I
— Эй-й-й! Парамун! Пуçана! Аçа çапасшĕ! Сисместĕн-и кам иртсе кайнине? Тавсъе, пуçана! — янраса каять сасартăк каçхи шăплăхра.
Ăна илтсе, йытăсем вĕрсе яраççĕ. Çап-çутă ферма общежитийĕн кантăкĕ ярах уçăлать. Çыран хĕррине тухса ларнă шапасем шыва шампăлтатса сикеççĕ.
— Мĕн кирлĕ сана? — илтĕнет пĕве пуçĕнчен кăштах чĕлхе вĕççĕнрех калаçакан çын сасси. — Ĕçетĕн, ĕçетĕн…
— Çапла, аçа çапасшĕ! Ĕçнĕ, татах ĕçĕп. Ма ĕçеп, тетни? Телей çукран ĕçетĕп. Тăватă çул вăрçăра çӳрерĕм, виçĕ орден илтĕм. Ялта ман пек герой çук. Халь мĕн эпĕ? Кам пĕтерчĕ мана? Эс пĕтертĕн, Парамун!
— Хветĕр, ахаль айăплан. Ан сăмахла ун пек. Юрату вăл…
— Юрату! — йĕкĕлтет Хветĕр текенни. — Юратăва пĕлетни эс ăна? Тупăннă артист. Кур-ха, сысна аçине юрату пуснă. Пĕлетни эс, тăмана, юрату мĕнне?
— Эс пĕлнине эп ма пĕлмес?
— Палкатăн сăнчăрти йытă пек. Ялти ман пĕрремĕш тăшман вĕт эс!
— Çапла пултăр.
— Çапла çав. Илсе тух-ха стакан, ĕçтерсе хăварап.
— Юрамасть, слушпă.
— Слушпă, — йĕкĕлтет Хветĕр, Парамун пек селĕп калаçма тăрăшса. — Слушпа мар сан, йытă пурнăçĕ. Çынсемшĕн уяв пур, саншăн яланах эрнекун. Çынсен кил-çурт, арăм, ача-пăча пур. Сан ăçта? Пролетари эс. Полнăй пролетари. Саншăн хаçатра «соединяйся» тесе çыраççĕ. Вăт пĕрлешĕр. Хăть тăшман пул эс, хĕрхенсе ĕçтерем сана.
— Çук. Ĕçмес. Слушпă.
— Мĕн служби вăл — хурал тăрасси? Эх, аçа çапасшĕ, — татах ятлаçса илет ӳсĕрри. Йытăсем ăна пĕлсе çитрĕç те палларĕç пулас: вĕрме пăрахрĕç. Тĕлĕрекен пĕве çийĕ те каллех ыйха путрĕ. Общежити чӳречи шатлатса хупăнчĕ.
— Камсем унта? — пĕр харăсах ыйтаççĕ пӳртрисем.
— Пуçанасем тĕл пулнă каллех, — тавăрать чӳречене уçса итлекенни, ал сулса. Вăхăта ахаль сая янăшăн хашлатса сывлать. Ĕне сăвакан Хветуç çеç кăмăлсăррăн мăкăртатса илет:
— Хветĕр пичи те çак… Пĕр япалана çирĕм çул сĕтĕрет. Пулнă-иртнĕ. Тепĕр тесен тата… Иккĕшĕ те тăр-ухмах. Пĕрле сулă çыхса иккĕшне те пĕвене ямалла. Ишчĕр Санюка тĕл пуличчен.
Хĕрсем кулса яраççĕ. Ĕненесшĕнех мар вĕсем Хветуç сăмахне, мĕншĕн тесен пĕлеççĕ: çак доярка хуралçăшăн чылайранпа ĕнтĕ пурте сисмеллех хăш! сывлать. Хветуçĕ хăй те хĕрелсе каять, вăтаннине пытарас тесе, тутăрне, юсанă пек, пичĕ çине антарать. Унтан çапла хушса хурать:
— Хĕрсем, çывăрма вăхăт.
Общежитире тепĕртак тăрсан çутă сӳнет. Чăнах та канмалла çав. Çуллахи каç ытла кĕске: ыран ирех тăрса ĕне те сумалла, апатне те пĕçерсе çимелле, çитерме те каймалла. Тавлашакан тавлашĕ вăл. Кашни çыннăнах хайĕн ĕçĕ пур вĕт. Çут тĕнчере тем те пулса иртет пулĕ, пурне те çавах пĕлсе çитерес çук. Парамунпа Хветĕр тавлашăвĕ вăл ĕнтĕ кивелсе çĕтĕлсех кайнă. Ăна ялта кашниех пĕлет.
Çапла, общежитире çутă сӳнет, тулта тӳпе çап-çутă сӳнет. Чăнах та ыран ирех тăрса куçлă çăлтăрсемпе çĕре хăй патне илĕртет. Ял урамĕ урлă кайăк хур çулĕ тăсăлса выртать. Тинкеререх пăхсан, çавăн айĕнче пĕр самантлăха виçĕ çутă ишнине курма пулать. Самолет иккен. Унăн сасси халлĕхе илтĕнмест-ха, тем терирен кăна çĕр çине кĕрлесе анать. Сапаланчăк пĕлĕтсем, хăйсен йывăрăшне йăтса тăрайман пек, çĕр çумнерех пухăннă, çавăнпа анăç та, тухăç та тĕттĕм сивлек курăнаççĕ.
Тарăн çырма хĕрринчи пăрçа анинче карăш авăтса ярать.
— Каяннăй. Кĕç-вĕç пусас пек макăрать, — мăкăртатса илет пĕве хĕрринче тăракан Парамун. Вăл пуç пӳрне хулăнăш пăралук туйипе çине-çинех çĕре качлаттарать. Те туйи курăка тивнĕрен-ши, те пĕр хушă вăшăл-вăшăл çил кăшăлтатса илнĕрен, салтак тӳми чечекĕн ырă шăрши сарăлать. Йӳçĕтнĕ панулми тутине аса илтерет вăл. Ферма хуралçи ăна çине-çинех ахлата-ахлата ӳпке туллин сывлать.
— Каяннăй… Çанталăкĕ те паха, — киленет вăл. — Ухмах та çав çынсем. Мĕнешкел хаклă вăхăта çывăрса ирттереççĕ. Савăнмалла çеç халь çутçанталăкпа.
Парамунăн кулянма сăлтавĕ те пулĕ, анчах ăна никам та ку таранччен куляннине курман. Пур-ши унăн чунĕ? Пур-ши мĕнле те пулсан туйăмĕ? Савăнать-и вăл, кулянать-и, тарăхма пĕлет-и?
Питĕрĕнчĕк, йăлтах питĕрĕнчĕк хуралçă чĕри. Тата кам чунтан-вартанах калаçтăр унпа? Сехет шаккать, кун ыткăнать, эрне сикет, уйăх иртет — сисместĕн те çулталăк вĕçевне е мĕшĕлтетĕвне. Пурăнать Парамун, сехет чанне шаккать, ферма хураллать.
Паянхи кунпа сывлать вăл. Ак халь çеç Хветĕре ăсатса ячĕ. Ĕçнĕ лешĕ. Пӳрт туса пĕтернĕ вĕсем Якку карчăккинне. Лешĕ те, ватсупнă, тăр хăрах пуçăнскер, çурт çĕнетме шутланă. Пурнас киввинчех. Икĕ-виçĕ пĕрене çĕрнĕшĕн йăтăнса анать-и? Чĕр пуç çине мачча кашти татăлса анни пулман. Кам валли туса хăварать? Кам валли? Аслă хĕрĕн Кулька ятлă ывăлĕ пур ĕнтĕ. Этем пулмасть унран. Салтака кайман, ĕçсе кӳршĕ ял ачине ватнăшăн вунпилĕк талăк ларса тухрĕ. Çав Кулька аллине кĕрсен, тата çулталăкран масар мĕнне тĕлĕкре мар, чăнласах куратăн. Çав путсĕр валли пӳрт çĕнетсе хăвармалла-и?
Çамрăкĕсем те çав ĕнтĕ… Тарăхтарсах çитереççĕ хăш чух вĕсем Парамуна. Уйрăмах хĕлле ферма общежитийĕ тавра арçури пек чупкалаççĕ. Хĕрĕсем те…
Каччисем вара мĕнле те пулин пăтăрмах туса хăвараççĕ-хăвараççех: е хуралçа хăратма пăхаççĕ, е йытăсене çăкăр парса илĕртеççĕ, е хĕрсен перчеткисене, ал тутрисене çаклатса каяççĕ. Кайран йăлтах Парамун айăплă. Ăçтан пурне те сыхласа çитертĕр вăл? Ферма тавра çаврăнса çитиччен общежити тулса та ларнă! Сасартăк йытăсем вĕрсе ячĕç.
