Паян Тимофей Михайловича пытараççĕ тенине илтсен, эпĕ çĕрĕпех çывăраймарăм. Кăшт тĕлĕрсе илетĕп çеç, каллех вăранатăп. Тĕлĕкре çаплах унпа аташатăп. Унăн ăшă кулли, уçă кăмăлĕ, васкамасăр, лăпкăн калаçни — йăлтах куç умĕнче. Питĕ ĕçчен те сăпайлă çынччĕ вăл. Йăлтах курса асăрхатчĕ, вара тирпейлетчĕ. Хăйĕн участокне çеç мар, пĕтĕм çутçанталăка хăйĕн хуçалăхĕнчи пек туятчĕ. Вăл чăн-чăн вăрман çынни пулмах çуралнăччĕ ĕнтĕ.
Манăн шăпах паян унăн тăван ялне ĕçпе каймалла. Тĕрĕсрех каласан, район хаçачĕн редакцийĕ хушнипе материал тума «Малалла» колхоза çитмелле. Анчах çавăнта кайнă чухне çул çинче те пĕрмай Тимофей Михайлович çинчен шухăшларăм.
Çанталăк кĕркунне енне сулăннă. Кĕçех сентябрь çурри çитет. Çапах кунĕ çуллахи пек лăпкă, хĕвеллĕ. Çилĕ çеç, кассăн-кассăн вăйланса, уй-хир çулĕсенчи тусанпа вĕтĕ тăпра тĕпренчĕкĕсене пĕлĕтелле çĕклентерсе, çавăра-çавăра, çулпала кăпăртаттарсах малалла чуптарать. Яла эпĕ ирхине тăхăр сехет тĕлнелле çитрĕм. Урамра, колхоз правленине кĕмелли пусма умĕнче, вилтăпри çине хумалли тем пысăкăш чечек кăшăлĕ тăрать. Ăна хура хăюпа çавăрса çыхнă. Унтах шурă сăрпа «Хаклă Тимофей Михайловича «Малалла» колхоз ĕçченĕсенчен» тесе çырнă. Çакна курсан, чĕре хытах ыратма пуçларĕ, çан-çурăм сăрлатса кайрĕ, чун кӳтсе килчĕ. Чип-чипер сывлăхлă, вăйпитти хаваслă çын çапла сасартăк ăçтиçук аллинчен вилсе выртрĕ. Чышкăсене чăмăртасах пĕтĕм чунтан: «Çынсем, ма чармарăр çак тискерлĕхе тума?!» — тесе кăшкăрассăм килчĕ.
Колхоз председателĕ Семенов Анатолий Иванович мана ăшшăн кĕтсе илчĕ, часах правлени членĕсене пухрĕ. Палăртнă ĕçе кăнтăрлаччен вĕçлеме калаçса татăлтăмăр, мĕншĕн тесен кăнтăрла иртсенех Тимофей Михайловича пытараççĕ.
Эпир çĕрулми анипе пынă вăхăтра çулпала икĕ машина вĕçе-вĕçĕн иртсе кайрĕç. Малтинче районти музыкантсем, кайринче вăрман хуралçисем вырнаçнă. Вĕсем пурте формăпа: тĕттĕм кăвак костюм тăхăннă, юман çулçи ӳкернĕ эмблемăллă карттуспа. Çар çыннисем пек, пурте хăйсен умĕнче пăшалĕсене тытса лараççĕ. Вĕсене курсан, каллех чĕре хускалчĕ. Анатолий Иванович та сăнран улшăнчĕ.
Пирĕн юлашки объект — хирти ĕне карти. Унта кĕрсе тухрăмăр. Çапла пур хуçалăхри ĕçпе паллашса пĕтернĕ хыççăн председатель:
— Ну, каяр пулĕ, — терĕ, çăмăл машина еннелле çаврăнса, Правлени умĕнче халăх туллиех. Çынсем темĕнле хумханса, хуллен калаçаççĕ. Правленире Тимофей Михайловича пытарма уйăрнă комисси членĕсем пире кĕтеççĕ. Вĕсем пурте хулĕсем çине хурапа тыттарнă хĕрлĕ хăмач татăкĕсем çыхнă. Эпир вара Мишша кукаç çурчĕ еннелле утрăмăр, Тимофей Михайловича хăмачпа сăртарнă тупăка вырттарнă, шурă пирпе витнĕ. Пуç вĕçне, хыçлă пукан çине, ун портретне вырнаçтарнă. Эпĕ тупăка витнĕ хĕрлĕ катан пире сирсе пăхрăм. Лесникăн питне бинтпа чĕркесе çыхнă. Çамкинченех пуçласа хăрах питçăмарти урлă тарăн суран йĕрĕ. Пăхма та хăрушă. Пичĕ хуралса, çĕр тĕслĕ пулса кайнă. Çавăнпа ăна пуçĕ урлах витнĕ иккен. Пытару комисси членĕсем, Тимофей Михайловичăн çывăх тусĕсем, вăрман хуçалăх ĕçченĕсем тăватшарăн-тăватшарăн хисеп хуралне тăчĕç.
Кĕçех чĕрене ыраттарса чуна хумхантаракан, хурлăхлă музыка янăрама пуçларĕ. Ăна илтсен, кĕске самантрах килĕсене пĕр çын юлмиччен пĕтĕм ял халăхĕ Мишша кукаç çурчĕ еннелле васкарĕ. Юнашар ялсенчен те темиçе машинăпа çитрĕç. Тимофей Михайловича чысласа унăн тупăкне масар çине алă вĕççĕнех улшăна-улшăна йăтса çитерчĕç. Ăна юлашки çула ăсатнă май митинг уçрĕç. Митинга пытару комиссийĕн председателĕ, вăрман хуçалăхĕн инспекторĕ Алексеев Степан Алексеевич уçрĕ.
— Юлташсем! — терĕ вăл. — Эпир паян хамăрăн чи хаклă та юратнă юлташа, ĕç ветеранне юлашки çула ăсатма пухăнтăмăр. Тимофей Михайлович пирĕн вăрманта çирĕм пилĕк çул ытла ĕçлерĕ, хуралçăра — çирĕм. Миçе пин çухрăм чупмарĕ-ши патшалăхпа халăх пурлăхне сыхласа çав çулсенче! Çапла, вăрмана юратма, хаклама пĕлнипе чунтан тăрăшса тăватчĕ вăл хăй ĕçне.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, малтанхи кунсенчех вăл фронтра фашистсене хирĕç çапăçнă, ăста разведчик пулнă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Унтан таврăнсан, каллех вăрман хуçалăхне килчĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн тин кăна ав «Вăрман хуçалăхĕн чи лайăх работникĕ» ятне патăмăр.
Хурланса калаçрĕ Степан Алексеевич. Вăл шывланнă куçне шăлса илчĕ те малалла каларĕ:
— Тимофей Михайлович сăпайлă, ырă кăмăллă çынччĕ. Вăрман хуралçинче ĕçленĕ май принциплă пулмалла пулнă, йĕркене пăсакансемпе, вăрмана сиен кӳрекенсемпе çине тăрса кĕрешме тивнĕ унăн. Анчах ахаль чухне вăл çынпа нихçан та харкашса, ятлаçса çӳремен. Çавăнпа ун участокĕнче çынсем хатĕрленĕ вутă та, пĕренесем те нихçан çухалман.
Эпир унăн çутă сăнарне яланах чĕрере тытатпăр… Канлĕ çывăр ĕнтĕ, Тимофей Михайлович!.. Тăпру çăмăл пултăр!..
Алексеев каласа пĕтерсен, Тимухха пиччепе юнашар кордонра пурăнакан Петров Иван Петрович хуралçă сăмах илчĕ.
— Юлташсем! Йывăр та хурлăхлă кун паян. Хаклă юлташăмăр Тимофей Михайлов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ… Нумай чухне хуралçă ĕçне ăнланман, курман, пĕлмен çынсем çапла калаççĕ: «Мĕнех вара вăрман хуралçин ĕçĕ! Ĕçме пĕл те кăшкăрма ан ӳркен. Урăх мĕн тăваççĕ вĕсем?» — теççĕ. Çук çав, вăрман хуралçин ĕçĕ килти хĕрарăм ĕçĕ пекех, куçа курăнмасть. Унăн ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Вăл хисеплĕ, йывăр, ответлă ĕç. Хăш чухне, чăнах, пирĕн хушша ĕçме юратакансем те килсе кĕреççĕ. Вĕсене вара хăшĕ-пĕрисем тата ытларах ĕçме вĕрентеççĕ. Час-часах хуралçă патне эрехпе пыраççĕ. Тимофей Михайловичăн нихçан ĕçес йăла пулман. Эпĕ ун кордонĕнчен виçĕ çухрăмра пурăнатăп. Енчен манăн е унăн мĕнле те пулин инкек сиксе тухсан, эпир яланах пĕр-пĕрин патне шăнкăравласа пĕр-пĕрне пулăшма васканă. Тимофей Михайлович юрлă-пăрлă, аслатиллĕ çумăр çусан та, е шартлама сивĕ, ирхине е кăнтăрла, каçпа е çурçĕр вăхăтĕнче çурăм хыçне пăшалне çакса, хăйĕн ула йыттипе палăртнă вырăна е ман пата чупса çитетчĕ. Вăл нихçан та ывăнса е йĕпенсе халь анчах вăрмантан килтĕм, е тин кăна мунчаран тухрăм тесе сăлтав шырамастчĕ. Çапла, эпир вăрмана яланах пĕрле хуралланă, мĕн чухлĕ халăх пурлăхне сыхласа хăварнă! Миçе пин çухрăм юнашар чупрăмăр-ши унпала çав çирĕм çул хушшинче! Мĕн чухлĕ çывăрмасăр çĕр каçнă! Курăсне-хуппине, вуттине, катка-пичке хăмисемпе стройматериалсене, уттине сыхласа хăварнă!.. Халь çак килĕшӳллĕ, мирлĕ пурнăçра хăйĕн пуçне пĕтерессе вăл шутлама та пултарайман. Çынсене вăл питĕ шаннă, ĕненнĕ, юратнă. Çавăнпа, тен, вăрăсене витĕмлĕ сăмахсем каласа намăслантарас, ăс парас тесе, хăй çинчен нимĕн шухăшламасăр пынă вăл вĕсен умне. Унăн сумкинче çивчĕ пуртă та пулнă, анчах вăл унпа усă курма шутламан. Халăх çав вăрă-хурахсене нихăçан та каçарас çук!
Тимофей Михайлович тупăкĕ умне «Малалла» колхоз председателĕ пычĕ. Вăл, пухăннă халăх çине пăхса çаврăнсан, сăмахне пуçларĕ:
— Юлташсем, Тимофей Михайлович вилни пĕтĕм ял ĕçченĕсемшĕн пысăк çухату. Эпир хамăр юратнă вăрман хуçинчен ĕмĕрлĕхех уйрăлатпăр. Унран эпир пурте вăрмана, çутçанталăка юратма вĕрентĕмĕр. Унăн ĕçне хăйне пĕлнĕ пек лайăх пĕлетпĕр, ăнланатпăр.
Колхоз пахчинчи йывăçсене тĕрлĕрен чиртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхласа хăварма, вĕсемпе кĕрешме сахал мар вĕрентрĕ вăл.
Фермăри ĕнесене те, вăрманта çӳренĕ вăхăтра, чирлесрен пĕрре çеç мар çăлса хăварчĕ. Колхоз валли хатĕрленĕ утта нихăçан çухатман, çаранĕсене те таптаттарман. Ферма выльăхĕсене шăварма ашшĕпе иккĕшех кӳлĕсем тунăччĕ. Вăл халăха, патшалăха, колхоза, вăрман хуçалăхне мĕн чухлĕ усă кӳнине каласа та пĕтерес çук. Унăн сăнарĕ яланах пирĕн чĕрере юлĕ. Тăпру çăмăл пултăр, Тимофей Михайлович!..
Юлашкинчен эпĕ те чăтаймарăм, пĕр-ик сăмах каларăм. Эпĕ хам сăмаха вĕçлесен, виççĕн-тăваттăн Тимофей Михайлович тупăкне çĕклерĕç. Анфис аппа тăраймиех пулнă. Вăл вĕçĕмсĕрех упăшки ятне каласа йĕчĕ. Юлашки хут чуптуса уйрăлнă чухне упăшкин тупăкне ыталаса илчĕ те чĕрене çураслах кăшкăрса макăрчĕ.
Мишша кукаç сасăсăр йĕчĕ, вăйсăрланнăскер, чĕркуçленсе ларчĕ. Юлашки самантра упаленсе ывăлĕн пуçĕ умне пычĕ. Вара ĕсĕклекен сассине чараймасăр:
— Каçар, ывăлăм! Санăн, санăн вилмеллеччĕ-и, ывăлăм?! Мана пытармалла чухне хамăн санран уйрăлмалла пулчĕ вĕ-ĕ-т! — терĕ.
Тимофей Михайловичпа мĕнле тĕл пулса паллашни аса килет. Çав тĕлпулу паянхи пек ман куç умне тухса тăчĕ. Акă мĕнле пуçланнăччĕ çав кун: 1961-мĕш çулта, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, районти партипе профсоюз активĕн пухăвĕ пулнăччĕ. Районти колхозсенче кĕрхи ĕçсем мĕнле пыни çинчен калаçрĕç. Кашни колхозран е председатель, е актив членĕсем, парти организацийĕн секретарĕсем тухса калаçрĕç. Юлашкинчен, тĕрлĕрен ыйтусем çине куçсан, партин районти комитечĕн секретарĕ Иванов Михаил Иванович çапла каларĕ:
— Пирĕн районта социализмла ăмăртура республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă вăрман хуçалăхĕ пур. Тепĕр вуникĕ кунтан вăрманта ĕçлекенсен кунĕ. Çав кун эпир шăпах унта кайса пуху ирттеретпĕр… Вăрман хуçалăхĕнче нумай çул хушши ĕçлекенсене тата ĕçпе чапа тухнă çынсене Хисеп грамотипе наградăлатпăр. «Вăрман хуçалăхĕн чи лайăх работникĕ» значоксем паратпăр, — терĕ.
Çав пуху хыççăн мана редактор хăй патне чĕнсе илчĕ. Вăл вăрманта ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе хатĕрлекен номер валли лайăх ĕçлекен вăрман хуралçи, вăрман хуçалăхĕн ветеранĕ çинчен очерк çырма хушрĕ. Эпĕ вара çав кунах вăрман хуçалăхĕн директорĕпе калаçрăм. Сазонов юлташ мана чи лайăх виçĕ лесничество ĕçĕпе паллаштарчĕ, вĕсенчен пĕрне суйласа илме сĕнчĕ. Ку лесничествăсенче вăрман хуралçисем çирĕмшер çул ытла ĕçлеççĕ. Эпĕ, вăл каланă пек, вĕсенчен пĕрне суйласа илтĕм. Вара, ĕçе ырана хăвармасăр, çула тухрăм. Лесничествăна эпĕ кăнтăрла иртсен пĕр сехетре çитрĕм. Кантурта бухгалтерсăр пуçне никам та çукчĕ. Вăл хăйĕн куçлăхне çамки çине хăпартса лартнă та, хыпăнсах, сурчăкĕсене сирпĕтсех, телефонпа калаçать. Унăн куçлăхĕн сылтăм аври хуçăлса кайнă, ун вырăнне вăл шурă çипе темиçе хут пĕтĕрсе, хăлхинчен çавăрса çыхнă. Çиппин вĕçĕ тем тăршшех, кĕпе çухавинчен те иртсе, кăкри умнелле усăнса тăрать. Шурă теме çук ĕнтĕ ăна, хуралса тĕссĕрленсе ларнă. Анчах ку вăл куçлăх хуçине питех пăшăрхантармасть пулас. Уншăн пулсан, ĕçĕ пултăр çеç, куçĕ лайăх куртăр.
Эпĕ кĕнине курсан та вăл сăмах хушмарĕ. Телефонпа калаçнă хушăрах аллипе сулса мана ларма сĕнчĕ. Унтан, калаçса пĕтерсен, темĕн пысăкăш папка кăларчĕ те, пӳрнисем çине сурса, васкасах тем шырама пуçларĕ, хăй умĕнчи хучĕсене пăтратма тытăнчĕ. Ман çинчен мансах кайрĕ пулас. Эпĕ вара хамах хăйса сасă патăм.
— Лесничий ăçта кайнă-ши? Манăн ăна питĕ курмаллаччĕ.
— Вăл çук. Ир-ирех вăрмана тухса кайрĕ. Помощникĕ те вăрманта, çитес çул касмалли йывăçсене шута илет. Эсир вара ăçтан? Мĕн ĕçпе, мĕнле ыйтупа килнĕччĕ пирĕн пата?
— Эпĕ районти хаçат редакцийĕнчен. Манăн сирĕн лесничествăри сакăр уйăхри ĕç планĕпе паллашмалла. Юлашкинчен нумай çул хушши ĕçлекен вăрман хуралçисемпе тĕл пулса калаçасшăнччĕ. Паян ĕç тухмĕ-ши вара?
— Мĕншĕн ĕç тухмасть, тухать! Эпĕ сире халех сакăр уйăх отчетне паратăп. Кирлĕ пулсан, хăш хуралçă кашни уйăхра мĕнле ĕçлени те пур пирĕн. Вĕсем Хĕрлĕ кĕтесре, ĕçе кăтартакан хăма çинче. Унта процентне те çырсах пыраççĕ. Халех унта кĕрĕпĕр, çырса илме пултаратăр. Мĕн кирлине ыйтăр, ăнлантарса парăп.
Эпир Хĕрлĕ кĕтесе кайрăмăр. Лесничествăри ĕçсемпе паллашнă хушăра ман пата кунта лаша пăхса пурăнакан Кирук кĕчĕ. Вăл эпĕ çырса пĕтеричченех ман патăмра ларчĕ. Хам ĕçе пĕтерсен, каллех бухгалтер патне кĕрсе:
— Хама кирлине пĕтĕмпех çырса илтĕм, анчах ку çеç маншăн сахал. Манăн вĕсен ĕçне хам куçпах курасчĕ. Курмасăр, пăхмасăр епле çырас? Ку ĕçе мĕнле тума пулĕ-ши паян? Е ырана хăвармалла? — тесе ыйтрăм.
— Эй, мĕншĕн ырана хăвармалла? Ара, халĕ тĕттĕмлениччен темĕн чухлĕ ĕç тума, таçта çитсе такампа курса калаçма пулать. Лаша пур, çулĕ вăрманта халлĕхе пăсăлман-ха. Васкатăр пулсан, паянах çитсе хăшне-пĕрне курма пултаратăр.
Унтан Кирук еннелле çаврăнса:
— Эпĕ халех шăнкăравласа пăхатăп. Лесничий ку ĕçшĕн нимех те калас çук. Çын ĕç тума васкать. Эсĕ часрах «Орлика» кӳл. Вара çак юлташ ăçта кайма калать, çавăнта илсе кай. Е Иван Петрович, е Николай Михайлович, е Николай Игнатьевич патне кайса леç, — терĕ.
Унтан куçлăх çийĕн ман çине пăхса:
— Эсир кам патне каяссине калăр, манăн пĕлес пулать, тем пулас пур, — терĕ.
Эпĕ Тимофей Михайлович пурăнакан кордона кайма шутларăм. Кĕçех Кирук «Орлика» кӳлсе урама чуптарса тухрĕ. Тарантасĕ çине тем çӳллĕшех типĕ утă хунă. Çиелтен тĕттĕм хĕрлĕ çивитти сарнă. Çула тухсан, эпĕ Кирука хам чи инçетри кордона, Тимофей Михайлович хуралçă патне каясса пĕлтертĕм. Вăл лесничествăран вуникĕ çухрăмра пурăнать.
Çак кордона кĕричченех мĕн-мĕн курмарăм-ши эпĕ?
Унăн пӳрчĕ çумĕнче илемлĕ пахча. Пахчан çурçĕр енне икĕ рет йывăç лартнă. Сип-симĕс лăсăллă чăрăшсем çăра тураттисене мăнаçлăн усса лараççĕ. Çав ретрех тĕллĕн-тĕллĕн шап-шурă яштак хурăнсем. Вĕсем хăйсен саралнă çулçисене чăрăшсем çине тăкса, çĕнĕ çул елки пекех капăрлатаççĕ. Пахча çимĕç лартнă еннелле, иккĕмĕш ретре, паланпа пилеш йывăççисем. Ку çăра тĕмсем, хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ çырлисемпе кĕрен çулçисене çул çинеллех чалăштарса, иртсе çӳрен çынсем çине тинкереççĕ. Вĕсенчен пилĕк-ултă утăмранах шурă, хĕрлĕ, кăвак, шупка-кĕрен, сарă астра чечекĕсем пĕтĕм лаптăка илем кӳреççĕ. Чун çĕкленет кунта! Çак хуралçăн кордонĕ мана кăнтăрти кану çурчĕсене аса илтерчĕ. Эпĕ çакăншăн шутсăр савăнса «Чуна парсах, тĕплĕн алă хурса ĕçлесен, темле вырăна та юмахри пек илемлетме пулать иккен», — тесе шутларăм.
Кордон умĕнчи хăмла лартнă пĕчĕк пахчана кĕрекен калинккепе юнашар класс доски пек вырнаçтарса лартнă сарлака хăмана асăрхарăм. Ăна шурă сăрăпа сăрласа, шăрçа евĕр пĕр тикĕс те илемлĕ хура саспаллисемпе çапла çырнă:
«Юлташсем, пĕлетĕр-и эсир 1 куб. м. йывăçран мĕн чухлĕ япала тухнине?
Ан манăр, кĕскен акă вĕсем:
590 михĕ (хутран туни);
выльăх валли 235 кг çĕпре йӳçекĕ;
180 мăшăр калуш;
6000 метр целлофан;
207 кг хут;
90 кг йывăç спирчĕ;
400 мăшăр пурçăн чăлха;
1500 метр пурçăнпа вискоз пир-авăрĕ;
600 пир-авăр костюмĕ, машинăпа çыхса туни, тата ыт. те…
Çавăнпа вăрмана пушартан сыхласси кашни çыннăн тивĕçĕ».
Çакна вуласан, чăнах, такам та шухăша каймалла. Акă тата пĕр гектар вăрман çулталăкра 18 миллион кубометр сывлăша тасатать. Кăна ученăйсем питĕ тĕплен шутласа халăха пĕлтернĕ.
Эпир çак кордона каçхине тăватă сехет тĕлнелле çитрĕмĕр, анчах хуралçă килте пулмарĕ.
— Вăрмантан ĕçне пĕтерсе килеймерĕ-ха, çитес çул касмалли йывăçсене шута илме кайнăччĕ те, — терĕ арăмĕ.
Кирук, лашана кăштах кантарсан, каялла кайма пулчĕ.
— Ыран питомникри йывăç калчисене инвентаризаци тума килеççĕ. Унта лаша кирлĕ пулать, — терĕ вăл мана.
Эпĕ килĕшрĕм. Лаша каннă вăхăтра эпир унпа вăрмана тухрăмăр. Çанталăк кĕр енне кайнă пулсан та вăрманти сывлăш таса, уçă. Анчах, нимĕн кĕтмен çĕртен, таçтан пĕлĕт татăкĕ тухрĕ, çумăр çума тытăнчĕ. Çилĕ вăйлансах пычĕ. Кĕрхи сивĕ çумăрлă çил вăрманта та, хӳтĕре, шăм-шака самаях çӳçентерчĕ. Юрать-ха нумай вăхăт çумарĕ, чарăнчĕ, пĕлĕчĕ те çухалчĕ. Инçете кайнă хĕвел çути, кăвар тĕслĕ пулнăскер, пĕлĕте, вăрманти йывăçсен тăррине хĕрлĕ тĕспе пĕветрĕ.
Тимофей Михайлович арăмĕ тепĕр хут пирĕн пата урама чупса тухрĕ. Хаклă хăнасене чĕннĕ пекех апат çиме йыхăрчĕ.
— Тимофей Михайловича эпир урамра кĕтсе илес тетпĕр. Эсир уншăн ан пăшăрханăр, — терĕм эпĕ. Ку хĕрарăм çынсем çук чухне тунсăхлать пулĕ-ши, е хăйĕн кăмăлĕ çапла? Вара вăл тилмĕрсех пӳрте кĕме чĕнчĕ.
Эпĕ уткаласа çӳренĕ хушăра Кирук «Орлика» апат пачĕ. Кунта кордона пыракан çулсем виççĕ. Эпир вĕсем çине пăхкаласа каллĕ-маллĕ çӳрерĕмĕр. Тавралăха йăлтах кĕрхи тĕс çапнă. Йывăçсем сап-сарă, ылтăн пек çулçăпа витĕннĕ. Хушăран хĕрлĕ, кĕрен тĕслисем курăнкалаççĕ. Сип-симĕс тумлă хыр-чăрăшсем вара нимĕн те пулман пек мăнкăмăллăн шавласа çеç лараççĕ.
Мана леçме килнĕ Кирук кайма пуçтарăнчĕ. Кӳлес умĕн лашине пĕр витре шыв ĕçтерчĕ. Лешĕ ĕçнĕ хушăрах хăлхисене вылятса ман çине пăхрĕ. Кирук ăна кӳлсе тарантас çине хăпарса ларчĕ. Хăй вара мăнкăмăллăн, хăйне хăй сăмса тăрăх пăхса илчĕ. Урисемпе тарантас ларкăчĕн айне тапса тĕренчĕ. Юлашкинчен аллине çĕклерĕ, пуçне сулса, манпа сывпуллашрĕ. Тилхепене майласа алла тытсанах «Орлик» киле каясса сисрĕ, çул çинелле талпăнчĕ. Илемлĕн тăсăлса, çăмăллăн чупса ансăр та кукăр-макăр çулпа вăрмана кĕрсе çухалчĕ.
