I
Кăнтăр Казахстанри авăн уйăхĕн юлашки кунĕсем…
Кĕр çывхармалла пек ĕнтĕ. Кунта вара пĕр эрне тропикри пек шăрăх тăрать. Хĕвел пӳски тусем тăрринчен иртнĕ пулин те, çав-çавах вут-хĕмпе ялтăртатать. Тупăнасчĕ çил, вĕрсе иртесчĕ ун халь пĕр авăк. Пытаннă таçта, çухалнă çил ачисем.
Хăлаçланать жнейка.
— Мĕн? — тейĕр эсир. Ан пăлханăр. Çапла çав: йăнăш çук кунта. Эпир выракан лаптăк тусем хушшинче.
— Тусем? — тейĕр каллех. Мĕн калам-ши? Мĕн калам-ши? Эп хам та вĕсене курасса ĕмĕтленмен, тĕлленмен те. Пĕтĕм Казахстан çĕрĕ тӳремлĕх, пĕтĕм Казахстан çĕрĕ çеçен хир тесе шутланă. Шухăшпа çеç шур пӳрт лартма çăмăл çав!
Хăлаçланать жнейка…
Ларкăч çинче ларса пынă çĕртех шапăртатса тар юхать. Майка кĕлетке çумне çыпçăнса ларнă. Ал тутрисем те шыва чиксе кăларнă пекех пулчĕç, лашасем те кĕç-вĕç типсе вилес пек хăвăрт сывлаççĕ, хам та ларкăч авринчен çакса янă шыв бидонĕ патне час-часах алла тăсатăп.
— Петро Иваныч! — кăшкăраççĕ хама хĕрсем. — Лафетчиксенчен ан юл! Кăтарт чăвашсем епле ĕçленине!
Тупнă танлаштару. Лаша-лашах вăл. Чипер пынă çĕртех тап! çеç чарăнса тăрса хырăм айне ларнă пăвана хăвалать е унталла та кунталла пăрăнать. Жнейки те метр çурă çеç илет. Вĕсем вара: лафетчиксенчен ан юл!
Сирĕнпе талпас çапма вăхăт çук халь манăн. Ахăлтатăрах. Çыхса пыма çеç ĕлкĕрĕр. Хĕрсем тесе хĕрхенсех тăрас çук. Парам шăл йĕрме.
Ах Санюк… Епле-ши вăл? Темĕскер-çке, юлашки вăхăтра ăнланмалла мар улшăнса кайрĕ хĕр. Çыхма çыхать хăй. Пĕшкĕннĕ ав. Валеме кĕлтене пухать. Акă, тӳрленсе тăчĕ. Кĕлте çыххи тăвать. Тăхта, ман çинелле пăхать вĕт çав?
— Начальник! — янăрать хăлха патĕнчех Женька Савкеева сасси. — Асăрха, каялла пăхса мăю пăрăнса ларĕ!
Ак ĕнтĕ чараксăр. Çав сăмахсене жнейкăпа тан чупсах пĕтĕм хир илтĕнмелле кăшкăрас-и?
— Апла та лайăх… Хыçрине куракан пулатăп.
— Малтине курма пăрахатăн, начальник! — тавăрать хĕр.
Шарламастăп. «Хĕрарăмпа тавлашиччен çăпата кантри яв», — тетчĕ пирĕн атте. Тĕрĕс вăл. Еплерех ят туртса кăларчĕç тата: начальник. Начальник мар, хĕрсен кĕтӳçи. Отряд пуçлăхĕ пулнă май, хăшĕ-пĕрисене хытах ятларăм пулас, шултрарах сăмахсем те пулчĕç курăнать. Мĕншĕн ачашлас-ха ман вĕсене? Ĕçлеме килтĕн пулсан — ĕçле. Кăшт çеç тилхепине пушат, вĕсем сана хăвна та кӳлсе лартма хатĕр.
Манăн жнейка хыçĕнчен ултă хĕр кĕлте çыхаççĕ, çĕмелсем тăваççĕ. Юрка Тимофеев тепĕр жнейкăпа ĕçлет. Эпир, арçынсем, иккĕн çеç. Çӳретпĕр пĕр кĕтӳ хĕр хушшинче çапла. Вĕсене мĕн: вырсан — çыхаççĕ, вырмасан — шăл йĕрсе тăраççĕ. Эс пур лашисене асăрха, жнейкуна пăх, çу сĕр. Юрать Юрка ăста. Пĕлет мĕн çĕмĕрлессине, малтанах запас пайĕсем хатĕрлет. Малтан эпир уйрăм ĕçлерĕмĕр. Паян акă пĕрлех. Вăл малта пырать, эп хыçалта. Ман умрах унăн хĕвелпе çунса хуралнă çурăмĕ çу сĕрнĕ пек ялтăртатать, хул калакĕсем каллĕ-маллĕ выляççĕ. Сылтăм аллинчи пушипе вăл лаша çурăмĕ çине ларакан пăвансене хӳтерет, ман еннелле çаврăна-çаврăна пăхать…
Кулăшла каччă вăл. Сулахай куçĕ сылтăмминчен хĕсĕкрех, çавăнпа вара çын çине темĕнле куларах та мăшкăларах пăхнăн туйăнать. Темĕнле чир хыççăн сулахай пит çăмарти туртăна-туртăна сикекен пулса юлнă. Калаçма пуçласан сисĕнсех каймасть. Сăмахне вĕçлетĕр çеç, пит çăмарти кăна мар, тути те кроликăнни евĕрлех талт та тăлт сиккелет, хĕсĕк сулахай куçĕ çеç хупăнмасăр пăраласа тинкерет. Ăна кунта килсен тӳрех тимĕрçĕ лаççине лартрĕç. Вăл комбайнсене механикран та кая мар юса-юса пачĕ. Халь ăста çук пирки хамах кунти вырмана сĕтĕрсе килтĕм.
Сасартăк унăн лашисем тăпах чарăнчĕç. Эпĕ те çитсе чарăнтăм.
Шавлă айлăмра шăпах пулса тăчĕ. Лаша ури айĕнчех шăрчăк чĕриклетни илтĕнет, юхан шыв кĕрлевĕ шавлать. Янкăр тӳпере хăлат явăнать. Унăн ĕмĕлки Юрка жнейки урлă каçса ман пата çывхарчĕ, кайран сап-сарă тулă пусси тăрăх шуса кайрĕ.
— Тăр! Тăр тетĕп! — янрарĕ тимĕрçĕ. — Петро, итлĕ-ха, никĕсленсех лартăм пулас. Çĕçĕ патах татăлса кайнă.
Эп чупса пыратăп. Юрка уçăсем кăларса винтсене пăрма пуçлать.
— Кунта юсама май çук-и?
— Кунта мар, лере те темĕнле сыпмалла-ха. Пĕтрĕ паян вырасси. Çĕççисем те ĕнтĕ. Кайнă йăлтах тутăхса. Шуйттан тимĕр шăлпа кăшланăпа пĕрех, — вăрçать вăл. Тутипе пит çăмартийĕ хăйĕн çиллессĕн тăлт-тăлт сикет, кăмрăк тусанĕпе тата мазутпа вараланнă аллисем винтсене пăраççĕ.
— Эс кайса тӳрлет, эп вырам. Сана пур пĕрех пулăшас çук.
— Яра пар. Тăхта-ха, лашасене тăварса ярар…
Иккĕн ĕçлеме авантарахчĕ. Халь хирте пĕр жнейка кăна. Хăмăш пек çăра та тăхлан пек йывăр пучахлă тырă çунтăкĕсем транспортер ленти тăрăх шăваççĕ. Вĕлт те вĕлт! илсе пăрахать ăна кĕрепле, ывăтать вырнă хăмăл çине. Кăшт çеç каннă пулин те лашасем çăмăлтарах утаççĕ.
