Тĕнче нихçан та йăлăхтармасть çав. Кашни вăхăтăн, кашни кунăн хăйне кура илемĕ, уйрăмлăхĕ пур. Ĕнер çумăрлă кун тăчĕ. Тӳпере тĕксĕм пĕлĕтсем каплана-каплана килчĕç. Тавралăх темле хаяр та мăнаçлăн курăнчĕ. Сарала пуçланă йывăçсем тĕксĕм пĕлĕт айĕнче тăлăх, шухăша яракан çутăпа çуталчĕç. Ял çумĕнче кӳлĕ хуп-хура та тӳлек выртрĕ. Тем çинчен аса илсе, ассăн сывланă пек туйăнчĕ. Чун-чĕрере те сивлек, канăçсăр туйăмсем çуралнăччĕ. Эпĕ каллех çумăра каять пуль, çĕрулми пухса кĕртме чăрмав тупăнать пуль тенĕччĕ. Çапла, тунсăхлăн иртрĕ ĕнерхи кун.
Паян акă... Паян кĕрхи хĕвел çуллахи пек кулса тухрĕ. Савăнăçлă çын килсе кĕрсен, ытти юлташсен те кăмăлĕ уçăлса кайнă пекех, хĕвеле пула уй-хир те, улăх-çаран та, вăрмансем те чĕрĕле пуçларĕç. Курăр-ха, çул хĕрринчи сап-сарă çăка чĕтрене-чĕтренех кулать, çавна май ылтăн укçисем çĕре тăкăнаççĕ. Кĕрен тенкĕ çакнă ăвăс вулли те аякранах курăнать.
Лорх Иванĕн те кăмăлĕ ырă паян. Вăл тин пухса хунă çĕрулми купи çине куç илмесĕр савăнса пăхать.
— Шултра ӳсрĕ паранкă. Çапла-и? Кур-ха, сысна çури пекех-çке, — тет вăл ăшшăн.
— Пултаратăн, Иван Семенович. Ахальтенех Лорх Иванĕ темеççĕ пуль çав сана. Халăх пĕлсе ят парать.
— Ячĕ пырĕ-ха вăл. Çапла-и?
— Кăçал çанталăк айла-капла ачашласах тăмарĕ. Çапах та пирĕн колхоз хăй чыс-хисепне упрама пĕлет. Районта пирĕнни пек шултра паранкă çук та пуль...
— Тен, пулĕ те... Ана татсах каламăпăр. Мĕншĕн машина килмерĕ-ха? Ку купана часрах тасатасчĕ. Çапла-и?
— Тин кайрĕç-çке вĕсем. Ан васка.
— Çак çанталăкра ахаль тăрас килмест-çке, — сапаланарах выртакан çĕрулмисене купа тăррине ывăта пуçларĕ Лорх Иванĕ.
Лорх Иванĕ пирĕн ялти Кĕркури Иванĕнчен те, Ничĕк Иванĕнчен те ним чухлĕ у те уйрăлса тăмасть. Вĕсем пекех, çӳллех те мар, лутрах та мар, сарлаках та мар, çинçех те мар. Сăмси те ялти ытти çынсенни пекех вăтам. Куçĕ хăмăр. Пирĕн ялта кăн-кăвак куçлисем те, çĕмĕрт пек хура куçлисем те сахал. Лорх Иванĕ тăхăнасса та, ытти çынсем пекех, кивĕрех пиншак, тĕсĕ кайнă шăлавар тăхăнса çӳрет. Ара, уй-хире кам вĕр-çĕнĕ тумпа шукăлленсе тухтăр? Калаçасси те Лорх Иванĕн хамăр ял çыннисенчен уйрăм мар. Пурĕ те пĕр уйрăмлăх кана унăн. Калаçнă чух час-часах «Çапла-и?» — теме юратать. Ку темех мар ĕнтĕ. Калатăрах.
— Иван Семенович, каçар. Çакна ыйтса пĕлем-ха: сана çĕрулште чапа тухнăшан Лорх тесе чĕнеççĕ-и? — ыйтрам эп хам сисмесĕрех.
— Теплерех пулчĕ-ха вăл, — терĕ Лорх Иванĕ.
— Мĕншĕн апла?
— Урăххи те пур кунта. Çапла-и?
— Те çапла, те çапла мар. Эпĕ пĕлместĕп-ха.
— Ха... Пурне те пĕлсен, час ватлăн, Эпĕ ку ята фронтран илсе килтĕм темелле-ши? Пулатъ-çке ун пекки те пурнăçра. Çапла-и?
— Аха, — пуçа сĕлтсе илтĕм эпĕ.
— Вăт япала! Кĕтсе тăр кунта. Халĕ те машина килни курăнмасть-ха.
Эпир çĕрулми ешĕкĕ çине лартăмăр. Пирĕн умра тем анлăш хир сарăлса выртать. Халĕ вăл çаралнă. Унăн куçа савакан илемĕ те çухалнă темелле. Çапах та вăл чун-чĕрене калама çук çывăх, кăмăллă. Акă, çул хĕрринче ыраш хăмăлĕ чĕтренсе ларать. Ун çине пăхатăн та шухăша каятăн. Çав хăмăла та хамăр ĕçлесе тунă-çке эпир, тетĕн. Унта та пирĕн алă сĕртĕннĕ. Акă тата тăм тивнипе типнĕ çĕрулми аври. Ăна пуçтарса каяççĕ-ха. Ăна та эсĕ, çĕр ĕçлекен, «тус-юлташ» вырăнне хуратăн. Лорх Иванĕн чунĕ сисĕмлĕ те вĕри. Çак анлă хирте уншăн пурте çĕкленӳллĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл тавраналла тинкерсе пăхрĕ-пăхрĕ те, ман енне çаврăнса:
— Итле-ха, юлташ, — терĕ. — Пĕр шутласан,. пур вырăнти уй-хир те, тĕнче те пер евĕрлĕ туйăнать мана. Ăçта кăна çитмерĕм эп хам пурнăçра! Анчах пур çĕрте те пирĕн таврари пĕлĕтсем пек пĕлĕтсемех. Кăн-кăвакки те, кĕмĕл пек çутти те, хăрăм пек хури те... Çилĕ те пирĕнни пекех вĕрет. Йывăçсене хуçса çĕмĕрекен тăвăл та, курăксене тайса çупăрлакан вăркăш юхăм та... Çумарĕ те. Кирек ăçта та, пирĕнни пекех, аслати авăтать. Çапах та темшĕн çак Тене сăрчĕ, Нар сăрчĕ таврашне, Эртемен, Кăпшар çырми таврашнех туртăнатăн. Таçта кайсан та, çăкăнтах чун туртать. Çуралнăранпах уй-хирте тĕрмешсе пурăнакан çыншăн вара таван уй-хир уйрăмах хаклă. Ун чухне эпир Ленинград хĕрринче выртаттăмăр. Кĕр çитрĕ. Тӳпере лапка-лапка шур пĕлĕтсем хуллен шăваççĕ. Тĕнче яр-уçă, ирĕк. Таçта инçетре тĕтĕм мăкăрланни курăнать. Пире иккĕмĕш эшелона илсе тухнăччĕ ун чухне. Канса вăй пухма, вĕренме, типтерленме. Пĕр-икĕ çухрăмрах малти лини. Унта кунĕн-çĕрĕн пулемет тăкăртатать. Снаряд-минăсем вара малти линие мар, пирĕн пата ытларах вăркăнаççĕ... Тăшман пеме тытăнсан, тӳрех землянкăна сикеттĕмĕр. Унсăрăн тӳссе тăма çукчĕ. Землянкисем малти линири пек васкаса тунисем марччĕ пирĕн. Тăррине рельссем, виç-тăватă хут шпал хурса çирĕплетнĕччĕ. Кĕркунне хитреччĕ çав çулхине. Вĕренесем сап-сарăччĕ. Тирексен çулçи те тутăхмарĕ, тап-таса саралчĕ. Каçсерен тӳпе янкăр уяр тăратчĕ. Мĕсерле выртса çăлтăр шутлаттăм та ача чухнехи вăхăта аса илеттĕм. Вăрçă çинчен вуçех те шухăшлас килместчĕ. Вара тупă кĕреслетни те, пулемет тăкăртатни те илтĕнми пулатчĕ. Вăрçă санран таçта инçе кăятчĕ, çухалатчĕ.
Çапла выртнă чухне сасартăк çывăхрах снаряд кĕрĕслетсе çурăлчĕ. Пĕрре... иккĕ... Шучĕ те çук. Тавралăх тĕтĕмпе хупланчĕ. Çăлтăрсем те курăнми пулчĕç. Манăн тутлă-тутлă шухăшсем те арканчĕç.
«Шуйттан фрицĕ», — терĕм те эпĕ тарăхса, «ход сообщения» тĕпнерех çыпçăнтăм. Снарядсем çаплах умлăн-хыçлăн килеççĕ.
Унччен те пулмарĕ, траншея тăрăх пирĕн паталла çынсем чупса килни курăнчĕ. Танкран хӳтĕленме çĕр чавакан çынсем имĕш вĕсем. Хĕрарăмсем. Тăшман асар-писер пере пуçласанах вĕсем хӳтлĕх шыраса килеççĕ. Хăшĕсем землянкăна кĕпĕрленсе кĕчĕç, хăшĕсем траншейăрах юлчĕç. Иккĕш-виççĕш ман çумах тĕршĕнчĕç.
«Хăратăп», — терĕ пĕр хĕрĕ. Сасси ачаш та янăравлă.
Ун сассинче эпĕ темскер, хама çывăх япала пуррине туйса илтĕм. Вăл вăрçăччен хĕрсемпе шăкалтатса калаçнине, хирте çĕр выртса тырă вырнине, туй курма çӳренине аса илтерчĕ.
«Эс ăçтисем, хĕрĕм? Ленинградранах-и?» — ыйтрăм эпĕ.
«Сойкино çурутравĕнчен».
«Вăрçăччен эпĕ те Сойкинăра пулнă».
«Мĕнле майпа?»
«Службăра».
«А-а, ăнлантăм. Нивушлĕ?»
«Çаплах. Хитреччĕ сирĕн енче...»
«Тĕлĕнмелле хитре. Халĕ нимĕçсем унта».
«Да-а, нимĕçсем...»
Эпир шăплантăмăр. Пире калаçма йывăр пулчĕ. Тĕтĕм сирĕлчĕ те, каллех çăлтăрсем курăна пуçларĕç. Эпĕ хĕрĕн сăн-питне сăнарăм. Тăрăхларах шуранка пит. Тутăр хĕрринчен тухнă сапаланчăк сарă çӳç. Урăх мĕнех асăрхăн-ха каçхине.
Хĕрсем манран пирус ыйтрĕç. Эпĕ патăм. Ман çумра ларакан шуранка хĕр кăна эп сĕннĕ пируса илмерĕ.
«Туртмастăп», — терĕ.
«Турт, Света, пурпĕрех икĕ ĕмĕр пурăнаймăн», — хистерĕç ăна юлташĕсем.
«Икĕ ĕмĕр тетĕр-ха, халлĕхе сывă çӳренĕшĕн те тавтапуç. Самаях сулхăн-çке кĕçĕр».
«Ай, шăнтăм», — кивĕ пиншак çухавине хăпартрĕ Света.
«Ну-ка, лар çывăхарах», — хам çума пăчăртарăм ăна. Шăнса кӳпченĕ пӳрнисене хыпашларăм. Хĕрхенес килет хĕре.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрсене чĕнни илтĕнчĕ. Вĕсем каллех çĕр чавма утрĕç. Эпĕ шуранка Света çинчен шухăшларăм. Мĕнле чун-чĕреллĕ-ши Света?
Тепĕр кунне каллех çанталăк уяр тăчĕ. «Эх, çакăн пек чухне авăн çапма мĕн тери лайăх», — шухăшлатăп эпĕ. Çавăн пекех, вăрмана кăмпа татма кайнисем куç умне тухаççĕ. Кăмпаран пуянччĕ пирĕн вăрман, тетĕп. Юман тункатисем тавра сап-сарă уплюнкка тухать, кăрăç ӳсет. Уплюнккапа кăрăç — пирĕн ял çыннисен та тутлă апачĕ. «Вăрман ашĕ» теççĕ вĕсене пирĕн енче. Хăна-вĕрле пырсан, тăварланă сап-сарă, кĕрен кăмпа кăларса лартаççĕ те, сĕтел илемĕ тулсах каять. Эпĕ çакăн пек шухăш-ĕмĕтпе, автомата тасатса ларатăп. Землянка умĕнче, хĕвел питтинче. Инçех те мар хĕрсем çĕр чаваççĕ. Танксене чармалли канав тарăнлансах пырать. Эпĕ халиччен унталла тинкерсех те пăхман. Халĕ темшĕн, хам сисмесĕр тенĕ пекех, пуçа çĕкле-çĕкле пăхатăп. Манăн унти хĕрарăмсем хушшинче Светăна шыраса тупас килет.
Унччен те пулмарĕ, тӳпере тăшман «мессершмичĕсем» курăнса кайрĕç. Пирĕн зениткăсем вĕсене пеме пуçларĕç. «Мессершмитсем» канав чавакансене асăрхарĕç пулас. Унталла васкарĕç. Пĕри «пикировать» турĕ те канав тăрăх пулеметпа шатăртаттарса иртрĕ. Ун хыççăн тепĕр самолечĕ. Канав чавакансем тĕрле еннелле сапаланчĕç, хĕрсен пĕр ушкăнĕ каллех пирĕн пата чупса çитрĕ.
Çавăн чухне эпĕ Светăна тепĕр хут тĕл пултăм. Вăл ман умах чарăнчĕ, автомат çине пăхрĕ. Унăн кăвак куçĕсем сасартăк çуталса илчĕç. Анчах темле савăнăç* телей çутипе мар, хаярлăх-курайманлăх çутипе. Тискер кайăксене вăрçтарсан, вĕсен куçĕ çавăн пек çуталса илекенччĕ. Эп ун çине пăхрам та çан-çурăм çӳçеннĕ пек пулчĕ.
«Илĕр мана хăвăр пата, — çиреппĕн каларĕ хĕр. — Автомат парăр...»
Эп ăна тӳрех нимĕн те калаймарăм. «Командирсемпе калаç», — теме çеç пултартăм.
