Кĕмĕлтен сукмак саратчĕ
Уйăх каçсерен.
Ăмсанса пире сăнатчĕ
Тĕпсĕр тӳперен.
Çăлтăр çумăрĕ тăкатчĕ
Ахахпа мерчен!
Каçĕсем епле уярччĕ
Тул çутăличчен!
Санăн куçусем çиçетчĕç
Илĕртсе чуна.
Тен, вĕсем манран ыйтатчĕç
Чуптума сана?
Кăкăру çумне таяттăм
Çамрăк пуçăма.
Çăтмахри пекех туяттăм
Сан çумра хама!
Манайман пуль, ас тăван пупь
Чун савни, мана.
Тĕлĕкре те, тен, куран пуль
Пĕр мана кăна.
Çăлтăр çумăрĕ çăвать-ши
Халь камсем çине?
Кĕмĕлне уйăх сапать-ши
Çутатса çулне?
Май тупса çитсе курасчĕ
Çутă каçсене!
Алăран тытса тухасчĕ
Укăлча умне.
Юнашар санпа утасчĕ
Шурăмпуç енне!
Пуçăма тепре хурасчĕ
Кăкăру çине!