Хуралçă туйипе çĕре таклаттарма пăрахрĕ те пуçне çӳлелле каçăртрĕ, унтан шыв çинелле пĕшкĕнсе ларчĕ. Шыв тăрăх сас ян килет. Урапа кăлтăртатать-мĕн. Хурамал енчен. Кам килет-ши? Йытăсем тӳрех унталла ыткăнчĕç, анчах вĕрмеççĕ тем. Хуралçă та сукмак тăрăх çул çине васкать. Такамах иртсе çӳрекен марччĕ-ха та. Çапах…
Тимĕр тĕнĕллĕ обоз урапинченех палласа илчĕ Парамун: ферма заведующийĕ. Тăхланкассине ăратлă такасем илме кайнăччĕ вăл. Апла пулсан, хĕрсене вăратмалла мар-ши?
II
Хĕвел тухайман-ха.
Тухăç ĕнтĕ вутлă хĕмпе çунать. Каçхине çĕр çумне пухăннă пĕлĕтсем тӳпене хăпарнă, хĕвеле çул уçса панă. Пайăркасен хĕмĕ пĕлĕтсене те çулса илнĕ, сăрласа лартнă, кĕç-вĕç вĕсем хыпса илсе мăкăрланма пуçлассăн туйăнать. Вăтаннă уйăх шупкаланса çуталса пырать. Шурăмпуç çăлтăрĕ электричество лампи пек ялтăртатать. Ферма пĕви çинче çăмăл тĕтре çакăнса тăрать. Вăл шывран хăпнă ĕнтĕ, çĕкленнĕ, ăна куçса кайма çил çеç çитмест. Тĕтри сийлĕн-сийлĕн пайланса пырать, хушшисенчен такам каçса тухса каять тейĕн.
Парамун ĕне вити патĕнчи сĕт урапи çине лартнă бидонран таз çине обрат ярать, йыттисене йыхăрать:
— Стрелка! Стрелка!
Вĕсене иккĕшне те хăех пăхса ӳстернĕ, иккĕшне те пĕр ятах панă. Пĕр Стрелки йăлтăр хура тĕслĕ, куçĕ хĕрринче икĕ шурă пăнчă пур. Кунашкал йытта халăхра тăватă куçлă, хаяр теççĕ. Хăлхисем те унăн чăнках тăраççĕ, кӳлепи те тайăн сурăх пекех. Унăн юнĕнче кăштах овчарка ăрачĕ пуррине пĕлме пулать. Вĕрессе те вăл сайрарах, шултра саспа хамлатать. Тепри вара йăлтах урăхла: мăйĕ шурă, пĕтĕм кĕлетки сарă, хăй пĕчĕк. Вĕрессе те çатăртатса, каçса кайсах вĕрет, ют çын патне чи малтан ыткăнать. Пырса сырăнать те, мăн Стрелки çитсенех, пăрахса каять… Вăл пуçарса параканĕ. Пĕтĕм ытти ĕçне вара мăн Стрелки вĕçлет. Çыртма çыртмасть вăл, унăн пуçне Парамун ятарласах йĕвен тăхăнтартать. Йĕвенĕ çăвара картармасть. Анчах ют çынсем фермăна пырса кĕме шикленеççĕ. Хăшĕсем йытă усранăшăн Парамунпа ятлаçса та илкелеççĕ. Анчах ферма-çке. Çулла сурăхсем те картарах, те тукмак килесси пур. Йытă сисет. Хуралçă çавăнпа ятлаçнине хăлхана чикмест, йыттисене самăртма хупнă пекех тăрăшса пăхать.
Акă халь те вĕсем иккĕшĕ те харăсах кастарса çитрĕç. Тепĕр самантран чĕлхисемпе çуласа шăпăртаттарни çеç илтĕнсе тăчĕ.
Ĕнтĕ хуçин канма та юрать. Кĕçех кĕтӳçĕсем çитеççĕ, дояркăсем ĕне сума пуçларĕç.
Парамун чи хĕрринчи ĕне вити патне утать. Чикмек хуман пулин те, пĕрене пуçĕсенчен тытса, тепĕр самантранах вăл вите тăррине хăпарчĕ.
Ĕне вити пуçĕ çырмана тухать, çулран катара, çавăнпа кунта сас-чĕвĕ сахалтарах. Çăва тухсан хуралçă пӳрте кĕмест, унăн вырăнĕ çакăнта. Час-часах выртса тăнипе айĕнчи утă пусăрăнса ларнă, çын кĕлетки пек калăпланнă, ăна вăл юсасах та тăмасть пулас. Айне те нимĕн те сарман. Пуç вĕçне трапил каштинчи пăтаран кивĕ шинель çакса янă. Шинелĕ якалса кайнă ĕнтĕ, хĕрри пĕтĕмпех ситрелнĕ, çиппи вĕçĕсем тутăр ярапи пек силленсе тăраççĕ. Унăн тĕсне те уйăрма хĕн халь: те кăвак вăл, те хăмăр? Хутламĕсене курсан, тӳрех пĕлме пулать: ăна хуçи тăтăшах хăй айне сарса выртать.
Маччана халиччен хăпарман çын хăпарсан, сăмсана тӳрех кăвакарма пуçланă кивĕ утăпа куçа курăнман тусан шăрши çапать. Çапах та тепĕртак тăрсан, сăмса урăх шăршăсене те туякан пулать. Акă, енĕç курăкĕн, чапăр курăкĕн шăрши… Уткăшкар утин слон хăлхи пек таврăнса ларнă хăмăр çулçи çиелех тухса выртнă. Хăй вăл шăтăк-шăтăк, ăна ларнă çĕртех, симĕслех хуртсем кăшласа пĕтернĕ. Этем ури пырса пуснă пулсан, ванса та каятчĕ-и, тен, йăлтах типсе хăрса çитнĕччĕ вăл, анчах та паян чылаях сарăлса кайнă. Пĕвери тĕтре уткăшкар çулçине çеç мар, пĕтĕм утта нӳретнĕ.
Парамун шинельне илсе хăрах аркине путса кĕнĕ кивĕ вырăнĕ çине сарчĕ, çуррипе витĕнсе выртрĕ. Икĕ хутчен тутлăн анасларĕ те тепĕр самантран лăпкăн харлаттарма пуçларĕ.
Пĕр виçĕ сехет кăтăш пулнă хыççăн Парамун куçне уçать. Вăл шиферăн шурăрах кăвак тĕсне курать. Вĕсене лайăх хуплаштарнă пулин те, шыв юхмалли вырăнсенче хушăксем тăрса юлнă. Çав çеç кирлĕ те хĕвел ачисене. Вĕсем, ав, çав хушăксенчен кĕрсе кайнă та хуралçă питне кăтăклаççĕ. Кам пĕлет, тен, çапла çеç туйăнать, çапах та Парамун хăй ăссĕн йăл! кулса илсе анаслать. Вăл темиçе хутчен икĕ аллине те хутлата-хутлата илет, унтан аякки çине çаврăнса выртать.
Ирхине нумаях çывраймасть хуралçă. Тепре чухне ферма заведующийĕ Иван Иванович кăшкăрса вăратаканччĕ. Халь çине вăл та чăрмантармасть. Вăхăчĕ çукрах пулĕ-и? Фермăна ытлах килсе курасшăн мар. Малтанах татăлма пĕлместчĕ. Ир те килет, каç та…
Темшĕн юратмасть çак çынна Парамун. Мĕншĕн юратманнине хăй те пĕлмест. Килĕштермест ăна чун. Хăть мĕн ту. Тантăшсем мар-çке. Тен, çавăнпа? Иван Иванович вăтăрсенче çеç. Вăл кунта Çавалкасран киле пырса кĕчĕ те пĕртте киле кĕнĕ çын пек пулмарĕ. Арăмĕн амăшĕ вилсен кивĕ пӳртне тепрер çултан çĕнĕ пĕренесем хушса сиплерĕ, тепĕр пысăках мар кĕлет пĕренисемпе тĕксе аслăлаттарчĕ. Халĕ унăн пӳрчĕ икĕ кăмакаллă, ултă чӳречеллĕ, сăрлă маччаллă, сăрлă урайлă. Пĕрене хушшинчи мăкне алебастрпа сĕрнĕ, çавăнпа ăшчикĕ таса та çутă.
