Хӳхлев
«Вăрçă тухнă» тени пуçласа илтĕнсен,
Чылайччен тăтăм эпĕ хытса.
Мункун хыççăн кăна тухăм эпĕ качча
Петĕре, чĕререн юратса.
Тăвансем, кӳршĕсем телей сунчĕç пире.
Шеллемерĕ Ванюш купăсне...
Акана тухса кайрĕ ман Петĕр ирех.
Эп пикентĕм хĕрарăм ĕçне.
Лайăх шăтрĕç çав çул уй-хирте калчасем,
Лайăх ӳсрĕç, чуна çĕклесе...
«Тĕнче пĕтрĕ!» тени пекех пулчĕç ун чух
«Вăрçă тухнă!» текен сăмахсем.
Эп шутларăм çавах, айванскер: «Темех мар!
Пире Сталин пĕтме памастех!
Тепĕр ик уйăхран тĕп пулать, ак, тăшман!»
Вĕçленет вăрçă пурпĕр кĕçех!..»
* * *
Июнь вĕçленчĕ, вĕçленет июль...
Ир пуçласа каçчен юхать куççуль.
Анăçалла васкаççĕ пуйăссем.
Ир шуралаççĕ тăлăх арăмсем.
Уй-хирĕсем сап-сарă, ылтăн пек!
Колхоз вити тулли — чăх-кăвакал!..
Ĕнер кӳрше ăсатрăмăр фронта...
Мĕн чухлĕ ĕç!.. Ĕçлекенни сахал!..
Епле хăварăн çак тырра хире?!
Халь кашни пĕрчĕ çĕршыва çăлать!..
Халь кашни пĕрчĕ хаклă ылтăнран....
Ыран ирех хире тухас пулать...
* * *
Эп амăшĕ пулма хатĕрленетĕп...
Ку — вăрттăнлăх! Ку — вăрттăнлăх, туссем!
Эп çеç, эп çеç çак хыпара пĕлетĕп!
Епле телейлĕ, Петĕр, эп, пĕлсем!
Эп амăшĕ пулма ĕмĕтленсеччĕ,
Ĕмĕтленсеччĕ питĕ тахçанах!..
Ывăл пулать-ши, хĕр-ши — ай, пĕлесчĕ!..
Пĕр шутласассăн, пурпĕр-иç мана!
Эп амăшĕ пулма хатĕрленетĕп...
Çук телейли Çут Тĕнчере манран!
Çакна эп çеç, çакна эп çеç пĕлетĕп!
Пĕлес текенĕ пĕлтĕрех кайран!..
* * *
«Повестка» сăмах — чи хăрушă сăмах.
Эп халь те хăратăп унран.
Нихçан та ан тивтĕр илтме тек ăна.
Анчах вăл каймасть ман асран.
«Повестка» сăмах — пăр пек сивĕ сăмах.
Повестка илсессĕн çынсем,
Тăраççĕ ялан юпа евĕр хытса,
«Ак ман та ят тухрĕ» тесе.
«Повестка» сăмах — чи хăрушă сăмах!..
«Повестка» сăмах — пăр пек сивĕ сăмах!..
* * *
...Повестка килсе пачĕç Петĕре.
Çав кун шăпах Ванюш повестка илнĕ.
Епле эс çурăлмарăн-ши, чĕрем?..
Кун пек пулассине, тен, эсĕ пĕлнĕ?..
Пуçтарăнма — пĕр талăк та пĕр каç.
Унтан ытла ман Петĕре кĕтмеççĕ.
Тата пĕр уйăх парăр-ха пире!!!
Тархасшăн!!! Тархаслатăп!!!
...Çук, илтмеççĕ!..
* * *
Çил-тăманĕ улать те улать...
Те тăман ку, те ку выçă кашкăр?..
Эп ларатăп сăпка умĕнче.
Çывăр, ывăлăм, çывăр, ан макăр!..
Тутлă тĕлĕк халь сан курмалла.
Ӳссе çитĕн те эс, паттăр пулăн.
Ак, фронтран таврăнать те аçу,
Эс ирхи хĕвел пек йăл-йăл кулăн.
Çывăр, ывăлăм, çывăр, пепкем!..
Эп ыран ирхине çыру çырăп,
Салам калăп санран аçуна,
Хăвăртрах таврăнма киле сунăп...
Çывăр, ывăлăм, тĕлĕк курсам...
Пĕччен мар эп текех, эпир — иккĕн!
ÇӳлтиТурă, упра Петĕре!..
Тархаслатăп сана!..Тилмĕретĕп!..
* * *
...Алăка почтальон нумайччен уçаймарĕ.
Пит нумай тăчĕ вăл пăлтăрта.
Такамран темшĕн вăл каçару тархасларĕ,
Такамран ыйтрĕ вăй вăл унтан...
Хамăн алăкăма хамăн тиврĕ уçмашкăн,
Сăпкари ачаран уйрăлса.
Кӳршĕ хĕрĕ мана хальхинче мĕн каласшăн?
Ма тăрать вăл куççуль юхтарса?..
Пĕтĕмпех, пĕтĕмпех çийĕнчех эп ăнлантăм,
Тинкерсен çамрăк хĕр куçăмран!..
Çук, сана, Çут Тĕнче, эп ун чух ылханмарăм, —
Маншăн эс самантрах аркансан!..
Ик хыткан аллăмпа çӳçĕме эп çăлмарăм...
Çурăм çеç куççульпе аллăмри шур хута...
Çурăм çеç аллăмри шур хута куççульпе...
* * *
...Пĕлетĕп, Петĕр, эс килетĕн,
Килетĕн сивĕ хĕл иртсен.
Эс халь ман сассăма илтетĕн...
Килсем, пĕртенпĕрскер, килсем!..
Нумай утма паян сан тивнĕ.
Йăл илĕн, ак, выртса илсен...
Эс халь ман сассăма илтетĕн...
Кансам кăштах!.. Канса илсем!..
Паян эс, Петĕр, питĕ шăннă...
Ытла та сивĕ кунĕсем!..
Эс халь ман сассăма илтетĕн...
Кансам кăштах!.. Канса илсем!..
Эс ăшăрах тумлан, кăшт, Петĕр!
Кăштах хăвна хуть шеллесем!..
Кĕçех киле, ак, килĕн эсĕ..
Килсем, телейĕм ман, килсем!..
* * *
...«Вăрçă пĕтнĕ!» тени пуçласа илтĕнсен,
Нумайччен тăтăм эпĕ хытса.
Миçе çул эпĕ кĕтнĕ çак ик сăмаха,
Петĕре таврăнма йыхăрса!..
...Таврăнмарĕ ман Петĕр киле вăрçăран.
Çук, курмарĕ ачам ашшĕне...
Сăнукерчĕкĕ ун маншăн таса турăш пек —
Йăпатать чунăмпа чĕрене.
Мăнуксем те пур ман... Мăнуксен ачисем
«Асанне» теççĕ ăшшăн мана.
Петĕр çеç аякра, Петĕр çеç вăрçăра
Тĕп тăвать, аркатать тăшмана.
Нумай мар, упăшкам... Тата кăшт, нумай мар —
Тĕл пулатпăр кĕçех, ак, санпа.
Эп пĕлетĕп — кĕтен, тахçанах эс мана,
Кĕçех утăпăр пĕр сукмакпа...
09-17.05.2019