Эпĕ — сап-сарă чечек,
Улăхра ӳсеп чечен.
Кăпăшка ман çеçкĕмсем —
Сап-сара шевле-хĕмсем.
Эпĕ — сап-сарă чечек,
Пит ачаш, хитре, черчен.
Киленетĕп хампа хам.
Илеме сана парам.
Эпĕ — сап-сарă чечек.
Тап-таса çут сывлăм пек.
Çынсене сĕнеп хаваслăх,
Парашютлă ман пуласлăх.
Эпĕ — сап-сарă чечек,
Хĕвел пек çиçетĕп тек.
Чир-чĕртен те эп сиплетĕп,
Сан патна вĕçсе çитетĕп!