Пулма та пĕрре çех пулнă унта Парамун. Çуркунне, çĕрулми лартнă чух кайнăччĕ. Иван Иванович лашине, Парамун сухапуçне тытрĕ. Хĕрарăмсем çĕрулми пăрахрĕç. Лартма питех те кансĕрччĕ вара. Анкарти вĕçне люцерна акнă — ăна çĕмĕрме юрамасть, тури вĕçĕнче — çамрăк улмуççисем. Ун хĕррипе икĕ метр çӳллĕш шĕтĕрнек карта. Сарайсем патнерех те — кивĕ сад. Кашнинех уйрăм картапа уйăрнă, вара виçĕ хут карта çак пахчана темле пĕтĕм тĕнчерен ыррăн мар картласа ларнăн туйăнать. Парамун ун чухне сакайĕнчен кăларса михĕсене тултарнă çĕрулмине анкартине пĕтĕмпех хăй йăтрĕ. Çавăн чух кĕрсе курнăччĕ пӳртне. Тĕкĕрлĕ шкап та, диван та пур унта.
Иван Иванович арăмĕ — учительница. Çавалкасра ĕçленĕ чух паллашнă-и вĕсем, мур-и, ăна Парамун пĕлмест, анчах арăмĕ çĕрулми лартнă çĕре тухса та курмарĕ. Ĕç пĕтсенех, Парамун лашисене тăварса урапа кӳлчĕ, фермăран хăпарнă дояркăсем те çаврăнса утрĕç.
Апат çиме кĕрĕр тесе чĕнесчĕ хуть хуçин. Çук, ун пекки-кун пекки пулмарĕ. Ара, кĕрес те çук-ха вĕсем, этеме ĕмĕрех çын апачĕ усраймĕ, çапах та кăмăл туни темрен те паха. Çур кун ытла тĕрмешсе иртрĕ-çке, выçрĕç те пуль хĕрсем. Ăна, Парамуна, темех кирлĕ мар, вăл хăнăхнă, унăн хырăмлăхĕ те кашкăрăнни евĕрлех пуль, талăкне виççĕ çисен те пăсăлмасть, иккĕ çисен те аптрамасть… Пĕччен çыншăн яланах хуран çакаймăн.
Иван Ивановичне çынсем хыткукар тенине те илтнĕ вăл. Кам пĕлет, çын темĕн те калаçĕ, темĕн те шутлĕ, шухăшăн шухăшлăхĕ те пĕтес çук. Парамуна мĕн ăна: çын куçĕнчен пăхмасть вăл, çулталăкĕпех ĕçлет, çулталăкĕпех хуралта. Виççĕр утмăл пилĕк е виççĕр утмăл ултă ĕçкунĕ ĕçлесе илет. Унсăр пуçне ферма çывăхĕнче курăк силослама, улăм хутăштарма пулăшать, сӳс пулсан, вĕрен е тилхепе явать. Ытти кăпăр-капăр ĕçсем те тупăнаççĕ. Сисместĕн те çав, ĕçлессе те ĕçсĕр ларассинчен тесе çеç тĕкĕнкелетĕн, — акă сана тата хĕрĕх-аллă ĕçкунĕ çырăнчĕ те. Укçи те, тырри те тивет вара. Начарах мар тивет. Колхоз ял-ялĕсенчен ӳксех юлман. Парамунĕ тыррине суткалать те. Кĕлетре татах утмăл пăт илмелли выртать теççĕ. Ăçта хурас илсе? Укçине ăна колхоз председателĕ Семен Васильевич перекет кассинчи кĕнеке çине куçарса пырать. Чĕнсе илет те вара, çапла каласа хурать:
— Парамон Петрович, сана, ак, вак-тĕвек тăкаксем валли çĕр тенкĕ, виççĕр тенкине куçарса патăмăр.
Çын-мĕн епле пурăнатăн тесе ыйтсан, хуралçă, шӳтлесе, çапла тавăрать:
— Пурăнатпăр çавнашкал сиплешкелесе, çĕнĕ тырăччен кивви пĕтмест, пĕр пичкери сăра пĕтнĕ çĕре тепри йӳçсе çитет, ашпах çăва тухатпăр, спасра така пусатпăр. Чаплах мар ĕнтĕ, çын тиркесен те хамăр тиркеместпĕр.
Председатель хуралçăшăн тăрăшнине Парамун ăнланать. Семен Васильевич ĕçлеме пуçличчен вăл ферма общежитийĕн кăмаки хыçĕнче пурăнатчĕ, халь ун обшежитире хăйĕн пысăк пӳлĕм, урăх алăкпа кĕмеллискер. Темех çук-ха унта: сĕтел, койка тата виçĕ пукан. Хĕлле кĕтӳçĕсемпе кĕрсе ларса доминолла та вылянă. Хуралçă ăста вылять, сайра хутра çеç качака пулать.
Тата колхоз ак хула пекки тума тытăннă. Пĕр çуртне кăçал туса пĕтермелле-мĕн. Вара Парамуна унта хваттер паратпăр тесе калаçкалать председатель. Парсан та лайăх, памасан та макăрас çук.
— Парамон Петрович! — кăшкăрчĕ аялтан Иван Иванович. — Çывăрса тăтăн-и?
— Тăтăм-ха.
— Апла пулсан, ан.
Парамун вите тăрринчен çамрăк çын пек йăпăр-япăр анса тăрать. Ферма заведующийĕ курăк тиесе килнĕ урапа çине тăсăлса выртнă.
Хуралçă ун патне пырать. Вăл ал та памасть, яланах хушнине кĕтме вĕреннĕ çын пек, лăпкăн тăрать. Унăн анаслас та килет, анчах вăтанать вăл. Хăнăхнă ĕнтĕ кăшт-кашт кăтăш пулнипе çырлахма. Хăмăр сукна шăлаварĕ лӳчĕркеннĕ, питне утă пĕрчисем касса йĕр тунă.
— Шăши тытми пултăн эс, Парамун. Каçхине хулигансем çăла лартнă хăйма бидонне тăкса янă. Мĕн хуралçи пултăр санран? Ячĕ кăна, — лăпкăн калаçать заведующи.
— Пулма пултараймасть, — тĕлĕнет Парамун. — Эпĕ унта çĕр каçиччен сакăр хут çитрĕм. Йытăсем те пур. Ют çынна ярас çук.
— Йыттусем те ху пекех кахалланчĕç. Халь çук ĕнтĕ вĕсем. Çавăттарсах ятăм.
— Кама? Йытăсене-и?
— Хăвна мар ĕнтĕ. Стрелкусене. Ветврач фермăра йытă усрама хушмасть. Чир сараççĕ. Хальччен персе те пăрахрĕç пуль
— Кам перет?
— Кам петĕр, Кашкăр Ваççи пемесен?
— Пемест вăл Стрелкăсене, — тавăрать хуралçă.
Анчах ун сассинче шанчăклăх çук ĕнтĕ, тути чĕтреме пуçлать, куçĕсем те мăч-мăч хупăнкалаççĕ.
— Шухăшларăм-шухăшларăм та — айăпусем нумай. Эрне каялла такам сурăх картине çĕрле уçса хăварнă, хĕлле конюхсем утă вăрланă, эс асăрхаман. Ĕçлесси пулмасть санран. Кăларас тетĕп, — сассине пысăклатмасăр, юлташĕпе калаçнă евĕр калаçать ферма заведующийĕ.
Парамун чĕри сисет: чăнахах та ырă этем мар Иван Иванович. Темшĕн ăна фермăра ĕçлекенсем те юратмаççĕ. Унчченхи Михаил Игнатьевич кăшкăрма та кăшкăратчĕ, усал сăмахшăн та кивçене кайман, анчах шӳчĕ те пурччĕ, çилли те хăвăрт иртетчĕ. Вилнĕ ĕнен сĕчĕ тутлă теççĕ те. Иван Иванович кăшкăрма та кăшкăрмасть, анчах чунĕнче сивлеклĕх пур; ятлама та ятламасть, çапах та сăмахĕсем ватпа тулса ларнă. Миçе çын тухса каймарĕ ĕнтĕ вăл ĕçлеме пуçланăранпа.
— Кăларсан тухас пулать, — тавăрать хуралçă. Вăл чунĕ пăтраннипе çаврăнса утать, хăй ăçта каяссине те пĕлмест. Малтан каллех вите тăррине хăпарма шутлать. Анчах мĕн ыйхи пултăр халь? Çынсенчен пытанса выртсан кăна. Общежитие каяс — мĕн тăвас унта? Хăйне ĕçрен кăларни çинчен ферма хĕрĕсем палканине итлесе ларас-и?
— Парамун, тăхта-ха, — чарать ăна Иван Иванович.
