Ӳкĕнетĕп, савни, ӳкĕнетĕп
Ас илсе манайми каçсене.
Кая юлтăм пулсан та, пĕлетĕп
Ун чухне тĕрĕс мар пулнине.
Халиччен никама та савманччĕ,
Юратманччĕ сана куриччен.
Çывăха никама та яманччĕ,
Савнă тусăм, санпа пуличчен.
Малтанхи юрату шĕл-кăварĕ
Çавăрайрĕ пулас пуçăма!
Кĕвĕçӳ çавăнпах пуль васкарĕ
Хĕсĕнсе вырнаçма чунăма.
Тумламран пуçланать вăйлă çумăр,
Кĕвĕçӳ çуралать ним çукран.
Чĕрене кăкăрта питĕ тăвăр
Çамрăкла пит айван пулнăран.
Ӳкĕнетĕп, савни, ӳкĕнетĕп,
Майĕ çук иртнине тавăрма.
Йăнăш турăм ун чух, эп пĕлетĕп.
Каçарсам, пултарсан каçарма!