I
Кĕрхи каç шăпах. Тăхлан пĕлĕтсене хуса килнĕ çил те таçта вăрмана кайса тĕршĕннĕ, йывăç çулçисем çинчи çумăр пĕрчисем те çĕре тăкăнса пĕтнĕ.
Пӳрт чӳречисенчен урама ӳкекен электричество çутисем, çывăрма кайнă пек, пĕрин хыççăн тепри çухалаççĕ. Çур çĕр çитнĕ тĕле пĕр уй хĕрринчи çуртра çеç вĕсем сӳнмерĕç. Урамалла тухакан тăватă чӳречери çӳхе катан пир каркăç витĕр çаплипех шевлесем тăкăнчĕç, пахчара ларакан чие йывăççисене ӳкерчĕк çинчи пек кăларса тăратрĕç.
Çав териех ал ĕçĕпе ларакансем пурăнаççĕ-ши ку килте? Тен, ачи-пăчи чирленĕ пуль? Пĕр-пĕр пепке вĕриленсе выртать-тĕр. Тутисем çунса кайса кушăрканă пуль. Тен, кил хуçи, тен, кил хуçи арăмĕ чирлĕ?
Таçта ял варринче автан авăтса ячĕ. Ăна ыттисем те ярса илчĕç, юлашкинчен уй хĕрринчи çуртăн ăшă витинчи хĕрлĕ çĕлĕклĕ кайăк та, çуначĕсене сехет чанне çапнă пек шартлаттарса, вăхăт çинчен пĕлтерчĕ: «Ç-у-рр-çĕррр çи-трр-е-ĕ».
Кĕрхи каç каллех шап пулса тăчĕ. Ăнсăртран вăраннă пĕр авăк çилпе çулçăсем пăшăлтатса илчĕç те шăпланчĕç.
Çак вăхăтра урамра çын утни илтĕнчĕ. Ури айĕнче пылчăк лăчăртатать. Хăй вăл сăмса витĕр темĕн мăкăртатать. Пахчасем умне чавнă канав хĕррипе утнă чух шуса ӳкрĕ, усал сăмахпа вăрçса илчĕ, унтан, лапрапа вараланнă аллисене карта çумне шăлса тасатсан, халь те çутă сӳнмен килĕн картишне кĕрсе çухалчĕ. Кĕçех вăл алăка шаккарĕ:
— Уç, лапа! — сăмса витĕртерех кăшкăрчĕ вăл. — Çывратăн сысналла!
Алăк сасси илтĕнчĕ. Ӳсĕр çын хăй шăртне шăнараймарĕ пулас:
— Ых, лапа, çур сехет танлаттаратăп.
— Сана, путсĕре, тухса та уçмалла марччĕ. Питне кĕççе çĕлесчĕ! — янăрарĕ хăвăрт калаçакан хĕрарăм сасси.
— Çĕлесе лартасчĕ сан шĕкĕ çимен чĕлхӳне, Лапа.
Çенĕк алăкĕ хупăнчĕ. Шавлакан сассисем те пӳртелле кĕрсе çухалчĕç.
Каллех кĕрхи каç шăпах.
Анчах вунă минут та иртмерĕ, пӳртре кĕмсĕртетни, хĕрарăм çухăрни илтĕнчĕ. Каллех алăксем шалтлатрĕç те, хĕрарăм урама чупса тухрĕ.
Çав самантрах умлă-хыçлă икĕ хутчен пăшал сасси хаплатрĕ, унăн кĕлте пек сиксе тухнă çулăмĕнче хуралтăсем пĕр вăхăт çуталса кайрĕç. Хĕрарăм хапха юпи патне хутланса ларчĕ.
— Лапа! Сволочь!.. Сана пур пĕрех вĕлеретĕп. Парам сана Тимук арăмĕ! Йытă пек персе пăрахам!.. — янăрарĕ сăмса витĕр тухакан сас.
Урама тухса тăнă хĕрарăм сăмах та чĕнмерĕ. Каллех çенĕк алăкĕ хупăнчĕ, пăртак тăрсан пӳртри çутă та сӳнчĕ.
Пăтранчăк тӳперен çумăр пĕрчисем тăкăна пуçларĕç, ăнсăртран сиксе тухнă çилпе йăмра турачĕсем темĕн канашларĕç…
Çил те иртрĕ, тӳпе те урăх макăрмарĕ. Каçхи урам каллех шăпланчĕ…
Хĕрарăм кĕрхи сивĕпе чĕтремене ерчĕ, аллисене кăкăр çине хĕреслесе тытрĕ. Унтан хапха алăкне чĕриклетесрен йăтса уçса картишне кĕчĕ. Çатракан шаршанĕ çинчен пĕр юман патак илсе çенĕк алăкне çаклатса питĕрчĕ, вара хăрамасăрах кил хушшинчи мунча енне утрĕ. Мунчана кĕрсен, хыпашлакаласа икĕ кивĕ милĕк тупрĕ, вĕсене лапка çине илсе хăпарчĕ те пуçĕ айне хурса тăсăлса выртрĕ.
Çĕрĕпех çывăраймарĕ вăл…
…Пӳрте пĕччен тăрса юлнă арçын çеç, нимĕн пулман пекех стена çумне пăшалне çаксан, сарса хунă тӳшек çине хывăнмасăрах выртса харлаттара пуçларĕ.
II
Вĕçнĕ ыйхă — вăрмана тарнă кашкăрпа пĕрех. Вара пуç вĕлле пек пулса каять. Шухăшĕсем — пыл хурчĕсем… Вĕçеççĕ те тухаççĕ, вĕçеççĕ те кĕреççĕ.
…Акă Елюк çамрăк хĕрача… Вун çиччĕри хĕрача. Иртнĕ çулта кăна çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнăскер, урăх ниçта та каймарĕ. Çывăхра ун чух шкулĕ те çукчĕ. Арçын ачасем çеç хăшĕ Канаша, хăшĕ Çĕрпĕве, теприсем тата Шупашкара та тухса кайрĕç. Тен, вăл та каятчĕ пулĕ, пĕччен, пĕр тантăш хĕрсĕр, темĕн парсан та, ялтан тапранас килмерĕ.
Ăçта ĕçе хушать бригадир, çавăнта кайма тапратрĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлерĕ Елюк. Тепĕр çултанах ăна колхоз пухăвĕсенче, те ырă ятпа асăна пуçларĕç, президиума суйлатчĕç.
Ун чухне çур аки вĕçленнĕ ятпа колхозра пуху пулса иртнĕччĕ. Паянхи кун та ларакан колхоз клубĕн сцени çине пĕр çирĕм çынтан тăракан президиум хăпарнăччĕ.
Колхоз председателĕн доклачĕ хыççăн чылайăшĕсем тухса калаçрĕç, унтан мала тухнă колхозниксене парнесем пачĕç. Елюк хăй ятне илтсен хăмач пек хĕрелсе кайрĕ, хыçалти ретрен тухса пĕр виçĕ утăм турĕ те председатель патне пырса тăчĕ. Алла çирĕппĕн чăмăртани çеç унăн асне кĕрсе юлчĕ, пĕтĕм зал ал çупни ăна намăслантарма шавланăнах туйăнчĕ.
