Шĕмпĕлтик, шĕм-пĕл-тик —
калаçаççĕ хумсем,
Пĕр-пĕрне итлесе, ачашланнăн выляççĕ,
Чăнкă мар çырансен юлашки чул картлаçĕ
Шур хумсен вăййипе пурăнать киленсе.
Манăн туйăм та çитмĕ çакна ăнланма —
Кунти сывлăш темме куç пăвас пек асамлă.
Инçетре-инçетре ешерет-им кăлканлăх —
Чĕмсĕркке канлĕхре куç хăех хупăнать.
Леш енче, тен, чăнах арăслан пурăнать.
Киленсе, тĕлĕнсе эпĕ ывăнтăм, ахăр.
Арăслан-и унта, аслати-и — тăнла-ха,
Леш енне вĕçтерер — пытанса хăрама...