I
Василий Викторович çапса çăвакан çумăр витĕр тавралăха кичеммĕн пăхса пычĕ. Дворник машина чӳречине тумламсенчен тасатса каллĕ-маллĕ чупать, йĕпе асфальт çинче урапасем шăхăрни вĕçĕсĕр-пуçламăшĕсĕр кичем кĕвĕ пек илтĕнет.
Кабинăн çивиттийĕ исленсе кайнă, пуç çине пусса тăнăн туйăнать, тахăш тĕлтен шăтнă та пулас вăл: алăк урлашки çине пат та пат! çумăр тумласа плащ çине сирпĕнет. Василий Викторович хыçалти ларчăк çине те куçса ларма шутлать, анчах шофера чăрмантарасси. Çăрăлса пĕтнĕ çулсем çинче тертленнĕ хыççăн асфальт çинче ытла та канăçлă.
Иккĕмĕш эрне ĕнтĕ çумăр лăпланмасть. Вăхăтăн-вăхăтăн çанталăк уяртса та яма пăхать, çăра пĕлĕт татăла-татăла уçăлать, хĕвел пăхса илет. Каллех çумăр пĕлĕчĕ капланса килет. Çурхи шывсемпе ахаль кӳпчесе кайнă çĕре шӳтерет. Кĕр калчисем сип-симĕс ешерсе кайрĕç, анчах çуракине пĕр колхоз та тухаймарĕ-ха. Çул хĕрринчи лапамра та курăк çĕртен хăпнă, çеремсем те симĕсленчĕç. Вăхăт, вăхăт çуракине тухма.
— Юхтарать, вăпăр, — мăкăртатса илет шофер. Уншăн усалли те, ырри те — «вăпăр», кашни сăмах хыççăнах ăна асăнать. Хăй вăл вăтăра та çитмен, анчах вăрман хуралĕнче пурăнса ватăлнă çынран та чĕмсĕртерех, талăк пĕрле çӳресе те унран вунă сăмахран ытла илтейместĕн.
— Ан та кала, — тавăрать Василий Викторович, ассăн сывласа. Вăл плащ кĕсйинчен «Казбек» пачки кăларса пирус чĕртет, шофера та сĕнет. Иккĕшĕ те пĕр хушă пирус мăкăрлантараççĕ, кабина тĕтĕмпе тулса ларать.
— Ыран майăн пĕрремĕшĕ… Пĕлтĕр çак вăхăта ултă пин гектар акма ĕлкĕрнĕччĕ, — тет Василий Викторович.
— Н-да, — тавăрать шофер. — Физик вăпăрĕсем пăсса ячĕç çанталăка. Леш америксем отна çĕр айĕнче бомба çураççĕ. Ăçтан çĕр хăй тĕнĕлĕнче лартăр? — вĕçлет вăл филисофилле шухăшне.
Паян шофер шăпах пĕр эрнешĕн калаçрĕ. Начальникăн пусăрăннă кăмăлне уçасшăн пулас. Василий Викторович кулса ярать.
— Çĕрĕ вăл, Григорий Иванович, хăй тĕнĕлĕнчех-ха, çулпа çул пĕр килмест.
Çумăр çаплах çăвать, алăк урлашки çине ӳкекен тумла, сирпĕнсе, Василий Викторович пирусĕ çине ӳкет. Чăш! турĕ кăвар, вара пирусран кăвак тĕтĕм йăтăнса тухрĕ. Управлени начальникĕ алăка уçса пирусне кăларса ывăтрĕ. Пĕр самант кабинăра мотор сасси, шинăсем чашлани уççăн илтĕнчĕ.
Таврана каç сăнĕ çапать. Хĕвел анас вăхăт çитмен-ха, çапах пĕлĕтсем куна кĕскетрĕç. Район центрне çитнĕ çĕре çутăсем çутнăччĕ ĕнтĕ.
Управлени умĕнче анса юлнă Василий Викторович каткари шывпа аттине çурĕ, лайăх сĕрсе тасатнă пусма картлашки çине йĕр хăварса кантура кĕчĕ. Çынсем тахçанах ĕçрен саланнă, хĕрсех уява хатĕрленеççĕ пуль ĕнтĕ. Вăл, ак, ирхине ирех чи катари колхоза тухса кайнăскер, халь тин çитрĕ. Паянхи почтăпа та паллашман-ха.
Кĕсьерен çăраççи кăларса, пӳлĕм алăкне уçрĕ, çутă çутрĕ, плаще хывса, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Секретарь ун валли папка хурса хăварнă.
Василий Викторович умне чи малтанах çырусем сиксе тухрĕç. Уяв ячĕпе ăна юлташĕсем, тăванĕсем саламлаççĕ, вĕсене вăл часах вуларĕ: çырăвĕсем пурте пекех пĕр евĕрлĕ, ырлăх-сывлăх, ĕçре ăнăçлăх сунаççĕ. Хăй те вăл виçĕ кун каялла çирĕм çыру ăсатнăччĕ. Парăмра юлма аван мар, кăмăла хирĕç кăмăл.
Унтан ĕç хучĕсем тухрĕç. Пĕри ялхуçалăх министерствинчен кукуруза вăрри Канаша çитни çинчен хыпарлать, республикăра тухакан хаçат редакцийĕнчен икĕ жалоба ярса панă. Пĕрин айне автор ятне те çырман. Вĕсене вăл тĕплĕн вуларĕ, уйрăм вырăнсене кăранташпа туртса паллă турĕ. Ытти хутсене пăхса тухса папкăна хупма хатĕрленнĕччĕ — телеграмма сиксе тухрĕ. Малтанах вăл ăна ялхуçалăх министерствинчен пуль терĕ, анчах унта пĕтĕмпе те виç сăмах кăна: «Васкасах кил. Саша».
Тĕрĕс, Саша. Кунашкал япаласене вăл çеç тума пултарать. Уяв ячĕпе ырлăх-сывлăх сунасчĕ хуть. Вăл, ав: васкасах кил… Мĕн тума? Хăнана-и? Савăнăç-и ун, хуйхă-и? Пĕл ĕнтĕ халь.
Сашăпа вĕсем Шупашкарта, ялхуçалăх институтĕнче паллашнăччĕ. Иккĕшĕ те вăтам шкул пĕтернĕскерсем, иккĕшĕ те экзаменсене ăнăçлă тытнăччĕ. Василий Викторович ача пек хăюсăрччĕ. Саша вара йăлтах урăхла: хăюллă, хастар. Хĕрпе калаçасси те уншăн тем мар, пĕринпе темиçе уйăх калаçнă пулсан, ăна çăмăллăнах пăрахса теприне тупатчĕ. Çамрăклăх вăл губкăпа пĕрех: усаллине те ыррине те тиркемесĕрех сăхса илет. Çулсем иртсен çеç этем хăй хăтланăвĕсене тиркет. Вася Саша хăтланăвĕсене тиркеме мар, ăмсаннă та вĕсене. Унăн та хăюлăх тупăнчĕ, вăтанма пăрахрĕ, пухусенче тухса калаçма вĕренчĕ. Халь ĕçре хăюлăх кирли кунсеренех сисĕнет.
Институт пĕтерсен, вĕсене иккĕшне те пĕр районах ячĕç, колхозĕсем те ăмăртаканскерсем, кӳршĕсем пулчĕç. Ĕçлерĕç иккĕшĕ те виçĕ çул. Кайран аспирантура.
— Мĕн шуйттанĕ пулнă ăна? — терĕ Василий Викторович саспах, унтан, ларса тĕннĕ урисене кантарас тесе, пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ ута пуçларĕ. Анчах шухăшсем хăпмарĕç-ха унран…
Иртнĕ çулла килсе кайнăччĕ ун патне Саша. Виçĕ кун пурăнчĕ. Мĕнпе савăнтарчĕ-ха вăл ун чухне? Çапла, диссертацине йышăннă, терĕ. Апла пулсан, наукăсен кандидачĕн дипломне илнĕ пуль. Илнĕ пулсан, мĕншĕн çаплах техникумра ĕçлет? Халиччен ĕнтĕ ăна пĕр-пĕр института ямалла.