Урлă-пирлĕ вĕçекен «мессершмитсем» енне хĕр чышкипе юнарĕ:
«Шуйттансем!»
Тăшман самолечĕсем вĕçсе кайсан, пирен калаçу та «мирлĕрех, лăпкăрах картана» кĕчĕ. Эпĕ хĕрен сăн-питне татах сăнарăм. Пичĕ унăн, эпĕ каç асăрханă пекех, тăрăхла. Питçăмартисем путарах тăраççĕ. Анчах илемсĕр путса мар, хитрен... Пăхасса та хĕр сăмса çийĕн пăхнă пек туйăнать. Сапаланчăк сар çӳç пайăрки унăн çамкине куç харши таранах хупланă. Пĕвĕ çинçе те яштака, кăкăре кăшт анчах палăрать. Илемĕ тесен вара... Вăл ытарма çук илемлĕ хĕр теместĕп. Çапах та хитрелĕхĕ пур унăн. Тепĕр тесен, хитрелĕхе кашни каччă тĕрлĕреххĕн курать мар-и? Мана пĕр йышши килĕшет, теприне — тепĕр йышши, çапла-и?
— Çаплах ĕнтĕ, — сăмах хушрăм эпĕ.
— Да-а, темле çын эпĕ, — малалла калаçрĕ Лорх Иванĕ. — Мана ыттисенчен уйрăмрах хĕрсем илĕртетчĕç. Кăмăлĕ енĕпе те, сăнĕпе те — тĕлĕнмелле пултр вăл. Нихçан асран тухми пултăр…. Çавăнпах Света енне чун туртрĕ пулас. Пĕррехинче эп унпа калаçса кайрăм.
«Эс мĕнле лекнĕ вара кунта?» — терĕм.
«Халь пĕтĕм халăх çĕршыва хӳтĕлет. Эпир те çавăнпах кунта килнĕ».
Мĕн калăн ĕнтĕ? Асаплă, йывăр вăхăтчĕ ун чухне. Тăван çĕршыв пурнăçпа вилĕм умĕнче. Вăрçă. Йывăр терт, хуйхă-суйхă. Чун-чĕре, кăмăл хытнăччĕ, хаярланнăччĕ. Апла пулин те, Светăна тĕл пулни ман чĕрере ăшă туйăм хускатрĕ. Эпĕ сасартăк хам каччă иккенне, тен, ман пурнăçра пысăк юрату, телей çывăхрах пуласса аса илтĕм. Кашни кун темле ырă япала кĕтес килекен пулчĕ. Эпĕ темле илем ӳснине кура пуçларăм. Тертлĕ, асаплă салтак пурнăçĕ йăл çутăпа çуталнăн туйăнчĕ. Эпĕ вара паттăррăн çапăçса вилесси çинчен çеç мар, вилĕме хăюллă çапса аркатасси, çĕнтересси çинчен те шухăшларăм.
Светăна тек кураймарăм. Пире каллех малти линие илсе кайрĕç. Çапах та вăл ман асăмран тухмарĕ.
Шартлама хĕл çитрĕ. Эпир пĕр пусăм та чакмарăмăр. Тăшман çĕр тĕпне кĕрсе пытанчĕ. Халĕ пирĕн умра шап-шурă юрпа хупланнă тем анлăш хир сарăлса выртать. Кăнтăрла тепĕр чухне вăрçă пыни те паллах мар. Тапхăр-тапхăр кăна пулемет тăкăртатса илет. Е сивĕре шăрт-шарт! тукаласа пăшал сасси илтĕнет. Тепĕр чухне шăпах. Санăн вара окопран тухса юр çийĕн утас, утас килет. Умри хыр вăрманне çитсе кĕрес килет. Çилпе силленекен чăрăш туратне тыткаласа пăхас килет. Вăрман епле янăрать-ха тесе, пĕр-ик хутчен кăшкăрса пăхас килет. Вăт мăнле вăл, çын тени. Яланах окопра пĕшкĕнсе утни, пуля ан лектĕр тесе упаленсе çӳрени, хырăмпа шуни йăлăхтарать иккен, çынна. Улăн ярт тăсăлса, чăн-чăн этемле утса çӳрес килет.
— Тут-тут-тут! — кăшкăртрĕ çак вăхăтра грузовик. Вăл пирĕн патах çитнĕ иккен. Эпир ялт! кăна сиксе тăтăмăр.
— Ăçтарах лартас машинăна? — чĕнчĕ шофер.
— Кунтарах. Кунтарах! — алне тăсса кăтартрĕ Лорх Иванĕ.
Эпир тулли ещĕксене машина çине тиеме пуçларăмăр. Лорх Иванĕ, аллă латне çывхарнă пулин те, тĕреклĕ, правур. Шăнăрлă пысăк аллисемпе ещĕке ытамласа илет те вăл çăмăллăнах кузов çине улăхтарса лартать.
— Йывăр мар-и? Айта иккĕн çĕклĕпĕр, — терĕм эпĕ.
— Çакна-и? — ал сулчĕ Лорх Иванĕ. — Аллă килограма халех иккĕн йăтас марччĕ-ха.
Пĕр грузовикне часах тиесе ăсатрăмăр. Вăл кайнă-кайманах иккĕмĕшĕ кĕрлеттерсе çитрĕ. Унтан виççĕмĕшĕ. Эпир, Лорх Иванĕпе иксĕмĕр, чупкаласа кăна çӳретпĕр. Пĕр машинине тиесе яратпăр та тепĕрне... Куратăп: Лорх Иванĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелнĕ, тăнлавĕсем йĕпеннĕ. Апла пулин те, вăл канасси çинчен аса та илмест. Утать, чупать. Аллисем тăпрапа вараланнă хăйĕн. Астумасăр çав вараланчăк аллипех вăл питне сăтăркаласа илнĕ. Çавăнпа сăмси те, хăрах питçăмарти те хуралнă. Мĕн каласси пур, васкавлă ĕçре тăпрапа çакăн пек вараланнă çынна хисеплетĕп эпĕ. Умра темле мăнаçлăх, ĕç илемĕ пур пек туйăнать. Тĕрĕссипе, тăпрапа вараланнине вараланнă тени те вырăнсăр. Тăпра çынна, ман шутпа, нихçан та вараламасть. Тăпра таса вăл. «Эпир тăпраран çуралнă. Вилсен каллех тăпра пулатпăр. Çавăнпа тăпрана хисеплес пулать», — тетчĕ мана атте.
Пиллĕкмĕш машинăна тиесе ярсан тин эпир канма лартăмăр. Лорх Иванĕ питĕнчи тарне çĕлĕкĕпе шăлса илчĕ, тарăннăн сывларĕ, пиншакне силлекелерĕ. Унăн кăмăлĕ тулни, вăл хăй çапла ывăниччен ĕçленĕшĕн савăнни аванах сисĕнет. Çапла, çын ырă та пархатарлă ĕçре кăна чăн-чăн савăнăç тупать. Урах ниçта та, ниçта та ун пек илемлĕ киленӳ çук.
— Ну, Иван Семенович, эсĕ Лорх историне калатăп терĕн мар-и? — хуллен ыйтрăм эпĕ.
— А-а, ăна-и? Калатăп-çке. Вăт, пĕр шартлама сивĕ кăç мана батальон штабне чĕнчĕç. Хамăр ротăна хăнăхса çитнĕччĕ. Унта тус-юлташсем. Пĕр килти çынсем пекех. Хайхи çитрĕм çапла батальон штабне. Штаб начальникĕ Полянский мана ăшшăн кĕтсе илчĕ, чей ĕçме лартрĕ те хуллен калаçтарма тытăнчĕ, ăна-кăна ыйтса пĕлчĕ. Эпĕ вăрçăччен çарти спорт ăмăртăвĕсене чылай хутшăннă. Вăтăр çухрăма йĕлтĕрпе чупса мала тухни те пулнă. Ун çинчен те капитана сăмах майăн пĕлтертĕм. Ара, çамрăк мар-и, кăшт-кашт мухтанасси те пулнах пулĕ. Çапла-и?
— Халĕ мухтанмастăн-и? — юриех ыйтрăм эпĕ.
— Халĕ-и? — кулкаларĕ Иван Семенович. — Ахаль чухне, тăп-тăр урăпах, мухтанмастăп. Кăштах йӳççине тутансан, тӳсейместĕп вара, мухтанас килет. Ку апла пултăр-ха. Мана капитан хайхи батальонра разведка взводне ячĕ. Унта çын кирлĕ пулнă иккен вĕсене. Салтакăн йăли çапла, ку взводри юлташсемпе те эпĕ часах паллашса çитрĕм. Ничево. Начар ачасем мар. Пĕри — Харитонов хушаматлăскер — Вологда облаçĕнчен. Сарă çӳçлĕ сарлака каччă. Тепри — Осипов, лутрарах та кĕрнек çын. Пенза патĕнчен. Виççĕмĕшĕ — Романов, Мускавран. Ыттисем те чăн-чăн туссем.
Пире тăшман тылне яма хатĕрленĕ иккен. Куншăн пăшăрханасси-мĕнĕ пулмарĕ манăн. Каймалла пулсан, каятпăр. Ман чун-чĕрене салтак мăнаçлăхĕ хавхалатрĕ. Эпĕ савăнтăм. Тĕрессипе, хăвна йывăр задание шанса яма пулни савăнăç мар-и вара? Вăл сана хисепленине, чыс тунине пĕлтерет. Çапла, пĕр каçхине пирĕн землянка алăкĕ хăлтăр-халтăр уçăлчĕ те, капитанпа çап-çамрăк хĕр-салтак кĕрсе тăчĕç. Чухлатăн-и, çав самантрах палларăм çав хĕре. Тăрăхла питлĕ вăл. Сăмса тарăххăнрах пăхать. Питçăмартисем мăкăрăлса мар, путса тăраççĕ.
«Сире разведкăра çак хĕр çул кăтартса пырĕ, — паллаштарчĕ унпа капитан. — Ăна Леонова тесе чĕнеççĕ. Ячĕ Света. Светлана...».
Света та мана часах палласа илчĕ. «Эсĕ те кунта-и?» — терĕ вăл.
«Кунта», — савăнса пĕлтертĕм эпĕ, ун умĕнче яшт! тӳрленсе тăрса.
Тепĕр каçхинех эпир, тăватă разведчик, çула тухрăмăр. Пиллĕкмĕш рота хуралласа тăракан вырăнта пĕр эрне каярах çапăçусем пулнăччĕ. Унти пралук картана снаряд-мина йăлтах тустарнă, аркатнă. Тăшман саперĕсем ăна йĕркелеме, майлаштарма ĕлкĕреймен-ха. Çав вырăна нимĕçсем хытă сăнаса тăраççĕ. Ракетăсем вĕçĕмсĕр чашкăра-чашкăра хăпараççĕ. Анчах çил-тăман çавăрттарнине пула ракета пысăках мар лаптăка çутатса илет те çавăнтах сӳнет. Пире ракета халичченхи пек йăлтăр çутăпа хăратмасть, вăл çывăхрах чашлатса хăпарсан та, эпир тăшман салтакĕсене курăнас çук. Пурте шурă маскхалатпа. Те юр чăмакки эпир, те çын — никама та паллă мар. Пралук карта витĕр тухса, хыр вăрманне аванах çитрĕмĕр. Хĕллехи вăрман... Хыр-чăрăшсен аялти турачĕсĕм юрпа хупланнă. Кичем те, кăмаллă та чуна. Кунта эсĕ хăвна ирĕккĕнрех туятăн. Хӳтлĕх пур-çке. Мĕн тесен те, таса уйри мар. Çапла-и?
— Çапла, çапла... — хавхалантаратăп эп ăна.
— Йывăçсем хушшипе тарăн юра ашса пыратпăр. Юрать-ха, атă кунчинчен юр кĕмест, маскхалата типтерлĕ çыхса хуни пулăшать. Чи малта Леонова утать. Света. Вăл ертсе пыни пире шанчăк парать. Хăшпĕр тĕлте аран ашса тухатпăр пулсан та, ывăнни-мĕнĕ сисенмест. Шиклĕх те çук темелле.
Эп хĕпĕртетĕп. Халь-халь вилĕм килсе тухасса кĕтетпĕр пулин те, савăнатăп. Вилĕм умĕнче те савăнтарма пултаракан телей вăл — пĕчĕк телей мар. Света ыйтнине тивĕçтернĕ иккен. Ăна фронта янă. Унан ĕмĕчĕ тулнă. Кунсăр пуçне тата... Кунсăр пуçне ниçта та мар, пирĕн взводах лекнĕ Света. Разведчиксен взводне. Света çак таврара çуралса ӳснĕ. Кунта вăл кашни вăрмана, путăк-вар таврашне, ялне-мĕнне пĕлет. Манăн Светăпа пĕр-икĕ самах та пулин калаçас килет. Анчах калаçма май çук. Эпир, кайăк хурсем пек карталанса, пĕрин хыççăн тепри пыратпăр. Эпĕ, çитменнине, чи кайри.
Тул çутăласси инçех мар пулас. Хĕвелтухăç енчи пĕлĕтсем çуталчĕç, çил-тăман йăвашланчĕ. Эпир чăтлăхри патвар хыр айне чарăнса тăтăмăр. Кăштах сывлăш çавăрса ямалла. Апат çырткаласан та юрать. Малти линире чухне те эпир яланах çак вăхăтра ирхи апат çиекенччĕ. Типĕллех галет çырткаларăмăр хайхи. Мĕн тăвас тетĕн? Ленинград фронтĕнче разведчиксене те апат тĕлĕшĕнчен хăна пекех пăхман. Шыв кирлĕ-тĕк — юр умрах. Котелокра ирĕлтер те — ĕç. Света та эпир мĕн çининех çиет, эпир мĕн ĕçнинех ĕçет. Акă вăл ман çумах кукленсе ларчĕ.
«Ку вăрмана Ольховка вăрманĕ теççĕ. Кунтан Ольховка ялĕ виç-тăватă çухрăм çеç», — пĕлтерчĕ хĕр.
Пирĕн ушкăн пуçлăхĕ («старший» текенни ĕнтĕ) — Харитонов. Вăл пăрланнă çӳçне сăтăркаласа илчĕ те Света умне пырса тăчĕ.