Кирук кайсан, эпĕ пĕчченех çурт умĕнчи сукмакпа каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕм. Сасартăк хура пĕлĕтсем килсе капланчĕç, каллех хытăран хытă çумăр çума тытăнчĕ. Ахальтен каламан çав ваттисем, «кĕрхи çанталăк кĕтĕк ăслă» тесе. «Эккей, ман Кирук шăпах çумăр айне лекрĕ вĕт», — терĕм эпĕ хам ăшăмра. Вăйланнă çил сарăлнă ăвăс çулçисене силлеме пуçларĕ. Çуркунне иртерех çурăлнă йывăç çулçисем кĕркунне те маларах саралаççĕ, иртерех тăкăнаççĕ. Шултра çумăр тумламĕсем вĕсене çын пекех турткаласа татрĕç, аялалла çĕр çумнех çапса çыпăçтарчĕç. Çумăр вăйланнăçемĕн вăйланса пычĕ. Тимофей Михайлович арăмĕ каллех урама чупса тухрĕ. Вăл мана çаплах пурте кĕме чĕнчĕ. Эпĕ килĕшмерĕм.
— Каçарăр, тархасшăн, нумай кĕтнине сахаллине чăтатăп. Манăн ăна урамрах кĕтсе илес килет-ха, — терĕм.
Анфис аппа вара упăшкине хисепленĕшĕн савăнчĕ пулас, кулкаласа пӳрте васкасах кĕрсе кайрĕ. Эпĕ вĕсен хапхи çумне, çумăр лекмен çĕре, вырнаçса тăтăм. Тимофей Михайлович арăмĕ çапах килнĕ çынна çумăр айĕнче тăратма аван мар терĕ пулас. Вăл мана упăшкин плащне илсе тухса пачĕ. Вĕр-çĕнех вăл, симĕс тĕслĕ, çемçе те çӳхе, çăмăл. Кунашкал плащсене офицерсем тăхăнаççĕ. Анфис аппа мана плаща хулпуççи çине уртса яма сĕнчĕ.
— Илĕр, тархасшăн, шыв ямасть вăл. Ăна пĕркенме Тимофей питĕ юратать, — терĕ вăл.
Эпĕ плаща илсе пĕркентĕм. Нумай та тăмарăм — вăрмантан тухакан çулпа ман паталла тем пысăкăш ула йытă чупса килнине курах кайрăм. Ун хыçĕнчен вăрман хуралçисен тумне тата юман çулçи эмблемăллă карттус тăхăннă вăтам пӳллĕ çын хыпăнса утать. Хăй лачкамах пулнă. Халиччен курман пулин те, çак çын Тимофей Михайлович пулнине тавçăртăм. Эпĕ ăна хирĕç утрăм. Вăл, мана курсан, мĕн пулнă тесе-ши, чупмах пуçларĕ. Йытти мана вĕрме тытăнчĕ, анчах сиксе пымарĕ.
Калаçкаласа пӳрте кĕтĕмĕр. Вăл кула-кулах хăйĕн йĕп-йĕпе тумтирне хывса хучĕ. Вара иксĕмĕр те ăшă шывпа çăвăнтăмăр. Эпир апат çиме хатĕрленнĕ вăхăтра унăн ашшĕ те килсе çитрĕ. Вăл Пĕнер разъездне хăйĕн шăллĕн мăнукне ăсатма кайнă иккен. Ăна пуйăспа Мускава ăсатса янă. Мучи, хапхаран кĕрсенех, кантăк витĕр ют çын ларнине курчĕ те мана пуç тайса саламларĕ. Пӳрте кĕрсенех кăмăллăн алă пачĕ. Аллине вĕçертмесĕрех:
— Мана Мишша кукаç тейĕр. Хама кукаç тенине питĕ юрататăп. Хам ĕмĕрте пĕр хĕрача çуралчĕ, анчах выçлăх çул… Çапла, нумай вилчĕç çав. Эпĕ те пĕртен-пĕр хĕрĕмрен уйрăлтăм. Çавăнпа ятран кукаç тесе чĕнекен çук. Асатте текенсем пур-ха, уншăн савăнатăп, — терĕ.
Çапла калаçкаласа хыпалансах аллисене çурĕ. Кĕçех Тимофей Михайлович ывăлĕ Володя çитрĕ. Вăл велосипедпа Вăрман Шăхалĕнчи лавккаран çăкăр илсе килчĕ. Амăшĕ савăнса:
— Темле чĕнсе пухас тесен те, çапла пĕр вăхăтра пуçтарăнас çук. Мĕнле лайăх пулчĕ пĕрле апат ларса çиме, — терĕ.
Вăл çамрăк çын пек васкаса, чупкаласах сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлерĕ. Пурте сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр. Мишша кукаç пуçламан çăкăр илсе килчĕ те, ăна хăй пуçласа, илемлĕ, хитре татăксем касса, турилкке çине хучĕ. Вăл килте чи асли, кил хуçи вырăнĕнче пулни, ăна пурте хисеплесе, пăхăнса пурăнни мана питĕ килĕшрĕ, тĕлĕнтерчĕ. Кăшт-кашт ларса çырткаласан, Анфис аппа каллех ура çине сиксе тăрса:
— Каçарăр, манăн ĕне сума тухмалла, эпĕ сире хăваратăп. Мĕн те пулин кирлĕ пулсан, аттерен ыйтăр, — терĕ. Вара аллине çап-çутă витрепе алшăлли илсе килкартине тухрĕ. Эпир пӳрте арçынсем çеç юлтăмăр. Апат çисен, хуçисене тав турăм. Сĕтел хушшинчен тухса, картиш енчи чӳрече патне пырса лартăм. Тимофей Михайловичпа ашшĕ ман çумма пырса ларчĕç.
— Калăр-ха, ывăлăм, эсир мĕнле ĕçпе килнĕччĕ? — ыйтрĕ манран Мишша кукаç.
«Ку кил-йышра ватта хисеплесе сăмахне малтан ăна параççĕ иккен», — тавçăртăм эпĕ. Ăна хам мĕнле ĕçпе килнине каларăм. Лесничествăра пулни, халĕ авă кунти вăрман ĕçне мĕнле йĕркеленине хам куçпа курса паллашма шут тытни çинчен пĕлтертĕм.
— Сире вăрттăн сăмах та калама пултаратăп, — терĕм шӳтлерех. — Тепĕр вуникĕ кунтан сирĕн уяв — Вăрман хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ. Çавна май ĕç ветеранĕсене, лайăх ĕçлекенсене Хисеп грамотисем, «Вăрман хуçалăхĕн чи лайăх работникĕ» значоксем параççĕ. Ку çеç те мар, тăрăшса ĕçлекенсем валли Мускава, халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине кайса курма укçасăрах путевкăсем янтăланă.
Мишша кукаç çакна илтсен йăпăр-япăр ура çине сиксе тăчĕ. Вара аллисемпе пĕççисене шарт! çапса:
— Ай, тур-ту-ур, апла пирĕн те праçник çитрĕ-çке. Тĕлĕнтертĕр, чĕреренех савăнтартăр эсир мана. Халь тинех пирĕн пек вăрман çыннисен ĕçне курма, вĕсен пурнăçĕпе паллашма килтĕр-и? — терĕ.
— Çапла, тĕрĕсех. Эпĕ ĕнтĕ сирĕн пурнăçпа, ĕçпе тĕплĕн паллашмасăр, вăрманти ĕçсене мĕнле тунине хам куçпа курмасăр, пĕлмесĕр каймастăп.
Ман сăмахсем Мишша кукаçа вăй хушрĕç пулас. Вăл ывăлне куç хĕссе кулкаларĕ. Лешĕ те ашшĕн савăнăçне туйрĕ.
— Ну, атте, кĕçĕр хăнана çывăрттарас çук ĕнтĕ эсĕ. Сăмахлама ӳркенместĕн, каласа кăтартмаллисем вара санă-ă-ăн… — терĕ ман çинчен савăнăçлă куçĕсене илмесĕр.
Ашшĕ хăрах аллипе сухалне якаткаларĕ:
— Эй, çапла пулмасăр ара, калаçатпăр, тăраничченех калаçатпăр-ха. Çакăн пек районтан килнĕ ятлă çынсене хамăр пурнăç çинчен каласа кăтартма паян тӳр килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕм. Ку вăл, ывăлăм, маншăн ватлăхри пурнăçăн чăн-чăн пысăк телейĕ. Хам виличчен çакăн пек хисепе, тимлĕхе курса юлнăшăн мĕнле савăнтăм! — терĕ.
— Ăна тĕрĕсех калатăн-ха эсĕ, атте. Апла эсир хăнапа калаçăр. Эпĕ каям, тăхăр сехет тĕлнелле çаврăнса килетĕпех. Улайккана пĕрлех илсе каяс пулĕ? Кĕрхи тĕттĕм каç йытăсăр кичемрех вăрманта. Манăн пухăва кайсах килмелле. Унта пĕр пĕчĕк доклад туса памалла-çке-ха. Кам шутланă паян кунашкал хăна килессе… Тĕлĕкре те тĕлленмен. Тахçанах унта каясшăнччĕ-ха, вăхăт тупаймарăм.
— Çапла… Вăхăчĕ вăл пирĕн нихăçан та çитсе пымасть. Эсĕ вара, Тимафи, тĕрĕс мар шутлатăн. Пирĕн унта виçсĕмĕрĕн те каймалла. Хăна çамрăк çын, вăл утма ӳркенес çук, хăварар мар ăна. Манăн çав ял пухăвне районти ятлă çынпа пырса кĕрсен лайăхрах пулать тесе калас килет. Докладу шăпах вăрман çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вĕт. Унти ял халăхне хам та кăштах ятласа илесшĕн-ха. Вĕсем виççĕмĕш кун ĕнтĕ эпир çакăнтан парса янă йывăçсене пĕрне те лартман. Паян ирхине ялтан килнĕ чухне юри анса тĕрĕслерĕм. Мĕнле хитре йывăçсем кăларса патăмăр, пĕрин тымарĕсене айăпламасăр, çăмарта тиенĕ пекех асăрханса лавсем çине хамах тиесе ятăм. Вĕсем вара йывăçсене ял кĕперĕ айне алтса хунипех çырлахнă, паянхи кунччен çавăнтах выртаççĕ. Юрать кĕрхи çанталăкра çумăрĕ кассăн-кассăн килсе çусах тăрать, çавăнпа типсех кайман-ха. Хăçан лартма шутлаççĕ-ши наянсем?
— Нивушлĕ халĕ те çаплах выртаççĕ? — тарăхнипе хĕремесленсе кайрĕ хуралçă.
— Лартман çав, лартман, ĕçне тытăннă пулсан… пĕр йывăçне лартман. Çавăнпа чĕрем пĕçерсех ыратма пуçларĕ. Эсĕ ĕçе тухса кайиччен сана çак хыпара пĕлтерес тесе мĕнпур вăйран утрăм. Ирхине систереймерĕм. Паян çав пухура вĕсене намăслантармасăр чăтас çуках. Пирĕн халех пурин те каймалла. Юлташăн васкамалла пулсан, пуху саланичченех тăмăпăр. Куç курĕ унта… Ĕç мĕнле каять, халăх мĕн калаçать, пĕтĕм вăй халăхра…
— Питĕ тĕрĕс сĕнӳ, пурте каяр, эпĕ хаваспах килĕшетĕп, — терĕм, Мишша кукаç ман шухăша пĕлсен татах савăнчĕ:
— Куçран пăхсах чухларăм мĕнле чĕреллĕ çыннине. Тавтапуç, ывăлăм, тавах сире, çапла ырă сисĕмлĕ чунлă пулнăшăн.
Унтан ывăлне:
— Тимафи, апла хамăн ĕлĕкхи хаклă хутсене илес мар-ши? Манăн пухăва пынисемпе тĕплĕнрех калаçас килет, — терĕ кукаç. Вара хыпăнсах чăлана тухса кайрĕ.
Вăрман ĕçне чĕререн парăннă çынсемпе ял пухăвне хамăн та питĕ кайса курас килчĕ. Эпир часах пурте çула тухрăмăр.
Çумăр хыççăн вăрманта каç тĕттĕмĕпе пĕрлех шурă тĕтре явăнать. Çулĕ çемçе курăклă, утма çăмăл. Таврара уçă сывлăш, ырă шăршă сăмсана кăтăклантарать, кăкăра çĕклентернĕн туйăнать, утнăçемĕн утас килет.
Пухăва вăхăтрах çитрĕмĕр. Пуху хыççăн кино пулать тенĕрен çамрăксем нумай пынă, ваттисем те туллиех. Çав кун эпĕ пĕр шутламан çĕртенех Шуркас улăх ял пухăвне лекрĕм. Çакă мана хытă савăнтарчĕ. Ку вăл ваттисем пĕрре персе икĕ мулкач тытнă тенĕ пекех пулчĕ. Мĕншĕн тесен манăн кĕçех çак совхоза кĕрекен çывăхри ялсене килмеллеччĕ. Вĕсем кĕркуннехи вăхăтра çĕр эрозийĕпе кĕрешес ĕçе мĕнле хутшăннине çитсе курмаллаччĕ. Паянхи пухура шăп та лăп çак ыйтăва лартнă иккен вĕсем.
Малтанах ун çинчен совхозăн аслă агрономĕ Агеев юлташ доклад турĕ. Ун хыççăн Тимофей Михайлович кĕскен пĕчĕк доклад туса пачĕ. Вăл мĕнле тăпра çинче хăш йывăç лайăх ӳсессе тата хуçалăхра вĕсем мĕнле усă парасса васкамасăр, тĕплĕн каласа ăнлантарчĕ. Ун хыççăн нумайăшĕ тухса калаçрĕç. Мишша кукаç чăтса лараймарĕ, çӳллĕскерĕн алли таçтанах курăнчĕ. Хăйне сăмах парсанах, вăл, кĕлеткине хытарса, кăшт çĕкленсе, трибуна умне васкаса çитсе тăчĕ. Халăх хушшинче такама шыранă пек çынсем çине хытă тинкерсе пăхса илчĕ. Вара хуллен:
— Хисеплĕ юлташсем! Мана хăвăр совхоз членĕ пулмасăрах сăмах калама ирĕк панăшăн таймапуç! — терĕ вăл.
Унтан васкасах кăкăр кĕсйинчен пӳрне хулăнăш хут çыххи туртса кăларчĕ.
— Тĕрĕс сăмахăн суйи çук. Эпĕ куçран калама юратнине эсир пурте пĕлетĕр. Вăт çак хута мана 1918 çулта вăрман улпучĕпе пĕрле çӳрекен тиек парса хăварнăччĕ. Унта акă мĕн çырнă: «Декрет «0 земле» от 26 октября 1917 года». Эпĕ кун пирки акă мĕн каласшăн. Çак çĕршĕн мĕн чухлĕ юн тăкса ăна алла илтĕмĕр. Халĕ ĕнтĕ çак çĕр çинче йĕркеллĕ, чуна парса ĕçлеме ӳркене пуçларăмăр, упрама пĕлместпĕр. Тĕслĕхшĕн инçе каяс мар. Илер-ха Шуравăр çырминех. Эпир пĕчĕккĕ чухне çав çырма урлă патакпа «юланут» туса сиксе каçаттăмăр. Кăçал вара çав çырма урлă çирĕм метр тăршшĕ кĕпер хыврăмăр! Çĕр куç умĕнчех çухалать вĕт, юлташсем! Унта хăвăртрах карталасах йывăç лартмалла. Çапла тума эпир миçе хут алă çĕклемерĕмĕр-ши ĕнтĕ?! Паянхи пек пухусем миçе хутчен пулса иртмерĕç-ши сирĕн? Кăçал лартатпăрах тесе, виçĕ кун каялла пирĕн патран мĕнле лайăх йывăçсем илсе кайрăр?! Вĕсемшĕн совхоз сахал укçа тăккаланă-и? Эпир вăрманта ĕçлекенсене укçа тӳленĕ, йывăççисем вара паян та кĕпер айĕнчех выртаççĕ-çке! Мĕнле никамăн та чун ыратмасть-ха вĕсемшĕн?! — Вара хăйне кăштах лăплантарма тăрăшса: — Çĕр декречĕ хыççăн вăхăта нумая яман. 1918 çултах май уйăхĕн 27-мĕш числинче Ленинпа Свердлов «Вăрман декречĕ» çине алă пусса панă. Акă вăл, вулăр, паллашăр. — Кукаç хыпăнсах çав хута президиумра ларакансем умне пырса хучĕ.
Кукаç тĕрлĕрен документсем татах кăларса кăтартрĕ, вуласа пачĕ.
Пуху саланичченех ларма тиврĕ. Мишша кукаç хыççăн унăн тĕрĕс, ăслă шухăшĕсене çирĕплетсе, нумайăн тăрса калаçрĕç.
Эпĕ вара çапла шутларăм. Çав ватă кукаç чунне парса тăрăшнипе иккен ывăлĕ те, кинĕ те халăх вăрманне ача пекех пăхса, сыхласа усрама, хаклама вĕреннĕ.
Кордона каçхине вунă сехет тĕлне çаврăнса çитрĕмĕр.
Анфис аппа çăм чăлха çыхса, Володя йывăç калчисем лартмалли хатĕрĕн аврисене юсаса лараççĕ.
Пире вĕсем савăнăçлăн кĕтсе илчĕç. Анфис аппа кăмакаран сĕтлĕ пăтă кăларса лартрĕ, кашнинех турăх тултарса пачĕ. Эпир каллех кăштах çырткаларăмăр. Тĕлĕнмелле, çителĕклех утрăмăр, çӳрерĕмĕр пулсан та, кордонра ывăннипе канасси, çывăрасси çинчен никам асăнмарĕ. Анфис аппапа Володя пуху çинчен ыйтсан, Мишша кукаç вĕсене вăл мĕнле иртни çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ. Вара каллех ман çумма кулкаласа пырса ларчĕ те:
— Савăнтартăр-çке паян эсир пире. Ах, ытла та ырă ĕçпе, ырă хыпарпа килнĕ эсир! Эх, мĕншĕн эпĕ пĕр çирĕм-çирĕм пилĕк çул каярах çуралман-ши?! Халĕ Мускава лекнĕ пулăттăм! — терĕ, Мишша кукаçăн кăмăлĕ татах уçăлса кайрĕ. Вăл хаваслансах калаçрĕ. — Çапла çав, ырă çыннăм, — терĕ вăл малалла. — Пирĕн ĕç те çăмăлах мар. Пăшăрханмалли, чуна ыраттармалли пайтах пулать. Гитлер вăрçи пуçлансан, эпĕ тăватă çул вăрман хуралçинче хамах ĕçлерĕм. Çавăн чухне мĕн чухлĕ ырă вăрмана касса тăкрăмă-ă-ăр! Ах тур-тур, асăнма хăрушă. Мĕнле пысăк юмансене çап-çамрăк шкул ачисем, улттăмĕш-саккăрмĕш классенче вĕренекенскерсем тата нихăçан вăрман ĕçлесе курман хĕрарăмсем касрĕç вĕт. Юманĕсен хулăнăшĕ пĕрер метртан та ытлаччĕ. Çакна курсан, шутласан, хăраса каймалла. Вăй çитмен пирки пăчкă аврине çинçерех вĕренпе çыхса параттăмăр та, вара ачасем пĕр енчен тăваттăн-пиллĕкĕн, тепĕр енчен, пĕчĕкреххисем, пиллĕкĕн-улттăн тытса туртатчĕç. Пăхма хăрушăччĕ. Халь-халь пĕр ачи е ушкăнпех ӳкекен йывăç айне пулса вилессĕн туйăнатчĕ. Çапла шухăшласа хăраса чупкаланипе шартлама сивĕрех чăм шыва ӳкеттĕм. Вара çав вăрман касакан шăркалчăсене йывăçне вакăпа тĕксе ӳкерме пулăшаттăм. Аслăрах ачасем, тăххăрмĕш, вуннăмĕш классенче вĕренекенсем касса вакланă, çурнă йывăçсене Пинере турттарса тăратчĕç. Çапла кассах çав шултра юман вăрманĕсене йăвантарса пĕтертĕмĕр. Пуçлăхсем килсе лайăх юманĕсене вăрлăх валли хăварма каларĕç, ыттисене касма хушу пачĕç. Вăйлăрах хĕрарăмсем çав сыпăланă юмансене савăлсемпе çуратчĕç. Юрать, хĕлле сивĕ пулнăран çакна тума йывăрах марччĕ. Каçпа, ĕç пĕтерсе килсен, çĕрĕпех пăчкăсем хăйраса, савăлсем туса лараттăм. Мĕн тăвас тетĕн, ĕçлемелле, касмалла пулнă çав. Касса çурнисене турттарса вакун çине тиеттĕмĕр. Çапла асăрханса ĕçлесе пĕр ачине те суранламарăмăр. Ачисем ун чухне аслăраххисен сăмахĕсене питĕ тимлĕн итлетчĕç. Çавăнпа пур ĕçĕ те инкексĕр вĕçленчĕ. Вĕсем пурте ĕçлеме ӳркенместчĕç. Анчах Пинерте ултă ача амăшĕ Укçине, пăравус айне ӳкнĕ пуленкене илме пĕшкĕнсен, пăравусĕ ăнсăртран тапранса кайнипе таптанса вилчĕ. Ачисене вара, виççĕшне, пĕчĕккисене, ача çуртне патăмăр, виççĕшĕ килех юлчĕç, каймарĕç. Вĕсем кашни кунах ашшĕне вăрçăран таврăнасса кĕтсе пурăнчĕç. Хут таврашĕ пулмарĕ пулин те, вăрçă чарăнсан та кĕтрĕç… Анчах кĕтсе илеймерĕç. Вăрçă çулĕсенче аслă ачине, Çумккине — вăл саккăрмĕш класра вĕренетчĕ — хам пата вăрмана ĕçлеме илтĕм. Вара виçĕ ачишĕн çăкăр талонĕ памалла турăм. Вутти-шанкипе туратсене укçасăр парса пулăшнă. Çапла хăйсемех çитĕнчĕç… Кăштах ăнланакан, пурнăçа пĕлекен пулсан, саккăршар класс пĕтерсен, пурте Çĕмĕрлери ремесленнăй училищĕне вĕренме кайрĕç. Тĕлĕнмелле, халĕ ĕнтĕ пурте çын пулчĕç. Пысăк вырăнсенчех ĕçлеççĕ. Вĕсенчен хайхи Çумкки — халăх депутачĕ. Çуллахи вăхăтра канма кунта, ашшĕ-амăшĕ патне килнĕ пекех, пирĕн пата çемйипех килет. Пӳрчĕ ялта хупăнсах ларать. Сутма пултараймастпăр, лартăрах, пирĕн аттепе аннерен асăнмалăх çав кăна юлнă теççĕ. Тăнлă ачасем… Çапла, питĕ йĕркеллĕ, тату пурăнатчĕç вăл Укçинепе Ваçли. Пĕтрĕç… Эх, мĕн каласси, кама мĕн кăтартмарĕ пулĕ ку вăрçă!..
— Ман Тимафи вăрçăран таврăннă чухне Пинер станцине çитсен, хамăр таврари касса тăкнă вăрмана курнипе чунĕ питĕ хурланнă. Арçын пулсан та, куççулĕпех çитсе кĕчĕ киле… Пĕтертĕмĕр çав, пĕтертĕмĕр, пĕтĕм илемлĕ вăрмана касса тăкрăмăр. Унччен юмахри пек илемлĕ вăрманччĕ вăл! …Ах, каçарăрах, тархасшăн, ытла аякран калама тытăнтăм. Сире кирлисене калаймарăм пулĕ, ватă супнă.
— Çук, çук, пурте кирлĕ. Пурте тĕрĕсех. Эсир курнине çамрăксен пĕлес пулать.
— Çаплах, çаплах, ывăлăм. Çав кунсене аса илмесĕр пĕр кун та иртмест манăн.
Мишша кукаç каланине Тимофей Михайловичпа Володя нимĕн шарламасăр итлесе ларчĕç, пӳлмерĕç ăна, чăрмантармарĕç.
— Эпĕ ватă çын, паян пур — ыран çук. Çавăнпа хам виличчен эсир çырнă статьяна вуласа курас килет-çке. Çын вăл ватăлсан хăйне мухтанине, хисепленине питĕ сисекен пулать. Эпĕ хам та çынсем хисепленине, кӳрентернине часах сисетĕп. Мана ялта пурте сума сăваççĕ. Хам эпĕ никама нихăçан усал туса курман çак таранччен пурăнса та.
Çуллахи вăхăтра инçерен вăрман ĕçлеме килекен çамрăксем хушшинче тĕрлĕрен ачасем пулаççĕ. Темле каламалла, ашшĕ-амăшĕсем килте сăпайсăртарах-ши, çавна ăнланмастăп. Хăш-пĕрисем ытла çăмăл шухăшлă. Каппайланма юратаççĕ, ĕçме вĕренеççĕ. Хăш чухне чăтаймасăр: «Аçу пур-и санăн, ывăлăм?» — тесе ыйтатăп та, пур, пур, теççĕ. Çавсен хушшинчех теприсем хăйсене сăпайлă тыткалаççĕ. Вĕсенчен вара: «Аçу хăй килес темерĕ-им вăрмана?» — тесе ыйтсан, «атте çук манăн, вăрçăран таврăнаймарĕ. Эпĕ ăна кăштах çеç, тĕлĕкри пек анчах астăватăп, анне чирлĕ», — теççĕ. Вара чĕре çурăлсах каять. Ăшăмра мĕнле кăна шутламастăп-ши? Лешсене, куштанраххисене, пăхатăп та, ара ачи пăхса тăранмалла мар, илемлĕ, яштака, сăпайлăхĕ вара пачах çук. Ашшĕсĕр ӳснисем хушшинче ăслăраххисем, сăпайлăраххисем ытларах.
Тĕлĕнетĕп, мĕнле ашшĕ вăл ывăлĕ çитĕннине «курмасть». Паллах, шкулпа арăмĕ çине шанать, арăмĕ — упăшкипе шкул çине. Вăт çитĕнет вара лешĕ хăй тĕллĕн…
Ара, вĕсене ӳстернĕ чухне хамăрăн сăпайлă, чăтăмлă, ĕçчен те çивĕч куçлă, асăрхануллă пулмалла-çке. Упăшки çуккипе пĕччен хĕрарăм кун каçах ачисемпе çыхăну тытать. Килти хуçалăхри пур ыйтусене вĕсемпе пĕрле сӳтсе явать. Çавăнпа вĕсен ачисем ĕçе курса çеç мар, хăйсем ĕçлеме вĕренсе çитĕнеççĕ.