Эпĕ хĕрачасене алпа вырма хушатăп. Ахаль пăхса тăмалла-и вĕсен? Каçчен виçшер сотых вырсан та гектарăн пĕрре пиллĕкмĕш пайĕ пулать. Сакăр хĕрача ав, пилĕк кунта пĕр ултă гектарах вырчĕç пуль. Пулăшчăр вĕсене. Епле куç курсах çак тырра тăкса хăварăн?
Юрка та кайрĕ, ĕнтĕ, эп те тепĕр хут лашасене тăварса улăштартăм. Урăх чарăнсах тăман…
Сисмесĕрех хĕвел кустăрми тусем хыçне хĕрелсе анчĕ. Ахальтен каламан çав чăвашсем хĕвел хăпарнă чух вăкăрпа хăпарать, анма ăйăрпа анать тесе. Ăçта-ши халь шăрăх? Çук вăл. Тусем çинчен сулхăн анать. Халь майка мар, кĕпе те тăхăнса яратăп. Вырма уçă, лашасем те уççăн утаççĕ.
Анчах мĕн хушăра йĕпенет-ши тулă? Айлăмра пулнăран пуль. Халь хирте пулсан комбайнсемпе вырмалла, кунта ак жнейка çыхланать.
— Ĕçне вĕçле, начальник! Паянлăха çитĕ, — кăшкăрать Женька Савкеева.
Хĕрсем хушшинче вăл хуçаланать. Унăн арçынăнни пек сасси çынна пăхăнтармаллах янăрать. Вăл комсомол путевкипе киличчен хими заводĕнче смена маçтăрĕ пулнă. Унпа пĕрле тата ултă хĕр килнĕ. Вĕсем вара ăна пурте Евгения Федоровна тесе чĕнеççĕ, вĕсемех ăна ырла-ырла мăн кăмăллантарса ячĕç. Халь чĕлхи кăкарăнчăкри йытă пекех унталла та кунталла та çапăнать.
— Тепре çаврăнсанах тăваратăп. Эсир çыхса пĕтерĕр.
— Итлетĕп, начальник юлташ! — ахăрать хăй… Тусанпа хуралнă пичĕ кулла пытараймасть, шап-шурă шăлĕсем рояль клавишĕсем пек ялтăртатаççĕ. Вăл тек-текех тусем хĕррипе пыракан çул çине тинкерет. Шеремет, Юрка, тен, тимĕрçĕ лаççи патне те çитеймерĕ пуль, вăл каялла таврăнасса кĕтет. Пĕр сехет те уйрăлас килмест-мĕн. Кунта киличчен вĕсем пĕр-пĕрне пĕлнĕ-ши?
Лашасене тăварса туртаран кăкаратăп. Казах лашисем пысăках мар. Çапах чăтăмлă та ĕçре хастар. Апата та тиркесех тăмаççĕ. Кăнтăрла çулнă курăк паратăр, каçхине тăлласа çеç яратпăр. Уйрăлмаççĕ тата пĕр-пĕринчен. Каçсерен вĕсене пăхма пĕр утмăлсенчен иртнĕ сарлака пит шăммиллĕ, сайра сухаллă Дарыджан мучи килет. Вăл колхоз конюхĕ, çапах та ирхине, лашасене ĕçе ăсатсан, ферма патĕнче ĕçлекен пирĕн каччăсене пĕренесем турттарса парать. Вырăсла хăй начар чухлать. Ачаранах хăрах алли типсе ларнипе вăл хăйĕн аулĕнчен ниçтах та тухса çӳремен, ытти халăхсемпе хутăшсах кайман.
Эп лашасене çерем çине тухса яратăп. Каялла таврăниччен хĕрсем кĕлте çыхса пĕтерсе лагерелле кайнă та иккен. Çулсăр-мĕнсĕрех танкăшатăп хам та.
II
Ултă палатка. Пилĕк палаткăра çирĕм хĕр. Юркăпа эпир — тепринче. Кӳлĕ хĕрринчех хăмăшсенчен картласа тунă кухня. Хăшĕсем ăна шӳтлесе «ресторан» теççĕ, эп «лаç» тетĕп.
Çак тусем хушшинчи утрав малтанах чылай мыскара кăтартрĕ. Кӳлĕ çумрах, анчах шывне ĕçме май çук. Ытла та тăварлă. Çавăнпах пулас, пирĕнтен нихăшĕ те апат пĕçерме килĕшекен пулмарĕ. Пурте хире ĕçлеме туртăнчĕç, пĕрин те хуран патне юлас килмерĕ. Аптранă енне шăпа ятăмăр вара. «Повар» тесе çырнă хут татки шăпах мана тухрĕ. Шӳтлесе çеç хутшăнтăм хам. Тăраничченех кулчĕç çамрăксем. Жнейкăпа кам вырĕ тата? Юрать, район центрĕнчи вăтам шкулта пионервожатăйра ĕçлекен Римма Иванова хăтарчĕ.
— Юрĕ, — терĕ вăл. — Килĕшетĕп. Çăлам сана, Петр Иванович. Туй чухне пĕр-пĕр парне парăн.
— Ача ĕмкĕчĕ парать, — тавăрчĕ Юрка Тимофеев.
— Вăл та парнех, — нимĕн пулман пекех хуравларĕ Римма.
Повар чăнах та ăнăçлă пулчĕ. «О» шывĕ хĕрне кун каçиччен миçе хутчен хутламасть-ши вăл? Апат пĕçермеллĕх те, пире ĕçмеллĕх те пайтах кирлĕ. Пĕр çухрăмран: йăт-ха эс. Аллусем татăлса анмалла. Çапах аптрамасть. Эпир тăнă çĕре апат хатĕр. Кăнтăрла хире йăтса тухать. Халь те ак, ăшаланă сухан шăрши сăмсана аякранах çапрĕ.
— Ыттисем ăçта? — ыйтатăп эп лаçран тухса тăнă Риммăран.
— Шыва кĕме кайрĕç.
— Эс каясшăн мар-им?
— Çук. Ерçместĕп. Ыран валли çĕр улми шуратса хумалла.
— Хĕрсем килсен пулăшаççĕ.
— Вĕсем ахаль те ывăннă ĕнтĕ. Канччăр. Çанталăкĕ те сивĕтрĕ.
Кӳлĕре шăв-шав тăрать. Хĕрсем пĕрне-пĕри шывпа сирпĕтсе выляççĕ. Эпĕ хăва тĕми хыçĕнче хывăнатăп. Вĕсем мана курмаççĕ. Чăнкă çырантан чупса пырса сикетĕп. Те эп сикнине асăрхаса, те шыв сасартăк шампăлтатнипе вĕсем çари çухăрса яраççĕ.
Кун каçиччен ăшăнса выртнă шыв кăвас пекех лĕп. Тусанлă шăм-шак самантрах уçăлса каять. Чăмса тухнă хыççăн çӳçе каялла вырттаратăп, куçа уçса хĕрсем патнелле сассăр ишетĕп.
— Хĕрсем, тухăр, начальник каллех чăмтарма килет, — янăрать Женька сасси.
— Петя, хăвала, — тет Санюк, кӳлĕ варринелле ишсе.
Эп ун хыçĕнчен ыткăнатăп. Çывхарсах пырать хушă. Ытла та хăвăрт ишет Санюк. Аллисене вăл васкамасăр шывран кăларать, арçын пек аяк çине выртса вăйлăн туртса ярать. Хăй час-часах каялла çаврăнса пăхать. Эп халь васкамастăп. Ан тив, савăнтăр хăваласа çитеймерĕ тесе. Варринчен те иртрĕмĕр. Çаплах ишет. Каялла таврăнас темест-ши? Ывăнса ан çиттĕр тата.
— Хăвала, — тет хăй çаплах.
Айван та çав эс. Санах çитеймĕп-и ĕнтĕ? Тепрер вунă метртанах эп унăн уринчен ярса тытатăп, хам паталла туртатăп. Хĕр тапаçланать, шыв çăтать. Халь ĕнтĕ юнашарах ишетпĕр.