Хуралçă халь те чарăннăччĕ-ха. Хĕрсех шухăшлать вăл. Анчах ферма заведующийĕ енне çаврăнмасть ĕнтĕ. Уншăн халь кирек кам чĕнсен те пурпĕрех.
— Эс унта, правлени ларуне чĕнсен, ан турткалаш. Сывлăху çине пер. Эп сан айăпна пĕлтермĕп. Хăйма тăкса янине те шарламăп.
Парамун чĕнмест. Вăл çак хăрушă хыпара пĕлтерекен çынран хăвăртрах хăпасшăн çеç. Анчах ăна çак самантра такам ферма заведующийĕ çумне сăнчăрпах кăкарса лартнăн туйăнать. Çав сăнчăр тăлли чунра чанкăртатать, ăша пăтратать. Хăпăнмаллах, хăпăнмаллах унран мĕнле те пулсан.
— Юрĕ, юрĕ, — терĕ вăл, малалла утса.
Васкасах пĕве урлă каçрĕ, пĕр хушă пӳлĕмне кĕрсе ларчĕ.
Çапах та ниепле те ăш лăпланмасть, хуралçă вара каллех тула тухать.
— Эй, пуçана! Аçа çапасшĕ! — илтет вăл хăй çумĕнче Хветĕр сассине.
Ак ĕнтĕ тата. Йĕпе çине сапа. Тупăнать таçтан муртан асар-писер вăхăтра тепĕр ăш хыптармăшĕ.
— Мĕн кирлĕ сана? — çилĕллĕн тавăрать Парамун.
— Эс арлан пек ан харлат, — тавăрать платник. — Чирлемерĕн пулĕ те? Йăлтах шурса кайнă.
— Сана çавах мар-и?
— Шеллетĕп, — йĕкĕлтерех тавăрать Парамун, хăй васкасах каялла çаврăнса пӳрте кĕрсе каять.
Тепĕр чухне пулсан, йĕркеллех калаçатчĕ пулĕ-ха. Чун капланса килнĕ вăхăтра епле лĕпĕртетсе тăрайăн? Ахаль те хуйхă-суйхă мăшăрăн килет, теççĕ.
Хуралçă пӳрт алăкне çаклатсах лартать. Çӳрет-çӳрет те утса, вырăнĕ çине тăсăлса выртать. Çывăрма мар-ха халĕ, чĕре çурăлса каять, пуç çăвăр янă вĕлле пек кĕрлет. Пуçана та пуçана Хветĕрĕн, анчах Парамун айăплă-и уншăн? Çавна та ăнланмасть-ши Хветĕр?
III
Вунçиччĕреччĕ ун чух Парамун. Çынсемпе пĕрле кунĕпех колхоз çаранне çулчĕ, киле таврăнсан, уйран ĕçсе çывăрма выртрĕ. Ĕшеннипе-ши, апат анмарĕ. Ирхине, вăраннă çĕре, унăн сулахай ури те, сулахай алли те хускалми пулнă. Вĕçем, çывăрса кайнă пек, чĕпĕтсен те туймаççĕ. Чăвашсем пек каласан, ие чăмларĕ ăна, тухтăрсем паралич çапнă терĕç. Çур çул еннех больницăра выртма лекрĕ. Ури утакан пулчĕ ун, сулахай алли типсе, хăрса пычĕ.
Инкек çемьере чи кĕçĕн Парамунтан пуçăнчĕ. Пилĕк ывăлччĕ вĕсем. Асли те çирĕм виççĕре кăна. Амăшĕ çулсерен тенĕ пек ача çуратнă.
Хĕлле ашшĕ вилсе кайрĕ. Вилĕмĕ те элчел вилĕм пулмарĕ, вăрмантан колхоз валли пĕренесем тиесе таврăнсан, апат та çиеймерĕ, вар пăрса килнипе аптрарĕ, йăванчĕ-йăванчĕ те ир енне хытса выртрĕ.
Вăрçă пуçланас умĕн, шăп эрне маларах, иртнĕ çулта салтакран таврăннă Петькăна витнĕ йĕтем айĕнчех аçа çапрĕ. Колхоз ун чухне пĕрремĕш автомашина туяннăччĕ, унпа Коля ятлă шофер çӳретчĕ. Вăлах машинăпа Петя виллине тиесе таврăнчĕ.
Тупăк турĕç. Парамун хĕрес çине çĕçĕпе касса çырчĕ: «Иванов Петр Петрович, 1918 çулта çуралнă, 1941 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ».
Петяна пытарма Коля каллех машинăпа пычĕ. Уярччĕ ирхине çанталăк. Килтен тухсан, чĕреслетсе çумăр çуса ячĕ. Юлашки çула ăсатма пухăннă тăван-пĕтенсем те, машина çине лартнă тупăк та йĕп-йĕпех. Çумăртан çын патне вилепе тарса кĕрейместĕн. Машина çаплах малалла пырать, ун хыçĕнче — çынсем.
Масар патне çитесси те инçех марччĕ. Хырлăх текен айлăмра машина пылчăк ăшне кĕрсе ларчĕ.
— Çавăнта, çырма пуçĕнче, чул пур. Кустăрма айне пăрахма йăтса килĕр-ха, — тенĕччĕ Коля.
Парамун пĕрремĕш чупнăччĕ. Ыттисем те йăтса килчĕç. Коля вĕсене урапа айне хурать. Тапранма хăтланса пĕр метр пек кайнăччĕ те — каллех кĕрсе ларчĕ. Тахăшĕ кустăрма айне татах чул пăрахрĕ. «Ах!» — терĕ те Парамунпа юнашар тăракан Йăван пиччĕшĕ çавăнтах татăлса анчĕ. Малтанах никам та нимĕн ăнланмарĕ. Йăван шуса ӳкрĕ пулĕ тесе шутларĕç. Парамунăн чĕри усала сиснĕн картлатрĕ, вара вăл пиччĕшне çĕклерĕ. Йăван пиччĕшĕн тăнлавĕ автомашина кустăрми ывăтса янă чулпа пылчăкланнă, шĕвĕр кĕтесси касса кĕнĕ вырăнтан юн сăрхăнать. Çапла, пĕр вилене пытарса, тепĕрне каялла тиесе таврăнма тиврĕ. Йăвана çĕклесе кĕрсенех, амăшĕ тăнне çухатрĕ. Ухмаха ерсех кайрĕ çавăн хыççăн. Тăрать те сив шыв ĕçет, каллех тăнне çухатса выртать. Тăна кĕрсен каллех шыв ĕçет. Йăвана пытарсан, шăпах пĕр эрне пурăнчĕ. Вăрçă тухнă куна каллех вилепе кĕтсе илчĕ Парамун çемйи.
Кайран икĕ пиччĕшне çара илчĕç, иккĕшĕ те таврăнаймарĕç. Качча тухнă аппăшĕ тухтăрччĕ ун, вăл та вăрçа хăй ирĕкĕпе кайрĕ, каялла çулĕ пулмарĕ.
Тăр-пĕччен тăрса юлчĕ Парамун. Ăна салтака илмерĕç. Хуралçа кĕчĕ вара. Чăлах алпа унтан ытла ĕç тупаяс та çук. Кам пĕлет: пĕр сăлтав пулман пулсан, Парамун паян кун та киллĕ-çуртлă çынах пулмаллаччĕ-и, тен, анчах сăлтавĕ тупăнчĕ…
Кĕркунне çывхаратчĕ. Вăрçăн чи йывăр çулĕччĕ ĕнтĕ. Фермăна пĕррехинче Хветĕр арăмĕ Санюк пычĕ. Хветĕрри вăрçăччен вăрманпромхозра платниксен бригадине ертсе пыратчĕ. Укçа нумай илнĕ-и вăл, мур-и, яла кермен пек çурт лартрĕ, хăй çара кайиччен пĕр уйăх маларах авланчĕ. Ялти чи хитре хĕр Санюк тăлăха тăрса юлчĕ.
— Параму-ун, — тенĕччĕ вăл ун чухне, — пырса вут татса пар-ха.
Пĕтĕмпех вутăран пуçланчĕ. Карта юсаса пачĕ. Санюк Парамун валли çĕнĕрен те çĕнĕ ĕç тупса пычĕ, Парамунĕ хурала кая юлса çӳре пуçларĕ.
Халиччен туйман, халиччен курман юрату пулчĕ вăл уншăн. Каç пулсанах — Санюк патне. Алăк патĕнче кĕтсе тăрса мăйран ыталаса илетчĕ салтак арăмĕ йĕкĕте. Çĕклет те ăна Парамун — тĕнче хĕррине йăтса кайма та хатĕр. Тĕнчере те Парамунран телейли çук: ăна ялти чи хитре хĕрарăм савать. Вĕсем çинчен ял калаçать, Санюк вăтанмасăр, çын сăмахĕнчен хăрамасăр, Парамун юратăвĕпе киленет.
