Кулленхи пекех пуçланчĕ вăл кун. Таçтан аякран хĕвел килсе тухрĕ те уйсем çине пусăрăнса выртнă юра кĕмĕл тĕс пачĕ. Чĕрĕ вăй пек пулчĕ вара юр: шурă, вĕçĕмсĕр тăсăлакан кĕлетки çинче хĕвел пăрахнă кĕмĕл пĕрчĕсемпе выляма пуçларĕ. Çавăн пек уйăн пĕр çулĕ, пĕлĕтелле тĕртĕннĕ курпунĕ çинче Юнаш ятлă пысăк çеç ял сапаланса ларать. Ял хĕрринчи çуртсем хăма, улăм, халь юрпа витĕннĕ çийĕсемпе нумай çĕрте яла пӳлсе илнĕ çырманалла тайăлса лараççĕ. Ял варринче юр алласа ларакан ватă, анчах тӳрĕ хурăнсем хушшинче кăшт сарăла пуçланă чиркӳ икĕ кĕмĕл хĕресĕпе çӳлелле кармашать. Ялтан кăшт уйрăмарах, пĕр мăкăр çинче, виçĕ çил арманĕ хыр çунатсемпе хăлаçланса çĕртен çӳлелле вĕçсе ӳкесшĕн чĕриклетеççĕ.
Хĕллехи çутă, хĕвеллĕ ир илемлен уçăлать Юнаш ялĕ. Пысăккăн пĕлĕте сухаласа тухакан хĕвел чи малтан çак ял çине пăхса илет. Унтан вара тин унăн кĕмĕл çутисем ытти çĕрсене сапаланаççĕ. Хĕвел хăйĕн кĕмĕлне этем пек хăй умĕнче тытса усрамасть, уçă кăмăллă пулса кĕмĕлне вăл ăçта пынă унта сапаласа пырать. Кама кирлĕ, çав пуçтартăр, савăнтăр. — Ой, хĕвел, таса хĕвел, ăçтан пула пĕлнĕ-ши эс, хĕвел, этемрен çав тери аякраскер, çав тери çывăхскер! Ой, хĕвел, çав тери аслă, çав тери йăваш хĕвел, мĕн шухăшлатăн-ши эс этемлĕх çинчен — сан таса, пĕр вĕçĕмсĕр уйусем, улăхусем çинче ылтăншăн çăтăхса юн юхтаракан этемлĕх çинчен?
Виçĕ çул вăрçă! Виçĕ çул пĕр чарăнмасăр этемлĕх юнĕ çĕнĕрен çĕнĕ юнлă çырмасем тăвать. Хальччен таса шывлă пулнă, шăппăн çеç шăнкăртатса чуна çĕклекен çырмасем халĕ юнпа тулса, хĕрлĕ тĕспе сиксе куçсене хуптараççĕ.
Кам пĕлет, хăш-пĕр çĕрте, тен, шыв вырăнне юн ĕçсе пурăнаççĕ. Кам пĕлет, хăш-пĕр çĕрте, тен, этемĕн чĕри çумĕнчи çăвĕнчен тултармăшсем тăваççĕ, ветчинасем, кăлпассасем... Урăх мĕне юраччăр кача пӳрне пысăкăш тăхлан вăйĕнчен пинĕ-пинĕпе çĕрелле тĕшĕрĕлсе ӳкекен тăпра çинче ӳснĕ çынсен ӳчĕсем... Ой, хĕвел, çав тери аякра, çав тери çывăх хĕвел, пĕр чалăш тăрăш, пĕр аршăн сарлакăш çĕрпе тăват хăмаллă тупăк та кашнишĕнех мар иккен ку тĕнчере.
Çапла çухăрма пултарнă çын чĕри хĕвел çине пăхсан, пысăккăн пĕлĕте сухаласа ухса, çĕр çине кĕмĕл пĕрчĕсем пăрахакан хĕвел çине. Çыннăн сисĕмлĕ чĕри татах нумай калама пултарнă, анчах чĕри мĕн каланине хут çине çырма сайра пултармалла, нумай чухне чĕре юрри хăйне хальлĕн юлать, хăйне хальлĕн çĕкленсе хăйне хальлĕн лăпланса каять...
Мĕншен пурăнать Куçма? Алă çул пурăнса мĕн курнă вăл? Ватăлмалăх кунта мĕнпе те пулса савăнмалли пултăр тесе пĕр ывăл ӳстернĕ... Çирĕп, вăйлă ӳснĕ ывăл, çемçе кăмăллă пулса, çав вăхăтрах хăйне таптама никама та ирĕк паманскер, нумай савăнтарнă вăл Куçмана.