Кĕçех унпа юнашар ларакан Михалан ячĕ те тухрĕ. Елюк çумĕнчен кĕрнеклĕ, хура куçлă каччă çĕкленчĕ те аттисемпе таплаттарса трибуна патне пычĕ. Вăл Совет Çарĕнчен таврăнни те çулталăк çеç-ха. Уявсене çавăнпа пулас, яланах симĕс гимнастеркăпа галифе тата çар карттусĕ тăхăнса тухать. Ăна тĕрленĕ чăваш кĕпи парнелерĕç. Михала Елюк пек вăтанса тăмарĕ. Колхоз председателĕ аллинчи парнене илсенех трибуна умне çывхарчĕ, ал çупакан халăха темĕнле паллă парса лăплантарчĕ те:
— Атьсемĕр, кунта нумай калаçса тăмалли çук. Лайăх ĕçленĕ, малалла татах та лайăх ĕçлеме сăмах паратăп.
Татах зал ал çупнипе кĕрлерĕ.
Пухуран Елюкпа Михала, темĕнле-çке, пĕрлех тухрĕç, пĕрлех килелле çул тытрĕç.
Çук, пĕлмерĕ, сисмерĕ ун чухне хĕрача сцена çинчех хăйне каччă сăнанине, курмарĕ çĕмĕрт куçĕсем çуннине.
Елюксен тĕлне те çитрĕç. Чарăнса тăчĕç. Хапха çумне тăрса пĕр хушă çынсем хăпарнине сăнарĕç.
— Атя вăййа, атьсемри… тойăç, Елюк… мĕн халех карчăк пек çывăрмалла.
Темшĕн хирĕç калама чĕлхе çаврăнмарĕ. Елюк картишне кĕчĕ те, ашшĕсене вăратас мар тесе, парне аттине лаççа лартса хăварчĕ, хăй каллех урама тухрĕ.
Малалла утрĕç пулин те, сăмах çийĕнчех тупăнмарĕ. Кĕçех Михаласен тĕлне те çитрĕç, чарăнчĕç…
— Атьсемри… эс, Елюк, тăхта-ха, эп купăс илсе тухам. Мĕншĕн каялла утмарĕ вăл каччă кĕрсе çухалсассăнах, мĕншĕн кĕтрĕ ăна?
Униче хĕрне çитерехпе каччă купăсне тăсса ячĕ. Пассем савăнăçпа сывларĕç, Михала хуллен çеç юрла пуçларĕ:
— Пахчи-пахчи, палан пахчи,
Палан çисе ӳсрĕмĕр…
Кĕвĕ Çавал хĕрринелле ыткăнчĕ. Симĕсленекен калчасем хушшипе выртакан çулпа вĕсем иккĕнех пычĕç. Михала çаплах çемĕ май юрра тăсрĕ:
— Палан çисе ӳсрĕмĕр,
Çампа паллă пултăмăр…
Елюк юрлама хăяймарĕ. Çитменнине, вăл ку юррăн сăмăххисене те пĕлмерĕ. Михала ав вăтанмасть… Вăл клубра спетакльсенче те вылять, ялти учительницăсемпе вальс тата тĕрлĕ краковяк ташшисене те ташлама пултарать.
Улăха та анчĕç. Çавал хĕррине те çитсе курчĕç…
Уйăх çутинче шыв ытла та илемлĕн кĕмĕлленсе выртать. Хуллен кăна шăнкăртатать. Хăвасем хушшинче шăпчăк юрлать…
Каччă купăсне лартрĕ те, çири çӳхе пиншакне хывса, Елюк хул пуççи çине уртса ячĕ.
— Шăнса пăсăлăн тата…
Шуçăм çути киле пуçласан тин вĕсем ялалла утрĕç. Вăл каçхине качча ăна чуп тумарĕ, хапха тĕлне çитсен çеç алла хыттăн чăмăртаса илчĕ.
Малашне вĕсем каçсеренех тĕл пулма тытăнчĕç. Кĕркунне Михала хăтана пычĕ, Октябрь уявĕнче Елюк качча кайрĕ. Унăн асне ĕмĕрлĕхех Михалан сăнĕ кĕрсе юлчĕ. Вăл тĕрленĕ шурă катан пир кĕпе тăхăннă, выртман çӳçне çу сĕрсех каялла тураса якатнă. Кĕрекере лараканскер, туй ачисем витлесе юрланине итлесе, мăкăнь чечекĕ пек хĕреле-хĕреле каять.
Çулталăкран ача та çуралчĕ, ăна Васили ятлă хучĕç. Кĕркунне вĕсем Михала ашшĕсем патĕнчен çĕнĕ пысăк пӳрте уйрăлса тухрĕç. Елюк ашшĕ ĕне илсе пачĕ. Çулталăкран тата тепĕр ача çуралчĕ. Вăл та арçын ачах пулчĕ: ăна Гриша тесе ят пачĕç.
Вăрçă пуçланнă чухне Гриша икĕ эрнери ачаччĕ. Тата икĕ кунтан ашшĕ çара кайрĕ, Елюк пĕр-пĕчченех икĕ пĕчĕк ачапа тăрса юлчĕ.
Йывăр пулсан та, сайра юлнă вăл ĕçрен.
Ваçукне çавăтатчĕ, Гришине йăтатчĕ те тырă вырма каятчĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр çунтаракан хĕвелпе икĕ ачин те пичĕсем хĕп-хĕрлĕ çунса кайнăччĕ.
Çывăхри ĕçе кайнă чух иккĕшне те киле, ятарласа урлавланă йывăç кравать ăшне ярса хăваратчĕ.
Пĕррехинче иккĕшĕ те унтан тухса ӳкнĕччĕ, иккĕшĕ те пӳрт çурăлса каймалла кăшкăрса йĕретчĕç. Тăватă çулхи Ваçук анчах утма вĕренне Гришăна кăмрăк çитерсе тути-çăварĕсене мăрье ăшне чиксе кăларнă пек туса пĕтернĕччĕ…
Юрать, амăшĕ пыра-пыра пăхкалатчĕ.
Тепĕр çулла Елюк малтанхи хут жнейкăпа тырă вырма кайрĕ. Малтанах унпа Палюк мучи ĕçлерĕ, хăнăхтарчĕ, кайран вăл пĕччен вырма тытăнчĕ. Ун чухне ĕçлеме çын çитместчĕ.