Тахăшĕ Хветĕр патне хыпар çитерчĕ пулмалла, лешĕ çыру çырми пулчĕ. Хĕлле вара хут килчĕ. Парамунпа Санюк пĕрлешрĕç. Хветĕр салтака кайиччен мунча лартайманччĕ, Парамун хăй мунчине куçарса килчĕ, çулла кил-çуртне сутса ячĕ, вара хуралран тухсах çамрăк арăмпа пурăнма тытăнчĕ. Çуртне вăл çĕр çирĕм пăт тырăлла сутнăччĕ. Ун чухне укçа йӳнĕччĕ, тырăпа тем те туянма пулатчĕ. Парамун Санюка майра пек тумлантарчĕ. Тумлантарчĕ те… Тасах пулмарĕ арăмĕ, хăй пур çинченех вăрçăран аманса таврăннă Куртипе çыхăнса кайрĕ. Халăх çапла калаçкаларĕ, Парамун ăна пуш сăмах кăна тесе шутларĕ. Ахаль пулсан, Санюк епле-ха сана хăй чĕлхипе Хветĕртен ытларах, никамран та ытларах юрататăп тесе калатăр? Тепĕр хут хурала кĕрсен, вăл каçсерен киле пыра-пыра тĕрĕслетчĕ, анчах кĕвĕçме сăлтав пулмарĕ. Тепĕр çичĕ-сакăр çултан çеç ăна ӳсĕрĕлнĕ Курти, Хветĕр хăраххи, «пуçана» тесе каланăччĕ…
Санюк ача çуратса пачĕ, вилĕ пулчĕ вăл. Ачи ĕнтĕ Парамун сăнлăччĕ.
Хĕлле ураран аманнă Хветĕр таврăнчĕ. Санюк, хăй аскăнлăхĕшĕн упăшки вĕлересрен хăраса, Иваново облаçне торф кăларма тухса тарчĕ. Чăнах та, салтак нумай вăхăт шăмарса çӳрерĕ, ӳсĕрпе хуралçа та пыра-пыра çыпçăнчĕ.
Парамунăн Хветĕр пӳртĕнче пурăнма нимĕнле права та пулмарĕ. Çуртсăр-мĕнсĕр тăрса юлчĕ вăл. Мĕн пурри те юрату пулчĕ. Санюк асран тухмасть. Анчах Санюк йĕп пекех çухалчĕ. Пĕр çыру ячĕ те урăх хурав-мĕн пулмарĕ. Кĕтсе пурăнсах иртсе кайрĕ çамрăклăх, хĕрĕх виççе çитрĕ Парамун.
Хветĕрĕн те пурнăç ăнмарĕ. Тепре авланчĕ, анчах ача-пăча пулмарĕ, çавăнпа, ав, ĕçет те ĕçет. Хăй çапла калать, çавăншăн ĕçетĕп, тет. Çурт туса пĕтерет те — ĕçтереççĕ, тепĕр кунне мухмăр чĕртет. Канăç памасть вăл Парамуна, Санюкшăн тĕке-тĕке илет, пуçана тесе йĕкĕлтет. Парамун кăна мар, Хветĕр те хытах юратнă Санюка.
IV
Ах, кунĕ кун мар-çке паян! Парамуншăн вăл çулталăк евĕрлех вăрăм, çулталăк евĕрлех мĕшĕлти.
Каç пуласпа Парамун яла тухса утать. Çитет вăл хăйĕн килĕ пулнă вырăна. Тем туртать ăна çакăнта. Куляннă вăхăтра яланах кунта çитсе тухать.
Вĕсен килĕ — тăкăрлăкпа юнашар. Çур анкартинчен çырма каçса каять. Вăрçă тухас çулне пиччĕшĕпе пĕве пĕвеленĕччĕ. Халь те пур, таппи анкарти патнех хăпарнă. Анчах шывĕ темĕнле ют, катаран тикĕт тĕслĕ курăнать.
Тăкăрлăка çул хĕрри курăкĕ сырса илнĕ, çăраскер вăл, кĕштĕ-кĕштĕ. Каçăр сăмсаллă самăр сысна ăна çăвар тулли чăмлать. Çăтăрт! Çăтăрт! татса илет те Парамун çине тинкерет. Мĕн тума килтĕн эс кунта тесе ыйтнăнах туйăнать.
Парамунтан пӳрт илнĕ Захар та ватăлать ĕнтĕ. Кăçал кĕçĕн ывăлĕ авланчĕ. Пӳртне çĕнетрĕç вĕсем, кĕлечĕ-сарайĕсем вара çавсемех. Вĕсене ĕлĕк чуспа витнĕччĕ, халь шиферпа улăштарнă. Хапхи те Парамунсенех. Тăватă юпаллă. Чуспа туртнă, чусĕсене эреш-мереш тĕрĕпе тĕрленĕ.
Кĕрсе калаçса ларас килет Захар мучипе, анчах тем вăтантарать Парамуна. Урăх пурнăç халь кунта, урăх çемье аталанса Захар ăратне тăсать.
Ăш çунать. Иван Ивановича тарăхса çунать. Парамуна этем вырăнне те хумасть вăл, ĕçрен кăларса вăркăнтарасшăн. Ăçта пурăнмалла вара унăн çавăн хыççăн? Камран тепĕр вырăн ыйтмалла? Хăрах алпа тем ĕç тусах çĕмĕреес çук.
Утать каяллах хуралçă…
Ферма килхушшине çитсен, çурăлман хурама каски çине ларать. Шухăшсем, шухăшсем канăç памаççĕ ăна. Начар ĕçленĕ-и халиччен? Тăрăшман-и? Çĕр çывăрмасăр хуралланă. Тав тăвас вырăнне ăна ăçтиçук ферма заведующийĕ ĕçрен кăларать. Темшĕн юратмарĕ, темшĕн çилле хыврĕ. Сисрĕ пуль çав Парамун кăмăлламаннине. Парамунĕ ăна сăмахпа темех каламан-ха, анчах сисĕнетех çав çын кăмăлĕ мĕнли…
— Стрелка! Стрелка! — йыхăрать хуралçă. Çук сас-чĕвĕ. Чĕнмеççĕ йытăсем. Лере, ĕне вити пуçĕнче çеç, тахăшĕ хулăн сасăпа ахăлтатса кулать. Иван Иванович ĕнтĕ. Кам пултăр тата?
Илтес килмест ун сассине. Çавăнпа хуралçă хăй пӳлĕмнелле утать.
Çутă çутмасăр пĕр хушă ларать Парамун. Унтан татах тула тухать, лашасем тăракан вите патне çитет.
Юратать вăл выльăха. Лашапа йытта уйрăмах юратать, вĕсем ăна этемĕн чи шанчăклă, чи çывăх тусĕсем пек туйăнаççĕ.
Тăрать Парамун хăнăхнă йăлипе каçхи сассене тăнласа. Витери лаша йĕвен çăварлăхне чăнкăртаттарса илет. Ут тарĕн шăрши сăмсана кăтăклать. Килхушшинче: «Хветуç, эс ăна çăнăхпа илĕрт-ха, вара хăех кĕрĕ», — тени илтĕнет. Ку вăл Милани доярка сасси. Вĕсен Улайка текен ĕни, кĕтӳрен тăрса юлса кормокухня таврашĕнчи тĕрлĕ мăшкăлтăк шывсене çулама юратаканскер, каллех витене кĕмен ĕнтĕ.
Парамун кушăхнă тутине çулать, дояркăсем патне кайма тăрать — çавăнтах чарăнать.
Çук, пĕтĕмпех пăтранчăк, арканчăк ун пурнăçĕ халь. Кам кулянать уншăн? Санюка кĕтсе пурăнчĕ вăл, анчах читлĕхрен ирĕке тухнă кайăк епле тĕпĕр хут тыткăна килтĕр? Çыру та çырать теççĕ яла, качча кайнă пулать, упăшки машина айне пулнă имĕш. Хĕрачи ӳссе çитнĕ, тет. Халь Санюк хулара улпут майри пек çӳрет пуль, тутине, питне сăрлать ĕнтĕ, духи сапать. Мĕн тума килтĕр вăл Парамун патне, тислĕк шăрши шăршлама-и? Ухмах çав арçын, çав тери ухмах… Хĕрарăмшăн килсĕр-çуртсăр тăрса юлчĕ Парамун — татах Санюка кĕтет. Парамуна киле кĕртесшĕн салтак арăмĕсем сахал мар калаçу пуçарнă-ха — вăл пур çаплипех пĕрне юратать. Лешĕ ун валли салам та ямасть.