— Эх, ку вăрçă, кама кирлĕ-ши вăл вăрçă? «Куçман пĕрех ывăл, ăна илсе кайсан Куçма хăй пек ватă лашапа çеç юлать», — тесе никам та каламарĕ. Илчĕç вĕт ывăла, çаплах илсе кайрĕç, хĕрхенмерĕç. Ватă лаша çеç çав Куçман, вăл çеç пулмасан, тен, Куçма та хăй ывăлне çăлса юлма пултарнă пулĕччĕ те. Ав Петер Ваçильч хай ывăлне — Ехриме хăварчĕ вĕт салтакран...
Çул çăмăл. Нарăс юрĕ çуна тупанĕсене сайра тытать. Çӳхе, çăмăл çуна тупанĕсем, лаша ытлах хытă чупмасан та, çĕлен пек чăшăлтатса пыраççĕ. Анчах Куçма пуçне килсе пăркăчланă шухăшсем вĕсем пек мар, йывăррăн, тăнлавсене ыраттарса чупаççĕ. Пуçа тăхăннă, хура пăру тирĕнчен тунă мăлахая хывса пăрахас килет, пуçа мăлахайсăр та йывăр...
...Архан умĕн пулнă вăл. Урамра ишсе тухмалла мар пылчăк, тăхлан пĕлĕт çăмăр алланă. Çанталăк тĕксĕм, илемсĕр. Анчах сакăр аршăнлă пӳртре тата тĕксĕмтерех...
— Куçма, — тенĕ тĕпелти çак çинче сыв мар выртакан Куçма арăмĕ. — Куçма... — Анчах ку тĕлте вăл хăрах аллине кăкăр çине килсе хурса ӳсĕрме пуçланă... Юнлă ӳслĕк калаçма паман курнать, пĕр хĕрхенмесĕр асап кăтартнă ăна...
— Куçма, — татах чĕннĕ вăл ӳслĕк иртсе кайсан. Шывлă куçĕсемпе Куçма çине пăхнă. — Куçма... эп кĕçĕртен ытла пурăнаймастăп... мĕн курăн-ши ĕнтĕ эс Петькапа, мĕнле ӳстерĕн-ши?.. Куçма... тархаслатăп... Петькана... ывăлна... хĕрхенен пулсан... эс... Куçма... ан авлан...
Вăл тек калама пултарайман. Ахаль те çапă пек ырхан, çурта пек шуралса юлнă ӳт пĕтĕм кăкăра темĕскер килсе чăмăртанăран кăшт çĕкленнĕ çĕртен каялла кайса ӳкнĕ. Асаплă, вилме хатĕрленнĕ куçсенчен пит çине пите пĕçерекен вĕри куççулĕ шăрçаланса юхнă...
— Ну-но-о! — тет Куçма ахаль те чупма чарăнман лашине. Анчах сас карланкăра капланса ларать. Манас тесен те манма çук... Вун тăхăр çул ĕлĕк пулнă кун паянхи пек пулса тухса тăрать куç умне, паянхи пек...
Пурттас Куçмин ватă чĕри темĕскер çинчен хурлăхлăн юрлать, Хĕвел тухнă чух, турă лашине кӳлсе, çуни çине пилĕк пăт ыраш хурса Юнашран Тапанвара пасара кайма тухнăскер, вăл темшĕн, куç илмесĕр тенĕ пек, хĕвел çине пăхса пынă. Нарăс хĕвелĕ хăй те Куçман кăшт кăвакара пуçланă, çăра мар сарă сухаллă питне кăмăллăн ăшăтса пынă. Хĕллехи сывлăша Куçма сухалли çине пăрлă шăрçасем çакма ирĕк паман. Анчах Куçма чĕри çаплах лăпланман, хурлăхлă юрра çаплах юрланă.
Пӳрт маччинчен сăпка çакăнса тăнă. Сăпкара — çулталăкри ача. Вăл Петъка, халь салтака кайса çĕтнĕ Петька... Каç пулнă. Хуйхăпа тулнă пӳртре сĕтел çинче ларакан пĕчĕк лампа хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрлĕ куçĕпе кĕтессене çутатнă. Тур амăшлĕ турăш умĕнче çинçе çурта çуннă, çуннăçем аялалла анса, пĕчĕкленсе пынă. Алăк умĕнче сак çинче кӳршĕ хĕрарăмĕсем сăпка ачипе сыв мар амăшĕ çинчен калаçса ларнă.