Мишша кукаç ман пата çывăхарах куçса ларчĕ.
— Ну, каçарăр ĕнтĕ мана, ват çынна, вăхăтăра нумай тытрăм. Ĕнтĕ Тимафипе калаçăр.
— Çук, çук. Халĕ çĕр вăрăм, пурин çинчен те калаçăпăр-ха. Эсирех калăр. Аллă икĕ çул хушши, çур ĕмĕр ытла вăрманта пурăнса тем те курнă пулĕ эсир? Революциччен çак вăрманта мĕн ĕçленĕ?
— Эпĕ кунта 1908 çулта килнĕ. Пире, виçĕ çамрăка, çăка хуппи сӳсе курăс хуттарчĕç. Çак кордонран икĕ çухрăмра кулата вырăнĕсем халĕ те пур-ха. Малтан çав баракра икĕ çемье пурăнатчĕç. Эпир юлташпа иксĕмĕр авлансан, тăватă çемье пурăнтăмăр. Вăрман ĕçлеттерекенĕ мана юратрĕ пулас, Якур пичче вырăнне курăс хутма, мунчала хатĕрлеме лартрĕ. Якур пичче хăй вар чирĕпе пĕр кун хушшинчех вилсе кайрĕ. Малтанах хăрарăм вăл ĕçе йышăнма. Кайран… Пире ĕçлеттерекен маçтăр эпĕ ĕçе юратнăшăн мана мухтаса, аслине каласа панă. Вăл чĕнтерсе юмахларĕ. Мĕн тăвас, килĕшрĕм. Вăт вара çавăнтанпах вăрманта пурăнатăп. Хĕлле катка-пичке валли хăмасем тăваттăм, вăрман каснă çĕре хутшăнаттăм. Çуркунне, çĕр типсен, вăрман варринчи пысăк уçланкăсене тата халăх çĕрĕ шутланман вăрман хĕрринчи çарансене, улăхсене сухаласа тырă-пулă акнă. Кĕркунне — ыраш, кĕрхи тулă, çуркунне ытларах лесничествăри лашасем тата улпут выльăхĕсем валли çурхи тулă, сĕлĕ, хуратул. Çулла, тырă вырма тухиччен, çăка касса хутнă, хуп сӳнĕ. Унтан ута çулнă. Хĕрарăмсем хĕлле пурте пĕрле пухăнса чăпта çапнă. Пурăнасса çав баракра пурăннă. Пурна киле вăрмана чунтанах юратакан, шеллекен пултăм.
Ватă çын ывăлĕ еннелле çаврăнчĕ:
— Тимафи, эсĕ хăнана хăвăн Мухтав грамотисене, хучĕсене кăтартма ан имен-ха. Вĕсене тар юхтарса, тăрăшса ĕçленĕшĕн панă, мĕншĕн кăтартас мар? Именме кирлĕ мар, мухтанни пулмасть вăл, чăннине çирĕплетни çеç.
— Юрĕ, атте, халех кăтартăп эппин.
Сап-сарă çаралса кайнă хутсене алла илсен, хытă тĕлĕнтĕм. Мишша кукаç ывăлĕ çине айăплăн пăхса илчĕ.
— Халĕ эсĕ калаç, Тимафи. Эпĕ тухса чĕлĕм туртам-ха. Вăл тăрса кăштăртатса кил хушшинелле тухса кайрĕ. Тимофей Михайлович вунпĕр мухтав грамотипе паллаштарчĕ. Вара хăй вăрман хуралçинче ĕçлеме пуçланăранпа кашни лаптăкра мĕнле ĕç тунине, мĕн тумаллине çырса пынă тетрадьсене кăтартрĕ. Эпĕ ăна вуласа шутсăр савăнтăм, тĕлĕнтĕм. Мĕн чухлĕ ĕç вăрманта! Эпир ашшĕпе калаçнă хушăра хуралçă ыран валли вăрманта çӳремелли план та туса хатĕрленĕ. Çав хута алла илсен, вăл ман çине кăмăллăн пăхса:
— Те килĕшет сире? Эпир малтан çамрăк хунавсем лартнă лаптăка кĕрсе курăпăр ыран. Унтан — тепĕр çухрăмри участока. Малалла — вунпилĕк-çирĕм çулхи ӳсĕмрисене. Вара çамрăк чăрăш калчисене мĕнле тирпейлесе пăхса ӳстернипе паллашăпăр. Касса хатĕрленĕ йывăç штабелĕсене, çамрăк юман калчисен питомникне, утă капанĕсене кайса курăпăр, тата ытти çĕре те. Çӳремеллисем çителĕклех. Сире мĕн интереслентерет — ыйтăр. Пултарнă таран каласа ăнлантарăп. Алăпа лартнă çамрăк юмансене, каврăç, хыр тата ытти вăрмансене курăпăр. Эй, мĕнле илемлĕ! Вĕсем пĕр тикĕс лараççĕ, чуна савăнтараççĕ, — терĕ. Кашни лаптăк тĕлĕнчех юпа çине хăма çапса, хăçан мĕн лартнине çырнă. Ăна эпĕ кашни çулах хура сăрпа çĕнетсе тăратăп…
Тимофей Михайлович хаваслансах калаçрĕ, тетрачĕсем çине çырса хунă цифрăсемпе паллаштарчĕ. Эпĕ вĕсене, хăш-пĕрисене, çырсах илтĕм.
Тулта каллех тепĕр кас çумăр килсе çума тытăнчĕ. Кĕрхи çил вĕрнипе чӳречерен çапсах çурĕ вăл. Калаçу çаплах татăлмарĕ. Кил хуçисем интереслĕ хыпарсемпе кулăшла ĕçсем çинчен аса илсе каласа пачĕç. Никам та çывăрма васкамарĕ. Мишша кукаç чăн-чăн сăмах ăсти вара. Нумай япалана, ача чухнехисене те лайăх астăвать вăл. Ăна никам çитмĕл çиччĕре тесе калас çук. Çӳçĕ те нумаях шуралман-ха унăн.
Эпир калаçнă хушăра хапхана такам шакканă сасă илтĕнчĕ. Володя васкаса чӳречене уçрĕ, урамалла çур кĕлетки таранах тухса пăхрĕ.
— Каллех Капкăн килнĕ. Кĕртес-и ăна е тухас мар-и?
— Ан тив, çӳретĕрех хăйсен йышĕпе, — терĕ ашшĕ.
— Каçарăр-ха, мĕнле Капкăн вăл сирĕн?
— Пур çавнашкалскер. Пăши вăкăрĕ. Пĕррехинче капкăна лекнĕ те, вилĕмрен хăтартăмăр. Вара Капкăн тесе ят патăмăр ăна. Пĕчĕкренех алла вĕренчĕ. Халĕ час-часах килет, мăйракисемпе хапхана шаккаса каять, — терĕ Мишша кукаç.
— Мĕнле майпа алла вĕрентнĕ эсир ăна? Пăшисем çинчен илтнĕ-ха, халĕ вĕсем çынран хăрамаççĕ, çул çине, хăш чухне яла та тухаççĕ тенине илтнĕччĕ, анчах алла вĕреннине… илтмен.
— Нуши çапла килсе тухрĕ-ха унăн. Урăх çынсем патне пымасть, пире паллать, пĕлет. Кунта вăл хăйне килти пекех туять, хăш чухне хапхана кам та пулин уçă хăварсан, кăнтăрлах кил хушшине кĕрсе выртать, хăна пулса каять.
— Мĕнле майпа алла илленчĕ вăл сире? — интереслентĕм эпĕ.
Тимофей Михайлович кулса илчĕ те çапла каласа пачĕ:
— Пĕррехинче эпĕ ир-ирех утă куписене пăхма тухрăм. Пыратăп çулпала. Ман ума пăши чупса тухрĕ. Эпĕ чарăнса тăтăм. Вăл та чарăнчĕ. Кăштах çапла тăрсан, утма пуçларăм. Вăл каллех ман ума, çул çине тухрĕ. Пуçне çĕрелле усать хăй, суллать, мана куçран çын пекех хурлăхлăн пăхать. Эпĕ пăшисене унччен нумай куркаланă. Çавăнпа вĕсем мана паллаççĕ пулас. Эпĕ вĕсене пăшалпа персе хăратман. Тăварпа авăрласа та пулин пемен. Çиллентерме юрамасть вĕсене. Хăйсене çиллентерсен, вĕсем те çилленеççĕ. Хуса çитсе çынна малти урисемпе пуртăпа каснă пек касса таткалама пултараççĕ. Ку пăши вара ман умра çапла тăни питĕ тĕлĕнтерчĕ, Эпĕ хуллен малалла утма тăратăп та, вăл мана ямасть, çула пӳлсе урлă тăрать. Аптранипе сумкăран çăкăр кăлартăм. «Мĕн пулчĕ тата сана? Ме, çи!» — тесе çăкăра кăтартса ун çывăхнех утса пытăм. Хам ун кĕлеткине тинкерсе пăхатăп, суран-мĕн çук-и тесе. Суран тавраш курмарăм. Эпĕ çывхарсан, вăл вăрманалла утма пуçларĕ. Кăшт утать те, çаврăнса, мана кĕтет. Çăкăра хыпса илчĕ те çĕре пăрахрĕ. Эпĕ ăна каллех илтĕм, ун хыççăн утрăм. Каялла кайма пуçласан, вăл каллех ман ума пырса тăчĕ. Йăлăнса куçран пăхать. Ара, мĕн пулчĕ капла, çăкăр çиместĕн, манран тармастăн? Мĕн те пулин инкек килсе тухнă пулĕ санăн? Утах, эпĕ сан хыçран пырăп тесе, хам тĕллĕн калаçма тытăнтăм. Пăшисем çăкăра питĕ юратаççĕ. Халĕ ăна çимен пирки, эпĕ унăн мĕнле те пулин инкек килсе тухнине ăнлантăм. Хайхи ман пăши хăй тухнă çулпала васкасах утма тытăнчĕ. Çапла çултан пăрăнса, пĕр çухрăма яхăнах иккĕн пĕрле утрăмăр. Пăхатăп, унăн пăрушĕ капкăна лекнĕ, мĕскĕн. Эпир хамăр нихăçан капкăн лартса курман. Куна темле путсĕр çын лартнă. Эпĕ унăн пăрушне асаплантаркаласа капкăнран вĕçертрĕм. Хăрать, мĕскĕнскер, пĕтĕм кĕлетки сиксе чĕтрет. Анчах тарма мар, ури çине пачах тăраймасть. Капкăна лексен, хытă турткаланнипе, малти сылтăм ури пăрăнсах ларнă. Сикнĕ е хуçăлнă: суранĕ тĕлĕнче пысăк шыçă. Амăшĕ эпĕ мĕн хăтланнине çын пекех пăхса тăчĕ. Эпĕ ун пăрушне вăл çимен çăкăр таткине патăм. Эй, ку ачамкки ăна васкасах çисе ячĕ. Кăштах лăпланчĕ, малтанхи пекех хытă чĕтремерĕ. Эпĕ ăна ачашлакаласа, урине çăка хуппипе çыхрăм. Вăл çаплах ури çине тăраймарĕ. Эпĕ ун урине чиперех вырнаçтарса лартрăм пулĕ терĕм. Çапах хам çыхнине шанмасăр, киле çитсен, кун çинчен аттене каласа патăм. Вăл эпĕ каласа пĕтеричченех, апат çимесĕрех тумланма пуçларĕ. Вара иксĕмĕр çав пăши пăрушĕ выртакан вырăна тухса чупрăмăр. Амăшĕ ниçта та кайман, çавăнтах тăрать. Эпир иккĕн пынине курсан та тармарĕ. Хăйĕн пăрушĕ умне çывăха пырса тăчĕ те, пире çын пек сăнаса пăхрĕ. Атте эпĕ çыхнине салтрĕ, хуçăлнă вырăна темиçе хут аллипе хыпашласа сăтăркаласа, хăй пĕлнĕ пек çĕнĕрен майласа çыхрĕ. Çамрăк пăру кашкăр апачĕ ан пултăр тесе, хам çумри чĕн пиçиххине салтрăм та, сăмса тутри çине тар хурса, ăна пиçиххипе йăлмакласа пăру мăйĕнчен çакса ятăмăр. Кашкăр тар шăршине сиссе нихăçан та ун патне пымасть.
Пăрăва йăпаткаласа, ачашласа, çăкăр патăмăр, тепĕр кĕленче сĕт çăварĕнчен ярса ĕçтертĕмĕр. Тĕлĕнмелле: амăшĕ эпир пăрăвăн мăйĕнчен тар çыхнине курчĕ, унăн шăршине сисрĕ пулсан та, хăрамарĕ, пирĕнтен тармарĕ. Çав кунах, каçхине, çывăрас умĕн, урасене çăвас тесе кил хушшине тухрăмăр, Хайхискер, çав пăши каллех хапха умĕнче тăра парать. Пăрушĕ çук, вăл утма пултараймасть-ха.
— Атя, Тимафи, ӳркенер мар, тата тем пулнă ăна, кайса пăхар. Каллех чĕнме килнĕ, ав. Пире шăршăпа тупнă ĕнтĕ вăл, — тет атте.
Эпир тухсан, вăл хăрамасăрах пирĕнпе пĕрле утрĕ. Пăрушĕ патне çитрĕмĕр. Çамрăк пăши хăй выртнă вырăнта йĕри-тавра хуп-хура çĕр тухичченех курăкне çисе янă.
— Ах, выçă пулĕ-çке сан ывăлу? Вăт, шеремет, амăш чунĕ темерĕн! — тет атте. Вара эпир ăна темĕн чухлĕ курăк çулса парса хăвартăмăр. Шыв ĕçтертĕмĕр. Çав ĕçсене туса пĕтерсен, амăшĕ пиртен чиперех уйрăлса юлчĕ. Выльăх та хăйне ырă тунине пĕлет иккен, калама çеç пултараймасть. Тепĕр кунне каллех сĕт кайса ĕçтертĕмĕр, çăкăр, сахăр катăкĕ патăмăр. Икĕ уйăх хушши çапла кашни кунах пăхрăмăр. Ури тӳрленчĕ. Çӳрекен, чупакан пулчĕ. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хĕл каçрĕ ĕнтĕ, пурĕпĕр пирĕн тĕле манмасть. Час-часах амăшĕпе иккĕшĕ те «хăнана» килсе каяççĕ. Халĕ мĕнле яштака, илемлĕ вăл! Эпĕ вăрманта калаçса пынине илтсенех ман ума тухса тăрать. Хăш чухне, икĕ-виçĕ кун курмасан, çын аллине лекмен-ши ку тесе шикленме пуçлатăп — Вара «Капкăн, Капкăн!» тесе чĕнетĕп те, йытă пекех чупса килет, çулçăсене чаштăртаттарса ман ума тухса тăрать. Вара мĕн те пулин — е çăкăр, е сахăр катăкĕ парса хăваратăп. Улайккапа питĕ туслă вĕсем. Ыттисем хăраççĕ, ку хăй йытă патне пырать. Эпĕ ялан йытăпа çӳренипе хăнăхрĕç пĕрне-пĕри. Питĕ килĕштереççĕ, выляççĕ.
Тимофей Михайлович хăй сăмахне пĕтерсен, Анфис аппа ун çумне пырса ларчĕ те кула-кулах ăна чавсипе тĕртсе илчĕ.
— Каласа пар-ха, Тимафи, хамăр такапа кашкăра кĕрештерни çинчен.
— А-а!.. — терĕ Тимофей Михайлович, кулса ярса.
Мишша кукаç, çакна илтсен, хăрăлтирех сассипе ахăлтатсах кулчĕ.
— Да, пĕр шутласан, кулмалла, тепре шутласан, хурланмалла, — терĕ ывăлĕ. — Çав вырăна çитсен, халĕ те хам ăна аса илсе кулатăп. Чăнах, кулмалла та ухмахла ĕç пулса тухрĕ ун чухне. Калама та аван мар…
Вăрманта сурăх кĕтӳ çуккипе эпир кашни çулах сурăхсемпе пĕрле така та усраттăмăр. Çапла пĕр пысăк такана çăмĕ вĕтĕ те вăрăм тесе, тăватă çул усранăччĕ. Вĕсене Аслă вăрçă хыççăн колхозсем валли Кавказран илсе ĕрчетнĕччĕ, метис теттĕмĕр. Манăн вăл пысăк та питĕ тĕреклĕччĕ. Анчах юлашки вăхăтра çынсене тĕкекен пулчĕ. Пăра пек пĕтĕрĕнсе вăрăм, чармака мăйракисемпе пуçне чалăштарса, хапхаран никама ни кĕме, ни тухма памасть. Арăм ĕне сума тухайми пулчĕ вĕт. Малтан сурăхсене вăрмана кăларса ярсан çеç кил хушшинче ирĕклĕн çӳреттĕмĕр. Манран кăштах хăратчĕ хăй. Пĕррехинче çил кашларĕ, çумăр чашлаттарса çурĕ, аслати вĕçĕ-хĕррисĕр çĕрĕпех кĕмсĕртеттерчĕ, çиçĕмĕ вара…
Эй, унăн çуттипе тĕттĕм каç урай варрине ӳкнĕ йĕппе тупма пулать. Кордонран 330-350 утасри хăрнă юмана мĕнле çапса çурчĕ вăл!!! Юманĕ 1,5 метр çурă хулăнăшчĕ, 55-60 метр çӳллĕш, ăна вăл çĕре çитиех 3-4 пая уйăрчĕ. Çавăнпа эпир çĕрĕпех куç хупаймарăмăр.
Çурçĕр иртсе икĕ сехет тĕлĕнче çилĕ те, çумăрĕ те лăпланчĕç. Хура тискер пĕлĕтсем, такам хăваланă пек, часах сирĕлчĕç. Вара эпĕ те, кăштах выртса канас тесе, хывăнтăм çеç, инçе те мар çын кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ. Çак сехетре йывăр инкеке лекнĕ çын çеç вăрманта пулăшу ыйтса кăшкăрма пултарать, шухăшларăм ăшăмра. Манăн йытăпа пăшал та пур, часрах чупас, пулăшас ăна тесе йăпăр-япăр сиксе тăтăм та, айĕнчи шап-шурă кĕпе-йĕмпех, кил хушшине чупса тухрăм. Хам тавралăха тепĕр хут итлерĕм. Анчах урăх пĕр сас-чĕвĕ те илтĕнмерĕ. Вăрманĕ халĕ лăпкăнрах кашлать те кашлать. Эпĕ ыйхăллă пуçăмпа кил хушшине тухса анаслакаласа тăнă чухне купарчаран такам тăрăст! тутарчĕ. Таçта çити сирпĕнсе кайрăм. Юрать çывăхра курăс купи пулчĕ. Çавăн çине чупса хăпарса чĕррĕн юлтăм. Анчах эпĕ çаврăнкаличчен така мана тата икĕ-виçĕ хутчен тăрăслаттарчĕ, пĕçĕсенче кăвакартман вырăн хăвармарĕ. Ыйхă таçта кайса кĕчĕ. Ман така ниçта пăрăнмасть, эпĕ анасса кĕтсе, ман çине пăхса мĕкĕрсе тăрать. Кăшкăратăп, алăсемпе çупкаласа пăхатăп, анчах вăл тата хытăрах çилленсе мĕкĕрет. Малти урисемпе купа çине пуснă та эпĕ анасса кĕтет. Çапла тăрсан-тăрсан, çири кĕпене хыврăм та ун пуçĕ çине ывăтрăм. Така кĕпепе айкашнă хушăра хам, пĕçĕсем ыратнине пăхмасăрах, пӳрте кĕрсе тартăм. Васкасах тумлантăм, тарăхнипе хапхана яриех уçса, сурăхсене ир-ирех путекки-качкипех вăрмана кăларса ятăм. Хĕвел тухманччĕ ун чухне. Çумăр хыççăн вăрманта шап-шурă тĕтре çеç йăсăрланса тăрать. Купарчапа пĕçĕсене хыпаласа пӳрте кĕтĕм. Хам лараймастăп, пĕтĕм шăмшак ыратать. Пурте лăпкăн çывăраççĕ. Арăм çеç: «Мĕн эсĕ ир-ирех хапха уçса-хупса çӳретĕн? Сурăхсене халех кăларса ямарăн пулĕ те?» — терĕ.
— Ятăм çав, çăва патне кайса кĕччĕр! Таки хама чут вĕлеретчĕ. Вара тарăхнипе кăлартăм та ятăм!
— Ах, эсĕ те çав, халех сурăхсене вăрмана кам кăларса ярать? Ан тĕлĕнтер-ха, Тимафи, тем пулас пур! Тĕтре сирĕлессе кĕтес пулатчĕ хуть, — терĕ. Хамăн ларма, тăма, выртма май çук. Çапах, Анфис пăшăрханнăран, аран-аран уткаласа, пăшала илсе авăрларăм та вăрмана тухса утрăм. Ирхи вăрман шăпланчĕ. Хам кукленсе, лăпчăнкаласа, сурăхсен йĕррипе малалла утатăп. Пĕçĕсем ыратнипе нумаях каймарăм, пĕр йывăç çумне таянса, вăрманти сас-чĕвве итлерĕм. Сасартăк ман така мĕкĕрни илтĕнчĕ. Халĕ ĕнтĕ амăшĕпе çапла тĕкĕшет-ши е çухалса юлнă ял сурăхĕсене тĕл пулнă-ши, тесе малалла утрăм. Часах уçланкă курăнчĕ. Унта ман сурăхсемпе путеккисем пурте пĕр çĕре пухăнса тăнă. Хăйсем малти урисемпе тăп-тăп! тапкаласа тăраççĕ. Пăхатăп: вĕсем хушшинче таки çук. Чун темле сăрлатса кайрĕ. Татах хуллен малалла утатăп. Утнă чухне пĕр сасă та илтĕнмест. Тепĕр хут чарăнса итлерĕм. Çаплах, пирĕн така сассиех тепре илтĕнчĕ. Эпĕ сасă еннелле утрăм. Пĕр шĕшкĕ тĕми хыçĕнчен ман така курăнах кайрĕ. Пăхатăп, вăл кашкăрпа çапăçать иккен.
— Вăт сана! Çавă кирлĕ-ха! Ывăн-ха, çемĕç кăштах! Ытла хуçуна паллами пултăн! Кур-ха ăна, кашкăрпа çапăçма пултарать, унран та хăрамасть. Вăй пур иккен сан! — тесе тĕлĕнсе, ятлаçса пăхса тăратăп. Хам курман пулсан, çын каланине нихăçан та ĕненессĕм çук. Така ниепле парăнмасть. Кашкăрĕ сикет, вăл та ывăннă пулас. Иккĕшĕ те мана аванах курăнаççĕ. Таки икĕ ури çине тăрать те, мăйракисене кашкăр çинелле тĕллесе, кĕлеткипе пĕтĕрĕннĕ пек чалăшса, кашкăр çине сикет. Кунашкал кĕрешĕве эпĕ циркра та курман. Çавăнпа тата кăштах пăхса тăрам-ха, вара персе сас тăвас пулĕ тесе шутларăм. Хамăн пĕçĕсем хĕмленсе ыратнипе ытлашши хускалмасăр, вĕсем çинчен куç илмесĕр пăхса тăратăп. Акă, кăштах ывăнсан, мана малашне паллакан пулăн-ха, тетĕп. Хам çурăм хыçĕнчи пăшала та алла тытман-ха. Çапла кĕрешсен-кĕрешсен, тахăш самантра, сиссе те юлаймарăм, — кашкăр ман такана çурăмĕ çине çавăрса хучĕ те, чашт! çеç вăрмана, çăра шĕшкĕ тĕмисем хушшине кĕрсе çухалчĕ. Эпĕ вара, тинех ыйхăран вăраннă пек, ляха-ляха-ляха! — тесе кăшкăрса, пăшалпа персе ятăм. Çук, кашкăр такана пăрахса хăвармарĕ. Асту, çăварти какая мĕн тума пăрахтăр! Çапла çурăм хыçĕнчи авăрланă пăшалпах такана кашкăра куçăм умĕнчех йăттарса ятăм. Килтисене кун çинчен нумай вăхăт хушши каламасăр пурăнтăм. Хальхи пек, йытă пулнă пулсан, парса ярас çукчĕ. Пирĕн ун чухне йытти те пулман. Арăм мана çав кун кунĕпех така шыраттарчĕ. Эпĕ килтен тухса, çав вырăналла хуллен утса çитетĕп. Вара, кунта каннă чухне, хамран хам кулатăп. Кулса тăрансан, киле таврăнатăп. Анфис çывăхри ял кĕтĕвĕсене кайса шыраса çӳрерĕ. Эпĕ ăна чармарăм. Кайтăрах, ялсенче кăштах çынсемпе калаçса килтĕр, терĕм. Чылай ялсене çитрĕ вăл хĕрарăмсен «тет» сăмахĕсем тăрăх.
— Ну, атте, хытă тавăрнă вара эсĕ такана, — терĕ Володя, ахăлтатсах кулса.
— Кашкăрсем халĕ те аптăратаççĕ-и вара? — кăсăклансах ыйтрăм эпĕ.
— Ку вăл халь мар, пĕр вунă-вуникĕ çул каярах пулнă. Халь курăнсах каймаççĕ, — хуравларĕ Тимофей Михайлович. — Нумай пулмасть хам пĕр çемье тытнăччĕ. Така çухалсан, килтисене шарламасăрах, уйăха яхăн сăнаса пурăнтăм, кашкăр-мĕн ашкăнни илтĕнмест-и тесе. Кайран йăвине йĕрлесе тупрăм. Пысăккисем аçипе ами тата виçĕ çура. Хамăр патра мар, юнашар кордонра. Унта çамрăк лесник ĕçлетчĕ, хĕр. Тин килнĕскер. Вăт вара хуçинчен ирĕк ыйтсах çав çемьене «арестлеме» тиврĕ.