Йывăр кунсем çитессе пĕлнĕ Парамун. Кассăра кăштах укçи те пур. Унпа пӳрт илме те шутланă. Арçын-çке вăл, ĕмĕрех общежитире пурăнас килмĕ. Халь колхозниксене пенси те параççĕ ĕнтĕ. Вилессе вилмĕ-ха, çăкăр та татăк пулмĕ… Анчах кун пек усасăр пурăнса малалла мĕн курĕ вăл?
Каллех хурама каска çине кайса ларать. Халь сĕм тĕттĕмех пулчĕ, ферма çурчĕсем те аран палăраççĕ. Таврана сĕт шăрши тапса тухнă. Вăл Парамун сăмсине кăтăклать, анчах апат çиес килмест. Шухăшсем çаплах канăç памаççĕ ăна. Тăмалла-и ун хуралта, тăрас çук-и? Правление чĕнекен те пулмарĕ.
Тата ак мĕн те пулин пулса тухĕ те, ăнах сĕтĕрме пуçлĕç. Хуралтан сана кăларман, урăх çынна тупса лартман. Апла пулсан, хуралтах тăма лекет-ха… Кăларсах ярсан унта…
— Парамун, ăçта çухалтăн эс паян? — татать ун шухăшне Хветуç.
— Такам шырарĕ-и?
— Кам шыратăр сана, хам шырамасан. Ме, сĕт ĕç, — тесе доярка ăна салтак фляги тыттарать. — Паян сана апат пĕçернине курмарăм.
Парамун ассăн сывласа илет те шарламасть. Вăрттăнлăх çук-ха ун Хветуç умĕнче, ырă чĕреллĕ пулнишĕн çак дояркăна пуринчен ытларах кăмăллать вăл. Парамун пекех, Хветуç та фермăра чылайранпа ĕçлет. Шăпи те пĕрешкелтерех пулчĕ-и, тен, вĕсен. Хветуç хăй савакан Петĕре вăрçă чарăнас çул салтака ăсатрĕ. Таврăнаймарĕ йĕкĕт унтан, килеймерĕ. Вара Хветуç та качча каймасăр юлчĕ.
Ăнланать ун чунне Парамун. Вĕсем час-часах пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçаççĕ, çавна пула усал чĕлхеллисем Парамунпа Хветуç арлă-арăмлă пекех пурăнаççĕ тесе те сăмах сарчĕç. Анчах тĕрĕслĕх çук кунта.
— Ĕçрен кăлараççĕ, Хветуç, — каллех ассăн сывлать Парамун. — Мĕн ĕç туса пурăнас ман малалла?
— Ан кулян, — йăпатать ăна доярка. — Фермăран ăçта кайăн эс, килӳ-çурту çук.
— Семен Васильч патне кайса тархаслас теп…
— Вăл ĕнер çеç канма кайнă. Икĕ эрнесĕр таврăнмасть, тет.
Хуралçă каллех ассăн сывлать, унтан флягăри сĕтне ĕçсе ярса каска çине хурать. Халь Парамуншăн Хветуçран çывăх çын та çук, вăл çеç ăнланать ăна, вăл кăна йăпатать. Хуралçă чĕри ăшă-ăшă туйăмпа тулса ларать. Хăй шухăшĕнчен çамрăк каччă пекех вăтанать вăл. Çапах та юлашкинчен чăтаймасть, Хветуç енне çаврăнса ларать. Лешĕ кĕтет, кĕтет. Парамуна çепĕç сăмахсем калаттарасшăн ăнтăхать.
— Эс анчах мана ăнланаканни, Хветуç, — пăшăлтатать те вара Парамун, хăйне таçтан муртан сасартăк хăюлăх пырса çапнине туять…
Хăй те кĕтменччĕ ун пек пулса тухасса хуралçă, халь акă вĕсем… вите тăрринчи утă çинче выртаççĕ. Парамун сылтăм алне Хветуç ĕнси айне хунă, сулахайĕпе дояркăн кĕлеткине ыталанă.
— Телейлĕ эп, — пăшăлтатать хуралçă. — Ят кăларни сая каймарĕ хăть. Итле-ха, Хветуç, пĕрлешер.
— Общежитинче пурăнăпăр-и?
— Пӳрт илетпĕр. Кассăра ман пилĕкçĕр тенкĕ пур. Илмен тырă та утмăл ултă пăт.
— Ун чухлĕ манăн та пур-ха вăл. Ялта çурт сутаканни çук.
Парамун халь хăйне тĕнчере çук вăйлă этем пек туять. Вăл пурне те тума пултарассăн туйăнать. Ун чĕринче каллех арçын шухăшĕ çуралать, вăл дояркăна татах та хытăрах ыталать, тути вĕçĕмсĕрех «тусăм» тесе пăшăлтатать.
V
Темĕнле урăх, çĕнĕ те ют пурнăçпа пурăнма пуçлать Парамун. Хветуçпа тĕл пулнă каçхине вăл питех те тарăн ыйхăпа мĕн кăнтăрлачченех çывăрчĕ. Вăранасса та хырăмĕ касса выçнипе вăранчĕ. Анчах апат шухăшне сире-сирех пӳлĕмне кайса çăвăнчĕ, сухалне хырчĕ. Унтан иртнĕ çулта кăна ĕнесем валли туса пĕтернĕ чул вите патне васкарĕ.
Ферма заведующийĕн пӳлĕмĕ çакăнтах, ĕне витин пуçĕнче. Пĕр пӳлĕмĕнче сĕт-çу тыткалаççĕ, тепринче Иван Иванович ĕçлет. Хĕлле ку пӳлĕме кормозапарникрен килекен пăспа хутса ăшăтаççĕ.
Парамун уçă вите алăкĕнчен кĕчĕ те пĕр хушă итлесе тăчĕ. Сас-чӳ илтĕнмест. Хуралçă алăк хăлăпне çулса тытрĕ те, пӳлĕмне питĕрнĕ пулĕ тесе, хытах туртрĕ. Уçăлса кайнă алăк ăна хăйне кăштах çамкаран çапмарĕ.
— Кĕме юрать-и?
— Уçрăн пулсан, мĕн ыйтан? — тавăрчĕ заведующи.
— Пĕлме килтĕм эп: мана ĕçрен ĕнер кăларнă-и, паян-и?
— Сан ятпа заявлени çырса правление кайса патăм. Лару пулать те — кăлараççĕ.
— Никам та кăлармасть мана, — хăюлланчĕ Парамун. — Кăларсан, эс мана хăв патра усратăн-и? Ху та эс киле кĕнĕ этем, хăвна та хуса яма пултараççĕ.
Хуралçă чăрсăрлăхĕнчен тĕлĕннĕ Иван Иванович пĕр хушă шарламасть. Ун çине вăл, пĕрремĕш хут курнă пек, тĕлĕнсе пăхать. Сăмах сайра ваклакан, çынна халиччен усал сăмах чĕнмен çак Парамунах-ши ун умĕнче?
— Мĕн эс, ухмах курăкĕ вĕретсе ĕçмерĕн-и?
— Хăв ан ĕç. Йытăсене туп. Ăçта хутăн? Эс ӳстермен вĕсене. Эпĕ хамăн çăкăра çитерсе ӳстернĕ.
— Ферма обратне çисе ӳснĕ вĕсем.
— Обратне çиччĕр. Эп атте килне сыхламастăп.
— Мĕн сыхлани сан. Çĕркаç килсе тĕрĕслерĕм — çук.
— Çĕркаçхи пирки урăх калаçу. Каçхине эп авланнă.
— Яла ан тĕлĕнтер, Парамун, — ахăлтатать Иван Иванович. — Кам ухмахĕ качча тухтăр сана. Пăхнă ĕлĕк вăрçă вăхăтĕнче пĕр хитре Санюк. Халь ун пекки текех тупăнмĕ.
— Мана тухĕç. Сана ак тепре тухĕç-и?
Ферма заведующийĕ тарăхсах каять.
— Марш кунтан! — кăшкăрать вăл. — Ĕçнĕшĕн ак правленине çырса парса штрафлаттаратăп. Вĕрентем сана пуçлăх патне ӳсĕрпе кĕме…
— Эс мана ан хăвала. Аçу пӳрчĕ мар, — тет те Парамун пӳлĕмрен тухать. — Кур-ха эс ăна, ĕçмесĕрех ӳсĕр, тет.
