне темиçе хутчен те чӳречерен пыра-пыра пăхрĕ. Тутине пĕветрĕ хăй. Пĕчĕк кăранташпа куç харшине хуратрĕ. Вăрăм çӳçне икĕ çивĕт туса пуçĕ çине çавăрса хучĕ. Пăхатăп та ун çине ытараймастăп: мĕнлерех чечен вăл.
— Эсĕ те тумлан, чиперук. Васкар. Кĕçех аçу та килет пуль. Ăçтаччĕ-ха сан илемлĕ хĕрлĕ кĕпӳ? Аçупа иксĕмĕр туяннă сарă пушмаку? Çӳçне ак кăвак хăюпа илемлĕн çыхса хурар, — куç кĕски çине уртса янă хăйăва шуранка аллипе асăрхануллăн илчĕ. — Пăх-ха мăшăр куçу тĕслех вăл. Илемлĕ пике ӳсет пирĕн. Телейӳ кăна пултăр, хĕрĕм.
Анне тĕпелти Турăш кĕтесси тĕлнелле пăрăнса ал тутрийĕпе куçне шăлчĕ. Хăй çине хĕрес хурса Аслă Пӳлĕхçĕрен пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ валли телей ыйтрĕ.
Хырăм выççи те ирте пуçларĕ. Халь иккĕн тан хуралта чӳрече тĕлĕнчен кайма пĕлмесĕр тăратпăр. Сасартăк анне тӳрленсе тăчĕ. Вăл сывлама пăрахрĕ тейĕн. Кăкăрĕ çинчи капăрлăхне аллипе юсарĕ, шурă кĕпине якатрĕ. Ман умра тăракан ытарма çук чечен çамрăк хĕрарăм куçĕ йăлтăртатма пуçланинченех кĕçех пӳрте атте кĕрсе тăрасса тавçăртăм.
Алăк яри уçăлчĕ те пӳрте пăр пек сивĕ çын вирхĕнсе кĕчĕ. Атте яланхиллех кăмăлсăр. Сăн-пичĕ усал. Çут тĕнче çине йĕрĕнсе пăхакан хĕсĕк куçĕ хаярлăхпа тулнă.
— Пăрăн-ха, — терĕ вăл тинех шаркку çиме вăхăт çитнипе савăннă хĕрне айккине сирсе.
Сывлăх сунма та манчĕ иккен атте. Ăна кунĕпе уйăх пек, хĕвел пек кĕтекен арăмне ыталаса пит çăмартинчен те пулин чуп тума шутламарĕ атте. Кĕтесре тăлăххăн тăракан шкап тĕлне кирза аттине хывмасăрах васкаса утса пычĕ те тирпейлĕн чĕркесе хунă япаласене тустарса тем шырама пуçларĕ. Хăйне тата темччен пушă çурта пырса кĕнĕ пек тыткалĕччĕ-и, тен, анне сăмах хушман пулсан:
— Якку, ара кайран та шырама пулмĕччĕ-и? Çĕнĕ çул каç тăхăнмалли тумтирӳ ав хыçлă пукан çинче çакăнса тăрать. Эпĕ сан валли ав çĕнĕ кĕпе туянтăм. Тăхăнса пăх-ха. Сана симĕс тĕс каймалла. Капашне пĕлсех илейрĕм-ши? — хыпăнса ӳкнĕ анне мăшăрĕ йĕри-тавра ăшталанать. — Сĕтел хушшине ларар. Çĕнĕ çул урхамахсемпе тапăртатса килсе кĕриччен вăхăт нумай та юлмарĕ. Çуртасене çутар. Ман веçех хатĕр. Шаркку пиçнĕ, виçĕ тĕрлĕ салат каскаларăм. Компот вĕретрĕм. Хĕрлĕ эрех те пур. Эс юратаканнине ятнех туянтăм. Пĕчĕк Наталипе иксĕмĕр сана кĕтсе ывăнтăмăр. Тинех ак кĕтсе илтĕмĕр. Çак хушăра хырăмсем пирĕн хыр тăрринех кайрĕç пулмалла.
Атте чĕкеç пек чĕвĕлтетекен аннене пĕр хушă сăмах-мĕн чĕнмесĕр лăпкăн тăнласа тăчĕ. Итленĕçемĕн сăнĕ кăмăлсăрланса, сӳрĕкленсе пычĕ унăн.
— Çитĕ лăркаса, ларăр та çийĕр. Ман каймалли пур-ха, — кăшкăрчĕ вăл.
Эпĕ хăранипе шурса кайнă анне çумне тĕршĕнтĕм. Ман, айванскерĕн, тĕнчери чи çывăх та ырă, çепĕç çыннăма аттерен хӳтĕлес килсе кайрĕ. Пĕчĕк пӳрнесене чăмăра пухрăм.
— Мĕнле капла, капăр чăрăш уявĕ-çке — Çĕнĕ çул?! Çемйӳ вара? Паянхи каç ун тулашĕнче мĕнле ĕçсем пулччĕр? — сасси чĕтрерĕ ун.
— Мансăр уявлăр тенĕ сана! Мĕнле йăла вăл — тархасласси? Çак каç пĕрле, юнашар пулмалла тесе ăçта çырнă ăна? Çемьепе сĕтел хушшине лармасăр килмест-им вăл — Çĕнĕ çул тени? «Апат çийĕпĕр», «компот вĕретрĕм» тет тата? Тьфу. Вçо, ман каймалла, — çăварне пăрса йĕрĕнчĕклĕн калаçрĕ вăл. Шыранă япалине тупрĕ курăнать: алăк патнелле вирхĕнчĕ. Аллинчи шупка пусмапа чĕркенĕ тĕркине тем хаклă япала пек çумне пăчăртанă.
Унччен те пулмарĕ — анне мана майĕпен вĕçертрĕ те атте умне чупса пырса чĕркуçленсе ларчĕ:
— Йăлăнатăп сана, тархасшăн, паянхи каç ниçта та ан кайсам, ӳкĕтлетĕп, пăрахса ан кай пире хĕрпе иксĕмĕре çак сивĕ тĕттĕм хваттерте. Мĕнле тăнламастăн — эс юнашар пулсан çуртра та çутă. Сансăр вара çут тĕнче хăйĕн тĕсне çухатнăн туйăнать. Якку, юрататăп эп сана, — куçĕнчен куççулĕ лӳшкерĕ ун. — Хăв тата çартан Афган çĕрĕ çинчен сывă таврăнсан «юрататăп, эс çеç мана кирлĕ, сансăр пурăнаймастăп, ĕмĕр пĕрле пулăпăр» теместĕн-и-ха? Халь ăçта кайса çухалнă çав туйăм? Мĕншĕн çак хĕрӳлĕх ир сӳннĕ?
— Тăр уру çине. Мĕнле юрату пирки калатăн эс, ăçтиçук? Эс мĕн юратма пĕлекен çын-и? Мĕн пĕлетĕн эс юрату çинчен? Йĕр, тата йĕр, ухмах. Сан куççулӳ кăна çитместчĕ паян, — урипе тапса уçрĕ вăл йывăç алăка.