— Мĕнле çемьене?
— Кашкăр çемйине ара!
— Хĕрарăм-лесник тенĕрен… Вăл кунта килсе çӳрет-и?
— Унсăрăн мĕнле-ха. Кӳршĕсем, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Утă çулса пухатпăр, йывăç лартатпăр — сахал-и ĕç вăрманта!? Амăшĕпе пурăнать вăл кунта.
— Малтанхи хут тĕл пулсанах пĕр мыскараллă ĕç пулчĕ унпала, — лăх-лăх-лăх кулчĕ Мишша кукаç. — Халь те, пĕр-пĕрне курсан, çавна аса илсе кулатпăр… Вăл ача амăшĕ ĕнтĕ халĕ. Мана инçетренех курса сывлăх сунать. Яланах питĕ хаваслă хăй. Те ватă çынпа çеç çапла-ши? Питĕ вашаватскер, кăмăллăскер. Вăл киличчен пирĕн лесничествăра вăрман ĕçĕпе ĕçлекен хĕрарăм таврашĕ пулман. Пĕрремĕш хут вăл пирĕн патшалăх валли хатĕрленĕ утта виçсе шутлама килчĕ. Эпир пĕрле пуçтарăнса виçсе шутлатпăр, тĕрĕслетпĕр. Вăл тарантас çинчен çăмăллăн сиксе анчĕ те, пирĕн пата пырса, тахçанах паллакан çынсене курнă пек, алă парса сывлăх сунчĕ. Çав кун пирĕн ума çула май тăватă-пилĕк ватă, ман тантăшсем, канма кĕрсе ларнăччĕ. Паянхи пекех астăватăп. Çанталăкĕ ун чух ăшăччĕ, шăрăх тесен те юрать. Хĕрачи урине тапочки анчах тăхăннă. Вăл ута капанĕсем ирĕкрине пĕлнĕ çав, атă тăхăнман. Анчах Тимафи çине тăрсах ăна атă тăхăнма хушрĕ. «Тăхăн, çĕлен-калта сăхас-мĕн пулĕ», — терĕ. Апат тавраш çырткаласа тăмарĕç, Тимафипе иккĕшĕ виçмелли лентăсемпе метрсем илчĕç те васкасах вăрмана тухса кайрĕç. Манăн урамри ватăсем килелле утрĕç. Эпĕ çапла пĕчченех юлтăм. Хайхи кил хушшинелле тухнă чухне çав хĕрача тапочкийĕсене курах кайрăм. Вĕсем пăхма ытлашши кивелмен, чиперех, анчах пуçĕсем иккĕшĕн те шăтăк. Ара, Тимафи çакна курса ăна пусахласах атă тăхăнма хушрĕ пулĕ-çке! Мĕнле-ха кусем иккĕшĕ те пĕр пек çĕтĕлнĕ тесе, вĕсене алла илтĕм, çавăркаласа пăхрăм. Хĕрачи ытла кăмăллине аса илсе, манăн ăна савăнтарас килчĕ. Саплас, вĕсем çаврăнса киличчен çĕлесе хурас, тетĕп. Çĕтĕк тапочкисемпех ытти хуралçăсем патне çӳрĕ ку апăрша хĕрĕ, çын умĕнче аван мар тесе, сăран шырама тытăнтăм. Шырасан-шырасан хама кирлине тупрăмах. Çав тапочки тĕсĕнчен кăшт çеç çутăрах хăмăр тĕслĕ сăран. Çемçе партманет пулнăскер. Пĕр татăк касса илтĕм те, виçсе, çавăркаласа тытса пăхрăм. Вĕсем киличчен, чăнах, иккĕшне те çĕлесе хутăм. Йĕркеллех пулчĕç. Çĕвви тикĕс, машинкăпа çĕленĕ пекех. Хайхи кин ялтан, вĕсем вăрмантан çаврăнса çитрĕç. Апат çырткаличчен хĕрачи васкасах Тимафи миçе тонна утă хатĕрленине шутласа кăларчĕ.
— Эсир, Тимофей Михайлович, плана çĕр вăтăр процент тултарнă! — терĕ савăнса.
Вĕсем калаçнă хушăра эпĕ тунă «ырă ĕçе» кăтартасшăн пултăм. Хĕрача патне тапочкисене çурăм хыçне тытса пытăм.
— Ну, хĕрĕм, эсир текех çакнашкал пӳрнесем курăнса çӳрекен çĕтĕлнĕ япалапа вăрмана ан тухăр. Тем пулас пур, вăрман вăрманах вăл. Мĕн чухлĕ çĕлен! Акă эпĕ сан тапочкисене сапларăм, — тесе вĕсене хуçине мăнкăмăллăн тыттартăм. Вăл хĕрелсе кайрĕ, ман алăсене чăмăртаса чĕререн тав турĕ. Хăй вĕсене тăхăнма пуçласан, çĕрелле пĕшкĕннĕ чухне, пуçне темшĕн айккинелле пăрса хучĕ. Мана унăн пичĕн хăрах аякки çеç кăштах курăнчĕ. Вăл вара тапочкисене тăхăнчĕ те васкасах кил хушшинелле тухса чупрĕ, ман ĕç ăна кăмăла килнĕшĕн эпĕ чунтанах савăнтăм. Пӳрте кĕрсен, вăл тата тепĕр хуралçă патне каясси çинчен пĕлтерчĕ. Ман çине пăхса:
— Тавтапуç сире, Мишша кукаç! Эсир çĕленĕ сăранĕ ытла çемçе, урасене питĕ канлĕ. Халĕ вăрмана кайнă чух уяр çанталăкра яланах çак тапочкине тăхăнăп, — терĕ. Унăн ырă кăмăлĕшĕн, хама ачасем умĕнче мухтанăшăн эпĕ питĕ савăнтăм. Çапла калаçкаласа, лаша патне тухрăмăр. Тимафи ăна тепĕр хуралçă патне леçме кайрĕ. Каçхи апат çинĕ хушăра çаксем темĕскер кинпе иккĕшĕ ман çине пăхса кулаççĕ. Апат çинĕ хушăра нихăçан та çапла пулманскер, Володя чыхăнсах кулса ячĕ. Вăл мана:
— Ну, асатте, пултаратăн иккен эсĕ! — терĕ.
Каллех пурте кулаççĕ. Кулсан-кулсан, кăштах сывлăш çавăрсан, Тимафи çапла каларĕ:
— Кулмаллине эсĕ тупса патăн-ха, атте. Ан пăшăрхан, кулă вăл ырă япала, чир мар. Хĕрачи те манран малтан хуллен, вăрттăн кулса пычĕ. Чăтрĕ-чăтрĕ те юлашкинчен сасăпа кулса ячĕ.
— Мĕн пулчĕ вара ăна?
— Нимех те мар. — «Сирĕн аçу вăрманта миçе çул пурăнать ĕнтĕ?» — тет.
— Нумай, ĕмĕрне вăрмантах пурăнса ирттернĕ ĕнтĕ, — терĕм. Вăл вара кулма чарăнса: «Эпир ун пек пурăнма пултараяс çук», — терĕ. Унтан эпĕ çĕленĕ тапочкисем çине пăхса: «Тĕлĕнмелле çын вăл. Кăмăллă. Çынна ырă тума тăрăшать. Мĕнле тăрăшса çĕленĕ, апăрша. Çĕвви тĕрĕ пек вĕтĕ. Нихăçан та сӳтместĕп ку саплăкне, асăнмалăх пултăр», — терĕ. «Мĕншĕн апла?» — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ. «Сирĕн аçу ытла кăмăллă çын. Çак вăрманта пурăнса кунашкал тапочкисене курман ĕнтĕ вăл. Халĕ вĕсене юриех çапла çĕлесе кăлараççĕ, çĕтĕк пулман вĕсем. Кăçал анчах кăларма пуçланă. Мана вĕсене Мускавран пичче ярса панăччĕ», — терĕ.
Тимафи çапла каласа парсан, — хăм чăтаймасăр ахăлтатсах кулса ятăм. Тăраниччен, вар-хырăм хытичченех култăм, — Мишша кукаç лăхлатса илчĕ. — Халь, ав, ун пек штиблетсем ватти-вĕттипех тăхăнаççĕ… Çулсем иртрĕç çав, ватăлтăмăр. Çамрăк чухне пасарсем тăрăх çӳресе курман. Унта пӳрт лартнă вăхăтра çеç ик-виçĕ çулта пĕрре кайнă-ши? Кайсан, кил-çурт валли мĕн те пулин тупсан, хăвăртрах каялла васканă. Хĕрарăм урисем ватă çын куçнех лекмен. Хăш чухне мĕн кирлине укçа парса çынсенчен каласа янă, вĕсем илсе килсе панă. Кин вăл унашкал япаласем тăхăнассинчен иртнĕ. Сайра-хутра Тимафи кайкаласа килнĕ хулана, пасара.
Çапла… Кайран килкелетчĕ вăл хĕрача пирĕн пата. Ĕçпе ĕнтĕ. Уяр чухне çав тапочкисемпех килетчĕ. Эпĕ, ăна курса кулма пуçласан, вăл савăнсах пĕрле кулатчĕ. Кайран татах малалла вĕренчĕ, вара лесничий пулса тăчĕ.
Çак мыскарана каласа пĕтерсен, Мишша кукаç анасласа илчĕ. Унтан кайри пӳлĕме тухрĕ, пире ырă каç сунса хăварчĕ. Эпир те çывăрма выртрăмăр. Эпĕ çĕр каçичченех пĕр вăранмасăр, ним туймиех çывăрнă. Ирхине, эпĕ вăраниччен, Тимофей Михайлович мунчала типĕтнĕ çĕре чупса кайса килнĕ. Вăл таврăнсанах, ирхи апат çисен, унăн обходĕнчи ĕçсемпе, вăрманĕпе паллашма тухрăмăр. Çанталăкĕ уяр, кăштах çил пурччĕ. Часах эпир сарлака та уçă вырăна çитрĕмĕр. Кунта йывăçсене талккишĕпех каснă, çавăнпа чылаях пысăк уçланкă пулса юлнă. Варринче кăна пĕр çĕр метр сарлакăш çамрăк вăрман касмасăр юлнă. Эпир пĕр илемлĕ лапам урлă каçса пĕчĕкçĕ кӳлĕ хĕрне тухрăмăр.
— Ку кӳлле çак юмансене лартас умĕн тунăччĕ аттепе. Алăпа алтсах, — терĕ Тимофей Михайлович. — Йывăç калчисене лартас умĕн йĕпетме пултăр, терĕмĕр. Вырăнĕ айлăмлă, шывлă. Пăшисем ĕçме килекен пулчĕç. Вара халăхпа пысăклатрăмăр, тарăнлатрăмăр, пулă та ятăмăр. Халĕ, ав, чип-чипер кӳллех.
Кӳлли, чăн та, илемлĕ. Хĕррипе хăмăш ӳссе ларнă. Умне вăрăм тенкел туса лартнă.
— Юратса тунă ĕç ялан илемлĕ пулать, — терĕм эпĕ ăна.
— Эй, мĕн каласси! Çапла пулмасăр. Эпĕ чĕрĕк ĕмĕр тăршшĕнче çак посадкăсене кашни кунах курсан та пăхса тăранаймастăп. Лартаканĕсем мĕн тери савăнаççĕ! Бригадирĕсем пĕр-пĕринпе мĕнле мухтанса калаçнине илтес пулсан эсир… Манăн вĕсем пурĕ сакăр бригада. Çирĕм çул ытла ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Çыннисем куллен улшăнаççĕ. Ваттисем вырăнне ачисем, хăшĕсен мăнукĕсем хутшăна пуçларĕç кăçал. Ĕçлейми пулнă бригадирсене чысласа посадкисене вĕсен ячĕсемпе Айтунăн, Марфан, Серафимăн, Мирунăн, Çумккан, Мишшан, Тимахвин, Марьен тетĕп. Çакăншăн вара ватăсем чĕреренех савăнаççĕ. Чăнах та пысăк телей вĕт ятран вăрман çитĕнтересси, ун çинчен лартакансем çеç мар, çывăх ялсенчен делянка касма килекенсем нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ман обходра миçе тĕрлĕ посадка çук-ши? Пурне те курас-так эсир… Халĕ çула май çав ĕç мĕнрен пуçланнине кăтартатăп. Паян унта Антун бригади ĕçлемелле, ĕнер çапла калаçса татăлнăччĕ, — терĕ вăрман хуралçи уттине хăвăртлатса.
Вăл, хулари такăр çулпа пынă евĕр, вĕçтерет кăна. Ман тĕллен вара çав çул çинче такăнмалли тупăнать. Эпĕ вăрманта çӳреме хăнăхманни такам куçне те курăнать пулĕ, тетĕп ăшăмра хама хам ятласа.
Çур çухрăма яхăн утсанах, эпир каснă делянка çине тухрăмăр. Вăл питĕ вăрăм, квартал урлах каçать.
Пирĕнтен инçе мар, кĕрхи сивĕрех çанталăка пăхмасăр, тăватă арçын çаппа-çарамаслансах çĕр чаваççĕ. Кĕписене вĕсем йывăç сĕткенĕпе хуралнă тункатасем çине хывса хунă, шăлавар пĕççисене чĕркуççи таранах тавăрнă. Çав ушкăнрах шап-шурă кĕпеллĕ, умне кăвак саппун çакнă хĕрарăм ĕçлет. Унпала пĕрле самаях кукăрăлнă ватă çын. Иккĕшĕ васкаса уткалаççĕ, çавăнтах пĕшкĕнсе илеççĕ, вара тем турткалаççĕ. Ĕçлекенсене курсан, хуралçă савăнса:
— Каланă сăмаха салтаксем пек çирĕп тытаççĕ ман бригадирсем, — терĕ мана кĕтсе илнĕ хушăра.
Чи малтан пире ватă арçынни асăрхарĕ. Вăл темскер каласа хăйĕн юлташĕсене систерчĕ пулас, мĕншĕн тесен лешсем пурте команда панă евĕр тӳрленсе тăчĕç. Вара татах хыпаланса ĕçлеме пуçларĕç.
— Вăйлă пулăр, ăмăрткайăксем! Ĕçĕ усăллă та ăнăçуллă пултăр! — кăшкăрчĕ вĕсене Тимофей Михайлович, каллех манран чылай малта пыраканскер.
— Тавтапуçах, — хуравларĕç ĕçченсем пурте харăссăн. Эпĕ çитсе чарăнсанах, çĕр чавакансенчен пĕри, сап-сарă кăпăшка çӳçлĕ, çĕмĕрт пек тĕлĕнмелле хура куçлă каччă, хуралçăна:
— Тен, пурте тухайман, çитсе тĕрĕслес-ха тесе килтер-и? — ыйтрĕ хăйĕн алтăр пек пысăк куçне кулăшла мăчлаттарса.
— Çук, çу-ук. Эсĕ, Вырăс Ваççа, ялан ман шухăша хамран малтан пĕлесшĕн, шельма ачи. Эпĕ паян тĕрĕслеме мар, сирĕн илемлĕ ĕçе редакцинчен килнĕ юлташа кăтартма илсе килтĕм. Халĕ паллашăр, ăна Петр Иванович Хоравзин теççĕ, — пуçĕпе сĕлтсе кăтартрĕ вăл ман еннелле.
Ватă çын васкавлăн:
— Мана Антон Трофимович тесе ятлаççĕ, — терĕ шӳтлĕн хыткан та çирĕп аллисемпе ман алла чăмăртаса. Ун хыççăн çарамаслисем кĕреçисене шăкăр-шăкăр пăрахрĕç те хăйсемпе паллаштарма васкарĕç.
Чи малтан яштака пӳллĕ каччă:
— Мана икĕ хут Иван тесе чĕнеççĕ. Пĕчĕкрен çак вăрмана «саплама» юратакан, ялти клуб «пуçлăхĕ», — терĕ, астармăш хĕрарăм пек хуçкаланса.
— Вăрманне те, уй-хирне те чунтанах юратакан Микула Илюшĕ, — паллаштарчĕ иккĕмĕшĕ, манăн алă пӳрнисене пĕр-пĕрин çумне çыпçăничченех чăмăртаса. Хăй, паллах, сисмерĕ вăл çакна. Унăн чышки мана пĕр пăтлă пукан пекех туйăнчĕ. Вăл мана тем каласшăнччĕ, анчах хуралçă ăна пӳлсех:
— Мĕскер пулчĕ аннӳне, чирлесе ӳкмерĕ пулĕ те? — тесе ыйтрĕ, самаях пăшăрханса.
— Çук, çук-çке. Паянтан эпир икĕ сменăпа ĕçлетпĕр. Çавăнпа аннене килти ĕçсене тума хăвартăм. Кун каçа мĕн туса ларас килте, — терĕ вăл хуралçăна лăпкăн.
Виççĕмĕшĕ савăнăçлăн кулкаласа аллине тăссанах, уншăн илемлĕ кĕлеткеллĕ хĕрарăм:
— Ку Вырăс Ваççа, манăн усрав ывăлăм, Ленинград паттăрĕн ачи пулнă. Пирĕн пулас врач. Психолог пуласшăн тăрăшать. Ĕçлеме тытăнсан пĕрремĕш çулхи укçипех пире Ленинградпа паллаштарма илсе каятăп, тет. Хăй çуралнă хулине ман пекех пĕлет. Çак Шинер ялне ăна çулталăкри ачана илсе килчĕç. — Пурте шăпланчĕç. Амăшĕ мĕн каласса сиссе, каччă мана пĕр сасăсăр алă парса саламларĕ.
Чăн та, хĕрарăм пикенсех ун шăпи çинчен калама васкарĕ.
— Ваççа виçĕ çула кайсанах, унăн ашшĕ геройла вилнĕ хута илтĕмĕр. Хĕн куракан амăшĕ çав хуйха чăтаймарĕ. Çулталăк ытларах асаплансан, вăл та куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Амăшĕ виличченех, ача мана питĕ хăнăхнипе, пĕрле çывăраттăмăр. Хам çуратса ӳстернĕ Ваççаран, вăрçă тухиччен виçĕ кун малтан çырнă çыру хыççăн, урăх хыпар таврашĕ пулмарĕ. Упăшка Берлина иличченхи кун, майăн 8-мĕшĕнче, йывăр аманса вилнĕ тенĕ хута илтĕм. Килте икĕ Ваççа пулнăран, кăна Вырăс Ваççа тесе чĕнетпĕр ялĕпех, — терĕ хĕрарăм куçне саппун вĕçĕпе шăлкаласа. Вăл йĕнĕ самантра питне хуратут пуснă каччă именсерех:
— Пулас историк Георгий Степанов, — терĕ хуллен.
Çамрăксем хыççăн эпĕ хĕрарăм еннелле çаврăнса пуç тайрăм. Вăл, тăна кĕнĕ евĕр, аллине умри саппунĕпе васкавлăн шăлкаларĕ те:
— Эй, тур, тур, астумарăм-çке паллаштарма. Мана Пакша Марфи тесе чĕнеççĕ, — терĕ.
Эпĕ ăна лăпланма ыйтрăм:
— Ан йĕрĕр, маттур. Эсир Марфа аппа-и? Ку ывăл сире нихăçан пăрахас çук.
Антон Трофимович сăмаха урăх еннелле пăрасшăн:
— Ну, юлташсем, тен, кăштах канса илер? — хуралçă çине тинкерчĕ вăл. Лешĕ чĕнмерĕ, ман шухăша пĕлесшĕн пулчĕ. Бригадир калаçнă хушăрах аллинчи пысăк туяран кăкарнă вĕрене пуçтарма хăтланчĕ. Эпĕ унăн аллинчи вĕрене ача пекех сăнаса пăхрăм, унта темиçе утăмран шурă хăю çыхнă. Çакна бригадир асăрхаса:
— Çак шурă татăксене кашни икĕ метртан çыхнă. Вĕсем посадка ретне кăтартаççĕ. Туя çинчи пĕр метртан тунă паллă, йывăç лартмалли ретри шăтăк вырăнне пĕлтерет. Çапла иккĕн пĕрле вунă метр тăршшĕ вĕрене туртса тӳрех пилĕк ретри йывăç лартмалли вырăнсене паллă туса хăваратпăр. Çав паллăпа вара шăтăксем чаватпăр, — терĕ, мана шаларах кĕме чĕнсе.
Эпĕ, чавса хатĕрленĕ лаптăкăн варрине кĕрсен, питĕ тĕлĕнтĕм, кунта шахмат хăми çинчи пек, пур енчен пăхсан та ретсем, хĕвел пайăркисем пек, тӳп-тӳрĕ. Шăтăкĕсем çуршар метр сарлакăш, тăваткал. Вĕсем çинчен куçа илессĕм килмест.
Бригадир самаях хăпартланса кайрĕ:
— Чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ эпир çак ĕçе тăватпăр. Хăш чухне кăшт асăрхамасăр йăнăш тусан, вăрман хуçи, тиркесе, часах тӳрлеттерет-çке пире. Çавăнпа кантăк лартакансем пек асăрханса ĕçлетпĕр, — терĕ Антон Трофимович. Çамрăксем пирĕнпе пĕрлех кĕпĕрленсе утрĕç, сăмах хушса никама чăрмантармарĕç. Вĕсем, хăйсен ĕçне мухтанипе хавхаланса, сăмахсăрах пĕр-пĕрне тĕккелесе илчĕç кăна.
Лаптăка урлах пăхса тухсан, хуралçă ĕçлекенсенчен:
— Халĕ кăштах каннă хушăра наян апатне те çырткаласа ярар мар-и? — тесе ыйтрĕ.
— Шăпах вăхăт, ларар, — килĕшрĕ Антун мучи.
Марфа аппа та васкасах:
— Эпĕ шыв кайса ăсам-ха, — терĕ. Хăй калаçнă самантрах çывăхри тунката çумĕнчен çутă витрене илсе çырма еннелле утрĕ. Хыçалтан пăхсан ăна никам та çитмĕл çулалла çывхарнă хĕрарăм тесе калас çук. Унăн кĕлетки качча тухман хĕр кĕлетки пек илемлĕ. Утти çеç кăштах палăртать. Вăл та, Антун мучи пекех, чĕрĕк ĕмĕр бригадирта ĕçлет иккен. Эпĕ вăл утнине шеллесе пăхнă вăхăтра:
— Паян мана пулăшма тухрĕ вăл. Вара эпир ăна пулăшатпăр. Халĕ ун бригадинче пĕр арçын та юлмарĕ. Вăрçă тухиччен тăватă арçынччĕ унта. Шел те, мĕн тăвăн, пĕри те çаврăнса килеймерĕ вĕт, — терĕ Антон Трофимович, палăрмаллах кулянса.
Алăсене çусах апата лартăмăр. Антун мучи вĕтĕ хăваран тунă карçинккаран шăрттан кăларчĕ. Вăрман хуралçи ветчинапа хĕрлĕ помидор тата темиçе çăмарта кăларса хут çине хучĕ.
Хăй çав хушăрах клуб «хуçине» куçран тинкерчĕ:
— Сана хăвăртрах çăмарта парас пулĕ, — ларакансем пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
Лешĕ хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ.
— Ну, Тимофей Михайлович, камăн ачалăхĕ мĕнле иртнине манмастăр вĕт-ха эсир, пурне те астăватăр, ав, — терĕ, хăй те куллине чараймасăр.
Хуралçă хăй мĕншĕн кулнине мана кĕскен ăнлантарса пама тăрăшрĕ:
— Пĕрре çуркунне, мăнкун праçникĕ чухне, çакă хăйсен кӳршĕ ачипе пĕрле урамри çынсене пурне те хăнана чĕнсе çаврăннă. Чухланă-ха вăл çав кун ăна кашни килтенех хĕрлĕ çăмарта парасса. Вара çинĕ-çинĕ те, мĕн пулчĕ теттĕнччĕ-ха? — ыйтрĕ кула-кулах.
— Пулнă çав, пулнă, ача чухне пурне те тума ĕлкĕрнĕ. Çавăн чухне, анне вутă хутса ĕç пуçтарнă вăхăтра, кӳршĕсем хăнана киле пуçларĕç. Манăн анне чупкала тăрать. Хăй мунчари пек тара ӳкрĕ. Эпĕ, хĕври çăмартасене ниçта хума аптăраса, сарайĕнче мăн хырăмлă хĕрарăм пек уткалатăп. Мĕн чухлĕ çинĕ-çинĕ те, юлашкине пытарма шутларăм. Нумай çисе пăрахнипе кашни какăрнă чухне хам çăвартан чăх вити шăрши килет. Çавăнпа ĕнтĕ вуникĕ çул ытла иртрĕ çăмарта çиме пăрахни, — терĕ.
Вара Марфа аппа та чăтса тăраймарĕ:
— Ун пеккине ман Ваççа та тунă-çке. Пĕрре Йăкăнат патне тем ыйтма ятăм та — кĕт, кĕт, çук. Кантăкран та пăхатăп. Юлашкинчен курах кайрăм, килет çакă ман. Хăй аран-аран утать. Эпĕ хăранипе хирĕç чупса тухрăм.
— Мĕн пулчĕ? — ыйтатăп унран.
— Сывлама йывăр мана. Эпĕ хăнара сакăр çăмарта çирĕм, — тет хайхи. Ман пит-куç хыпса тухрĕ тейĕн.
— Ай, тур, ту-ур, Ваççа. Çынсем мĕн калаççĕ ĕнтĕ сан пирки. Умна лартнă çимĕçе пурне те çисе яраççĕ-и? — тетĕп.
— Мĕн тата, çăмартисем вĕтĕ те, çирĕм çав, — тет.
Иккĕшĕн çинчен каланипе, хăйне те черет çитессе сиссе-ши, хайхи пирĕн ушкăнра ларакан Микула Илюшĕ каялла шăва пуçларĕ. Ăна хуралçă асăрхарĕ:
— Антун бригадинчи ачасем нихçан та шывра путас çук, вутра та çунас çук. Çавăнпа Илюш, пĕчĕккĕ пулсан та, вăрçăн йывăр çулĕсенче выçă аптраман. Каласа пар-ха, Антун, вăл мĕнле кукăль çиме ларнине? — ыйтрĕ бригадиртан. Мучи каччă çине пăхрĕ.
