Çĕрпе пĕлĕт хушшинче ман çулăм.
Утса тухма — миçе пин çухрăм!
Вăл тăвалла, анаталла...
— Епле пулсан та утмалла!
Шывпа çулăм хушшинче ман чунăм.
Çавна пулах вĕри пуль юнăм!
Лăпланаять пăрлă шывпа
Чĕрем, çунсассăн çулăмпа.
Ирхи тĕлĕк тĕтринче ман тусăм.
Вăл çухалать килсессĕн шуçăм.
Тĕтре пекех-çке ирĕлет,
Тĕлĕкĕмре каллех килет!
Çĕр пин юрă хушшинче ман юррăм,
Çав юрăра — пăлхавлă чунăм!
Хăш чух салхуллă янăрать,
Хăш чух чуна уçса ярать.
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче ман çулăм...
Шывпа çулăм хушшинче ман чунăм...
Ирхи тĕлĕк тĕтринче ман тусам...
Çĕр пин юрă хушшинче ман юррăм!