Ытла та кăмăллă каç...
Çурла евĕр уйăхлă тӳпе.
Пах-ха ав —
Епле çутă тăкаç
Пĕлĕтри çăлтăрсем кĕтӳпе.
Çăлтăрсен айĕнче тепĕр çутă
Тӳпепе тытăнчĕ ăмăртма.
Ку колхозăн...
Ăна хамăр тунă —
Хамăрăн пӳртсене çутатма.
Каç пулнă пулманах эпĕ тухрăм
Çĕнĕ çăлтăрсемпе урама,
Чĕрери кăмăлпа сăмах пухрăм
Çак каçа юратса юрлама.