Вăрçă çинчен каласа пама ыйтсан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Вăрманкас ялĕнче пурăннă Кассиров Николай Тихонович сăмаха аякка пăратчĕ, куççульне пытарса шăпланса ларатчĕ. Вăл 15 çулта хăйĕн ашшĕпе пĕрле фронта тухса кайнă. Унăн амăшĕ вăрçă вăхăтĕнче вăрман ĕçленĕ чухне йывăç айне пулса вилнĕ, çемьери 5 ача тăлăха юлнă. Ашшĕ киле курма килсен ывăлне хăйĕнпе пĕрле илсе кайма шутлать. Вăл вăхăтра унăн ашшĕ Харьков хулинчи аэродромра службăра пулнă, самолетсене хуралланă, самолет çине бомба-снаряд тиенĕ. Арçын ачана автомастерскойне слесарь пулма вĕренме яраççĕ, вăл полк ывăлĕ пулса тăнă. Чаçпе пĕрле Европăри çĕршывсене тăшманран хăтарма хутшăннă. Вăрçă пĕтсен киле таврăннă, çул çитсен çар тивĕçне пурнăçланă. Авланнă, ачасем çитĕнтернĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Ватлăхра чирлеме тытăннă, унăн пĕр урине татма тивнĕ. Унăн ачисем хулара тĕпленнĕ, вĕсем ашшĕ патне канмалли кунсенче килсе çӳренĕ, анчах та ветерана кашни кун пăхса тăма çын кирлĕ пулнă. Манăн атте Андриян Григорьевич ăна пăхса пурăнма килĕшнĕ, вăл унпа пĕрлех пурăнатчĕ. Апатлантаратчĕ, мунчана илсе каятчĕ. Эпир те, Кĕрлевре пурăнакан мамакпа тата иккĕмĕш сыпăкри аппапа, вĕсем патне час-часах каяттăмăр. Сĕт кайса параттăмăр. Эпĕ ун чухне 6 çулта пулнă. Унпа мечĕкпе вылянине ас тăватăп. Эпĕ ăна мечĕк персе параттăм, вăл ăна тытса мана каялла персе паратчĕ. Вĕсен кăмака пурччĕ, кăмака хыçне пытанса выляттăмăр. Кăмака хыçĕнчен ун çине пăхатпăр, вăл хăйĕн туйипе пире тытасшăн, туйипе тĕкĕнсен пире тытнă шутланать. Вăл яланах вырăн çинче ларасшăн марччĕ. Пĕррехинче эпир мамакпа тата Вероникăпа вĕсем патне кайрăмăр, вăл костыль çине тăрса пире хирĕç утса тухма хăтланать. Унăн тула тухма юрамасть! Вăл ӳксе аманма пултарать. Эпир Вероникăпа ăна пӳрте каялла кĕме пулăшрăмăр, диван çине лартрăмăр.
Хамăр Николай Тихоновичăн медалĕсене тытса пăхнине ас тăватăп, ăна та вăрçа хутшăннă пур ветеранпа танах чылай юбилей медалĕпе чысланă. Вăл пире канхвет-пĕремĕкпе хăналани асра.