— Куçма, — тенĕ Куçма арăмĕ. — Петькана пар-ха кунта, юлашки хут пăхса илем эп ун çине.
Кăмака умĕнче çулталăкри ывăлне тытса тăракан Куçма арăмĕ вăйсăр аллисемпе ывăлне ыталаса тытса çапла каланă:
— Петька, юратнă ывăлăм, сыв пул... — тек пĕр сăмах та калайман. Темрен хăраса, чарна-чарна, амăшĕ çине пăха-пăха йĕме тытăннă ывăлне алăран ямасăрах, пĕрре йывăррăн сывланă та вилсе те кайнă...
— Ну-но-о! — тесе хăвалать Куçма лашине. Малалла аса илесшĕн мар, пурне те манас тесе хăй пек ватă лашипе калаçать. Анчах иртнĕ кунсем хальхи кунсемпе пĕрле çыхăннă, уйрăм тăмаççĕ. Вĕсем пĕр вĕçĕмсĕр çыхăра пулса, çĕр пăтлă чул пек кăкăр çине килсе выртнă. Тен, ĕлĕкрех, çамрăк, вăйлă кăкăрлă пулнă чухне çавăн пек чул айĕнче те сывлама пултарнă Куçма, анчах халь... Халь — çук. Халь кăкăр нумай хĕсĕннĕ, шалалла путнă. Çул хĕрĕнче хăш-пĕр чухне теплерен ешĕл курăксем хушшинче савăнса ӳснĕ вăхăтра, çул çинчи пĕччен пуç хĕвелçанăш телейĕпе пурăннă Куçма: пĕччен, пĕчĕк ывăлпа... Юратнă арăмĕн ятне варлас мар тесе, темĕн чул йывăр пулсан та, авланмасăр пурăннă. Кунсем пĕрин хыççăн тепри сăрталла улăхакан кĕлте ураписем пек асаплăн шăваççĕ. Пилĕк, вунă, вун пилĕк çул иртет... Пĕччен хĕвелçанăш телейĕ урăххине улшăнать. Ун умĕнче — вăйлă, çирĕп ывăл. «Асапланни ахалех пулмарĕ, турă мана вăл асапшăн лайăх ывăл кӳчĕ, — тенĕ Куçма. — Ак тепĕрер виç-тăват çултан авланĕ те, виличчен унăн ачисене те курса савăнмалла пулĕ. Вилсен йĕркеллĕ, чысласа чикĕç çĕр айне...» Çапла ĕмĕтсем пулнă Куçман! Анчах, вăл ĕмĕтсене пĕр тискер, курăнман вăй пуртăпа лач! килсе татнă. Ывăла салтака тытса кайрĕç те таçта çухатрĕç — ултă уйăх ывăлтан çыру çук.
Юртать лаша. Чашлатать çуна. Çул айккинчи маяксем пĕрин хыççăн тепри хыçа юлса пыраççĕ. Юр çаплах пĕтĕм лапкăшĕпе кĕмĕл пĕрчĕсемпе выляса выртать. Анчах Куçма куçĕсене илĕртмеççĕ вăл пĕрчĕсем. Куçма вĕсене курмасть те, туймасть те. Вăл пĕлĕт çине, хĕвел çине пăхнă.
— Ой, хĕвел, çав тери аслă, çав тери йăваш хĕвел, эс пĕлен пулĕ: ăçта ман ывăл, ăçта? — тенĕ пек пулнă унăн тилмĕрекен куçĕсем.
Юрлă уй нумай çĕртен çулсемпе хĕресленсе пĕтнĕ. Вăл çулсем вулăс ялĕ Тапанвар патне çитсен пĕр çĕре пуçтарăнаççĕ. Çав тĕле çывхарса çитрĕ Куçма. Ытти çулсенчен тухнă çунасемпе пĕрле юман юпаллă пус хапхинчен Тапанвара кĕрсе кайрĕ.
* * *
Таçта, пĕр хăватлă вăй аслатиллĕ саспа пĕрех сăмах çухăрнă.
— Ре-во-лю-ци! — тенĕ.