Леш чутах хăпсинчен тухса ӳкетчĕ. Хытă хупнипе эпир аннепе тăрăшса хитрелетнĕ хăш-пĕр теттесем те елка çинчен ӳкрĕç.
— Ун пек каласа ан хăртнă пул, ан суй. Сана нимĕнле майра та ман пек хĕрӳлĕхпе юратаймасть, — хӳхлеме пăрахаймасть анне.
Кукленсе ларнă аннене йăпатас тесе пуçĕнчен çемçе пӳрнемсемпе ачашлатăп эпĕ. Атте килтен тухса кайни манра хавхалану, шанăç çуратрĕ. Каçĕ те тинех уяв каçĕ пек туйăнса кайрĕ.
— Анне, аннеçĕм, ан йĕр, атя халь иксĕмĕр ларса çиетпĕр, ав чăрăш çинчи теттесене çĕнĕрен илемлетме пуçлăпăр. Эсĕ çеç ан йĕр. Мĕнпе йăпатас-ха ман сана? Мĕн ыратнине кăтартсам. Эпĕ ăна хайхи иплĕ-сиплĕ асамлă маçпа сĕрсе ярам. Астăватăн-и, ман алăри пӳрне шыçнăччĕ. Эс ăна шкапри им-çампа туххăмрах эмеллерĕн. «Ку маçĕн асамĕ пысăк, тӳрех сиплет», — терĕн. Паян, аннеçĕм, сан суранна унпа сыватăпăр. Атя, çиер, тăр. Унсăрăн чирлесе кайăн.
Çут тĕнчери чи çывăх çыннăм йăл кулнă пек туса урайĕнчен çĕкленчĕ. Шутлайнă-и-ха эп ун чухне, пĕчĕкскер, чĕре суранне сиплемелли эмеле халиччен те шутласа кăларайманни пирки.
* * *
Çав тивлетсĕр каç хыççăн аттепе анне хутшăнăвĕсем урăх йĕркеленеймерĕç. «Каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн»,-теççĕ халăхра. Анчах та уйрăлнă хыççăн нуши-терчĕ пире, аннепе иксĕмĕре, тата та ытларах çыпăçрĕ пулас. Аслисем хуламăр айккинчи çырмаллă урамра вырнаçнă ахаль те кивĕ çурта икĕ пая пайларĕç. Тепĕр алăк касрĕç. Чăлан евĕр тайлăк та хĕсĕк пĕлĕмĕ арăмĕпе хĕрне тивĕçрĕ, пысăкраххи, ăшăраххи — çĕнĕ арăмĕпе аттене. Килĕштерсе пурăнайман вăхăтсенче атте хутран-ситрен те пулин çемйине укçа паркалатчĕ, апат-çимĕç туянатчĕ пулсан, халь мĕнпур инкекĕ пĕр анне çине тиенчĕ. Тăкаксене саплаштарас тесе анне ик-виç çĕрте ĕçлетчĕ. Çамрăклах чирлесе кайсан та мана малтан шкултан, унтан училищĕрен вĕрентсе кăларма хевте çитерчĕ. Эпĕ, ачаранах ӳкерӳ шкулне çӳренĕскер, пултаруллă художник ята тивĕçме ĕмĕтленсе пурăнтăм. Çамрăклах завода ĕçе вырнаçрăм, тĕрлĕ куравсем йĕркелесе илемлетекенте — оформительте тăрăшрăм. Атте çак хушăра виç-тăват арăм та улăштарчĕ пуль. Хутран-ситрен куркалаттăм ăна. Вăйпитти те патвар пӳ-силлĕскер ир пĕкĕрĕлме, ватăлма пуçларĕ. Мана курсан куçне тартатчĕ вăл. Пăхма именетчĕ.
Пĕр ирхине çапла çухату пирки систерекен хыпар вăратрĕ, аçа çапнă пек пулчĕ — кӳршĕре пурăнакан аттене инфаркт пулнă-мĕн. Кая юлса чĕннĕ пирки тухтăрсем çăлса хăварайман ăна. Хыçри стенана çеç шаккамалла пулнă та вĕт. Анне те пĕр ăнах, ăнман упăшкине, юратсах, асаплансах усал чирпе чирлесе кайрĕ. Хаклă çыннăма пур майсемпе йăпатма тăрăшаттăм, шеллеттĕм пулсан та упраса çитереймерĕм. Çур çул хушшинчех хăр тăлăх тăрса юлтăм.
Мана упракан пирĕшти, хаклă аннеçĕм, вилсен çăмăлттайла ир качча кайрăм. Пĕррехинче заводри пĕр хĕр, те профкомран терĕ вăл, мана хамăр хулари çамрăксен театрне йыхравларĕ. Ытлашши билет юлнă терĕ. Килĕшрĕм. Спектакль те аптрамастчĕ пек. Курса киленнĕ хыççăн килелле уттартăм. Халь пĕчченçи çырма хĕрринче лăстăркка ват хурама пек пĕччен ларакан çурта мар ĕнтĕ, хамăн икĕ пӳлĕмлĕ хваттере çул тытрăм. Аттепе анне вилнĕ хыççăнах пирĕн çурт «Кивĕ, çĕрĕшнĕ çурт-йĕр» çĕнйĕркелĕве лексе мана икĕ пӳлĕмлĕ пысăках мар хваттер пачĕç. Шел, анне çак куна кураймарĕ. Ялан сивĕре тата тĕттĕмре пурăннă тăванăм чĕрине кун каçах хĕвел шевлисем вылякан пӳлĕмсем ăшăтнă, савăнтарнă пулĕччĕç. Пĕчченлĕхе хăнăхаймарăм эпĕ те. Чĕре юратушăн, çепĕçлĕхшĕн тăвăлчĕ.
Хамăн пулас упăшкана театрта тĕл пултăм. Спектакль хыççăн киле васкатăп. Хыçалтан пĕр çамрăк хăваласа çитрĕ. Пуçа çĕклесе пăхрăм та — спектакльте сцена çине хутран-ситрен тухса вылякан артистсенчен çамрăкраххи иккен.
Илемлĕ çепĕç сăмахсем ман чĕреме ирĕлтерчĕç пулас. Çирĕм çул тултаричченех качча сиксе тухрăм. Анчах та мĕнле юрас тесен те ăçтиçук арăм ятне илтнисĕр пуçне ним ыррине те курмарăм. Артист упăшка апат çиме, канма юратнине туй каçĕнчех ăнланса илтĕм. Хваттер янтă, сĕтелĕ-пуканĕ çĕнех мар пулсан та — пур. Куллен тутлă апат ыйтать. Кил хушшинче арăмне пулăшасси, пилĕк авасси пирки тĕлĕкĕнче те тĕлленмест. Килте чухне куллен диван ăшăтать вăл, репетици тăвать.