Кунĕ-кунĕпе ĕçлесен те бригадир каçхине авăн çапма хăвалать, тепĕр кунне каллех тырă вырмалла, каçхине каллех — аван çапма. Икĕ талăк çывăрманнипе ларса пынă чухнех тăрăнса ансан, унăн урисене жнейка тăрмаласа пĕтернĕччĕ… Юрать тухтăрсем вилесрен çăлса хăварчĕç, анчах сылтăм ури уксахах пулса юлчĕ…
Темĕнле хĕн-хурлă пулин те, вăрçă çулĕсем иртсе кайрĕç… Ваçук та шкула вĕренме кайрĕ, Гриши те тăна кĕре пуçларĕ. Кĕçех ашшĕ те вăрçăран таврăнчĕ.
Вăл малтанах ял Совет председателĕнче ĕçлерĕ, кайран ăна колхоз председательне суйларĕç. Кунта Михала колхозсем пĕрлештерсе пысăклатиччен çеç пурăнчĕ, председатель пулма райĕçтăвком председателĕн заместителĕ пулнă Семен Петрович Акимова суйларĕç. Çӳлтен те çӳле хăпарса пынă Михала çавăн чухне кӳренмеллипех кӳренчĕ, хăйне бригадир ĕçне хушсан та тытмарĕ, пуç çаптарчĕ, тархаслаттарчĕ.
Акă ĕнтĕ вăл халь тăхăр çул бригадирта ĕçлет. Çук, малтанах вĕсен пĕр харкашу та пулман… Йĕркеллех пурăннă. Тен, хăш-пĕр вăрçакан çемьесем вĕсем çине пăхса ăмсаннă та пуль…
Хăçан пуçланса кайрĕ вăл, мĕнле кун, мĕнле сехетре — халь ăна татсах та калаймăн… Колхоз председателĕнче ĕçленĕ чухне хăнана чĕнсессĕн те пĕр-икĕ стакан ĕçетчĕ те хăвăртрах киле васкатчĕ.
— Ыран ирех ĕçе каймалла, атьсемри…
Елюка та ун чухне пĕрре те «лапа» тесе чĕнмен, кӳрентермен те… Тӳсĕмлĕх çиппи те татăлать тенĕрен, колхоз председаталĕнчен тухсан татăлчĕ пулĕ-ши вăл? Михала патне тăтăшах çавăн пек «кӳрентернĕ», ĕлĕк ĕçре пулнă çынсем пухăна пуçларĕç: тип кашăк тутана çурать тенĕ пек, вĕсем тăтăшах «çуттине» чиксе пычĕç, кил хуçи те парăмра юлмарĕ, тахçан вăрçăчченех пушăтран çыхнă кӳшеле йăтса, Ваçук час-часах лавккана кая-кая килчĕ.
Хăнасем салансан, Михала пăтраннă куçĕсемпе, йывăрланнă куç хупаххисене аран-аран уçса, шухăша кайнă çын пек пĕр çĕре пăхатчĕ. Шелччĕ ăна. Сасартăк вăл ура çине тăрса сĕтеле аллипе çапатчĕ, шăл витĕр пăшăлти хаяр сасси пурне те илтĕнмелле янăрататчĕ:
— Мĕншĕн, атьсемри? Мĕншĕн кăларчĕç мана? Тăрăшнăшăн-и?
Куçĕсенче куççулĕ кӳлленетчĕ, таппи вăйланнипе умĕ татăлатчĕ.
Мĕнле хĕрхенес килетчĕ Елюкăн ăна. Çавăн пек вăйлă та пултаруллă этем те кулянма пултарни ăна хăйне те çамантлăха вăйсăрлататчĕ, вăл упăшки çумне пырса ларатчĕ.
— Пăрах кулянма. Эс хутла сахал вĕреннĕ, вăт кăларчĕç. Ку председатель ахалли мар, района ертсе пынă.
Ăна хĕрхеннипех-и, тен, Елюк час-часах Михала валли ятарласах сăра çакатчĕ, хушăран эрех те илсе хуратчĕ. Упăшкине унăн мĕнле те пулсан пулăшас килетчĕ, унăн йывăр хуйхине мĕнле те пулин сирес килетчĕ.
Вăрă та вăрлама йĕпрен тытăнать тенĕ пек, тен, çавăн чух Михала ăшĕнче эрех хурчĕ вăранчĕ пуль? Çум курăкне аталанма нӳрĕк те, çутă та нумай кирлĕ мар, усал йăлана хăнăхма та йывăр мар. Усалли ырринчен çăмăлрах каскăнрах…
Темшĕн-çке çакăн пек йывăр самантсенче телейлĕ вăхăтсем аса килеççĕ…
Акă бригада пухăвĕ… Нумай çынсем тархасласа ыйтнă хыççăн клубăн пĕр кĕтессинче ларакан Михала ура çине тăрать.
Нихçан та выртма пĕлмен çӳçĕ çамки çине шуса аннă, хура куçĕсем урайĕнче темскер курнăн халăх çине те çĕкленеймеççĕ. Уншăнах икĕ хутчен пуху пухни хăйĕншĕн те лайăх мар пулас.
Акă вăл халăх умне тухать, ун чухне ĕçкĕсемпе çĕтмен сасси уççăн янăрать.
— Эпĕ мĕн, атьсемри, колхоза ура çине тăратас тесе сахал мар вăй хутăм, ӳсĕмĕ те пурччĕ… Манран лайăххине тупса лартрĕç те ĕнтĕ, мĕн тăвăн. Эпир хутла сахал вĕреннĕ… Вăл (Семен Петрович çинчен калать ĕнтĕ) учитель пулнă…
— Эсĕ те çавах коммунист, — хавхалантарма тăрăшрĕ тахăшĕ.
— Коммунистăн та сăмса тĕрлĕрен пулать, — такама тĕксе илчĕ Михала. — Эп мĕн… Шанатăр пулсан, атьсемри, ĕçлеме пуçлатăп. Ĕçлес пулсан — ĕçлес… Ята та çĕртес мар..
Хальхинче хура куçĕсем халăх çине тӳррĕн, вăтанмасăр пăхрĕç.
— Бригада пĕчĕк мар… çĕр çирĕм кил, ĕлĕкхи пĕр колхоз… Эсир мана итлесен, эпир çăкăрлă пулăпăр…
Тепĕр кунне çирĕм лав район центрне çул тытрĕ. Малти çуна çинче фуфайкăпа ваткăллă шăлавар çинчен комбинезон тăхăннă Михала ларса пычĕ. Иккĕмĕш лавĕ çинче Елюкчĕ.
Чугун çул станцинче фосфорит çăнăхĕ кăн-кăвак вĕçет: сăмсасем те, пит-куçсем те кăвакрах тăмпа сăрланă пекчĕ, анчах пур пĕр çĕрне-кунне пĕлмесĕр удобрени турттарчĕç бригада çыннисем. Михала яланах халăхпа, хăй те алсене кĕсьене чиксе тăмасть, ĕçлет.
Çавал хĕрринчи шурлăхсем… Торф кăларнă чухне пилĕк таранах лапра ăшне анса кайнă, çур кĕлетки хускалаймиех шăнса хытнă Михалана Елюк киле илсе таврăнать.