«Шоссе инçе-ши?» — ыйтрĕ вăл.
«Инçе мар», — терĕ Света.
«Тул çутăличчен ун урлă каçасчĕ».
«Каçма пулать. Анчах васкама кирлĕ-ши?»
«Ман шутпа, васкамалла. Малти линирен аяккарах каймалла».
Хыр турачĕсем кичеммĕн кашлаççĕ. Тапхăр-тапхăр тулашса, хыттăн. Тапхăр-тапхăр йăвашшăн, хуллен. Пире хыр кăна мар, пĕтĕм пурнăç урăм-сурăм силленсе кашланăн, пĕтĕм çĕр чăмăрĕ хăй çулĕнчен пăрăнса кайнăн туйăнать.
Харитонов халиччен темиçе хутчен те разведкăра пулнă. Эпир ун сăмахĕпе килĕшрĕмĕр, шоссе урлă часрах каçса ӳкме шут тытрăмăр.
Тепĕр сехете яхăн утсан, чăнах та таса хире тухрăмăр. Тăман витĕр çул ăçтараххи курăнмасть пулин те, пĕлетпĕр, вăл çывăхрах. Сасартăк инçех те мар машина кĕрлени илтĕнсе кайрĕ. Эпир пурте юр çине выртрăмăр. Унччен те пулмарĕ, çывăхранах пĕр автомашина иртрĕ. Шоссе юнашарах иккен. Машина кĕрлени аяккарах та аяккарах кайрĕ. Кĕçех тем кăшкăрашни илтĕннĕ пек пулчĕ. Нимĕçле çухăрашаççĕ. Автомашина чарăнса ларнă пулмалла. Эпир юр çинчен çекленме те хатĕрччĕ ĕнтĕ. Çук, май килмерĕ. Тепĕр автомашина йынăша-йынăша çывхарни чарчĕ. Вăл та умранах иртсе кайрĕ. Ак япала! Кĕçех унăн та чарăнса тăмалла пулчĕ иккен. Унтан татах машинăсем киле пуçларĕç. Иртсе кайма май çуккипе вĕсем те чарăна-чарăна ларчĕç. Пĕр грузовикĕ пирĕн умрах. Кузовне брезентпа витнĕ. Пысăк автоколонна пулмалла ку. Нимĕç салтакĕсем çул çине сике-сике анчĕç. Чупкалаççĕ. Çухрашаççĕ. Эпир пĕр хускалмасăр выртатпăр. Тăман çаплах тулашать. Ку аван-ха. Пире юрпа хуплать, тăшманран сыхлать. Пирĕн алла та, урана та хускатма çук. Фарăсем чуна çӳçентерсе çуталаççĕ. Вĕсем никама та мар, пире шыранă пекех туйăнаççĕ. Вăхăт иртет те иртет. Машинăсем çаплах тăраççĕ. Нимĕç салтакĕсем уткаласа çӳреççĕ. Кузов çине витнĕ брезент шухă çилпе çатăлтатать, силленет. Двигатель шăнса ан лартăр тесе, шоферсем çаплах машинисене вăхăт-вăхăтпа ĕçлеттереççĕ, вăхăт-вăхăтпа чараççĕ. Çил-тăман улать, çавăрттарать. Лайăхрах хупланасчĕ сивĕ çилтен. Ура шăна пуçларĕ. Чĕркуççисем чĕтреççĕ. Кăкăра сивĕ çапать. Аяксене хыпашлать. Нивушлĕ çакăнтах шăнса кӳтес пулать? Чун тарăхать. Çапах та лăпкăлăх, тӳсĕмлĕх кирлĕ.
Нимĕçсем халĕ те чупкалаççĕ-ха. Халĕ те çухрашаççĕ. Малти машина хыттăн улать, йынăшать. Унтан каллех шăпăрт пулать. Тавралăхĕ çуталнăçем çуталса пырать. Умри машинăсем те, телефон юписем те уçăмлăнах курăнаççĕ. Çул леш енче инçех те мар, каллех вăрман пуçланать пулмалла. Мĕн тумалла ĕнтĕ? Тул çутăлса çитиччен кайĕç-ши ку путсĕрсем, каймĕç-ши? Каймасан, пĕтрĕ вара. Фашистсем пире асăрхĕç те кушак çурисене вĕлернĕ пекех вĕлерсе пĕтерĕç. Хирĕç тăма та вăй-хал пулмĕ. Урасем халех ним пĕлми шăнчĕç те. Çук, капла юрамасть. Эпĕ хăрах урана кăшт хускатса пăхатăп. Унтан теприне. Алла кăкăр çумне тытатăп. Чĕре патне. Тĕршĕнетĕп. Хулпуççисене пуç çумне хĕсетĕп. Çук, пурпĕрех сивĕ, сивĕ. «Мĕнле чăтса выртать-ши Света? — хĕрхенсе шухăшлатăп эпĕ. — Черченкĕ хĕр, ырханкка хĕр».
Кĕçех янах хăй тĕллĕн сикме, шăлсем шакăртатма пуçларĕç. Ăнланма хĕн: сивĕпе епле сикме пултарать-ха яках? Малтанлăха эп тĕлĕннĕ пек те, кулнă пек те пулатăп. Сиктĕрех тетĕп. Анчах каярахпа йăлăхтарчĕ вăл мана. Вĕçĕмсĕр силлет. Чарăнассăн та туйăнмасть. Тул янках çутăлчĕ. Çил лăпланчĕ. Тăман вĕçтерме чарăннăпа пĕрех. Акă, пĕлĕтсем хушшинчен çап-çутă укçа пек таса, пысăк хĕвел курăнчĕ.
«Пĕтрĕмĕр, — шухăшлатăп ăшăмра. — Вăт, салтак пурнăçĕ. Çакăнтах шăнса хытас пулсан, мĕн тери кичем те хурлăхлă. Тăшманпа çапăçмасăр, ним тумасăр... Тĕнчере пулман мăшкăл-çке ку. Юлашки патрон юлмиччен çапăçса вилни, çакăнпа танлаштарсан, мĕн тери илемлĕ! Патронĕ пĕтсен, штыкпа тухатăн. Пĕр эсрелне тирсе ывăтатăн, тепĕрне... Ал-ура ним пĕлми пулчĕ темелле. Халĕ автоматпа тĕллеме те пултарас çук эп тăшмана. Эх, мĕншĕн пĕрремĕш машина иртсе кайсанах сиксе тăмарăмăр-ши? Тепĕр машини çитни çиттĕр пулатчĕ. Эпир (вĕсене самантрах тустарса такаттăмăр. Халĕ вырт ĕнтĕ. Вырт. Ăçтан пĕлен, тен, ĕмĕрлĕхех çапла выртса юлăн. Никам пĕлмен çĕре».
Çил чарăнчĕ. Тăман вĕçтермест. Пĕлĕтсем сирелеççĕ. Уй-хир ылтăн-кĕмĕл тĕспе йăлкăшать. Нимĕçсем пурте тенĕ пекех машинăран тухнă. Тĕлĕнмелле çиçсе выртакан тавралăхпа киленеççĕ. Пĕри бинокльне туртса кăларнă. Ленинград еннелле ăмсанчăклăн пăхать. Тепри, туллатнă тăлăп тăхăннăскер (тăлăпне ахăртнех ялта çаратса тухнă), çăвар купăсĕ калать Нимĕçсем васкани-мĕнĕ сисĕнмест. Вăт лекрĕмĕр иккен. Выртас пулать, епле те пулин тӳсес пулать.
«Эпир тӳсетпĕрех» — хавхалантаратăп эп хама хам. — Тӳсетпĕрех. Пирĕн урăхла ним тума та çук. Тăшманла тĕлсĕр-мелсĕр тытăçса, сас-чӳ тума юрамасть. Пирĕн урăхла задани. Пирĕн тăшман ăçта вырнаçса тăнине, ун вăйĕ ăçтине йĕрлесе тупмалла. Унăн çар склачĕсене тупса палăртмалла. Çакна пирĕн, темле йывăр пулсан та, тумалла».
Акă шоссе çулĕ çине пухăннă нимĕçсем пĕр-пĕринпе кĕрешме, выляма пуçларĕç. Вылянă май пĕри пирĕн патах чупса кĕчĕ. Тинкерсе пăхас-мĕн пулсан, паллах, вăл пире асăрхама та пултаратчĕ. Анчах ун пек сăнас шухăш пуçне пырса кĕмен пулмалла. Ара, таса уйрах, машинăсем çывăхĕнчех, тăп-тăр кăнтăрла вырăс салтакĕсем выртасса кам шутлатăр ĕнтĕ?!.
Нимĕçсем хаваслă. Кĕçех иккĕн-виççĕн вут йăтса килчĕç. Çул хĕрринех кăвайт хучĕç. Çулăм ялкăшать. Пурнăç çулăмĕ. Пирĕнтен инçех те мар. Апла пулин те, ун ăшши пирĕн пата çитмест. Иçмасса, тĕтĕмĕ те пулин кунталла килмест-çке, çӳлелле тӳп-тӳрĕ улăхать. Тăшман салтакĕсем вут умĕнче реххетленеççĕ. Ăçта-ши пирĕн самолетсем? Килсе тустарччăрччĕ çак мухтанчăк эсрелсене. Чăл-пар салатасчĕ шакал кĕтĕвне. Çук, тӳпере пирĕн самолетсем курăнмаççĕ. «Мессершмитсем» кăна урлă-пирлĕ кумса çӳреççĕ.
«Хăвăртрах каç пулинччĕ хăть, — пуçа пырса кĕрет шухăш, — Каçпа çаврăнкалама май пулĕччĕ. Тен, хырăмпа шуса та пулин ку шакалсенчен пăрăнма пулĕ. Света... Светлана... Шăнса хытрăн пуль эс? Тӳс, тăванăм. Епле пулсан та тӳс. Эп вилни темех мар. Килте атте-анне хуйхăрĕ-хуйхăрĕ те майĕпен манĕ. Арăм çук, ача-пăча çук. Тĕрессипе, йĕме-кулянма пултаракан савнă хĕр те çук манăн. Пĕр шутласан, вĕсем çукки лайăх та темелле ĕнтĕ. Анчах çĕр çинчен ним тĕлли-паллисĕр çухаласси кăмăла хуçать. Хăвна «ман атте çаплаччĕ», «ман упăшка çаплаччĕ» тесе асăнакан юлни те мĕне тăрать. Инçетри чăваш ялĕ... Унта çитсе курайăп-ши эп урăх? Аякра вăл манран. Пĕтĕм савăнăç, телей аякра пирĕнтен... Вăрçă витĕр, вилĕм витĕр çеç унта çитме пулать».
Нимĕçсем вут умĕнче киленеççĕ. Пырса ларасчĕ манăн та вĕсем патне. Мĕншĕн лармалла мар-ха?
Эпир пурте çынсем-çке, пурте пĕр планета çинче пурăнатпăр. Мĕншĕн пĕр-пĕрнĕ вĕлермелле-ха пирĕн? Вут умĕнче пĕрле шӳт тăвас, калаçас, кулас вырăнне. Пурин атте-анне, тăван-хурăнташ пур-çке пирĕн. Пурте пĕр хĕвел айĕнче пурăнатпăр. Çакăн пек шухăш та пырса капланать. Чун ыратать. Анчах, кăмăл пулсан та, ун пек шăкăлтатса ларма май çук çав пирĕн. Фашизм çынран та тискер кайăк тăвать иккен. Пирĕн умри салтаксем фашизм сĕрĕмĕпе минренĕ. Вĕсем халь темле тискерлĕх кăтартма та хатĕр. Фашизма тĕп тусан çеç эпир кăвайт умне пĕрле пухăнса ларма пултаратпăр. Туслах, тăванлăх кăвайчĕ умне.
Юлашкинчен ман ыйхă киле пуçларĕ. Çапла тăсăлса выртас та тутлăн çывăрас килет. Ытлашши сивĕ те мар пек ĕнтĕ. Шăмшак йывăрланчĕ. Апла пулин те, ăшра темле канлĕх пурри сисĕнет. Таçта чĕнет çав канлĕх. Çак шоссерен аякка, хăрушлăхран, вăрçăран аякка чĕнет. «Мĕн шухăшлатăн çав хăрушлăх çинчен? Ним тума та кирлĕ мар вăл. Пурте йĕркеллех пулĕ. Пурнăç çинчен те ан шухăшла. Ним çинчен те...» — тенĕ пекех туйăнать çав канлĕх. Ак эпĕ тăван киле çитсе кĕретĕп. Ман ума анне кăштăртатса пырать. «Таврăнтăн-и, ывăлăм?» Мĕскер ку? Тĕлĕк куратăп мар-и эп? Чăнах тĕлĕре пуçланине чухласа илтĕм, анчах хам ăçтине маннă. Аран-аран куçа уçса ятăм, тăна кĕтĕм. «Çук, капла халсăрланма юрамасть. Вилĕм çаврăнса çӳремест-и ман тавра?» — тетĕп. Сасартăк автомашина хыттăн кăшкăртнине илтетĕп...
— Тут-ту-тут! — илтĕнчĕ çак вăхăтра чăннипех те пирĕн хыçра. Эпир, Лорх Иванĕпе иксĕмĕр те, шартах сикрĕмĕр, хыçалалла çаврăнса пăхрăмăр. Çĕрулми тиеме çитнĕ машина иккен.
— Мĕн шухăша кайнă эсир? — кăшкăрчĕ шофер. — Машина килнине те туймастăр.
Эпир тулли ещĕксене каллех машина çине йăтма пуçларăмăр. Лорх Иванĕ утти-чуппине сăнатăн та, вăл темле хавхаланса ĕçленине куратăн. Ещĕкрен ӳкнĕ çĕрулмисене те вăл пĕчĕк ачана йăтса илнĕ пек асăрхануллăн пĕшкĕне-пĕшкĕне илет. Иван Семенович хăй тар тăкса тунă пурлăха хисеплени, уншăн хăйне мăнаççăнрах тытни сисĕнет. Акă вăл пĕр пысăк çĕрулмине ывçи çинче сиктеркелесе тăчĕ-тăчĕ те:
— Пăхăр-ха, телей-çке ку, — терĕ.
— Гектартан миçе центнер тухать? — ыйтрăм эпĕ.