Темиçе пин пăтлă тар пĕрчи пек çурăлса тухнă çак сăмах. Тĕлĕнмелле хăвачĕпе тĕнче никĕсне килсе тапнă. Раççей ылтăн тронĕ çинчи çын малтан çӳлелле сиксе ӳкнĕ, унтан çĕре перĕнсе аннă. Хăшĕсем ылтăн трона хăвăртрах майласа лартма тăрăшнă. Анчах трон — çурмаранах çурăлнă. Темиçе çĕр çул хушши ларнă трон самант хушшинче вакланса пĕтнĕ.
— Ре-во-лю-ци! — тенĕ хăватлă вăй.
Сăмах çӳле улăхса кайнă. Сăмах уйсем, хуласем, ялсем çинче вĕри çĕлен пек йăлкăшса, кăвар тăкса çӳренĕ. Сăмах кашни чӳрече патне пырса:
— Урама тухăр, кам пӳртре, вăл — хăравçă е ман тăшман, — тесе систернĕ. Нумай алăксем хăвăрт уçăлнă вара. Халăх пинĕ-пинĕпе урамалла тапнă, çĕр çуммипе çӳрекен хура, тачка пĕлĕтсем пулса çĕнтерӳ юрри юрланă.
— Эпĕр — хура алăллисем, çĕнĕ пурнăç тума тытăнатпăр, — тесе юрланă халăх. — Пусмăрлă пурнăç йăлăхтарчĕ пире, сывă пултăр ирĕклĕх!
Сахал алăксем уçăлмасăр юлнă. Вĕсен хыçĕнче трон çурăлнăшăн куйланакан, телейлĕ пурнăçпа уйрăлма вăхăт çитнĕ çынсем пурăннă. Хăра-хăра пăхнă вĕсем урамсенче çĕнтерӳ юррипе тапраннă халăх çине. Çуртсене-урамсене, креппăçсене, сăртсене — пĕтĕм тĕнчене сивĕ тытнă пек чĕтрекен çĕнтерӳ юрри шăпрах саслă юрăсене анчах итле-ме вĕреннĕ хăлхасемшĕн калама çук ют юрă пулнă. Пăр пек сивĕ те хытă, хĕвел пек вĕри те çутă çĕнтерӳ юррине тăпранпа тимĕр çинче çитĕннĕ çынсем анчах савăнса итлеме пултарнă.
— Урама тухăр! Кам пӳртре, вăл — хăравçă е ман тăшман! — тенĕ çĕнтерӳ юрри. Малтан чул çурăмлă хула кисреннĕ вăл юрăпа. Унтан — юрпа улăм айĕнче хăюсăр йăнăшнă ял. Вăл çĕнтерӳ юрришĕн така тирĕнчен тунă çĕлĕкне çӳлелле нумай хут ывăтнă, нумай хут суха тимĕррине калекпе шаккаса:
— Толой патша! Толой вăрçă! Ман суха пуç хуçишĕн йĕрет! — тесе çухăрнă.
* * *
Çавăн майлă пулнă паян Тапанварта. Пасара пухăннă халăх умне пырса капланчĕ. Тĕпне çухатнă тинĕс майлă: кĕрлет, çĕмрĕлет, çухăрать... Пĕрисем çĕлĕкĕсене çӳлелле ывăтаççĕ, теприсем хăйсем çӳлелле сикеççĕ, виççĕмĕшĕ ăна та, кăна та тăвать. Аякра, кантур алăкĕ умĕнче, пĕр яка шинель тăхăннă çын сăмах ваклать. Анчах ун сăмахĕсем, халăх хумханса тăнăран, пур çĕре те илтĕнмеççĕ. Хыçалта тăракансене вăл алăсемпе хăлаçланни анчах курăнать.
Ним ăнланайман Куçма кантур умне çак вăхăтра пырса тăчĕ. Пĕр анчах çӳлелле сикме чарăннă, хăй пекрех ватă, типшĕм, такçан кăшт сыпма та ĕлкĕрнĕ çынран:
— Ара, мĕн пулнă, ма халăх çав териех кĕрлет? — тесе ыйтрĕ.
Анчах леш, Куçмана хирĕç чĕнес вырăнне, каллех çӳлелле сикме пуçлать. Юлашкинчен мулкаç çĕлĕкне пуçĕ çин-чен хывса, çĕре килсе çапать:
— Слопота-а! Слопота-а-а! Ур-ра! Ур-ра!
Кашни çухăрмассерен çĕлĕкне пĕрре илсе, каллех тепре çĕре çапать. Куçма нимĕн те ăнланаймасть. Çĕлĕкĕпе ашкăнакан çын ухмаха ернĕ пек туйăнать ăна. Анчах ытти çынсем те çаплах тĕк тăмантан, хушăран вĕсем те киле-киле çухăрнăран, çĕлĕкĕсене ывăтнăран Куçма: «Пĕр çынна çеç мар, пĕтĕм халăха урнă чир ернĕ пулĕ», — тесе кăшт çӳçенсе илет.