Вĕриленсе кайнă бригадир хăй çумне Елюка чăмăртать.
— Лена, пĕлесчĕ сан, мана санпа пурăнма мĕн пек лайăхне… Эс çынсен арăмĕсем пек мар, уйрăмскер… Чăн-чăн бригадир арăмĕ… Кашни кун ĕçре… Никам та тĕксе калаçас çук…
Малтанхи çур аки. Ытти бригадăсем трактор кĕмелĕх çĕр типессе кĕтсе ларнă чухне Михала бригади лаша сеялкисемпех тырăсене акса пĕтерет. Çуллахи шăрăх та аптратаймасть тислĕкпе торф тăкса кăпкалатнă лайăх çĕр çинчи тырăсене.
Михала çине тăнипе правлени ларăвĕнче тыр-пула тухăçлăхне кура бригадăсем тăрăх валеçме пуçлаççĕ. Ытти бригада колхозникĕсем пĕрер килограм илеççĕ пулсан, Михала бригадинче икшер тивет…
Çапла çултан-çулах… Михалана ял çыннисем ал çинче йăтса çӳременни çеç.
Унтан кукуруза. Ытти бригадăсенче ăна икĕ-виçĕ çул хушши туса илеймерĕç пулсан, Михала бригади гектартан пиншер центнер илетчĕ. Тăватă хутчен вăл Мускава ял хуçалăх выставкине кайса килчĕ. Аллинчи ылтăн сехет те, икĕ пĕчĕк ылтăн медаль те, хăй çӳрекен велосипечĕ те çавăнта панăскерсем…
Тем хушăра вăл мăн кăмăлланса кайрĕ. Çын тепĕр чухне пĕр-пĕр çăлтавпа ĕçе тухайман пулсан, выльăх çине кăшкăрнă пек кăшкăра-кăшкăра тăкатчĕ. Унран тăтăшах эрех шăрши кĕрсе çӳретчĕ… Юлашкинчен ак, Тимук арăмĕ…
Елюк куçне уçса пăхрĕ… Мунча чӳречинчен кăвак шуçăм çути килни палăра та пуçланă иккен. Елюк, лапка тарринчен кăштăртатса анса, милĕксене пуçтарса хучĕ, унтан питĕрсе лартнă çенĕк алăкне пырса уçрĕ.
Паян çумăр та иртет пулас, ĕнерхи йывăр пĕлĕтсем вырăнне тӳпере кашта-кашта пек пулнă кăтра пĕлĕтсем тапранмасăр тăраççĕ. Çил таврашĕ те çук.
Урă чухне Михала та хăрушах мар, пăшал йăтса тухас çук. Çапах та вăл пӳрте кĕме хăрарĕ, анчах ăçта каймаллине те пĕлмерĕ. Амăшне те йăлăхтарса çитернĕ ĕнтĕ… Тен… Ун патне каяс мар-ши?
III
Михала тĕлĕк курнипе вăранса кайрĕ. Такам, çӳллĕ те вăйлăскĕр, унăн пĕтĕм кĕлетки çине хăпарса выртса мăйран пăвма тытăнчĕ пек. Вăл кăшкăрма хăтланчĕ, анчах сас та тухмарĕ.
Ăçта-ши эпĕ?
Килтех-мĕн. Акă, ун тĕлĕнчех маччари пĕртен пĕр çăка хăма. Пӳртне тунă чухне чăрăш хăма çитментен хунăччĕ ăна. Унтанпа çирĕм çул та иртрĕ. Малтан вăл ăна улăштарма шутланăччĕ. Халь ав, выртать те выртать. Тепĕр тесен вăл та ун ĕмĕрне чăтмалла-ха…
Пуç пичке кăшăлĕпе кăшăлланă пек хĕсĕнсе ыратать, кĕлетке те хайне пăхăнман пек йывăр. Çăвар та, типсе ларнă…
Аран-аран тăрса, вăл шăвăç куркапа шыв ĕçрĕ. Татах ăш хыпрĕ, татах шыв ĕçрĕ.
Чунра темĕнле тăвăр, пăтранчăк. Такамран çак самантра ытла та намăс пек… Кĕçех ак халăха ĕçе калама каймалла, тăма мар, татах, татах выртас килет.
Кухньăна тухакан пӳрт алăкне уçса пăхрĕ. Никам та çук. Ун çине стенасем çумне пысăклатса çакнă Ваçукпа Гришăн сăнĕсем пăхрĕç. Иккĕшĕ те çар тумĕпе.
— Ĕçетĕн-и, атте? — тенĕ пек туйăнчĕç вĕсем… Икĕ уйăх ĕнтĕ вĕсем ун ячĕпе салам та çырса ямаççĕ…
— Путсĕрсем… Вĕрентсе кăлартăм та аçу та кирлĕ мар-и? — шухăшларĕ Михала, алăка хупса.
Елюк çук. Вăл вара каçхине мĕн пулнине аса илчĕ. Таса та çутă пӳрт. Унта вĕсем Аннапа иккĕшех. Стакан хыççăн стакан «саншарли»… Тахçанах хăюланса çитнĕ хĕрарăм унăн чĕркуççийĕ çине хăпарса ларать… Эх!..
Михала тĕкĕр умне пычĕ. Унăн мăйĕ çинче тута йĕррисем.
— Эс ман! Манăн эс, Мишша! Мишенька…
— Унтан ан чуп ту, çынсем пĕлеççĕ… ырă мар.
— Пĕлччĕр… Эс унсăрăн пĕлмеççĕ тетĕн-и?
Кайран… Мĕншĕн манăн пăшал тытмалла пулнă-ха? Хушнăшăн-и? Çапах та хушма пăрахтармаллах. Мĕн эп Анна патне киле кĕретĕп-и, арăма пăрахатăп-и? Кĕрсе ĕçнĕ, çывăрнă, каллех таврăннă.
— Елюк! Эй, Елюк! — кăшкăрчĕ вăл. — Лапа!
Хирĕç чĕнекен пулмарĕ.
Питне çусан кăштах уçăлнă пек пулчĕ. Татах шыв ĕçрĕ, вара плащ тăхăнса кил хушшине тухрĕ.
Кунта кăшкăрсан та арăмĕ чĕнмерĕ. Çенĕк алăкне çăраççипе питĕрсе уççине кĕсйине чикрĕ.
— Шыратăр-ха. Пӳрте те кĕреймĕн, лапа!
IV
Йăла… Çын пурнăçне вăл шыв ĕçнĕ чухне куçа курăнман çӳпĕ пек сисĕнмесĕр лекет те, кайран пысăкланса каять, тухмасть вара çын чĕринчен… Йывăр ăна кăларма.
Тимуксен çурчĕ урама çурса каякан çырма леш енче, чи хĕрринче. Кунта çырма тарăнланать, çынсем тӳререн пăрахнă икĕ пĕрене урлă каçаççĕ; лашапа-мĕнпе кĕрес пулсан — çаврăнса каяççĕ. Çырансен икĕ енĕпе тахçан-тахçан, асаттесем лартнă йăмрасем сарăлса кайнă, çырма тĕпĕнче вĕсен тымарĕсем ватăлса çитнĕ çын сухалĕсем пек сайран туха-туха выртнă.