Лешĕ именчĕклĕн кулкаларĕ:
— Унăн шăршине халĕ те манса каяймастăп. Çиме лартмасан, чăтас çукчĕ пулĕ йĕмесĕр, — терĕ шухăшлăн.
Мучи каласах терĕ пулас.
— Çав кунтан пуçласа хамăр бригадăна илтĕм унăн амăшне. Ĕçчен, сăпайлă та хастар çемье. Илюш ун чухне ултă çулта-ши, е пиллĕкри ача. Амăшĕ ăна пирĕн пата тăвар ыйтма янăччĕ. Пӳрте кĕрсенех, халăх йăлипе, «килях» терĕмĕр. Эпĕ краççын лампи тасататтăмччĕ. Анне ăна «апат çиме лар, ывăлăм», — терĕ. Ку ачамкки лармарĕ, «тавтапуç» терĕ те, урисене хускаткаласа илчĕ. Анне унран: «Кукаму мĕнле çӳрет-ха, аннӳ паян вăрмана çапă йăтма кайрĕ-и?» — тесе, ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕ.
Илюш ăна кĕскен те васкавлăн:
— Çӳрекелет-ха, анне паян кайман, — терĕ.
Анне тата унран:
— Пĕччен каяс мар терĕ-и? — тет.
— Мĕншĕнне пĕлместĕп. — Вара аннерен:
— Эсир мана мĕн терĕр-ха малтан? — тесе ыйтрĕ.
— Килях, терĕм-çке.
— Çу-ук, каярах.
— Кукаму çинчен ыйтрăм.
— Çу-ук, тата маларах.
— Аннӳ вăрмана кайнине ыйтрăм пулас.
— Çу-ук, куками, тата маларах.
— Ай тур-тур, мĕн ыйтрăм-ши? — Çавăнтах аса илет. — Апат çиме лар, терĕм-çке, — тет.
— Çапла, çапла çав, тĕрĕс, ларма чĕнтер эсир мана, — терĕ те çав çамрăк чун, йăпăр-япăр сĕтел хушшине çитсе те ларчĕ. Анне ăна:
«Ах, ачам, ача-ам! Мĕншĕн малтанах лармарăн, ман пуçа пăтрататăн» тесен:
— Ара, пĕрре çеç чĕннипе аван мар терĕм-çке, анне çапла калать, — тет. — Пĕрре шутласан кулмалла, тепре кăшкăрсах йĕрес килчĕ. Çавăнпа эпĕ, малалла халăх тутлăхлă пурăнтăр тесех, тракторист пулма шут тытрăм. Атте вăрçăран килнĕ пулсан, тен, урăх çĕре яратчĕ-ши? Вăл та тракторист, вăрçăра танкист пулса пуçне хучĕ, — терĕ Илюш, пĕрре те кулмасăр.
Çапла калаçкаланă хыççăн, ĕçлекенсене ырă сунса, эпир хуралçăпа малалла кайрăмăр.
Юнашарах, квартал хĕррипе, шултра йывăçсем курăнаççĕ. Унталла ĕмĕрхи вăрман пуçланать. Эпир çав аслă вăрманалла утрăмăр. Тимофей Михайлович, пĕр пысăк юман тĕлне çитсен, ун çине кăтартса:
— Ку юманăн йĕкелĕсем шултра та тăрăхларах, ытти юмăнсеннинчен кăшт каярах çитĕнеççĕ, — терĕ. — Ак çакăн вара, — кăтартрĕ вăл тепĕр çӳллĕ юман çине, пĕр икçĕр метр кайсан, — йĕкелĕсем питĕ йышлă, анчах вĕтĕрех. Çак икĕ юманăн йĕкелĕсене эпĕ нихăçан хутăштармастăп. Хĕлле уйрăм траншейăсенче усратăп. Кусем вăрлăхлăх юмансем. Эпир вăрман айне, çĕре чĕркелесе, йĕкел акатпăр. Çавăн чухне çак йĕкелĕсене ăрасна лаптăксене пăрахатпăр. Ашшĕ-амăшĕсем мĕнле вырăнта ӳсеççĕ, ачисене те çавăн пек çĕр çинех пăрахтаратăп. Эпир çапла калаçса утнă вăхăтра сасартăк, йывăçсене чаштăртаттарса, пирĕн ума пăши вăкăрĕ тухса тăчĕ. Илемлĕскер хăй. Вăл пире хирĕç виç-тăватă утăм турĕ те чарăнса тăчĕ. Сарлака, туратламас мăйракисем пуçĕ çинче патша корони пек лараççĕ. Хăй яп-яка тирлĕ, йăрăс пӳллĕ. Урисем çирĕп, тĕреклĕ, вăрăм. Вăл пуçне илемлĕн ывăтса илчĕ те каллех пире хирĕç виç-тăватă утăм турĕ.
— Капкăн! Капкăн! Ан хăра, кил ман пата. Халех сана сахăр, çăкăр паратăп. Ну, ну, хăвăртрах кил, чуптар кунталла! Сана кунта тивекен çук! — кăмăллăн калаçрĕ унпа Тимофей Михайлович.
Ун сăмахĕсене ăнланнă пекех, пăши пуçне илемлĕн ывăтса, пĕр тикĕс тытса пирĕн пата чупсах пырса тăчĕ. Хăйне вилĕмрен хăтарнă çыннăн аллинчен тутлă çимĕçсене илнĕ май, асăрханса, ман çине вăл чалăшшăн, шанмасăртарах пăхать. Тимофей Михайлович ăна янах айĕнчен аллипе лăпкаса, сăтăркаласа ачашларĕ. Хăй çав вăхăтрах мана пăши мăйракисем çине куçĕпе кăтартса:
— Халиччен çапла çывăхранах курман пулсан, лайăх сăнаса пăхăр, — терĕ. — Пăшин ывăс пек сарлака мăйракисем çинче тата тăватă шĕвĕр, пĕчĕк мăйракасем ӳссе ларнă. Пиллĕкмĕшĕ пуç пӳрне пек çеç.
— Пĕчĕк, шĕвĕр мăйракисем вăл миçе çултине пĕлтереççĕ, — терĕ мана хуралçă. Унтан йĕри-тавра пăхса илчĕ те:
— Ĕнер амăшĕпе пĕрлехчĕ-ха, паян темшĕн пĕчченех. Амăшĕ ăçта-ши? Тен, шалта, вăрманта? Çынсен аллине лекесрен хăратăп-çке. — Хăй çавăнтах калаçа-калаçа пăшие ал лаппипе çурăмĕнчен хуллен çапса илчĕ.
— Ну, çитĕ, каях, Капкăн. Çул çине ытлашши тухса ан çӳре. Ну, каях, кай.
Пăши вăрмана кăшт шаларах кĕчĕ те каллех чарăнса тăчĕ, пирĕн çине пăхса юлчĕ. Эпир малалла утрăмăр. Часах кăçал каснă çăка делянкине тухрăмăр. Каснă йывăçсене типтерлĕн штабеле купаланă. Хуппине сӳнĕ, вĕсем шап-шурă курăнса выртаççĕ.
— Ку вăл производствăра кирлĕ материал. Сĕтел-пукан, катка-пичке тума каять. Хăма çурма та аван. Уйрăм çынсене кил-çуртра усă курма юрăхлă. Планпа ĕнтĕ, паллах.
Унтан Тимофей Михайлович мана хăй вăрçа каяс умĕн лартнă вăрмана илсе кайса кăтартрĕ. Кунта çӳллĕ, тӳп-тӳрĕ хырсем пĕлĕтелле кармашаççĕ. Тĕллĕн-тĕллĕн, вăййа тухнă хĕрсем пек, вăрăран шăтса тухнă шурă хурăнсем курăнаççĕ. Çак этем аллипе тунă илеме курсан, такамăн та кăмăл çĕкленмелле. Тимофей Михайлович вĕсем çине хăйĕн юратнă ачисем çине пăхнă пек ăшшăн пăхкаласа савăнать. — Ну, халĕ… каврăç вăрманне кайса курар-ха…
Каврăçсене юманпа хутăш лартнă, анчах вĕсем юманĕсенчен чылай çӳллĕ çитĕннĕ. Тимофей Михайлович кăлăк чăххи пек кускалать. Ку йывăçсене хăçан лартни çинчен каласа парать, вĕсем çумне пырса тăрса, хăй çӳллĕшĕпе виçсе пăхать, ывăç тупанĕпе çапкаласах, лăпкаса илет. Вăл вĕсене лартнă уйăхне, кунне те лайăх астăвать.
— Акă çак ултă йĕркине, ыран май уявĕ тенĕ чух, кĕçнерникун лартрăмăр. Кунĕ ăшăччĕ. Эпĕ лартакансем валли йывăç калчисем илме пăрăнтăм çеç, хам çаврăнса килнĕ çĕре пĕр çын юлман. Ваттисемпе çамрăккисем те пурте киле вашлаттарнă. Эпĕ вара калчасене çĕнĕрен çĕрпе витсе хăтланиччен, лартса хăварас тесе, киле чупрăм. Аттене, арăма, ывăла илсе тухрăм. Вара хам çемьепех шăп хĕвел аниччен ĕçлерĕм. Çаксене пурне те лартса пĕтертĕмĕр çапах. Çавăнтанпа çак лаптăка «хамăр вăрман» тетпĕр. Эпĕ вăрман хуралçинче ĕçлеме пуçланăранпа çакăнта мĕнпурĕ 580 гектар вăрман ларттартăм. Тăватă çул вăрçăра çӳрерĕм. Вăрманне ăна вăрçă вăхăтĕнче те лартнă, анчах нумаях мар. Вăл вăхăтра касма анчах тăрăшнă. Пинер разъездне турттарса чĕрĕллех вакунсем çине тиенĕ, пуйăссене чуптарнă. Ун хыççăн çак лаптăка лартман пулсан, мĕн пулнă пулĕччĕ-ши кунта?
Манăн вăл каласа панисене кĕскен çырсах хурас килчĕ. Çавăнпа эпĕ кăштах канса илес терĕм. Вăл килĕшрĕ, анчах ларнă-ларманах васкавлăн:
— Эсир çырнă хушăра манăн та вăрмана виçĕ пуслăх усă тăвас-ха, — терĕ кулкаласа. Часах ларакан тенкел айĕнчен хура сăрăпа вараланса пĕтнĕ милĕкпе витре туртса кăларчĕ. Вара хыпăнсах умри хурăн тунине витрери шĕвекпе сĕрме пуçларĕ. Вăл ĕçленине курсан çырма пăрахсах:
— Халĕ мĕн тăватăр, Тимофей Михайлович? — тесе ыйтрăм.
— Килĕр-ха, килĕр. Хам мĕн ĕçленине кăтартам. Пĕлни, курни пурнăçра сире те кирлĕ пулĕ.
Эпĕ пĕр самантрах ун патне çитсе тăтăм.
— Акă, куратăр-и тĕттĕмрех сарă тĕслĕ мамăкпа витĕннĕ пĕчĕк мăкăльсене? Вĕсем ытларах хĕвел ӳкекен енче. Ăшша юратаççĕ йĕксĕксем. Лайăхрах сăнаса пăхмасан курас та çук вĕсене. Эккей, кунта ытла нумай-çке. Пĕлес килет, миçе-ши ку йывăç вулли çинче?
Часах шутлама тытăнтăмăр. Пĕрре, иккĕ, виççĕ… вуниккĕ, çирĕм пилĕк, вăтăр тăххăр… аллă иккĕ! Ах, халăха кирлĕ, юрăхлă япала пулсан… — Вăл кăшт хĕрелсе, тарăхса кайрĕ. Анчах та мана палăртасшăн пулмарĕ. Кăшт лăплансан:
— Пĕлетĕр-и, çакă вăл вăрмана сиен кӳрекен хурт — непарный шелкопряд текенни. Çаксем пурте унăн хĕл каçма хунă çăмарта йăвисем. Вăйлă ĕрченĕ çулсенче пĕр йывăç туни çинех çĕршер йăва хураççĕ. Кашни йăвинче виççĕр аллă çăмартаран пуçласа пилĕкçĕре çитет. Лĕпĕшĕ çăмартисене хунă чухне мамăкне хăй хырăмĕ çинчен пухса витсе çыпăçтарсах пырать. Çăмартисене хурса пĕтерсен, ĕмĕрĕ вĕçленет хăйĕн, вилет.
Вăл манпа калаçнă чухне хăйĕн сăран сумкинчен пĕчĕк те илемлĕ, çăмăл пуртă кăларчĕ. Вара çав хуртăн пĕр йăвине асăрханса хут çине хырса илчĕ. Юлашкинчен тӳрленсе тăчĕ.
— Ӳркенмесĕрех шутлар-и, миçе çăмарта çак йăвара?
Эпĕ хаваспах килĕшрĕм. Шутсăр тĕлĕнтĕм, унта пурĕ тăватçĕр хĕрĕх икĕ çăмарта хунă.
— Халĕ хăвăрах ăнланатăр ĕнтĕ, миçе хурт тухасса пĕтеретпĕр эпир, — терĕ вăл мана, хурт йăвисене витрери шĕвекпе пуса-пуса сĕрнĕ хушăра.
Эпĕ пикенсех çырса шутлатăп. Вăл сĕрсе пĕтерчĕ те китель кĕсйинчен хытă хут кăларчĕ. Унтан ман çине пăхса:
— Миçе? Çирĕм икĕ пин те тăхăрçĕр сакăрвун тăваттă пулчĕ-и?
— Çапла, тĕрĕс. Сирĕн çырни пур-им?
— Эпĕ пушă вăхăт пур чухне шутласа таблица турăм. Вăл ялти пухусенче халăха ăнлантарса пама кирлĕ. Мĕншĕн тесен çак хурт, çийĕнчех пĕтермесен, питĕ пысăк сиен кӳме пултарать. Хăш çулсенче, ытлашши ĕрчесе кайсан, вăрманти йывăçсене çеç мар, улмуççи сачĕсене, пахчари кавăнсене тата уй-хире те тапăнать. Çапла, вĕсене ĕрчеме парас пулмасть. Малтанах сыхă тăмалла. Пирĕн вăрманта текех асаймĕç-ха вĕсем. Кăçал эпир ку хуртсене питĕ нумай пĕтертĕмĕр: нефтевани турăмăр, йывăç калаксемпе йăвисене хырса пухрăмăр та çунтартăмăр. Тата çĕр айне мĕн чухлĕ алтса хăвартăмăр. Вĕсене пĕтерекен кайăксем валли йăвасем турăмăр. Манăн çакăнта анчах, çур гектара яхăн çеç юлчĕ-ха. Эпĕ вĕсене хамах тирпейлетĕп ĕнтĕ. Çавăнпа витре те кунтах ларать-ха, — терĕ вăл таблицине майласа кĕсйине чикнĕ хушăра.
Чăннипех калатăп, эпĕ хытă тĕлĕнтĕм çак Тимофей Михайловичран. Хам ăшăмра вĕçĕмсĕр «пур лесниксем те çапла пулас пулсан!..» тесе шутлатăп.
Вăхăт каç еннелле сулăнчĕ. Çил те вăйланчĕ. Эпир машинăсем çӳрекен çул урлă каçрăмăр. Унтан алăпа лартса çитĕнтернĕ хырлăха кĕтĕмĕр. Вĕсем пĕр тикĕс, салтаксем пекех тӳрĕ, илемлĕ йĕркесенче кашласа ӳсеççĕ.
Ура айĕнче иртнĕ çулхи хыр йĕкелĕсем шатăртатаççĕ. Çур çухрăм пек кайсан, урапа çулĕ çине тухрăмăр. Часах пирĕн умра илемлĕ хӳшĕ курăнчĕ. Унăн тăррине те сарă сăрăпа сăрланă. Йĕри-тавра хулăн хăмасенчен тунă тенкелсем, варрине сĕтел майлă тăваткалласа яка хăмасем çапнă. Пирус тĕпĕсене пăрахма ещĕкпе хăйăр лартнă.
Тимофей Михайлович пĕрремĕш хут сĕтел хушшине канма ларчĕ. Кăшт ларсанах:
— Манăн тата тепĕр лаптăк, кăçал çăка каснă вырăн пур-ха. Унта та кĕрсе тухăпăр. Çула майлă çеç, нумай утмалла мар, — терĕ.
Сасартăк пирĕнтен инçех те мар темĕскер какăлтатни илтĕнчĕ.
— Вăрман чăххисем, тĕрĕсрех, карăксем вĕсем, — ăнлантарчĕ вăрман хуралçи. — Кунта вĕсен юратнă вырăнĕ. Халь питех мар-ха. Вăт çуркунне вара уяв тăваççĕ, çатăлтатаççĕ, савăнаççĕ, ташлаççĕ!
— Тыткалатăр-и?
— Çук, çук. Эпĕ нихăçан та тытман вĕсене. Атте те, тытас тесен, яхăнне те ямасть. Алă çĕкленмест… Курасчĕ эсир вĕсене!.. Аçи кăна мĕне тăрать! Циркри пек… Каçăрăлса, хăпартланса çӳрет вара, вĕçкĕн каччă пек. Çук, нихăçан та пемен эпир вĕсене. Атте, хăй çамрăк чухне, пĕрре хуралçă тытса асаплантарнине курнă та, çавна халĕ те манаймасть. Çуркунне, вĕсем çине пăхсан, пĕтĕм вăрман чĕрĕлнĕн, уяв тунăн туйăнать. Юлашки вăхăтра самаях йышлăланчĕç вĕсем. Сыхлатпăр, никама та пертерместпĕр. Вăрçăран килсен çу каçиччен те иккĕ-виççĕ е тăваттă çеç кураттăмччĕ. Ăсансем те сахалччĕ. Халь, ав, хунаса кайрĕç.
Эпĕ хама кирлине кĕсье кĕнеки çине çырса хутăм та ура çине тăтăм.
— Ывăнмарăр-и эсир, Тимофей Михайлович, манпа çӳресе?
— Эпĕ вăрман çынни. Манăн ĕçĕ çавă — утасси. Халиччен ывăнса курман-ха. Хăш чухне кунĕпех утатăп. Ку таранччен вăй пĕтнине сисмен-ха. Аманнă ура çеç ыратма тытăнать. Вара киле çитетĕп те атта хывса пăрахатăп. Атти вăл ирхине сывлăм вăйлă ӳкнĕ чухне кăна кирлĕ. Çавăнпа хăш чухне сывлăм типсенех çăпата сырса яратăп та вĕçтеретĕп кăна! Çăпатапа утма питĕ çăмăл, ура ыратмасть. Ывăннине те пĕлместĕп. Мĕн пĕчĕкренех çăпатапа çӳреме вĕреннĕрен-ши?
Çапла эпир кунĕпех ун хуçалăхне курса çӳрерĕмĕр. Патшалăх валли хатĕрленĕ утă капанĕсене çитсе кăтартрĕ вăл мана. Капанĕсем тавра каштасем хурса çыхнă.
— Ку каштасене пăшисем капансене ватасран çыхрăм. Шăнтсан, юр çума пуçласан, янтă, хатĕр утă пур чухне, утса çӳресе тăранма ӳркенеççĕ вĕсем, тӳрех капансем патне пыраççĕ. Çапла, капан йĕри-тавра кашта хурса çыхатăп та, тĕкĕнеймеççĕ. Кашта тавра утаççĕ-утаççĕ, темĕн чухлĕ йĕр хăвараççĕ, анчах утă патне пыраймаççĕ. Вара хăйсем валли тунă утă капанĕсем патне чупаççĕ. Патшалăх утине илсе кайсан, çав каштисене пуçтарса çыхса хуратăп.
Каçхине, пилĕк сехет тĕлнелле, курас тенине курса пĕтертĕмĕр те килелле утрăмăр. Çанталăк пăсăлма хăтланчĕ, çил кашлама пуçларĕ. Çаралнă çулçăсем шăпăртатса тăкăнма тытăнчĕç. Çил вăйлансах пычĕ. Кĕçех çумăр та чашлаттарчĕ. Çиле май чалăшшăн çапса çăвать. Типсе пĕрĕннĕ ăвăс çулçисене вăл йĕпетсе, çĕр çумне саркаласах çыпăçтарать. Кĕрхи çанталăк хăйĕн ĕçне питĕ пĕлсе тăвать иккен. Çакна та эпĕ хуралçă каласа кăтартсан çеç сăнарăм. Эпир кордона çитиччен самаях йĕпентĕмĕр. Çăвăннă вăхăтра Анфис аппапа Мишша кукаç сĕтел çине темĕн тĕрлĕ апат-çимĕç лартса тултарчĕç.
Хуралçă манпа калаçнă хушăра арăмĕ çине темиçе хутчен те кăмăллăн пăхса илчĕ. Вĕсем çапла пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса хисеплени мана çав тери килĕшрĕ.
Эпĕ хам ăшăмра вĕсенчен тĕлĕннипе: «Сирĕн ĕçсем ăнса пырасси мăшăрăртан та нумай килессĕн туйăнать мана, Тимофей Михайлович, çаплах-и?» — тесе ыйтрăм.
Эпир çапла пĕр çемьери çынсем пек шăкăл-шăкăл калаçса апат çирĕмĕр. Çула тухиччен Анфис аппана икĕ-виçĕ ыйту патăм. Манăн вăл хăçантанпа вăрмана юратнине, унăн чĕринчи пĕтĕм шухăш-кăмăлне пĕлсе çырас килчĕ.
— Ача чухне вăрмана кайса çырла, кĕркуннерехпе кăмпа, мăйăр, пилеш, палан татма питĕ юрататтăм, — пуçларĕ вăл сăмахне. — Анчах пĕччен çӳреме хăраттăм. Тимафипе пĕрлешсен, пачах улшăнтăм. Пĕрремĕш çул, аттепе иккĕшĕ те ĕçе тухса кайсан, кордона пĕчченех юлаттăм. Ларма-тăма вырăн тупаймастăмччĕ. Хуллен хăнăхрăм. Халĕ ĕнтĕ çывăхри яла ĕçпе кайсан та каялла килнĕ чух вăрмана кĕрсенех киле çитнĕн туйăнать. Çул çинче хам юратакан йывăçсемпе калаçкаласа утатăп. Чăннипех халĕ вăрмансăр пурăнма йывăр мана, ăна ача пекех юрататăп. Çуллахи кунсенче çырла-кăмпа пуçтарма пĕчченех кайса килетĕп. Эпĕ, вырăнсене лайăх пĕлнĕрен, нумай çӳреместĕп. Ачасем пур чухне те килте пулмаççĕ, ашшĕне пулăшма каяççĕ…
Аса илнĕ чух пĕр тĕлĕнмелли ĕç çинчен каласа парам сире. Иртнĕ çул эпĕ уй хĕрринчи квартала кăмпа татма кайрăм. Пыратăп васкавлăн хурăнлăхри прачакпа… Ай, тур-тур! Тĕлĕннипе утма чарăнса пĕççе шартах! çапрăм. Хайхи эпĕ пыракан прачак урлă хуп-хура кăткăсем йăшăлтатса каçаççĕ. Тинкерсех пăхрăм та шутсăр хĕрхентĕм. Эй, шереметсем! Хăйсен йăвинчи япаласене йăтаççĕ иккен. Мĕн тери асапланаççĕ-ĕ! Хăйсенчен икĕ-виçĕ хут пысăкрах татăксене мĕнле тăрмашса сĕтĕреççĕ. Татах пысăкраххисене вара бурлаксем пек пĕрле тăрса питĕ асаплăн шутараççĕ. Эпĕ вĕсен мĕнле инкек пулнине тӳрех тавçăрса илтĕм. Кунашкал ирсĕр ĕçе вăрман вăрлакансем хăтланаççĕ. Çавăнпа кăткăсен çулĕпе малалла утрăм та… ах, тарăхса кайрăм çа-ав, унта клеймо çапнă тăрăсăр юмансене виççе касса кайнă. Вара тункатисене çĕр çуммипех тепĕр хут касса илнĕ те кăткă йăвипе витсе хăварнă. Лешсем вара хăйсен йăвине малтанхи вырăна асаплăн куçараççĕ. Эпĕ чăтаймасăр уй хĕррине чупса тухрăм. Йĕри-тавралăха сăнаса пăхрăм та инçех те мар кĕрхи ыраш акакансене куртăм. Вĕсем патнелле чупрăм. Çырма хĕррине çитеспе виçĕ пĕрене выртнине курах кайрăм. Акă камсен ĕçĕ ку тесе шутлатăп.
Вăрлакансене ĕç пĕтерсе кайиччен çитсе тытрăмăрах. Пирĕн мар, текелерĕç те, суясси пулмарĕ çав. Йăва йăтаканнин аллине кăткисем аванах çыртса пĕтернĕ. Унăн аллисем, хĕрлĕ шатра тухнă пек, кăштах тăртаннă. Вара суяймарĕç, тĕрĕсне каларĕç. Ватăраххи Тимафине:
— Эпир клеймо çапнине хăрнăран каснă вĕт, мĕн пăшăрханатăн. Çитменнине, тункатисене витсе хăвартăмăр, — тет.
Эпĕ тарăхнипе Тимафи сăмах хушиччен:
— Кăткăсем пирĕн пек катăк ăспа шухăшламаççĕ. Хайсен кил-çуртне никама аркаттармаççĕ. Ăна çĕмĕрсен те часах юсаççĕ. Халĕ эпир унта утса çитнĕ çĕре хăйсен йăвине каялла куçарса пĕтереççĕ те пулĕ. Ухмах мар вĕт вĕсем чĕрĕ тунката çине куçарнă йăвара хĕл каçма, — терĕм чăтаймасăр. Вара пĕр самант чĕнмесĕр ларчĕç. Тимафи вĕсене:
— Пĕлетĕр-и, юлташсем? Йывăçа клеймо çапнă чухне хулăнăшне виçсе шута илеççĕ. Унтан мĕн чухлĕ вутă тухасса таблицăпа шутласан, çитес çул билет çыраççĕ. Эсир çапла вăрттăн касса турттарсан манăн вара вуттине ăçтан тупса памалла? Халĕ çакна ăнлантăр-и? — терĕ.