Ыран уяв, Василий Викторович канма та пултарать, машинăпа каяс пулсан, ик-виçĕ сехетре çитме пулать. Шофера пĕлтерсе хумаллаччĕ те, юрĕ ĕнтĕ, ыран ултă сехетре каласан та ĕлкĕрме пулĕ.
Василий Викторович телеграммăна кĕсйине чикрĕ, унтан телефон трубкине çĕклесе, хăйне райком секретарĕпе çыхăнтарма ыйтрĕ. Малтанах вăл ăна хăй кайса килнĕ колхозри ĕçсемпе паллаштарчĕ, çĕнĕ хыпарсене ыйтса пĕлчĕ, уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан тин хăй мĕншĕн шăнкăравланине каларĕ:
— Телеграмма илтĕм, — терĕ вăл, — юлташ йывăр чирленĕ.
Такам чĕлхерен туртса калаттарчĕ ăна çапла, хăй суйнишĕн хăй вăтанчĕ.
— Мĕнех вара… Яра пар, — терĕ райком секретарĕ.
II
Виктор Васильевич кантуртан тухсан, çурхи пылчăка çăрса, хваттерелле утрĕ. Район центрĕ — тăхăр пин çын пурăнакан поселок — ытла та ушах вырăна вырнаçнă. Халлĕхе поселокра тĕп урама кăна асфальт сарнă, çавăнпа çуркунне е кĕркунне пулни самаях сисĕнет.
Ялхуçалăхĕнче ĕçлекен специалистсен вуникĕ хваттерлĕ çурчĕ çĕнĕ поселокра, унта шăпах çур сехет утмалла. Халлĕхе кунталла чул та сарман, çавăнпа Василий Викторович шыв кӳлленчĕкĕсенчи пылчăка çăрса утрĕ. Хăйне вăл çывăхарах хваттер илменшĕн те тарăхать. Хваттерне ăна çывăхра та пама пултарнă-çке, хăй ирĕкĕпе килмен вăл кунта. Диссертаци хӳтĕленĕ хыççăн институтра ĕçленĕ. Виçĕ уйăх кăна пурăнчĕ Шупашкарта. Парти обкомне чĕнсе илчĕç те, калаçу кĕске пулчĕ. Государство ăна вĕрентсе этем тунă. Ăçта ытларах усă кӳме пултаратăн, çавăнта ĕçлемелле. Хулара пулсан, çакăн пек çулпа утмастăн ĕнтĕ. Асфальт. Хваттертех шыв, газ. Паянхи район центрĕнчи пурнăç вара хулана та çитеймен, ялтан та ытлашшиех хăпайман.
Арăмĕ Василий Викторовича сиввĕн кĕтсе илчĕ.
— Эсĕ çынсен арçынĕсем пек тирпейлĕ çӳреме те пĕлместĕн. Аттупа урамри пылчăка йăлтах пуçтарса килме тăрăшнă. Çынсем ĕçрен яланах вăхăтра таврăнаççĕ, эсĕ çур çĕрсĕр киле çакланмастăн.
Кунашкал сăмахсене Василий Викторович илтсе йăлăхнă, çавăнпа вĕсене чĕре патне илмерĕ, хывăнса тӳрех зала кĕчĕ. Урайне сарнă çемçе кавир тарласа йĕпеннĕ урасене уçăлтарса кантарчĕ, Василий Викторович пукан çине ларчĕ, телеграммине сĕтел çине кăларса хучĕ, унтан арăмне чĕнсе тыттарчĕ:
— Ме, вула.
Зина телеграммăна илсе хăвăрт вуласа тухрĕ, унтан ăна каялла тыттарса:
— Мĕн тупнă эс çав тăрлавсăр çумĕнче? — терĕ.
— Мĕншĕн вăл тăрлавсăр?
— Вăтăрта та авланман арçын — пăсăлнă этем.
— Ыран ирхине çичĕ сехетре каятпăр. Юркăна кам патне хăварăпăр вăт?
— Ниçта та каймастăп, сана та ямастăп. Ыран анне килет. Е эсĕ ăна та кĕтсе илес теместĕн?
Хунямăшĕ килет тенине илтсенех, Василий Викторович çӳçенсе илчĕ. Юратмасть вăл ăна. Лешĕ çитнĕ-çитменех мораль вулама тытăнать. Кĕрӳшĕ унăн кил çинчен шухăшлаканскер мар иккен, укçа ытлашши тăккалама юратать. Уйăха икçĕр тенкĕ ытла илсе те, хĕрне хваттерте усрать. Çав укçапа çулталăкрах чул çурт туса лартмалла, ĕне-сысна усрамалла… Арăмне те пачах пулăшмасть пулать ĕнтĕ Василий Викторович. Кашни кунах çĕрлесĕр таврăнмасть, таçта вăл — те пухура, те ют хĕрарăмсем патĕнче.
— Апат çиетĕн-и е çитерсех ячĕç?
Кăна арăмĕ мар, хунямăшĕ каланă пек туйăнать Василий Викторовича. Матриархат вăхăчĕ, ахăртнех, кашни хĕрарăм чĕринчех çухалми йĕр хăварнă, вĕсем халь те хăйсене пăхăнтарма, ытларах хуçаланма юратаççĕ. Пĕлмест-им Зина упăшки çак самантра мĕн шухăшланине? Пĕлет. Çапах та йĕплесе илет. Тепре чухне пулсан тата хуть, шӳтлекелесе ирттерме пулать. Анчах паян Виктор Васильевича арăмĕн тӳрккес сăмахĕсем тарăхтарсах ячĕç. Сакăр çул пĕрле пурăннă, кашни çăкăр татăкне, кашни тенкĕне çурмалла пайланă юлташĕ чĕнет. Арăмĕ ав, çавна нимĕн те ăнланмасть.
— Çиетĕн-и эс кĕçĕр? Е çитерсех ячĕç? — тет Зина каллех шăртланса.
Çапла, тумла пĕр вырăна патлаттарнă пек пĕр сăмахпах тăна илет арăмĕ.
— Зина, мĕнле ăнланмастăн? Сана хăвăн юлташу чĕнет пулсан, эпĕ пымăттăм-ши ĕнтĕ?
— Саша патне каймастăп, — пат татса хурать арăмĕ.
— Тен,чирлесе ӳкнĕ вăл? Тен, урăх пĕр-пĕр инкек сиксе тухнă? Тен, эпир çитнĕ çĕре тупăкра выртать?
— Саша тупăкра-и? Тĕнче пĕтсен те, вăл юлать. Эпĕ сана ăнланми пултăм, Вася: анне çулталăкра пĕрре çĕр çухрăмран килет, эс ăна кĕтсе те илесшĕн мар. Неушлĕ эсĕ аннепе юлташна улăштаран? Чунсăр эсĕ, Вася.
— Кам чунлăрах-ха кунта… Курăпăр. Анчах эпĕ хама пĕр йăнăшшăн каçарма пултараймастăп. Ваттисем тĕрĕс каланă: авланнă чух куçпа ан суйла, хăлхупа суйла, тенĕ. Эп сана куçпа суйларăм.
Çак сăмахсене калаймасăр чăтаймарĕ Василий Викторович, анчах хăй ларакан туратах касса ячĕ вăл.
Мăшăрĕ пĕр сăмах та чĕнмерĕ, тепĕр пӳлĕме кĕрсе кайса çухалчĕ. Халь ĕнтĕ упăшкине икĕ талăк пĕр сăмах та чĕнмест вăл. Е Зина пĕрре тарăхсан, унăн çилли икĕ талăксăр иртсе каймасть.
Ытла та тăрлавсăр авланчĕ вăл, Василий Викторович. Управление ĕçлеме килсенех, райком секретарĕ ăна çапла каларĕ:
— Икĕ уйăх çитет-и сире?
— Районпа паллашма-и?
— Çук, авланма, — ахăлтатса илчĕ вăл. — Час-часах колхозсенче пулмалла, киле çĕрле тин таврăнатăн, апат пĕçерсе параканĕ кирлĕ, унсăрăн сывлăхна пăсма пултаратăн. Кандидатура хатĕр.