Ăна та чăтма пулĕччĕ-и, тен. Упăшка каçсерен спектакльсенчен кая юлса таврăнма пуçларĕ. Кашнинчех мĕнле те пулин сăлтав пур унăн. Малтанхи вăхăтра упăшкана юрас тесе çĕрĕ-çĕрĕпе пĕçереттĕм, кĕпе-йĕм çăваттăм, çурта тирпейлеттĕм. Ун кĕпи-шăлаварне якататтăм. Ахаль те çинçешке, шуранка çамрăк хĕрарăмран шăмăпа тир çеç юлчĕ. Пуç çаврăннипе асар-писер тăмана лекнĕ евĕр тайăла-тайăла каятăп.
Пĕррехинче заводран каярах юлса таврăнтăм. Уяв валли ӳкермелли-çырмалли тивĕçсем нумайланса кайнăччĕ. Çăра уççипе уçса майĕпен кĕретĕп çапла. Хам ĕшеннипе аран-аран ура çинче тытăнса тăратăп. Вăйлăрах çил вĕрсен кайса ӳкетĕп пуль. Килелле пĕр урапа пусрăм çеç — хăлхана тăрлавсăр, çыпăçусăр сăмах купи пырса çапрĕ. Кухньăран ют арçынсем калаçни илтĕнет. Шавлăн пуплеççĕ хĕрĕнкĕскерсем.
— Сан арăму ăçта? Тем халь те курăнмасть, — тет хулăн сасăлли.
— Ăçта, ăçта? Ман ăçтиçук заводран килмен-ха вăл. Ĕçлет, понимаешь, — лĕпĕртетет «хӳтĕлевçĕ» .
Сасси тăрăх упăшка самаях хĕрĕнкине сисетĕп.
— Ав мĕн? Ăнăçусăр упăшкине тăрантармалла-çке унăн, мăнтарăнскерĕн. Хе-хе-хе. Кунта эс хăвăн сцена çинчи тĕп рольне кунран-кун лăркаса кĕтсе пурăнатăн — вăл иртен пуçласа каçчен «сухалать» апла, пашет, — парăнмасть мăн сасăлли.
— Хĕрарăм вăл мĕн валли кирлĕ тетĕн? Апат пĕçертĕр, чăлха-нуски çыхтăр, упăшкине юраттăр… юрайтăр.
— Санăн вара мĕн тумалла? Тĕп тивĕçӳ мĕнле?
— Эп — артист. Мана рольсемшĕн юратаççĕ, сума сăваççĕ, пуç çапаççĕ. Çапла çеç-и? Хĕрарăмсем хыçран чупаççĕ. Хăйсемех мăйран çакăнаççĕ вĕсем. Умра аслă рольсем кĕтеççĕ: Айтар, Тăхтаман... — хĕрсе-хĕрсе пырать упăшка.
— Айтар!.. Каларăн та. Ан култар-ха чăхха. Автан тесшĕн марччĕ-и эс? Пăхăр-ха эсир ун çине: каппайчăк Иван Туйкин мар, хĕрлĕ пĕсехеллĕ Автан, е чим-ха, Хаяр Иван патша ролĕ те каймалла сана, — йĕкĕлтеме пăрахмасть хайхи.
— Мĕн эс тапăнатăн? Ман эрехе лĕрккетĕн-ха тата апăрша. Эп те хăçан та пулин сан пек чаплă артист пулăп-ха. Тултар атя черккӳне, ан вăрçăш, татулăхшăн, ăнăçушăн ĕçер. Телей кайăкне хӳринчен ярса илмеллех ман.
Хырăм çав тери выçнă пулин те чăтатăп-ха. Ним сас-чӳ кăлармасăр çывăрмалли пӳлĕме кĕрсе кайрăм. Çилĕ килнипе алăка аннерен юлнă пысăк тимĕр краватьпе тĕрелерĕм. Чуна кантармалла çуллă сăрăпа ӳкернĕ картинăсене шкап тăрринчен антартăм. Анне аса килсенех алла хутпа киçтĕк е кăранташ тытса ӳкерме тăрăшатăп: акварельпе, пастельпе ĕçлетĕп. Çуллă сăрăпа йĕрленчĕксем тума хĕр-тантăш патне мастерскойнех каятăп. Галинук мана кĕтес те уйăрса пачĕ. «Хуть те хăш вăхăтра та килсе чуну каниччен ĕçлеме пултаратăн», — терĕ. Художник юлташăм ман ĕçсене пысăк хак пани — хăй телей. Вăл тахçантанпах куравсене хутшăнма, картинăсене хулара иртекен конкурсене тăратма сĕнет. Эп ытла та хăюсăр пулнишĕн кулянать. Ак кунта — ытарайми кĕр кунĕ, паркри сарă-хĕрлĕ çулçă сарнă кавир тăрăх ачасем хавхаланса утаççĕ, пит çăмартийĕсем йăм-хĕрлĕ пан улми тĕслĕ, куçĕсенче хĕвел çути вылять.
— Манăн та çăлтăр куçлă хĕр ача çуратас килет, манăн та телейлĕ пулас килет, — шухăша сасăпах каларăм эп. Никам та илтмерĕ-ши тесе алăк еннелле кăнн! пăхрăм. Куçран вĕри куççуль шăпăртатса юхать. — Ăçтиçук мар эп, илемлĕ ĕçчен хĕрарăм. Пăртак айван çеç. Хӳтĕлекен пулсан-и? Веçех аван пулĕччĕ. Телейлĕ пулатăпах! Тем пулсан та. Никам та çапса хуçаймĕ тăлăх хĕрача кăмăлне. Тăлăхăн икĕ Турă тенĕччĕ Нюра аппа, заводри вахтер. Юрату сим-пылне тутанса курма тивĕçлĕ эп, çепĕçлĕхпе ачашлăх авăрне путма та, ача амăшĕ ята илтме те... Анне, атте, эсир хĕрне куратăр-и çӳлтен? Пĕрле-ши эсир унта?
Тутана шăлпа çыртса хытах ыраттарнă пулас. Çӳçенсе кайрăм.
— Çук, кĕртместĕп упăшкана паян кунта, яхăна та ямастăп. Çитет култарса.
— Э-э-э, эс килнĕ те-им, эс кунта-и? — алăка тĕртрĕ ӳсĕр Иван.
Вăл чышнипе ан уçăлтăр тесе мĕнпур вăйран вырăна тĕрелесе тăратăп.
— Э, эс мĕн? Уç алăка! Упăшкуна кĕртместĕн-им?
— Кĕртместĕп! Эсĕ лайăх çын мар. Çитет сана чăтса. Хăвна валли урăх чура туп,-тетĕп.
— Уç тенĕ сана, атту çĕмĕретĕп, — хытах кĕрслеттерме пуçларĕ вăл.
Эрех ĕçнипе пушшех те урса кайрĕ.