Мĕн тăвас, суйма çук, вара акт çыртăмăр.
— Эй-ай-ай, вăрман ĕçĕнче тĕрĕс те лайăх ĕçлес тесен, ĕçĕ пайтах, нихăçан пĕтес çук. Манăн та хĕллехи кĕске кунсенче çеç çулĕ кĕскелет. Ун чухне ир пуçласа каçчен пахчари утă капанĕ патне, унтан кордон хыçĕнчи пусă умне вуншар хут утса кун иртет. Çав вăхăтрах пӳрте ăшăтса апат-çимĕç пĕçерсе хатĕрлемелле. Выльăх-чĕрлĕхне усрамасан ĕçĕ сахалланать-ха, анчах эпир апла пурăнма юратмастпăр. Ĕçсĕр хамăн ларас килмест. Пирĕн пек вăрман çыннисем те выльăх усрама ӳркенсен вара… Эпир ĕçрен нихăçан хăраман, вăл çынна пăсмасть, усă кӳрет кăна.
Çапла, хĕлле вăхăт хăй майлă иртет манăн. Арçынсем ĕçе, ачасем шкула кайсан, пĕчченех кун каçатăп. Утă йăтма тухсан, час-часах пахча çумĕнчи сип-симĕс хыр-чăрăшсем çине пĕрер самант куç илеймесĕр савăнса пăхатăп. Çил вăйлансан, вĕсем кашлама тытăнсан, эпĕ те сасăпах калаçатăп çав йывăçсемпе.
Раштав уйăхне кĕрсенех, юр тарăнланнипе, вăрманти çулсем те сайраланаççĕ. Вара çав çулсем вырăнне Тимафипе Улайкка йĕрĕсем çеç ансăррăн курăнса выртаççĕ. Каç енне кайсан, çав йĕрсемпе вĕсем килелле утнине кĕтме пуçлатăп. Çапла кун каçиччен те кичемлĕхе туймастăп. Мĕншĕн тесен халăх пирĕн кордон умĕнчен иртекен мăн çулпа çӳрет. Хам ĕçпе кăштăртатнă хушăрах çав çулпала камсем мĕнле йывăç турттарнине тимлĕн асăрхатăп. Хăш чухне çыннисем хăйсене шанчăксăртарах тыткаланине курах вĕсен машинисемпе тракторĕсен номерĕсене тата хăш вăхăтра мĕн тиесе тухнине çырсах хуратăп. Тимафи обходĕнчен мар пулсан та, юнашар лесничествăри хуралçăсен çухалма пултарать. Ĕçлекенсем хут çыртарса турттарнă вăхăтра вăрлакансем те тупăнаççĕ. Çавăнпа асăрхани питĕ кирлĕ. Пур хуралçăсен те пĕр-пĕрне пулăшмалла-çке.
Çуркунне, юр кайсан, ĕçĕ татах хутшăнать. Пĕтĕм каснă вăрман лаптăкĕсене йывăç калчисем лартмалла, Ку ĕçе шутсăр вăхăтра туса юлмалла. Çав ĕçе тума çын çитмен чухне эпĕ те килти ĕçе пăрахсах хутшăнатăп. Вара калчасем ӳстерекен пахчана кайса, лесничествăран панă хутпа, миçемĕш кварталта мĕнле калча тата мĕн чухлĕ кирлине шутлатăп. Унтан çав калчасене лавсем çине тĕрĕс те типтерлĕн тиесе яма пулăшатăп. Çав ĕçе вĕçлесе кăштах сывлăш çавăрсанах патшалăх валли утă çулмалла. Ун чухне ĕçĕ татах хутшăнать пулсан та, маншăн çав кунсем пысăк праçник пекех туйăнаççĕ. Çавăнпа чунтанах кĕтетĕп çав ĕç пуçланасса. Унччен пилĕк-ултă кун маларах сăра туса хатĕрлетĕп. Хăмли вăрманта туллиех. Сăрана вĕретсех тусан, питĕ лайăх, шăм-шака хытармасть. Тимафи обходне пĕтĕм халăх хаваспах килет. Эпир ялан çынна хавас. Çавăнпа ĕçне те вăхăтра, типтерлĕ тăватпăр, патшалăх уттине яланах чи малтан пуçтарса кĕртетпĕр. Унăн пахалăхне нихçан çухатман. Çулса пăрахнă курăка типĕтнĕ чухне кашни сехетрех тӳпери пĕчĕк пĕлĕт таткине те асăрхасах тăратăп. Çак ĕçе те чунтанах юратса хутшăнатăп. Ун чухне вăрманта хĕрарăмсем питĕ нумай, хавас. Çитменнине вĕсем пурте шап-шурă катан пиртен çĕлесе чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ кĕпе тăхăнаççĕ. Унпала ĕçлеме шутсăр меллĕ. Вăрманти шăрăхра та кĕлетке ытлашши тарламасть, сывлама уçă. Кăшт ывăнсан, пысăк уçланкăри купасем çумне канма ларатăн та, мĕн тери ырă шăршă чуна çĕклентерет. Пирĕн тавралăх пин-пин тĕрлĕ ырă шăршăпа тулать. Тепĕр чухне çав уçланкăсенчи вăрлăх пухма хăварнă сарлака та лаштра юман мĕлкисем айĕнче канатпăр. Унта вара кĕске вăхăтрах ывăнни таçта кĕрсе каять. Эй, чунтанах юрататăп çав вăхăтра вăрманта ĕçлеме, — терĕ вăл чăннипех çавăнса.
— Ĕçне лайăх, тĕплĕн туса пуçтарсан такам та хавас. Хамăра пурăнма та ырă, кăмăллă, — кинĕн шухăш-кăмăлне çирĕплетрĕ мучи.
Эпир çула тухма хатĕрленнĕ вăхăтра çумăр лăпланма пуçларĕ. Тимофей Михайлович мана хăйĕн юратнă симĕс плащне тăхăнтарчĕ. Хăй кивĕреххине пĕркенчĕ. Эпир кайма тухнине курсанах Улайкка апатне çисе ямасăрах пирĕнпе урама чупса тухрĕ. Вĕсем мана Шинер ялне çитиех ăсатса ячĕç. Тимофей Михайловичпа эпир ăшшăн уйрăлтăмăр… Ун чухне эпĕ ăна юлашки хут куратăп тесе шутлама та пултарайман. Унтанпа вунă кун çитрĕ ĕнтĕ, мана вăл ĕнерхи кун пек туйăнать. Вĕсен çемйин сăнарĕ ĕмĕрлĕхех куç умĕнчен каяс çук.
Кĕçех хаçатра манăн вăрманта ĕçлекенсен кунĕ ячĕпе çырнă очерк çапăнса тухрĕ. Эпĕ ăна тепĕр хут вуларăм, каллех Тимофей Михайлович ĕçленĕ лесничествăри ĕçсемпе паллашнине, унта ĕçлекенсемпе нумайăшĕпе калаçнине аса илтĕм.
Хам нумаях пулмасть паллашнă хастар хуралçăна вĕлерекенсене суд тăвасси çинчен илтсен, эпĕ унта кайма шутларăм. Çĕрĕпех йĕркеллĕ çывăраймарăм. Вăл мана: «Манăн ыран лесничествăна пухăва каймалла-ха, çавăнпа паянах пур çĕре те çитсе курар, манăн вунпилĕк квартал çеç! 1448 гектар», — тенĕччĕ. Юлашки обход пулчĕ иккен унăн çавăн чухне.
Тепĕр кунне ирхине, вунă сехет çитеспе, эпĕ район центрне тухса утрăм. Кунĕ паян уяр. Çуллахи пек, хĕвел те пăхма хăтланать. Анчах ăшши хевтесĕртерех ĕнтĕ унăн. Çапла, кунĕ аптрамасть, анчах хам çитмелли çурта аса илсен, çан-çурăм сăрлатса, çӳçенсе каять. Паян темшĕн, хам та ăнланмастăп, чĕрере канлĕ мар.
Эпĕ пынă чухне суд залĕнче халăх самаях пуçтарăннăччĕ. Çынсем, лару пуçланасса кĕтсе, мăкăр-мăкăр калаçса лараççĕ. Чылайăшĕ пусăрăнчăк кăмăллă. Сылтăм енчи стена çумĕнче, чӳрече патĕнче, вĕтĕ симĕс чечеклĕ хура тутăр çыхнă хĕрарăм ларать. Куçĕсем унăн, макăрнипе пулас, хĕрелсе-шыçăнса кайнă. «Айăпланакансен хăшин те пулин амăшĕ е Тимофей Михайловичсен тăванĕ-ши ку?» — шухăшларăм эпĕ. Çине авалхи хура сăхман тăхăннă. Çак хура сăхманпа хура тутăр унăн шурса кайнă сăн-питне пушшех шурăрах кăтартаççĕ. Питĕнче, çамки çинче унăн тарăн йĕрсем палăраççĕ. Вăл питĕ пăшăрханчăк, хумханчăк сăнлă. Алăкран çын кĕмессерен ура çине сиксе тăрать. Кĕнĕ çын çине тинкерсе пăхать. Такама хытă кĕтни палăрать.
Эпĕ ăна сăнаса тăнă вăхăтра такам мана алăран тытрĕ. Çаврăнса пăхрăм та, вăрман хуçалăхĕнчи Алексеев инспектор иккен.
— Эсир те килтĕр-и? — ыйтрĕ вăл манран.
— Чăтаймарăм. Пĕлес, курас килчĕ çав тискер çынсене…
Алексеевпа юнашарах Иван Тимофеевич Шурбин лесничий ларать.
Суд пуçланиччен каллех сăмах-юмах Тимофей Михайлович çине куçрĕ.
— Мĕнле тĕрĕс, таса чунлă хуралçăччĕ. Вăрманта ĕçлекен çынсен укçине те вăхăтра тӳлеттересшĕн хыпăнатчĕ. Питĕ кăмăллă, ĕçчен çынччĕ вăл, — терĕ лесничий.
— Çавăнпа, вăрмана юратма, хаклама пĕлнипе, чунтан тăрăшса тăватчĕ хăйĕн ĕçне, — килĕшрĕ унпа инспектор.
Часах халăх сучĕн секретарĕ тухса суда килнисене кам пуррипе çуккине тĕрĕслерĕ. Чĕннĕ çынсем пурте пуçтарăннă иккен. Çав самантрах Тимофей Михайловича паллакан çынсем пур ялсенчен те ушкăнĕ-ушкăнĕпе çитрĕç. Çапла кĕске вăхăтра залра, урамра пасарти пекех халăх пуçтарăнчĕ. Вунă сехет çитсен, виçĕ милиционерпала вăтам пӳллĕ, сарлака та çирĕп кĕлеткеллĕ çынна тата çӳллĕ, яштака, хура сăнлă çамрăка илсе кĕчĕç. Вĕсене курсан, хайхи хĕрелнĕ куçлă хĕрарăм кăшкăрса ячĕ. «Петĕр амăшĕ ку», — пăшăлтатрĕç ман хыçра ларакансем. «Вĕлерекенсенчен пĕрин амăшĕ иккен», — тавçăрса илтĕм эпĕ. Тĕреклĕрех çамрăкĕ Петĕр ятлă-мĕн. Хайхи хура тумтирлĕ хĕрарăм, çынсене аллисемпе сиркелесе, ывăлĕ патне пырасшăн пулчĕ, анчах милиционерсем ăна çывăха ямарĕç.
Петĕр текенни хăйне сăмах паричченех е çĕрелле, е пĕрле илсе килнĕ çамрăк çине пăхса ларчĕ. Сăнĕнче унăн хăрани-туни сисĕнсех каймарĕ. Тепри пачах урăхла, йăлтах çухалса кайнă сăнлă. Вăл çынсем çине хăраса, шикленсе, хăюсăррăн пăхать. Залра ларакансем чылайăшĕ вĕсене паллаççĕ.
— Тăрăр! Суд килет! — терĕ халăх сучĕн секретарĕ, 30-35 çулалла çитнĕ хĕрарăм.
Зала Илья Иванович Семенов судья, икĕ заседатель, адвокат кĕчĕç, сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕç. Залри çынсем шăпланчĕç. Хăш-пĕрисем çеç хускалса илчĕç, ӳсĕркеленисем илтĕнчĕç.
— Ну-с, пуçлатпăр, — терĕ судья, папкине хăй умне хурса. Унтан вăл ăна уçрĕ те çиелти листисене алла илчĕ.
— Паян эпир вăрман хуçалăхĕн 1-мĕш лесничествинчи 8-мĕш обходри Михайлов Тимофей Михайлович леснике вĕлернĕ пирки ĕç пăхса тухатпăр. Айăпланакан Иванов, ят, хушамат, аçу ячĕ?
— Иванов Петр Иванович, — терĕ Петĕр кĕскен.
— Хăçан, ăçта çуралнă?
— Элĕк районĕнче, Хыркасси ялĕнче, 1933 çулта.
— Юлашки вăхăтра кам пулса, ăçта ĕçленĕ?
Петĕр калас темен çĕртен каланă пек ответлерĕ. Судья çавăн пекех тепĕр айăпланаканнине те çав ыйтусенех пачĕ. Вăл — Алексеев Григорий Алексеевич; 1936 çулта Вăтакас Хурамал ялĕнче çуралнă. Вăрман хуçалăхĕнчи рабочи. Халиччен судпа айăпланман. Ивановĕ вара икĕ хут та тĕрмере ларса тухнă.
Зала прокурор пырса кĕчĕ. Каярах юлнишĕн каçару ыйтрĕ. Унтан судья кĕскен ĕç мĕнле пулнине вуласа пачĕ, следстви докуменчĕсемпе паллаштарчĕ.
1961-мĕш çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче 8-мĕш обходра Иванов Петр Ивановичпа Алексеев Григорий Алексеевич, çак обходра вăрман каснă çĕрте ĕçлекенскерсем, штабельтен касса хатĕрленĕ пĕренесене тиесе кайма тытăннă. Вĕсене Михайлов Тимофей Михайлович тытса чарнă. Ивановпа Алексеев, ӳсĕрскерсем, ăна рычакпа пуçран çапнă, унтан йывăр суранланнă леснике пуртă çивĕчĕшĕпе пуçран каснă, тискеррĕн вĕлернĕ. Ивановпа Алексеев вара, хăйсене айăпласран хăраса, лесник виллине çырмана, тăпра айне пытарнă, çулçăсемпе витсе хăварнă, — терĕ судья. — Михайлов виллине виççĕмĕш кун тин йытăпа шыраса тупнă. Айăпланакан Алексеев хăй айăпне йышăннă. Иванов вара ку ĕçе хăй хутшăнман тет. Айăпланакан Иванов, ĕç çапла пулнă-и?
— Çук, апла мар, — тавăрчĕ Петĕр текенни.
— Мĕнле апла мар? Леснике вĕлернĕ, ăна эсир пытарнă… Айăпа йышăнатăр-и?
— Вообщем… ĕçĕ çаплах пулнă пуль… Анчах эпĕ вĕлермен, айăпа йышăнмастăп!
— Айăпланакан Алексеев, эсир айăпа йышăнатăр-и?
Кĕркури текенни шурса кайнă, чирлĕ çын сăнлă. Хумханнипе аллисем те чĕтреççĕ унăн.
— Мĕн? Эпĕ-и? — терĕ вăл çухалса кайса. — Э-э… айăплă… Пĕтĕмпех мар… Эп… вĕлермен Тимафи пиччене… Тата… эп ĕçместĕп. Халиччен те ĕçмен… Ун чух та ӳсĕр пулман…
Прокурор сĕтеле пӳрнисемпе тăкăртаттарса илчĕ. Вăл хăйне сăмах пама ыйтрĕ.
— Юлташсем! Паян эпир çак икĕ çамрăка вĕсем ĕçпе чапа тухнă çынна, ĕç ветеранне, патшалăх вăрманне тата халăх пурлăхне тӳрĕ кăмăлпа сыхланă вăрман хуралçине Михайлов Тимофей Михайловича тискеррĕн вĕлернĕшĕн суд умне тăратрăмăр. Çак икĕ çамрăк, вăйпитти çынсем, нимĕн ĕçлемесĕр, çын вăйĕпе, пурлăхĕпе укçа туса, ĕçсе-çисе пурăнасшăн пулнă. Анчах вĕсене хуралçă çакна тума паман. Хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр халăх пурлăхне упраса хăварма тăрăшнă, вăрăсене тӳрĕ çул çине тăма ӳкĕтленĕ. Илнĕ пĕренесене каялла вырăнне кайса хума хушнă. Анчах çак услапсем вăл каланине хăлхана чикмен. Вĕсем леснике çапса пăрахнă, çын сăн-сăпатне çухатнăскерсем, тискерленсе кайса, ăна пуртăпа касса вĕлернĕ. Ним айăпсăр, тӳрĕ кăмăллă çынна мĕнле чунлă çын çапла тума пултартăр!..
Залри халăх прокурор каланине тимлĕн итлерĕ.
— Эпĕ айăплисене закон тăрăх хытă ответ тыттарма ыйтатăп, — терĕ юлашкинчен прокурор.
Ун хыççăн хăлăх заседателĕсенчен пĕри, Максимов, чылай çулланнăскер, сăмах илчĕ.
— Ивановĕ пирки каламăп, вăл пĕрремĕш хут мар суд умне тăрать. Эп Кĕркури пирки каласшăн. Ман куç умĕнче ӳсрĕ вăл. Мĕн пĕчĕкрен тертпе нуша курнă. Такам патĕнче те пурăнчĕ, такам ĕçне те ĕçлерĕ, анчах никам, нихçан ун çинчен усал каланине илтмен. Çынсемпе çапăçнине мар, ятлаçнине курман. Çавăнпа çакна ăнланма пултараймастăп эпĕ: пĕтĕм халăх хисеплекен тӳрĕ кăмăллă çынна вĕлерме мĕнле аллусем çĕкленчĕç санăн, Кĕркури? Эсир ун патĕнче кашни çулах вăрман ĕçлесе, ун патĕнчех ĕçсе-çисе пурăннă. Çавна та мантăн-и? Кала, Кĕркури, тĕрĕссине кала, аллу мĕнле çĕкленчĕ çав çын çине?
Кĕркури пушшех шурса кайрĕ. Пуçне аялтан та аяларах чикрĕ.
— Калатăп, пĕтĕмпех тĕрĕссине калатăп, — терĕ вăл куççуль витĕр. Çав самантрах хăй ĕнер адвоката йĕркипех каланине аса илчĕ те ун çине пăхрĕ.
Çакна илтсен, Петĕр сасартăк Кĕркури енне çаврăнса, хурчка пек сиввĕн ун çине пăхса илчĕ, тем каласшăн пулчĕ. Анчах судья ăна чарчĕ: Эсир, Иванов, чипер ларăр, ан чăрмантарăр. Сире сăмах паман халь! Хăвăрăн каламалли пулсан, кайран сире сăмах парăпăр.
Петĕр пĕрре судья çине, тепре Кĕркури çине пăхса илчĕ, шăлĕсене шатăрт çыртса лартрĕ, пичĕсем унăн туртăна-туртăна илчĕç.
— Ку ĕç сентябрĕн 9-мĕшĕнче, каçхине 5 сехет тĕлнелле пулса иртрĕ, — терĕ Кĕркури, Петĕр çине пăхмасăр. — Эпĕ, хĕрарăмсем ыйтнипе, хамăр ĕçленĕ делянкăра пĕрене штабелĕсем мĕнле ларнине курма тата Тимофей Михайловичпа вĕсене хăçан турттарасси пирки калаçса татăлма тесе, ун патне тухса кайрăм. Вăл вăхăтра колхозра лашасем ерçме пуçланăччĕ. Çавăнпа пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсем, çынна тара тытса ĕçлеттерекенсем, мана çапла каларĕç:
— Эсĕ арçын. Лаша ыйтиччен малтан вăрмана вутăпа пĕренесем мĕнле выртнине кайса пăх-ха, хуралçă хăçан пыма калать, çавна пĕлсе кил-ха, — терĕç. Тимафи пичче килĕнче çукчĕ, арăмĕ çеç. Анфис аппа лесничествăна телефонпа шăнкăравласа пăхрĕ. Вара упăшки часах çитессе пĕлтерчĕ. — Вăл кĕçех килет, унччен кĕт, — терĕ. — Унтан мана апат ларса çиме сĕнчĕ. Упăшки килессе кĕтнĕ май, тем яшки пĕçернĕ, ăшаланă вăл, тутлă апат шăрши урамах тухнăччĕ. Эпĕ апата ларма килĕшмерĕм, тин кăна çинĕ, терĕм. Апата чĕннĕшĕн Анфис аппана тав турăм. Шутларăм та, кунĕпе ĕçре, вăрманта, лесничествăра çӳресе ывăннă Тимафи пиччене мĕншĕн тепĕр хут вăрмана уттарас? Йывăçсене каç пуличчен хамах пăхса килетĕп», — терĕм.
— Анфис аппа, эпĕ хамах кайса пăхатăп. Чиперех лараççĕ пулсан, ыран турттарма килĕпĕр. Енчен çук пулсан вара…
— Эй, апла пулас çук! Тимафи пурте йĕркеллех, вырăнĕнчех тесе каç анчах каларĕ. Вăл йывăçсене çын пырса тĕкĕнсен вара çĕрĕпех çывăраймасть, юлташ-хуралçисене те çывăрма памасть. Кам, ăçтан, хăш çулпа, мĕн вăхăтра тухнине кам та пулин курнă-ши тесе, çĕрĕпех шăнкăравласа ыйтать. Юлашкинчен вара тухса чупать. Вăрлаканĕ çывăрса тăриччен е пытарма ĕлкĕриччен вăл çав яла çитсе ларать. Уншăн пулсан, кунпа çĕрĕн уйрăмлăхĕ çук. Йытти мĕнле ывăнса килет вара… Ĕнер вĕсем кунĕпех вăрманта çӳрерĕç. Пирĕн пата вĕсен ĕçĕпе паллашма район хаçат редакцийĕнчен çын килнĕччĕ, унпа пĕрле пулчĕç. Пурте йĕркеллех пулма кирлĕ, — терĕ Анфис аппа мана лăплантарса.
Эпĕ çапах, пĕр килнĕскер, хамăр ĕçленĕ вырăна çитсех курам терĕм. Кордонран тухсан, Шĕнерти Ануксем ĕçленĕ вырăна çитрĕм. Вĕсем хăйсен йывăçне турттарса пĕтернĕпе пĕрех, ултă пĕрене кăна юлнă. Çав пĕренесем выртнă вырăнтан пирĕн штабельсен еннелле халь кăна кĕнĕ урапа йĕррине куртăм. Вара васкасах хамăр купасем патнелле чупрăм. Пăхатăп — унта йывăç тиенĕ лав тăрать, çынни çук. Пирĕн пĕренесен купине пушар чухнехи пек аркатса, сапаласа тăкнă. Кĕç ман ума Петĕр çитсе тăчĕ.
— Юрать-ха эсĕ килсе çитрĕн. Пĕччен тиеме йывăр пулнăран сирĕн купасем çинче çинçерех, вакă тума юрăхлă йывăç тупайăп-и тесе, çула май лашана кунта килсе тăратрăм. Вакăпа çавăрса çыхса хытармасан, ку пĕренесене çакнашкал çулпала киле чипер илсе çитерес çук. Киле илсе çитерсен те, пушатма кирлĕ, — терĕ.
Эпĕ лав çинчи пĕренесене пăхкаларăм, анчах уйăрса илеймерĕм, такам пĕренисем. Ытти йывăçсем пекех тăршшĕ те, хулăнăшĕ те пĕрешкел. Çапла, ĕçе типтерлĕ, тĕплĕ тунине юрататчĕ Тимафи пичче.
Кĕркури текех нимĕн те калаймарĕ. Ăна ларма хушрĕç. Унăн куçĕ умĕнче хăй çăкасене касса тирпейленĕ чухне Тимофей Михайлович вĕсене сыпă тăршшĕне пĕр пек тума хушнăччĕ. Мунчалисем пĕр тăршшĕ пулмалла-çке. Вĕсен хупписене сӳсе пĕвере хутатчĕç. Делянкăри ĕçе пĕтерсен, каснă вырăна тасатса, кăмпаллă туратсене çунтараççĕ. Юлашкинчен, пĕренесемпе вуттисене шута илсен, çынсем, лесничествăран хут çыртарса илсе, укçа тӳлесе, çав йывăçсене киле турттарма тытăнаççĕ. «Çапла турăмăр эпир те», — шухăшларĕ вăл. Унтан пĕрле ĕçленисене аса илчĕ Кĕркури. Вĕсемпе пĕрле вăрманта Шинер ялĕнчи çамрăк, кĕрнеклĕ хĕрарăм Анук тата тепĕр каччă ĕçлерĕç. Петĕр вара вĕсем ĕçленĕ вырăна кашни кунах пыратчĕ. Паллах, вĕсем вăрман каснине курма е пулăшма марччĕ ĕнтĕ. Анук тавра явăнса çӳретчĕ вăл. Тимофей Михайлович Петĕре шутсăр килĕштерместчĕ. «Калас! Каласах пулать кун çинчен», — шухăшларĕ Кĕркури.
Пĕррехинче, каçалапа, Петĕр Анука илме пырсан, Тимафи пичче çамрăк хĕрарăма хытах тĕртсе каларĕ:
— Акă килет сулланса сан «чиперкке». Мĕн туса кун каçать-ши? Вăрăм кун хушшинче çакăнта тухса ĕçлесе пулăшмалла мар-и çав «ăратлă вăкăрăн»? Кунĕн-çĕрĕн Шинер лавкки умĕнче эрех сыхласа ларать. Ăçтан тупан эс, Анна, ун валли укçа? Мĕн туса пурăнатăн çав усалпа?
