Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Пĕлесшĕн пурте – епле хавал хистет çынна сăвă çырма?..
Ăçтан тата мĕнле тапса тăрать сăвăç тенин çăлкуçĕ?
Мĕн кансĕрлет ăна, апăршана, теприн пек лăпкăн пурăнма?
Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Музăсене илес пулсан та… Хăшне-ши парăннă чуну?..
Лирикăпа поэзи, тетĕн? — Эппин, Евтерпа хӳтĕлет сана…
Çĕр çывратмасăр, пĕр шелсĕррĕн ĕçлеттерет чун-чĕрӳне…
Тен, Каллиопа, Эпика пикийĕ? Тен, Полигимни
Янраттарать, çавăрттарать, Гимн евĕр, шалти мĕнпур вăйна?
Темле пулсан та — тăхăр Музăран, пĕртте пуçа ватмасăр,
Эратăна суйланă пулĕччĕ, ирĕк парсан, Поэт тени.
Эсĕ — çыравçă… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Суйланă Туррăмăр — сана… Çынсен чунне шала кĕрсе
Ырăпала Усал кĕрешĕвне эс майлаштарăн. Сăмахупа,
Мехел çитсен, паллах, çумри мĕнпур йăх-ях сĕмне аркатăн.
Эпир — çыравçăсем… Поэт та теççĕ… Литератор… Сăвăç…
Пирте — Поэзин вăй-хăвачĕ. Рифма… Ритм… Йĕркесемпе
Пегас пекех шухăшлавпа çӳлтен-çӳле вĕçсе, тĕллев лартса,
Çунатпăр чĕрепе… Хăшĕ-пĕри ăнланмасан та… Муза пирĕнпе!