Урамалла виçĕ чӳречеллĕ юман хăма витнĕ пӳрт. Çартан чирлесе таврăннă Тимук малтанхи çулсенче сывалнă пек пулчĕ, хăйсен пӳртне тунă чухне те ĕçлерĕ, каярахпа авланчĕ. Илессе вăл — кӳршĕри Вăрманкас ялĕнчен, чарусăр та çивĕч чĕлхеллĕ Анна ятлă хĕре илчĕ. Анна — сарлакарах сăн-питлĕ, пысăк кăвак куçлă, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм. Ун çумĕнче Тимук пĕчĕк ача пек çеç курăнатчĕ.
Темĕн çитмерĕ вĕсене, тем килĕшмерĕ, час-часах вăрçа пуçларĕç, кил хуçи ĕçке ерчĕ. Пӳрт-çурт тума та, çине хĕç-тимĕр витме те, кăмака тума та ăста Тимук час-часах ĕç пĕтерсен вил ӳсĕр таврăнма пуçларĕ. Пĕр кĕрхи каç вара ялти шкул кăмакине туса пĕтернĕ хыççăн вăл килне те çитеймен. Каçă çинчен шуса ӳкнĕ те сивĕ лапра çинчех çĕр каçнă. Çавăнтанпа хĕне кайнă çын, темиçе тĕрлĕ больницăсенче пулчĕ пулин те, унччен те пĕвер тата чĕре чирĕпе аптраканскер, сывалаймарĕ…
Ун хыççăн Анна тĕлĕнмелле улшăнса кайрĕ: хитререх тумланчĕ, хĕр чухнехи пекех савăнăçлă çӳрерĕ.
Михала ăна Тимук чирленĕ чухне ĕçе те хушманччĕ, кайран ав пытару…
Пĕр ирхине вăл ăна авăн çапма кайма каланăччĕ. Анна малтан, упăшкине пăхма сăлтав шыранăскер, хальхинче хирĕçсе те тăмарĕ, тухрĕ.
Çĕрле Михала йĕтĕм çинчен часах каяймарĕ: тепĕр хут хурал тĕрĕслерĕ, тиесе кайман çапнă тырă миххисене улăмпа виттерчĕ.
— Эй, бригадир — илтрĕ вăл лашине кӳлсе тăратсан, — эс мана лартса каятăн-и, çук-и?
Анна ларма каласса кĕтмесĕрех йăлт! çеç сиксе ларчĕ, тилхепене ярса тытрĕ…
— Э, ак хăвна та тăратса хăваратăп… Атту эсир пуçлăхсем нихçан та çуран çӳреместĕр…
— Но, но, атьсемри… эс пĕчĕк ача пек ан ашкăн-ха, — васкасах ларчĕ бригадир. Кунĕпех ниçта каймăсăр çисе тăнă ăйăр вырăнтан хăвăрт юртăпа тапранчĕ, тилхепе тытса ларнă Анна Михала çинех ӳпĕнсе пычĕ.
— Çавăн пек ĕçе тухсан сана кашни кунах лартса таврăнмалла та… — кулса илчĕ бригадир.
— Эс мана килте ларасшăн çунать тетĕн-им? Пĕлместĕн эс пĕччен çын пурнăçне. Кунта ак эп бригадирпа ярăнса çӳретĕп, алăкра халь ĕнесемпе сурăхсем макăрса тăраççĕ…
— Апла пулсан иртерех ыйтса каймаллаччĕ. Эс чи юлашкине тăрса юлнă… — хĕрарăм хул пуççи çине аллине хучĕ бригадир.
Анна тахçанах çавна кĕтнĕ пек тата та ун çумнерех лăпчăнчĕ, тилхепене те туртса пыма пăрахрĕ.
— Юлма эп сăлтавпа юлнă… Мушĕт, эп санах кĕтнĕ…
— Но, но, атьсемри… Эп, мĕн, саншăн ĕне-им? Мана суса илес çук…
— Бригадир вăл ĕнерен те сĕтлĕ, — тем калас пек кулса ячĕ Анна… — Шӳчĕ-кулли çăва патне, кĕçĕр эс ман пата кĕретĕн-и? Çук-и?..
Ку ыйту ытла та вырăнсăр пулнине хĕрарăм хăй те сисрĕ пулас, çийĕнчех тӳрлетме тăрăшрĕ:
— Ыран каç Тимука асăнатпăр… Ун чух халăх нумай пулать… Сирĕн пек ятлă çынсене çавăн пек çĕре чĕнсе намăса та кĕрес килмест… Айтăр… Халь…
Малтан Михала турткаланма та шухăшларĕ, юлашкинчен килĕшрĕ. Мĕнех пултăр кăшт ĕç хыççăн сыпнăшăн? Ывăннă шăм-шак та сурма пăрахать, ыйхă та канлĕрех…
Сурăхĕсене те, ĕнисене те пускилсем кĕртнĕ-мĕн. Васкасах ĕнине сунă Анна пӳрте кĕрсен тем хушăра сĕтел те пуçтарса лартрĕ. Хĕрлĕ помидорпа пан улмисем, чăкăт, тăм кăкшăмпа сăра тата çур литр çутти сĕтел çине тухса ларчĕç.
— Куна сан ятпа илтĕм… Хăвах хуçалан… Ĕçсе пĕтермесĕр ямастăп, — ал тупанĕ çине çапса уçрĕ эрех кĕленчин пăккине Анна.
Чылай пулать вĕсем патне кĕменччĕ Михала. Халь ăна тасалăх йăлтах тĕлĕнтерчĕ. Мачча тата пӳлĕм хăмисене шур сăрăпа сăрланă, чӳрече каррисене пĕтĕмпех алăпа çыхнă чĕнтĕрсемпе илемлетнĕ. Çĕвĕ çĕлемелли машина валли ятарласа тумбочка илнĕ, ăна та çиелтен çӳхе çеç тӳльпе витнĕ… Кăмака умĕнче уйрăм сĕтел. Типтерлĕн пухса хунă вырăнсем, чечексем…
Малтанах эрехне пĕчĕк çеç пӳрнеске пек черккепе Анна та ĕçрĕ… Кайран йăлтах Михалана ĕçтерчĕ. Бригадир кайма та шухăшларĕ, анчах ăна çак хитре кăвак куçлă çамрăк хĕрарăмпа хире-хирĕç ларасси темрен те пахан туйăнчĕ. Чĕлхе те çыхлана пуçларĕ, темшĕн иртнĕ ĕçсемпе, иртнĕ вăхăтсемшĕн мухтанас килчĕ. Каяс умĕн вăл юлашки эрехе ӳпĕнтерчĕ, анчах Анна татах илсе тухса лартрĕ.