— Хам тыттарас темен пулсан, тытаймастăп, — тет вăл кулса. Хăй ывăннă, йывăррăн сывлать.
— Канах. Кунта тарăн мар.
Ура çине тăратпăр. Ура юшкăна самаях путать. Эпĕ хĕре аллинчен тытатăп. Иксĕмĕр те пĕр-пĕрин çине пăхса кулса яратпăр. Ыттисем кĕрсе тухнă пулас, курăнмаççĕ. Умра уйах пăрахнă йĕс кашта йăлтăртатма пуçлать, çăлтăрсем шывра такам вак укçа сапса тухнă пек курăнаççĕ. Каç та пулчĕ иккен тусем хушшинче. Кĕркунне тени кăнтăрта та сисĕнтерет.
— Санюк… Санюк… Кур-ха каçĕ епле хитре… куратăн-и? Çыран епле? Такам кăтралатса тухнă тейĕн.
— Хăва тĕмисем вĕсем.
— Итле-ха, Санюк… Ман сана каламалли пур.
— Халь ан кала… Кайран… — пăшăлтатать хĕр.
Эп ăна хам паталла туртса ыталаса илетĕп. Пĕрремĕш хут чуп тăватăп Санюка. Тутана тăварлă шыв йӳçекĕпе хĕр учĕн хĕрӳллĕхĕ çапать.
— Кирлĕ мар, Петя. Ан тив.
Мĕн калас манăн? Каллех чуп тăватăп. Хĕр аллисем хама ыталаса илеççĕ. Телейлĕ эп. Чĕре ниçта кайса кĕрейми тапать…
— Петр Иванович! Апат сивĕнсе кайрĕ. Мĕн эс усал ернĕ çын пек çĕрле шыва кĕретĕн? — кăшкăрать леш çырантан Римма.
— Тухатăп!
— Петя, итле-ха? — пăшăлтатать каллех Санюк. — Нимĕн те пĕлместĕн иккен эс… Сана Римма Ивановна юратать… Эс… Эс мана чуп тăватăн, çырусем паратăн…
Хĕр шухăшне вĕçлеймерĕ пулас, те мана çилленсе, каялла ише пуçларĕ.
— Айван та çав эс, Санюкăм. Юратаканни юратать пулĕ те, анчах хăв юратмасан ăçтан-ха вăл юрату пултăр? — тетĕп эпĕ ăна, юнашар ишсе.
III
Тĕлĕнмелле кунти каçсенчен: ăçтан анать сивĕ? Хăть фуфайка тăхăн халь. Вĕри чейпе те ăшăнаймастăп, палаткăна кĕрсе çӳхе пиншак уртатăп.
Кĕçĕр пĕчченех çĕр каçма тивет. Юрка çитеймест ĕнтĕ.
Хĕрсен палатки умĕнче кăвайт çатăртатса çунать. Тавраллах пухăнса ларнă вĕсем. Ак, юрă янраса каять. Кам пуçартăр Женька пуçармасан? Еплерех янрать ун сасси! Хулăн та уçă…
Эх, янра, янра, гитара,
Савăк юрă сапала.
Пĕрре çеç-им савăнтарнă
Савнине эп санпала.
Итлет ĕçчен те пултаруллă чăваш хĕрĕсен юррине Казахстан хирĕ, итлеççĕ ăна каçхи шăплăха сыхласа ларакан сăртсемпе тусем, кӳлĕ те çак юрра итленĕ ман темĕнле илемлĕреххĕн йăлтăртатнăн туйăнать. Юхать юрă, çунатлансах вĕçет таврана. Санюк сасси те янăрать. Сăмахĕсене пĕлмест вăл, вырăс, çапах та кĕввине пулăшать.
Ăçтан тупăнтăн-ха эсĕ чун çунтармăш? Ăçтан?
Ман ума ирĕксĕрех иртнĕ кунсем тухса тăраççĕ.
«…Уявра хĕр ан суйла», — тенĕ ваттисем. Вĕрентсе каланă сăмахăн пархатарĕ пурах. Капăр тумтир витĕр хĕр чĕрине кураймастăн. Уяв çĕкленĕвĕ те хĕр кăмăлне лавкка пек уçса хумасть… »
Акатуй тенине кашни чăвашах аван пĕлет. Пирĕн патра та ăна ытти çĕртинчен кая ирттермеççĕ. Тавраллах юрă шăранать, унта та кунта ташша çапаççĕ. Кĕвĕ… Кĕвĕ… Çатма пек тикĕс çулпа колхоз ăйăрĕсем ăмăртса чупаççĕ. Кĕçех мотоциклистсемпе велосипедистсем çула тухаççĕ, стадионта волейболистсемпе футболистсем ăмăртаççĕ.
ВЛКСМ райкомĕн бюровĕ мана иккĕмĕш çул ĕнтĕ çамрăксем хушшинче вăйăсем йĕркелеме хушать. Йĕке пек саваласа якатнă юпа тăррине парне хăпарса илес текеннисен черетне йĕркелетĕн-и е бум çинче утă тултарнă михĕпе пĕр-пĕрне çапса антарма тăрăшакансен судйя пулатăн — пур çĕрте те ман тавра çамрăксем кĕшĕлтетеççĕ. Мĕн тĕрлĕ вăйă йĕркелеместĕн пуль!.. Шавлать акатуй, кĕрлет. Пур çĕрте те кулă янăрать.
Акатуй пĕтнĕ çĕре лăштăрах вăйран каятăн. Вăрман каснă тейĕн çав. Уявĕ ĕнтĕ… Çамрăксен чăн-чăн уявĕ малта-çке. Кĕçех ак каччăсемпе хĕрсем пĕтĕм йышпа утма пуçламалла, кĕçех ак паллашу сехечĕ пуçланать.
Васкасах хваттере чупатăп. Шап-шурă костюм тăхăнатăп та юхан шыв хĕррине васкатăп. Ăна тахçанах пĕвеленĕ ĕнтĕ, çавăнпа юхан шыв теме те çук ăна, пысăк та варри кӳлĕ майлă пулса кайнă вăл. Илемлĕ кунта çут-çанталăк! Поселокра пурăнакансемшĕн ку канмалли чи лайăх вырăн шутланать. Ахальтен мар пуль çав, çуллахи канăва нумайăшĕсем Хусантан, Горькирен тата ытти хуласенчен килсе çакăнта ирттереççĕ. Тавраллах хыр вăрманĕ, çырансем хĕррипе сиреньпе акаци тĕмисем, вĕсем айĕнче сăрлă тенкелсем. Шыва кĕрес килсен тумтирусене хывса хур, ларса канас тесен, ларса кан.
Тахçанах кăнтăрла иртнĕ пулин те, çанталăк шăрăх-ха. Таврара хыр, чăрăш тата чечек шăрши сăмсана кăтăклантарса тăрать, çывăхрах, темĕнле майпа сыхланса юлнă шĕшкĕ тĕми хыçĕнче, шăрчăк юрлать.
Пĕр çамрăк мăшăр вырнаçнă тенкел вĕçне пырса лартăм. Ман умра пĕтĕм тавралăх уçăлса кайрĕ. Акă, пĕве хыçĕнчен виçĕ кимĕ ишсе тухать, вĕсем çинче — хĕрсемпе каччăсем; леш енчи çырантан икĕ каччă шыва сиксе ăмăртмалла ишме пуçлаççĕ. Шăв-шав вăйланать. Сасартăк таçта юрă юрлани илтĕнсе каять. Сасси шăнкрав пек янăрать хăйĕн:
Ах, пĕлесчĕ, мĕн çитмест-ши
Анаткасăн каччине?
Камшăн тунсăхлăн çӳрет-ши
Купăспа вăл каçхине?
Кĕçех шăнкăрав сас çумне татах сасăсем хутшăнаççĕ, юрă вара пушшех вăйланать, унпа пĕрле вăрман янăрать:
А-а-а-а
Купăспа вăл каçхине.