— Ара, халĕ çĕнĕ çын-ха вăл… Кунта хампа пĕрле ĕçлеме чĕнтĕм-ха, документсем туса пĕтермен, вĕсем пирки çӳрес пулать. Эй-й, тепĕр тесен, ĕçĕ вăл тармасть-çке, ĕçлĕ-ха, ĕçлĕ. Ĕçлемесен… куç курать унта малашне, — терĕ Анук Тимофей Михайловича.
— Мана пĕрре те килĕшмест çапла ĕçрен пăрăнса çӳрекен арçын. Кунта вăхăтлăха тухса ĕçлеме пысăк документсемех ыйтмастпăр. Ĕçлес килмест унăн! — тавăрчĕ Тимафи пичче.
Çав вăхăтра пирĕн пата Петĕр пырса тăчĕ. Те илтрĕ, те илтмерĕ вăл Тимафи пичче каланине. Тен, илтсен те çынсен умĕнче шарламарĕ, илтмĕш пулчĕ пулĕ. Анчах Тимофей Михайлович хытах, вăл илтмеллех каларĕ ун чухне. Хайхи Петĕре çапла вăрманта вутă лавĕпе тĕл пулсан, эпĕ унран:
— Пирĕн купасене кам çапла салатса тăкнă-ши? Эсĕ пĕлместĕн-и, курман-и? — тесе ыйтрăм. — Хальтерех кăна тиенĕ. Пĕренисем çинче пĕр-пĕринпе çыпçăнса тăнă йĕррисем те çаплипех. Кам хăтланнă-ши?
— Курман. Пĕлместĕп. Эпĕ килне чухнех çапла сапаланса выртатчĕç, — терĕ Петĕр ман çине пăхмасăрах. Вăл хыттăн какăрса илчĕ. Ун çăварĕнчен йӳçек шăршă кӳ-ӳ килчĕ. Самаях сыпнăскерĕн, сăмси кишĕр пекех хĕп-хĕрлĕччĕ. Эпĕ алă султăм та хуралçă кордонĕ еннелле чупрăм. Сасартăк эпĕ Тимофей Михайлович сассине илтрĕм…
Кĕркури йывăррăн сывласа илчĕ те татах малалла калама пуçларĕ.
— Тимофей Михайлович «хоп-хоп-хоп!» тесе виçĕ хут кăшкăрчĕ. Унăн йытти çапла кăшкăрсанах ун патне чупса çитетчĕ. Эпĕ ăна-кăна шутламарăм. Вăл, çулпала пынă чухне мана курса, хăйне кĕтсе илме чĕнет пулĕ, терĕм. Чарăнса тăтăм. Вăл килмелли çул квартал просекĕпе юнашар пекех. Кĕтрĕм, кĕтрĕм — курăнмарĕ. Эпĕ каялла çаврăнса çул çине тухрăм, каллех вăл килессе кĕтсе тăратăп. Унтан тепĕр хут ун сассине илтрĕм. Эпĕ тĕлĕнтĕм: мĕнле вăл мана инçетренех асăрханă, хам курмастăп-çке, тетĕп. Çапла пилĕк-ултă минут тăтăм пулĕ, никам килнине курмарăм. Сасартăк виççĕмĕш хут Тимафи пичче тарăхса калаçнине илтрĕм. Ун сассине çил эпĕ тин çеç килнĕ енчен илсе килчĕ. Вăл мĕн каланине эпĕ уçăмлăнах уйăрса илтĕм.
— Эх, Петĕр, Петĕр! Мĕнле тăранман çын эсĕ! Мĕншĕн çын япалине илетĕн? Пĕлетĕп вĕт-ха эпĕ, витĕрех куратăп кам мĕн хăтланнине! Ирхине лесничествăна пухăва кайнă чухне, яла бригадир патне кĕрсе, паян камсене вăрман турттарма лаша панине ыйтса пĕлтĕм. Эсĕ лаша илнине пĕлсен, пăшăрханса ӳкрĕм. Пухура лăпкăн лараймарăм. Вăл хупăнсанах лесничествăран чи малтан тухрăм. Киле кĕмесĕрех, тӳрех кунта чупса килтĕм. Пĕлетĕп: эсĕ нихăçан та хăвăннипе çеç çырлахас çук. Аллу кукăр санăн, Петĕр. Ĕçлеме юратмастăн. Кур-ха ăна, янттине тиесе хунă. Купине тата епле аркатса тăкнă! Ирхине çеç килсе пăхрăм. Чиперех ларатчĕç. Ăçта сан намăс?
Эпĕ каялла çаврăнса мĕнпур вăйран Тимафи пичче сасси илтĕннĕ еннелле чупрăм. Халĕ эпĕ Петĕр пирĕн пĕренесене тиенине ăнланса илтĕм. Тимафи пичче çаплах ăна тем-тем каласа намăслантарчĕ. Анчах чупнă хушăра хамăн ура сассипе тата çулçăсем чăштăртатнипе сăмахĕсене уйăрса илеймерĕм. Васканипе эпĕ çулпа мар, тӳрĕрен, вĕтлĕхе алăсемпе сире-сире чупрăм. Ануксем ĕçленĕ вырăна çитсен Тимафи пичче сăмахĕсене лайăхах илтрĕм.
— Çынсем мĕн калĕç мана, Петĕр, а? Мĕн ка-а-лĕç?! Çутнă, суйласах сутнă теççĕ вĕт! Хăвах пĕлетĕн ку йывăçсене мĕнле асаппа хатĕрленине! Тăлăх хĕрарăмсем, карчăксем, упăшкисене вăрçăран кĕтсе илейменскерсем, çынна тара тытса ĕçлеттерчĕç. Пурлă-çуклă укçине тӳлесе… Ытла чунсăр çын-çке эсĕ! Мĕншĕн нумай кирлĕ сана? Çемье пысăк-и çанăн? Эпĕ сана çак ĕçшĕн каçармастăпах! Халех пĕренесене вырăна кайса хур! Вăрланă ытти пĕренесене килтен илсе тухатлăр. Вырăнне хумасан, ял Совет депутатне чĕнсе илетĕп, халех акт çырса ĕçе суда паратăп!
Эпĕ пĕтĕм вăйран чупрăм пулин те каярах юлтăм, ĕлкĕреймерĕм… Вĕсене эпĕ пĕр çирĕм-вăтăр утăмра куртăм. Тимафи пичче хăйĕн симĕс плащне вĕçертнĕ. Чаплă пухăва кайнă чухне вăл Хĕрлĕ Çăлтăр орденне çакнă-мĕн. Унпа юнашар вăрманта нумай çул хушши ĕçленĕшĕн панă значокĕ курăнать. Хулпуççи урлă, плащ айĕнчен, сăран сумкине çакса янă (ăна вăл нихăçан та хăйĕнчен хăвармастчĕ). Вăл, çаплах Петĕрпе ятлаçса, лашана йĕвенĕнчен ярса тытрĕ те, лава каялла, купа еннелле çавăрма тытăнчĕ. Тепĕр аллипе хăй лаша умĕнчи çамрăк йывăçсене лав таптаса çĕмĕресрен асăрханса сирет. Çав самантра Петĕр, тăрук çĕрелле пĕшкĕнсе, алă туни пысăкăш вакă ярса илчĕ…
— Ан тив, Петĕр! Ан ухмахлан! — тесе кăшкăрса çеç ĕлкĕртĕм, вăл хыçалтан чупса пырса, ухлатса, Тимафи пиччене пĕтĕм вăйĕпе пуçĕнчен çапрĕ. Анчах лешĕ ӳкмерĕ. Вăл лашана йĕвенĕнчен икĕ аллипе ярса илчĕ те, çаплах уттарасшăн пулчĕ. Хăй такамран пулăшу ыйтса е йыттине чĕнсе юлашки хут татах «хоп-хоп-хоп!» тесе виçĕ хут кăшкăрчĕ. Эпĕ чупса çитрĕм. Ăна, хуралçăна, çĕре вырттарас тесе, хулпуççинчен ытамларăм. «Тимафи пичче, Тимафи пичче!..» — тетĕп хам, ним тума аптăраса. Мана курсан вăл хĕпĕртенĕ пек пулчĕ, хăй йĕп-йĕпе тарланăччĕ.
— Манпа ан тăр. Петĕре тыт… Пурттине туртса ил часрах. Асăрхан! — терĕ вăл хуллен хăйăлти сассипе.
Эпĕ ăна хăварса лав еннелле чупрăм. Анчах пурттине лав çинче курмарăм, Петĕр ăна алла илме ĕлкĕрнĕ.
— Сирĕн, сирĕн пĕренесем вĕт! Эпĕ вĕсене хура сăр çуккипе хура хут витĕр «к» текен контроль клеймине çыпăçтарнăччĕ. Кĕркурисен пултăр тесе. Пăх пĕренесен пуçне!.. — терĕ Тимафи пичче мана. Çав вăхăтра ун çăварĕнчен, сăмсинчен юн тапса анчĕ. Сылтăм хăлхинчен те юхма пуçларĕ. Хăй, юнĕпе чыхăнса, ман çине пăхса, хуллен:
— Шутламарăм хама çапла тăвасса… Ан яр! Ан тарт ăна, Кĕркури! Ответ тыттарăр, камне пĕлетĕ-ĕр… — тесе пăшăлтатрĕ. Вăл каласа пĕтереймерĕ, кĕлетки сулăнса кайрĕ. Çапах, ураран ӳкес мар тесе, мĕнпур вăйне пухса, сылтăм аллине вĕçертрĕ те, йĕвене шăлĕпе çыртса лартрĕ. Пушă аллипе, сылтăммипе, сӳсмен пăявне салтса ячĕ. Лаша тăварăнса кайрĕ. Тимафи пичче юлашки вăйĕпе тӳртлĕхе те туртса салтрĕ. Капла тусан, Петĕр тараймĕ, терĕ ĕнтĕ вăл, мана пулăшрĕ. Лаша, юн шăршине сиссе, хартлатать. Çапах хăй вырăнтан тапранмарĕ. Малалла утнă пулсан, вăл Тимафи пичче кĕлеткине лучĕркесе тăкатчĕ. Çав самантра унăн кĕлетки çĕрелле усăнма пуçларĕ, сулăна-сулăна кайрĕ. Хăй çаплах аллисемпе йĕвенрен тытса, усăнса тăчĕ. Унтан утма хăтланчĕ, урисемпе малалла тăпăлтатрĕ. Вăл çапла лаша пуçĕ умĕнче сулăна-сулăна, çавра ункă туса, çаврăнма пуçларĕ. Эпĕ ăна:
— Тимафи пичче! Тимафи пичче! Эпĕ сире халех больницăна илсе каятăп, — тетĕп.
Вăл ман çине йăлăнса пăхса илчĕ те, тем каласшăн пулчĕ. Анчах чĕлхи калаймарĕ. Çăварĕнчен юн палкаса тухрĕ, хăлхинчен те хытах юхма пуçларĕ. Куçĕсене тавăрса пăрахрĕ. Эпĕ чĕтрекен алăсемпе ăна лайăхах тытрăм пулин те, вăл, аллисене лаша йĕвенĕнчен вĕçертсе, çĕрелле лӳчĕркенсе анчĕ… Аллисемпе çапкаласа каллех тăрасшăн пулчĕ. Урисем çаплах утасшăн, малалла тапăлтатаççĕ, анчах пуçне йăтаймарĕ. Эпĕ унăн пуçне çĕклесе хамăн чĕркуççи çине хума шутласа, ун умне пĕшкĕнсе лартăм. Анчах çав самантра урса кайнă Петĕр мĕнпур вăйĕпе мана кăкăртан хытă тапса йăвантарсах ячĕ. Тимафи пичче пуçĕ ман алăран вĕçерĕнсе çĕре ӳкрĕ. Вара ун пуçĕ çĕре çĕклене-çĕклене çапăнчĕ. Эпĕ, Тимафи пичче умĕнчех выртнипе, хĕп-хĕрлĕ юнпа чӳхентĕм. Унăн юнĕ ытларах ман çине сирпĕнчĕ. Петĕр, айккинче тăнăскер, пачах вараланмарĕ. Вăл, урмăшса, тискерленсе кайнăскер, аллинчи пурттине Тимафи пичче çине çĕклесен…
Çапла эпĕ Тимафи пиччен хускалми пулнă кĕлетки умĕнче самаях выртнă. Унăн юнĕ сирпĕнме чарăничченех манăн кĕлеткене вараланă. Мĕн чухлĕ выртнине астумастăп. Эпĕ пуçа çĕклесен, Петĕр ман ума хăйĕн юнлă пурттипе пычĕ те ăна ман çине йăтма тăчĕ. Мĕнле, ăçтан вăй-хал çитрĕ манăн — пĕлместĕп, çыннăн вилес килмест иккен. Эпĕ ăна мĕнпур вăйпа хырăмран тапрăм. Вăл ывтăнса кайрĕ, ахлатса ячĕ. Пуртти аллинчен тухса ӳкрĕ. Эпĕ сиксе тăтăм та, пуртта ярса илсе аяккалла, вăрман чăтлăхнелле ывăтса ятăм. Халĕ Петĕр пуртă хыççăн ыткăнать е урса кайса ман çине сиксе ӳкет пулĕ, терĕм. Анчах вăл кĕтмен çĕртен хаяррăн кулса ячĕ.
— Эсĕ, эсĕ вĕлертĕн ăна! Эсĕ малтан çапрăн. Тинех хăтăлаймастăн, пурпĕрех ответ тытатăн!..
— Эпĕ ăна пӳрнепе те тĕкĕнмен. Эпĕ пулăшас, санран, тискер çынран хăтарас тесе, пытăм… Путсĕр эсĕ, киревсĕр, çын вĕлерекен! Фашист! — хăюлланса кăшкăртăм эпĕ ăна хирĕç.
— Но-но-но! Хуллентерех! — чышкине чăмăртаса юнарĕ мана Петĕр. — Сана та, чăх чĕппи пек, çакăнтах пăвса пăрахатăп. Пире никам курман, никам эпир вĕлернине пĕлмест. Свидетель çук. Ху айăпсăррине нимĕнпе çирĕплетсе параймастăн эсĕ. Эпĕ лексен, эсĕ те лекетĕн. Пăх-ха ху çине, кам юнĕпе пĕвеленнĕ эсĕ? Э? Камăн алли чĕп-чĕрĕ юнлă?.. Юнлă пуртă çинче камăн алли йĕрри? А? Санăн! — хăй тата хытăрах ахăлтатрĕ: «Çапла тăваççĕ сан пеккисене!» Кăна ăнлансан, манăн пĕр вăй та юлмарĕ. «Пĕтрĕм…», терĕм çеç.
Малтан, ман çине пуртă çĕкленĕ чухне, вăл манран, ытлашши свидетельрен, хăтăласшăн пулнă пулас. Халь вара, мана хăратса, хăйпе çыхса лартса, мана чĕнейми тума шут тытрĕ, ахăр. Вăл, ман пăта пырса, хулран силлесе тăратрĕ. Ăшчик пăтранать. Ӳкесрен йывăç вуллинчен тытса тăратăп… Тавралăх пăч тĕттĕмленчĕ.
— Ну, мĕн сулланса тăратăн? Тыт, пулăш, урăх вырăна кайса пăрахар! — терĕ Петĕр, Тимофей Михайлович кĕлетки патне пырса. — Тĕплĕрех пытарсан, йĕркеллех пулĕ, никам тупаймĕ. Пире никам курман. Кайран… хуть те мĕн пултăр… Кунта, купасем патĕнче хăварма юрамасть. Кам куписем, камсем турттарнă тесе, тӳрех шырама, тĕпчеме çакăнтан тытăнĕç. Эсĕ вара чи малтан çакланатăн! Петĕр Тимафи пиччен плащне хывса илчĕ, ăна çĕре сарса пăрахрĕ, ун çине хуралçă кĕлеткине илсе хучĕ.
— Тыт пĕр енчен! — терĕ вăл мана. Эпĕ хăраса, халран кайнипе, хам мĕн тунине чухлайми пултăм. Плаща хăрах хĕрринчен пырса тытрăм. Петĕр хăйне ним пулман пекех тыткаларĕ. Эпир Тимафи пичче виллине çур çухрăма яхăнах сĕтĕрсе кайрăмăр. Пирĕн йĕре халь анчах вăйлă тăкăнакан çулçăсем хупларĕç. Пĕр пысăк тарăн çырма пуçне пăрахрăмăр. Петĕр çырма хĕрринчи çереме виç-тăватă хут сиксе ишсе антарчĕ те, Тимафи пичче кĕлеткине пытарчĕ. Унтан вăл, çырма тĕпне анса, аллисемпе ывăçла-ывăçла, виле çине тăмпа хăйăр ывăтрĕ. Вара çырмаран тăватă уран упаленсе хăпарчĕ:
— Ну, каяр! — терĕ вăл.
— Ох, Петĕр, мĕн туса хутăн эсĕ!.. Пурпĕрех ыррăн хăтăлас çук!..
— Ан нăйкăш! Пулнă-пулнă, тӳрлетме çук!.. Асту, çур сăмах ан шарланă пултăр! Унсăрăн… хăвна та тĕп тăватăп! Ну, уттар килелле! Çын куриччен кĕпӳ-йĕммӳсене тасат!
Вăл мана çурăмран хытах чышса ячĕ. Эпĕ каллех çĕрелле тăрăнса кайрăм. Петĕр çилĕллĕн аллипе сулчĕ те лаши патне утрĕ.
Вăл кайсан, эпĕ çĕрлехи вăрманта пĕчченех выртса юлтăм. Тăма хăтлантăм, ал-ура та, кĕлетке те сиксе чĕтреççĕ. Пуç çаврăнать. Тăнлавра юн тымарĕсем çурăласлах тапаççĕ. Чĕре сиксе тухас пек кăртлатать… Пултараймарăм… Тимофей Михайловича нимĕнпе пулăшаймарăм. Петĕре çак тискер ĕçе тума чарса ĕлкĕрейменшĕн, ун чури çеç пулса тăнăшăн хама хам ӳпкелесе, çĕре ыталаса илсе, чун кӳтнипе йĕрсе ятăм… Чылай вăхăт выртсан, çумри йывăçран тытса ура çине тăтăм.
Пăч тĕттĕм. Ял еннелле кайма тесе тăтăм та, пĕччен юнлă тумтирпе каçхи сĕмлĕхре чун çӳçенсе кайрĕ. Куç умне Тимофей Михайловичăн юнланса пĕтнĕ кĕлетки тухса тăчĕ. Хăлхаран та унăн сасси каймарĕ. «Пулăш! Пулăш! Ан тарт ăна! Пурттине, пурттине часрах туртса ил! Ан яр ăна, Кĕркури, ответ тыттарăр!» Акă вăл сулăнса кайрĕ, лаша йĕвенĕнчен ярса илчĕ. «Шутламарăм, ĕненмерĕм çак пĕренесемшĕн хама çаплах тăвасса…» Куçа хытă пăчăртаса хупсан та, унăн манран пулăшу кĕтсе шанса пăхакан куçĕсем умрах тараççĕ. Каçар, Тимофей Михайлович, каçар! Пултараймарăм эпĕ, пулăшаймарăм сана… Пурттине те Петĕртен туртса илеймерĕм тесе, хам ытамри йывăçа тата хытăрах çупăрласа кăшкăратăп. Юнпа вараланса пĕтнĕ кĕпе ӳт çумне çыпçăнса ларнă, типсе хытса пырать, хуп пек каптăртатать. Тимофей Михайлович мĕлки çаплах манран хăпмасть, ман паталлах çывхарать, хăрăлтатакан сассипе кăшкăрать.
— Кала, мĕн туса хутăн эсĕ? Петĕре пулăшмаллаччĕ-и санăн?! — Çапла каласа мана кăкăртан лăскассăнах туйăнать. Алăри пӳрнесем те юнпа çыпçăнса хытса ларнă. Çулсăр-мĕнсĕрех йывăçсен хушшипе çапăна-çапăна чупатăп, ăçталлине хам та пĕлместĕп. Сасартăк вăрман уçланкинчи кӳлле кĕрсе ӳкрĕм. Шывĕ сивĕ те шăршлă, çан-çурăм сăрлатса кайрĕ. Тавçăрса илтĕм: — курăс хутакан кӳлĕ. Васкаса çири кĕпе-йĕме хывса шăршлă шыва пăрахрăм.
Хуллен тӳпене тулли уйăх хăпара пуçларĕ. Тавралăх кăшт çуталчĕ. Шăлсем пĕр-пĕрне перĕнсе шаккаççĕ. Çынсем илтессĕнех туйăнать. «Кĕпе-йĕме çуса, чӳхесе тăхăнас пулать», — терĕм хама хам. Пăхатăп — вĕсем шыва путнă. Шырасан-шырасан кĕпине тупрăм, татах шырарăм. Çутăласса кĕтмелле… Çулçăсем шăпăртатса тăкăнни те çын çывхарнă пекех туйăнать.
Çĕрле пулсан та брюкисĕр ниçта кайма çук, çавăнтах ирччен юлма тиврĕ. Эпĕ Мишша кукаç мунчала типĕтнĕ чухне выртса-тăракан ӳплене кĕтĕм, çунă кĕпене ӳпле умне типме хутăм. Урайĕнче — типĕ утă çĕклемĕ, кĕтесре — илсе кайса пĕтереймен мунчала купи. Эпĕ çав мунчала купине сиркелесе курăс тĕркисем хушшине кĕрсе лартăм. Вара ăшăнса çывăрса кайнă…
Вĕри сывлăш пите çапнипе эпĕ хыттăн кăшкăрса вăранса кайрăм. Умра Тимофей Михайлович йытти тăрать, вăл йынăша-йынăша мана питрен çуллать. Хăй ирхи курăк çинчен чупса килнипе хырăмĕ таранах йĕп-йĕпе. Пĕрмаях вăрманта ĕçленипе вăл мана лайăх паллать. Çавăнпа вĕрмен, пĕлекен çынна курнипе саламласа питрен çуллама пикеннĕ иккен. Эпĕ аран-аран тăтăм. Кĕлеткере пĕр вăй та çук. Пĕтĕм шăм-шак вутри пек çунать, сывланă чух кăкăрта темскер хыттăн чикет. Эпĕ шăла çыртсах кӳлле брюки шырама кĕтĕм. Çав самантра ансăр сукмакпа ӳпле еннелле Мишша кукаç утнине асăрхарăм. Вăл Тимофей Михайлович пăшалне çакнă та лăпчăнса утать. Ӳпле умне çитсен:
— Эс мĕскер, çак кĕрхи çанталăкра шыва кĕретĕн-и? Ухмаха ертĕн-им? Е… — вăл ӳпле çумне çакнă йĕпе кĕпене курчĕ, — кĕпе çăватăн-и? Килте çума çуккă-им? Кам хуса ячĕ? Ну-ка, тух кунта хăвăртрах! — тесе кăшкăрчĕ.
Эпĕ кӳлĕ тĕпĕнче урасемпе хыпашласа брюкине шырарăм. Акă сылтăм урана темĕн çемçескер çакланчĕ. Ăна урапах çĕклесе илтĕм. Брюки. Ун çине хытса ларнă юн халĕ исленнĕ. Ăна хуллен çеç пăртăм. Хам тавралла кӳлĕ шывĕ хĕрлĕрех хăмăр тĕспе пĕвенчĕ. Мĕн пуласси пулĕ ĕнтĕ, брюкине чăмăртаса тытрăм та пĕтĕм вăя пухса кӳлĕрен тухрăм.
— Мĕне пĕлтерет ку? Шыва кĕрсе ӳкрĕн-и? Мĕншĕн… юн? Тимафи ăçта? Эсĕ ĕнер пирĕн пата Тимафи патне килнĕ, терĕ. Киле таврăнмарĕ вăл… Эсĕ курнă-и ăна?
Манăн чĕре татăлса анчĕ пулĕ терĕм… Юнланнă йĕпе брюки чăмăрккипех çара ӳте картласа, ума тытса, Мишша кукаç умне чĕркуççи çине ӳкрĕм те сасăпах ĕсĕклесе йĕре-йĕрех:
— Мишша кукаç, хуть вĕлер, хуть çапса пăрах!.. Тимафи пичче юнĕ ку… Анчах эп вĕлермен ăна… Ăна Петĕр… Петĕр… — Малалла астумастăп. Больницăра тăна кĕрсен, сывалсан, арестлерĕç. Урăх каламалли-хушмалли манăн çук, — терĕ Кĕркури хурлăхлăн.
Тимофей Михайлович виллине тупнă чухне пулнă тăватă-пилĕк свидетель тухса каларĕç, адвокатпа прокурор, халăх судйи, унăн заседателĕсем те нумай ыйтусем пачĕç.
Лару залĕнчен мунчари пекех ăшă та пăчăх сывлăш коридоралла тухать.
Петĕр кукăрланма, айăпа хăй çинчен сирме хăтланчĕ. Кĕркури çине ярасшăн пулчĕ.
— Эпĕ Кĕркурие Тимофей Михайлович вилли умĕнче куртăм. Хăй чĕп-чĕрĕ юнахчĕ. Аллинчи пуртти те юнланса пĕтнĕ. Мана курсан, вăл пурттине вăрманалла персе ячĕ. Эпĕ, ку хăрушă вырăнтан часрах аяккалла каяс тесе, пăрăнса утрăм, — терĕ вăл.
— Ма суятăн? — чăтаймарĕ Кĕркури, — ху тунине пĕтĕмпех ман çине яратăн. Ху турăн вĕт çак тискер ĕçе!
— Ан чăрмантарăр, Алексеев, вăхăт çитсен, сирĕнтен татах ыйтăпăр, — чарчĕ ăна судья.
— Манăн ыйту пур, Иванов айăпланакана ыйту пама юрать-и? — терĕ адвокат.
— Тархасшăн.
— Калăр-ха, Иванов, пĕренесене турттарма лашине кам илнĕччĕ вăл кун?
— Эп илнĕ, эп хам пĕренесене турттарнă, вăл хăйĕнне.
