Читлĕхре те юрлать сарă кайăк
Манмасассăн сапма кĕрпине.
Тыткăнра та ăна питĕ лайăх:
Кирлĕ мар шырама пĕрчине!
Анчах манăн чĕре кайăк мар-çке!
Юрламасть вăл пачах читлĕхре!
Ик çунат хушнине ас тăвать-çке:
Манайман вĕçнине ирĕкре!
Чӳлмекре те ӳсет кĕлчечекĕ
Шăвармашкăн пĕлсен вăхăтра.
Яланах вăл хитре те черченкĕ:
Ун тĕнчийĕ кунтах, савăтра...
Анчах манăн чĕре чечек мар-çке!
Манаймасть ирĕкре тапнине!
Шанăçпа, ĕмĕтпе вăл тулать-çке
Упраса пулнине-иртнине!