Чаплăран та чаплине,
Хаклăран та хаклине
Хунă хăйĕн çӳпçине
Пирĕн ватă асанне.
Акă вăл тухья, хушпу —
Тăхăнмашкăн хатĕр пул!
Çутă кĕмĕллĕ тевет,
Шӳлкеме куçа çиет.
Çамкаран çыхма масмак,
Вĕттĕн ташлама пушмак.
Икĕ аркăллă кĕпе
Пурçăнпа тĕрленипе
Питĕ хӳхĕм курăнать.
— Тăхăнса кăтарт ăна! —
Асанне туй тумĕпе
Çамрăкланчĕ пĕтĕмпех,
Хăйĕн ăшă куллипе
Чăннипех те Туйпике.
Пул эс сывлăхлă куллен,
Ан чирле, çӳре хуллен
Эп ӳссе çитĕниччен,
Ман туйра савăниччен!