— Гектартан-и? — тăстарчĕ Иван Семенович. — Тухать-ха вăл. Икçĕре çывхарать пуль.
— «Пульпе» çеç мар, чăннипех çитет-ха икçĕре. Лорх Иванĕ ăна-кăна чухлакан çын, — çирĕппĕн каласа хучĕ шофер.
— Ай, çанталăкĕ! Пĕр тусан та çук-çке паранкă çумĕнче, — çаплах пăрахаймарĕ çĕрулмине Лорх Иванĕ.
Паçăрхи пекех, ку машинăна тиесе пĕтернĕ хыççăн татах икĕ грузовик кĕрлеттерсе çитрĕ. Лорх Иванĕ чупрĕ, васкарĕ. Ӳнăн çĕлĕкĕ чалăшса кайнă. Мулаххайĕн хăрах хăлхи усăнса аннă. Иван Семенович ăна асăрхамасть те пулас.
Çапла, Лорх Иванĕпе ĕçе пикентĕн пулсан, сывлама та вăхăт çук. Эпир тара ӳкрĕмĕр, пиншаксене хывса ывăтрăмăр. Тĕлĕнмелле: ывăнни-мĕнĕ те сисĕнмест унпа. Хĕрсе, вĕриленсе каятăн та, йывăр ĕçĕн тĕлĕнмелле хаваслăхнĕ, хитрелĕхне туйма пуçлатăн. Сана вара ĕç патĕнче вăйăн-шайăн çеç тĕккелешсе çӳрекенсем йĕрĕнчĕклĕн, кичеммĕн курăнма тытăнаççĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, эпир грузовиксене пурне те тиесе ăсатрăмăр.
— Кайрĕç, — терĕ кăмăллăн Иван Семенович.
— Кусем кайрĕç-ха та, лешсем мĕнле? — терĕм эпĕ.
— Паçăр хăш тĕле çитнĕччĕ-ха эпĕ? Э-э, сигнал сассине илтрĕм терĕм-çке, — малалла калаçрĕ Лорх Иване. — Çав сигнал сассине илтсен, пирĕн юлташсенчен пĕри — Осипов — кăшкăрчĕ ячĕ. Вăл, ман пекех, тĕлĕрсе кая пуçланă ĕнтĕ. Юрать-ха, шавласа, шӳт туса ларакан нимĕçсем илтмерĕç, хăшсем кăна ун-кун çаврăнкаласа пăхрĕç. Унтан каллех вут умне вырнаçса ларчĕç, лăпкăн калаçа пуçларĕç. Темле сасă илтрĕмĕр текен юлташĕсенчен кулса та илчĕç пулмалла.
Çак вăхăтра ман чун ура тупанне çитнĕччĕ. «Тинех пĕтрĕмĕр, — тенĕччĕ эпĕ. — Часах шырама пуçлĕç. Сутрĕ пире Осипов, пурне те сутрĕ».
Нимĕçсем лăплансан, чун-чĕре лăшт пулчĕ. Çапах та тăшман салтакĕсем сыхланса, тимлĕрех ларнăн туйăна пуçларĕ. Халĕ пирĕн уйрăмах асăрханас пулать. Ним сас-чĕвĕ те кăлармалла мар. Вилнĕ пек выртмалла. Вилнĕ пек. Ăçтан пĕлен, çапла вилнĕ пек выртăн-выртăн та чăннипех вилсе кайăн.
«Кĕрхи калча юр айĕнче ăшăнса хĕл каçать теççĕ, — каллех пырса кĕрет пуçа шухăш. — Ăна нихçан та тăм илмест-çке. Çӳхе, черченкĕ пулин те, тӳсет. Калча тӳсет пулсан, çыннăн та тӳсмелле мар-и? Аптрамастпăр. Пурпĕрех аптрамастпăр».
Çак вăхăтра сасартăк хаяррăн çатăртатни, кĕрлени илтĕнчĕ. Мĕн амакĕ тата? Тем тесен те, автомашина мар. Танк е трактор. Ав, инçех те мар, грузовиксен колоннинчен иртсе каяс тесе, çул хĕррине пăрăнчĕ те эпир выртакан енĕпех шатăртаттарса çывхарать. Мĕн пулса тухать-ха капла? Пире вăл хăй айне лапчăтса хăвармĕ-и? Ун пек пулма та пултарать. Шăнса кӳтнĕ çанçурăм пĕçерсе кайрĕ. Сиксе тăрса граната ывăтмалла мар-и? Анчах мĕнле вăркăнтарас ăна? Алăсем тыта пĕлмеççĕ. Хытсах ларнă вĕсем. Эпĕ пӳрнесене хускатма хăтланатăп. Трактор çывхарнăçемĕн çывхарать. Тем пысăкăш хуп-хура трактор. Эй, чунилли! Света çинес пырать вĕт. Света çинех. «Çынçиенсем! Чарăр трактора!» — чун-чĕререн кăшкăрас килчĕ манăн. Анчах кăшкăрма юрамасть, хускалма та юрамасть. Ним тума та аптраса пăхса выртатăп. Света çинех пырса кĕчĕ трактор. Анчах мĕн ку? Шал-шурă юр катрамĕ çĕкленчĕ те каллех çухалчĕ. Чăн та юр катрамĕ пулчĕ-ши вăл? Е Света пăрăнма ĕлкĕрчĕ-ши? Авă, ку еннерех шуса выртрĕ иккен Света! Мĕн тери хăюллă хĕр вăл. Чăн-чăн салтак.
Трактор çула хырса тасатма, такăрлатма пуçларĕ. Нимĕç салтакĕсем хăйсен грузовикĕсем патне ыткăнчĕç. Малти автомашина вырăнтан хускалчĕ. Ун хыççăн тепри, татах тепри. Нумай та вăхăт иртмерĕ, пурте тасалчĕç, çул кукринчен пăрăнса курăнми пулчĕç.
Эпир те тапаланма, çĕкленме тытăнтăмăр. Тăратпăр та пĕр-ик утăм тусанах чикеленсе ӳкетпĕр. Тăратпăр та ӳкетпĕр. Пирĕн çине кам та пулин пăхса тарас пулсан, тĕлĕнсех каймалла. Пирĕн урасене тăлласа хунă тейĕн. Те сывлăшра тăратпăр эпир, те ура çинчех. Ман алăри алса хывăнса ӳкрĕ. Эпĕ çара аллăпах юр çине тăрăнтăм. Темиçе хутчен те. Пӳрнесем хĕрелсе кайрĕç, тăлт-тăлт туса сурма, ыратма пуçларĕç. Акă, çывăхрах Харитонов тайкаланса утать. Утать-утать те ӳкет. Кĕçех эпир пĕр-пĕрин çине пырса перĕнтĕмĕр. Пĕр-пĕрне ыталаса тытрăмăр. Пĕрле утатпăр. Света ăçта? Васкас пулать. Ку тамăкран хăтăлмалла. Куратпăр: Света та тăнă иккен. Утать. Чиперех утать. Анчах Осипов ăçта?
«Осипов, ăçта эс?» — чĕнетпĕр эпир.
Çук, пĕр сасă та памарĕ юлташ.
«Кунта вăл», — терĕ Света.
Осипов тăма хăтланать, ниепле те çĕкленеймест. Юра сухала-сухала каять. Эпир ăна çĕклесе тăратасшăн. Анчах тыткалама хăтланатпăр та, пурте юр ăшне тăсăла-тăсăла ӳкетпĕр. Самай вăхăт çапла тăрмашрăмăр. Çалах та юлашкинчен, пĕр-пĕрин çине тайăнкаласа, шоссе урлă каçрăмăр, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Ура халĕ те туймасть темелле. Атăсем кăптăр-каптăр туни темле ют сасă пек илтĕнет. Виç-тăватă çухрăм утсан, чылай ăшăнтăмăр. Шинельпе, юрпа сăтăрсан, алăсене, пите тăм илнисем ӳкрĕç. Ура мĕнле-ши? Атă ăшĕнчен тухĕ-ши вăл, тухмĕ-ши? Ку пире пуринчен ытла хăратать. Çавăнпа васкамалла, васкамалла. Чарăнса тăма юрамасть.
Тĕлĕнмелле, имшеркке кăна пулин те, Света сивĕпе ытлашши аптрани-мĕнĕ сисĕнмест. Путăк питçăмартисем хĕреле пуçларĕç.
«Мĕнле тӳскелерĕн? Эп пăрлансах каяттăм», — терем эпĕ Светăна.
«Эп шăнман».
Света куçĕсем тин çутнă шăрпăк пек ялтăр çуталса илчĕç. Эпĕ хама хам лайăх мар туйрăм, вăтантам. «Пирĕн Света тĕнчери чи илемлĕ, чи паттăр хĕр», — тесе шухăшларăм. Çак шухăш мана хастарлăх пачĕ. Тăллани татăлса ӳкнĕ пекех, сасартăк урасем çăмăлланчĕç. Эп пĕтмен-ха. Умра йывăр, тумхахлă çул выртать пулин те, телей патне çитмеллех. Эпĕ унта çитетĕпех. Тăшмана тустарса тăкатпăр та, ак, çăмăллăн сывласа яратпăр. Тавралăха, тĕнчене кăмăл тăраниччен пăхса киленетпĕр. Халь яланах уй-хирте, вăрманта пулин те, эпир вĕсен илемне сайра куратпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн пуринчен ытла тăшман пуррипе çуккине, вăл сасартăк килсе тухасса сăнамалла!
Осипов йăлтах улшаннă пек курăнать. Куçĕ тĕтреллĕ. Пичĕ пĕркеленнĕ.
«Вилетĕп. Кантарăр кăштах. Мĕнле çынсем эсир? Мĕншĕн итлеместĕр?» — хăйăлтатать вăл.
Эпир, вăрăм пĕçĕллĕ Харитоновпа иксĕмĕр, Осипва икĕ хулĕнчен ярса тытнă та танкăлтаттаратпăр кăна. Кĕрт хӳнĕ вырăнсенчен сĕтĕре-сĕтĕре тухатпăр.
«Мĕн ачашланса пыратăн эс? Хĕр умĕнче апла хăтланаççĕ-и?» — хăтăрать ăна Харитонов.
«Чарăнар. Пĕр минут та пулин канар», — йăлăнать Осипов.
«Часах. Часах канатпăр. Тӳс-ха пăртак».
Çапла, вĕçĕмсĕр чупса, асапланса эпир чылаях ăшăнтăмăр, мĕнле калас, чăн-чăн салтак евĕр пулса çитрĕмĕр. Осипов çеç йĕркене кĕрсе çитеймест-ха.
«Атя, кăштах эрех ĕç», — терĕмĕр ăна.
«Эрех çук манăн», — мăкăртатрĕ Осипов.
«Ăçта?»
«Эп ăна паçăрах ĕçсе ятăм».
«Веçех-и?»
«Веçех».
«Вăт мĕншĕн ярса илнĕ иккен сана сивĕ. Тĕрĕс мар тунă эс. Ун пек юрамасть», — терĕ Харитонов сержант.
«Тӳсĕмсĕр этем эс, Осипов!» — çиллессĕн каласа хучĕ Света.
«Халь ăçта çул тытрăмăр эпир?» — ыйтрăм хĕртен.
«Тухатмăш карчăк патне», — терĕ Света.
«Мĕнле тухатмăш апла?»
«Çитсен куратăр».
Каç. Тӳпере пин-пин çăлтăр сивĕ çутăпа йăлкăшать. Çĕр çинчи çынсен пурнăçĕ вĕсене ним чухлĕ те пăшăрхантармасть. Вăрçă-и унта, тăнăç вăхăт-и? Пур-пĕрех. Вĕсен миллионшар çул тăсăлакан ĕмĕрĕпе танлаштарсан, çĕр çинчи вăрçă-тĕркешӳ вăхăчĕ нимĕн те мар. Çакăн çинчен шухăшлатăн та, çĕр çинчи этемсем хăйсен кĕске ĕмĕрне те йĕркеллĕ пурăнса ирттерме вĕренсе çитейменнинчен шалтах тĕлĕнетĕн. Хăçан çухалĕ-ши вăрçă тени? Тата миçе çынна вăхăтсăр илсе кайĕ-ши вăл?..
Эпир ансăр çул çине тухрăмăр. Тĕллĕн-тĕллен кунта юр пачах лартман. Утма çăмăл. Малти линирен эпир чылай хăпрăмăр ĕнтĕ. Тулă сасси те йĕркеллĕ илтĕнмест. Лăпкă. Чун-чĕрене вăл çывăх та, çывăх мар та. Çак лăпкăлăх ахаль чухнехи мирлĕ вăхăтри лăпкăлăх мар, шанчăксăр, шиклĕ лăпкăлăх. Çапла-и? Тем, ура çывăрса кайрĕ-ха. Те хускалмасăр ларнăран. Э-эй, чăннипе, ура çывăрасси çав юр айĕнче выртнă хыççăн пуçланчĕ манăн, — Лорх Иванĕ сиксе тăчĕ те уксакласа уткала пуçларĕ.
— Да-а, нумай курнă эсĕ, — терĕм эпĕ.
— Курасса курнă-ха ăна, — ал сулчĕ Иван Семенович. — Пирĕн ачасем ун пеккине ан курччăрах. Самани каллех лăпкă мар-çке.
— Çавă çав... Эс Лорх историне çаплах пĕтерместĕн-ха.
— Тĕрессипе, «Лорх» сăмах «Лаох» сăмахран пуçланнă. Каярахпа улшăннă вăл.
— Мĕнле апла? Лорх вăл ученăй хушамачĕ-çке. Çĕнĕ сортлă çĕрулми тунă çын хушамачĕ...
— Вăл апла пуль те. Мана «Лорх» тесси «Лаох» сăмахпа тымарланнă. Салтакран таврăнсан, тӳрех çĕрулмипе аппалана пуçларăм. Пирĕн ял çыннисем ăна хăйсен пахчинче аван туса илетчĕç. Колхоз хирĕнче вара — вăрлăх çăмарти пек çеç. Вăт, темле, чуна йывăр пек туйăнса кайрĕ çакăн пирки шухăшласан, колхозăн тислĕкĕ те, имçамĕ-мĕнĕ те, машшинсем те пур. Çĕрулми çук. Сăлтавĕ паллă. Хирти çĕрулмишĕн чунне парса ĕçлени курăнмасть. Çуркунне лартаççĕ те чĕрмелле пуличчен çав хире никам та тухмасть. Чĕрсен вара — кĕркуннечченех пырса курăнмаççĕ. Хĕлле çĕрулми ани ăçтине пĕлекен те çук. Эпĕ урăхла йĕрке тăвас терĕм.