Акă, çыран леш енче малтанхи мăшăрсем курăнаççĕ, вĕсем хыçĕнчен — ыттисем. Тĕкĕр пек çутă пĕве пичĕ çине шап-шурă тумлă ĕмĕлкесем ӳкеççĕ. Вĕсем вĕтĕ-вĕтĕ хумсемпе хумханса малалла ишеççĕ, сăпкари пек сикеççĕ. Куçа та илес килмест çав темĕнле асамлă ĕмĕлкесен çинчен. Хĕрĕсем те çав… Пĕлеççĕ тумланма. Пурçăнтан çĕлетнĕ чăваш хĕрачин тумĕ епле хитре! Пĕр пилĕк çул каялла эп ăна театрта артистсем тăхăннине çеç курсаччĕ. Халь ак, кашнин çинче пурçăн платйĕпе пурçăн саппун. Чăн та хитре вĕсем, пĕринчен пĕри чипер!
Йывăçсем çине çакнă репродукторсем çамрăксен уявĕ пуçланни çинчен пĕлтереççĕ. Куçăм умĕнчех темиçе çĕрте вăйă карти картлана пуçларĕ, баян савăнса сывласа ячĕ. Çĕнĕ юрă çĕкленчĕ, вăрман тăрăх янăраса кайрĕ:
Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине
Итлемешкĕн çĕршыв юррине…
Юрă кĕввипе пĕрле чĕрене çăмăл туйăм çунатлантарса ярать, ывăнни те таçта кайсах кĕрет.
Тенкел çинчен çĕкленсе пĕр-икĕ утăм та тăваймарăм пуль, сасартăк «ой!» терĕ сасă ман хыçрах. Çаврăнса пăхрăм та тĕлĕнсех кайрăм: тенкелĕн эп ларнă пуçĕ сывлăшалла хăпарса кайнă иккен, хĕрача çĕртре ларать. Эх, каччă та иккен хам! Çавна та асăрхаман.
— Каçарăр, — терĕм эпĕ, хĕрача патне чупса пырса. Ăна хăвăртрах аллинчен ярса тытрăм. Манăн ывăç тупанне чăрăш йĕпписемпе хăйăр çыпçăнчĕ.
— Хама каçарăр. Кино курнă пек пăхса лартăм мар-и, — илтрĕм эпĕ çинçерех уçă сасса.
Алла тасатнă май хĕрача çинелле пăхса илтĕм. Çамрăкскер хăй. Çинçе пилĕклĕ. Çара çанăллă, кăвак чечеклĕ сарă çитса кĕпе тăхăннă. Уринче кăвак босоножки. Сап-сарă мăшăр çивĕтне умнелле янă.
Хĕр эп пăхнине сисрĕ курăнать: пичĕ хăмачланчĕ, пысăк та чакăр куçĕсем вăрăм куç хăрпăкĕсемпе витĕнчĕç.
— Эпĕ хĕр шырама вăййа каятăп, сар пики вара кунтах.
Хĕр шарламарĕ, çивĕтне пуçĕпе сĕлтсе каялла ывăтрĕ. Аллисене пĕр-пĕринпе сăтăркаласа силлерĕ.
— Тăхтăр-ха, — терĕм эпĕ çак вăхăтра, — таçта курнă пулас эп сире. Анчах каçарăр, аса та илеймест.
Пурне те палласан час ватăлатăр, — кулса ячĕ вăл, ман çинелле чеен пăхкаласа.
— Ахаль те ватăлнă ĕнтĕ. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнатăп.
— Тата тепрер чĕрĕк паллашмасăрах аван пурăнăр-ха.
— Сире кунта пĕччен ларма кичем, атьăр леш енне каçар, — сĕнетĕп эпĕ хĕре.
— Çук, — хирĕçлет вăл. — Эп шыва кĕме çеç килнĕ. Тумланман.
— Эсир ку платйĕпе те чăн-чăн киноартистка пекех, — хавхалантаратăп ăна.
Юлашкинчен хĕр килĕшет, эпир юнашар утса кӳлĕ леш енне каçатпăр, çак самантра пире хĕрсен ушкăнĕ хăваласа çитет.
— Ой, Шурочка! — тет тахăшĕ. — Эпир сана шыраман вырăн хăвармарăмăр, а эс…
Йăх-йăх кулаççĕ ыттисем. Мĕн калăн: каччăпа тĕл пулнишĕн тĕлĕнеççĕ. Санюк та вĕсенчен вăтанчĕ пулас, манран вĕçерĕнчĕ те вĕсем патнелле утрĕ. Тăрса юлтăм пĕр-пĕччен тăлăх карта юпи пек. Хĕрсем вара вăштах каялла çаврăнса пĕве пуçĕпе утрĕç.
— Эс те çав. Генерал хĕрĕ сана пăхать-и? — тĕртсе илет иртсе пыракан темĕнле палламан çамрăк. — Пире… Пире ахаллисем те лайăх.
Ăнланмарăм эп çак каччăн сăмахĕсене. Тем каласшăн пулчĕ вăл.
Эпĕ вăйă картинелле утрăм. Кунта паллакан каччăсемпе хĕрсем темĕн чухлех. Вĕсемпе хутшăнса кайсан, манăн кăмăл каллех хăй вырăнне ларчĕ, каллех эп хам пулса тăтăм. Хам, никам та мар. Паянхи поварпа Римма Ивановнăпа чăваш ташшине ăмăртмаллах ислетрĕмĕр. Кайран, айăпа кĕрсен, цыгансен ташшине те ташлама тиврĕ, пĕр икĕ хутчен сăвă та каларăм. Ывăнни каллех таçта кайса кĕчĕ, эп каллех вăйă пуçараканни пулса тăтăм.
Вăйă саланчĕ. Диктор, паллашу сехечĕ пуçланассине пĕлтерсе, пурне те ташă площадки патне пухăнма ыйтрĕ. Площадка тесен пĕлетĕр ĕнтĕ. Юпасем лартнă, урай сарнă, илемлетсе хунă карлăксем çумне тенкелсем вырнаçтарнă. Асфальт сарнă. Ботинка тĕпне якат кăна.
Эпир Риммăпа хулран хул тытăнса пыратпăр. Хĕре пĕр самант та тунсăхлама памастăп хам.
Шӳтлетĕп, култаратăп. Анчах нумай та ташлаймарăмăр Риммăпа, ăна урăх каччă манран уйăрса кайрĕ. Эпĕ тăрса юлтăм.
Таврана каç сăнĕ çапрĕ. Катари йывăçсем те каптăмăн-каптăмăн курăна пуçларĕç. Çил вăйланчĕ, чăрăш лăссисем хăйăлти сассипе пăшăлтата-пăшăлтата илчĕç. Анăçра çиçĕм çиçни курăна пуçларĕ. Сывлăш пăчăланса килчĕ, сывлама йывăрланчĕ. Çумăр килесси туйăна пуçларĕ… Ăш-чик темĕнле пушанса, салхуланса юлчĕ. Хул пуççи çинчен сасартăк эпĕ пĕтĕм уяв савăнăçĕн çунатне касса пăрахнăн туйрăм.
Çав самантрах ташă площадкине, пĕве хĕррине электричество лампочкисем çутатса ячĕç. «Дунай хумĕсем» вальсăн кăшт тунсăхлăрах та чуна çĕклентерекен кĕвви янăраса кайрĕ.
Килелле утрăм.
«Шăпа» тенине эпĕ ĕненместĕп, анчах «ăнсăртлăх» тени пурнăçра пурах. Пĕве пуçне çитсен, каллех Санюка тĕл пултăм. Вăл йăлтах çĕнĕ тумпа: балсене каймалли хура пан-бархат платйĕ, шĕвĕр кĕлеллĕ хуп-хура туфли тăхăннă. Çивĕтне шап-шурă лентăпа çивĕтлесе пуç урлă кăшăлланă. Эп ун çине ытараймасăр пăхма тытăнтăм: татах та пур-ши тĕнчере çакнашкал хитре хĕр?