Парамун темле пысăк ĕç тунă пек савăнăçлă.
Хăй пӳлĕмне кайса тимĕр туйине илсе тухать, уçăлса кайнă униче алăкне питĕрсе, пĕве хĕррине анать. Кунта ача-пăча туллиех. Çĕр айĕнчен шыв илмелли çĕмĕрĕлнĕренпе витесене шыва пĕверен уçлаççĕ. Çавăнпа Парамун ачасене шыва пăтратма памасть.
— Ну-ка, ачамккă-пăчамккăсем! Тухăр-ха шывран. Кайăр киле, — тесе хăвалать. — Атту вĕлтрен лекет сире.
Ăна курсанах нумайăшĕ пăрахса тарать.
— Парамун пичи! Санюк курма килнĕ, — тесе кăшкăрать Ваççук пĕве варринчен.
Ку вăл Милани доярка ывăлĕ, вунвиçĕ çулхи чарусăр ача. Ытти ача-пăча нихçан та сăмах хушмасть, ку вара хуралçа кашнинчех йĕкĕлтет.
— Парам сана Санюк. Кĕпӳ-йĕмне илсе шыва перетĕп.
— Перех, пер, Парамун пичи. Санюк сана салам каларĕ, — тесе ишет Ваççук. Хăй каллех пĕр труссипе анчах килнĕ ĕнтĕ, çыранта кĕпе таврашĕ курăнмасть.
Хуралçăн ăна тытса хыçалтан вĕлтренпе çапас килет, анчах шарламасть. Пăрахса утать.
Каллех хырăмĕ выçнине туять. Пӳлĕмне кĕрсе электроплитка лартать, пăтă пĕçерме пикенет.
Апат çисен, ун Хветуçа курас килет, вăл витене каять. Çук-мĕн, канмалли кун ун паян. Вара вăл пĕве хĕррине кĕпе-йĕм çума анать. Каç пуличчен пӳлĕм урайне те çăвать, кашăк-чашăк çуса тирпейлет, унтан каллех, хурала тухать. Аллинчи сехетне тĕрĕслесех тăрать, вăхăт пĕлтерсе, чан шаккать.
— Стрелка! Стрелка! — йыхăрать йыттисене.
Хăй патне никам пыманнине курса, хаш! хуйхăрать.
— Вĕлерттерчĕ шуйттан кăвапи! Хветĕр пек каласан, аçа çапасшĕ! — вăрçать хуралçă ферма заведующине.
VI
— Параму-ун, теп, Параму-у-ун, — илтет вăл хăй хыçĕнче. Хуралçă, тăпах чарăнса тăрса, каç тĕттĕмлĕхне сăнать. Йăнăш илтрĕм-ши тесе те шутлать. Анчах ура сасси те илтĕнет ĕнтĕ.
— Ниçта та сана тупма çук, Параму-ун. — Кунашкал Санюк анчах калама пултарать. Апла пĕвере шыва кĕрекен Ваççук чăнах та каламарĕ-ши? Милани доярка та паçăр Санюк яла курма килнĕ, йăмăкĕсем патĕнче пурăнать, тенĕччĕ. Çапах ĕненмест-ха хуралçă, çын çывхарасса чăтăмлăн кĕтсе тăрать.
— Мĕн эс нимĕн те чĕнместĕн? Чĕлхесĕр пултăн-и? — ыйтать Санюк. — Ну, добрый вечер что ли, — тесе ал парать. Алли ун çемçе, чăмăртама çеç арçынла çирĕп чăмăртать.
Хуралçă ним калама та аптрать, шухăшлать, шухăшлать вăл сăмах шыраса, вара персе ярать:
— Яла килсе курас терĕн-и?
— Ятарласа сана курма килтĕм, Параму-ун, — ун ятне юрăри пек тăсарах калать Санюк.
Хуралçă сасартăк ахăлтатсах кулса ярать.
— Тĕнчене ан култар. Çирĕм çул иртсен аса илтĕн пулать.
— Мою душу ты не понимаешь…
— Понимай не понимай та, эп ĕненмес.
— Ан ĕнен те, çапах эп суймас. Эх, Парамун, пĕлместĕн эс… Кунта тăриччен кайса ларар мар-и пĕр-пĕр çĕре.
— Ларар, ак вите умĕнче урапа пур, — килĕшет хуралçă.
Вĕсем юнашар утса каяççĕ. Иккĕшĕ те урапа çине юнашар хăпарса лараççĕ. Халь çеç хуралçă Санюкăн хăрах аллинчи сумкине асăрхать.
— Кунта та, хулари пек, сумкăпа çӳретни? Пудрăсем, пит хĕретмеллисем пулĕ унта?
— Çук, сан валли кучченеç вăл, Парамун. Вырăнĕ те ку сан… Виле выртмаллискер çеç.
— Эппин хам пӳлĕме каяр. Вĕсем каллех тăрса утаççĕ.
Хуралçă çутă çутать. Халь вăл Санюка тĕплĕн пăхма тăрăшать. Çав-çавах çамрăк сăнлă, çавра питлĕ хĕрарăм.
Çӳçне кăтралаттарнă. Тата хулăнланса сарăлнă. Ĕлĕк ăна Парамун йăтса çӳретчĕ те, халь Хветĕр те аран кăна çĕклемелле.
— Çакăнта пурăнатăн-и?
— Çакăнта.
— Вырăнна та лайăх пуçтарман эс.
— Çулла эп унта çывăрса курман. Çулла кăркка тĕкĕн тӳшекĕ те лайăх.
Санюк вырăн пухса пачĕ, минтерсене кăпкалатса хучĕ.
— Аннӳннех-и?
— Унăн…
Парамун ним тума аптрарĕ. Пукан çине ларчĕ. Аллисемпе пуçне тĕревлерĕ. Ытла та ăнсăртран, уяр аслати пекех пулса тухрĕ Санюк килни. Халь çеç Хветуç çинчен шухăшласа çӳретчĕ.
— Мĕн эс, хуçа пек мар? Хăна выçрĕ те пуль, — текелесе Санюк сумкине сĕтел çине лартрĕ. Эрех кĕленчи, çимеллисем кăларса хучĕ. Унтан Парамуна пĕр çыхă вĕт шушкă тыттарчĕ, шап-шурă кепка тăхăнтартрĕ.
— Парни хаклах мар та, асăнмалăх пултăр хăть. Стакансем пур-и сан?
— Сĕтел сунтăхĕнче пĕр стакан пурччĕ, — тесе хуралçă тăчĕ, кепкине хыва-хыва тăхăнчĕ. — Ахалех чăрманан эс, Санюк, — терĕ те парнине пăтаран çакса хучĕ.
Санюк хăйне килти пекех тыткаларĕ.
— Лар эс, Параму-ун. — Ме-ха, арçын пек пулса, тытса пар, — тесе стакана эрех тултарса пачĕ.
— Хăв сып-ха малтан. Эп слушпăра, мана ĕçме юрамасть.
— Кам çаратса кайĕ фермуна? Ĕçех.
Хуралçă стакана çӳçене-çӳçене тытрĕ, тути патне илсе пынă чух шăрши сăмсана кӳ-кӳ! çапрĕ, ăш пăтранса хăпарчĕ, анчах вăл парăнма шутламарĕ-ха, сывламасăр тумлам юлмиччен ĕçсе ячĕ.
— Ме, кăлпасси çырт. Тăхта, голланди чăкăчĕпе закусить ту-ха.
Парамун, нумаях пулмасть апат çинĕ пулин те, халь кăмăлпах çăвар туллин чăмлама тытăнчĕ.
— Сан сывлăхушăн, Парамун, — тесе ачашшăн сĕререх каларĕ Санюк. Вăл эрехе куç хупмасăр ӳпĕнтерчĕ, ах! — тесе пуçне сулларĕ те çыртма пикенчĕ.
«Ĕçме вĕреннĕ пулмалла, манпа пурăннă чухнех сăмакунтан татăк тăмастчĕ. Эрех ĕçсен арçын хастар тесе, кашни апат умĕнех пĕрер черкке ĕçтеретчĕ. Халь те ĕлĕкхи йăлана пăрахман пулмалла», — шухăшларĕ хуралçă.
— Мĕнле пурнан? — ыйтать Санюк.
— Пурăнкалап çапла. Çĕнĕ тырăччен кивви пĕтмест, пĕр пичкери сăра пĕтнĕ çĕре тепри йӳçет, аш-какайпа çăва тухатпăр, спасра така пусатпăр. Пĕр пуç та пĕр хырăм, кивçене кайман. Ху тата епле пурнан?