— Мĕнле йĕрке?
— Ну, мĕнле калас, этемле йĕрке.
— Турăн-и вара?
— Турăм пуль тесе шутлатăп. Кăçал та патшалăха паранкă сутмалли плана икĕ хут ирттерсе тултартăмăр. Çимелĕх те пур. Вăрлăха та юлать. Тӳррипе каласан, тăрăст! тапсах хĕл каçма пулать. Çавăнпа эпĕ «Лаох» сăмахран «Лорх» пулса тăнăшăн савăнатăп. Чăнах, «Лаохран» «Лорх» чылай камăллăрах. Çапла-и?
— Мĕншĕн кăмăллăрах? — ăнланаймарăм эпĕ. — Тăнланăн-ха. Çав каçхине эпир тухатмăш патне çитсе кĕтĕмĕр. Пĕркеленчĕк питлĕ хыткан карчăк. Çуçĕ кăн-кăвак та çăра. Сăмси вăрăм. Куçĕсем пысăк, йăлтăр-йăлтăр çуталса тăраççĕ.
Пуртне кĕрсенех мана тарăн тĕпсакайне аннăн туйăнчĕ. Пĕр кĕтесре пысăк кăмака ларать. Чăваш ялĕнчи кăмакасем те пĕчĕк мар. Çапах та ку, вĕсемпе танлаштарсан, улăп-кăмака пекех. Тĕпелте, сарлака сак çинче, самăр ула кушак выртать. Сарă хырăмлă вăл, хура пуçлă, хĕрлĕ хӳреллĕ. Эпир шăкăр-шакăр тутарса темиçен кĕтĕмĕр пулин те, вăл хăнк та сикмерĕ. Хăйне тĕксен кăна çĕре сиксе анчĕ те хуллен утса кайрĕ, кăмака умне улăхрĕ. Урайĕнче хура хăрăмлă пысак чукун ларать. Карчăк пире сиввĕн кĕтсе илчĕ. Килĕрех те темерĕ. Тем мăкăртаткаласа пăхăр чĕлĕмне тивертрĕ, хыттăн паклаттарса ĕмрĕ, йӳçĕк симĕс тетĕм часах ăна хупăрласа хучĕ.
«Пĕри кам çав? Палланă çын пек», — терĕ вăл тĕтĕм ăшĕнчен.
«Эпĕ-ха ку, Кюльме аппа», — ун умне пычĕ Света.
«Çук, çук. Эсĕ мар ку. Усал сывлăш килчĕ пуль. Кай кунтан!»
«Мĕн, паллаймарăн-им, Кюльме аппа?» — çĕлĕкне хыврĕ Света. Унăн ылтăн çӳçĕ лампа умĕнче çиçсе илчĕ,
«Палларăм. У-у-у! Эс мана вĕлерме килтĕн апла. Нимĕçсем вĕлереймерĕç. Халь эсĕ»
«Мĕн аташатăн эс, Кюльме аппа?»
«Пĕлетĕп. Пĕлетĕп... У-у-у...»
«Ним те пĕлместĕн. Эп ырă шухăшпа...»
«Çук, çук. Суятăн, мана вĕлересшĕн эсĕ...»
«Ăсран тайăлмарăн пулĕ те...»
«Ăсĕ вырăнтах ман. Чухлатăп. Эс мана манман...»
«Мĕне манман?»
«Гришăна пăснине те. Веçех».
«Гришана эс пăсман, Кюльме аппа. Вăл хăй урах хĕре юратнă. Çавă çеç».
«Çу-ук, апла мар. Эп пăсрăм Гришăна. Çитмĕл çичĕ курăк шывне ĕçтертĕм. Çитмĕл çичĕ сăмах каларăм. Çавăнпа вĕлересшĕн эс мана».
«Лăплан-ха, Кюльме аппа».
«Мĕншен лăпланас? Мана кун чухлĕ пурăннипе çитет. Вĕлерттерме çынсем ертсе килтĕн. Вĕлерттер, эппин, часрах! Вĕлерттер!» — кăшкăрса ячĕ карчăк.
«Мĕн шавлатăн? Чарăн тенĕ сана! — пырса тăчĕ ун умне Харитонов. — Нимĕçсене систерес тетĕн-им? Шуйттан тухатмăшĕ. Пĕлетпĕр сана...»
Кюльме кинемей тинех шăпăрт пулчĕ, сак çине лак! кайса ларчĕ.
«Эсир камсем вара?» — ыйтрĕ вăл, лăпланса çитсен.
«Эпир — совет разведчикĕсем, — тӳррипех каларĕ ăна Харитонов. — Пирĕн кăштах канас, вăй-хал пухас пулать. Пĕри чирлĕ пирĕн. Вăхăтлăха сирĕн пат юлма юрамĕ-ши? Эпир сана нимĕн те тумастпăр, санне нимĕн те илместпĕр...»
«У-у! Мĕн, хамăр салтаксем-и эсир?»
«Совет салтакĕсем».
«Эп сире вăрă-хурахсем тесе. Апла, мĕн, салтăнăр. У-у»...
Эпир хывăнма тытăнтăмăр. Эпĕ хăрах атта аванах хыврăм. Теприне аран-аран туртса кăлартăм. Сылтăм уран пысăк пӳрнине тăм илнĕ-мĕн. Халĕ вăл ӳкнĕ. Çапах та пӳрни хĕрелсе, пĕçерсе тăрать. Светăн та, Харитонов сержантăн та урисем тĕрĕс-тĕкел мар, пӳрнисем хĕп-хĕрлĕ. Осипов салтакăн ик ури те асаплă, вĕсене ытларах тăм илнĕ иккен. Атăсене хывиччен урасем ыратнине-мĕнне те туйман эпир. Халĕ хытах сисĕнет. Кюльме карчăк пирĕн çине тинкерчĕ те тем мăкăртатса тула тухса кайрĕ. Эпир пĕр-пĕрин çине пăхса илтĕмĕр. «Ку инкек карчăкĕ нимĕçсем патне тухса чупмасан юрĕччĕ», — тесе шухăшларăмăр. Света пăлханмарĕ:
«Ниçта та каймасть. Халех кĕрет ак», — терĕ.
Чăнах та, кĕçех кинемей юр тултарнă пысăк таз йăтса кĕчĕ. Ăна урай варрине лартрĕ те пире кашнинех атă ăшне пĕрер чашăк юр яма хушрĕ. Эпир ун сăмахне итлерĕмĕр.
«Халĕ аттусене тăхăнăр та çывăрма выртăр», — терĕ юлашкинчен çирĕппĕн.
«Тăхăнма çук. Ура ыратать», — нăйкăшма пăхрĕ Осипов.
«Унсăрăн пĕтетĕн. Халех тăхăн», — васкатрĕ Кюльме.
Пирĕн çав тери ыйхă килетчĕ. Урасене ыраттара-ыраттарах атă тăхăнтăмăр та йăванса кайрăмăр. Света хурала юлчĕ.
Кюльме пӳрчĕ — сĕм вăрман варринчи пĕр-пĕччен пӳрт. Ун йĕри-тавра тем çӳллĕш хырсем, чăрăшсем. Пурчĕ çурри таран юрпа хупланнă. Çак çырма-çатраллă вырăна нимĕçсем килсе çӳреме те хăраççĕ пулĕ. Мĕн тума кирлĕ вĕсене Кюльме карчăк? Çитменнине, тухатмăш-юмăç. Ун пирки таврари ял çыннисем те сехĕрленсе калаçаççĕ. Ахальтен Кюльме ят паман пулĕ ĕнтĕ çав карчăка. Эстонла вăл сивĕ тенине пĕлтерет. «Сивĕ карчăк», «сивĕ çын» тесе шутлаççĕ çак хĕрарама.
Эпĕ тул çутăласпа вăранса кайрăм. Тĕттĕмре хам ăçтине те ăнкарса илеймерĕм. Кĕçех тем мăкăртатни илтĕнчĕ. Тăнлатăп. Аран ăнланса илтĕм.. Кюльме карчăкпа Света çаплах пуплешсе лараççĕ иккен. Тăрса лартăм та атта хăпăл-хапăл хывса пăрахрăм. Тăм илнĕ ура пӳрнине тытса пăхатăп: ыратни сисĕнмест. Эп йăшăлтатнине сиссе, ыттисем те вăранчĕç. Вĕсен урисем те самай кушнă, лайăхланнă. Осиповăн кăна час сипленсе çитес çук-ха.
Тул та çутăлса çитейменччĕ — алăка хыттăн шаккарĕç. Эпир хăпăл-хапăл сиксе тăтăмăр, хăвăрт тумланса, автоматсене ярса тытрăмăр. Кюльме карчăк сентре çинчен хуллен кăштăртатса анчĕ. Пире кăмака çинелле тĕллесе кăтартрĕ. Эпир часах ăнлантăмăр — кăмака çине улăхса лартăмăр. Мĕн пулать те мĕн килет. Тăшман салтакĕсем çитсе тухсан, пурпĕрех ахаль парăнас çук. Кюльме алкумне каптăртатса тухрĕ.
«Кам унта? Мĕн çĕр хута çĕмĕрсе çӳретĕр?» — ыйтрĕ карчăк.
Вара тем мăкăртатни илтĕнчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, карчăкпа пĕрле икĕ хĕрарăм килсе кĕчĕç.
«Ай, шăнса вилеттĕмĕр. Мĕншĕн час уçмарăн?» — калаçрĕ пĕр хĕрарăмĕ. Çамрăкскер пулас. Сасси уçă, янравлă.
«Мĕн, тĕнче пĕтнĕ пек шаккатăр хăвăр? Кĕртмелле марччĕ-ха та», — мăкăртатрĕ Кюльме.
«Ай, тур-тур. Аплах ан кала-ха, Кюльме. Аптраса çитнипе килтĕмĕр сан пата. Ăш вăрканипе...»
Ку хĕрарăмĕ ватă пулмалла. Хуллен, вăйсăррăн калаçать, ӳсĕркелесе илет.
«Тем хăваласа килчĕ ĕнтĕ сире ирех».
«Ай, тур-тур, Кюльме. Кашни кун йĕрсе куççуль те тухми пулчĕ. Ывăл çинчен пĕлесшĕн-çке эп. Вăрçă пуçланнăранпах сас-хура çук. Пурăнать-ши вăл е тахçанах пуçне хунă-ши?» — терĕ ватти.
«Эпĕ упăшка çинчен пăхтарасшăн. Нимĕçсем Таллин патĕнчех çавăрса илнĕ, теççĕ, вĕсене. Ăçта-ши вăл халь? Епле хĕн-нуша тӳсет-ши? Икĕ пĕчĕк ачапа юлтăм-çке. Выçă вилетпĕр пуль», — пĕлтерчĕ çамрăкки.
«Мĕнле унта халь? Тухса çӳреме хăрушă мар-и? Епле çитрĕр эсир?»
«Ай, тур-тур, Кюльме. Ольховкăра та, Речнойра та, Каменкăра та туллиех вĕсем. Шуйттан хăваласа килнĕ тейĕн. Çакса вĕлереççĕ. Вут тĕртсе çунтараççĕ. Андрейчук Мишкăна куç умĕнчех персе пăрахрĕç. Кирьянов Сашкăна та. Лаврентьевсен çемйине çаруран хаваласа тухнă. Тĕнче пĕтет пуль. Ыр вилĕмпе вилес теттĕм...»
«Заовражнайри Захаров Яшана виçĕмкун шкул умне çакрĕç. Халĕ те сулланса тăрать-ха. Арăмне хĕнесе вĕлернĕ».
Çапла чылайччен калаçкаласа ларчĕç вĕсем. Вара Кюльме карчăк вĕсене юмăç пăха пуçларĕ. Картпа та, ал тымарне тытса та пăхать иккен вăл. Пирĕн ялтан тăват-пилĕк çухрăмра та пурччĕ унашкал этем. Анани ятлăччĕ çав юмăç. Çапла-и?
— Э-э, илтнĕ ăна, — тетĕп çакна хирĕç.
— Юмăç юмăçах ĕнтĕ, — терĕ малалла Лорх Иванĕ. — Ананин куçĕ витĕрех мар пулин те, малтан хăй патне мĕн илсе килнине хыпашлама юрататчĕ. Миçе çăмарта унта? Пылне мĕнле савăтпа илсе килнĕ? Çу катрамĕ пысăк-и? Кĕпелĕх пулсан, пусми мĕнлерех! Ăна вăл пӳрнипе сăтăркаласа пĕлетчĕ. Нумайрах илсе килнĕ пулсан, ытларах суятчĕ. Сахалрах илсе килнĕ пулсан, сахалрах. Улталама маçтăрччĕ хăй... Çав ирхине пирĕн Кюльме кăмаки çинче чылайччен лармалла пулчĕ. Каçхине çеç хутнăран кирпĕчĕ вĕри. Чăтма çук пĕçертет. Осипов, шăнса пăсăлнăскер, кĕç-вĕç ӳсĕрсе яратчĕ. Юмăçа килнисем те сисрĕç пулас.
«Çын çук пулĕ сирĕн патăрта? Сас пур пек туйăнчĕ», — терĕç вĕсем.
«У-у. Çук, çук», — терĕ Кюльме, хăнасене ăсатнă май. Эпир, тара ӳкнĕскерсем, тинех кăмака çинчен антăмăр.
Çавăн хыççăн, ик-виç кун хушшинче, Кюльме карчăк патне татах темиçе хĕрарăм килсе кайрĕ. Вĕсем асаплă, хăрушă пурнăçпа йăлтах аптраса çитнĕ. Ним тума та пăлменнипе çак юмăç карчăк патĕнче те пулин темле шанчăк хĕлхемне курасшăн. Шыва путакан çын улăм пĕрчинчен ярса тытнă, теççĕ, Кусем те çапла. Тĕлĕнмелле: Кюльмене хаяр тесе шутлатăн та, анчах ун хаярлăхĕ питех сисĕнмерĕ-ха пире. Вăл хăй патне пыракансене кашнинех йăпатмалли сăмах тупать. Сăмахĕ-юмахĕ шултрарах, кăнттамрах пулин те, ырă унăн.