Эпир, каялла таврăнса, ташлама тытăнтăмăр. Унпа çеç. Эп ăна хам çумах лартрăм, кашни кĕвĕ янраса каймассеренех ытти каччăсем пырса ташлама ыйтиччен хам алла сĕнтĕм. Пуçра та, чĕрере те Санюк кăна. Пĕр хутчен çеç Риммăпа тĕл пултăмăр, вăл кӳренӳллĕн ман еннелле пăха-пăха илчĕ.
Пăхтăр ара. Эп халь Санюкăн çырла шывĕпе сăрланă пек сăн-питне именерех пăхакан чакăр куçĕсене, пуçĕ çинчен вĕçерĕнсе кайса карусель арки пек çаврăнакан çивĕтне çеç куратăп. Вăл çивĕтне хăрах аллипе юсама тăрăшать. Эпĕ ухмаха тухнă пек каллех çавăратăп Санюка, каллех çивĕт вĕçет.
Хăçанччен тăсăлатчĕ-ши çак ташă каçĕ аслатиллĕ çумăр килмен пулсан? Эпир ытти мăшăрсемпе пĕрле поселокалла васкарăмăр. Пирĕн çула çиçĕм çутатса пычĕ. Çук, килне çитереймерĕм эп ăна: чашлаттарсах çумăр тăкса ячĕ. Эпир темĕнле хапха айне кĕрсе тăма ĕлкĕртĕмĕр. Калаçса кайрăмăр. Унăн ашшĕ отставкăри генерал-мĕн. (Акă мĕншĕн пĕве пуçĕнче тĕртсе илнĕччĕ ăна пĕр каччă.) Кунта киличчен Мускавра пурăннă вĕсем. Ашшĕне ялта пурăнма сĕннĕ врачсем. Амăшĕ вара ку таврашранах, Шупашкар хулинче çуралса ӳснĕ.
Çапла паллашрăм эп Санюкпа.
IV
Хĕре ăсатса янă хыççăн ыйхă килмерĕ. Çенĕке кăларса лартнă кивĕ койка çинче текех çаврăна-çаврăна выртрăм. Тутăхса кайнă пружинăсем хăлхана йăлăхтармалла чĕриклетрĕç. Урамра пĕр ӳсĕр çын ĕнĕрлени илтĕнчĕ, кӳршĕсен йытти вĕрсе ячĕ. Каллех шăп. Таçта пӳрт пĕрени çурăкĕнче-и е мачча тăрринче шăрчăк юрлать. Чăрлатать хăйĕн пĕр тĕрлĕ кĕввипе.
Пуçра вĕçĕ-хĕррисĕр шухăш. Умран çаплах хĕр кайма пĕлмест, ăшра хирĕçтăру.
— Петĕр, Петĕр, — тетĕп хама хам. — Ăсу-тăну сан ытла та тĕрĕс мар çулпа пырать. Юратсан, пĕр-пĕрне кам хĕрĕ пулнине пăхса тăмалла-и? Халь ĕлĕкхи вăхăт мар. Тен, эп маршал хĕрне юрататăп? Çын сăмахне итлемелле-и вара? Юрату вăл ниме те пăхса тăмасть!
Тĕлĕрме пуçлатăп. Çаплах умра вăйă карти, ташă площадки. Илĕртӳллĕ чакăр куçсем, карусель пек çаврăнакан çивĕтсем… Кулакан чечен тута. Çывăрман пекех иртсе кайрĕ çĕр. Ирхине ирех манăн пĕр колхоза командировкăна кайма тиврĕ. Виççĕмĕш куннех унтан райкома чĕнсе илчĕç. Эпĕ васкасах Мускава семинара тухса кайрăм.
V
Таврăнсассăнах çĕнĕ хыпар пĕлтерчĕç: кăçал та çĕнĕ çĕрсем çинче тыр-пул пухса кĕртме районтан çĕре яхăн çамрăка ямалла иккен. Васкасах райкома ыйту çырса патăм.
Илĕртет мана Казахстан çеçен хирĕ, çĕтсе кайнă çул çӳревçĕне илĕртекен çутăпа пĕрех чĕнет. Ытти яш-кĕрĕм Çурçĕре, Çĕпĕре, Казахстана каять пулсан, эп епле-ха чăтса ларăп кунта?
Çак каç эпĕ поселок урамĕсем тăрăх чылайччен çӳрерĕм, ташă площадкине кайрăм. Телейлĕ мăшăрсене курсан, мана тунсăх сырса илчĕ, Эп чăтаймарăм, Санюксен урамнелле утрăм. Хĕре пĕлтермесĕрех Мускава тухса кайнăшăн хама хам тарăхрăм. Акă, Санюксен çурчĕ. Малтанах картишнелле тухакан икĕ чӳречере çутă пурччĕ, анчах вăл та сӳнчĕ. Йĕри-тавра шăп. Пӳрт умĕнчи чие тĕмисем çеç манпа пăшăлтатнăн темĕн кăштăртатаççĕ.
— Вăл эс килнине пĕлмен, вăл эс пĕлтермесĕрех тухса кайнăшăн кӳреннĕ, — теççĕ пек мана çулçăсем.
«Вăхăтна сая ан яр, Санюк саншăн çуралман», сивлеççĕ тополь çулçисем. Анчах эп пур пĕр пăрăнса утмастăп-ха. Пур пĕр кĕтетĕп Санюка. Вăл тухасса шанатăп.
Анчах вăл тухмарĕ.
Кĕçех çил те вăйланчĕ. Çулçăсем çиллессĕн çатăлтатма пуçларĕç. Эпĕ вăраххăн килелле утрăм.
Ăшра хамăн вут çунать. Санюка ĕмĕрлĕхех çухатассăн туйăнать. Ахальтен каланă-им хитрене хĕрĕх куç курать тесе? Ашшĕ-амăш вĕренме ярасшăн, тет. Кам пĕлет, кайĕ те качча тухĕ.
VI
…Бюро та пулса иртрĕ, иккĕмĕш кун ĕнтĕ комисси çĕнĕ çĕре кайма çамрăксем суйлать. Коридорта шăв-шав: кашниех маларах кĕрсе тухасшăн, кашниех каясшăн.
Симĕс пустав сарнă сĕтел хушшинче комсомол райкомĕн секретарĕ Краснов ларать, вăл пӳлĕме кĕрсе тăнă çамрăкăн заявленине саспа вулать. Унпа юнашар мăйăхне Буденный пек ӳстерсе янă Никтополеон Семенович вырнаçнă. Вăл кашнинех пĕр ыйту парать.
— Каялла тарса килместĕн-и? — тет.
Унтан вăл сăмала пек хура куçĕсемпе çамрăк çине шăтарасла пăхать, мăйăх вĕçĕсене пĕтĕрет, ӳслĕкĕ çук çĕртенех хыттăн кăххăмлатса илет.
Никтополеон Семеновича хире-хирĕçле парти рăйкомĕн организациллĕ пай заведующийĕ Филипп Корнилович ларать. Вăл, комиссире ларса йăлăхнăскер, салхуллă та сарăрах куçĕсемпе çамрăка тинкерет, анаслас килнине пытарса шăлĕсене çыртса лартсан, сăмси тирĕ унăн вĕттĕн-вĕттĕн йĕрленсе илет. Чи юлашкинчен вара вăл тĕпчеме тытăнать:
— Тăван колхозунта ĕçлес килментен каятăн-и? Унта сана ĕç укçи хутаçпах тыттарса яраççĕ тетĕн-и? Е çăмăл ĕç шыратăн? Колхоз кайма чармасть-и? — тет çине-çинех.
Эпĕ суйласа илнĕ çамрăкăн ятне çырса хуратăп, ăна райкома хăçан пуçтарăнса килмеллине пĕлтеретĕп.