— Толо-о-ой! Патша-а-а, — çăвар тулли çухăрчĕ пĕри Куçма хăлхи умĕнчех. — Патша толо-о-ой!
Ку тĕлте Куçма чистиех хытса кайрĕ. Ĕмĕр илтмен сăмах илтрĕ вăл, хăрушă, тискер сăмах.
Мĕнле «толой»?! Ухмах, мĕн çухăратăн эс тесе каласшăн пулчĕ вăл ăна. Анчах кĕлетке чăннипех хытса ларнăран çăвара уçтармарĕ. Хĕллехи кун, тĕк тăнă çĕртех, пĕрĕннĕ çамки çине тар пĕрчисем килсе тухаççĕ унăн.
Кивелнĕ кĕрĕк айĕнчи кăкăрта чĕре ылмашăнса, тикĕс мар шаккама тытăнать. Урасем чĕтреме пуçлаççĕ.
Халăх çаплах кĕрлет, халăха пĕр хушăра тытса тăма çырансем çук. Халăх хушшинчен хăшĕсем пасар варринче ларакан каçонккăран эрех те кайса илме ĕлкĕрнĕ. Вĕсем: «Ур-ра е толой», — тесе çухăрнă хыççăн бутылка пуçĕсене çăвара чиксе илеççĕ. Унтан ĕçмелли пушансан бутылкăсене çĕре килсе çапса «слопота» тесе çухăраççĕ. Хытă йăлăхтарнă курнать ĕнерхи кунсем, вĕсене часрах манас килет, çав пушă бутылка ăшне чиксе, çĕклесе çапас килет иртнĕ кунсене... Эрех пек йӳçĕ пурнăç эрех савăчĕпе пĕттĕрччĕ.
Ак халăх сасартăк кантур алăкĕ çывăхнелле тĕртĕнчĕ. Халăха революци çинчен ăнлантарнă яка шинель тăхăннă çынна темиçе алă çӳле килсе çĕклерĕç. Унтан аялалла антарчĕç, унтан каллех вăйлăн сĕлтсе çӳлелле ывăтса ячĕç. Çапла темиçе хут «ура» çĕклесен, юлашкинчен вара ăна пĕр сĕтел çине тăратса пасар варринелле йăтса кайрĕç.
...Патшана вырăнтан кăларнă — мĕнле апла? Вулăсри старшинана кăларнă тесен — ĕненме пулĕччĕ. Атту — патша, турăран пиллĕх илнĕ патша! Кам хăйтăр ун çине алă çĕклеме?!
— Толой патша! Толой вăрçă! — тесе çаплах хăюллăн çухăрнă Тапанварти халăх.
— Толой патша! Война до победного конца!
— Сывă пултăр ирĕклĕх! Сывă пултăр Вăхăтлă правительствă! — тенĕ халăх алли çинче пыракан çын.
— Толой патша! Толой вăрçă! — тенĕ хирĕç халăх. Анчах шинельлĕ çынна алă çинчен пăрахман, мĕн каçченех çапла çĕклесе çӳренĕ.
Пĕлĕте сухаласа ывăннă нарăс хĕвелĕ хăвăртрах анса ларма васкарĕ. Юр çинчен хăй пăрахнă кĕмĕл пĕрчĕсене каялла илчĕ. Унта-кунта уя хĕреслесе пĕтернĕ çулсем çине Тапанвартан тухнă çунасем сапаланчĕç.
* * *
Чи юлашкинчен, çурма çĕр тĕлнелле, темĕскерле хурлăхлă юрă юрласа Юнаш çулĕ çине Куçма тухнă. Çуна çине тăсăлса выртса çăлтăрсемпе тулнă пĕлĕт çине пăхса пынă вăл. Хăй пĕр чарăнмасăр çаплах юрланă. Ватă сасси унăн çунапа лашаран аякка кайман, Куçма хăйĕншĕн анчах юрланă. Хушăран унăн, юрă хушшинче, кăмăлĕ килсе тулнă, чĕрине тăвăр пулнă, сайра сухалсем хушшинчи ватă тутисем чĕтренĕ, куçĕсем мăч-мăч хупăннă.
— Ăçта ман Петька, Петька ăçта? — тесе макăрнă Куçма.