Тепрехинче çакăн патне хуратут пуснă лутра кинемей килчĕ. Кивĕ кĕрĕк, тĕплетнĕ çăматă тăхăннă хăй. Килсенех çăм тутăрне кăмака çумне юшкаран çакса ячĕ те Кюльме карчăк çумне пырса ларчĕ. Хăй ним те чĕнмест. Шăпăрт. Ларсан-ларсан макăрса ячĕ. Хыттăн. Чĕрене çурмалла. Эпир çеç мар, Кюльме карчăк та шартах сикрĕ пулас. Аран-аран йăпатрĕ вăл ăна. Леш йĕме чарăнчĕ те каллех ним чĕнмесĕр ларчĕ. Самай вăхăтран тин чун кĕчĕ çакна.
«Ман Яша çук ĕнтĕ. Çу-ук. Пĕртен-пĕр ачана туртса илчĕç манран. Кам ылханĕ çитрĕ-ши? Çынна ним усал та туман-çке эпир. Эй-яй-яй!» — терĕ кинемей.
«Илтрĕм-ха ун çинчен. Шкул умне çакса вĕлерне терĕç. У-у...» — илтĕнчĕ Кюльме сасси.
Эпир карчăксен кам пирки сăмах пынине йăлтах ăнлантăмăр: Яша Захаров çинчен калаçаççĕ вĕсем. Çак уксах колхозника Света аван пĕлет. Йăваш, уçă кăмăллă çын. Никама та пӳрнепе тĕкĕнсе курман иккен вăл.
«Эй-яй-яй! Хыт ашкăнчĕç ялта нимĕçсем. Тӳсме çук вĕсене. Яша та тӳсеймерĕ пуль çав. Ăна çав эсрелсен складне çунтарса янăшăн айăпларĕç. Склачĕ çĕрĕпех çунчĕ вара. Хамăр пӳрте те çап-çутă çутатрĕ. Яша таврăнасса кĕтсе çĕрĕпех тур амăшне пуççапрăм. Килеймерĕ...»
«У-у! Хăвна çирĕп тытас пулать ĕнтĕ. Вилнĕ çынна чĕртеймĕн».
«Вилнине чĕртес çук-ха. Пĕлетĕп. Манăн каплах хăварас килмест-çке. Лешне... тытса параканнине хăйне пĕтересчĕ. Усал-тĕсел хутлатса ларттăр ăна. Йыт вилĕмĕпе вилтĕр. Пырши-пакартине шуйттансем кумччăр».
«У-у. Кам вара тытса параканни?»
«Хамăр ялсемех. Смолин. Ольховка хĕрне вăйпа мăшкăлласа тĕрмене лекнĕскер. Вĕлересчĕ ăна хăйне. Тухатса пар-ха, тархасшăн. Кунта çын çук, калаçма юрать. Эс вĕлерме пултарать, теççĕ. Эп сана шанатăп. Вилмелле ту-ха çав Смолина».
«У-у* ватăлтăм. Халь, мĕн...»
«Тархасшăн, тухатса пар. Ахаль тумăп».
Çапла чылайччен калаçса ларчĕç вĕсем. Юлашкинчен Кюльме тухатма килĕшрĕ. Кăмака умĕнче хĕртнĕ тимĕр чашлатни, шыв тулашса вĕрени, темле савăт-сапа шăхăрни, карчăк хаяррăн мăкăртатни илтĕнчĕ.
Яша Захаров амăшĕ тухса кайсан, эпир кăмака çинчен антăмăр. Урасем вăй илсе çитеççĕ ĕнтĕ. Малашне унта-кунта тухса çӳреме те пултаратпăр. Кунсăр пуçне, Кюльме патĕнче пурăнсах нумай хыпар пĕлтĕмĕр эпир. Нимĕç хăш ялсенче тăнине те чухлатпăр. Ялсенчи çынсем пирки те. Çав кун эпир малалла мĕнлерех ĕçлесен сведенисем ытларах тупма пуласси пирки шухăшларăмăр. Пирĕн Кюльме карчăка та куçран вĕçертес килмест. Ун патне килекенсем çĕн хыпарсем пĕлтересси паллах. Çавăнпа Осипова ун патнех хăварма шутларăмăр. Çитменнине, ури тӳтурленсе çитеймен-ха унăн. Света пирки çапла калаçса татăлтăмăр. Унăн Кюльме патĕнче кивĕ тумтир тăхăнмалла та юмăç патне пынă пĕр-пĕр хĕрарăмпа пĕрле Каменка е Речной ялне çитмелле. Унта нимĕçсен çар склачĕсем пур теççĕ. Тĕрĕсех-и? Веçех пĕлмелле. Эпир, Харитоновпа иксĕмĕр, Рябиновск ялне çитме шутларăмăр.
Çиллĕ сивĕ каç. Эпир çула тухрăмăр. Малта — Харитонов, хыçалта — эпĕ. Маншăн каçхи сĕм вăрманпа пырасси нимех те мар. Вăрçăччен, чикĕре тăнă чухне, сахал çӳремен эп каçхи вăрманта. Тĕрĕссипе, каçхи вăрмана тухсан, чун-чĕре çĕкленсе каять манăн. Хастарлăх пырса кĕрет. Кунта эп хама ялти пек, килти пек туятăп. Тĕрĕссипе, хамăр çĕршыв-çке ку, мĕншĕн килти пек туяс мар! Пирĕн мар, нимĕçсен чĕтресе çӳремелле кунта. Апла пулин те, сыхланмалла-ха пирĕн, сыхланмалла.
Вăрман тăрах çапла вун-вуникĕ çухрăм утрăмăр пуль эпир. Сасартăк тем кĕрлени илтĕнчĕ. Танксем çывхараççĕ иккен. Тĕнче шатăртатма тытăнчĕ.
Калаçса ларнă май эпир, Лорх Иванĕпе иксĕмĕр хамăр ăçтине те мансах кайнă. Тăнлатпăр хайхи. Çаврăнса пăхрăмăр та, пирĕн хыçа трактор çитсе тăнă. Пысăк урапа кăкарнăскер.
— Тиесе яратăр-и юлашки çĕрулмине? — кăшкăрчĕ тракторист.
— Тиес, тиес, — сиксе тăтăмăр эпир.
Каллех хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Лорх Иванĕ михĕсене, паçăрхи пекех, чупа-чупа йăтрĕ. Аллăсене çывхарнă çын пек мар, çирĕмрен иртнĕ каччă пек туйăнчĕ вăл мана. Тин çеç хитре хĕрпе паллашнă каччă пек.
Çĕрулми тиесе пĕтерсен, эпир хуллен ялалла утрăмăр.
— Пирĕн сăмах вăраха кайрĕ-ха ку, — терĕ Лорх Иванĕ.
— Тивмĕ-ха. Çапах та хушамату пирки нимех те пĕлтермерĕн-ха эс..
— Ман хушамат çак разведкăра çуралнă-ха вăл. Вăрманта пынă чухне танксем кĕрленине илтрĕмĕр терĕм-çке. Шалт тĕлĕнтĕмĕр. Кунта аслă çул çук, яла çитме те инçе, епле-ха танксем тетпĕр. Иксĕмĕр те тăпах чарăнтăмăр. Итлетпĕр. Танксем çаплах кĕмсĕртетеççĕ. Унтан шăв-шав йăвашланчĕ. Нимĕçле калаçни хăлхана пырса кĕчĕ. Тем çухрашаççĕ. Сахаллăн та пулас çук. Каçĕ паçăр тĕттĕмччĕ-ха. Халь кăштах çуталчĕ. Эпир хуллен малалла утрăмăр. Ерипен йăпшăнса пырса, пĕр лапсăркка чăрăш çумне тĕршĕн-тĕмĕр. Пирĕн умри вăрман сайра. Яштака хырсем хушшинче унта та кунта çуртсем курăнаççĕ. Сарай пек пĕр пысăк çуртра тимĕр чанклатни, тем кĕрлени илтĕнет. Ахăртнех станоксем ĕçлеççĕ пулас. Пирĕнтен инçех те мар улт-çичĕ танк ларать. Сарай çумĕнче те вĕсен мĕлкисем курăнаççĕ.
«Кунта, тем кала та, танксем юсаççĕ», — пăшăлтатрĕ Харитонов.
Эпир йывăçсем хушшипе татах йăпшăнса çӳреме, сăнама шутланăччĕ. Инçех те мар такам юра кăчăрт-кăчăрт тутарса утни сисĕнчĕ. Кĕçех йытă хăм-хам! туса илчĕ. Эпир каллех сывламасăр хытса тăтăмăр. Йытăллă нимĕç часовойĕ çывăхранах иртсе кайрĕ. Çил пирĕн еннелле вĕретчĕ çав. Йытă еннелле мар. Çавăнпа чиперех çăлăнса юлтăмăр. Вара кăштах сăнаса çӳрерĕмĕр те чăтлăхалла кĕрсе кайрăмăр. Рябиновкалла васкарăмăр.
Рябиновка.... Чăвашла ăна Пилешкасси теме пулать. Вăл хыр вăрманĕ хĕрринчи айлăмра ларать. Эпир çав ял тĕлне тул çутăлнă тĕле çитсе тухрăмăр. Вăрман сăмсахĕнчен ывçă тупанĕ çинчи пек курăнать Ялта вут хутса янă. Мăрьесенчен тĕтĕм мăкăрланать. Пуринчен ытла вăтам шкул, ял Совет, клуб çурчĕсен мăрйисенчен хăватлă тĕтĕм тухать. Нимĕçсем ăçта тăнине нимрен те мар, çак тĕтĕмренех пĕлме пулать. Ăçта вăйлă тĕтĕм, унта нимĕç. Харитоновпа иксĕмĕр вăрман хĕрринчи лапсăркка чăрăш çине хăпарса лартăмăр. Пĕр-ик туратне сирсе, пăхмалли уçлăх турăмăр. Кунĕпех сăнарăмăр унтан. Ял Совет çуртне, чăнахах та, штаб вырнаçнă пулмалла. Клубпа вăтам шкулта — фашист салтакĕсем. Кăнтăрла вĕсене вăрман ăшĕнче вĕрентеççĕ. Пĕр-ик батальонтан сахал пулас çук.
Чăрăш тăрринче ларасси кăмăллă та, йывăр та. Акă, юнашар хыр çинчен пирĕн пата пакша сикрĕ. Турат вĕçĕнче хавассăн ярăнса ларать. Пирĕн çине куç илмесĕр тинкерет. Йăлт-ялт сиккелет. Вăл савăнать. Çĕршывра хаяр вăрçă кĕрленине пĕлмест те. Унăн таçта, тарăн хăвăлта, мăйăр та, кăмпа та, çырла та çителĕклех пулĕ. Халĕ вара уçăлма, хĕллехи çанталăкпа киленме тухнă. Вăл эпир кунта мĕншĕн чĕтресе ĕнтĕркесе ларнине пĕлес те çук. Таçта, ял тепĕр енче, нимĕçсем юрлани илтĕнет. Вĕсене те хаваслă. Анчах нумайлăха-ши?
Тĕттĕмленсе çитсен, эпир чăрăш тăрринчен антăмăр та сылтăмри пĕве еннелле утрăмăр. Йывăçсем хушшипе автомашина йĕрĕсене сăнаса пытăмăр. Юрать-ха, кунта тăвайккиллĕрех вырăн, юр тарăн лартман. Кайсан-кайсан, сулахаялла пăрăнтăмăр. Унтан каллех сылтăмалла. Унтан татах сулахаялла. Çурçĕр çитичченех утрăмăр. Автомашинăсем ăçтан килнине çаплах пĕлеймерĕмĕр-ха.
«Татах кайма кирлĕ-ши?» — терĕм эпĕ. «Каймалла», — терĕ Харитонов. Темле чăрсăр, парăнми сержантчĕ вăл. Пĕр тума тытăннă ĕçе вĕçне çитермесĕр пăрахмастчĕ. Ун чатăмлăхĕнчен тĕлĕнеттĕм эпĕ. Çапла татах, татах утрăмăр. Хыр-чăрăшсем кашлаççĕ. Кичеммĕн, хурлăхлăн кашлаççĕ. Вĕсен сассинче, лайăхрах тăнласан, тем те илтме пулать. Амăш ывăлне кулянса кĕтнине те... Ашшĕ инçетри ачишĕн йывăррăн тунсăхланине те... Чăваш ялĕнче хĕрсем ху çинчен пăшăлтатса калаçнине те... Такам татăлсах йĕнине те...
Утатпăр, утатпăр. Салтакăн утмалла. Разведчикăн салтакран та нумай утмалла.
— Мĕн терĕн эс? — сăмахне пӳлсех ыйтрăм Лорх Иванĕнчен.
— Разведчикăн тетĕп-çке. Салтакран та нумай утмалла, тетĕп.
— Разведчик кам вара? Салтак мар-и?
— О-о! Разведчик — разведчик вăл! — мăнкамăллăн каларĕ Лорх Иванĕ. Вăл, хăй разведчик пулнăскер, вĕсене уйрăмах пысăка хурать. Разведчик уншăн чи кирли, чи мухтавли. Эпир ял патнелле çывхаратпăр. Уй хапхи çывăхĕнче хурсем какалаççĕ.
— Автомашинăсем ăçтан япала турттарнине пĕлейрĕр-и хăть?
— Такки пĕлтĕмĕр. Тул çутăласпа пырса тухрăмăр унта. Вăрман варринче складсем. Йĕрлесе каймасан, шуйттан шыраса тупать-и вĕсене! Вăт ăçтан тăратнă вĕсем фронта апат-çимĕç, тумтир. Вăт ăçтан турттарнă патрон, снаряд-мина. Хамăр куçпа хамăр куртăмăр вĕсен склачĕсене. Ну, лекессе те чут çеç лекмерĕмĕр. Пур çĕре те часовой тăратса тухнă, эсрелсем.