Женька Савкеева тухса кайсанах, пӳлĕме Санюк кĕрсе тăчĕ. Эпĕ вăл заявлени панине те пĕлмен, тĕл пуласса та иккĕмĕш хут çеç тĕл пулатпăр. Пирĕн куçсем сасартăках пĕр-пĕрин çинелле ӳкрĕç. Вăл çавăнтах ман çинчен куçĕсене тартрĕ, алăк патĕнчен иртсе урай варринче вăтанса та именсе тăчĕ.
Ман пит пĕçерсе кайрĕ, Краснов «так» тесе йăлăхтаракан пĕр пекрех сассипе заявлени вулама пуçларĕ.
— Каялла тарса килместĕн-и? — ыйтрĕ Никтополеон Семенович.
— Ку вăл Евгений Сергеевич хĕрачи-ха, — пăшăлтатрĕ Филипп Корнилович, комисси членĕсем çине пăхса.
— Пĕлместĕп, — терĕ организациллĕ пай заведующийĕ сасăпах, — мĕн илĕртет сире Казахстанра? Каясшăн çунаççĕ, вĕтĕнеççĕ. Сире валли унта çатма икерчи пĕçерсе хунă-и? Е сиккелесе çеç çӳремелле тетĕр? Ĕçлемелле унта, кунтинчен те ытларах ĕçлемелле. Тепĕр чух талăкра та икшер сехет çеç çывăрма тивĕ. Кăçал вăйлă пулнă унта тыр-пул. Аçупа калаçрăм эп, Шура. Эс хулара ӳснĕ, ял ĕçне пĕлместĕн, халиччен йывăр ĕç курман. Хăнăхманнипе тӳсеймĕн те ак, тарса килĕн. Вара районти комсомол организацийĕ ят илтет. Хăв тата медицина институтне вĕренме кĕме заявлени панă.
— Эп мар, заявлени маншăн анне янă. Казахстана эп эсир ямасан та пур пĕрех каятăп, — пăшăлтатрĕ хĕр. Пӳлĕм шăпланнăран-ши, унăн сасси пурне те илтĕнмелле хĕрӳллĕ тухрĕ.
Çак хĕрӳллĕх Филипп Корниловича та шартах сиктерчĕ, вăл çĕкленсе хĕр çине тинкерчĕ.
— Мĕн нушишĕн каятăн? Чăтаймастăн ак эс унта!
— Эп ытти çамрăксенчен мĕнрен кая? — тавăрчĕ хĕр. Хальхинче сасси тата та çирĕпрех, уçăмлăрах тухрĕ унăн.
Краснов ман çине кулкаларах пăхрĕ, куçне хĕсрĕ, унтан «таклатса» çапла çавăрса хучĕ:
— Паллах, йывăр пулать. Курманăн курас килет. Ярас. Чăтсан — чăтать, тарса килсен комсомолран кăларатпăр. Вара аçун ырă ятне варалатăн. Тепĕр тесен… Çамрăксене мĕншĕн шанас мар? Ярас. Кутамкка хатĕрле, Шура.
VII
Çул çынсене часах паллаштарать.
Эпир — арçын ачасем — пĕр вакуна, хĕрсем тепĕр вакуна вырнаçрăмăр. «Марш» кĕввине шăратакан оркестр та, ăсатакансем те (вĕсем хушшинче генерал формине тăхăннă Евгений Сергеевич та пурччĕ) хыçа тăрса юлчĕç.
Тепĕр виçĕ кунтан эпир кам кама юратнине, кам кам патне туртăннине те пĕлекен пултăмăр. Ачасем мана Римма Ивановнăпа калаçать тесе шутлама пуçларĕç. Риммăна пуринчен те ытларах пĕлетĕп ĕнтĕ эп, унпа шӳтлеме те, юлташла калаçма та вăтанса тăмастăп. Хамах хĕрсен вакунĕнче ăна асли туса хутăм, çавăнпа ытларах унпа калаçма тиветчĕ. Анчах эп Санюк патне туртăннине, ăшра пĕр унпа çеç пурăннине Риммăсăр пуçне никам та пĕлместчĕ. Вăл çеç ăна чухлатчĕ.
Санюка куç хывнисем сахал марччĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче каччăсем хĕрсем çинчен калаçса кайрĕç. Пĕрне тиркеççĕ, теприне ырлаççĕ, çитменлĕхĕсене шĕкĕлчеççĕ. Хитрелĕх çинчен калаçнă чухне вара пурте чи малтан Санюка асăнаççĕ. «Коммунизм» колхозра комбайнер пулса ĕçленĕ пĕр Ленька Пирогов çеç çак шухăша хирĕçлерĕ.
— Хитре, хитре тетĕр. Ун пек яка пурнăçпа ӳссен эп те хитре пулмалла. Ĕçле-ха манашкал вунă çултанпах колхоз хирĕнче. Теприн пулсан курпун та тухмалла, çӳç те шуралмалла.
— Ма хулана каймастăн тата? — йĕплет Юрка Тимофеев.
— Эс мана ан пӳл, — чарать ăна Ленька. — Итле. Пур пĕрех вăл Шурочкăран çын пулмасть. Епле ăсатса ячĕ ăна амăшĕ. Шурочка, мана ухмаха кăларса хăваратăн, Шурочка, чĕрĕ шыв ан ĕç, йывăр ĕç пулсан пăрахса кил. Шурочка, çыру çырсах тăр. Ашшĕ генерал, çапах куççулĕсем тухрĕç. Унăн чечекне такам вăйпах туртса илет пек. Мĕн ăна Шурочкăна? Сурать ак вăл пурин çине те. Йывăр ĕç ĕçлеме çуралнă-и вăл? Çук. Çитсенех пĕр-пĕр бухгалтерине ларать ак. Хитрене эпир пурте куратпăр, хитрене эпир пурте çул уçса паратпăр, кайран ак вăл пурне те пире ухмаха тăратса хăварать.
Эп хам сисмесĕрех Ленькăпа тавлашăва кĕрсе кайрăм, Санюка хӳтĕлеме тытăнтăм.
Ленькăн шухăшĕ çирĕпех пулмарĕ. Вăл, час-часах хĕрачасен вакунĕ умне пырса, Санюка тĕл пулма тăрăшатчĕ, шӳтлетчĕ, пĕчĕк кăна хура мăйăхне кунсеренех хыра-хыра тикĕслетчĕ, тĕкĕр умĕнчен кайма пĕлместчĕ.
Эп вара… Санюка тĕл пулсанах чĕлхене çăтса яраттăм. Перкелешетĕн кирлĕ-кирлĕ мара. Вырăна çитиччен пĕр кун маларах эп ăна хам çырнă сăвва патăм. Ответне… Ответне вырăна çитсен тин илтĕм. Вакунсем çинчен ансан, Санюк ман пата пычĕ те пĕчĕк кăна хут татки тыттарчĕ. Унта пĕтĕмпе те вун пĕр сăмах кăна: «Эс ман пата çырнине эп сан пата çырнă тесе шутла», — тенĕ унта.
Халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех паллă. Мана савăнăç сырса илчĕ, хам ăçтине те манса кайрăм эпĕ. Ухмаха тухнă çын пек тĕлсĕррĕн йăл! кулатăп.
Пирĕн йыша икĕ пая уйăрчĕç: аллăшĕ — колхоза, аллăшĕ — юнашар совхоза. Санюка эп хамăр йыша хăварттартăм, — Ленька Пирогова совхоза ăсатрĕç.
Санюка эп автотрасса çине тăратрăм. Ăçĕ çăмăл унта. Машина пырса тăрать те, виçине шăнкăрт! кăна палăрт, кайран квитанци çырса паратăн. Комбайнсем вырма пуçласан тух, вырма пăрахсан хваттерелле уттар.