— Çук, халь çитет… Кирлĕ мар, — аллипе сулчĕ бригадир.
— Кĕçĕр мар-тăк, виçмине каç кил… Ăна сан валлиех илнĕ, никама та ĕçтерес çук.
— Куншăн та мĕнпе тавăрас, — сулкаланса ура çине тăчĕ бригадир.
— Эй, кайса ан ӳк, — пырса ыталарĕ ăна Анна. Кравать патĕнчен иртсе кайнă чух, те вăл хăй сулăнса кайрĕ, те ăна Анна кулмалла тĕксе ячĕ, иккĕшĕ те ӳкрĕç. Тахăшĕ малтан чуп турĕ, бригадир асне çак сăмахсем çеç кĕрсе юлчĕç.
— Эп мĕн… чирлĕ çынна пăхса çеç пурăнтăм. Арçын-и вăл?
…Ӳсĕр килнĕ каç Михала ăçта ĕçнине те пытармарĕ. Елюк та вăрçмарĕ.
Кайран бригадир Анна патĕнче çур çĕрччен çеç мар, час-часах тул çутăличчен те пулчĕ.
Киле килсессĕнех малтан вăл суймалли сăлтавсем шырарĕ: е парти пухăвĕнче, е колхоз правленин ларăвĕнче пултăм, тесе ĕнентерчĕ.
Вут хумасăр тĕтĕм тухмасть. Яла тухнă сăмах та сăлтавсăр мар. Елюк хăлхине те упăшки çинчен темĕн тепĕр пырса кĕчĕ.
Михала та час-часах ӳсĕр таврăнсан вăрçа пуçларĕ: е яшка сивĕнсе кайнă, е ун çине хăрăм кĕрсе ӳкнĕ, урайĕсем те тепĕр чух таса мар. Малтанах Елюк тавлашмарĕ те, юлашкинчен чăтаймарĕ.
Пĕр çуллахи ăшă каç, чылайччен упăшкине кĕтсе ларнăскер, Тимук арăмĕн килĕ енне çул тытрĕ. Хăй пурнăçĕнче вăл пĕрремĕш хут вăрă пек çуртсем çуммипе йăпшăнчĕ, пӳрт чӳречи умне пырса тăрса итле пуçларĕ. Унăн хăлхине Аннан уçă сасси пырса кĕчĕ.
— Эс мана ĕçлемесĕрех ĕçе тухнă тесе ĕç кунĕ пар… Ĕçлесен ухмаха та çырса паратăн… Манăн аншарлине те юхтармалла, салат та авăртмалла…
— Сана эпĕ ахаль те çырса панă, — ланкăртаттарсах стакана ӳпĕнтерчĕ бригадир.
Темшĕн упăшкин сасси Елюк хăлхине ют çын сасси пек илтĕнчĕ, чĕре темĕнле хаяр тăшмана курнăн тарăху хумĕсемпе тулчĕ. Çак самантрах унăн пĕтĕм урам илтĕнмелле кăшкăрса ярас килчĕ, анчах вăл чăтрĕ.
Пӳртре çутă та сӳнчĕ. Анна чӳрече каррине уçса урамалла тинкерчĕ пулас, Михала темĕн каларĕ, каллех Елюк хăлхине сăмахсем пырса кĕчĕç.
— Ăçта васкатăн? Уксах арăму ниçта та каяс çук-çке.
Ку татах та тарăхупа тулнă чĕре çине вĕри шыв сапнă пекех туйăнчĕ. Елюк хыпалансах патак тупрĕ, унтан, ăсран тухнă çын пек, чӳрече кантăкĕсене çапса ватрĕ.
— Йыт ами! — кăшкăрчĕ вăл, патаккине шалалла персе.
Хăй такам тытасран хăранăн васкасах урамалла чупса тухрĕ, кайран анкартисем хыçĕпе килне çитрĕ. Кĕçех ятлаçса Михала килчĕ, вăл кил хушшинче шăлĕсене шатăртаттарсах арăмне шырарĕ.
— Вĕлеретĕп, лапа! Парам сана ман ята яма! Юрать, ун чухне Гриша çар училищине кайманччĕ, вăл чарчĕ.
Пĕрремĕш каç çавăн чух Елюк килте çывăрмарĕ.
Кайран, килте иккĕнех тăрса юлсан, Михала çурçĕрте мар, тул çутăлсан çеç килетчĕ.
Елюк чăтаймасăр «бригадиртан кăларăр» тесе колхоз правленине те кайса пăхрĕ, анчах Семен Петрович ăна лăплантарчĕ кăна:
— Ак, парти пухăвĕнче пăхса тухатпăр та, юсанать…. Бригадир начар пулсан тата хуть. Вăл ыттисене туртса пырать-çке.
V
Алексей Васильевичсен килĕ хыçалти урамра, Елюксен пекех, уй хĕрринче. Кунта кĕркуннехи йĕпе-сапа вăхăтĕнче те хăйăрлă çĕр часах типет, çулла çумăрсем çуман чух та тусан сахал. Йывăр пĕрчĕсем пули-пулми çилпех çĕкленмеççĕ çав.
Кунта Елюк анкартисем хыçĕпе пычĕ. Ун умне хăрах енчен кăштах витсе пĕтермен, сарайпа выльăх витисем курăнчĕç. Сарайне, ав, пĕр виçĕ çул каяллах витме тытăннăччĕ, анчах темшĕн паянхи куна та пĕтереймен. Хуçин ĕçĕ те çавнашкал ĕнтĕ: иртен пуçласа каçченех колхоз правленинче те, уйра та, фермăсенче те.
Кил хуçи тăнă-мĕн. Майка çинченех фуфайка тăхăнса янăскер, Елюка вăл кил хушшинче тĕл пулчĕ, пĕртен пĕр аллине пырса пачĕ.
— Айта, айта… Пӳрте кĕр…
Алексей Васильевич малтанах пăхсан сивлек сăнлă, тутисем ытла та çăт тăраççĕ, вăрăм хура куç харшийĕсем сарлака. Çынпа калаçма тытăнсанах куçĕсем чеен ялкăшма тытăнаççĕ, хĕсĕнеççĕ, вĕсенче хĕлхемсем выляма пуçлаççĕ, тăп-тăп тута вырăнне пĕр тикĕс шурă шăлсем курăнаççĕ. Сасси те ун янăракан, пысăк сас… Пухусенче, тепĕр чух шавласа кайсан, лăпкăн каласах халăха лăплантарма пултаракан çын вăл. Колхоз пĕрлешнĕренпех — парторг.
Елюкпа Алексей Васильевич арăмĕ, Нина, тантăшсем пулнă. Пĕрле ӳснĕ, пĕрле вĕреннĕ, пĕр çултах качча тухнă. Кирек мĕнле уява та пĕрле ирттернĕ, пĕрле ĕçсе-çинĕ.