Тул çутăлсан, карттă çине пурне те паллă турăмăр. Танксем юсакан мастерскойне те, салтаксем вырнаçнă яла та, складсене те... Хамăр ĕç йĕркеллех пулса пынишĕн савăнтăмăр. Ывăнни те сисĕнмест. Ура та, ни мĕн те ыратмасть. Тĕнче те илемлĕн курăнать. Тĕрессипе, тĕнче нихçан та илемсĕр курăнман-ха салтакра чух пире. Çав тери йывăр чухне те. Этем кăмăлне, чунĕ-чĕрине никам уçаймасан та, тĕнче уçса ярать.
Пирĕн çав кунах, кăнтăрла тĕлĕнче, Упа варне çитсе ӳкмеллеччĕ. Унта эпир Светăпа тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. Палăртнă вăхăта, чăнахах та, Упа варне çитрĕмĕр. Эпĕ çак тĕксĕм, кичем вырăна аван пĕлетĕп. Вăрçăччен, погранкомендатурăра пурăннă чухне, кунта хăйăр тиеме килеттĕмĕр эпир. Хамăр тахçан хăйăр илнĕ вырăна юриех пырса пăхрăм. Унта юр хӳсе тултарнă. Хăйăр шăтăкĕ умĕнчи авăнчăк хурăн халĕ те чиперех ларать-ха. Тиесе ывăнсан, эпир ун айне выртса канаттăмăр.
Таврара хурăнсем, хырсем, çирĕксем, ăвăссем. Вăрçăччен çакăнта эп утса çӳренĕ, вылянă, кулнă ĕнтĕ. Халĕ, ав, йăлтах урăхла вăхăт. Эпир Светăна кĕтетпĕр. Вăл çаплипех çук-ха. Ĕнтĕ кăнтăрла та иртрĕ, каç енне сулăнчĕ. Хурăн çине чакак вĕçсе килчĕ. Чак-чак-чак! тăвать. Пĕр турат çинчен теприн çине сикет. Чак-чак!..
«Çук, текех каялла чакмастпăр», — хăваласа ятăм эп ăна.
Çак вăхăтра çывăхрах хам-хам! туни илтĕнчĕ. Пĕтрĕмĕр. Нимĕçсем йытăпа йĕрлесе çитрĕç пулас. Харитоновпа иксĕмĕр те хăйăр шăтăкне чăмрăмăр, автоматсене хатĕр тытрăмăр. Парăнма юрамасть. Вăт пурнăç. Мĕн тери ултавлă та сисĕнчăксер вăл. Нивушлĕ тупнă сведенисене штаба çитереймĕпĕр? Нивушлĕ ахалех пулчĕ эпир çӳрени?
«Çиреп пул. Пĕтеретпĕр вĕсене», — пăшăлтатрĕ Харитонов, çĕлĕкне пусарах лартрĕ. Кăвак куçĕсем хаяррăн çуталчĕç.
Тăшман вĕтлĕхрен халь-халь тухмалла. Пӳрнесем курок çинче. Акă, йытти курăнчĕ. Чим-ха, мĕн амакĕ ку? Хӳрине тăратнă, усăнчăк хăлхаллă ула-чăла йытă! Ял йытти вĕт ку! Ача-пăча хыççăн чупса çӳрекенни. Кĕçех вĕтлĕхрен ачи те тухрĕ. Сарлака йĕлтĕрпе. Шалпар кĕрĕк пиншакпа.
«Ачам, кил-ха», — чĕнтĕмĕр ăна.
Вăл шартах сикрĕ, чарăнса тăчĕ, пире сăнаса пăхрĕ.
«Камсем эсир?» — шикленерех çывхарчĕ ача.
«Хăш ялтан эс?»
«Заовражнăйран».
«Ăçта кайма тухрăн?»
«Кукамай патне».
«Ан хăра. Эпир — совет салтакĕсем».
Хайхи маскхалата сиртĕмĕр те, вăл пирĕн çĕлĕк çинчи çалтăрсене асăрхарĕ пулас. Пичĕ сасартăк çуталса кайрĕ.
«Эппин, эсир вăл? — терĕ ача. — Светăна Смолин тытса кайрĕ».
«Мĕнле Смолин?»
«Тĕрмерен килни. Староста».
«Ăçта тытса кайрĕ?»
«Ольховкăна. Комендатурăна кайса ăсататăп, терĕ».
«Паçăрах-и?»
«Халь çеç кайрĕç. Шоссе çулĕпе. Сăртран улăхрĕç-ши?»
«Сана кам ячĕ кунта?»,
«Света хăй калама ĕлкĕрнĕ аннене. Эсир çакăнти çинчен. Анне мана чуптарчĕ».
«Маттур. Тавтапуç сана. Нихçан та манмăлăр», — ачана ыталаса саврăмăр та шоссе çулĕ еннелле вăрман тăрăх чупрăмăр.
Нумай чупса курнă эпĕ. Чикĕре тревога пулсан та, занятире-мĕнре те. Çапах та ун чухнехи пек хытă чупнине астумастăп. Пирĕн çав путсĕр Смолинран мала тухса, ăна кĕтсе илмелле пулчĕ. Ну, мĕскер? Кĕтсе илтĕмĕр. Вăт, пырать хайхи шоссе çулĕпе. Çӳллĕскер. Сарлакаскер. Сăн-пичĕ шыçмак та хĕрлĕ. Света ун умĕнче утать. Аллисене каялла çыхнă унне. Тутăрĕ чалăшса кайнă. Çӳçĕ çилпе вĕлкĕшет. Смолин хĕре вĕçĕмсĕр васкатать. Каç пуличчен Ольховкăна çитесшĕн ĕнтĕ. Нимĕçсене савăнтарасшăн. Вĕсем умĕнче мухтанасшăн. Пырать-пырать те Светана саламатпа туртса çапать. Хĕненипе вăйсăрланнă хĕр сулана-сулăна каять. Акă, çывхарсах килеççĕ вĕсем. Çак вăхăтра сасартăк хыçалтан автомашина çитсе тухрĕ. Смолин çул варрине тăчĕ те аллине çĕклерĕ, грузовике чарăнма ыйтрĕ ĕнтĕ. Капла пĕтетпĕр-çке, Светана лартса каяççĕ. Вара ăна хăтарасси пирки шухăшлама та çук. Анчах нимĕç шоферĕ машинăна чармарĕ, тата хытăрах вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Вăрман варринче машинине чарма ухмах-и вăл! Партизансем тĕл пулĕç те... Эпир савăннăччĕ. Анчах хыçалта тепĕр машина килни курăнчĕ. Смолин каллех çул варрине тухрĕ, аллине çĕклерĕ. Çук, ку та чарăнмарĕ. Вăл иртсе кайсан, виççĕмĕш машина тухрĕ, тăваттăмĕш... Пĕри те чарăнмарĕ. Смолин тарăхнипе Светăна чышса ӳпĕнтере-ӳпĕнтере ячĕ. Унччен те пулмарĕ — Харитоновпа иксĕмĕр хăва тĕмĕ хушшинчен сиксе тухрăмăр та Смолина прикладпа çапса ӳкертĕмĕр. Ун виллине вăрмана сĕтĕрсе кĕртсе пăрахрăмăр.
Вара виçсĕмĕр те Кюльме карчăк патне васкарăмăр. Света мĕн тери савăннине каласа пама та çук. Харитоновпа иксĕмĕре ыталаса чуптурĕ. Вăт япала. Ман пите çавăнччен хĕр тути сĕртĕнменччĕ. Хам та чуптуса курман. Пĕрремĕш хут чуптурĕ мана Света. Савăннипе эп ăнран тухнă пекех пултăм. Сасартăк чăн пурнăçран тутлă тĕлĕке куçрăм. Кĕмĕл юр пĕрчисем. Кĕмĕл тавралăх. Ылтăн пĕлĕт. Йывăçсем пурте ман хурăнташ-тăван. Авă, умри пысăк хыр — ман атте, лаштра чăрăш — ман анне. Шурă хурăн — ман йăмăк. Çамрăк хырсем — шăллăмсем. Ытти йывăçсем — хамăр ратне.
Кюльме карчăк патне сĕм-çĕрле тин çитрĕмĕр. Ал-кум алăкне шаккарăмăр. Кĕтетпĕр. Карчăк илтмерĕ-ши? Уçмасть. Хытăрах тӳнлеттерме пуçларăмăр. Тинех кăштăртатса тухрĕ Кюльме.
«Кам унта? Никама та кĕртместĕп. Эп — пĕччен карчăк».
«Ан çухраш-ха. Уç», — терĕ Света.
Кюльме хыпалансах уçрĕ. Эпир пӳрте кăптăртатса кĕтĕмĕр. Каллех тĕпсакай пек туйăнчĕ ун пӳрчĕ. Тĕпелте пĕчĕк лампа хĕп-хĕрлĕ çунать. Кăмаки сип-сивĕ. Пӳрте хутман иккен. Кăмака çине пăхрăм: Осипов курăнмасть. Çанçурăм сӳлетсе кайрĕ.
«У-у. Чун тухатчĕ», — терĕ карчăк.
«Мĕн тата?» — ыйтрĕ Света.
«Килсе тулчĕç кунта. У-у. Кĕтĕвĕпех».
«Камсем? Нимĕçсем-и?»
«Çав вампирсем... Ĕнер те, паян та».
«Халь ăçта?»
«У-у. Кайрĕç. Вĕлерсе хăваратчĕç. Хăйсем шăннипе улача кĕпе тĕслĕ пулнă. Шăлĕсем шакăрт-шакăрт шаккаççĕ. Мĕн пуплешнине ăнкарса та илес çук. Юрать-ха, ăс çитрĕ. Кунта юлнине пытанма хушрăм. Кĕрсе вырт, терĕм, кăмакана. Славбух, килĕшрĕ. Кăмака çăварĕ умне пĕр чукун шыв лартрăм. Питлĕхпе хупларăм. Пĕр енчен юрарĕ те, тепĕр енчен шар куртăм эп ăна кăмакана вырттарса. Сивĕ теççĕ. Вут хутма хушаççĕ. Мĕн калас ĕнтĕ ку эсрелсене? Çакаççĕ вĕт. Хама та, салтака та. Хутма юрамасть, мăрье ишĕлнĕ, тетĕп. Хут та хут, теççĕ. Пӳрчĕ çунса кайтăр та — ăшăнса юлар, теççĕ. Пĕри питлĕхе уçсах пăхрĕ. Пысăк чукуна илме хăтланчĕ. Анчах хăрăмланасран хăрарĕ пулмалла. Пăрăнчĕ».
«Вара мĕскер?»
«Эсрелсем кунтах юласшăнччĕ. Пӳрт сивĕ пирки кайрĕç. Аран-аран ăсатрăм. Каçченех тăчеç. У-у...»
«Осилов ăçта?»
«Кăмакарах».
Эпир кулса ятăмăр. Мĕн тăвас тетĕн? Тепĕр чухне çавăн пек «мĕскĕнленсе» выртма та тивет салтакăн. Нимĕçсемпе тытăçма хушман пире. Кăмакара выртса, Осипов нимĕç салтакĕсем мĕн калаçнине веçех илтнĕ. Чылай хыпар пĕлсе юлнă. Кунсăр пурне тата... Юмăç пăхтарма килнĕ çынсен сăмах-юмахĕ те мăне тăрать.
«Пĕлетĕн-и? Смолин вилнĕ», — терĕ Харитонов Кюльме карчăка савăнтарас шутпа.
«У-у. Мĕн тетĕн?»
«Эс тухатнă Смолин кăннă, тетĕп».
«Чăнах-и?»
«Чăнах. Виллине вăрмана кĕртсе пăрахнă. «Йытта — йытă вилĕмĕ», тесе çырнă».
«Çитрĕ иккен эп тухатни. Вăрман шуйттанĕсем чăмласа хучĕç ĕнтĕ ăна. Пĕтĕм усал сывлăша выляма хушсаттăм. Пыршине кумрĕç апла. У-у...»
Çапла калаçкаласа, эпир Лорх Иванĕн крыльцаллă вĕр-çĕнĕ пӳрчĕ тĕлне çитсе тăтăмăр.
— Атя, пирĕн çĕн пӳрте кĕрсе курман пуль-ха эс. Кунта çитнĕ япала, курсах кай. Сăмах-юмах та вĕçне тухĕ унта, — терĕ кил хуçи, вырăсла хапхине уçса.
Картишĕнче пирус мăкăрлантарнă май сăмах-юмах тата малалла шурĕ.
— Эпир тухса кайма пуçтарăннăччĕ. Çав вăхăтра Кюльме карчăк пире хăй патне Салихов полицай килсе кайни çинчен пĕлтерчĕ. «Юмăç пăхтарма килтĕм, — тет. — У-у. Яхăнне те пăхас теменччĕ. Тухса каймасть. Тикенек пек çыпçăнчĕ. Пăхрăм вара...»
«Мĕн терĕн ? Хытă хăратмаллаччĕ».
«У-у, Хăратрăм-ха. Раштав тĕлне вилетĕн, терĕм».
«Хăй мĕн тет?»
«Веç аптраса ӳкрĕ. Калаçаймасть те. Чĕтреве ерчĕ. Хăравçă иккен хăй. Хатăлса юлма çук-и вилĕмрен, тет. Тархасшăн хăтар-ха. Уншăн сана мĕн ыйтнă, çавна парăп, тет. Эп килĕшмерĕм, хăтарма пултараймастăп, терĕм. Çын тĕсĕ юлмарĕ хăйĕн. Çаплах тилмĕрет. Хăтарсамччĕ, тет. У-у, путсĕрскер. Чуну усал сывлăшпа хутшăннă. Ăна усал сывлăшран уйăрса илме йывăр, тетĕп хайхи. Йывăр пулсан та уйăрса ил, йăлăнать çак. Чĕркуçленсе ларчĕ. Çав усал сывлăшпа хутăшнăран тепĕр еннелле сулăннă эп, тет. У-у. Нимĕçсемпе çыхланнăшăн пит ратах мар пулас. Çавăнпа кăшт хĕрхенес те килчĕ. Хăтарасса хăтарăп, анчах пуш алăпа ан кил. Йывăр ку ĕç, терĕм. Кĕçех персе çитмелле ĕнтĕ вăл... Тата тепĕр хыпар: Ольховкăна Курт текенни каллех килнĕ, теççĕ. Шуйттанĕ кăна мар, саттани вăл. Миçе çынна пĕтермен-ши? Пурте вилĕм сунаççĕ ăна. У-у...» — вĕçлерĕ сăмахне карчăк.