Çур сехетрен «кандидатура» райком секретарĕн пӳлĕмĕнче ларчĕ ĕнтĕ.
— Сире пĕрремĕш парти порученийĕ парасшăн, — кулкаларĕ райком секретарĕ, Зина çине пăхса.
— Мĕнле поручени? — тĕлĕнчĕ хĕр.
— Çак каччăпа паллаштарасшăн.
Василий Викторович пĕчĕк ача пек хĕрелсе кайрĕ. Малтан вăл çакна пĕтĕмпех шӳт вырăнне хучĕ — райком секретарĕ мыскараçă пулнине республикипех пĕлеççĕ-çке. Анчах паян унăн шӳт тăвас кăмăл çук иккен.
Тепĕр кунне Василий Викторович Зинăна телефонпа кинона чĕнчĕ. Икĕ уйăхран вĕсен туй пекки пулчĕ, управлени начальникĕ хăйĕн хваттерне хĕр илсе пычĕ…
Акă епле пулчĕ вăл куçпа суйласа илнĕ арăм. Василий Викторович пĕр стакан сивĕннĕ чей ĕçрĕ те диван-кравать çине çывăрма выртрĕ. Анчах çывăрса каяймарĕ, енчен енне çаврăнчĕ, ассăн сывла-сывла илчĕ. Пуçра темĕн тĕрлĕ шухăш хĕвĕшрĕ. Арăмĕпе урлă-пирлĕ пулни те чĕрине самаях ыраттарчĕ унăнне. Анчах паян ăна район пурнăçĕ ытларах шухăшлаттарчĕ. Вăл çитмест те ку çитмест. Опытлă лайăх специалистсем сахал. Вĕсене Василий Викторович хăй ĕçлеме тытăнсанах колхозсене ярса пĕтерчĕ. Хут çырса ларнинчен усси ытларах пулĕ, терĕ. Главнăй агронома, ав, виçĕ кун каялла çеç «Шурăмпуç» колхозра председателе суйлама тиврĕ. Енчен çав вырăна Сашăна илсе килсен?.. Килĕшĕ-ши? Главнăй агроном начальникăн сылтăм алли вĕт?
Василий Викторович çапла шутларĕ: ыран вăл, арăмĕ пымасан та, Саша патне каять, ăна хăй патне илсе килме тăрăшать.
III
Хăй мĕн хушăра çывăрса кайнине те туймарĕ вăл, анчах ыйхи ытла çăмăл пулчĕ, çумăр сассипе те темиçе хут вăрана-вăрана кайрĕ, тĕлĕксемпе аташрĕ. Саша йывăр чирлесе ӳкнĕ пек, ăна куçлăх тăхăннă ватă хирург операци тăвать пек. Сехĕрленсе ӳкнĕ сестрасем операци сĕтелĕ тавра хĕвĕшеççĕ…
Ирхине ирех сиксе тăчĕ. Зина вăранман-ха. Ывăлĕ те, ытти чухне ашшĕпе пĕрлех тăраканскер, паян çывăрать.
Çумăр чарăннă. Шĕвелнĕ пĕлĕтсем аялтанах тухăçалла шăваççĕ.
Поселок вĕçĕнче вăрман хĕррипе тĕтре карса илчĕ. Унта талккăшĕпех кăвайт хунă та тĕтĕмне йывăçсем çумнех кăкарса хунă тейĕн.
Василий Викторович примус чĕртсе котлет ăшăтма лартрĕ те хăй васкасах çăвăнма тытăнчĕ. Унтан шифоньертан хура костюмпа шап-шурă нейлон кĕпе илчĕ. Анчах машинăпа каяс япала кĕрсе ларасси те пулĕ тесе, галифе, урине атă тăхăнчĕ.
Спальнăна Зинăна вăратма кĕчĕ, анчах арăмĕ çывăрмасть-мĕн.
— Хатĕрлен, каятпăр.
— Эп сана хам сăмаха каçхинех каланă, — терĕ Зина, утиялне пуç çинченех пĕркенсе.
Василий Викторович тек калаçмарĕ. Апат çирĕ те плащ тăхăнса урама тухрĕ. Çула май шофер патне кĕрсе, ăна хунямăшне кĕтсе илме хушса хăварчĕ. Кантура кĕрсе путевка çырчĕ, гаражра ганистрсенчен бензина машина бакне тултарчĕ, автол виçине тĕрĕслерĕ. Урапасем аванах, çапах багажнике тепĕр урапа хучĕ. Çывăх çул мар, кирлĕ пулĕ.
Поселокран тухсанах асфальт пуçланчĕ. Çĕр каçиччен типме ĕлкĕреймен вăл — кӳлленчĕксем курăнаççĕ. Машина йĕррисем çук. Паян вăл çул хывакан пĕрремĕш этем.
Нурăсра çеç вăл машинине тăратрĕ. Шупашкара каякан икĕ çынна лартрĕ, «ГАЗ-69» тăвайккирен аванах хăпарса чул сарнă çул çине тухрĕ. Лартнă çыннисем Кӳкеçре анса юлчĕç, вĕсем Василий Викторовича укçа сĕнчĕç, ахăртнех, шофер терĕç пулмалла ăна, укçа илменрен вара тав турĕç те анса юлчĕç.
Сашăсен çуртне Василий Викторович часах тупрĕ. Институтра вĕреннĕ чух пĕрре килсе кайнăччĕ вăл кунта. Пӳрчĕ халь те çавах, пысăках мар хулари пĕр пĕчĕк урам хĕрринче ларать. Пӳрчĕ умĕнче çаралнă сирень тĕмĕсем. Чус витнĕ пӳрчĕпе хапхи кивелнĕ, хуçи, ахăртнех, ăна çĕнетме те шутламан пулас. Садри улмуççисем ӳссе сарăлнă. Канма килсен, Васьăпа Саша çак садра шăналăк карнă йывăç кравать çинче çывăрма юрататчĕç.
Василий Викторович, машинине хапха умне тăратса, килхушшине кĕчĕ.
Çенĕк алăкĕ шалтлатрĕ. Пӳртрен Саша амăшĕ тухрĕ. Ăна вăл тӳрех палласа илчĕ те пушă витрене лартса алă пачĕ.
— Мĕнле килме пĕлтĕн, Вася, мĕнле килме пĕлтĕн… Сашук сана иккĕмĕш кун кĕтет ĕнтĕ. Эпир сана каçчен çитеймест пуль терĕмĕр. Мĕнле пурăнан, ачам? Килтисем сывах-и?
— Килтисем лайăхах-ха.
— Пĕчченех-им эсĕ?
— Пĕчченех. Саша сывах пуль-ха? — ыйтуран пăрăнчĕ Василий Викторович.
— Сывах… сывах, — терĕ карчăк тем каласа пĕтермен пек пуçне çĕре чикрĕ.
— Килтех-и?
— Çывăрать. Ир енне çеç кăтăш пулчĕ те.
— Мĕскер тата?..
— Ара… Кин кĕртес тетпĕр мар-и… Темлескер пулать ĕнтĕ, хам курман… Хăй каласа парĕ сана… Эп шыв ăсса кĕрем-ха, вăрат ăна эс, вăрат, — тесе, карчăк çăл патне васкарĕ.
Пӳрт ăшчикки палăрмаллах улшăннă. Урайне вĕр-çĕнĕ кавир сарнă, стенисене штукатуркăласа кăштах кăвакрах сăрпа, маччине шурă сăрпа сăрланă. Пӳрт варринче — çаврака юман сĕтел, ăна шап-шурă йĕтĕн çивиттипе витнĕ. Сĕтел çине эрех кĕленчисем, апат-çимĕç лартса тултарнă. Икĕ кĕтесре икĕ тумбочка, пĕрин çинче телевизор, тепринче радиолăллă радиоприемник, шифоньер, диван-кравать, кĕнеке шкапĕ…
Саша малти пӳлĕмре çывăрать. Вăл месерле выртнă та аллисене пĕчĕк ача пек сарса пăрахнă. Кăтрарах хура çӳçĕ тăрмаланнă. Васьăна вăл яланах туркмена аса илтерет. Тĕксĕмрех ӳтлĕ, пысăк хура куçлă, çаврака питлĕ, кĕскерех сăмсаллă каччă. Аспирантурăра вĕреннĕ чух ăна хĕрсем «дикий красавец» тесе чĕнетчĕç. Чăнах та ун сăн-питĕнче темĕнле хăйне евĕр хитрелĕх пур.