Арçын вăйне хирĕç тăраймарăм эп. Икĕ пĕчĕк шуранка аллăм, Çурçĕр çилĕ вĕрнипех авăнакан çинçешке ӳт-пӳ. Эх, апăрша. Хĕрарăм пулса çуралнă çав çĕр çине.
Йывăç алăка çĕмĕрсе кĕрсе хăй ĕçне турĕ турех чунĕпе кĕлетки киленĕвĕшĕн çеç тăрăшакан пӳтсĕр. Тепĕр самантранах ывăнса реххетленсе çывăрса кайрĕ. Татах юратман сĕмсĕр арçын мăшкăлĕ пултăм. Чунăм кӳтсе çитнипе куççульпе йĕтĕм.
— Ухмах, ăçтиçук, мĕн çитмест сана? Артистпа пурăнатăн! Эп качча илмен пулсан халĕ те тăлăххăн янккаса çӳренĕ пулăттăн. Кама кирлĕ эс? Хăвăн çине куç кĕскинчен пăхнă-и? Катемпи, катемпи! Хуть те мĕн тăхăнсан та сăрă шăши. Ялан кăмăлсăр, пĕлĕтлĕ. Кĕç-вĕç çумăр çуса ярас пек кулянса çӳретĕн. Мĕн çитмест сана? Тепре ыйтатăп! Сан савăнса , мана, хитре та ăслă, пултаруллă арçынна, пуç çапса пурăнмалла. Хăв кам эс? Заводра ĕçлетĕн. Эп вара культурăна аталантарнă çĕрте ырми-канми тăрăшатăп. Хе, уйрăлатăп тетĕн. Заявлени парса ача чухне асапланнă евĕр хĕсĕк пӳлĕмре тăрса юласшăн-и? — вăл кăшкăрнипе ирхине кухньăри чӳречесем чĕтренчĕç. — Эпир иксĕмĕр те пĕрешкел праваллă кунта — санăн та, манăн та паспортсенче «кил çак адреспа вырнаçнă» тесе çырнă. Е эс маннă та-и? Тăнла, ан ман çакна.
— Ман хваттер ку, эсĕ мана хам килтен кăларса яраймăн, — сасă таçтан шалтан тухрĕ ман. — Тата эпĕ... Эпĕ — художник. Çакна курмастăн çеç эс. Хăвна анчах юрататăн.
Хытă каласан çапса пăрахĕ тетĕп. Плита умĕнче апат ăшăтаканскер çăвара алăпа хуплатăп.
— Каçхине çывăрма килместĕп. Паян пирĕн театрта — драма, спектакль премьери.
— Мĕншĕн кайран мĕн пулассине каламастăн? «Ресторан, хĕрсем»,-те. Ăслă культурăллă çын тетĕн хăвна, паян эпир пĕрлешнĕренпе çичĕ çул çитнине те маннă ху. Хапсăнчăк, çăткăн эс — ав кам. Хăвна çеç юрататăн, хăвăншăн çеç тăрăшатăн.
Те илтрĕ упăшка, те илтмерĕ те. Илтес те темерĕ пулас. Хатĕр яка тумне тăхăнса савăнма тухса чупрĕ. Мана çĕнĕ спектакле те чĕнмерĕ вăл. Тĕрĕссипе драмăна ман хамăн та каяс килмерĕ. Манăн хамăн пурнăç та — драма, пĕр-пĕр çыравçăн хайлавĕнчи асап тӳсекен телейсĕр ӳнерçĕ пурнăçĕ евĕрех хурлăхлă.
— Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ, эпĕ те телейлĕ пулатăпах, — тантăш патне мастерскойне тухса кайрăм. Хампа пĕрле вĕçлеймен ӳкерчĕке илтĕм.
— Итле-ха, Наташа, сирĕн пĕрлехи уявăра — пăхăр туйăра — атя пĕрле уявлар. Халех ресторана каятпăр. Хамăра валли каччăсем тупăпăр. Сан Ивану пĕр кĕпе аркинчен те юлмасть, хĕрсене пит юратать вăл. Мĕншĕн сан та ăна тавăрас шутпа хăвна валли пĕр-пĕр ырă йĕкĕт тупса ярас мар? Кулянса, кĕтсех вилес тетĕн-и? Ну, мĕн тăран. Атя килне капăрланма каяр.
— Тем ан калаç, эс мана ăçта сĕтĕрен...Çылăх тума-и?
— Ĕç хатĕрĕсене ак хур çакăнта, вĕсем ниçта та тармĕç,-киçтĕксемпе сăрăсене вăйпах сĕтел çинее хучĕ вăл.
Шăматкун каç ресторанта халăх лăк туллиех. Пире валли те хăтлă вырăн тупăнчĕ. Çурма тĕттĕм залти кĕвĕ-çемĕ чĕрене çупăрлать. Йĕри-тавра илемлĕ çынсем. Сĕтелсем çине тутлă техĕмлĕ апат пырса хураççĕ.
— Сире вальса чĕнме юрать-и? — юнашар çамрăк каччă тăнине курсан вăтансах кайрăм. Анчах та шалта, чунта тем тулхăрать. Икĕ çын кĕрешеççĕ тейĕн. Пĕри: «Тух, ан турткалаш! Тен, çакăнта сан телейӳ», тепри: «Сан мĕн упăшку çук-и? Эс арăм мар-им?» — тет. Света тухма хушса сĕтел айккипе пӳрнипе кăтартса ывăнчĕ пулас та, умĕнчи салатне мĕтĕрме пуçларĕ.
— Эп ташлама пĕлместĕп çав, унсăрăн хаваспах килĕшнĕ пулăттăм,-суйрăм эп.
— Упана та ташша вĕрентнĕ теççĕ-и? Атьăр, эпир те хăтланса пăхар,-парăнма та шутламасть йĕкĕт.
Вăтана-вăтанах ташлама тухрăм. Паллашрăмăр. Вăл Сергей ятлă иккен. Ӳнер шкулĕнче ачасене ӳкерме вĕрентет. Ман чунта тем чашкăрать. Чĕре читлĕхе лекнĕ кайăк евĕр тапăртатать.
— Асра юлмалли куçна эс кĕрсенех асăрхарăм: еплерех тунсăх пытарăннă унта, — калаçу тĕвĕлесшĕн çамрăк. — Вăл, тĕпсĕрскер, Нил юхан шывне аса илтерет.
Мана никам та ырă сăмахсем каламан халиччен. Çĕрĕпе ташларăмăр çав каç. Çĕнĕрен çуралнăнах туйăнчĕ. Поэзипе ӳнер тĕнчи, илем çинчен калаçрăмăр. Çывăх темăсене ятне суйламалла та марччĕ, вĕсем хăйсемех умлăн-хыçлăн чĕлхе вĕçне килсе пычĕç. Тĕлĕнмелле, анчах та ăнсăрт паллашуран эпир иксĕмĕр те хутпа киçтĕксĕр пурăнайманни паллă пулчĕ. Ырă самантсене тата та тата тăсас килчĕ.