«Апла ăна та тухатса вĕлер. Кăнса вырттăр», — терĕ юриех Харитонов.
«У-у. Вăхăчĕ çитсен, пурте кăнĕç, — татăклăн каларĕ карчăк. — Эпĕ тĕлĕкнех курнă. Асар-писер тăвăл çĕкленсе килчĕ пек. Çӳлте — хуп-хура пĕлет. Аялта хăрăм пек çынсем. Пуçĕ кăна шурă. У-у, мĕнле каламалла-ши ăна, пуç шăмми çеç унта. Пĕтĕм халăха тустараççĕ. Каярахпа пăхатăп, çав шăмă пуçлă хура çынсем каялла тараççĕ. Кĕçех кун çуталса килчĕ. Кайăксем юрла пуçларĕç. Тем тесен те, нимĕçсем пирки курнă эп çав тĕлĕке. У-у...»
«Курт... Курт... — терĕ Харитгонов. — Кам вăл? Мĕнле звани унăн? Ăçта ĕçлет?»
«Ăна пĕлме пултаратпăр. Каларĕ-çке, Кюльме аппа патне часах Салихов полицай килмелле. Çавна ярса тытăпăр», — пăшăлтатрĕ Света.
Эпир канашласа пăхрăмăр та çав каçа унтах ирттерме тĕв турăмăр. Кюльме карчăк пире пулăшма сăмах пачĕ.
Çурт çывăхне чăтлăха пытанса лартăмăр хайхи. Нумай иртрĕ-и, сахал-и — хурала юлнă Харитонов пире курпун Салихов килсе çитни çинчен пĕлтерчĕ.
«Мĕн те пулин илсе килмен-и?» — ыйтрĕ Света.
«Ĕне илсе килчĕ. Ав, алкум вĕçĕнче кăкарăнса тăрать».
«Вăт, çĕр çăтман!»
Эпĕ йăпăр-япăр чӳрече патне йăпшăнса пытăм та итлетĕп.
«Кала, кам ĕнине çавăтса килтĕн? Тĕрĕсне каламасан, çул çинчех тăсăлса выртатăн, — çунтарать хайхине Кюльме. — У-у, вăрман хăвачĕ çĕклен. Хускал, вăрман. Пĕтĕм хаярлăх кунта килĕр. Пурте, пурте, пурте... Алăкран та кĕрĕр, чӳречерен те кĕрĕр, мăрьерен те кĕрĕр. Çурăк-шăтăксенчен те кĕрĕр. Вилĕм-çăтăм парнелĕп сире. Савăнăр, ташлăр, юрлăр...»
Тем тĕпĕртетрĕ, татах мăкăртатрĕ карчăк.
Салихов урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.
«Мĕншĕн эс? Çиллентертĕм-и сана? Каçар, Кюльме аппа. Тархасшăн. Йăлтах тĕрĕсне калатăп. Чăн та хам ĕне мар ку. Эй ăна каялла кайса парап. Каçар, Кюльме тăванăм...»
Эпир Кюльме карчăкăн темле асамлă вăй пуррине, паллах, ĕненмен. Вăл ултавпа-мĕнпе, чеелĕхпе кăна «чапа» тухма пултарнă. Ăс-тăнĕ чăнах та пур унăн. Темле, хăйне пăхăнтарма пултаракан хăвачĕ те сисĕнет. Гипноз-и вăл е урăхла вăй? Пулаççĕ-çке çавăн пек çынсем. Тен, Кюльме патне килекенсем тĕшмĕшлĕ пулни те, мĕнле калас, хăй ĕçнех тăвать пуль. Хамăр куçпах куртăмăр: Салихов полицай йăваланать урайĕнче. Куççульпех макăрать. Такам та пĕлет, Салихов çемçе чунлă çын мар. Ун саламатне ял çыннисем чылайăшĕ тутанса пăхнă. Лутраскер сиксе çапатчĕ, тет, вăл нухайккипе.
Эпир пӳрте вăркăнса кĕтĕмĕр. Хĕрлĕ çăлтăрлă, автоматлă салтаксем. Салихов куçне чарса пăрахрĕ. Урай тăрăх упалене-упалене стена çумне çитрĕ.
«Тăр ура çине! Этем пек пул», — терĕ ăна Харитонов хыттăн.
Салихов чĕтре-чĕтре тăчĕ, ик аллине те çӳле çĕклерĕ. Унăн курпун пĕвĕ татах курпунланнă пек курăнать. Халĕ вăл çын пек те мар, темле чăмакка пек çеç туйăнать. Йĕрĕнчĕк хура чăмакка.
«Сутăнчăк Салихов пулатăн-и эс? Ольховкăри чи хаяр полицай-и?» — хаяррăн ыйтрĕ Харитонов.
«Эпĕ... Эпĕ Салихов», — чĕтрерĕ сутăнчăк.
«Айта, хыр кутне тухса тăр», — хушрĕ сержант.
«Каçарăр. Ан вĕлерĕр. Эп сире пулăшма пултаратăп. Кирек мĕн калăр, пурне те тăватăп. Ан вĕлерĕр», — йăлăнчĕ Салихов.
Харитонов ăна, хулĕнчен тытса, малалла танкăлтаттарчĕ. Пирĕн тарăху тулса çитнĕччĕ ун чух. Эпир сутăнчăксене тӳсме пултарайман. Çапах та Хариторов ытлашши вĕриленсе каясран пăшăрхантăмăр. Тен, çак сутăнчăкпах мĕнле те пулин усă курма май çук-ши? Эпир ун çинчен малтанах шутланăччĕ-ха.
Алăк патне çитсен, Харитонов ăна чарса тăратрĕ. Шăнăрлă пысăк аллипе кăкăрĕнчен тытрĕ те çӳле çĕклесе силлерĕ.
«Кала татăклăн: вилес килет-и сан е пурăнас килет-и?» — терĕ çиреппĕн.
«Тархасшăн, ан вĕлерĕр», — куççуль витĕр йăлăнчĕ Салихов.
«Алла пулсан, пире пулăшатăн-и?»
«Пулăшатăп. Кирек мĕн хушăр».
Çакăн хыççăн Харитонов сержантпа Салихов сутăнчăк хушшинче татăклă калаçу пулса иртрĕ. Салихов малашне нимĕçсене хирĕç кĕрешме тупа турĕ. Ĕнене каялла тавăрса пама пулчĕ. Тылри тăшман салтакĕсем ăçта вырнаçса тăни çинчен каласа кăтартрĕ. Кунсăр пуçне тепĕр хыпар пĕлтерчĕ. Тылри çарсен командирĕ фон Курт Биссинг (ялти çынсем ăна кĕскен «Курт» теççĕ) хăй пурнăçĕ пирки мĕн каланине илтесшĕн имĕш. Таçтан муртан пĕлнĕ Кюльме çинчен. Çавăнпа тĕпчеме янă иккен вăл Салихов полицая.
«Эс каланине пурне те тăватăп. Эсир те ман хута кĕрĕр», — тесе хăварчĕ Салихов тухса кайнă чухне.
Салихов полицай, ялта тем пек çухрашса, тĕнче кисретсе çӳренĕ пулин те, калама çук хăравçă, хăй пурнăçĕшĕн чĕтресе тăракан çын иккен. Вăл хăйне разведчиксем тытсан, чăннипех те сехĕрленсе ӳкнĕ. Хăй пурнăçĕ çинчен, çемйи çинчен шухăшла пуçланă. Малтанах вăл фашистсем Совет влаçне пĕтерсе хурасса шаннă. Халĕ нимĕç çарĕсем Ленинград патĕнче нумайччен тытăнса тăни ăна иккĕлентерме тытăннă. Çавăнпа та хамăр çарсем умĕнче вăл çылăхне кăштах та пулин пĕчĕклетме май шыранă. Çавна валли акă меллĕ самант сиксе те тухрĕ.
Салихов килессе кĕтсе, эпир чăтлăхра икĕ талăк пурăнтăмăр.
Çапла, тавралăха лайăх сăнаса тăнă чухне, сасартăк лаша ури сассисем илтĕнчĕç. Çамрăк чăрăшсем хушшинчен, вĕлт те вĕлт туса, кокардăллă карттус курăнчĕ. Ун хыççăн — кăвак пилоткăсем. Миçен кусем? Сахалтан та вуннан-вуниккĕн. «Мĕн эсремечĕ-ха капла? Салихов пире тытма нимĕçсем ямарĕ-ши?» — вĕлтлетсе иртрĕ пуçра шухăш. Эпир сас-чӳ кăлармасăр сăнаса выртатпăр. Чим-ха, тем, вырăсла калаçни илтĕнчĕ мар-и? Э-э, нимĕçсемпе пĕрле Салихов хăй те килнĕ иккен.
«Кюльме, уç!» — кăшкăрчĕ Салихов. Тухатмăш карчăк часах уçрĕ. Салиховпа нимĕç офицерĕ (хайхи Курт текенни ĕнтĕ) пӳрте кĕчĕç, салтаксем хурала юлчĕç.
— Ну мĕнле, лектертĕр-и çав çӳллĕ карттуса? — тӳсеймесĕр ыйтрăм эпĕ.
— Лектертĕмĕр, — терĕ Лорх Иванĕ — Эпир тула юлнă салтаксене сасартăк тапăнтăмăр. Улттăшĕ вилчĕç. Ыттисем лашисене пăрахса хăварсах каялла тарчĕç. Эпир пӳрте чупса кĕтĕмĕр те нимĕç офицерĕн аллисене чĕн пиçиххипе пăрса çыхрăмăр. Тула сĕтĕрсе тухрăмăр. Хăйĕн тимĕр кăвак ăйăрĕ çине урлă вырттартăмăр. Ун хыçне Харитонов утланса ларчĕ, тытса пыма. Эпир те лашасем çине утлантăмăр. «Тепре килсен, татах пулăшма тăрăшăп сире», — тесе ăсатрĕ пире Салихов.
Малти лини патне çывхара пуçласан, лашасене пĕр ял патне хăвартăмăр та хамăр çӳран кайрăмăр. Нимĕç офицерĕн ним тума та çук, пирĕнпе пĕрлех утас пулчĕ. Ничево. Талкăштарчĕ кăна. Пĕр сас-чĕвĕ те кăлармарĕ.
— Мĕнле, хамăрăннисем патне аванах таврăнтăр-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Чип-чипер каçрăмăр. Вăт халь ĕнтĕ хушамат патне çитрĕмĕр. Çавăн чухне штаб начальникĕ ура çине тăчĕ те:
«Эсир «Лаох» операцие ăнăçлă ирттернĕ. Сире çакăншăн тав тăватăп», — терĕ.
«Мĕнле Лаох?» — ыйтрăмăр эпир.
«Сирĕн операцие эпир «Лаох» тесе ят патăмăр. Кашни разведчик хушамачĕн малтанхи саспаллине илсе. Ăнлантăр-и? Леонова, Афанасьев, Осипов, Харитонов — Л-А-О-Х...»
Тепĕр кунне пирĕн штурмовиксем тăшман склачĕсене, танксем юсамалли мастерскойне, Рябиновскри çар чаçне аркатса тăкнă. Айăн-çийĕн тустарнă фашистсен йăвине. Вăт, çапла пулчĕ ун чухне, тăванăм. Куркаланă пурнăçа. Пайтах. Çапла-и?
— Вăл çапла пулĕ-ха, — терем эпĕ, пируса сӳнтерсе. — Çапах та сана «Лаох» тесе мар, «Лорх» тесе чĕнеççĕ-çке.
— Ха-ха-ха! Пит васкатăн эсĕ. Хушамат улăштарасси хăвăрт пулакан япала мар. Ерипен якалса çирĕпленет вăл. Вăт, эпир фронтра чухнех пĕр-пĕрне «Лаох» та «Лаох» тесе чĕнекен пултăмăр. Эпĕ хам та Светăна: «Пурнăçсем епле, Светлана-Лаох?» — теттĕм. Харитонов сержанта: «Аван-и, Харитонов-Лаох?» — тесе чĕнеттĕм. Вĕсем мана: «Мĕнлерех сывлатăн, Афанасьев-Лаох?» — тетчĕç. Çĕнĕрен килекен салтаксем пирĕнтен тĕлĕнетчĕç. «Мĕнле эсир пурте Лаох хушаматлă? Пĕртăвансем мар пулĕ те?» — тесе ыйтатчĕç. «Пĕртăвансем», — мăнаçлăн калаттăмăр эпир.
Вăт çапла туянтăмăр эпир Лаох ята. Вăрçăран таврăнсан, пурне те каласа панă эп ун çинчен. Кайран вара хама та «Лаох» теме пуçларĕç. Çул хыççăн çул иртрĕ. Ман звено кашни çулах çĕрулми ăнăçлă туса иле пуçларĕ. Сăмах-юмахăм та ытларах çĕрулми çинчен... Пурăна киле, çапла, сисмен те: мана «Лаох» тесе мар, «Лорх» тесе чĕне пуçларĕç. Лаох Иванĕ мар, Лорх Иванĕ иккен эпĕ. Çакăншăн, тĕрĕссипе каласан ним чухлĕ те пăшăрханмастăп. Савăнатăп кăна... Вăрçă чухнехи хушамата мирлĕ пурнăçри хушамат çĕнтерчĕ-çке. Мĕн каласси пур, тĕрĕс, саккунлă яаала...
— Кайран Кюльме çинчен пĕлтĕн-и? — тӳсеймесĕр ыйтрăм эпĕ.
— 1944 çулхи хĕлле пĕлтĕм. Наступлени пуçлансан... Кюльме кил-çуртне нимĕçсем çунтарса янă иккен. Хăйне çакса вĕлернĕ.
— Света... Светлана ăçта юлчĕ?
— Света-и?... — Лорх Иванĕ чылайччен ним хускалмасăр ларчĕ. Юлашкинчен çапла хушса хучĕ: — Çуркунне пĕр разведкăна эпир каллех унпа кайрăмăр. Килессе вара... Килессе...
Лорх Иванĕ сăмахне вĕçлеймесĕрех пуçне усрĕ.