Василий Викторович хуллен шăхăрма пуçларĕ, унтан сасăпах юрласа ячĕ:
Друг всегда уступить готов
Место в шлюпке и кров…
Саша куçне уçрĕ, йăл! кулса сиксе тăчĕ, унтан Васьăна ыталаса илсе пӳлĕм тăрăх çĕклесе çаврăнчĕ.
— Эпĕ пĕлнĕ эс килессе. Эх, шуйттан çăпати, начальник пулсан та техникумри пĕчĕк учителе те манмастăн иккен.
Саша Василий Викторовича ытала-ытала илчĕ.
— Вăпăр, — хăйĕн шоферĕ пек каласа хучĕ Василий Викторович, — мĕншĕн эсĕ ман пата йĕркеллĕ телеграмма ямарăн? Эп сана чирлĕ тесе. Кала-ха, мĕншĕн чĕнтĕн эс мана?
Саша çăвăнса шăлăнчĕ те сĕтел патне пычĕ.
— Кил-ха. Лар. Мĕншĕн чĕнтĕм тетĕн? Сана курманни сакăр уйăх çитрĕ. Тунсăхларăм, — тавăрчĕ Саша.
— Çавăншăн çеç-и?
— Эс ан васка, лар. Паян ак çак этем авланма шутларĕ, — терĕ вăл, хăйĕн кăкăрне пӳрнипе тĕллесе. — Хусах пурнăçĕ вĕçне, вырăссем калашле, пăнчă лартас тетĕп.
— Хĕрӳ ăçта-ха сан?
— Васкарах килтĕн… Тата пилĕк сехетрен çитмелле, — аллинчи сехечĕ çине пăхса илчĕ Саша.
— Ăçтан? Космосран-и? Хĕре ăна кайса илекен.
Амăшĕ сĕтел çине пăсланакан çăмарта çатми лартса пачĕ, Саша черккесене эрех тултарчĕ. Апатран тухсан, Саша пирус чĕртсе çине-çинех çăтрĕ, кĕлне силлесе малалла калаçрĕ.
— Ахаль пурнăçра каччăсем салтак шинелĕ пекех пĕрешкел. Юрату пур-и, çук-и — пире йăпанмалăх хĕр кирлĕ. «Эпир час-часах идейăсем çинчен сăмах ваклатпăр, хамăрăн хăтланусем вара час-часах çав идейăсене хирĕçле пулса тухаççĕ. Тен, эпĕ йăнăшатăп, пур çынсен туйăмне те пĕр рамкăна кĕртсе лартни е салтак шинелĕпе танлаштарни вырăнсăр. Эсĕ мана аван пĕлетĕн, ытлашши хитрех мар пулсан та, мана савакан хĕрсем сахал мар пулнă. Анчах эпĕ ытти çăмăлттайсемпе танлаштарсан, нихçан та çĕнтерӳпе лăпланман. Хĕр сана хăй чунне уçса парать, вăл тем кĕтет, шанать, эпир вара çав шанчăк çине суратпăр. Ку арçынсен çитменлĕхĕ. Кашни çыннăн чи çывăх çынна çеç каласа памалли шухăш-кăмăл пур. Пĕри вĕсене пытарса тăраймасть, уçса парать, тепри пытарать. Юрату пулсан, эп ăна пытарман, эс хăвах мана аван пĕлен, анчах эпĕ çак юлашки роман çинчен никама та каласа паман. Эсĕ, Вася, ăна чи малтан илтетĕн.
Эсĕ аван астума кирлĕ, диссертаци çырса пĕтерсенех, группа руководительне патăн та, киле тухса кайрăн. Манăн ĕç ăнмарĕ, эпĕ вара, хамăн ăнăçсăрлăхшăн пăшăрханса, Ленинградрах юлма шутларăм. Диссертаци хӳтĕлес пулсан, ман хамăн совеçе улталаса хăш-пĕр аслисен кăмăлне тивĕçтермеллеччĕ. Пĕлетĕн ĕнтĕ: Вильямса ун чухне нимĕн вырăнне те хуми пулчĕç, эпир тĕрĕссипе илсен, унăн вĕрентĕвĕпе çитĕннĕ. Эсĕ манпа пĕр шухăшлă пулнине пĕлетĕп, мана йăпатса хăвартăн, тĕрĕс çул çинчен пăрăнма хушмарăн. Эпĕ вара ăнлантăм: ман ăнăçусăрлăх вăхăтлăх япала, тĕрĕслĕх кирек хăçан та çĕнтерет.
Юлтăм çапла. Халĕ ĕнтĕ мĕн тумалла? Хам шухăшран пăрăнса юсанă пулсан, ман диссертаци те хатĕрччĕ, хальччен эпĕ те наука çынни пулса тăраттăм. Анчах хам лайăх тĕпчесе пĕлнĕ япалана тепĕр майлă улăштарма пултараймарăм. Хăшĕсем мана пушă аврипе хӳме ишĕлтересшĕн тесе те каланă, урăх темăпа çырма та сĕннĕ. Икĕ шухăш вылятчĕ пуçра: е урăх темăпа çырас, е йăлтах пăрахса каяс. Хамăн пуçлăх та кăмăлсăр, эсĕ кутăн çын тесех каласшăн — унăн шанăçне тӳрре кăлараймарăм-çке ĕнтĕ. Эпĕ тĕрĕсех çырнине те пĕлет, анчах мана хӳтĕлеме вăй-хал çитереймест. «Мĕншĕн çынсен нервисене пĕтерес?» — шухăшларăм эпĕ. Чăматана кайса илтĕм ĕнтĕ…
Астăватăн-и, юнашар пӳлĕмре биологсем пурăнатчĕç. Пĕри сан ятлăскер — Вася, çамрăклах çӳçĕ кăвакарма пуçланăччĕ унăн, Полтава облаçĕнчен килнĕ украинец, тепри Леня — Ульяновск облаçĕнчен. Ашшĕ унăн пирĕн районта военком пулса та ĕçленĕ. Ленька чăвашла та аванах перкелешетчĕ. Çапла диссертаци хӳтĕленĕ хыççăн ăсату каçĕ ирттереççĕ. Кĕчĕç ман пата. Халь çеç çуса тасатнă тĕкĕр пек çиçеççĕ. Студент тени çивĕч хăлхаллă — ман ăнăçусăрлăх çинчен илтнĕ те хайхи кусем. Мана йăпатма тăрăшаççĕ, хăйсен группине хăнана чĕнеççĕ. Хăвах пĕлетĕн: ăшра вут çунать, çулăм тухни те курăнать пуль. Пит турткалашса тăмарăм, Ленинградра юлашки каç ирттеретĕп тесе тухса утрăм.
«Буратино» кафене пĕлетĕн вĕт эсĕ. Çавăнта пухăнтăмăр эпир. Хăш-пĕр аспирантсем арăмĕсемпе, теприсем савнийĕсемпе пынă. Аспирантсен йăлипе «Наука, парăн» тесе тост çĕклерĕмĕр. Анчах эрех те пуçа каймасть. Оркестр вылять, мăшăрсем ташша тухаççĕ. Кампа ташлас? Унта та кунта пăхкалатăп. Пĕчченех ларса юлнă пĕр хĕр патне пыратăп. Ташлама тухма ыйтатăп. Сăнран пăхма хĕр çирĕм пилĕк çулсенче. Вăтам пӳллĕ. Çинçе пилĕклĕ. Пичĕ шап-шурă, çулталăкĕпе те хĕвел курман тейĕн. Куç тĕкĕсене, куçхаршисене хуратман. Ташланă май паллашатпăр: Оксана. Чăвашсем ĕнтĕ ăна Укçине тенĕ пулĕччĕç. Пăхкалатăп хайхи. Юратса пăрахмаллах хитре мар. Хама валли ятарласа хĕр шырас пулсан, эпĕ ун еннех çаврăнса пăхман пулăттăм. Çамрăкрах чухне эпир хĕрачан пит-куçне кăна пăхатпăр, хитрелĕх паспортне эппин. Вăтăралла çитекен хусах хĕрупраçа пит тиркешсе пăхать, кăлтăксем нумай курать. Оксанăна вара эпĕ «вăтам» тесе хакларăм.