Пур япалан та вĕçĕ пур. Ташлама та вĕçсĕр май çук. Киле кайма тухсан Сергей та пирĕнпе пĕрле тухрĕ. Хĕрлĕ эрех хăйĕн «киревсĕр» ĕçне турех — эпĕ çепĕç вăйлă алăшăн, ачаш сăмахсемшĕн тунсăхланине туйма пуçларăм. Пĕлĕшĕме те тӳрккессĕн хамран тĕртсе ямарăм. Турткалашмарăм. Тем хушăра пуçа пӳтсĕр шухăш пырса кĕчĕ — еркĕн хыççăн еркĕн улăштаракан упăшкана тавăрас килсе кайрĕ. Хваттер алăкне те иксĕмĕрех уçса кĕтĕмĕр. Сарлака вырăн çине епле лекнине нимĕн те астумастăп. Мана ун вĕри тути антăхтарсах ячĕ. Вăйлă алли хăйĕн çумне чăмăртарĕ. Çăтмахах çакланаттăмччĕ-и, тен, тăрук «вăранса» кайман пулсан. Сасартăк Сергее хамран тĕртсе ятăм та тăрса лартăм. Мĕн тăватăп эп? Хамран темиçе çул кĕçĕн яшпа юрату тĕвĕлетĕп!? Ухмах-и эп, ăслă-и? Хĕрарăмах çуратнă пуль мана? Камăн юратас килмест? Эпĕ те çынах-çке. Каллех ман чун вырăнĕнчен хускалчĕ. Каллех эп тăвăла лексе йĕпеннĕ çерçи евĕр сиксе чĕтретĕп.
Сергей мана çепĕççĕн чуптурĕ те тепре тĕл пуличчен тесе тухса кайрĕ. Эпĕ çаплипех хытса юлтăм. Хама пĕрремĕш хут кама-тăр кирлине туйрăм.
Пĕррехинче заводран тухнă чухне проходной умĕнче Сережа тăнине куртăм. Тахçанах килнĕ пулас та — шăнса ĕнтĕркенĕ хăй, ывăннă. Мана курсан пит-куçĕ çуталчĕ. Савăнăçне ниçта шăнăçтараймасăр сарлака утăмсемпе васкаса хирĕç утрĕ.
— Салам! Ку ак сан валли, — терĕ те кĕсйинчен темле хут татки кăларчĕ.-
— Салам! Мĕн япали ку? Эсир мана тĕлĕнтеретĕр, — шалти хумханăва палăртас темесĕр калаçрăм эп.
— Ку вăл — билет. Хамăр хуламăрти ӳнер музейĕнче ыран питĕ чаплă курав уçăлать. Эпĕ сана хампа пĕрле çав музейри экспонатсемпе паллашма пыма чĕнесшĕн. Ерçеетĕн пулсан паллах.
— Тавах сана, анчах та ман ыран каçхи сменăна тухмалла, — суйрăм эп билета каялла парса. Уçă кăмăллă йĕкĕте нимĕн те шантарса калас килмерĕ. Ют арăмран ним ыррине те кĕтмелли çук иккенне пит аван ăнлантăм эп. Качча шанăç пама пултараймарăм.
— Тен, кампа та пулин улшăнса пăхăн?-парăнма шутламарĕ Сергей. Тунсăхлă куçĕпе пăраларĕ вăл мана. Ун тарăнăшĕнче ырату сĕмĕ палăрчĕ. Тутине шăлĕпе çыртрĕ вăл. Аллине ман еннелле тăсса тем каласшăнччĕ.
— Сывă телейлĕ пул, — терĕм те вăрт! çаврăнтăм. Ура вăйĕ кайнипе мĕн çумне те пулин таянас килчĕ. Итлемен урасемпех чарăну еннелле танкăлтатрăм. Куçран куççуль шăпăртатрĕ. Хыçалтан Сергей куçĕпе пăраланине туйсан та çаврăнса пăхмарăм.
— Наташа, тăхта. Атя, эппин виçмине ӳнер музейĕ тĕлĕнче тĕл пулатпăр. Курав пуян пулма тивĕçлĕ. Мĕн чăрмантарать пире, икĕ художника, илемпе киленме?
— Тем çав, — хирĕç ним калама пĕлмерĕм эп. Капла пулса тухасса шутламанскер пĕлĕше сăмах чĕнейменшĕн аванмарлантăм.
— Ним шутламалли те çук. Калаçса килĕшрĕмĕр эппин — виçмине кăнтăр иртсен виççĕре музей тĕлĕнче! — Сергей эп хирĕç сăмах каласран хăранăн ачапчалла хаваслăхпа тапса сикрĕ. Парк еннелле сулахай аллине хытă сулласа утрĕ.
— Мĕн туса хутăм эп? — хама айванлăхшăн вăрçа-вăрçа трамвая лартăм.
Килте çав кун та ним савăнăçли те кĕтмерĕ мана. Упăшкана каллех урă çын тесе калаймăн. Режиссер ăна çĕнĕ спектакльти самаях пысăк ролĕнчен хăтарнăранпа вăл ухмаха ерсе пынă пекех туйăнать маншăн. Куçкĕски умне тăрса ашшĕ рольне «вылять». Пьесăри сăмахсене татах та татах каласа черккине эрехпе тултарса, пушатса пырать.
Вăл кĕтекен аван рольсем урăххисене çакланчĕç пулас та Иванăн театрта хутран-ситрен тухмалли рольсемпех çырлахма тиврĕ. Мăн кăмăллăскер арăмĕпе чунне уçса калаçма шутламарĕ те вăл.
— Ăçтиçук, эс мĕн ирех паян килте?
— Эп самантлăха кăна. Çула май кĕтĕм. Светлана патне мастерскойне каятăп. Курава хутшăнасшăн эп. Халăх пултарулăхĕн музейĕ çĕнĕ конкурс пуçланни пирки пĕлтернĕ унта. Ĕçри хĕрсем мана калаçтарса ăнтан кайрĕç. Хистесех унта хутшăнтарасшăн. «Атăл хĕрринче» картинăна тăратма шухăшларăм. Тантăшсем савăнччăр.
— Ниçта та каймастăн, нимĕн те тăратмастăн… Талант!?
— Мана Светлана кĕтет. Эпир ĕнерех калаçса килĕшнĕччĕ унпа. Каялла тусан аван мар пулĕ. Вăл çавах мана шырама, шăнкăравлама пуçлĕ. Эс те ав пьеса сыпăкне вĕренетĕн. Чăрмантарас мар, каяс.
— Тăхта! Хĕрарăм вырăнĕ ăçтине пĕлместĕн-и? Калатăп! Ав унта! — аллипе кухня еннелле кăтартса çухăрашрĕ вăл. Çăварĕнчен сурчăкĕ сирпĕнчĕ. Пит-куçне киревсĕр пăркаларĕ юратман арçын. — Яшка, кукăль пĕçер. Ĕçле. Хĕрарăм тивĕçĕ — арçынна тутлă апатпа сăйласси. Пĕр ĕçĕ пĕтсен теприне ту. Анчах та тĕпелтен ан тух. «Ӳкерме каятăп», — тет. Тьфу.
