Чăваш Респу6ликин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Алексей Григорьевич Хитрова асăнса
I
Чăн ертӳçчĕ эс - çаплах:
Сан пултарулăхна пулах
Ял çыннин çултан-çулах
Пычĕ пурнăçĕ ăнсах.
Эс ху пекчĕ пур енпе:
Сăнупа, чун-чĕрӳпе,
Тĕрлĕ пултарулăхпа,
Иксĕлми талантупа.
Ĕçшĕн тăтăн тăрăшса,
Çут культурăшăн çунса.
Кам пит курайман сана —
Тур каçартăр çав çынна.
Хура пĕлĕт сан патна
Мĕнле хăйса пычĕ-ши?
Пынă чухне эс ăна
Мĕнле сисеймерĕн-ши?
Пит тасаччĕ сан чуну,
Хăвпалаччĕ çут куну.
Сана усал суннисем
Кайрĕç çилпеле вĕçсе.
II
Усал вăя этем хăш-чух сисет-и
ĕçченлĕхпе чунне сипленĕ чух?
Анчах хăшне чăн-чăн этем хисепĕ
тарăхтарать те - картишрен ан тух.
Чăн-чăн ĕçчен картишĕнче çеç лармĕ —
вăл хăйĕн кăмăлне, ыр ĕмĕтне
ыттисенчен хыт кукарла пытармĕ,
шырамĕ çăмăл пурнăç пылакне.
Анчах ăмсанчăксем — ним тăваймасăр —
канаш тăваççĕ вилĕмпе час-час.
Ак эсĕ куçна хупрăн. Тăратпăр сассăр —
çав сасă — чĕрере. Куççуль тухмасть.