Пурпĕр ăна шӳтле-шӳтлех тепĕр ташша та малтанах чĕнсе хутăм. Вăхăта епле те пулин ирттермелле-çке. Анчах ман чĕнӳ кирлех пулмарĕ, тепĕр ташши «Твист» пулчĕ. Çавăнпа эпĕ Оксана умне пырса «Твист» ташлама пултарайманшăн каçару ыйтрăм.
— Ларăр, — терĕ вăл. — «Твист» ташлама эпĕ хам та пĕлместĕп. — Унтан поэт сăмахĕсемпе каласа хучĕ: — «Мы с тобой не танцевали твиста, если выпивали — грам по триста». Сыпатăр-и? Тархасшăн.
Кафе кĕрлет кăна, джаз кĕвви хăлхана çурмалла янăрать, хĕрсе кайнă музыкантсем хăйсем те «Твист» ташлаççĕ тейĕн.
— Телейлĕ вĕсем. Тĕрлĕ хуласене саланаççĕ, тĕрлĕ институтсене. Манăн кунтах юлма тивет, — терĕ Оксана, сĕтел çинче выртакан пачкăран фильтрлă сигарета илсе чĕртсе, туртма вĕреннĕ çын пек вăл пирус тĕтĕмне çине-çинех çăтрĕ.
— Сире ăçта яраççĕ? — ыйтрăм эпĕ, хамăн шухăша сирес тесе.
— Университетах, — кăмăлсăррăн хуравларĕ вăл. — Кунтах çуралса ӳснĕ, кунтах пурăнма тивет.
Эпĕ çав тери кăмăлсăрлантăм, Ленинградран ниçта тухман хĕрача студентсене биологи вĕрентет ĕнтĕ. Мĕн биологĕ пултăр унран, енчен вăл паркра ӳсекен йывăçсене, газонсенчи чечексене кăна курнă пулсан? Эх, нумай халь наукăра тĕрĕсмарлăх, нумай.
— Аçăр ăçта ĕçлет? — ыйтрăм эпĕ.
— Ăна астумастăп. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронтра вилнĕ.
— Аннӳ тата?
— Мана асилме те йывăр… Икĕ эрне каялла çеç пытартăмăр. Блокадăра хавшанипе çур çул хĕн курчĕ.
— Оксанăн пичĕ тăрăх куççуль юхса анчĕ. Кам шуйттанĕ туртрĕ мана ун чухне Оксанăн пурнăçĕ çинчен çав териех тĕплĕн ыйтса пĕлме? Пĕр сăмахпа каласан, паллашсах кайрăмăр.
Юлташсем мана сĕтел хушшине чĕнчĕç.
— Манашкăна тупрăн, — кулчĕ манран Вася.
— Пит хитрех те мар та, тăнлă, — хушса хучĕ Леня. — Акăлчанла, нимĕçле лайăх калаçать. Оксана кĕнеке çăтнă чухлĕ эпĕ апат çиеймен.
— Каччи пур-и? — кăсăклантăм эпĕ.
— Ленинградра хитре хĕрсем пĕтсен тупăнать, — тавăрчĕ Вася. Эп ĕнтĕ тепĕр çăмăл çĕнтерӳ пулать тесе шухăшларăм.
Кафене 12 сехетре хупмаллаччĕ: эпир ытларах лартăмăр пулас. Киле кайма тухнă чух Ленинград çине шурă каç аннăччĕ. Тӳпе кăнтăрлахи пек янкăр, çуртсем те сенкер тĕспе сăрланнă. Тул çутăлас умĕнхи пек. Анчах тул çутăласси аякра-ха. Çапла, тӳлек шурă каç тăратчĕ Ленинградра… Çавăн пек каçсем çынна шухăша яраççĕ, хăвăн чунна кама та пулин уçса парас килет. Эпĕ те хамăн диссертаци ăнăçсăр пулни çинчен Оксанăна каласа патăм, чунăмпа йĕтĕм эпĕ ун умĕнче. Чĕмсĕр хĕр вара çав тери ырă кăмăллă çын пулса тăчĕ: манăн диссертацине вуласа тухма пулчĕ.
Эпĕ ăна Некрасов урамĕнчи пĕр çурт патне çитиех ăсатса ятăм.
— Мĕнле çитетĕн эсĕ? — ыйтрĕ вăл сасартăк эпĕ кайма тăрсан. — Кĕперсене илнĕ, машинăсем çӳремеççĕ. Кĕçĕр çыврăр пирĕн патăрта, ыран каятăр.
Оксана çапла калани вăл çăмăл шухăшлă хĕр пулнине кăтартрĕ ман шутпа. Пуçа ĕнтĕ хĕрӳ шухăшсем те пырса кĕчĕç. Сыпасса эпир «Рислинг» текен эрехе кана сыпнăччĕ, хам эпĕ йăлтах урăччĕ. Оксана чылаях хĕрĕнкĕ.
Тăваттăмĕш хута хăпартăмăр. Оксана, сумкинчен уçă кăларса, хваттерне уçрĕ. Эпир сĕтел, шифоньер, йывăç кравать, модăран тухнă диван лартнă пӳлĕме кĕтĕмĕр. Стенасем çинче картта пысăкăш ӳкерчĕксем çакăнса тăраççĕ. Малтанах эпĕ вĕсене пĕр-пĕр художник-абстракционист тунăскерсем пуль терĕм, вĕсенче мĕн ӳкернине пĕлме тăрăшрăм.
— Каçарăр, чухлаймастăп, мĕн ӳкернĕ кунта?
— Пуç мимин клеткисем, — тет Оксана.
Калаçса каятпăр. Оксана чапа тухнă Васильев профессорăн вĕренекенĕ-мĕн, икĕ кĕнеке авторĕ. Вăл мана пуç мими çинчен, телепати опычĕсем çинчен каласа кăтартать. Чей те ĕçрĕмĕр, шурă каç та шурăмпуçа парăна пуçларĕ, эпĕ çаплипех ыйтусем паратăп.
— Паянлăха çитĕ, — терĕ вара Оксана. — Ак сире кравать, хам диван çине выртăп.
«Вăт сана роман», — шухăшлатăп эпĕ çывăрса каяймасăр. Хĕрпе те калаçас килет, анчах хăюлăх çитмест. Ыйхă килменнипе пин таран та шутлатăп, аса килнĕ сăвăсене калатăп. Çапла аран çывăрса кайнă. Тепĕр кунне кăнтăрла çитерехпе тин вăрантăм. Куçа уçатăп та — сĕтел çине чавсаланнă Оксана ман çине пăхса тăрать.
— Каçар, вăратрăм сана.
— Хамах тăтăм эпĕ.
— Çук, эпĕ вăратрăм. Тăр, апат çимелле. Телепатине эпĕ ĕненсех каймастăп, çын шухăшне тепĕр çын епле пăхăнтартăр? Тен, Оксана та ăна ĕненсех каймасть, анчах тĕрĕслесе пăхма тăрăшать. Çапла паллашрăм эпĕ унпа.
Вăхăт тата виçĕ уйăх пурччĕ-ха манăн. Çак хушăра эпĕ диссертацине урăхлатса çырма шухăшларăм. Кунĕ-кунĕпе шурă хут умĕнче ларатăп, каçхине Оксанăпа тĕл пулма васкатăп. Çырса пĕтерес умĕн савăннипе хам шухăша Оксанăна каласа патăм. Курасчĕ санăн вăл çак самантра мĕн тери тарăхса кайнине.
— Мĕнле ученăй эсĕ, хăвăн шухăшна ятлă çынсене юрассишĕн сутатăн пулсан? Мĕншĕн сан наукăра икĕпитлĕ пулмалла? — терĕ вăл.