Хам эп малтанах совхоза та, колхоза та çитрĕм, кашни виçĕ кунтах ĕçсем мĕнле пыни çинчен республикăри отряд начальникне сводкăсем патăм. Анчах пуринчен ытларах эп тараса патĕнче пулма тăрăшрăм. Мĕншĕн тесен мана пĕрмай кĕвĕçӳ туйăмĕ канăçсăрлантарчĕ. Шоферсем сăмахшăн кивçене каякан халăх мар. Нумай кирлĕ-и çамрăк хĕре çавăрма? Тăрса юлатăн вара кĕрхи хирти тăлăх тал пиçен пек…
Ту айлăмне вырма каçсанах, Санюка та хам ушкăна илтĕм, ун вырăнне пĕр шкул ачине тупса лартрăмăр.
Ак халь… палаткăсем те юнашарах. Кăвайт умĕнчех чун савнă хĕр… Çапах та, тем пытарать вăл манран, эпир пĕр-пĕрне калас тенине калаймастпăр.
Кунта вырма каçсан, Санюк малтанхи кун ыттисенчен юлмасăр, тăрăшса ĕçлерĕ. Каçхине темĕн юнтарнăн çитнĕ-çитменех палаткăна кĕрсе выртрĕ. Тантăшĕсем апата кайсан, эпĕ вăл ĕсĕклесе йĕнине илтрĕм. Мĕн тумалла? Кĕме те ырă мар, кĕмесен те ют çын хуйхинчен пăрăнни пулать.
Манăн алсем перĕннипе вăл шартах сикрĕ.
— Санюк, мĕн пулчĕ?
— Нимĕн те, — кĕскен çеç хуравларĕ вăл.
— Чирлемерĕн пулĕ те?..
— Çук.
— Такам кӳрентерчĕ-им?
— Çук. Хама тарăхнипе.
Чунĕ кӳтсе çитнĕскер, вăл ниепле те макăрма чарăнаймарĕ. Эпĕ йăпатни те пулăшмарĕ. Мана чĕнсе илчĕç, вара хĕртен уйрăлма тиврĕ.
Эп апат çисе каялла çитнĕ çĕре, вăл вилнĕ пекех çывăратчĕ ĕнтĕ. Хĕрсем вăратса пăхрĕç — пуçне те çĕклемерĕ. Тепĕр кунне арканнă жнейкăпа муталанса ирттертĕм. Каçхине каллех апат çинĕ çĕрте курăнмарĕ вăл.
— Эх, Петя, Петя, — терĕ мана Римма, ачасем палаткăна салансан. — Тупрăн хăвна валли генеральша. Юратанах пулсан, ăна йывăр ĕçпе асаплантармалла-и? Ывăннипе вăл каçхи апат та тăрса çиеймест. Çав ĕнтĕ вăл куршукра ӳсекен чечекĕн…
Повар сăмахĕсем чĕрене çĕçĕпе каснă пекех туйăнса кайрĕç. Хăй йывăр ĕç тунă пек кӳрентерет тата. Эпĕ чăтаймарăм, сиввĕн кăна:
— Куршукри чечек çулталăкĕпех хăрмасть, — тесе хутăм.
VIII
Ирхине иккĕмĕш хут çаврăнсан, жнейкăна тăратсах Санюк патне пытăм, ал патăм. Хытăрах чăмăртарăм-ши — шари! çухăрса ярса кукленсех ларчĕ хĕр. Халь тин эп ун аллисем хăмăл чикнипе шăйăрăлса пĕтнине, тĕллĕн-тĕллĕн пĕчĕк шурă пӳрлешкесем пуррине асăрхарăм.
— Халех яла фельдшер патне кай, — хушрăм эп ăна.
— Тавтапуç, — тавăрчĕ хĕр. Чакăр куçĕсем ман çине кӳренӳллĕн пăхрĕç. — Тавтапуç хĕрхеннĕшĕн. Ахаль те хĕрсем тӳр пилĕксĕр сăмах хушмаççĕ.
— Калаччăр. Эх, эсĕ те çав! Çыхмасан аллусем шыçса каяççĕ вĕт.
— Шыçчăр.
Санюк кутăнлăхĕнчен тĕлĕннипе эпĕ таках хытса тăтăм. Вара нимĕн тăвайман енне жнейка çине лартнă аптечка латне чупрăм. Кĕçех хĕр аллине йод настойки сĕрсе шап-шурă бинтпа чĕркесе лартрăм.
— Ей, начальник! — кăшкăрчĕ çак вăхăтра Женька Савкеева. — Эс паян хире вырма-и е хĕрпе тĕл пулма тухнă?
Эх, ĕнене татса парас чĕлхине… Ытла та чараксăр, кăшкăрасчĕ унăн Юрка Тимофеева. Çук вĕт, манпа çеç вăл çавнашкал, вăтанма пĕлмест.
— Хĕрпе тĕл пулма! — тавăртăм эпĕ.
Илттĕр пĕтĕм хир, çынсем илтчĕр ман сасса. Ман юрату пур, ăна эп никама та таптаттармастăп. Никама та! Ăна эп тасан упрăп.
Лашасене пушăпа хăмсаратăп. Хăлаçланать жнейка. Тул çуптăхĕсем выртса юлаççĕ хыçала…
Халĕ ак…
Халĕ ак çунать çатăртатса кăвайт. Çаплах хĕрсен чăваш юррине шăрантараççĕ. Вăл инçетрен-инçетрен килекен казахсен юррипе тăванлашса пĕрлешет.
Авă, Санюкăм çĕкленчĕ. Спортсмен костюмĕ илемлĕ те çинçе пилĕкне çăт-çăт тытса тăрать. Вут чĕлхи унăн питне, каялла тирпейлĕн пуçтарса хунă çивĕтне çутатать.
IX
Янкăр кĕркунне.
Икĕ эрне каялла вĕçĕмсĕр хĕртнĕ хĕвел кăштах сивĕне пуçларĕ. Унăн пайăркисем халь çĕр çине шĕвеккĕн ӳкеççĕ. Юхан шыв тăрăх тĕтре йăсăрланать. Çил ăна унталла-кунталла сапалать, хыт-хурасене силлет, кукăр-макăр лутамас хурăнсен çулçисене тата-тата вĕçтерет. Сап-сарă хăмăллă хир кунсеренех хуралса пырать: тракторсем çаплах кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Хура çи витти çине, ларса юлнă улăм урисем кунта халь çеç вăйлă тыр-пулшăн пулса иртнĕ çапăçăва аса илтереççĕ.
Тасатрăмăр хире.
Ыран, кăнтăрла иртсен, пирĕн отряд çула тухать. Çĕр çынтан каялла сакăр вуннăшĕ çеç каяççĕ. Хăшĕсем качча тухрĕç, хăшĕсем авланчĕç. Халь вĕсем кунтах юлаççĕ.
Паян кăнтăрлаччен çеç ĕçленĕ. Апат çинĕ хыççăн каччăсемпе хĕрсем ĕç укçи илеççĕ, тăван киле çитсен, тырă вырăнтах илме документсем çыртараççĕ.
Эпĕ ир-ирех кӳршĕ совхоза кайнăччĕ те колхоза çĕрле çеç çитрĕм. Правленире никам та çук иккен. Эп вара Санюк пурăнакан хваттере кайрăм.
Вăл çула пуçтарăнма та шутламасть иккен. Хитре чечеклĕ кăвак платье тăхăннă та кил хуçин вунă çулхи хĕрачине темĕнле сăвва пăхмасăр калама вĕрентет.