Ирех хутса янă кăмака умĕнче çаннисене тавăрса хунă Нина сасартăк хыпаланса ӳкрĕ, хăйĕн тантăшĕн кăвакарса ларнă куç харшийĕсем ăна хăратса пăрахрĕç пулас.
— Ха, мур, каллех çапса çĕмĕрнĕ… Эс мĕн… Элекçи, ялти пур-çук кахалсене хускатма ăста, чупкăнсене чараймастăн…
Нина Елюк патне пырса çаврăна-çаврăна пăхкаларĕ, каллех упăшкине хăтăрма пуçларĕ.
— Ылтăн пек хĕрарăма вĕлерет… Сан, Элекçи, ма чарас мар… Эс вĕсен асли пулсан, вĕсен сана итлемеллех… Какуй вăл коммунист, арăмне кăн-кăвак çӳретет пулсан…
Малтан чунне хытарнă Елюк хальхинче чăтаймарĕ, пит тăрăх тута çине хăй пурнăçĕ пекех тăварлă тумламсем юхса анчĕç.
— Кăçалччен алăпа та тĕкĕнменччĕ. Гриша çара кайсанах никамран та хăрами пулчĕ, — ĕсĕклесе ячĕ вăл. — Кĕçĕрхипе виççĕмĕш хут хĕнет.
— Илтетĕн-и, эс мĕн чунсăр пек тăратăн? — татах упăшкине хăтăрчĕ Нина.
— Илтетĕп те, куратăп та…
Алексей Васильевич фуфайкине хывмасăрах урай тăрăх каллĕ-маллĕ утрĕ, унтан никам çине пăхмасăрах калаçма пуçларĕ.
— Пĕрремĕшĕ: Михалана выговор пани пĕр уйăх та çитмерĕ-ха. Парти райкомĕнче унран тĕлĕнсе кайрĕç… Мĕнле-ха, эс, районĕпех чапа тухнă бригадир ун пек хăтланатăн? Вăл пур, юсанатăп тесе сăмах пачĕ те, выговор вырăнне асăрхаттарса çеç хăварчĕç.
Иккĕмĕшĕ: эпир хамăр, коммунистсем, эсĕ те, Елюк, айăплă… Эпир пыр шăтăкĕ çурăличчен кăшкăрса ăна мухта-мухта çĕклерĕмĕр, кайран вăл пурин çине те пĕлĕтрен пăха пуçларĕ… Колхоз председательне те, мана та кӳрентересси уншăн пулсан нимĕн те мар… Сан, Елюк, çавна асăрхамалла пулнă…
— Эсĕ мĕн, ват супнă! — янăраса илчĕ Нина… — Эс çĕр каçиччен тепре чух таçта çӳретен те, уншăн эп айăплă-и? Сирĕн пуху та лару, кайран хĕрарăмсем патне…
— Эс арманна авăртиччен итле-ха, — пӳлчĕ ăна Алексей Васильевич… — Михала халь хăйне никам та хăратайман çын тесе шутлать… Анчах… Эс, Елюк, ан кулян, эпир майне тупăпăр, — йăпатрĕ вăл хĕрарăма.
— Хĕнетех пулсан хамăр пата куç… Намăслантăр хуть, путсĕр! — çатăртатса илчĕ Нина.
Çакăн пек лайăх пурăнакан çемьене пырса кайсан Елюк чĕринче темĕнле вăрттăн шанчăк та, курайманлăх та çуралать. Пĕрре пӳртне-çуртне пăрахса та каяс килет, тепре Тимук арăмне кайса паянах чăрмаласа тăкас килет. Мĕнле-ха вăл ют арçынна астарма хăять?
Паян ак, Алексей Васильевичсем патĕнче пулнă хыççăн, çак шухăшсем татах вăйланчĕç. Паллах, кунта килнине Михала пĕлет ĕнтĕ. Куншăн каллех, элеклетĕн тесе, пĕр кунхи пек хĕнĕ-ши?
VI
Кĕрхи каç тĕксĕм те хура. Тӳпере уйăх та, çăлтăрсем те çук. Çур çĕр те иртнĕ, автансем те тахçанах вăхăт çинчен пĕлтернĕ.
Парти пухăвĕнчен тухнă çынсем те килĕсене саланса пĕтрĕç. Пĕр Михала çеç çаплах клуб умĕнчи тенкел çинче ларчĕ. Темшĕн ытла та пĕччен туйрĕ вăл хăйне.
Çапла, пĕррехинче, 1941 çулта, пирĕн çарсем чакнă чух, тăшман танкĕсене хирĕç çапăçакан батарейăра оруди наводчикĕ Михаил Петрович пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Тăшман снарячĕсем пĕтĕм расчета пĕтерсе тăкрĕç. Умра тата виçĕ танкчĕ. Пĕччен, пĕр-пĕччен туппа авăрла-авăрла печĕ вăл. Темшĕн çав вăхăтра вилĕм çинчен те шухăшламан, аманнă ал та сурса ыратман. Çапах тăшмана чарса лартнă. Ялтан фронта кайнисенчен вăл ун чухне пĕрремĕш орден илнĕччĕ. Ун чухне хаяр тăшман пурччĕ. Халь? Халь те тăшмансем пур иккен.
Мĕншĕн-ха пĕр коммунист та ун майлă пулмарĕ? Унăн ĕçне те, талăкра тепĕр чухне виçшер сехет кăна çывăрнине те никам та шута илмерĕ. Ытти чух Михаил Петрович, халь пăсăлнă çын…
Алексей Васильевич… Юратса кум турăм. Пĕрле фронта кайрăмăр, пĕрле колхоза ура çине çĕклесшĕн тăрăшнă. Халь вăл та сан çине сурать.
Пĕр гектар çинчи çĕр улмине шăнтса хăварнă… Виçĕ сула кантăра халь те шывран кăларман. Аннана çĕр улми кăларма участок виçсе паман, çавăнпа ытти çынсем хушшинче ĕç дисциплинине пăсса янă… Мĕн пур çитменлĕхсене пухнă-мĕн эс, парторг. Юрать, бригадиртан кăларăр, татах выговор парăр…
Семен Петрович… Пуç каçăртнă. Председатель-çке. Малтан эс мăрат курăкĕпе люцернăна уйăраймастăнччĕ, ал айĕнче выртакан патака курмастăнччĕ. Халь…
Сана вĕрентрĕм-вĕрентрĕм те, вăйлă тыр-пул туса илсе, чапа кăлартăм… Халь ман çине суратăн… Эп кирлĕ мар… Саншăн халь эп йăла тĕлĕшĕнчен пăсăлнă çын çеç, ыттисене усала вĕрентекен кăна.
Ах, шухăшсем. Чăнах та, эсир вĕлле хурчĕсем пекех иккен сĕрлетĕр… Мĕншĕн-ши вăл вĕсене парти пухăвĕнче каламарĕ… Темĕнле юсанма сăмах пама та вăтанчĕ. Халь текех райкомра та ĕненмĕç.