— Пенсие тухрăм, Парамун.
— Епле халех? Алла та çитмен пулĕ-ха?
— Хĕрĕх улттăра. Çирĕм çул эп хими заводĕнче ĕçлерĕм.
— Апла эппин, хваттер те пур-и?
— Пур. Пĕр пӳлĕмлĕскер. Ванна та, газ та пур.
Шăкăртатса калаçса ларсах çур литра пушатрĕç. Парамун хăй ӳсĕрĕлменнинчен тĕлĕнчĕ. Ытти чух салтак юрри ĕнĕрлеме те тытăнмалла, халь пуçра ним те пăтранмасть, ăшра кăна лайăх та ырă. Унăн Санюка ĕлĕкхи пекех ăшă сăмахсем калас килет, тăрса ыталас килет, анчах майралла капăр тумланнă хăй арăмĕ пулнă хĕрарăмран вăтанать.
— Эс Санюк, кĕçĕр кунтах юлатăн-и е йăмăку патне каятăн?
— Хуçи хăварсан, ма юлас мар?
Пуçтарнă вырăна сӳтет, çутă сӳнтерсе, Парамуна пырса ыталать.
— Чунăмçăм! Тĕлĕкре те сана кураттăм, — тет вăл…
…Тул çути килет, анчах иккĕшĕ те çывăраймаççĕ.
— Пулăш, Параму-ун, — ыталаса ачашлать Санюк. Хам хĕрачах пĕтерет мана. Вĕренсе тухсан лавккана кĕчĕ те, çур çулта пилĕкçĕр тенкĕ тухмасть. Ăçтан тупам ун чухлĕ укçа? — ĕсĕклет Санюк. — Атту тĕрмене хупаççĕ.
«Ачи ашшĕ кам?» ыйтас килет Парамунăн, анчах вăтанать. Хĕрарăм макăрни чĕрине пăлхатса ярать.
— Пулăшма пулăшăп та, ун чухлех парайрас çук.
— Йăмăк икçĕр тенкĕ парать, эс пĕр виççĕр тенкĕ пар хăть.
Хуралçă чылай вăхăт шарламасăр выртать.
— Хăвна та хампах илсе каятăп, Парамун. Хам çитмĕл тенкĕ пенси илетĕп, сана та, комиссие тăрсан, инвалид туса пенси параççĕ. Хулара дворник те кирлĕ, хам та татах пĕр-пĕр ĕçе кĕрĕп. Пурăнатпăр, Параму-ун.
— Укçине парăп та, хулине ненай…
— Хăвармастăп, Параму-ун. Этем тăватăп санран.
— Хăçан кирлĕ укçи?
— Ыранах кирлĕ. Виçмине эп каялла каясшăн.
VII
…Парамун кĕçĕр канăçсăр.
Ирхине перекет кассинчен укçа илсе парсан, Санюк килме пулчĕ, анчах çур çĕр те иртрĕ, вăл çаплипех çук. Таçта ĕçке кĕрсе кайрĕ пуль тесе те шутлать хуралçă ун пирки. Хăна-çке. Ял аслă, хăналаканĕ тупăнĕ.
Иккĕленет, иккĕленет тата. Каймалла-ши ун хулана, каяс çук-ши? Мĕнле пурнăç кĕтет унта? Кайма та… кил-çурт сутас хуйхă çук-ха та. Анчах ял-йыша епле пăрахса хăварăн? Хветуç мĕн шутлĕ тата? Унпа сăмах татнă та… Çапах ĕнтĕ Санюк хитререх. Еплерех ачашланма пултарать. Еплерех хитре-хитре сăмахсем тупать. Пĕр талăкра пĕтĕм иртнĕ телей капланса килнĕн туйăнчĕ Парамуна. Ларас та килмест вырăнта, çунат пулсан, вĕçмелле те хăпармалла пĕлĕте.
Çав вăхăтрах… иккĕленӳ, канăçсăрлăх…
Пӳлĕмĕнчен тухать те вăл витесем тавра утать. Утать, утать туйипе таклаттарса. Унтан каллех общежитие таврăнса, сас-хура итлет. Санюк çитмен-ши? Хветуç тата мĕншĕн паян кунĕпех унран пăрăнса çӳрет? Пĕлчĕ ĕнтĕ вăл Санюк фермăра пулнине,
Шăп. Пĕр сас-чӳ çук каçхи тавралăхра. Общежитирен тахăшĕ тухать, çенĕкрен анса, Парамун патне пырать.
— Ухмах та çав эс, Парамун, — илтет вăл Хветуç сассине.
— Ма? — тĕлĕнет лешĕ, шартах сиксе.
— Ахалех ухмах. Санюка ма укçа парса ятăн?
— Епле ятăн?
— Кăнтăрлах станцăна кайрĕ вăл. Эпир сĕт парса килнĕ чух хирĕç пулчĕ. Ухмах Парамун инкекрен çăлчĕ тесе, тăрсах каласа пачĕ. Эх, эс те çав. Çурт лартар, пĕрлешер, тетĕн, — кӳренсе чĕререн калаçрĕ Хветуç. Сасси ун хурланса та чĕтренсе тухрĕ.
Парамун шаках хытрĕ. Чĕлхи те çĕтрĕ ун. Çăварĕ типсе кайрĕ. Пырне кумкка ларчĕ. Вара нумай-нумай çул хушши капланса пынă хуйхă-суйхă пĕви татăлса кайрĕ те, вăл сассăр йĕрсе ячĕ. Вĕри куççуль тумламĕсем пичĕ тăрăх чарăнайми шăпăртатрĕç.
Хуралçă ĕнтĕ Хветуçа сăмах та чĕнеймест, тути чĕтрет.
— Парамун! Пуçана! Аçа çапасшĕ, — янраса каять пĕве леш енче ӳсĕр Хветĕр сасси. — Колхозăнне мунча пураса пĕтертĕмĕр. Ăçта эс?
— Ан чĕн, — пăшăлтатать Хветуç. — Ан чĕн ухмаха.
— Пуçана! — янăрать Хветĕр. — Тăмсай эс… Ан шан хĕрарăмсене. Санюк килнĕ яла, ан яр ху патна çывăха… Çĕлен вăл! Парамун! Пуçана! Ăçта эс?
Чĕнмест тавралăх. Шăпах. Çыран хĕррине тухса ларнă шапасем кăна шывалла шăмпăртатаççĕ. Унтан Хветĕр, темле юрă ĕнĕрлесе, вите çумĕпе килнелле сулланать.
Картлатсах сикет Парамун чĕри. Тухса тарас пек. Темĕнле тăвăллă çилĕ капланса хăпарать. Кайса çапса пăрахас килет Хветĕре. Пĕлмест-и вăл ахаль те хуйхă-суйхă йăтăнса килнине, ахаль те Парамуншăн тĕнче тăвăрне? Килсе мăшкăлласа хăварать тата…
«Анчах эпĕ хамах айăплă мар-ши?» — вĕлтлетсе илет хуралçă пуçĕнче шухăш. Çав шухăш кĕл хĕлхемĕ пекех вăйсăр, çавăнпа самантрах сӳнет.
Общежити умĕнче вĕсем çаплах сăмах чĕнмесĕр тăраççĕ. Хуралçă кăштах лăпланать, кĕсйинчен кăларнă ал тутрипе питне шăлать.
— Чăнах та ухмах эп, Хветуç.
— Ухмах мар эс. Ырă та таса чĕреллĕ, — тавăрать доярка. — Кайса ларар хурама каски çине.
Вĕсем алла-аллăн тытăнса утаççĕ.
Пуç çийĕнче кайăк хур картиллĕ, çăлтăрлă тӳпе. Алтăр çăлтăр аврине тӳрлетсе хунă, кĕвенте çăлтăр куç хĕссе ташлать. Вăрнар вăрманĕ çийĕнчен катăк уйăх çутатать, тухăçа вăл самаях шупкалатса янă.
Пăхать те Парамун уйăха, ăна хăйне те Санюк çурмаран касса кайнă пек туйăнать, унăн яшлăхне, унăн пурнăçне вăрланăн туйăнать. Çакăн çинчен Хветуçа каласа парас килет, анчах каллех хăй сассăр макăрса ярасран хăрать. Чунне çирĕплетсех утать вăл, вара ăнсăртран килнĕ сăмаха персе ярать:
— Уйăх катăлнă…
Хветуç нимех те каламĕ тесе шутлать хуралçă, анчах лешĕ çапла тавăрса хурать:
— Уйăхĕ вăл катăлĕ те, тулĕ те. Пирĕн хĕвел пек тулли пурнăç тăвасчĕ…