— Унта ĕнер пĕçерни те сивкĕчре туллиех. Ăшăтса çимелле анчах,-парăнмарăм эп. Чун кӳтсе çитрĕ. Мĕн ăнланать вăл чăн-чăн ӳнер ĕçĕнче? Хаклавçă! Кĕвĕç — ав кам. Кĕвĕçӳ таçтан шалтан кăшлать ăна. Ăнăçусăр, кăнттам пулнине хăй те ăнланать пуль те-ха. Мăнкăмăллăхĕ çакна йышăнма памастех.
— Ăна ху ăшăтса çи. Мана халь çеç пиçни, свежăй кирлĕ. Марш кухньăна! Тата кое-чо кирлĕ мана. Арăмăн унăн упăшки мĕн ыйтнине веçех пурнăçламалла.
— Çитет, Иван, аван вылярăн,-алă çупанçи турăм эп. Ун пӳтсĕрлĕхĕ кăмăла пăтрантарать. Хăсас килет. — Ман халь каймалла. Мана музейра кĕтеççĕ.
Алăка уçса кайма пуçтарăнтăм. Шурлăхри хăмăш пек енчен-енне тайкаланса тăракан упăшкана таçтан муртан вăй кĕчĕ тейĕн. Ман çине урмăш куçĕпе тискеррĕн пăхрĕ. Кунтан ыррине кĕтме çук. Халиччен пĕрре мар патак çинĕ, хальхинче те хăвăртрах тухса каяс тесе тарма тăтăм. Анчах та ĕлкĕреймерĕм. Вăрăм аллипе кармашса мана пальто çӳхинчен çаклатрĕ вăл. Асапçăран хăтăлас тесе ухват аллине хамран вĕçертме хăтлантăм.
— Ӳк, вил, куçпа та курас килмест сана... — тенине çеç илтсе юлтăм. Çурăмран чукмарĕпе кĕрслеттерчĕ... Картлашка тăрăх аялалла вирхĕнтĕм. Пуç, ах, пуç!
* * *
...Вĕçĕ-хĕррисĕр тĕттĕмлĕх. Хура çунапа аялалла вирхĕнетĕп. Туллă-сăртлă вырăнсем, тĕмĕсем... Вĕсем тăрăх та çăмăллăнах каçса кайрăмăр. Ак тинех умра — вăрман, хурăнлăх. Мĕнле хитре кунта! Кун пек илеме халиччен нихăçан та, ниçта та курман. Утатăп-чупатăп мар, курăк çийĕн ярăнса пыратăп. Пĕрре, иккĕ, виççĕ — шурă сараппан тăхăннă аккасем чуна йăмахтараççĕ. Уçланкăра чечек! Хĕрли, кăвакки, сарри, шурри... Сарă кайăксем алă çине ларса юрлаççĕ. Вĕсене ман халех, пĕр тăхтамасăрах киçтĕкпе хут çине ӳкермелле... Мольберт та кунтах. Хучĕ те шурă мар, хĕрлĕ, кĕрен, шурă... тĕссемпе йĕрĕленĕ ăна. Кайăк юррине ытараймастăп, ӳкеретĕп, çыратăп...Инçех мар такам юрлать. Сасси — шăпчăк сасси. Шап-шурă кĕпи çинче тĕрĕсем. Çара уранах. Пуçĕнче — чечек кăшăлĕ. Ман пата йăл кулса утать пирĕшти.
— Анне, аннеçĕм, эсĕ ăçтан килсе тухрăн кунта? Эсĕ... чим-ха, эсĕ... Эсĕ мĕнле хитре!
— Чш-ш-ш. Урăх нимĕн те ан кала. Сан васкамалла, — шĕвĕр пӳрнине çăварĕ çине хĕреслетсе хучĕ вăл. — Ӳкерчĕкӳ пит хитре. Куратăп: эс ӳкеретĕн. Маттур. Ăна мана парнелесе хăварăн. Сан каймалла, киçтĕкне мольберт çине хур.
— Ăçта, анне? — нимĕн те ăнланаймарăм эп. — Ăçта ман васкамалла? Мана кунта та питĕ ырă. Эсĕ те юнашарах. Вырăнтан та хускалас килмест ман. Ăçта каяс ман? Тен...
— Кĕрешме ан ӳркен, хăвăн телейӳшĕн кĕрешме ан хăра. Вăйлăрах пул!
— Ан хăвала мана хăвăн çумăнтан, аннеçĕм, тархасшăн!
— Тем пулсан та манран телейлĕрех, ăнăçуллăрах пулма шантарнине ан ман эс. Чипер кай, — аллипе сулчĕ те тăванăм чăтлăхалла утрĕ.
— Мĕнле телей-ха вăл сансăр, анне? — ыйтасшăнччĕ унтан, анчах та ĕлкĕреймерĕм...
— Кирилл Васильевич, ку хĕрарăм вилмен, сывă вăл, куç шăрçине пăхăр-ха унăнне, сывă-сывă, — çинçе-çинçе сасă аннене кăшкăрса илттерме чăрмантарасшăн мана, çав илемрен, çепĕçлĕхрен уйăрасшăн. Унталла кунталла пăхатăп — никам та курăнмасть. — Питĕ лайăхчĕ мана...Ăçта-ши çав ырлăх?
— Ах, хĕрĕм, çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлма ан васка-ха. Унта эпир вăхăт çитсен пурте пулатпăр, — урай çунă май калаçать ашпиллĕ ватă санитарка. — Операци ăнăçлă иртрĕ терĕç тухтăрсем. Çичĕ сехет муталаннă вĕсем сан пуçупа. Ылтăн алăллă вăл пирĕн Николай Александрович. Хирург пултарулăхне ăна Пӳлĕхçĕ хăй панă теççĕ. Э-э, кама кăна ура çине тăратман-ши вăл вăтăр çул хушшинче. Э-э, эс хăв та кĕпепе çуралнă ахăр. Операци сĕтелĕ çине шăп та шай унăн смени пĕтес вăхăтра лекнĕ. Телейӳ пур, çапла. Анчах та сана шыраса никам та килменни кулянтарать мана. Çакă çутă тĕнчере эс пĕчченех-ши вара? Пĕртăванусем, аçу-аннӳ те çук-ши? Çывăр, çывăр. Çамрăк организм тĕреклĕ терĕ Санч. Комăран тухмаллах сан. Паян ак сан валли татах вĕри апат илсе килтĕм. Ыран та илсе килетĕп. Эсĕ вăранасса кĕтсе илетĕпех.
