Шурă хурăн, çамрăк хурăн,
Мĕншĕн эсĕ ешерместĕн?
Çут куççуль тăкатăн хурлăн,
Çур кунне савма пĕлместĕн?
— Ирхи шуçăм, каçхи шуçăм
Çутипе халь савăнмастăп:
Усăнайрĕ çамрăк пуçăм,
Кăтра çулçă кăлараймăп;
Пĕр чĕресĕре илĕртрĕ
Ман сĕткенĕн ыр шерпечĕ —
Вăл мана касса амантрĕ,
Çавăнпа йĕреп пĕчченçĕ.