— Çук, Иванов, следстви тĕрĕсленĕ тăрăх, Алексеев вăл кун бригадиртан лаша илмен. Апла пулсан вăл вуттине вăрлама та пултарайман. Тепĕр ыйту: (адвокат чӳрече янаххи çине хаçатпа чĕркесе хунă юнлă пуртта илсе кăтартрĕ) камăн, сирĕн е Алексеевăн?
— Манăн… Анчах ăна Кĕркури манран ыйтса илнĕччĕ.
— Çук, Алексеева вăл кун пуртă кирлĕ пулман, вăл, хăй каланă тăрăх, хуралçăпа курса калаçма çеç кайнă ун патне. Кăна Степанова Марийăпа Николаева Фекла çирĕплетсе пама пултараççĕ. Эпĕ çак свидетельсене суд ĕçне хутшăнтарма ыйтатăп.
Суд адвокат ыйтнине тивĕçтерет.
Зала вăрманта ĕçлекен икĕ хĕрарăма чĕнсе кĕртрĕç.
— Калăр-ха, — ыйтрĕ судья, — Алексеев Хригорие Михайлов лесник патне кайма эсир хушрăр-и?
— Эпир, — иккĕшĕншĕн те ответлерĕ Степанова Мария текенни.
— Арçын арçынах, ăна лесникпе калаçма вăрмана хамăр йывăçсене кайса пăхма эпир хушрăмăр. Хутне çыртарма та вăл çӳренĕ. Вара, алла хут илсен, хăçан турттарма май пулассине ыйтса пĕлме ăнах хушрăмăр. Эпирех ятăмăр, эпирех.
— Апла вăл кун Алексеев вутă турттарма та, лаша илме те пултарайман?
— Ийя, ара, малтан лесник патне кайса пăх, терĕмĕр эпир Кĕркурие, — хушса хучĕ Николаева Фекла.
— Юрĕ, — терĕ судья, — эсир тухма пултаратăр. Халĕ Михайлова Анфисана чĕнĕпĕр.
Суд залне Анфис аппана чĕнсе кĕртрĕç. Ăна палламалла та мар. Вăл темиçе кун хушшинче хуйхăпа шурса, ватăлса ларнă. Çӳçĕсем шап-шурă, пичĕсем пĕркеленсе пĕтнĕ. Пуçĕ хăйĕн вĕçĕмсĕр чĕтрет. Тимофей Михайловича пытарсан темиçе кунтан милиционерсем тата следователь Кĕркури вăрманалла персе янă пуртта шырама кайнă. Вĕсемпе пĕрле Володьăпа Улайкка та пынă: йытă пуртта тупса пама пулăшнă. Çавăн чухне вăл Тимофей Михайловичăн тухса ӳкнĕ куçлăхне тупнă. Володя ăна килне илсе таврăнсан, Анфис аппа, хуйхăпа ахаль те аран çӳрекенскер, тăнсăр пулса ӳкнĕ. Çакăн хыççăн вара унăн пуçĕ çапла чĕтреме пуçланă.
Анфис аппа нимĕн калама пĕлмесĕр хытса тăчĕ малтан. Унтан Кĕркури çине пăхрĕ те:
— Эх, Кĕркури, Кĕркури! Сана тăван ывăл пекех юратса, хĕрхенсе пăхса ӳстертĕмĕр-çке, çак ĕçе тăвасса пĕлмерĕмĕр…
Петĕрне лайăх пĕлместĕп, тен, ăна пула туса хутăн-и вара!? Ах, тур-тур, пĕтертĕр, пĕтертĕр пире, — терĕ, ача пекех хăйĕн куççулĕпе хăех чыхăна-чыхăна йĕрсе, хăй çав хушăрах чĕтрекен аллисемпе, пуçĕнчи тутăр вĕçĕсемпе куççульне шăлчĕ.
Анфис аппа сăмахĕсене илтсен, Кĕркури хăйне никам сăмах парасса кĕтмесĕрех:
— Анфис аппа! Анфис аппа! Эпĕ вĕлермен, ĕненсем мана. Эпĕ мар, Петĕр. Тĕрĕссине калатăп. Ĕненĕр мана, анне вырăнĕнчех пултăр, ун вырăнĕнчех юлăр. Эпĕ мар, эпĕ вăл кăшкăрнине илтсен пулăшма чупрăм, анчах çитеймерĕм… Ăна больницăна илсе каяс тесе ыталаса юнлантăм. Тĕрĕссипе калатăп, Анфис аппа, ĕненĕр мана! Эсир те пулсан ĕненĕр!
Унăн куçĕнчен куççуль тумларĕ.
Кĕркури çапла тархасланипе Анфис аппа сасартăк ун çине тинкерчĕ те:
— Чĕре ĕненмест манăн, пулма пултараймасть, вунă-вуникĕ çул хушшинче пирĕн патра пулман кун иртмен санăн, хам ывăл пек пĕлсе, хăнăхса çитрĕмĕр, нихăçан кăмăлсăр юмах-сăмах пулманччĕ… анчах сăлтавĕсем халĕ… Чăннипе кала, ывăлăм Кĕркури, чăннипе. Чăнлăх çиеле тухатех. Эпĕ мар, халăх суд тутăр, — терĕ юлашкинчен.
— Анфиса Петровна, калăр-ха Тимофей Михайловичăн юлашки кунĕсем çинчен. Кам пынă, мĕнле ыйтупа? — терĕ судья.
— Эпир вăл виличчен пĕр кун малтанхи каç çĕрĕпех тем çинчен те аса илсе калаçса лартăмăр. Асăнмалăх пулчĕ пуль çав. Пирĕн пата ун чухне пĕр çын районтан вăрманта ĕçлекенсем çинчен çырма тесе килнĕччĕ… Тимафи ăна хăй ĕçĕпе паллаштарчĕ. Тепĕр кун вĕсем кунĕпех вăрманта çӳрерĕç. Районтан килнине ăсатса ярсан, çурçĕрчченех вăл темскер çырса ларчĕ. Ыран пуху пулать, çавăнта хатĕрленетĕп-ха, терĕ. Йывăçсемпе вутта ăçта, миçемĕш кварталта, камсем каснине тата мĕн чухлĕ юлнине шут шăрçипех шутларĕ, эпĕ каласа пытăм. Çывăрма выртиччен хай юратакан орденлă, значоклă кительне тасатса çакрĕ. Пĕр тăватă сехет кансан мунчаласене тĕрĕслесе килчĕ. Пӳрте йĕркеллех, терĕ. Унтан ирех апат çырткаларĕ, хайхи кительне тăхăнса тухса кайрĕ. Хапхаран тухса кайиччен каялла кĕрсе; «Тен, эпĕ çук чухне мунчала патне килĕç, йытта аттепе хăварас пулĕ. Кĕрт, чĕнсе кĕрт ăна каялла. Аттепе пултăр паян», — терĕ. Мĕншĕн илмерĕ-ши вăл çав йытта?! Кам чарчĕ-ши? Ах, турă, çав йытта илнĕ пулсан, çапла пулас çукчĕ, пуçĕ сывах юлатчĕ… Çапла тухса кайрĕ те текех çаврăнса килеймерĕ. Каçалапа Кĕркури килчĕ. Йывăçсене турттарас пирки Тимафи пиччепе калаçса пăхма килтĕм, терĕ. Вара, йывăçсене хамах кайса пăхам-ха, тен, Тимафи пиччене çул çинче хирĕç пулăп, тесе тухса кайрĕ.
— Хăш вăхăталла тухса кайрĕ вăл?
— Пĕр пилĕк сехетсем пулĕ ун чухне…
— Калăр-ха, Анфиса Петровна, пуртă пурччĕ-и Алексеев аллинче? — каллех ыйту пачĕ адвокат, ăна куçран хĕрхенсе пăхса.
— Çук, пуртăсăрахчĕ вăл.
— Юрĕ, сирĕнтен ыйтмалли çук урăх, Михайлова свидетель, — терĕ судья.
Унтан вăл Петĕртен ыйтрĕ:
— Ну, халĕ мĕн калама пултаратăр, айăпланакан Иванов?
— Пĕлместĕп… Тен, Кĕркури Тимафи пиччесем патĕнчен тухсан, унпа çул çинче курса калаçнă пуль, тем пирки хирĕçсе кайса тытăçса ӳкнĕ… Вара вĕлернĕ ĕнтĕ вăл ăна…
— Иванов, Алексеев хăй сăмахне тĕрĕс каларĕ е тĕрĕс мар? Хăй каланă тăрăх тата свидетельсем кăтартса панипе вăл вĕлермен пулса тухать. Пуртти те унăн мар, сирĕн…
Шăп çав вăхăтра хĕрарăмăн вăйсăр сасси илтĕнчĕ:
— Петĕр! Судьясем, хам ывăлтан хамах ыйтам-ха… Петĕр амăшĕ ура çине тăчĕ. Вăл куççулĕпе шыçăнса кайнă куçĕсемпе ывăлĕ çине пăхрĕ. Аллисемпе стенаран тытса, суккăр çын пек хыпашласа çĕкленчĕ вăл.
— Илтрĕм, пурне те илтрĕм… ăнлантăм. Вăл мана Тимафи пиччене Кĕркури вĕлернĕ тесе суйрĕ. Амăшĕн нихăçан хай ывăлĕ усаллине курас, илтес килмест. Ĕç кун пек пулнине пĕлмен эпĕ. Халăх тĕрĕссине илттĕр, пирĕн пек ухмах ан пултăр. Мăшăрпа пурăннă чухне сиксе тухакан йăнăшсене вăхăтра сирме пĕлччĕр. Паян мана калама шутсăр йывăр, çапах та калама чĕрем анчах чăттăрччĕ… Петĕрĕн усал ĕç тăвасси ак мĕнрен пуçланчĕ: вăл вуникĕ çул тултарсан, ашшĕ ют яла платнике тухса кайрĕ. Унта вăл эрех туса сутакан хĕрарăмпа çыхланса кайрĕ, вара киле текех таврăнмарĕ. Ăна ачашăн алимент тӳлемелле турĕç. Судра вăл мана çапла каларĕ: «Алимент маншăн нимĕн те мар. Пĕр уйăх шабашниксемпе кайса ĕçлесен вунă çул тӳлеме çитет. Анчах эсĕ çакна ан ман: алимент вăл — ашшĕне ĕмĕр парăмлă ачана кивçен укçалла ӳстерни пулать. Вунсакăр çула çитиччен кăштах тӳлетĕп, кайран ăна сĕвелетĕп», — терĕ. Манăн пурнăçа çеç мар, хăйĕнне те эрех аркатрĕ. Ĕçсе çӳренипе часах урасăр пулса платнике çӳрейми пулчĕ. Вара алимент тӳлессинчен хăраса суяпа ачана хăй патне илсе кайрĕ.
Амăш сăмахĕсене илтсен, Петĕре те асран кайми ултавлă, тискер кунсем курăнчĕç. Амăшĕ патĕнчен мĕнле тухса кайнине аса илсен, кĕлеткипе чĕтренсе туртăнчĕ. Хăй, мунчари пекех хĕрелсе, пуçне вăйсăррăн çĕрелле усрĕ. Хăлхинче ашшĕн суя сăмахĕсем илтĕнчĕç: «Петя, паян эпĕ сана велосипед илсе паратăп. Айта, пуçтарăн, халех районти лавккана çитĕпĕр. Унта хăвна мĕнле тĕсли килĕшет, çавна суйла». Велосипед тесен, Петя çил-тăвăл пекех пуçтарăнчĕ. Шкул сумккине çакса ячĕ… Амăшĕн чĕререн тухакан хурлăхлă, куççуллĕ сăмахĕсене ашшĕ итлеме памарĕ.
Район центрне çитсен, пĕр çуртри пӳлĕме ашшĕ васкаса кĕчĕ. Часах унта Петьăна та чĕнсе кĕртрĕç. «Ну, Петя, эсĕ малалла аçупа пурнас тетĕн апла?» «Аттепе, аттепе çав. Вĕренме те урăх шкула çӳреме пуçлатăп. Анне патĕнче вĕренме йывăртарах мана. Вăл час-часах чирлет, вара мана шкула та ямасть».
Çак сăмахсене пурне те ашшĕ çул çинче вĕрентнипе каланăччĕ ача. Унтан тухсан магазина çитрĕç. Петя, алăкран кĕрсенех, пĕр симĕс велосипеда курчĕ. Вăл ун тавра савăнăçлăн чупкаларĕ, шăнкăртаттарса пăхрĕ. Хăйĕн телейлĕ те йăлтăртатакан куçĕсемпе ашшĕне куçĕнчен тинкерчĕ.
Ашшĕ кĕсйинчен пĕр тенкĕлĕх укçа туртса кăларчĕ, çавăркаларĕ ăна. Вара шалти кĕсйине хыпашласа:
— Ах, мур илесшĕ, укçа килех юлнă-çке ман…
Петьăн йăлтăртатакан куçĕсем сӳнме пуçларĕç. Хăй çаплах шанчăкне çухатмасăр:
— Тен, шаларах, тĕплĕнрех хунă пуль, анне те çапла хурать те манать, шыра-ха, шыра, атте!
— Çук, çуках. Ан пăшăрхан, ыран та кая пулмасть, тепĕр кун та… .
Петĕр çĕрĕпех тĕлĕкре симĕс велосипеда курчĕ, ярăнчĕ, савăнчĕ. Ыйхăран вăрансан, ашшĕ умне пырса:
— Атте, атте! Атте тетĕп, магазина каятпăр-и велосипед илме?
— Лесипе-ед?! — кăшкăрса кулса ячĕ ама çури амăшĕ. Ара, ухмах, кам сана лесипед илсе парĕ?! Эпĕ-и? Аçун хăçан виçĕ тенкĕ укçа пулнă? Ăна хăй те астумасть вăл. Ан та шутла! Сана та суймасан, кама суймалла тата ун?.. Эпир лесипед илес укçапа çу каçах ĕçсе савăнатпăр вĕт. Ăна илме ĕçлес пулать, ĕçле пирĕн патра. Ĕçĕ çителĕклех сан валли, пирĕн вăхăчĕ çук!
Пуçланчĕç Петьăн çĕнĕ çĕрти кунсем…
Тăван амăшĕ патне каялла кайма шутласан:
— Эсĕ суд хучĕ çине алă пусса панă, кам ярать, хупаççĕ сана суда суйнăшăн, — тесе хăратса тăкрĕç. Ача мĕн пĕлнĕ.
Çулсем хуллен, савăнăçсăр иртрĕç Петьăн. Вăл çавăн хыççăн çынри чăнлăха пачах ĕненми пулчĕ. Хăй çинчен кам та пулин шӳтлесе кулкаласан, ăна çапса пăрахма хатĕрччĕ.
Çапла çултан çул тискерлĕх, çынна курайманлăх ӳссе пычĕ унăн.
Килте яланах эрех юхтарнипе ĕçме вĕренчĕ, ĕçрен пăрăнакан пулчĕ. Ӳсĕрпе çапăçнăшăн часах тĕрмене хупрĕç. Унтан тухсан, колхоз тыррине вăрласа сутнипе, ама çури амăшĕ тепĕр хут хуптарчĕ. Халĕ ĕнтĕ… Вăл амăшĕн куççуллĕ, хурлăхлă сăмахĕсене илтсен ун çине пăхрĕ. Амăшĕ хут пек шурнă, тутисем кăвакарнă. Петĕр тинех хăй чăн та çак çĕр çинче текех çынна юрăхсăр чун пулнине шутласа илчĕ. Мĕншĕн аттепе тухрăм-ши çуралнă килтен?.. Ĕçме те вĕренес çукчĕ. Халĕ ĕнтĕ… Амăшĕ çавăнтах ывăлĕ еннелле çаврăнса:
— Петĕр, кала! Тĕрĕссине кала, текех ан суй! — терĕ. — Аннӳ хăй кăкрине кама парса ӳстернине виличчен пĕлсе юлтăр! Эсĕ çак ĕçе хăвах турăн пулсан, мĕншĕн çын çине яратăн? Асту, ывăлăм, айăпсăр çын куççулĕ çĕре йĕпетсен, вăл сана текех тытмасть, йышăнмасть, çĕклеме пултараймасть. Çын куççулĕ шыв мар вăл. Сана вилсен те çакăншăн çĕр йышăнмĕ. Пĕр çын чунне çини çитмест, татах тепĕр çын чунне илесшĕн-и эсĕ? Кĕркури вĕлермен пулсан, мĕншĕн ун çине яратăн? Кала мана, аннӳне, кала тӳррипе! Эпĕ ăна та хĕрхенетĕп. Вăл пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕсĕр ӳсрĕ. Ыррине те, усаллине те нумай курчĕ. Эсĕ ăна татах таптаса тăкасшăн-и? Вăл каланă пекех пулсан, ăçта сан чĕрӳ? Эсĕ çаплах канлĕ пурăнма шутлатăн-и малалла çĕр çинче? Кала, халăх умĕнче кала, тĕрĕс-и ку? Эсех-и Тимафи пиччӳне вĕлерекенни? Чĕререн тархасласа ыйтатăп, кала мана, тĕрĕссине кала!
Петĕр, ыйхăран вăраннă пек, амăшĕ çине пăхса илчĕ, вара шăппăн пуçне сулчĕ:
— Эпĕ…
— Ах, турăçăм! — хашлатса илчĕ амăшĕ. Унтан аллипе Петĕр еннелле сулса, пĕтĕм зал илтмелле кăшкăрса ячĕ:
— Çук, çук! Кирлĕ мар!.. Эсĕ халĕ мана та текех кирлĕ мар! Мана текех анне тесе чĕнме пăрах! Çĕр çăттăр сăна çакăнтах! Эпĕ сана ывăл теместĕп! Эсĕ текех çĕр çинче утса çӳреме тивĕçлĕ мар. Ылханатăп сана! Манăн текех ывăл çук! Судьясем, мĕн тăвас тетĕр, çавна тăвăр! Халăх сучĕ тĕрĕс суд тутăр, тивĕçлипе туянтăр вăл… Эпĕ сана çĕрĕ-çĕрĕпе чирлĕ чухне куç хупмасăр пăхса усрарăм. Кайран, аçу сăмахне итлесе, мана пăхас чухне, килтен тухса кайрăн. Халĕ аçуна эсĕ кирлĕ-и? Вăл çакăнта та килмен вĕт! Таçта çапкаланса çӳресе тĕрмене лекрĕн. Санăн ĕнтĕ çак ĕçе тума та аллу çĕкленчĕ-и?! Ху валли тинех вырăн тупрăн иккен! Эсĕ мана, ватă аннӳне, чирлĕ çынна, килти арçын ĕçне туса усă кăтартмалла чухне, савăнтарас вырăнне çак чăтайми намăса кăтартрăн. Мĕн туса хутăн эсĕ мĕн туса хутă-ăн? Ах, турă, турă, мĕн курмалла-ши тата манăн халăх çине мĕнле куçпа пăхмалла?! Текех мана анне тесе ан кала, анне тесе ан асăн!.. Ылханатăп!.. Ылхана-атăп!..
Татах тем каласшăнччĕ… анчах вăл сасартăк тенкел çине татăлса анчĕ, вара тăнне çухатрĕ… Такам тухса больницăна шăнкăравларĕ… Çынсем тĕлĕнсе, хумханса, çак ватă хĕрарăма хĕрхенсе, пĕр самант нимĕн шарламасăр ларчĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ — больницăран васкавлă пулăшу машини çитрĕ. Шап-шурă тăхăннă тухтар васкаса чупса кĕчĕ те ватă хĕрарăмăн ал тымарне тытса пăхрĕ, чĕрине итлерĕ, пӳрнипе кăшт куçĕсене уçса пăхрĕ:
— Шел, кая юлтăмăр. Ăна текех пулăшу кирлĕ мар. Вилнĕ вăл, — терĕ.
— Ăçтан чăттăр амăшĕн чĕри. Темле пулсан та, унăн юнĕ вĕт, — терĕç залри çынсем.
Йывăр асаппа ĕмĕрлĕхех куçне хупнă хĕрарăма наçилккапа йăтса тухнă вăхăтра, залри халăх ăна шеллесе:
— Эй, апăрша-а! Хăйне тӳсме çук йывăр пулсан та, вилĕмĕпе чăтăмлăн кĕрешсе, хăйĕн тĕрĕслĕхĕпе тăлăххăн çитĕннĕ ним айăпсăр Кĕркурине тĕрме алăкĕ умĕнчен сирсе ирĕке кăларса хăварчĕ вĕт, — терĕç.
Малти тенкелсем çинче ларакансем ура çине тăрсах:
— Ывăлне чĕреренех хĕрхеннĕ вăл. Ăна зала кӳртсен мĕнле йынăшса ячĕ? Анчах чăтайми пысăк намăса пула, халăх умĕнче хăйĕн чĕрери хĕрхенӳллĕ туйăмне хирĕç ылханса ăна ятлама çăмăл пулнă-и ăна?! Çавăнпах ĕнтĕ чĕри чăтаймарĕ унăн, — терĕç амăшĕн чунĕпе асапне йăлтах ăнланнă хĕрарăмсем. Хăшĕсем татах хушса:
— Хĕрхенни паллах, ахальтен каламарĕ вĕт ывăлĕн ачалăхĕ мĕнле асаплă та йывăр пулнине, ашшĕпе ама çури амăшĕ ăна мĕнле суйса асаплантарнине. Çав чăнлăха халăх тата суд тăвакансем ăнланса, кăштах та пулин çăмăлрах приговор çырасса, персех вĕлермелле ан туччăр тесе каларĕ вăл. Ун чухне çын вĕлернĕшĕн персе пăрахмалли саккун пуррине ăнланнă, шеремет, — терĕç.
Çакна илтсен, пĕр самант юпа пек хытса ларнă Петĕр шап-шурă шурса кайрĕ. Ура çине сиксе тăчĕ, амăшĕ патне пырасшăн пулчĕ, анчах кăшкăрса, татăлса йĕрекен йăмăкĕ ăна тĕртсе ячĕ, çывăха ямарĕ.
Пĕр сăмах чĕнмесĕр, Петĕр хăй вырăнне кайса ларчĕ, пуçне татах кăкăрĕ çинелле усрĕ. Вăл амăшĕн юлашки сăмахĕсене, хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. Çапла, ăнмарĕ Петĕрĕн пурнăçĕ. Пĕтĕмпех хăй айăплă: ĕçме вĕренчĕ, вара ĕçлеме пăрахрĕ. Тен, хăй çеç те мар?.. Ашшĕ, ĕçкĕпе сутăннăскер, çын чысне çухатса ачана йăнăш çул çине тăратрĕ. Чипер вĕренекен ачана хăй патне илсе кайса çынлăхран кăларчĕ. Ама çури амăшĕ кунĕн-çĕрĕн эрех юхтарчĕ. Ĕçсе-супса айкашрĕç, хирĕçрĕç. Петĕр ашшĕ патне кайнă чухне амăшĕ ăна алăран тытса куççулĕпе йăлăнчĕ: «Ан кай, Петĕр, ывăлăм, ан кай! Эсĕ вĕсене кирлĕ çын мар. Вĕсем сана юратса, хĕрхенсе чĕнмеççĕ, алимент укçине парса тăрасран çеç сана хăйсем патĕнче усрасшăн. Ан кай, ывăлăм, Петя? Ан кай, тархасшăн, ан кай…» — тесе, тенкел çине выртсах йĕрсе юлчĕ.
Тĕрĕс каланă вăл. Кайран Петĕр куншăн хытă ӳкĕнчĕ. Ама çури амăшĕ пĕрре çеç кӳрентермен ăна, ашшĕне сахал мар элекле-элекле панă. Тăван амăшĕ патне каялла кайма шутласан, ама çури амăшĕ хăратса пăрахнă:
— Сана халĕ суд пирĕн çума çирĕплетнĕ. Эсĕ, ухмах, çавна та ăнланмастăн-и-ха?!
«Мĕн тери ухмах, путсĕр, тискер çын пултăм. Кама кирлĕ халĕ эпĕ? — шутларĕ Петĕр. Çавăнтах амăшĕн çырăвне аса илчĕ. — Мĕнле чĕнсе çырчĕ. Анчах ĕçме вĕреннĕ вăхăтра анне патне таврăнма шутламарăм. Çав çултанпах йăнăш çулпа утса юрăхсăра тухрăм».
Вара хăйне юлашки сăмах пама ыйтрĕ.
— Айăплă, чăнах та, питĕ айăплă эпĕ. Кĕркури чăннине каларĕ. Эпех вĕлертĕм Тимафи пиччене… ӳсĕр пулнă. Урă пулнă пулсан, аплах тумастăм… Эпĕ ăна вĕлерес теменччĕ. Темле пуçĕнчен лекрĕ… Кайран, тăнне çухатсан, кĕлетки асаплăн тапаланнине курсан, çапла асаплантариччен вилсен лайăхрах пулĕ тесе, вĕлерсех пăрахрăм… Эпĕ кун пек пуласса шутламан, васканипе, хумханнипе çапла пулчĕ. Эрехе пулах çын пĕтрĕ. Хам пĕтнĕшĕн текех кулянмастăп. Халăха усă тăвайман эпĕ. Мĕнле приговор йышăнатăр, çапла килĕшетĕп, — тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Кĕркури юлашки сăмахне калаймарĕ. Ытла хытă хумханчĕ вăл. Хăй çине çакăн пек инкекпе тĕрĕслĕх йăтăнса аннипе ача пекех питне хупласа йĕчĕ.
Приговор вуличчен пĕр çын залран саланмарĕ. Пурте пĕр-пĕринпе шăппăн калаçрĕç, суд мĕн йышăнасса кĕтрĕç.
Часах зала суд членĕсем тухрĕç.
Петĕре вунă çула тĕрмене хупмалла тунине илтсен, хĕрхенекен никам тупăнмарĕ. Кĕркурие, вăл Петĕр çинчен малтанах унран хăранипе тĕрĕссине каламаншăн, икĕ çуллăха условно пачĕç.
Залри çынсем пурте йывăр кăмăлпа тухрĕç. Вĕсен чĕрисенчен ĕçчен те сăпайлă хуралçăн сăнарĕ тухма пĕлмерĕ.