Хĕлхемренех тивет-çке çулăм
Пĕлсессĕн кăвайтне хума.
Ан чар мана, юратнă тусăм!
Ан чар мана хăвна савма!
Сив чул çинчех, тымар ярсассăн
Мăн йывăç пултарать ӳсме.
Хăвна савма ирĕк парсассăн
Май тупăп чĕрӳне кĕме!
Каçхи тӳпе чаршав уçсассăн
Кам чарĕ çăлтăра çунма?
Ан чар мана, ыйха путсассăн
Сана çеç тĕлĕкре курма!
Ан чар мана, ан чар, савниçĕм
Асамлă çулăмра çунма!
Чĕтрентĕр çĕр, çиçейтĕр çиçĕм —
Ан чар мана сана савма!