Эпĕ ăна çиллентĕм. Ăна мĕн? Вăл хăй ученăй, санăн, ав, çаплах тертленмелле-ха. Вара виçĕ кунлăх тухрăм та кайрăм Ленинградран: Репинăра юлташ пурăнатчĕ манăн. Хуйха-суйха эрехпе пусарма шутларăм. Анчах тĕрĕс шухăша эрехпе пытараймастăн. Таврăнтăм каллех. Оксана патне кайма та кăмăлăм çук. Шухăшлама шухăшлатăп хам ун çинчен, анчах чарать мана мăнкăмăллăх. Тĕрĕсне вăл тĕрĕсех каларĕ, тен, çавăнпах диссертацийĕ те çырăнмасть пуль.
Маншăн та чан çапрĕç. Каллех чăматана пӳлĕме çĕклесе хăпартăм. Кĕнекесене, алçырăвĕсене багажласа почтăна ăсатрăм. Кайма хатĕр ĕнтĕ, анчах Оксанăна курмасăр ниепле те каяс килмест. Эпĕ ун патне кафедрăна шăнкăравларăм.
— Ăсату каçне пыраймăр-ши?
— Мĕнле ăсату? — тĕлĕнет вăл.
— Шевченко урамĕнче аспирантсен общежитинче пурăнакан Саша Чăваш республикине тухса каять. Билет илнĕ, пуйăс ыран вунпĕр сехетре тапранать.
Оксана чылайччен шарламарĕ, унтан хăш пӳлĕме пымаллине ыйтрĕ.
Юлташсем саланса пĕтнĕччĕ ĕнтĕ, çавăнпа чĕнмелли никамах та пулмарĕ. Астăватăн-ха эсĕ, Ленинградра пирĕн хуларан куçса кайнă Коля Хурамалов пурăнать. Çавна мăшăрĕпе иккĕшне те чĕнтĕм. Хăнасем вăхăтрах çитрĕç. Каçĕ савăнăçлах пулмарĕ. Кашниех ман кăмăла ăнланаççĕ пулас. Коля тес, Коля та Оксана хăраххи: кăмăлпа ан парăн, чунупа çирĕп пул, тет. Коля мăшăрĕ Галя та мана ăнăçулăх сунать.
Виçĕ сехет пек ларсан салантăмăр. Оксанăна ăсатма кайрăм. Хваттер алăкĕ патне çитертĕм, хăюлăх тупăнчĕ, эпĕ ăна ыталаса чуптурăм.
…Коля пуйăс патне тухатăп тенĕччĕ. Килеймерĕ. Эпĕ чăматансене вакуна кĕртсе вырнаçтартăм та перрона тухрăм. Пачах кĕтмен çĕртен Оксана çитсе тăчĕ. Унăн лекциччĕ, ăсатма пырать тесе шутламан эпĕ ăна. Хальхинче вăл пуçĕ урлă çăмăл кашне уртнă, «болоний» плащне йӳле янă. Сывлăх та сунмарĕ. Хăй ман çине пăхать, куçĕсем шывланаççĕ, вăл тем калассăн туйăнать, анчах шарламасть. Унăн тути кĕç-вĕç макăрса ярас ачанни пек чĕтреме тытăнать, вара вăл мана ыталаса илсе питрен, тутаран темиçе хут чуптăвать, çĕре лартнă сумкинчен илсе пĕр çыхă тыттарать. Сăмах чĕнмесĕр каялла васкать вăл. Шĕвĕр кĕлĕллĕ туфли шаклаттарнине илтетĕп, унăн плащ аркийĕ çилпе çапăна-çапăна вĕлкĕшет. Хĕвĕшекен халăх хушшинче тăратăп, хама халь çеç çаратса кайнă пек, хыççăн чупса хуса çитме те ăс çитерейместĕп. Çапла сывпуллашрăмăр эпир Оксанăпа.
IV
Саша пĕр шарламасăр ларать, пирус чĕртсе ярать.
— Çывăхра мĕн пулнă? — чăтаймасть Вася.
— Çитрĕм киле, — тăсать Саша. — Оксана парнине кăларса хутăм. Мĕн унта? Кăвакал… Çапла, вылямалли кăвакал. Акă вăл, — терĕ Саша, шалти пӳлĕмрен кĕленчерен тунă кăвакал илсе тухса. Ашне мамăк тултарнă. Умне пĕчĕк алюмини чашăк çине шыв ярса панă. Икĕ-виçĕ хут шыв ĕçет те тӳрленет, унтан каллех шыв ĕçет. Сăмсине шыва чикнипе мамăкĕ йĕпенет те каллех ăна каялла туртса тӳрлетсе лартать.
— Оксана ун чухне пĕтĕмпе те тăватă сăмах кăна çырса хунăччĕ: «Кăвакала кашни кунах шыв ĕçтер».
Çитсенех техникума вырнаçрăм. Мана института ярасшăнччĕ, анчах кăмăл пулмарĕ. Анне те çамрăк мар, ăна та пулăшмалла. Юлтăм килтех. Çырусем çырма тытăнтăм. Оксанăсăр çĕрпе кун та вăрăм. Тунсăх, пĕр сăмахпа. Вăл хăй те савăнса çыратчĕ, эпир пĕр-пĕрне сăмахпа калайманнине хут урлă калатпăр. Пĕр-пĕр кĕнеке тупмалла-и, опытсем тума тĕрлĕ препаратсем кирлĕ-и, унтан ыйтса çыраттăм. Пĕр сăмахпа каласан, кашни кунах Оксана кăвакалне шăваратăп та хăйне аса илетĕп.
Çуркунне çитрĕ. «Юрату çукки çуркунне сисĕнет», — тенĕччĕ пĕр писатель. Ман юрату пур ĕнтĕ, анчах пур тени хăй çумне татах тепĕр «пур» тенине хушасшăн-и… Эп техникумри пĕр учительницăпа, Оля ятлăскерпе, паллашрăм. Хитрескер. Эп Ольăна ытларах асра тытакан пултăм курăнать. Ленинграда çырусем те сайрарах çыратăп, кăвакала та шăварма манатăп. Шывсăр типсе кайнăскер, хăй тĕнĕлĕ çинче тапранмасăрах ларать. Институт пĕтернĕ хыççăн пĕрремĕш çул ĕçлекен хĕр мана хăй хитрелĕхĕпе çеç мар, çамрăклăхĕпе те тыткăна илчĕ. Хăй те мана хытах юратма тытăнчĕ пулас, вĕренӳ çулĕ пĕтсен туй тăвасси пирки те калаçса татăлтăмăр, урăхларах каласан, юрату хăйĕн чи чăнкă çыранне хăпарса çитрĕ.
Пурнăç ăнăçлă пыратчĕ. Вĕрентме эп начар мар вĕрентетĕп, студентсем мана хисеплеççĕ. Анчах сасартăк чирлесе ӳкрĕм: студентсемпе практикăна кайса килтĕмĕр кăна, пуç ыратма пуçларĕ, икĕ куçран та куççуль шапăртатса юхать. Çав каçах больницăна лекрĕм, ирхине мана операци сĕтелĕ çине хучĕç. Темех мар мĕн: икĕ енлĕ кайморит кăна, анчах хирург çĕççи пит шăмми ăшне кĕни ытлашши кăмăллă япалах мар. Чир манăн тăсăлсах кайрĕ, суран начар тӳрленет.
Пĕр эрне иртсен пулас, мана хирург кабинетне телефон патне чĕнчĕç. Ленинград шырать иккен мана. Кафедрăран шăнкăравлаççĕ-и-ха текелетĕп хам, те диссертаци хӳтĕлеме каймалла? Çук-мĕн… Оксана. Сывлăх сунать, ман диссертаци пирки ыйтать. Отпуск вăхăтĕнче Ленинграда килме ыйтать. Телефонисткăсем вăхăт иртни çинчен пĕлтерчĕç, вăл калаçăва тата вунă минутлăх тăсрĕ. Эпĕ чирленĕшĕн питĕ пăшăрханать хăй. Ăна чирĕм йывăр мар тесе лăплантартăм…
Эпĕ больницăран тухнă çĕре посылка килсе выртнăччĕ. Пĕчĕк ача вырăннех хунă мана Оксана: апельсин, лимон тата тепĕр кĕленче армени коньякĕ ярса панă. Парни мар, хăвшăн çапла тăрăшни чĕрене пăлхантарать, хăвăн та çав çынна мĕнле те пулин ырă тăвас килет. Эпĕ кăвакала каллех шыв ĕçтертĕм.