* * *
Миçе кун иртнĕ-ши, пĕлместĕп. Куçа уçрăм та — тӳрех çак сăмахсем хăлхана кĕчĕç:
— Ну, салам, Наташа! Ак адрес тăрăх шыраса кайрăм та — кӳршĕ хĕрарăмĕ шăп мана хирĕç тухать. «Арăмĕ ăçтине пĕлместĕп, те ара васкавлă пулăшу машинипе илсе кайнине курнă кӳршĕ çуртри ачасем. Упăшки тахçантанпах Мускавра е таçта мурта гастрольте теççĕ»,-пĕлтерчĕ сарă çӳçлĕ, вăрăм халатлă ват майра. Ăна епле пĕлтерес? Хăш театрта ĕçлет-ши сан варли, Наташа? Милици ĕçченĕсем наччас тупаççĕ пуль те-ха. Тем мĕшĕлтетеççĕ. Паян медицина сестри следователь эс шăнкăравласа калаçнă çынсен телефон номерĕсене çырнă хут таткине илсе килме шантарчĕ. Кайса ыйтам-ха.
— Наташа, кур-ха — кам килчĕ сан патна?! Светлана! Эп ватă пулсан та тепĕр тишкерӳçĕрен ирттеретĕп. Юридици факультетне вĕренме анне чирлипе каяймарăм... Иртĕр, Света, калаçăр. Сана илтет вăл,хуравлаймасть çеç. Анчах та куççульне ан кăтарт эс ăна. Тантăшна аван хыпарсемпе çеç паллаштар. Пирĕн пурин те вăйлă пулмалла. Санч сывалма шанăç пур терĕ. Çывăрса вăй пухтăр.
— Наташа, Наташа, ман сана каламалли мĕн чухлĕ! Сан икĕ картинуна музее курава-конкурса тăратрăм. Эс çук та çук. Каям-ха хамах тетĕп. Телефону мăштах, хăв шантарнăччĕ — килмерĕн. Музей директорĕ сан ĕçӳсене курсан тĕлĕннипе çыварне карсах пăрахрĕ. Ак кур, эпир санпа çĕнтерсе пĕтĕм Раççей ăмăртăвне хутшăнăпăр, Мускавра та мала тухăпăр, — Светланăна панă сăмахне тытма питĕ йывăр курăнать. Вăл алăк енне çаврăнса куçне темиçе хутчен те ал тутрийĕпе шăлса илчĕ. — Чим-ха, итле малалла: ӳнер музейĕнчен тухнă чухне кама курнине пĕлсен эс ăнтан кайăн. Хайхи картинăсене парса хăварнă пирки ятарлă хут çине алă пусса тухнă чух алăк патĕнче пĕр качча тĕл пултăм. Кам тетĕн эс ăна? Хайхи пĕр кун ресторанта эс çĕрĕпех ташланă Сергей. Еплерех чаплă йĕкĕт вăл: сарлака хул-çурăмлă, çӳллĕ, илемлĕ. Кай, пĕр кашăк шывпа çăтса ярăн. Чăн юмахри паттăр. Пĕр сăмахпа, ун çумĕнче хӳтĕлевçĕ-арçынна мĕн кирли веçех пур. Куçĕ çеç салху. Итле малалла: мана курсан çав тунсăхлă мăшăр куçра шанăç хĕлхемĕ выляса илчĕ тейĕн. «Тăхтăр-ха, тăхтăр, эсир Наташăн юлташĕ марччĕ-и-ха?» — тет. «Çапла»,-тетĕп. «Нимĕн те пулман-ши ăна, паян куравпа паллашма пĕрле кĕме калаçса татăлнăччĕ те, вăл килмерĕ. Нимĕн те сиксе тухман-ши унпа?», — пуçне усрĕ вăл. Шел, эпĕ ăна ун чух нимĕнпе те пулăшаймарăм, хул пуççисене çеç выляттаркаларăм. Ыран каллех килĕп сан патна. Эсĕ унта мĕн...ан кулян...веçех аван пулĕ. Эпир санпа тусене те çавăрттарăпăр-ха малашне. Эс сывал çеç, юлташăм!
* * *
— Натали кĕпе тĕрлет. Кам валли? Çав тери хитрелетет Натали! — çепĕç те уçă, çав вăхăтрах çывăх сасă. Паллатăп-и эп ăна? Çапла паллатăп. Сергей сассине никам сассипе те пăтраштарман, çĕр, çук пин сасăран палласа илнĕ пулăттăм. — Наташа, сана илме килтĕм. Çитет сана çывăрса. Куратăн-и, ĕçлемешкĕн, илеме хут çине тĕрĕлемешкĕн çĕнĕ мольберт, киçтĕксем, ватман листисем, рамăсем, çуллă сăрăсем туянтăм. Ӳнер музейĕ санран автопортрет кĕтет. Вăхăтне нумай памарĕç, тăсса ямасан шепрех пулнă пулĕччĕ терĕç. Илтетĕн-и, Наташа, вăрансам! Сансăр пурнăç çук кунта маншăн та. Юрататăп сана! Пĕрре курсах чĕреме кĕрсе вырнаçрăн та ĕмĕрлĕхех юлтăн. Паян пирĕн васкамалла, вăхăт питĕ кĕске, пурăнма, телейлĕ, ăнăçуллă пулма васкамалла!
— Сестра, сестра! Наталья урипе, аллипе вылятрĕ... куçне уçрĕ, хăвăртрах, тархасшăн хăвăртрах килсемĕр кунта! — Сергей коридора тухса мĕнпур пульница илтмелле кăшкăрса ячĕ пулас та палатăна шурă халатлисем тӳрех темиçен кĕрсе тăчĕç. Çак хĕвĕшӳре юнашар, ан тив палатăра мар —ăна унтан Санч вăхăтлăха тухма ыйтрĕ — коридор вĕçĕнче, Сергей пурри ман чунăма ăшăтрĕ.
* * *
Эпĕ килте. Чӳречене çапса çумăр çăвать. Юратнă çанталăка ытараймаран мольберт патĕнчен кайма пĕлместĕп. Тухтăрсем мана канма хушаççĕ. Анчах та маншăн ахаль те çур ĕмĕре çывăрса ирттернĕ пек туятăп. Халĕ пурнăç çине урăхларах куçпа пăхма вĕренсе пыратăп. Ниме пăхмасăр хамра вăй пуррине туятăп.
— Наташа, эсĕ манман-и — паян аттепе анне килне мана пурнăç парнеленĕ çынсемпе паллашма каятпăр, — яланхиллех шӳтлет савнă çыннăм.Май килнĕ таран йăпатма пăхать.
— Тен...
— Нимĕнле «Тене» те йышăнмастăп. Каçхи улттăра пире иксĕмĕре кĕтеççĕ вĕсем.
— Сергей, тен, çӳç ӳсессе кĕтсе пăхас? Шакла пуçлă кин килĕшĕ-и вĕсене? — пуçланă калаçăва вĕçне çитермеллех ман. — Кин тени вăрăм хитре çӳçлĕ пулаканччĕ. Алăри патак та мана илем кӳмест.
— Çӳçĕ вăрăм та ăсĕ кĕске тетчĕр-и?