Мĕншĕн-ха ăна пухуран тухсан та киле пĕрле пыма чĕнекен те пулмарĕ, йăлтах ют-ши вăл вĕсемшĕн?
Чĕре çунать… Тавра шăпах.
Михала хуллен кăна тăрса тăван ялнелле утать. Кампа йăпатас чуна? Килти çирĕм çул ытла пĕрле пурăннă арăм та ютшăнчĕ, уксахла-уксахла çĕр çывăрма амăшĕсем патне каять…
Ял уничи тĕлне çитсен, каллех вăл йăмрасем айĕнчи сак çине ларчĕ. Кунта халь никам та çук. Вăйă карти те илем иртсен шыв сивĕннĕ пек сивĕнме пуçлать; шавлă юрăсем те, шăв-шав та, тул çутăлас чух макăракан тăлăх купăс сасси те çухалаççĕ.
Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ….
Улăх тăрăх юхакан сивĕрех çил халь çуллахи пек ачаш мар, ăшă вырăн çинчен тăнă çын çине шыв сапнăпа йĕрех çӳçентерсе илет… Çапах чуна тăвăр.
Михала фуфайка тӳмисене те вĕçерчĕ, çĕлĕкне хывса пĕр самант алăра çавăрчĕ. Таçта ял варринче урапа халтăртатса иртрĕ.
Тепĕр чухне, çип пăтранса кайсан, унăн вĕçне тупасшăн тăрмашса, тар юхтарса, тертлене-тертлене шыратăн. Тен, çак урапа сасси шухăш çиппине пăтраштарса ячĕ пуль, ăçта ун пуçламăшĕ, ăçта вĕçĕ?
Çапла, Михала ун чухне вун пĕр çултаччĕ. Вĕсен ани çак улăхраччĕ. Çу каçиччен нимĕн тумасăр çисе тăнă лашапа кĕлте турттарать Михала. Авăнĕ — анкартинче. Хапхаран кĕнĕ чух сулахай турта юпаран çакланчĕ, хăранă лаша тапса сикрĕ, туртасем иккĕше те хуçăлса кайрĕç. Тилхепине алăран вĕçертмен ачана сĕтĕрекен лаша хапхан тăрринчи урлавĕ çине çапăнтарчĕ, ăна шертĕрен анчах хунăччĕ, вăл тухса сирпĕнчĕ. Урлав лаша çине ӳксе пушшех хăратрĕ, лаша тапса сикрĕ. Миçе метр шуса кайрĕ вăл ун хыççăн, алăсем шăйрăлса, сĕвĕнсе пĕтрĕç, анчах тилхепене вăл вĕçертмерĕ. Кĕлет алăкĕ патĕнче лаша чĕвен тăчĕ, чарăнчĕ. Михала çĕнтерчĕ.
Униче хĕрринчи вăйă карти… Çара кайса килнĕ Микулай тимĕрçĕ кашни каçсерен пекех каччăсемпе кĕрешет. Унăн пуслăх пысăкăш аллисенче — çулталăкри вăкăра çапса антармалăх вăй. Таврара ăна çĕнекен каччă та çук. Унăн ытамне лекрĕн пулсан, «ах» теме çеç пултаран. Микулай аллисем тимĕр клещесемпе пĕрех. Вĕсем хĕрхенмеççĕ. Вун тăххăрти Михала унпа малтанхи хут тытăçать. Ал вĕççĕн. Тепĕр самантранах кĕпен хул кăкĕсем çатăртатаççĕ те, Михала аяккалла сирпĕнсе каять. Сылтăм хул пуççи тӳсме çук ыратать, шăла перĕннĕ чĕлхерен юн сăрхăнать. Каччăсемпе хĕрсем ахăлтатса кулаççĕ. Намăс. Ах, çав тери намăс, халех хуть çĕр тĕпне анса кай.
Никам та сисмест Михала вăйăран кайнине. Килте çеç вăл пĕр сассăр кӳтсе макăрать, минтер йӳçек куççульпе йĕпенет. Намăс.
Тепĕр ирхинех вăл кĕлетре выртакан тутăхса кайнă икĕ пăт пукансене илсе тухать. Пĕр кун сиктермесĕр аппаланать вăл вĕсемпе. Малтан харăсах пĕр хут, виççĕ, кайран, вуншар, çирĕмшер, вăтăршар çĕклекен пулать. Амăшĕ тăтăшах «ĕçсĕр аптраса аппаланатăн» тенине те пăхмасть вăл… Пукрав вăййинче Михала пĕрремĕш хут Микулая пуç урлă илсе ывăтать. Çĕнтерӳ… Иккĕмĕш хутĕнче ăна каллех Микулай çĕнет, анчах малтанхи çĕнтерӳ — чуна çунатлантараканскер, савăнтараканскер. Пĕрремĕш хут каччă хăйне виççĕмĕш тӳперине туять, ăна темĕнле мăн кăмăллăх çавăрса илет: вăл вăйсăр мар.
Мĕншĕн аса килеççĕ-ха вĕсем? Ах, каллех ăна çĕнсе пăрахрĕç, каллех вăл вăйсăр, халĕ пĕтнĕ. Унран халь ахăлтатса кулаççĕ…
Çип вĕçĕ тупăнчĕ-ши? Чĕрере те темĕнле уçăлнă пек туйăнчĕ. Вăйланмалла, кĕрешмелле, çĕнтермелле.
Ах, кантăр… Ыранах, ыранах ăна кăларас. Халь пĕвери пăр хулăн мар-ха, çарта тепĕр чухне пăрсене çĕмĕре-çĕмĕрех кăкăр таран шыв урлă тулăсене каçарнă. Кунта пакурсем пур, шыва та кĕме кирлĕ мар.
Çĕр улми… Енчен трактора виçĕ касăллă çăмăлрах плугпа ярсан — туртать… Çиелти шăннă ĕнтĕ, çапах выльăхсене çитерме каймалла… Хамăн та пуçтарма витре йăтсах тухас…
Аннасен тĕлне çитсен çулран пăрăнса сукмак çине тухрĕ. Тимук арăмĕ халь те çывăрман-мĕн, чӳрече каррисем витĕр çутă урамалла сăрхăнать…
Илĕртекен çутăсем.
Кĕрхи каç тĕксĕмĕ хура çеç мар, вăрăм… Ытла та вăрăм. Тен, çавăнпа çак хура чаршавран хăвăртрах тухас тесе, этем çутталла кармашать. Анчах тĕрлĕрен пулаççĕ-мĕн çутăсем, тĕрлĕрен. Акă халь те вĕсем Михалана таçта сĕм вăрманта çĕтсе кайнă çынна чĕнекен сасăсем пек туйăнчĕç.
— Кунта эп… Кунта.
Вĕсем çине пĕр вăхăт пăхса тăнă Михала çĕрелле лачлаттарса сурчĕ те, сукмакран пăрăнса, каллех çул çине тухрĕ.
Ку урам çулĕ пулчĕ, вăл тăвалла хăпарать, килне илсе каять…