Çав кунсенче манăн питĕ ăш çунчĕ. Сехет маятникĕ пек пĕр çĕртен тепĕр çĕре сулланса çӳретĕп. Ума пĕрре Оксана тухать, тепре Оля. Эпĕ икĕ мулкача хăвалатăп, анчах çывăххи, куç умĕнче кашни кунах пулаканни, мана ытларах илĕртет.
Каларăм вĕт сана: ун чухне çуркуннеччĕ. Улмуççисем шап-шурă çеçкере. Занятисем пĕтсенех тухса утатпăр Ольăпа: е вăрмана, е парка каятпăр. Çӳретпĕр вара çурхи илемпе киленсе. Унтан эпĕ хĕре ăсатса яратăп. Пĕр каçхине вăл мана хăйĕн хваттерне илсе кĕчĕ те, вăхăт ирттерме пулăшас тесе, пысăк альбом кăларчĕ. Юнашар ларса унăн страницисене уçма пуçларăмăр. Чи малтанах Оля сăнӳкерчĕкĕ тухрĕ. Унтан класпа пĕрле, тантăш хĕрсемпе ӳкернисем… Унтан Оля темĕнле хура куçлă çамрăкпа ларать.
Ку каччă Валерий ятлă-мĕн, Ольăна ачаранах савать, халĕ те авланман-ха. Тепĕр страницăра каллех каччă ларать. Ку Павел иккен. Хăйсен ялĕсемех, Вăл та Оля сăмах парасса кĕтет. Унтан институтри каччăсем. Кашнин çинченех Оля кăшт куларах, тунсăхласарах каласа парать. Сăнӳкерчĕксен тепĕр енче — халалласа çырнă йĕркесем, вĕсене мещенлерех çырнă. Унашкал кĕске сăвăсене тин кăна юрату шухăшĕ кĕнĕ çамрăксен альбомĕсенче курма пулать. «Юратса парнелетĕп, савнă тусăм, юратса юрату эп кĕтеп», «Çак сăнӳкерчĕк пĕлтертĕр эп сана юратнине» тата ытти те, тата ытти те. Оля çак çамрăксем çинчен кашнин çинченех аса илсе каласа парать: «Ох, пĕлесчĕ эсĕ, еплерех алла чăмăртатчĕ çак Валерий», «Павел çав тери хитреччĕ, куçĕсем çунса тăратчĕç…»
— Хитре эсĕ, Оля, чечек пекех хитре, çавăнпа сырăнакансем те нумай, — терĕм эпĕ ăна.
Эпĕ мухтани хĕре татах та çунатлантарса ячĕ. Эпĕ самантлăха хама Ольăпа юнашар утса пынă пек туйрăм. Ман çине пăхса иртекен кашни каччă Ольăн савни пулнăн туйăнчĕ. Манăн ăшра темĕнле хăрушла кĕвĕçӳпе хутăш курайманлăх кăварĕ тĕлкĕшме пуçларĕ.
Ман шухăшсем пурнăçран юлса пыракан çын шухăшĕсем пулчĕç-и, пĕлместĕп, анчах эпĕ урăх Оля хваттерĕнче тăраймарăм. Ал патăм та тухса утрăм. Киле çитсенех кăвакала шыв ярса патăм.
Кайран хăй йăнăшне Оля та ăнланчĕ пулас, мана курмассеренех хĕреле-хĕреле каятчĕ. Эпир сивĕнни техникумри учительсемшĕн паллă пулчĕ: пĕр вăхăт мана хăшĕсем сивĕ куçпа пăхрĕç. Пĕлсех пурте мар ĕнтĕ, ăнланакансем те пулчĕç пуль. Хăв таса пулсан, çын сана çамка айĕн сиввĕн пăхни нимех те мар. Анчах хăрушă элек саракансем тупăнчĕç. Эпĕ йывăр çын тунă иккен Ольăна.
Пур-çке тĕнчере çавнашкал çынсем. Шура акăшра та хура тĕк шыраççĕ. Çыннăн пĕчĕк çитменлĕхĕ те вĕсемшĕн турпас куçа кĕнĕ пек туйăнать. Çавăн пек çынсемех элеклĕ çырусем çыраççĕ, алне ан паллаччăр тесе, усал ĕçе ачисене те явăçтараççĕ. Улми йывăççинчен катана ӳкмест, ачи те элекçĕ ӳсет вара. Элек тăрăх мана та виçĕ хут пырса тĕрĕслерĕç. Юрать-ха, Оля мана хирĕç каймарĕ, вăл ырă çынах пулчĕ. Эп ăна мухтарăм, анчах пĕтнĕ юратăва тепĕр хут çĕнетме вăй çитереймерĕм.
Оксана патне çыртăм, хирĕç ответ пулмарĕ. Телефонпа шăнкăравлатăп, хваттерĕ шарламасть. Университетпа çыхăнтăм — чирлĕ, больницăра терĕç, анчах хăш больницăрине пĕлеймерĕм. Тухса кайма вăхăт пулмарĕ — экзаменсем пуçланнăччĕ. Шыраса йăлăхрăм-ши е хальччен Оксана та урăх каччă тупрĕ терĕм-ши, тек çыру çырмарăм. Нумай хушă тытман диссертацине тепĕр хут тӳрлетсе, хушса çырма тытăнтăм, вĕренӳ хуçалăхĕнче опытлă лаптăксем йĕркелерĕм. Чĕре сисет: йăнăшмастăп эпĕ. Çав çуркунне шутсăр хавхаланса ĕçлерĕм, юрату ăнăçсăрлăхне те, хам çинчен элек саракана та ĕçпе çĕнме шутларăм.
Оксанăран çыру çитрĕ. Хăй чылай хушă чирлесе выртни çинчен пĕлтерет. Анчах çырăвĕнче темĕнле сивлеклĕх сисĕнет. Чĕре хĕссе ыратса кайрĕ. Çав кунах отпуск илсе Ленинграда пуçтарăнтăм. Мускава çитсен, Кольăна телеграмма патăм: кĕтсе ил, пыратăп. Пуйăс çитсе чарăнсан, чăматана çĕклесе алăк патне талпăнтăм, хама Кольăпа арăмĕ кĕтсе илеççĕ пулĕ, тетĕп ĕнтĕ. Анчах вакун пусми тĕлĕнче Оксана тăрать.
— Епле пĕлтĕн эсĕ эпĕ килессе? — ыйтатăп, унăн аллине чăмăртаса.
— Телепати, — тет çакскер.
Мĕн телепатийĕ пултăр унта, каярахпа эпĕ пĕлтĕм, Коля арăмĕ, пирĕн туйăма чухлаканскер, Оксанăна телефонпа пĕлтернĕ.
Оксана улшăннă. Пичĕ шурса кайнă. Пăхатăп та ун çине, нимĕн те пĕлейместĕп: савăнать-ши вăл эпĕ килнишĕн е пăшăрханать? Калаçма хăй кăмăллă калаçать.
Таксипе унăн хваттерне кайрăмăр. Пӳлĕмĕ çавах, пĕр стени çинче халĕ те пысăклатса ӳкернĕ пуç мими çакăнса тăрать. Радиоприемник пулнă вырăнта телевизор ларать. Çĕнĕрен туяннă кĕнеке шкапĕ пӳлĕме татах тăвăрлатса хунă.
Эпĕ çăвăнса шăлăннă хыççăн кухньăра праçник чухнехи пекех тулли сĕтел хушшине лартăмăр. Умра эрехĕ те пур, эпĕ халиччен курман ют çĕршыв эрехĕ, ăна уçса черккесем çине ятăм. Оксана шаккарĕ те черккине лартрĕ.