Эпĕ ăна амăшĕн çырăвĕсене тавăрса патăм. Вĕсене ĕнер панăччĕ вăл мана. Кашни çырăвăн йĕркисенчех киле килме тархаслани, кăçалах института вĕренме кайманшăн пăшăрханни сисĕнет. Кашни çырăвĕн вĕçнех ашшĕ, амăшĕнчен вăрттăн пулас, «Шура, ан парăн, пĕл хура ĕç тутине» тесе çыра-çыра хунă. Амăшĕн çырăвĕсем тăрăх эпĕ хĕр мĕн хуравланине пĕлме тăрăшрăм. Кулянса хуравлани палăрмасть унта, юлашки çырăвĕнчи пĕр вырăн çеç иккĕлентерет: «Тĕрĕс тăватăн, Шурочка, пăрах та кил». Апла пулсан Санюк пăрахса кайма шухăшланă. Хăçан? Хăш вăхăтра? Сисмен. Манран та пытарнă эппин вăл ăна? Каламĕ-ши кайиччен?
Кил хуçисене ыр каç сунса, эпир урама тухрăмăр. Санюк кĕçĕр салхуллă. Сайра калаçать вăл, пăт-пат çеç перкелешет.
Утатпăр хуллен. Аула каç тĕттĕмĕ хупăрласа илнĕ. Урамăн икĕ айккипе ларса тухнă саман е чул çуртсем электричество çутипе ялкăшаççĕ. Урлă урамра йытă вĕрет, таçта хыçалтах тăмра тăнкăлтатса нăйкăшать. Пире хирĕçех юлан утлă казах хăйсен кĕввине сăмса витĕр ĕнĕрлесе килет. Лаша урин сасси таклатать.
Хĕр куляннăран-ши, ăшра темĕнле иккĕленӳ çуралать. Ыран çак аултан тухса каймалла. Килни икĕ уйăх çеç иртрĕ пулин те, юратса пăрахрăм эп çак вырăна. Çеçен хир те илĕртет, тусем те килĕшеççĕ. Вĕсем мана хăйсен мăнаçлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ.
— Петя, — сасартăк хулран çатăрласа тытрĕ мана Санюк. — Пĕлетĕн-и эп сана паян мĕнешкел кĕтнине? Пĕлместĕн. Çук, нимĕн те пĕлместĕн эс.
— Пĕлместĕп, — тавăратăп эп хам интересленнине палăртмасăр.
— Эх, эс, начальник. Ыран эп фермăна ĕçлеме каятăп.
— Фермана?
— Çапла, фермăна. Мĕн кулмалли пур? Паян председательпе калаçса татăлтăм. Доярка пулатăп.
— Чăнах-и?
— Чăнах. Эх, эсĕ те çав… Пĕлетĕн-и эс ман пурнăçа? Пĕлместĕн. Халь ĕнтĕ каймастăп эп кунтан ниçта та. Кăтартăп-ха эп хам этем пулнине пурне те. Шкулта пĕрле вĕреннисене те, Римма Ивановнăна та, сана та, мана хĕрхенекене. Хăвăрах курăр, эп атте ĕнси çинче урăх ларас çук, — терĕ вăл хăвăрттăн мана çăмах хушма памасăр. Сасси ун кĕç-вĕç татăлса каяс хĕлĕх пек чĕтренчĕ, юлашкинчен татăлсах кайрĕ. Вăл пуçне манан кăкăр çине хучĕ те макăрма пуçларĕ, хул пуççийĕсем сиксех чĕтреме тытăнчĕç. Кăкăр умне тытнă сулахай алла вĕри куççуль тумламĕсем пĕçертрĕç.
Эп ăна лăплантарас тесе хам çума пăчăртарăм, куççульпе йĕпеннĕ питĕнчен, куçĕнчен чуп тума пуçларăм.
— Эх, эс, вăрман уçланкинчи чечекĕм, — пăшăлтатрăм эп. — Çапла кӳтмелле-и вара?
Санюк майĕпен лăпланса пычĕ, хул пуççийĕсем чĕтреме пăрахрĕç, каллех эпир пĕр-пĕрне хулран тытса малалла утрăмăр.
— Халь эп йывăрлăха çĕнмелĕх хамăн вăй пуррине ăнланса илтĕм ĕнтĕ. Ытти çынсенчен юлас çуккине туйрăм, — çирĕппĕн каларĕ Санюк. — Текех мана никам та çăкăр буханки йывăç çинче ӳсет тесе тĕкес çук. Атте мана шанать, вăл ман шухăша ырлать. Хура ĕç тутине пĕлмесĕр, эп пур пĕрех вĕренме каяс çук.
— Эп кунтан каять тесе кам калать сана? — ыйтрăм эпĕ.
— Председатель сана агронома хăварасшăн пулнă та, эс килĕшмен, терĕç.
— Эх, чечекĕм… Эс юлатăн пулсан, епле-ха кайăп эп кунтан? Сансăр эп ниçта та каймастăп…
Кăна илтсен, Санюк хавасланса кайрĕ, мана хăй ыталаса илчĕ. Унăн вĕри тути манăн пите çунтарса илчĕ.
— Ой, Петенька, — терĕ вăл ачашланса. — Эп сана шанни тĕрĕсех пулчĕ иккен! Пĕрле пулăпăр. Пĕрле. Атя, хире тухар. Хамăр хире. Кĕçĕрхи каç — пирĕн, — терĕ вăл мана хирелле туртса.
Эпир алла-аллăн тытăнса çерем тăрăх чупрăмăр.
Пире хирĕç темĕнле мăшăр килни курăнчĕ. Хулран çакланнă хăйсем.
— Юрĕ, Юрка… Эс механик та, тимĕрçĕ те, анчах ман кунта юлса мĕн тăвас? Хими завочĕ çук вĕт? — илтĕнет хĕрарăмăн хулăнрах сасси. Кам пултăр ĕнтĕ вăл Женька Савкеева пулмасан?
— Васкатăн эс ытла. Завод та лартĕç… Эп юлатăп пулсан, сан ма юлас мар? Юратмастăн эс мана, — ӳпкелешет Юрка.
— Пуçларĕ ĕнтĕ хăй юррине… Ман мĕн, ĕнесем пăхма каяс-им? — Çапах та эп техникум пĕтернĕ çын, — хирĕçлет Женька.
— Кай çав. Шура, ав, генерал хĕрĕ, иту ĕне сума юлать. Сан аçу-аннӳ колхозник, эс ялта ӳснĕ, — тавăрать Юрка.
Эп çак сăмахсене илтсен каллех хĕре хам çума пăчăртарăм.
Ялтан тухатпăр. Юркăпа Женька сасси ĕнтĕ илтĕнмест. Умра, — каçхи чаршав.
Анчах тăхта… Авă, пĕр çутă ялкăшса кайрĕ, тепре тата тепре…
Кăвайт хыпса илчĕ-мĕн. Кам çунтарать вĕсене? Пирĕн ачасем Казахстан хирĕпе сыв пуллашма тухнă-ши? Е трактористсем çунтараççĕ-ши?
Пирĕн умрах ак тата тепĕр кăвайт çути хыпса тухрĕ, чуна илĕртекен темĕнле юрă кĕвви илтĕнчĕ. Палланă сас. Казах юрри. Э-э, Дарыджан мучи юрлать ăна! Лашасене çитерме илсе тухнă ĕнтĕ вăл. Ав, вĕсем тулхăрни, кĕçенни илтĕнет.
Чĕнместпĕр пĕр хушă. Эп Санюка ыталаса кăвайт çутисем çине тинкеретĕп.
Парти чĕннипе килнĕ çамрăклăх çутисем кусем. Телейлĕ çамрăклăх çутисем. Илĕртӳллĕ çутăсем… Çулсем иртĕç, çак хирсенче кăвайт мар, электричество çутисем ялкăшма пуçлĕç. Пирĕнтен пĕр çирĕм çул каярах çуралнисем валли çул татах та сарлакарах та такăртарах пулĕ, вĕсен çутисем татах та хĕрӳллĕрех çунĕç.
— Петя, кур-ха, кур! Татах чĕртрĕç! — савăнса кăшкăрать Санюк. — Епле илемлĕ!
— Çапла, илемлĕ. Эпир те чĕртĕпĕр, — тетĕп эпĕ, хăмăла тăпăлтарса.