(философиллĕ-юптаруллă ирĕклĕ сăвă)
Кам вăл – арçын? Кам эсĕ – чăваш арĕ?
Пĕлсех Чăваш Юманĕпе танлаштараççĕ-ши сана?
Çулсем вĕçсе пыруçăн ĕмĕрлĕх кĕрлевĕ,
Иртни тата пуласлăх пăлхантараççĕ-ши чунна?
Туссем, пуçа ватар пĕрле: арçын телейĕ…
Мĕнре вăл? Мĕнех телей кӳме пултарĕ арçынна?
Хăçан телейпеле çиçет ун пичĕ-куçĕ?
Хăçан вăл хатĕр çавăрмашкăн тепĕр май Çĕр чăмăрне?
Пĕлеп, аслăраххи-ăслăраххи, ак, калĕ:
-Арçын телейĕ – вăрçă çуккинче. Çак тăнăç пурнăçра
Вăрçă кĕрлевĕ мар, ача-пăча шăв-шавĕ
Тата юратнă мăшăр хуçаланччăр сирĕн çуртăрта...
Мĕнре е, тен, камра чăн-чăн арçын телейĕ?
Хăçан халь-халь сиксе тухассăн тапать унăн чĕри?
Укçа? Футбол? Сăра? Карьера? Тутлă шашлăк?..
Тен, çĕн машина туянсан? Тĕслĕрен, «Феррари Энцо»?..
Теле-е-ей… Куç умĕнче вара — Чăваш Юманĕ…
Чунра – аваллăхран, йăх-тымартан тапса тăран хăват.
Арçын, тен, ывăнмасăр тырă актăр, утă
çултăр, вутă çуртăр? Килес ăру валли çул хывтăр?..
Арçынсенче, паллах, курас килет хăюлăх. —
Инкек-синкек килсе тухсан е, тен, усал-тĕсел ерсен
(Паллах, ан пултăр ун пекки) кам лăплантарĕ?
Камăн тĕреклĕ çурăмĕ хыçне пытанăпăр, хĕрсем?
Арçын тенин телейĕ — унăн вăйĕнче тен?
Тавлашăва чарма, кирлех тăк — «çук» теме пултарнинче?
Е, тен, килсе тухсассăн пурнăç пăтăрмахĕ
Пулас çĕнĕ ăрушăн пурăнма вăй-хал çитернинче?..
* * *
…Пĕтĕмлетсе вара, ентешĕмсем, çапла калам:
Арçын телейлĕ хăй кирлине туйсан, алли-ури ĕç
Таврашне пырсан. Çурта çути ытамĕнче
Куçран-куçа пăхса унта йăхсен малашлăхне курсан.
Эппин, пĕрлех пурнар, упрар тус-тăвана,
Темле пулсан та… — арçынсăр йывăр, тупата.
Улăпсене вара, кĕрнек Юмансене —
Чăваш тĕнчин пуласлăхне — çитĕнтерер пĕрле.