Шăпчăк-кайăк юрланă чух
Çĕмĕрт çеçке çурнăччĕ.
Савнă туспа паллашнă чух
Çутă уйăх тулнăччĕ.
Эх, савниçĕм, хура куçăм,
Мĕншĕн çапла пулчĕ-ши?
Юрату тивертнĕ çулăм
Мĕншĕн хăвăрт сӳнчĕ-ши?
Шурă çĕмĕрт хӳттийĕнче
Пĕр эрне çеç тăтăмăр.
Тулли уйăх çулĕ çинче
Çичĕ каç çеç утрăмăр.
Çимĕк каçĕ тăм ӳкнипе
Çĕмĕрт çеçки тăкăнчĕ.
Çичĕ ютран тем илтнипе
Савнă тусăм уйрăлчĕ!
Шăпчăк-кайăк çимĕк çитсен
Юрламашкăн чарăнчĕ.
Савни манран сивĕнсессĕн
Çичĕ ют пуль савăнчĕ...