— Сергей, саншăн кулса шӳтлешсе пултăр.
— Кулнин сиенĕ çук-çке-ха. Çак илемлĕ пит, Нил юхан шывĕ пек тĕпсĕр куç кулăпа çуталччăр тетĕп. Чунăм, кăвакарчăнăм, эсĕ маншăн хуть те мĕнле те хаклă: суккăр та чăлах та, çӳçсĕр те сӳçпе те. Ĕненетĕн-и эс мана? Тата тепĕр тесен эпир сана, хĕвелĕм, каччăпа паллаштарма илсе каймастпăр-çке, савниллĕ хĕрĕн пулас тăванĕсем еплерех çынсем пулнине пахалама каятпăр.
— Сергей, эс вĕçĕмсĕр мана хавхалантаратăн. Хуть те мĕнле лару-тăрура та пурнăç çине шанăçпа çеç пăхатăн. Çын чĕрине сиплеме те пултаратăн. Юратни çинчен каламашкăн кĕвĕленĕ юрру та хатĕр сан. Ĕçре хĕрӳлĕхне шеллеместĕн. Мĕнле пурăннă-ши эп сансăр халиччен? Ăçта çӳренĕ эс унччен? Пĕлместĕп.
— Сана шыранă. Халĕ иксĕмĕр утакан аслă çула эсĕ çутатса тăратăн, сар хĕвелĕм, — çупăрларĕ вăл мана...
Чун туртмасан та çулташа çиллентерес мар тесе хулан тепĕр вĕçне кайма килĕшрĕм. Мана хăйсен çемйине йышăнма пĕр тапхăр вăхăт кирлине унчченех чухлаттăм эп. Пĕртен-пĕр ывăлĕ çитĕннине куракан амăшĕ мĕн каласса та пĕлеттĕм.
— Итлĕр-ха, Наташа, Сергей Сиртен самай çамрăкрах. Эсир пĕрре качча кайса пурнăç тути-масине тутанса курма та ĕлкĕрнĕ, пульницана та ав лекнĕ. Шутлăр-ха, Эсир ăна телейлĕ тăвайăр-и? Хăвалăр Эсир ăна хăвăр çумăнтан. Сире валли те юрăхли тупăнатех, — пирвайхи тĕлпулурах савнин амăшĕ юратнă ывăлĕ пурнăç валли суйласа илнĕ хĕрарăмпа кăмăллă марри уççăнах курăнчĕ. Кĕнĕ-кĕмен тутине хĕрлĕ писевпе пĕветнĕ, шукăль тумланнă хĕрĕх пиллĕксенчи хĕрарăм ман çине юратмасăр пăхрĕ.
— Тавах Сире, Ольга Михайловна сĕнӳшĕн. Кайма вăхăт. Торт — ӳлĕмĕнчен, — чăтăмлăх хутаççи çурăлсан та хама лăпкăн тытма тăрăшса алăк еннелле утрăм.
Сергей ашшĕпе амăшне пĕр усал сăмах каламасăрах пӳлĕмне чупса кĕрсе пысăк сумкине илсе тухрĕ.Çав кун вăл пуçĕпех ман пата пурăнма куçрĕ.
Уйрăлма тесе ЗАГСа заявлени панă кун милицирен шăнкăравласа хыпарларĕç. Ман «гастролера» таçта Çĕпĕрте пĕр пĕчĕк хула театрĕнче шыраса тупнă иккен. Ивана тĕрмене лартма тесе заявлени çырма та шутламанччĕ эп. Чунри йывăр çĕклеме йăтса çӳреме çăмăлах мар пулсан та каçартăм эп ăна. Хăçан та пулин хăй пурăннă хулана таврăнса эп ăçтиçук маррине хăй куçĕпе курса ĕнентĕр терĕм.
Серужпа эп телейлĕ. Вăл кашни каçах мана ĕçрен кĕтсе илет. Халь эпĕ заводра мар, ачасен ӳнер шкулĕнче вăй хуратăп. «Вăй хуратăп» тени тĕрĕсех те мар, хам ĕçпе киленетĕп. М ăшăрпа пĕрле хулари музейсем, куравсем, театрсем тăрăх çӳретпĕр. Нумаях пулмасть чаплă куравран дипломпа тата парнепе таврăнтăмăр. Мана татах та татах ӳкерме ыйтаççĕ. Каçсерен пирĕн хăтлă хваттере Светлана тантăшăмпа Нюра аппа (пульницари хăтаруçă-санитарка) кĕркелесе савăнтарса тухаççĕ. Хулари халăх пултарулăхĕн музейĕнче ятне манăн картинăсен куравне йĕркелерĕмĕр. Ку пĕрлехи пысăк ĕç пире уйрăмах çывăхлатрĕ. Сергей йывăр лава пĕтĕмпех хăй çине илчĕ, тилхепине те хăех туртрĕ. Çанталăк ăшăтсан, кайăксем хăйсен юрату юррине шăрантарма пуçласан пĕрлешрĕмĕр.
Сергей пирĕн хутшăнусене саккунлă пичетпе çирĕплетме ыйтнă чух эпĕ пĕчченçи марччĕ ĕнтĕ: ман варта тахçантанпах кĕтекен пĕчĕк пепкесем тĕвĕленнĕччĕ. Ывăлăмпа хĕрĕме унчченех тĕлĕкре курнăччĕ. Вăхăт çитнине туйса çакăн çинчен юратнă çынна каларăм.
Савнин амăшĕ ятне ывăлĕ ăçта пурăннине курма тесе килнĕччĕ. Чей ĕçме ларма именчĕ вăл. Пĕр сăмахсăрах куçăмран тинкерчĕ те мĕнле килнĕ çапла тухса каятчĕ-и,тен, тем вăхăтра стена çинче çакăнса тăракан пĕртен-пĕр ачин портретне курман пулсан. «Аван ӳкернĕ. Сергейĕн сарлака пит шăммипе тӳрĕ сăмсине тата хура хурлăхан куçне, пĕр сăмахпа, сăн-пит илемĕпе хăйнеевĕрлĕхне тĕрĕс кăтартса пама пултарнă. Эс чăнахах та пултаруллă ӳкерӳçĕ иккен, кин»,-терĕ. Ырланă евĕр ман çине пăхрĕ те хăвăрт сывпуллашса тухса кайрĕ...
— Эсĕ ман пĕртен-пĕрре, шанчăкăм, хĕвелĕм, сарпикеçĕм, — Сергей çавăрма пăрахса мана çĕр çине тăратрĕ. — Юратăвăм, сана та, хамăн йĕкĕрешсене те ялан алă çинче йăтса çӳрĕп эп. Кун пек илемлĕ, ăслă, чăтăмлă аннепе пирĕн веçех аван пуласса чун-чĕререн ĕненетĕп.
Эпĕ вара çав самантра хама çунат хушăннăнах... телейлĕрен телейлĕ туйрăм! Анне курмасть-ши çакна тесе тӳпенелле тинкертĕм...