— Сыпмастăп, — тавăрчĕ вăл.
— Нумайранпа-и?
— Сана ăсатнăранпа.
Эпĕ Мускавра туяннă фильтрлă сигарета чĕртсе ятăм, Оксанăна сĕнтĕм.
— Туртмастăп.
— Хăçантанпа?
— Сана ăсатнăранпа.
Кур ĕнтĕ эс ăна: мана ăсатнăранпа сыпма та, туртма та пăрахнă. Темшĕн çак самантра иртнĕ çырун сивлеклĕхĕ аса килчĕ.
— Савăннипе сыпма та, туртма та пăрахнă, — шӳтлерĕм эпĕ, анчах çак шӳт вырăнсăр пулчĕ.
— Эпĕ сана вунçичĕ çулхи хĕр пек юратса пăрахрăм, санпа çеç пурăнтăм, санăн кашни çитĕнĕвӳ хамăн çитĕнӳ пек туйăнатчĕ, санăн кашни ăнăçсăр ĕçӳ мана чĕререн хурлантаратчĕ. Эсĕ çавна асăрхамастăнччĕ. Чирлесе ӳксен те тӳрех пĕлтермерĕн, больницăра уйăх çурă выртсан тин пĕр çыру çыртăн. Асра тытса пурăннă-и-ха эсĕ мана? Çук çав!
Пурне те астăвать иккен вăл. Тӳрĕ те чуна ыраттаракан калаçу пулса тухрĕ пирĕн хушăра. Эпĕ ĕнтĕ Оксана патне килнĕшĕн пăшăрханатăп та. Тĕнче хĕсĕр мар. Хĕр пайтах. Пăрахам та тухса каям, пĕреххут. Анчах тем тытса тăрать мана кунта. Оксана çаплах эпĕ юрату çине çиелтен пăхакан çын тесе ятлать.
— Сиснĕ эпĕ эсĕ урăх хĕре савнине, — тет вăл. Сиснĕ-и, сисмен-и — маншăн халĕ пурпĕрех, эрехе чей стаканне ятăм та ӳпĕнтертĕм. Унтан часах ывăнни çине персе, çывăрма выртрăм. Ирхине тăнă çĕре Оксана çукчĕ ĕнтĕ. Сĕтел çинче пӳлĕм уççипе хут татăкĕ выртаççĕ. Оксана университета кайни çинчен, каçхине пилĕк сехетсенче таврăнасси çинчен çырса хăварнă, апат çиме, вăхăта хам пĕлнĕ пек ирттерме сĕннĕ.
Апат çинĕ хыççăн, чăматана çĕклесе, хваттертен тухрăм, Коля патне çул тытрăм. Телейĕме унăн арăмĕ Галя килĕнчех пулчĕ.
Эпĕ ăна хам Оксанăпа хирĕçсе кайни çинчен каласа патăм.
— Ухмах, — терĕ вăл мана. — Хĕр саншăн çулăмпа çунать, сана кĕтсе пурăнать, эсĕ ăçтиçукла унăн ăшне çунтаратăн. Вăл чирлĕ выртнă чух эпĕ сайра хутра больницăна кайса килеттĕм, кашнинчех: «Саша мĕнле-ши, тем шарламасть, вăл та чирлемерĕ-ши?» — тесе ыйтатчĕ. Сан телеграмму киличчен пĕр эрне маларах çапла пĕлтерчĕ: «Саша авланнă, урăххине тупнă».
— Ăçтан пĕлетĕн? — терĕм эпĕ. «Чун сисет», — терĕ Оксана. Вăл çын шухăшне катаран вулама пултарать.
— Кала-ха, чăнласах авлантăн-и? — тĕпчет Галя,
— Чăнласах, — терĕм эпĕ.
— Ухмах, — тавăрчĕ Галя. — Ухмах! Çакнашкал ырă чĕреллĕ хĕртен пăрăнтăн. Чавсуна çыртас тейĕн ак.
Ăшра хам савăнатăп ĕнтĕ, анчах пуçа пĕр шухăш пăралать: эпĕ Ольăпа çӳренине Оксана епле пĕлме пултарнă-ха? Эпĕ Бунинăн е Купринăн темĕнле асамлă хĕр çинчен çырнă калавне вуланăччĕ, анчах мана Оксана пĕрре те унашкал туйăнмарĕ. Халь чылай вăхăт иртсен кăна, хĕр гипноза лайăх пĕлнине туятăп, унпа чухне кăмăл та çĕкленет, унсăрăн чĕрере яланах тунсăх…
Эпĕ университета кайрăм. Сăмах диссертаци пирки пычĕ. Манăн ĕçсене йĕркелекенĕ çапла пĕлтерчĕ:
— Сана хӳтĕлекен биологсем тупăнчĕç. Оксана Яковлевна.
Икĕ эрне пурăнтăм Ленинградра. Оксанăпа килĕштертĕмĕр. Кĕркунне çĕршывра çанталăк улшăнчĕ, ăна мансăрах пĕлетĕн, декабрьте эпĕ диссертаци хӳтĕлесе таврăнтăм, — вĕçлерĕ Саша.
— Направлени памарĕç-им? — ыйтать Василий Викторович.
— Параççĕ, хам илмерĕм. Кăштах тăхтама тивет.
— Мĕншĕн? Хам пата илсе каясшăнччĕ эпĕ сана. Пире главнăй агроном кирлĕ, — тет Василий Викторович.
— Халлĕхе сăмах параймастăп. Пĕччен мар-çке эпĕ, иккĕн, — тавăрать Саша. Пирус илсе чĕртет, унтан сехечĕ çине пăхса çĕкленет.
— Тумланма вăхăт, — тет вăл.
— Тăхта-ха, кам килет паян сан пата? Кама качча илетĕн эсĕ? — чăтаймасть Вася.
— Оксана килет. Куратăн-и, кăвакал ăна кĕтет. Чăнах та, сĕтел çине лартнă тетте-кăвакал каллĕ-маллĕ иккĕ сулланать те виççĕмĕшĕнче шыв сыпса илет.
— Эс ăна эрех ярса пар, ӳсĕрĕлтĕр, — шӳтлерĕ Василий Викторович.
Анчах Саша шарламарĕ, васкасах шифоньертан кăларнă костюмне тăхăнма пикенчĕ.
— Кала-ха, эсĕ мана çак калава итлеме чĕнтĕн-и? — ыйтрĕ Василий Викторович.
— Мĕнле калав итлеме? Хăв ыйтрăн-çке каласа пама. Уншăн çеç ма чĕнес? Эсĕ машинăпа килессине пĕлнĕ эпĕ. Тусăм Управлени начальникĕ чух савнине кĕтсе илме такси шырамастăп ĕнтĕ.
— Эх, эсĕ те çав, — кулса ячĕ Василий Викторович.
V
Канаша кайма хатĕрленнĕ чух каллех çумăр çума пуçларĕ. Амăшĕ Сашăна хăйĕн плащне илме сĕнчĕ. Пулас кинĕ, тен, ытла та çăмăл тумланнă пуль, йĕпенĕ. Хăй куççульне пытармасăр çапла каларĕ:
— Çумăр витĕр килсен, телейлĕ пулать, теççĕ те… Кайăрах, кайăр. Пуйăса çитеймĕр тата.
Василий Викторович машинине тапратрĕ. Унăн çумĕнче ларакан Саша халь пĕр сăмах та шарламарĕ. Тем çинчен шухăшларĕ вăл.
Хула хыçала юлчĕ. Шоссе çине тухсан Управлени начальникĕ Саша амăшĕн сăмахне аса илчĕ:
«Çумăр витĕр килсен, телейлĕ пулать, теççĕ.»
Василий Викторович куçĕ умне Зина тухса тăнăн туйăнчĕ, хăй пурнăçне тишкерме хăтланчĕ, телейлĕ Сашăна ăмсанчĕ, анчах çак шухăшсене хăваласа çапла каласа хучĕ:
— Çăвать çумăр, çăвать, çуракине те тухаймастпăр. Унтан ассăн сывласа илчĕ те машина хăвăртлăхне ӳстерчĕ.